«Чăваш хĕрарăмĕ» 24 (1252) № 23.06.2022

23 Çĕртме, 2022

Республика аталанăвĕшĕн усăллă

Республика ертӳлĕхĕшĕн Санкт-Петербургри экономика форумĕ ăнăçлă иртнĕ: алă пуснă килĕшӳсен, регион аталанăвĕшĕн усăллă тĕл пулусен шучĕ çук.
Раççей Машиностроительсен союзĕпе алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ — республикăн машинăсем тăвакан комплексне тата ытларах аталантарасси. Ăна Олег Николаев тата «СоюзМаш» председателĕн çумĕ Петр Фрадков алă пусса çирĕплетнĕ. Петр Фрадков Чăваш Енре машиностроени комплексĕ вăйлă аталаннине палăртнă. Союзпа пĕрле ĕçлени вара региона çак отрасле тата вăйлатма пулăшĕ.

«Росконгресс» фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен тунă килĕшӳ вара Чăваш Ене инвестици илĕртӳлĕхне, регионăн экспорт хăватне ӳстерме пулăшмалла. Икĕ ен ĕçтешлĕхĕ чикĕ леш енче тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине, республикăн инвестици тата экспорт майĕсене презентацилессине палăртать. Фонд хăй те тĕрлĕ курав йĕркелет. Малашне унта Чăваш Енри предприятисемпе организацисем кĕтнĕ хăнасем пулĕç.

Билайн Чăваш Енре интернет хăвăртлăхне пысăклатмашкăн 300 база станцийĕ тума хатĕр. Çакна форумра Олег Николаев «ВымпелКом» обществăпа алă пуснă килĕшӳре çирĕплетнĕ. Енсем çавăн пекех Шупашкарта «Индустри 4.0» сесси йĕркелеме калаçса татăлнă, вăл республикăри пысăк предприятисен «циф-ра пиçĕлĕхне» ӳстерме май парĕ. Чăваш Ен ертӳçи çак ĕçтешлĕх цифра танмарлăхне пĕтерес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Республика кашни ял-поселока интернетпа çыхăнтарассине хăвăртлатма тĕллев лартнă, «Билайнпа» алла-аллăн ĕçлени ку енĕпе пысăк пулăшу пулĕ.

КНДРпа экономика енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине Олег Николаев форума çак çĕршыв посолĕпе Син Хон Чхольпа сӳтсе явнă. Олег Алексеевич Чăваш Ен Корейăпа хăйĕн вăйлă отраслĕсен — электротехника, машиностроени, ял хуçалăхĕн, экологи тĕлĕшĕнчен таса ĕçме-çиме хатĕрлессин — майĕсене тĕпе хурса çыхăну тытма хатĕррине пĕлтернĕ. Посола Корея предприятийĕсен представителĕсемпе пĕрле Чăваш Ене килсе курма, регионăн экономика тата инвестици майĕсемпе паллашма чĕннĕ. Сăмах май, хальлĕхе пирĕн республикăпа Корея хушшинче тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ çук.

Чăваш Енре водород перекиçĕн производствипе çыхăннă СПИК 2.0 пурнăçланĕ. Инвестици калăпăшĕ 9,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ килĕшĕве РФ промышленноç министрĕ Денис Мантуров, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Атăлçи перекиçĕ» обществăн гендиректорĕ Ярослав Кузнецов тата Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕ Дмитрий Пулатов алă пуснă. Çĕнĕ производство натри хлорачĕн импорчĕн 80% хамăрăн продукципе улăштарма май парĕ. Вăл 2027 çул тĕлне проектпа пăхнă хăватпа ĕçлесе каймалла. Çĕнĕ 150 ĕç вырăнĕ пулĕ. Продукцин тĕп потребителĕсем — целлюлозăпа хут туса кăларакан предприятисем.

Олег Николаев тата «Мир» тӳлев тытăмĕн гендиректорĕ Владимир Комлев алă пуснă килĕшӳ регионта «Чăваш Республикинче пурăнаканăн карттине» тăвассине тĕпе хурать. Çакнашкал карттăпа вырăнти лавккасенче тавара йӳнĕрех туянма, кешбэкпа, тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май пулĕ. Çав шутра — пĕрлехи çул çӳрев билечĕ вырăнне те. Олег Николаев шучĕпе, цифра саманинче çакнашкал продуктсем ытларах кирлĕ. Хальччен усă курнă кирек хăш «Мир» карттă та республикăра пурăнаканăн картти пулаять — çĕннине илме те кирлĕ мар.

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пуçтарма — çулталăк

Пурнăçри пулăмсене сăнаса чăвашсен ваттисем питĕ тĕл каланă сăмах чылай. Ваттисен сăмахĕсем тетпĕр вĕсене. Паян пуçарас текен ыйтăва та вĕсен каларăшĕпех çыхăнтарас килет. Пуçтарма çулталăк, салатма çур талăк, тенĕ вĕсем. Çакă, паллах, кил-тĕрĕшри ĕçсемпе çыхăннă-ха та, анчах та тепĕр чухне ăна патшалăх шайне çĕклес килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрӳ 90-мĕш çулĕсене аслăрах çултисем питĕ лайăх ас тăваççĕ. Пасар самани пуçланса туххăмрах вăй илсе кайрĕ. Маларах япала шыраса халăх Кăнтăр поселокне утатчĕ пулсан кĕçех Тĕп стадион та суту-илӳ вырăнĕ пулса тăчĕ. Унтан пасар лаптăкĕсем татах уçăлчĕç. Производство хавшарĕ, пин-пин çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Мĕн каласси — çăмăл пулмарĕ куçăм тапхăрĕ. Нумайăшĕ укçа пуç пулса тăнă лару-тăрура çухалса каймарĕ, вунă тенкĕпе туянса, вăтăрпа сутса хăвăрт кăна пуйма май пуррине ăнкарса илчĕ. Çаврăнăçуллисене ăмсанмалли кăна юлать. Анчах та тухтăрсем, вĕрентекенсем, воспитательсем, инженерсем, çăкăр пĕçерекенсем тата ытти професси çыннисем пурте пасара тухса тăнă тăк мĕн пулатчĕ-ха? Кунтан та ытла, пушанса юлнă производство предприятийĕсен çурчĕсем пушă, тĕттĕм е çĕмрĕк чӳречисем хăрушла чĕмсĕррĕн кăнтарса тăратчĕç. Те телее темелле ĕнтĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕри нумай хăратса тăмарĕ пушăлăхпа. Лару-тăрупа усă курса ура çине тăрса ĕлкĕрнисем вĕсене туянса суту-илӳпе кану центрĕсене çавăрчĕç. Кайрĕ-ĕ вара… Тахçан ĕç шавĕ кĕрленĕ цехсенче ăçта юрă-кĕвĕ, ăçта суту-илӳ çаврăнчĕ. Çав хушăра арçынсем çемьесенчен аякра пилĕк авса çӳрерĕç, хĕрарăмсем пасарта тĕпленчĕç. Предпринимательсене патшалăх май пур таран тĕревлет пулин те, производство çĕнĕ хăватпа ĕçлесе кайнин тĕслĕхĕсене пӳрне хуçсах шутласа тухма пулать…

Халиччен çакăн пекчĕ. Малашне вара лару-тăру ку енĕпе те лайăх енне улшăнас пысăк шанăç пур. Петеребургри XXV халăхсен хушшинчи экономика форумне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă. Сăмах май, çак форума йĕркелесе ирттерессине Владимир Владимирович хăй тĕрĕслесе тăнине палăртрĕç. Пленарлă ларура Владимир Путин промышленноç ипотеки пирки сăмах хускатнă. Анăç санкцийĕсене пула çĕршывра экономика, çавăн пекех промышленноç хăш-пĕр тĕсĕ йывăрлăха çакланнă. Çакăнтан тухмашкăн хамăрăн производствăна тулли хăватпа ĕçлеттесе яни пулăшĕ. «Çĕнĕ корпуссене çĕклесе хута яриччен халĕ те икĕ-виçĕ çул иртет, — тенĕ Президент. — Хатĕррисене туянма вара кредит проценчĕ пысăк пулни хăратать. Хамăрăн бизнес алă-ура хăвăртрах çавăрса ярса кирлĕ подукцие кăларма пуçлатăр тесе пачах çĕнĕ инструмент — промышленноç ипотеки — сĕнетĕп. Унăн проценчĕ 5-рен иртмелле мар». Çапла вара, çак çĕнĕлĕх ĕçлесе кайсан, республикăра та ĕç шавĕ çĕнĕрен кĕрлес шанăç пур.

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Чуралăхра йăл илнĕ юрату

2021 çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строительствине халалланă çулталăкпа асра юлчĕ. Хаçат страницисенче тылра ĕç паттăрлăхĕ кăтартнă çынсен аса илĕвĕсемпе чылай паллаштарчĕç. Окопсене пирĕн патра кăна мар, Совет Союзĕн ытти вырăнĕнче те чавни пирки вулакан пĕлет паллах. Эпĕ Украинăра пурăннă, окопсем чавма хутшăннă Мария Никитина шăпипе паллаштарасшăн. Ун çинчен мана мăнукĕ Людмила Викторовна каласа кăтартрĕ.

Хăрушă шăплăх

Мария 1926 çулхи çурла уйăхĕнче Марфăпа Максим Игнатьевсен çемйинче çуралнă. Марийăн амăшĕ питĕ хитре хĕрарăм пулнă, мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратнă. Аслă хĕрне килтисем Маруся, кĕçĕннине Александра тесе чĕннĕ. Çемье телейĕ нумая тăсăлман. Кил хуçи сарăмсăр вилсен кил-йыш йывăрлăха кĕрсе ӳкет, аран-аран саплаштарса пурăнма пуçлать. Хăш-пĕр чухне ачасен çăкăр таткисĕр кун ирттерни те пулнă. Хĕрарăм тепĕр хут качча кайма шухăш тытать. Хитрескер валли мăшăр тупăннă, анчах та тем сăлтавпа вĕсем хут уйăрттармасăрах пурăннă. Маруся мăнукĕсене тăван мар ашшĕ вĕсене хăйĕн ачисем пекех юратнă пирки каласа панă.

Лăпкă пурнăç нумая тăсăлман, хăрушă вăрçă пуçланнă. Тăван мар ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех алла повестка тыттарнă, вăл фашистсене хирĕç çапăçма тухса кайнă. Мăшăрне çара ăсатнă хыççăнах амăшĕ алла кĕреçе тытса окоп чавнă. 15 çулти Марусьăпа 13-ри Александрăн та унпа юнашар тăрса мекĕçленме тивнĕ.

— Тӳперен пĕр вĕçĕм нимĕç самолечĕсем бомба тăкаççĕ, эпир вара чаватпăр та чаватпăр. Хаяр çапăçусем пыраççĕ — эпир çаплипех чаватпăр, хамăр янтăланă окопсенче пытанатпăр. Нӳхрепсенче кăштах сывлăш çавăрса илетпĕр. Татах малалла чаватпăр. Анне пире ыталаса пĕр чарăнми йĕни халĕ те хăлхарах, вăл пире упраса хăвараймасран хытă хăранă. Тем пек харсăр çапăçсан та совет салтакĕсен чакма тивнĕ. Нимĕçсем пирĕн тăрăха килсе çитейменччĕ. Хăрушă шăплăх! Кунашкал шăплăх çак таранччен нихăçан та пулман. Кайăк сасси те, йытă вĕрни те, выльăх макăрни те илтĕнмест – пĕр сас та çук. Çынсем урама тухкаласа пăхаççĕ, никам та никампа калаçмасть. Шăплăх тата шиклĕх туйăмĕ, — çапла каласа панă Мария тăхăмĕсене. — Фашистсем яла килсе кĕнĕ-кĕмен урамри йытăсене персе вĕлерме пуçларĕç. Юратнă йыттине вĕлерме парас мар тесе пĕр айванрах каччă /ăна, ăсран кăштах катăкрахскерне, çара илмен/ чĕр чуна хăй хыçне пытарма тăчĕ, çак самантрах фашист тăхланĕсем ӳтне шăтарса витĕр тухрĕç. Хăй те, йытти те çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕç. Халăх хăранипе хытса кайрĕ, тăна кĕрсен пурте килĕсен еннелле чупрĕç, пытанса ларчĕç. Йăлтах вĕçленчĕ, ку таранчченхи телейлĕ пурнăçа, савăнăçа фашист пульли çавра çилпе çавăрттарса вĕçтерсе кайрĕ. Телейлĕ малашлăх çинчен ĕмĕтленни, йăлтах, йăлтах пĕтрĕ! Ним палли те юлмарĕ!!!

Ылтăн çĕрĕ

15 çулти хĕрĕн пуçĕнче пĕртен-пĕр шухăш явăннă: «Мĕншĕн çак мăшкăла курма тиврĕ унăн, тин кăна хĕр шутне кĕме тытăннăскерĕн?» Нимĕçсене пурăнма килсем тăрăх вырнаçтарнă. Марусьăсем патне çулланнă икĕ салтака янă. Икĕ пӳлĕмлĕ çуртра пысăккинче нимĕçсем, пĕчĕкреххинче хуçисем кун кунланă. Лешсем час-часах хăйсен хĕрĕсен сăнĕсене пăхса киленме юратнă. Ачисем шăпах Марийăпа Александра çулĕсенче пулнă ахăр. Хăш-пĕр чухне вĕсем хĕрачасем çине куç ывăтса ассăн сывланă, апат та çитеркеленĕ. Сутăнчăксем ялта тӳрех тупăннă, полицейски тумне тăхăнса хуçаланса çӳренĕ. Вĕсем те нимĕçсемпе пĕрле вырăнти халăха çаратма пуçланă, апат-çимĕç кăна мар, çи-пуç, кил таврашĕнчи япаласене те тиркемен. Пĕртен-пĕр утюга туртса илсессĕн Марийăн амăшĕ фашистсен аллине ан лектĕр тесе хăйĕн аллинчи ылтăн çĕррине минтер ăшне пытарса хурать, минтерне чăлана ăпăр-тапăр ăшне перет. Совет салтакĕсем фашистсене хуларан хăваласа кăларсан хаклă тупрана пӳрте илсе кĕрет, минтере хĕрне, Марусьăна парнелет. <...>

Галина ЗОТОВА.

♦   ♦   


Чĕлхе — халăх историйĕ

Чăваш юрри, шăнкăр-шăнкăр хушпу-тевет сасси, йĕри-тавра — тăван халăх эрешĕ, капăрлăхĕ, йăли-йĕркине аса илтерекен тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр… Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул тунти кун чăвашлăх утравне çаврăнчĕ тейĕн. Акă вăл — чăн-чăн хăват! Тăван халăхăмăр мĕн тери вăйлă та хастар пулнине тепĕр хутчен туйса илнĕрен чуна хăпартлантаракан туйăмпа пĕрлех хумхантаракан варкăш та çӳрерĕ чун-чĕрипе тăван сăмахлăхшăн, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшакансен хушшинче. Ахаль мар — паянхи кун чылай кăткăс ыйту кăларса тăратать. Çакна учительсем никамран лайăх туяççĕ-пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учреждени ертӳçисен «Пĕрлĕхре — вăй» регионсен форумĕ иртнĕ май шăпах тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яврĕç те. Çĕрпӳ тăрăхне республикăри мĕн пур районти вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Кунпа пĕрлех форума онлайн мелпе Пушкăрт тата Тутар республикисенчи, Пензăпа Чĕмпĕр облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явни çинчен каласа кăтартиччен вĕсем мĕн тери хастар пулнине палăртса хăварас килет. Халăх йăли-йĕркине упрас ĕçре тăван чĕлхе, культура учителĕсен тӳпи çав тери пысăк. Мĕн тери маттур-çке пирĕн вĕрентекенсем! Вăхăт тупса тĕрлеççĕ те, çыхаççĕ те, çĕлеççĕ те, кăçатă та йăвалаççĕ, çăм арлаççĕ, йывăç касаççĕ. Несĕлсен йăли-йĕркине сыхланипе пĕрлех алă ĕçĕн паянхи кун çуралакан ытти техникине те çăмăллăнах хăнăхса пыраççĕ. Хăйсемпе пĕрлех ачасене те пур енлĕн аталантарма, вĕрентме тăрăшаççĕ. Çакна районсенчи шкулсенчен илсе килнĕ курав тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

— Чăваш чĕлхине аталантарасси, ăна вĕрентес методикăсене çĕнетесси çинчен пĕрмай шухăшламалла. Паян республикăра кăна мар, ытти регионта та пурăнакан вĕрентекенсемпе пухăнса калаçни пĕлтерĕшлĕ — çак ĕçе анлăрах сӳтсе явма пултарăпăр, малашне мĕнлерех ĕçлемелли пирки çĕнĕ шухăшсем çуратăпăр, — улшăнусем кирлине палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре паянхи кун грамматикăна мар, ăна ăнланса, юратса вĕренессине мала хумаллине палăртрĕ регион ертӳçи. Чăваш Республикинче тĕрлĕ мероприяти нумай туса ирттерни тавра сăмах пуçарчĕ вăл. ЧР Вĕрентӳ институчĕн тӳпи те пысăк ку тĕлĕшпе.

— Хăть те мĕнле пысăк ĕçе те пĕр-икĕ çын кăна тума пултараймасть, пысăк ушкăн кирлĕ. Кашнин кăмăлне шута илмелле. Тăрăшсан ытти халăха чăваш чĕлхи илемлĕхне кăтартса памалли меслетсем тупма пултаратпăр тесе шухăшлатăп. Куратпăр та, илтетпĕр те: вак тĕрлĕ чĕлхе пĕтсе пырасси çинчен калаçу пырать. Çак вăхăт мĕн чухлĕ аяккарах каясси пиртен, чи малтан чăвашсенчен, хамăртан килет. Кунран-кун аталантарсассăн, усă курсассăн чăвашлăх тата чылай ĕмĕр пурăнма пултарĕ.

Çак ĕçе пурнăçлас тĕллевпе 2020 çулта ятарлă программа та йышăнтăмăр. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май кĕнекесем, вĕрентӳ пособийĕсем кăларни кăна сахал. Вĕсем тата та лайăхрах, усăллăрах, илемлĕрех пулччăр тесен цифра тапхăрĕпе килĕшсе тăракан методикăпа пуянлатмалла. Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать. Çĕнĕ технологисем, çĕнĕрен те çĕнĕ пулăмсем килсе тăраççĕ. Хамăр ĕçе вăхăтпа тан туса ĕлкĕрсен чăваш чĕлхине упрасси, аталантарасси те аякка тăрса юлмĕ. Информацие ачасем патне интереслĕ çитересси сиртен, чăваш чĕлхине вĕрентекенсенчен, нумай килет. Тен, пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлемелле. Ăмăртнă май çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ.

Юлашки 2-3 çулта тăван чĕлхе пĕтес сăмах-юмах чылай çӳрерĕ. Апла мар. Раççей саккунĕсен йĕркипе те, нормативлă ытти документ тăрăх та тăван чĕлхене аталантарма майсем çителĕклĕ. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен тĕрлĕ пулăшăва та тивĕçме пулать. Хама та, сире те çĕнĕ шухăшсене пурнăçа ăнăçуллă кĕртсе пыма су-натăп, — уçă калаçу йĕркеленĕ май палăртрĕ Олег Алексеевич.

Паянхи кунпа тан утма ăнтăлнă ĕçре социаллă сетьсем те хăйсен витĕмне кӳнине палăртрĕ ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Тăван сăмахпа йĕркеленĕ «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи» ушкăн та вĕрентекенсемпе ачасене пĕр тĕвве пухать.

Раççейри тăван чĕлхесен федераци институчĕн директорĕ Лариса Маршева видеоçыхăну урлă кунашкал форума Республика кунне паллă тăвас умĕн ирттернин, чăваш чĕлхин пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ.

— Чĕлхе — халăх историйĕ. Çавăнпах тăван сăмахлăха вĕренни, ăна тĕпчени кирлĕ пулăм пулса тăрать, — пуплеве, йăла-йĕркене упраса, аталантарса пырас ĕçре вĕрентекенсемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн, обществăн тивĕçĕсем пысăк вырăн йышăннине аса илтерчĕ Лариса Ивановна.

Вĕрентӳ институчĕн доценчĕ Анна Егорова чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май тĕл пулакан çивĕч ыйтусене тишкерчĕ, йывăрлăхсене палăртрĕ, вĕсене мĕнлерех татса памаллине пăхса тухрĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Шухăшламасăр каланă сăмахшăн… явап кĕтет

Юлашки вăхăтра çынсем пĕр-пĕрне сăмахпа кӳрентернĕ тĕслĕх нумайлансах пырать. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахрăмăр-ши? Е кăмăл-туйăм хытса, чунсăрланса пырать-ши?..

Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн пулăшуçи Ольга Фомичева çакна хăйне майлă ăнлантарать:

— Унччен шухăшласа калаçнă тăк, халĕ ку тĕлĕшпе, чăн та, урăхларах лару-тăру. Чĕлхе çине мĕн килнине тӳрех лаплаттарса хураççĕ. Кунсăр пуçне кунашкал ĕç-пуç сиксе тухсан тӳрех йĕрке хуралçисем патне чупман халăх — пĕр-пĕрин хушшинчех калаçса килĕшнĕ. Çупкă парса илме те пултарнă. Кун пирки систерсе тăман. Халĕ тапкă-çупкăшăн саккунпа явап тыттарнине пĕлеççĕ — çавăнпах сăмахпа кӳрентерсен те хӳтлĕх шыраса полицие е прокуратурăна çул тытаççĕ, — терĕ Ольга Васильевна паянхи ӳкерчĕке ăнлантарнă май.

Саккун хуралçипе çынсем пĕр-пĕрне сăмахпа кӳрентернĕ тĕслĕхсем тавра калаçрăмăр. Çапла, ку е вăл çын тĕлĕшпе киревсĕр, усал, чыса пăсакан сăмахсемпе усă курнăшăн административлă явап кĕтет. Кӳршĕсене, пĕлĕшсене, пĕр-пĕрне пач палламан çынсене куçран пăхса кӳрентернĕшĕн те, интернет уçлăхĕнче сăпайлăх пирки манса «вăрçă» пуçарнăшăн та явап тытма тивет. Тĕрлĕ форумра, уйрăм çуртра пурăнакансен е шкулта, ача садĕнче уçнă чатсенче кăмăлсăрланакан, ятлаçакан, вăрçăнакан сахал-и? Паллах, кашни усал сăмах яваплăхпа çыхăнман. Пуплеве варалакан «çӳп-çапсăр» калаçаймасть тепри. Паянхи сăмах — пайăр çынна тӳрремĕн кӳрентерни тавра.

— Айăпне йышăнса каçару ыйтсан юрĕччĕ-ха. Анчах та чееленекенсем кун пек лару-тăруран та шуса тухма тăрăшаççĕ. «Эпир вуннăн ĕçсе ларнă, пурте ӳсĕр пулнă. Нимĕн те ас тумастăп. Телефона такам тытнă, ман ятран çырнă», — тесен ĕçе уçăмлатасси самай кăткăсланать, — тет Ольга Фомичева.

Кунашкал тĕслĕхсемпе прокуратура ĕçченĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Акă, сăмахран, пĕлтĕр пĕр хĕрарăма çак сăлтавпах тăваттăмĕш хутчен айăпланă. Упăшки урăххи — виçĕ ачалли — патне тухса кайнăшăн кӳреннĕскер ниепле те лăпланайман. Телефонпа шăнкăравласа та, смс-çыру урлă та мăшăрĕн çĕнĕ савнине çине-çинех киревсĕр сăмахсемпе кӳрентернĕ. Çакна чăтнă-ха малтанласа тепри. Каярах тӳсĕмĕ пĕтнĕ. Пушшех те, хăйне кăна мар, хĕрĕсене те кӳрентерме тытăннă упăшкин малтанхи арăмĕ. Пĕрре, тепре тата тепре айăпланни те тытса чарайман ăна. Социаллă сетьсенчен пĕринче хайхи хĕрарăмпа унăн 2009, 2010 тата 2012 çулсенче çуралнă хĕрĕсене намăслантармашкăн ятарлă страница та уçнă вăл. Хĕр пĕрчисене те «аннĕр пекех» тесе намăссăр сăмахсемпе чыссăрлат-нă. Анчах та черетлĕ хутчен явап тытма вăхăт çитсен çакна йышăнасшăн пулман вăл. Туннă. Хирĕçленĕ. Ăна такам элекленине ĕнентерме тăрăшнă. Хĕрарăм çак страницăранах ачасен чăн ашшĕ патне çырнисем вара лару-тăрăва уçăмлатма май панă.

Тепĕр тĕслĕхре хуçисем вăрçăннишĕн йыттисем айăплă пулса тухнă. Арçынпа хĕрарăм малтан тату пурăннă-ха. Вĕсен тăватă ураллă тусĕсем те килĕштернĕ пĕр- пĕринпе. Анчах арçыннăн хальхи йытти хĕрарăмăннипе «пĕр чĕлхе» тупайман иккен. Çавăнпах хуçасен хушшинче те ăнланманлăх сиксе тухнă. Тавлашуллă-хирĕçӳллĕ самант пĕрре кăна та пулман. Дорисс-паркри йытăсене уçăлтарса çӳреме уйăрнă ятарлă вырăнта черетлĕ хутчен уçăлса çӳренĕ май хайхисем татах сăмах тупайман. Арçын вăрçăннипе пĕрлех хĕрарăма питĕнчен лачлаттарса сурнă — куçлăхне хупласах хунă. Çакна хĕрарăм ӳкерсе илнĕ. Кунпа пĕрлех арçын ятлаçса кӳрентернине те çыртарнă вăл. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Çирĕккасси тымарри…

Элĕк районĕнче Выла шывĕ хĕрринче тĕлĕнмелле хастар та пултаруллă, туслă та ĕçчен халăх пурăнать. Ĕçе пуçăнсан та, юрă пуçласан та яланах пĕрле кар! тăраççĕ вĕсем. Сассисем вышкайсăр уçă, аллисем тĕлĕнмелле ăста. Ентешсенчен кам-тăр пĕр- пĕр ĕçе пуçăннă-и е ялта темĕн тумалла-и — Çирĕккассисене темиçе хутчен йăлăнмалла мар. Юрă-кĕвĕ тесен вара ялти клуба, вăл кивĕ пулин те, культура чăн-чăн вучахне, халăх йăли-йĕрки управçине çавăраççĕ вĕсем.

Тахçан вара çак вырăнта Ахпай ятлă чăваш килсе тĕпленни пирки халап çӳрет таврара. Ял халь вырнаçнă çĕртен инçех мар, айлăмра, пурăннă вăл. Шăпах çавăнтан каярахпа Çирĕккасси йĕркеленсе кайнă теççĕ. Вырăнти фольклор ансамблĕ те çак ятах килĕштернĕ — «Ахпай» ушкăн «халăх» ятне тивĕçнĕренпе 25 çул çитнĕ.

Юрă-кĕвĕ тенĕрен, чăвашра юрлама юратман çын çук пуль. Çирĕккассисене вара уявра-мĕнре кăна юрлани çырлахтарман. Вĕсем Светлана Федорова музыка вĕрентекенĕ сĕннипе хĕрĕх çула яхăн каялла пĕр ушкăна чăмăртаннă. Шăпах çак вăхăталла халăх пултарулăхĕ аталанма пуçларĕ. Светлана Иосифовна пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле вырăнти юрăсене пухса сцена çине кăларма тĕв тунă. Фольклор ушкăнĕ малтанах кӳршĕ ялсенче концертсем йĕркеленĕ. Унтан хула çыннисене те вирьял ташши- юррипе паллаштарнă. Каярахпа вара ытти региона та тухма пуçланă. «Ахпай» ушкăна кĕçех таврара пĕлсе çитнĕ.

…Çирĕккассинчи клуб çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчех куçарса килнĕ. Апла пулин те кунта тĕлĕнмелле ăшăлăх тапса тăрать. Эпир çитсе кĕнĕ чух «Ахпай» Шупашкарта иртекен «Элĕк ачи» ентешлĕх уявĕнче туй йăли-йĕркине аса илтерме хатĕрленсе репетици ирттеретчĕ. Туххăмрах çамрăклăха тавăрса чун хĕлĕхĕсене хускатрĕ авалхи юрă-кĕвĕ. Хамăр кивĕ çуртра пулни те самантрах манăçрĕ.

Утă капан тăррине çил вĕçтере пуçларĕ,

Тăван ташла пуçларĕ те чун савăнма пуçларĕ…

Тăван кĕвĕ параппан пантăртаттарнă, купăсçă ура тапса каланă май юрă тĕнчине çавăрса кĕрсе кайрĕ. Пирĕнпе пĕрле тăван ялне çитнĕ «Ахпай» ертӳçи — хулара çакăн пек ушкăн та пур — чăтса тăраймарĕ, ташша яра пачĕ. Çӳллĕскер, яштакаскер пĕчченех клуб тултарчĕ, урай хăми ури айĕнче авăнса кăна тăчĕ.

Амăшĕ те, хĕрĕ те

Çак тапхăрта ушкăна килекен те, каякан та пулнă паллах. Çапах та тĕп шăнăрне çухатман «Ахпай».

Мария Ефимова «Ахпай» йĕркеленнĕренпех юрлама çӳрет. «Пĕрре те юлман», — тет Мария Никандровна. Маларах вара вăл кӳршĕллĕ Мăн Вылă ялне çӳренĕ юрлама. Ун чухне ку енĕпе Светлана Федоровăпа Вячеслав Лаврентьев ĕçленĕ. Паянхи эстрада юрăçисен çи-пуç енĕпе пит кăткăслăх çук. Укçа кăна пултăр. Кĕпене тăхăнса яратăн та сцена çине тухатăн. Фольклор ушкăнĕсен вара апла мар — тумтирĕн кашни япалине пĕлсе, вырăнлă тăхăнмалла. Çак ĕçе Мария Никандровна сăнасах тăрать. Хĕрарăмсем тăхăннă майăн кĕписене туртса майлать, пуç сырма вĕрентет. Юрлас килни пур чăрмава парăнтарма пулăшнине палăртать хĕрарăм. Калăпăр, вăхăтĕнче ялсене концерт кăтартма лашапа кăна мар, çуран та çӳренĕ!

Светлана Витальевна — Мария Ефимова хĕрĕ. Юрлас туртăм ăна, ахăртнех, амăшĕнчен куçнă. Ачисем пĕчĕк чухне те репетицисенчен юлман хĕрарăм, мăнукĕсене пăхма вара хунямăшĕпе хуняшшĕ хаваспах пулăшнă. Ачасем пăртак ӳссен амăшĕ вĕсене пĕрле илсе çӳреме пуçланă. Светлана Иосифовна, шкулта ĕçленĕ май, вĕсенчен ача-пăча ушкăнне йĕркеленĕ. Кунта çакна каласа хăвармалла — амăшĕпе хĕрĕ кăна мар, кĕрӳшĕ те, Владимир Федорович, пултарулăхне «Ахпайрах» туптать.

Вера Афанасьева юрă вăй-хăват хушнине палăртать. Унсăрăн епле ăнлантарăн пилĕк ача амăшĕ, фермăран ывăнса килнĕ, килти ĕçсене пуçтарнă-тирпейленĕ хыççăн репетицисене сиктермесĕр çӳренине?

Людмила Степанова — Çирĕккасси хĕрĕ. Светлана Иосифовна ача чухнех юрра-ташша хăнăхтарнине калать. Çитĕнсен, пĕве кĕрсе качча тухсан, телее, лайăх çемьене çакланнă хĕрарăм. «Килте мĕн туса ларатăн?» — хăваланă хунямăшĕ кинне клуба. Людмила Никитична репетицисене мăшăрĕпе, хунямăшĕпе пĕрле çӳренĕ, пĕр вăхăт çемье ансамблĕ те йĕркеленĕ вĕсем. Сцена çине пĕр харăс пилĕк ача тухнă. Кĕçĕнни ун чухне икĕ çулта кăна пулнă-ха. «Ачасене çакăнта юрлаттарса-ташлаттарсах çитĕнтертĕмĕр», — тет хĕрарăм репетицисене халĕ те пĕрлех çӳрекен мăшăрĕ Олег Ген-надьевич çине ăшшăн пăхса.

Любовь Михайловăна вара ташăра çитекен сахал. Вăл кунта ачисем кăшт тĕрекленсен çӳреме пуçланă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.