- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 22 (1199) № 10.06.2021
Тутлине юратнăран…
Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен «Пĕрле» аталану фончĕ йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнакансемшĕн хĕрӳ сасăлав пырать.
Аса илтеретпĕр, тупăшăва 300 ытларах хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерӳçĕсене виçĕ номинацире палăртаççĕ: ял хуçалăхĕ, бизнес тата предпринимательство, социаллă пурнăç. Конкурса хĕрарăмăн обществăри пĕлтерĕшне ӳстерес енĕпе йĕркеленĕ. Паян пурнăçра хĕрарăмпа арçын пĕр танлăхĕ пирки калаçатпăр пулсассăн та чăрмавсем чиперуксен тĕлĕшпе пур пĕр ытларах тухса тăраççĕ. Вĕсене сирмешкĕн, малалла талпăнмашкăн хĕрарăмăн тепĕр чухне, арçынпа танлаштарсассăн, самай ытларах вăй хума тивет. Шăпах çакăн пирки сăмах хускатрăмăр та Шупашкарти «Телей» кафе ертӳçипе Инесса Алексеевăпа. Сăмах май, вăл хăйĕн ĕçне пуçарнăранпа кăçал шăпах 25 çул çитнĕ.
Çиме те, пĕçерме те
— «Телей» кафе çинчен паян республика тĕп хулинче кăна мар, ялсенче те пĕлеççĕ. Апла тăк эсĕ чĕрĕк ĕмĕр каялла питех те ăнăçлă тата тĕрĕс çул суйласа илнĕ. Çапах та пĕлес килет: мĕншĕн шăпах апат-çимĕç тĕлĕшпе аппаланма шут тытнă-ха эсĕ?
— Тутлине юратнăран-тăр… Тĕрĕсрех, тутлă кăна мар, усăллă тата экологи енчен таса пулмалла çимĕç. Шăпах çак пахалăхсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр те. Ача чухне эпир ялта çапла çинĕ вĕт-ха. Пур çимĕçе те хамăр лартнă-ӳстернĕ. Сĕт юр-варĕ те хамăрăн пулнă. Ĕçре те çак принципах пăхăнатпăр — хамăр тăрăхра ӳстернĕ продукцие кăна йышăнатпăр, унпа кăна усă куратпăр. Ку енĕпе йĕрке çирĕп.
— Тутлă апат-çимĕç çинчен сăмах пуçарнă май тӳрех ыйту çуралать — çиме юрататăн-и е пĕçерме-и? Хăйĕн ĕçне пуçарнă çыннăн пурнăçне айккинчен пăхма кăна ансат — пĕтĕм ыйтăва хăйĕн татса памалла. Киле çитсен те шухăша ыранччен «вĕçертсе» хума çук. Çывăх çынсене тутлă апатпа сăйлама вăхăт юлать-и?
— Куна тĕрĕс йĕркелесен темĕн валли те вăхăт юлать. Икĕ ылтăн чăмакки пур манăн — икĕ мăнукăм куç тулли ӳсет. Вĕсене юрама епле тăрăшмăн-ха? Кăмăлĕсене тупас ĕмĕтпех, чăн та, малтан ыйтса пĕлетĕп — мĕн çиес килет вĕсен? Тепĕр чухне хам пата хăнана çитиччен телефонпа çыхăнатăп — хальхинче мĕнпе савăнтармалла? Тăпăрчран хатĕрленĕ апат кăмăллаççĕ вĕсем. Сахăрпа пĕçернĕ пан улмие юратса çиеççĕ. Тĕрĕссипе, мăнукăмсен сĕтелĕ çинчен витамин ан татăлтăр тесе тăрăшатăп. Ӳсекен организмшăн белок та пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех садикре мĕн çитернипе те кăсăклансах тăратăп.
Апат тенĕрен, çиме те, хатĕрлеме те юрататăп. Экологи енчен тасалăх — чи пĕлтерĕшли. Хатĕрлес енĕпе вара пĕрремĕш те, иккĕмĕш те, виççĕмĕш те янтăлама килĕшет. Сĕтел тулли пулсан кăна кăмăл тулать. <...>
Рита АРТИ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Хаçатра çырнăччĕ…»
XX ĕмĕр, глобализаци, интернет уçлăхĕ… Мĕнле кăна «хăратмаççĕ» пире, пичет тытăмĕнче вăй хуракансене. Хаçат кун-çулĕ кĕскелсех пырать имĕш, кĕçех çынсем вулама та пăрахĕç. Анчах та халăх хушшине тухса çӳретĕн те пачах урăхла шухăш, çӳлерех çырнă йĕркесене хирĕçлекенни, палăрать. Вуласшăн-ха çынсем, вуласшăн. Вулаççĕ те. Чăваш хаçат-журналĕн пĕр шайра тытăнса тăракан тиражĕ шăпах çакна çирĕплетет. «Пирĕн паллакан çинчен çырса кăларнă теççĕ, ытлашши номер юлман-ши?» Ку — редакцире тăтăшах тĕл пулакан ӳкерчĕк. «Такам çинчен те, тем пирки те çыратпăр, тепрехинче сиссе те юлаймăр акă, паха информаци сирĕн çумран иртсе кайĕ», — çак сăмахсем хыççăн çырăнтару квитанцийĕпе тухса каяççĕ Пичет çуртĕнчен хаçат шыраса килнисем.
«Тутлă апат-çимĕç рецепчĕпе кăмăла çавăратăр. Ăçтан тупатăр-ши вĕсене? Ансат та, алă айĕнчи çимĕçсенченех хатĕрлеме пулать», — тĕпелте кăштăртатма юратакансем кăна мар, карьера картлашкипе çӳлтен çӳле ăнăçлă хăпаракансем те çапла тав тăваççĕ хаçатăн черетлĕ номерĕшĕн.
Кăсăклă кăна мар, усăллă та хаçат. Влаç органĕсем çывăхарах пулин те — апла, пур ыйтăва та вĕсемпе татса пама пулать пек — хăнăхнă йăлапа çынсем халĕ те редакцирен пулăшу ыйтаççĕ. Çапла майпа, саккунпа килĕшӳллĕн, паллах, хытă сийлĕ çул сарма та, çурт çавăрма та мехел çитерет хаçат.
Интернетра темĕн тĕрлĕ информаци те пур тетĕр-и? Çапла, килĕшмелле. Анчах та унпа пĕрлех çӳп-çап тулса-тăкăнса тăрать тĕнче тетелĕнче. Унта çырнипе пĕр шухăшламасăр усă курас пулсассăн пахча çимĕçсĕр те, выльăх-чĕрлĕхсĕр те тăрса юлма часах. Хаçат ят-сумĕ ку енĕпе те пысăк. Çавăнпах тĕрлĕ усăллă канаш кирлĕ пулсассăн та вулаканăмăрсем каллех хăнăхнă телефон номерĕпе шăнкăравлаççĕ. Çынсене ыйтăвĕсен хуравĕсене специалистсемпе пĕрле шыранă хыççăн кăна кун çути кăтартатпăр. Калăпăр, пахча çимĕçе сиенлĕ хурт-кăпшанкăран мĕнле хăтармалла? Выльăх аптрасан мĕн тумалла? Тепĕр чух хуравĕ çиелтех пек туйăннă чухне те хаçат ĕçченĕсемпе çыхăнма тăрăшаççĕ. Красноармейски районĕнче пурăнакан арçынна акă тăпăрч шывĕ канăç памасть. Вăл усăллине пурте пĕлетпĕр-ха. Лавккара ăна тĕрлĕ сĕткенпе хутăштарса та сутаççĕ. Анчах та темĕн те пĕлме ăнтăлаканскерĕн çак шĕвекĕн сиплĕхĕ çинчен хаçатра вулас килет. Çитес номерсенче тивĕçтĕрĕпĕр çак ыйтăва та.
Мĕншĕн хускатрăм-ха паян çак сăмаха? Кĕнеке е хаçат-журнал вуланин усси çинчен темĕн чухлех калаçма пулать. Епле пулсассăн та илемлĕ сăмах тĕшшине шĕкĕлчеме пăрахман-ха чăваш. Кĕнеке çӳлĕкĕ çинчи çĕнĕ ĕçсемпе паллашсах тăраççĕ çынсем. Çавăн пекех хаçат-журнал çырăнса вуласси те чакмасть — шăпах çакăн çинчен аса илтерес килет вулаканăмăра. Çырăнтару вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Йывăрлăхсене парăнтарма ачаранах хăнăхнă
Кӳкеçри аслă ӳсĕмри çынсемпе сусăрсен интерначĕ — республикăри чи вăрах ĕçлекен социаллă пулăшу центрĕсенчен пĕри. Тĕнчипе сарăлнă коронавирус кунти пурнăçа та витĕм кӳнĕ. Учреждени хупă йĕркепе ĕçлет.
Ăнсăртран кĕнĕ те…
Пир-авăр комбиначĕ çумĕнчи училищĕре вĕренекен Надя Тихонова (хĕр чухнехи хушамачĕ) хăй вăхăтĕнче çип пĕтĕрекен специальноçне алла илнĕ. Практика хăнăхăвĕ вăхăтĕнче ĕçри тивĕçне чиперех пурнăçлама пултарнăскер вĕренсе тухсан капашсăр пысăк машинăсенчен шикленнĕ. «Мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухас тăк? Айăпĕ манра пулсан?» — çак ыйтусем пуçне мĕншĕн кĕнине ăнланайман. Çапла хăйне хистесех комбината çул тытас вырăнне урăх ĕç шырама пуçланă. Кӳкеçри ача çуртне çитсе кĕрсен каллех темĕнле чăрмав сиксе тухнă. Çула май инçех мар вырнаçнă ваттисен çуртне кĕнĕ. Хăй ĕç шыранине пĕлтерсен Шупашкар районĕнчи Вăрманкас хĕрне санитаркăра тăрăшса пăхма сĕннĕ. Надьăна палатăсене тирпейлесе тасатас ĕç тивĕçтернĕ.
Çак учрежденире 29 çул тытăнса тăрасса хĕр, паллах, ун чухне шухăшлама та пултарайман. Анчах яваплăхне тӳрех асăрханă ертӳçĕ социаллă ĕç тĕлĕшпе ятарлă пĕлӳ илме сĕнсен хирĕçлемен.
— Мускав патшалăх социаллă университетĕнчен вĕренсе тухрăм та алла илнĕ профессипе вăй хумашкăн тытăнтăм. Акă 10 çул ĕнтĕ хамăрăн учрежденире вăхăтлăх пурăнакан аслă çулти тата сывлăх енчен хавшакрах çынсене социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомствăпа çыхăнса ĕçлетĕп. Хӳтлĕх органĕсем урлă килекенскерсен темĕнле ыйту та сиксе тухма пултарать: пенси мĕнле майлă тӳлесси, прописка улăштарасси, медицина тĕлĕшпе страхласси… Пăшăрхантаракан кашни саманта уçăмлатма тăрăшатпăр. Пуçласа килекенсене тимлĕх уйрăмах кирлĕ. Пĕтĕмпех вăхăтра йĕркелемелле. Харпăр хăйĕн хучĕсене тирпейлĕ тытасси — социаллă ĕçченĕн тивĕçĕ, — уçăмлатрĕ ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех ыйтсан Надежда Игоревна.
Тĕрĕссипе, коллективра хушнă ĕçрен пăрăнасси йăлара мар. Хастар та çирĕп йĕркелӳçĕ те, çын инкекне ăнланма пĕлекен ăшă кăмăллă тус та пулма тивет.
— Ватăсемпе, сусăрсемпе ĕçленĕ май аслă ăрури çынсене хисеплесси чуна тарăн вырнаçрĕ тесе шухăшлатăп. Хăшĕ-пĕри ку çуртра нумай çул пурăнать, тă-ванĕсем çук. Нуша кунта илсе çитернисене кура хамăн çывăх çынсемшĕн те пăшăрханатăп. Анне Раиса Михайловна та çитмĕл урлă каçнă, çамрăках мар. Ăна пулăшасси — пирĕн, ачисен, тивĕçĕ. Ватлăх енне сулăннăскерпе чуна уçса калаçни пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анне яланах хавхалантарать. Вăл сутуçăра, атте трактористра тăрăшнă май килти хуçалăх ĕçĕсен пысăк пайĕ ачисем çине тиеннĕ. Ялта йывăрлăхсене парăнтарма пиçĕхсе ӳсрĕмĕр эпир, — ĕçре кирлĕ хăш-пĕр енĕ ача чухнех çирĕпленнине ĕнентерет хăйĕн профессийĕнчен нихăçан ютшăнман хĕрарăм.
Ваттисемпе сусăрсен çурчĕ пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчен пуçласа изоляци йĕркине пăхăнать. Çавна май кунта ĕçлекенсен малтанхинчен урăхларах ĕçлеме тивет. Икĕ эрне учрежденирен тухмасăр вăй хураççĕ те çавăн чухлех килте пурăнаççĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕмĕл капăрлăх
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Зинаида Вороновăна тумĕнченех паллама пулать. Чăвашлăхпа çыхăннă уявсене сурпан çыхса, хушпу, калпак тăхăнса пырать вăл. Çи-пуç унăн сумне кăтартать. Зинаида Ивановна палăртнă тăрăх, патша майри шайĕнчи хĕрарăмсем калпак тăхăнаççĕ. Ку хатĕре чăвашсен этнографи тĕпчевĕнче тупнă вăл. 1956 çулта пичетленĕ кĕнекере ун çинчен çырса кăтартнă. Сăмах май, калпак икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрне хĕр сăри вăхăтĕнче çамрăксем тăхăннă. Çак хатĕр хĕр-упраç хальлĕхе мăшăрсăр пулнине, качча тухма хатĕррине кăтартнă. Теприне йăхри чи пултаруллă хĕрарăма тăхăнтартнă. «Калпак хыçне шурă пусмаран туса пăхнăччĕ. Пĕр вĕçĕм тăхăннăран час вараланатчĕ — çума кансĕрччĕ. Çавăнпах хĕрлипе усă куртăм», — япалана хăйне евĕрленине палăртать Зинаида Ивановна. Камăн мăнаçлă курăнас килмĕ? Ахальтен-и хĕрарăмсем калпак ăсталаса пама ыйтаççĕ?
Артистсен тумĕ тыткăнлать
Чăваш тĕррин музейĕнче Зинаида Вороновăн ĕçĕсен «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ тинтерех уçăлчĕ. Çакăнта тăван халăхăн историне, туприне, ăс-хакăл пуянлăхне кăтартнă. Ăна Зинаида Ивановна çитес ăрусем валли упрать.
Оперăпа балет театрĕнче республика Пуçлăхĕн гранчĕпе «Шывармань» спектакле сцена çине кăларнине ас тăватăр-и? Артистсене тумлантармашкăн ал ăстисене чĕннĕ. Зинаида Воронова хатĕрленĕ Чĕкеçпе Сарпин тухйипе капăрлăхне курава илсе килнĕ. Ун чухне Мускав художникĕпе пĕрле ĕçленĕ вăл. Сцена çи-пуçне ăсталанă чухне тĕссемпе вылянă. «Нарспи» оперăра Тăхтаман енчи халăхăн капăрлăхне те хатĕрленĕ Зинаида Ивановна. Куракансем туй арăмĕсен тумтирĕ тыткăнланине пытарайман. Каччă енчисен çи-пуçĕ ытла чаплă пулса тухнă.
Зинаида Воронова хăйĕн япалисене вĕтĕ шăрçапа илемлетет. Эреш урлă чăваш тĕнчин вĕçĕ-хĕррисĕр анлăшне кăтартать. «Зинаида Ивановна, ĕçленĕ вăхăтра юрлатăн-и?» — ыйтаççĕ манран. «Пĕр шăрçа çумне теприне сыпăнтарса хатĕре сăн кĕртесси çинчен кăна шухăшлатăп. Каннă вăхăтра е ĕçе вĕçлесен эрешпе киленсе юрă пуçлама та, тăпăр-тăпăр ташлама та пултаратăп. Кашни тума пĕлсе ăсталамалла», — чунне уçать чăваш хĕрарăмĕ.
Куравпа паллаштарнă май хатĕрсен хăйне евĕрлĕхĕ тавра сăмах пуçарать ал ăсти. Хушпу тĕнче курăмĕпе çыхăнтарни е тухья усал-тĕселрен сыхлани тĕлĕнтермĕш мар-и?
Ĕлĕкхи кĕмĕл укçапа усă курса ăсталанă капăрлăх патĕнчен чарăнмасăр иртеймĕн. Унăн хакне те палăртаймăн. 1837 çулхи, ун хыççăнхи укçана Зинаида Ивановна хăй туяннă, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă. «Манăн пултарулăхпа кăсăкланакансем курава килеççĕ. Шăпах çакăн евĕрлĕ япаласемпе вĕсен кăмăлне тупма пулать», — калаçăва тăсать Зинаида Ивановна. Телее, пирĕн тăрăхра чылайăшĕн килĕнче кĕмĕл укçаллă капăрлăх упранать. Çакна, сăмах май, культура тытăмĕнче тăрăшакансем ятарласа тĕпченĕ.
Эсир сăрка çинчен илтнĕ-и? Зинаида Воронова каланă тăрăх, ăна кăкăр умне те, çурăм хыçне те çакаççĕ. Вăл пĕр е икĕ ярăмлă пулать. Ку капăрлăха хĕрарăмсем йăла-йĕркепе çыхăннă уявсенче кăтартаççĕ. Ăна регионсен хушшинче йĕркеленĕ «Чăваш наци çи-пуçĕ: халăхăн культура еткерлĕхĕ» конкурсра асăрханă хĕрарăм. Çакăн хыççăн хăй те ăсталаса пăхнă.
«Ĕлĕкхи хĕрарăмсен пуян тавра курăмĕ тыткăнлать. Пĕр-пĕрне евĕрлесе мĕн чухлĕ капăрлăх тунă вĕсем», — тет Зинаида Воронова. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас