Чăваш хĕрарăмĕ 20 (1350) № 30.05.2024

30 Çу, 2024

Ултă ача çеç мар, ытларах та çуратма хатĕр

Шупашкарта пурăнакан Яковлевсен çемйи хăйсен пепкисемшĕн — чăн-чăн тĕрек. Ашшĕ-амăшĕн хӳттине, юратăвне туйса ӳсет вĕсен 6 тĕпренчĕкĕ.

Хырăмĕ ӳснине асăрхасан

«Манăн «Мешок яблок» совет мультфильмĕнчи пек «4 сыночка и лапочка дочка» пурччĕ. Тата тепĕр хĕрача кирлех тесе шутларăм. Турăран ыйтрăм. Хам ĕмĕтленнĕ пекех пĕлтĕр хĕр пĕрчи çуралчĕ», — калаçăва пуçларĕ кил вучахĕн управçи. Наталья Яковлева Шупашкарта кун çути курнă. Çĕнетӳ вăхăтĕнче çемйи Ульяновск облаçне куçса кайнă. Вăл 2 çулта пулнă ун чухне. Наташăран кĕçĕнреххисем вара лерех кун çути курнă. Шкулпа сыв пуллашсан хĕр Чăваш Ене таврăннă, кондитера вĕренсе тухнă. Професси алла илнĕ хыççăн кунтах пурăнма шут тытнă. Хулари пĕр кафене ĕçлеме вырнаçнă. Вăл Çĕрпӳ районĕнчи Анатри Шурçырма ялне кукамăшĕ патне кайса çӳренĕ. Валентина Михайлова ĕмĕр тăршшĕпе почтальонкăра ĕçленĕ. Наталья кукамăшне çав тери юратать! Валентина Прокопьевна халĕ 85 çулта. «Вăл маншăн кунта чи çывăх çынччĕ. Паянхи кунчченех яланах çумра кукамай. Ăна пулăшма яла кайса çӳретпĕр», — терĕ Наталья Геннадьевна. Нумай ачаллă амăшĕ пулма маларах палăртса хуман хĕрарăм, Турă панă пепкисене пурне те пурнăç парнеленĕ. Чи аслă ывăлĕ Илья — пĕрремĕш упăшкинчен. Халĕ вăл 17-ре. Кăçал шкултан вĕренсе тухаканскер йывăр атлетикăпа кăсăкланать. Натальăн хальхи упăшки, Николай Владимирович, 4-мĕш юсанмалли колонире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрăн тата пилĕк ача çуралнă, улттăшне те юратса пăхаççĕ ашшĕпе амăшĕ, лайăх çын пулма пĕчĕкренех пиллеççĕ. Упăшки, Етĕрне районĕнчи Талуй ялĕнче çуралса ӳснĕскер, унчченех, çамрăк чухне, пулас мăшăрне куç хывнă иккен. 2012 çулта тинех çемье çавăрнă вĕсем. Аслă хĕрĕ Виктория кăçал 12 тултарать. Тĕрлĕ алă ĕçĕпе кăсăкланать, ташлама, пластилинпа, мозаикăсемпе аппаланма, тĕрлеме питĕ юратать. Виççĕмĕшĕ Владимир 4-мĕш класра ăс пухать. Пĕррехинче пĕлĕшĕ Натальăн хырăмĕ пысăкланнине асăрханă. Хĕрарăм варта темĕн хускалнине те туйнă. Васкасах гинеколог патне вĕçтернĕ Наталья, хырăмĕ ӳснине тата унта темĕскер йăшăлтатнине каласа кăтартнă. Малтан тухтăр кӳпĕннĕрен çапла пулнине палăртнă. Наталья ĕненмен. Тĕрĕсленнĕ хыççăн хĕрарăм тăваттăмĕш ачине кĕтнине пĕлнĕ. 14 эрнене çитнĕ! Çапла вăхăт çитсен Антон çуралнă. Вăл халĕ 1-мĕш класра вĕренет. Вовăпа Антон самбо секцине çӳреççĕ. Спортпа туслăскерсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ, малти вырăнсене йышăнса парнесем, медальсем çĕнсе илеççĕ. Антон та нумаях пулмасть хăйĕн пĕрремĕш çĕнтерĕвне тивĕçнĕ. Амăшĕ ачисемпе питĕ мăнаçланать. Пиллĕкмĕшĕ, Рафаил ятлăскер, ача садне çӳрет. Вăл та пиччĕшĕсем пекех самбист пуласшăн. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче, парта хушшине ларсан, ĕмĕчĕ пурнăçланĕ-ха арçын ачан. Иккĕмĕш хĕр пĕрчине кĕтнине Наталья 40 çулта пĕлнĕ. Пĕчĕк чиперука Каталина ят хунă Яковлевсем. Вăл халĕ 7 уйăхра. «Чĕрĕ пукане евĕрех» «Пепкемсем пурте ларма-тăма пĕлмеççĕ. Хам та мĕн пĕчĕкренех çавăн пек. Упăшка йывăр атлетикăпа кăсăкланать. Килте штангăпа кире пуканĕ йăтать. Унран ачасем тĕслĕх илеççĕ. Тĕпренчĕкĕмсем туслă ӳсеççĕ. Хушăран хирĕçкелесе илме те пултараççĕ паллах. Илья кĕçĕннисене яланах тĕрлĕ усăллă ĕçе явăçтарма тăрăшать. Лешсем ăна çăмăллăнах итлеççĕ», — каласа кăтартрĕ Наталья Геннадьевна. Кил хуçи хĕрарăмĕ кашни кун ирхи 6 сехетре тăрать, унтан пепкисене вăратать. Шкул тата садик ачисем çăвăннă, тумланнă хушăра амăшĕ вĕсем валли ирхи апат хатĕрлет. Тутлă пăтă çинĕ хыççăн Рафаила васкаса садике ăсатать. Унтан пурте шкула тухса утаççĕ. Илья йăмăкĕпе шăллĕсемшĕн яваплă. Шкул кил çывăхĕнче вырнаçнăшăн савăнать Наталья. Кăнтăрла вăл ачисем киле таврăниччен апат пĕçерме, кĕпе-йĕм çума, пӳрт-çурта тирпейлеме, кĕçĕннине тимлеме те ĕлкĕрет. Ывăлĕ-хĕрĕ садикрен, шкултан таврăнсан апатланать, амăшĕ уроксене хатĕрленме пулăшать. Виктория та хуçалăхри ĕçсене хаваспах пурнăçлать, йăмăкне пăхма юратать. Пиччĕшĕсем те пĕчĕкскерпе выляма кăмăллаççĕ. «Чĕрĕ пукане евĕрех вăл аслисемшĕн», — пĕлтерчĕ кил ăшшине упракан. Хĕрарăм пĕрремĕш ачине çуратсан ытларах чухне ăна тыткалама шикленет, вăл чирлесрен, ӳксе аманасран питĕ асăрханать. Натальăна та çак туйăмсем тыткăнланă аслă ывăлĕ çуралсан. «Пĕчĕкскере еплерех çăвăнтармалла? Апат мĕнле çитермелле?» — пăшăрханнă вăл. Илья кирек ăçта пырса тăрăнсанах амăшĕ васкаса чупса пынă, чир-чĕр ерсен вара йĕрес патнех çитнĕ. Ытти пепки çуралнă хыççăн пăшăрхануллă шухăшсем сирĕлнĕ. Амăшĕн ятне 6 хут илтнĕскер халĕ хăйне ача-пăчана тимлес енĕпе опытлă тесе шутлать. Çавна май, хăй каланă тăрăх, ултă ача çеç мар, ытларах та çуратма хатĕр. Наталья та, Николай та нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Арçыннăн пĕрремĕш арăмĕнчен 20-ри ывăлĕ Никита пур. Вăл Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче ăс пухать. Ашшĕпе йăмăкĕ-шăллĕ патне тăтăшах çӳ¬ рет яш, вĕсемпе вăхăт ирттерме юратать. Натальăпа та туслă каччă. Хĕрарăм куншăн хĕпĕртенине палăртрĕ. «Ашшĕ-амăшĕ уйрăлнăшăн ачасем айăплă мар-çке. Наталья 40 çулта пĕлнĕ. Пĕчĕк чиперука Каталина ят хунă Яковлевсем. Вăл халĕ 7 уйăхра. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

♦   ♦   


Халăх юррисене юратнăран урăх района куçса кайнă

Ача чухне çуралнă ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнчен Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Кукашни ялне куçса килнĕ. «Соцсетьсемпе хастар усă куратăп. Унта хамăн ĕçĕмпе паллаштаратăп. Пĕррехинче ман пата «Кукашни» ансамбль хастарĕсем çырчĕç, килсе курма сĕнчĕç. Эпĕ яланах фольклор ушкăнĕсемпе ĕçлесшĕнччĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнче те ансамбльсем пур, анчах вĕсен репертуарĕнче хальхи юрăсем ытларах. Мана халăх юррисем илĕртеççĕ», — каласа кăтартрĕ «Кукашни» ансамбль аккомпаниаторĕ Вячеслав Петров.

6-ра купăс каланă

Вячеслав Владимирович Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ. «Атте хут купăс калатчĕ. Мана, пĕчĕкскере, юнашар лартатчĕ те выляма пуçлатчĕ. Эпĕ ăна кура 6 çултах хут купăс алла тытрăм. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкарти интернат шкула вĕренме кайма сĕнчĕç. Аттепе анне килĕшмерĕç. «Кăшт ӳстĕр, музыка пĕлĕвне илме ĕлкĕрĕ», — терĕç. Анчах пурнăçĕ такăр çулпа чупмарĕ çывăх çыннăн. Ферма заведующийĕнче ĕçлекен аттен ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, вăл нумаях пурăнаймарĕ. Анне Хутартах пурăнать. Халĕ ăна шăллăмсем пăхаççĕ», — сӳтĕлчĕ сăмах çăмхи. Вячеслав Владимировичăн пĕртăванĕсем те музыка инструменчĕсем калаççĕ, анчах вĕсем пултарулăх çулне суйламан. «Шкулта музыка урокĕсене Клара Осокина юрăç ертсе пыратчĕ. Унпа халĕ те çыхăну тытатăп. 10-мĕш класс хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищине çул тытрăм. Вĕренӳ учрежденийĕнче общежити çукчĕ. Унта музыка шкулне пĕтернисем пĕлӳ пухнине пĕлтĕм те вĕренме кĕреймесрен шиклентĕм. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне кайрăм, зоотехник специальноçне алла илтĕм. Çур çул вĕренсенех салтак ретне тăтăм, Монголире çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм», — терĕ купăсçă. Диплом алла илсен вăл Ленин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Хутарти культура çурчĕн ячĕ çĕршывĕпех янăранă. Унти коллективсем тĕрлĕ тăрăха çитсе пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. 1989 çулта клуб директорĕ Вячеслав Владимировича вокал ушкăнĕпе ĕçлеме сĕннĕ. «Юманайри культура çурчĕн «Мерчен» ушкăнне те чĕнчĕç. Ĕçрен тухса кайма тиврĕ — анне йывăр чирлерĕ, ăна пăхса пурăнтăм», — каласа кăтартрĕ арçын. Çапах пултарулăхне хăварман вăл. Ялта салтак ăсатмалла-и, туй тумалла-и — Вячеслав Петрова чĕннĕ. «Миçе туя çитсе куртăмши? Хам вара пĕрре те авланаймарăм», — терĕ мусăкçă йăл кулса. Вячеслав Петров «Кукашни» ансамбле мĕнле лекнине те аса илчĕ. «Пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх ертӳçипе Алена Васильевăпа калаçрăм. Хут купăса йăтрăм та çула тухрăм. Çу уйăхĕнче ансамбльпе паллашрăм. «Çĕртме уйăхĕнче Акатуй иртет. Пире аккомпаниатор кирлĕ», — терĕç вĕсем. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи юрăсем урăхларах. Кукашни территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Емельянова та хавхалантарчĕ. Вăл культурăна аталантарас тĕллевпе чылай тăрăшать. Мана 3 пӳлĕмлĕ хваттер тупса пачĕç, пурăнмалли кĕтес шырама тивмерĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кукашнири культура çуртне ĕçлеме вырнаçрăм», — каласа кăтартрĕ Вячеслав Владимирович. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Сивĕ шыва пуç тăрăх ярать

Çакă Валентина Кузнецовăна çамрăклăха упрама пулăшать

Артистсен хушшинче çăлтăр пек самантлăха йăл! çиçсе илсе таçти сĕмлĕхре çухалакан та пур. Теприсем вара çултан-çул аталансах пыраççĕ, вĕсен пултарулăхне куракан хаклать, юррисене кăмăллать. Нумайăшĕ пĕлекен-паллакан Валентина Кузнецова — шăпах иккĕмĕш ушкăнран.

«Таптаса пымаççĕ»

— Валентина, кирек мĕнле профессире те аслăрах çултисем çамрăксем ура кĕлли çине пусса пынине палăртаççĕ. Эсĕ сцена çине тухнăранпа вара вăтăр çул та иртрĕ. Çаплипех çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем çыратăн, куракан сана юратать. Мĕнле майпа тытăнса тăратăн?

— Ман ура кĕллине çамрăксем пачах та таптаса пымаççĕ: малтан та, хыçалтан та. Эпĕ хам вĕсене пулăшса, умĕнчи çулĕсене уçса пыратăп. Çамрăксене республика шайне кăларас тесе юлашки вăхăтра уйрăмах нумай ĕçлеме пуçларăм. Питĕ пултаруллă вĕсем, илемлĕ уçă сасăллă. Çавăнпа çулсем иртнишĕн пĕрре те кулянмастăп.

— Çĕнĕ юрăсемпе савăнтарсах тăратăн-ха куракана. Кала-ха, мĕнле çырăнать сăвă-юрă?

— «Çырам-ха» тесе ларнипе пулмасть паллах. Тепĕр чухне ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек йăтăнса анать, аслати авăтса янă евĕр килеççĕ шухăшсем. Малтанхи пекех йăтăнса анать тесе калаймăп паллах. Унччен ытларах юрату çинчен çырнă, халĕ вара çемье, ачасем çинчен шăрçаланаççĕ йĕркесем. Юратнă хула, Шупашкар, 555 çулне паллă тума хатĕрленнĕ май ун валли çĕнĕ юрă хайлас килет.

— Репертуарти юррусенчен ытларахăшĕ мĕн пирки?

— Репертуар улшăнмасть. Кирек кам пурнăçĕнче те чи малта — юрату. Юрату вăл арçын патне кăна мар вĕт-ха, ачасем, атте-анне, çут çанталăк патне… Юрату çинче тĕнче тытăнса тăрать. Пĕтĕм сăмах юрату тавра çаврăнать. — Сан пурнăçунта вара юрату мĕнле вырăн йышăнать?

— Çемье пĕрремĕш вырăнта тăрать: мăшăр, ачасем Юля тата Саша. Тепĕр çемье те пур манăн — сцена çинчи юлташсем, туссем, артистсем, пирĕн пĕрлĕх. Иккĕмĕш кил те пур — Трактор тăвакансен культура керменĕ.

— Ĕç вара?.. — Педагогика институтĕнчен /халĕ — университет/ вĕренсе тухнăранпах шкулта ĕçлетĕп. Шкул та — манăн çемье. Пĕрремĕш коррекци шкулĕнче вăй хуратăп. Пирĕн патра сусăр ачасем пĕлӳ илеççĕ. Тăваттăшĕ патне киле çӳретĕп вĕрентме. Шкул администрацине ырăпа асăнас килет. Мария Любимова директорпа, унăн çумĕпе Галина Чернышпа пĕрпĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Кашăк тытма та вĕрентет — Çемйӳ çинчен ытларах пĕлес килет. Астăватăп — эсир мăшăрăрпа иксĕр ача çураласса питĕ нумай кĕтрĕр.

— Тăхăр çул. Ун чухне манăн ача çурални нумайăшне калаçтарчĕ. Халĕ пепкемсем ӳссе çитрĕç ĕнтĕ, иккĕшĕ те Хусанта вĕренеççĕ. Юля финанс енĕпе пĕлӳ илет, тăваттăмĕш курса çитрĕ. Саша энергетика институтĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухать.

— Питĕ нумай çул кĕтнĕ ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ, ыттисемпе танлаштарсассăн, тата ытларах савăнать ахăр. Воспитани те пĕлтерĕшлĕрех пек туйăнать кун пек чухне. Кала-ха, ачусене мĕне вĕрентсе ӳстернĕ эсĕ?

— Учитель пулнă май, шкулта та ачасене çавнах вĕрентетпĕр: сăпайлă пулмалла, ыттисем мĕн каланине итлеме пĕлмелле, çынна пӳлсе кăшкăрмалла мар. Ачасене питĕ юрататăп, сывлăх енчен питĕ хавшак пепкесемпе нумай çул ĕçлеме çак юрату пулăшать. Калаçмаççĕ вĕсем, куçĕ курманни те пур. Вĕсемшĕн ыттисемпе хутшăнни паха. Сывлăх сунма та вĕрентетпĕр, апат çиме те, кашăк-курка тытма та, шыв ĕçме те хăнăхтармалла вĕсене. Кăшт аталану пулсан та питĕ савăнтарать. Сăмахран, пачах калаçман ачасене сыпăксем тума хăнăхтаратпăр. Калăпăр, ĕне е сурăх-путек мĕнле сасă кăларнине ыйтатăп. «Му-у, бе-е», — теççĕ. Вĕренекенĕмсенчен пĕри сывлăх сунса алă пама вĕренчĕ. Çакă та пысăк çитĕнӳ вĕсемшĕн. Мускав та тӳрех ӳссе ларман. Утăм хыççăн утăм туса аталанса пыраççĕ. Пирĕн çĕршыв ертӳçи Владимир Путин каланă пек — вĕренме пултарайман ача çук. Кашни пепкене пурнăçра мĕн кирлине хăнăхтармалла. Шкулта вара хăйсем тĕллĕн утма пултаракансем пĕлӳ илеççĕ. Унта пырса курсан питех те тĕлĕнетĕр. Вĕсем ăс-тăн аталанăвĕпе ыттисенчен юлмаççĕ, кунсăр пуçне аллисем те ылтăн! Мĕнле хитре, çыпăçуллă тĕрлеççĕ, пластилинран, тимĕртен темĕн те пĕр ăсталаççĕ. Енчен те çемьере çакăн пек ачасем пулсан вĕсене коррекци шкулне ямаллах. Кунта вĕсем аталанаççĕ, пурнăçа, ыттисемпе хутшăнма вĕренеççĕ, кунта пĕтĕмĕшле тулли социализаци пырать.

— Çывăх çыннусем патнех таврăнас килет-ха. Санăн мăшăру питĕ сăпайлă пулмалла. Эпир ăна хăй вăхăтĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатри «Паллă çынсен мăшăрĕсем» ярăма хутшăнтарасшăнччĕ, вăл вара хирĕçлерĕ.

— Чăнласах питĕ сăпайлă вăл, хăйне мухтанине юратмасть. Хăйсем çинчен калаçнине юратакан çынсем те пур, вĕсен палăрас килет. Мăшăрăм пач урăхла. Ваня питĕ сăпайлă, сцена çине чечек пама та имене-имене аран тухать вăл. Çавнашкал лайăх упăшкашăн, ачасемшĕн те Турра тав тăватăп. Вăрлăхĕ кăна мар, ани те пĕлтерĕшлĕ тет-ха та чăваш… Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр эпир. Мана сцена çине тухма, юрлама чармасть вăл. Эпир тĕнчипех тенĕ пек çаврăнатпăр вĕт. Мăшăр ирĕк памасан мĕнле çӳрейĕп? Упăшка пулăшса пымасан, унăн тĕрекне туймасан юрласа çӳреймĕттĕм. Çӳлти хăватсем пулăшса пынине те питĕ туятăп. Малашне те çапла çул уçса пыччăр ĕнтĕ ваттисем, Турă пулăшса пытăр. Çын вăл Турă аллинче. Эпир темĕн те шухăшлама-палăртма пултаратпăр, çапах та йăлтах Турăран килет. Анчах та ыйтма та пĕлмелле, ыйтма кăна мар, тав тума пĕлмелле. Йывăрлăха çаклансан Турра аса илетпĕр-ха эпир, анчах та савăнăçра вара ăна манăçа кăларатпăр.

М.МИХАЙЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.