«Чăваш хĕрарăмĕ» 20 (1197) № 27.05.2021

27 Çу, 2021

Пĕлĕме те пĕçерме пĕлмелле

Шкулта вĕрентекенре тăрăшнă вăхăтра ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереттĕмĕр. Сăвă калакансен конкурсĕ, литмонтаж, юмах каçĕ... Пултарулăх çавнашкал ĕç-пуçне ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче, ферма ĕçченĕсем патĕнче, Анатри Шурçырма ялĕн клубĕнче кĕтсе кăна тăратчĕç.

Пĕррехинче 6-7 класс ачисемпе культура çурчĕн сцени çине «Юмах тĕнчинче» ярăмпа тухрăмăр. Вĕренекенсем чăваш, вырăс халăх юмахĕсемпе паллаштарчĕç. «Хур пайлани» уйрăмах ăнăçлă пулса тухрĕ. Лариса Павлова вĕренекенĕн амăшĕ чустаран хур кӳлепи калăпласа кăмакара пĕçернĕ. Кулчĕç те, савăнчĕç те куракансем. Светлана Борисовна, хĕрарăма çапла чĕнеççĕ, ытти чухне те нумай пулăшатчĕ. Иван Мучи калавĕсене 8-мĕш класс ачисем сцена çинче вуланă чухнехи валли çĕлĕк хатĕрлесе панăччĕ.

Светлана Димитриева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Ункăçум ялĕнче çуралнă. Вырăнти тулли мар вăтам шкула вĕçленĕ хыççăн Красноармейски районĕнчи Чатукассинче вĕреннĕ. Ункăçумсем аслă классенче виçĕ çухрăмра кăна вырнаçнă çав ялта ăс пухатчĕç. Аттестат алла илсен хĕр Шупашкарти кулинари училищине çул тытнă. Экономиста вĕренес шухăшĕ те пулнине пытармасть вăл. Ахăртнех, апатлану тытăмĕнче ĕçлес туртăмĕ амăшĕн витĕмĕпе йăл илнĕ. Антонина Федоровна Ункăçум шкулĕнче поварта нумай çул тăрăшрĕ. Вăл хатĕрленĕ апата вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, хăнасем те юратса ас тиветчĕç. Çакна асăнса хăварас килет: шкулта çинĕшĕн ачасем те, вĕрентекенсем те нихăçан та укçа тӳлемен. Пахча çимĕç — купăста, çĕр улми, кишĕр, сухан... — пĕлӳ çурчĕ çумĕнчи лаптăкрах çитĕнтернĕ. Тĕрлĕ çырла та нумай пуçтарнă. Сĕт-çу енчен татăк тăман: шкул хăй ĕне усранă. Ăна пăхма ачасене явăçтарман, вĕрентекенсемпе техника ĕçченĕсем тăрмашнă. Çуллахи вăхăтра сĕте колхоза панă, вăл уншăн утă-улăмпа, аш-какайпа тивĕçтернĕ.

Кулинари училищинчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче ĕçлет хĕр. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса, яваплăха туйса пурнăçланăран ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. 1983 çулта Анатри Шурçырма каччипе Анатолий Павловпа, «Богатырь» совхозра тăрăшакан механизаторпа, çемье çавăрсан Светлана яла куçса килет. Хуçалăх столовăйĕнче поварта вăй хума тытăнать. Вăл хатĕрленĕ техĕмлĕ апатпа вырăнти çĕр ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшакансем тутă та, кăмăллă та пулнă. «Пĕлĕме те пĕçерме пĕлмелле çав», — тав тунă май палăртнă механизаторсем. <...>

Никита МАКАРОВ. Çĕрпӳ районĕ.

♦   ♦   


Вулас туртăм юнпа та куçать

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре Библиотекарь кунне паллă тăваççĕ. Çак куна асăннă профессин социаллă пĕлтерĕшне кура календаре кĕртнĕ. Тĕрĕссипе, уяв вулавăшра ĕçлекенсене çеç мар, кĕнеке вулама юратакан, ăна хаклакан çынсене те пырса тивет.

Пичет сăррин шăршиллĕ кĕнекен страницисене уçнă-сирнĕ май юратнă хайлаври пурнăçа путнă самант илĕртӳллине кам йышăнмĕ? Паян халăхăн пысăк пайĕ информаципе тĕнче тетелĕнче паллашать. Тĕрлĕ гаджет тыткăнĕнче кĕнеке пурнăçран тухса ан ӳктĕр тесен мĕн тумалла? Сăмах — вулавăш ĕçченĕсене.

Галина ИГНАТЬЕВА, Канашри Çемье вулавĕн библиотекин ĕçченĕ:

— Хальхи вăхăтра чылай ытти професси çыннисем пекех пирĕн те самана таппипе тан утмалла. Хушăран маларах та ярса пусмалла. Паян çамрăк ăру информаци технологийĕсен хупăрлавĕнче çитĕнет. Вĕсене кĕнекепе илĕртеймĕн тенине пĕлтермест ку. Хайлавсемпе паллашас кăмăлне вăратма шăпах интерактивлă мелсем урлă çул шырама тивет. Тата çак саманта шута илмелле: вĕсем хальхи вăхăт авторĕсен кĕнекисене кăмăллаççĕ. Пĕр чĕлхе тупмашкăн пирĕн те пĕлмелле çавсене. Хамăрăн пĕлĕве, тавра курăма тарăнлатасси куллен пулса пырсан ачасемпе, çамрăксемпе пĕр хум çинче пулатпăрах.

Вероника ЕРЕМИНА, Шупашкар район тĕп вулавăшĕн ĕçченĕ:

— Эпĕ кĕнекесене ушкăнлакан пайра тăрăшатăп. Вулавăш фондне пуянлатас тĕллевпе саккас панă чухне ытларах хитре те çирĕп хуплашкаллă, текста вĕтĕ мар шрифтпа çырнă кĕнекесемпе тивĕçтерме ыйтатпăр. Сăнанă тăрăх, унашкаллисене вулакансем килĕштереççĕ, йышлăнрах паллашаççĕ.

Паллах, XXI ĕмĕрте вулав культурине аталантарма тĕрлĕ мероприяти ирттерни пулăшать. Тĕрлĕ акци тăтăшах пуçаратпăр.

Ритта ЕГОРОВА, Элĕк районĕнчи Тавăт вулавăшĕнче вăй хунă, тивĕçлĕ канура:

— Çуралса ӳснĕ тăрăха 1982 çулта, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, ĕçлеме килтĕм. Ун чухне вулавăша çын татти-сыпписĕр пыратчĕ. Çав вăхăтри кĕçĕн çулсенчи ачасем халĕ çур ĕмĕр тĕлне çитнĕ. Хăйсен те ачисем çитĕннĕ, мăнукĕсем пур. Сăнама кăсăклă: вулас туртăм йăхран пырать — юнпа куçать тейĕн. Аслă çултисем çуллахи тапхăрта ялта пурăнакан мăнукĕсене библиотекăна ертсе пыраççĕ. Çамрăксен йышĕнче фильм курнă хыççăн хайлавпа кĕнеке хальлĕн паллашасси анлă сарăлнă. <...>

Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕк çул çÿреве тухар

Шупашкар «Ача-пăча туризмĕн центрĕ» ята тивĕçессишĕн тупăшать. Конкурса 18 хула хутшăнни паллă. Çĕнтерӳçе çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, пĕлтерĕç. Тупăшăва пурăнакансен йышне шута илмесĕр, административлă статуса пăхмасăр мĕн пур хулан хутшăнма ирĕк пулнă. Никама та чарман эппин.

Сахал-и, нумай-и ку ята тивĕçмешкĕн кăмăл тунисем — çакна пысăк шайри тӳресем хаклаччăр. Вулакан куçĕпе пăхса эпир тĕп хуламăр илĕртӳлĕхне тепĕр хутчен палăртăпăр. Хутшăнма кăмăл тунă, хăраман тăк — кăтартмалли пурах. Аслисемшĕн те, ачасемшĕн те кăсăкли темĕн чухлех Чăваш Енре.

Конкурсра çĕнтерни мĕн парать-ха? Ача-пăча туризмĕн центрĕнче кĕркунне фестиваль ирттерме палăртнă. Асăннă темăпа конференцисем, семинарсем, ăсталăх класĕсем йĕркелĕç çавна май. Ачаллă çемьесемпе ирттерекен мероприятисен йышĕ те нумайланĕ. Кунпа пĕрлех лагерьсем, санаторисем, нумай функциллĕ комплекссем аталантарассипе çыхăннă инвестици проекчĕсен ярмăркки уçăлĕ. Ырă ĕç чылай палăртни куç кĕрет. Тĕп хуламăр ыттисенчен уйрăлса тăрсан тем пекехчĕ.

Ара, пире, ашшĕ-амăшне, ывăл-хĕре ӳссе аталанма ырăран та ырă, лайăхран та лайăх усло-висем туса пани темрен ытла савăнтарать-çке. Акă çуллахи каникул çитнĕ май ачасен канăвне йĕркелес ыйту та канăç памасть. Пур енчен те усăллă пултăр вăл. Сывлăха çирĕплетме те, ăс-хакăла пуянлатма та май патăр. Çак тĕллевпех чылайăшĕ ывăл-хĕрне лагере ярать. Кăçал 9 пин ытла ача валли путевка хатĕрленĕ. Паллах, пурне те тивĕçмест. Хăшĕ-пĕрин килте ларнипех çырлахма тивĕ.

Татьяна НАУМОВА.


Çын çухалсан…

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче чылай çĕршывра Çухалнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ.

…1979 çулта шкултан килне таврăннă май Америкăра ултă çулти Эвиан Пейтс çухалнă. Ăна пĕтĕм тĕнчипе шыранă. Шăпах инкеклĕ çак пулăма тĕпе хурса палăртма йышăннă ятарлă куна.

Шел те, Чăваш Енре те çын çухалнă — аслисене те, çул çитменнисене те пырса тивет ку — тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Шăпах вĕсем тавра сăмах хускатрăмăр та Шалти ĕçсен министерствин çухалнă çынсене шыракан уйрăмăн пай пуçлăхĕпе Евгений Андреевпа. Хыпарсăр çухалнисене те, преступлени тунă хыççăн тарса çӳрекенсене те шырать ку уйрăм. Ăс-тăнĕ аташнă, тупăннă виле кам пулнине палăртасси те çак уйрăм тивĕçĕ шутланать.

— Пĕтĕмĕшле илсен, çухалнисен йышне темиçе ушкăна пайлама пулать: ăс-тăнĕ арпашăннăран килне çитейменнисем, тăванĕсене систермесĕр урăх хулана тухса кайнисем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем. Юлашкисем пирки тӳрех пĕлтермеççĕ. Çуллахи вăхăтра çак йыша вăрмана кăмпа-çырла татма кайнисем те хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнере кăна-ха Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмне шырарăмăр.

Чи пысăк инкек — граждансен ăс-хакăлĕнче совет саманинчен пыракан ăнлав çирĕпленнĕ: «виçĕ кун иртмесĕр çын çухалнине пĕлтерме юрамасть» текенни. Пачах та апла мар. Ку шухăша пуçран тахçанах кăлармалла. Виçĕ кун кĕтмелле мар! Çур сехетренех пĕлтерме юрать. Калăпăр, çул çитмен ача халиччен нихăçан та çухалман. Телефонне те яланах тытнă. Е мăн çын, калăпăр, йăпăртлăх лавккана тухнă та — пач çухалнă! Виçĕ кун иртсен йĕр çине ӳкме питĕ йывăр. Мĕн чухлĕ маларах систереççĕ — çынна тупас шанчăк çавăн чухлĕ пысăкрах, — çирĕплетсех калать Евгений Юрьевич.

Амăшне «вĕрентес» тенĕ

Ачасем пирки калаçнă чухне те çакнах шута илмелле. Калăпăр, ывăл-хĕр шкултан таврăнман. Кун пекки халиччен пулни-пулманнине пăхмасăр ашшĕ-амăшĕ, паллах, ачи таврăнасса каçченех кĕтет. Тен, юл-ташĕсемпе, тен, урамра тесе шанать. Пепки таврăнманнине йĕрке хуралçисене каçхи 9-10 сехет çитсен кăна пĕлтерет. Ывăл-хĕрĕ таврăнасса вĕçне çитичченех шанать.

— Каç пулсан шăнкăравлаççĕ. Кун пек чухне иртерех пĕлтерсен лайăхрах. Ĕçе маларах пикенсен видеокамера тăрăх пăхма пулать. Хулари мĕн пур хатĕр те ШĔМĕн «Хăрушсăр хула» программипе çыхăнман-çке. Уйрăм лавккасенчен, организацисенчен те пулăшу ыйтма тивет. Вĕсем вара каçхине хупăнма ĕлкĕреççĕ.

Акă çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта йытăпа уçăлма тухнă икĕ ача кил¬не таврăнман. Амăшĕ çакна каçхине 11 сехет тĕлĕнче кăна пĕлтернĕ. Килти лару-тăру çăмăлах пулман иккен. Ачисем амăшне «вĕрентсе» илме шухăш тытнă. Йыттине çавăтнă та тухса утнă. Талăкĕпех ĕçлекен лавккасене, киосксене çаврăнтăмăр. Ачасем ирхине 7 сехетрех тухса кайнă. Шкулта пулман. Кунĕпе хырăм выçать-çке. Укçа çук. Апат çиес килет. Кĕçĕнни çынсенчен ыйткаланă. Киоскран пицца, булка илсе çитерекен тупăннă. Анчах аслисенчен пĕри те ачасем çинчен полицие пĕлтермен. Талăкĕпех ĕçлекен чечек лавккинчи сутуçă ачасене хирĕç тĕл пулнине пĕлтерсен камерăсем тăрăх хайхискерсем хăш таврашра çӳренине палăртнă. Йĕрке хуралçисенчен маларах пĕр хĕрарăм тупнă вĕсене. Ирхине ĕçе кайнă май ачасем ларнине курнă та полицие илсе çитернĕ.

Çул çитменнисен хушшинче тĕрлĕ тĕслĕх пур: пĕрисем яланах тухса каяççĕ. Ача çурчĕсенчен, реабилитаци центрĕсенчен тараççĕ. Профилактика та ирттереççĕ, психологсемпе инспекторсем те калаçаççĕ вĕсемпе — усси çук. Тухса тарнипе кăна çырлахмаççĕ-çке, вăрлама хăтланаççĕ вĕсем. Кунпа пĕрлех усал шухăшлă çын тĕлне лексе шар курас хăрушлăх та пур.

Теприсем — шкул хыççăн килне таврăнманнисем. Çĕнĕ юлташ тупаççĕ те выляма васкаççĕ. Ашшĕ-амăшне кун пирки систермеллине аса та илмеççĕ. Тен, аслисем хăйсем те айăплă. Ачисемпе калаçма, воспитани пама хăйсем вăхăт сахал уйăраççĕ.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем те, социаллă педагогсем те, эпир те тĕл пулса калаçатпăр шăпăрлансемпе. Шкул ачин пуçĕнче еплерех шухăшсем аталаннине пĕлмелле-çке. Чылай чухне куçăм тапхăрĕпе çыхăннă çак пăлхав. «Эпĕ ăçта çӳренине аннене мĕншĕн яланах каласа памалла?» «Мĕн пĕрмай тĕрĕслет вăл мана?» — çакнашкал шухăш-кăмăл явăнать çамрăк пуçĕнче, — каласа кăтартать полици офицерĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕçпе çемье — пĕр шайра

«Аннеçĕм Зоя Филиппова Канаш районĕнчи Кăшнаруй шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентетчĕ. Мана, пĕчĕкскерне, хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе каятчĕ. Вĕренекенсен хушшинче хама хăтлă туяттăм. Мана йĕри-тавра тимлĕх ытларах уйăрни килĕшетчĕ. Çынпа пĕрле пулас килни çавăн чухнех тĕвĕленмен-ши? Шкула кайсан пултарулăх ушкăнĕсене хастар хутшăнаттăм. «Света, йĕркеле-ха, эсĕ пултаратăн», — тетчĕ класс ертӳçи концерта хатĕрленнĕ май. Сăвă калас, юрлас, ташлас ăсталăх çав вăхăтрах туптанчĕ», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнать Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Светлана Дмитриева.

Чăвашла калаçни мăнаçлантарать

Аттестат илсен тантăшĕпе Надежда Федоровăпа пĕрле аслă шкула чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕресшĕн пулнă вăл. Анчах пĕр балл çитеймен. Çакăншăн, ахăртнех, куляннă-пăшăрханнă çамрăк. Çитес çулхи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытмашкăн хатĕрленме пуçланă.

Телей кайăкĕ унпа юнашар вĕçнĕ пулинех. Чăваш халăх артисчĕ Николай Корчаков рейс автобусĕнче хĕр-упраçпа калаçу пуçарнине урăхла епле хаклăн? Сцена ăсти ăна пурнăç çулне суйлама пулăшнă тесен те юрать. Николай Васильевич Мускавра артиста вĕренме май пурри çинчен каланă. «Эсĕ пырса пăх-ха», — хăйĕн пултарулăхне кăтартмашкăн театрти конкурса çине тăрсах чĕннĕ Николай Корчаков. Çапах татăклă утăм тăвиччен пĕрле выляса çитĕннĕ Ирина Архиповăпа çакăн тавра сăмах пуçарнă. Юлташĕ ачаранах пысăк сцена пирки ĕмĕтленнине пытарман.

«Эпир хамăр ялта çуралнă Чăваш халăх писателĕпе, артистпа Николай Терентьевпа калаçса пăхма шухăш тытрăмăр. Ун чухне конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнăччĕ ĕнтĕ. «Вăт тĕлĕнтеретĕр, хĕрсем, мана каламасăрах каятăр вĕт», — шӳтлесерех пуçларĕ вăл сăмахне. Николай Терентьевичăн пилĕпе М.Щепкин ячĕллĕ Театр аслă училищине вĕренме кĕтĕмĕр», — палăртать Светлана Дмитриева. Мускавра театрсене, музейсене, куравсене çӳрени студентсен асĕнчен тухмĕ. Çапла майпа тавра курăма аталантарнă вĕсем.
Ева Лисина вĕрентекен пулас артистсене чăвашла ытларах калаçма ыйтнă. «Пире пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе хутшăнма килĕшетчĕ. Çакă мăнаçлăх туйăмĕ çурататчĕ», — тет тĕрлĕ наци студенчĕсемпе пĕрле ăс пухнăскер.

Мускавран вĕренсе таврăнсан Светлана Дмитриева Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне ĕçе вырнаçнă. 1993 çултанпа вун-вун сăнарпа сцена çине тухнă вăл. «Тĕрлĕ ĕмĕрти çынсене кăна мар, кайăк-кĕшĕке те, выльăх-чĕрлĕхе те выляма тӳр килчĕ. Çакăншăн чун савăнать. Байрас Ибрагимов режиссер хатĕрленĕ «Метель» спектакль /Александр Пушкин/ нумаях пулмасть репертуара кĕчĕ. Унта манăн сăнарăн веерпа усă курмалла. Тĕрĕссипе, çав хатĕре «Алые паруса» спектакльте те тытнăччĕ. Ун чухне сывлăш хăвалани кăна пулчĕ-тĕр. Хальхинче веерăн пĕлтерĕшне анлăрах тĕпчеме лекрĕ», — театрти кашни роль хăйне евĕрлĕхĕ çине пусăм тăвать артистка.
Тĕрлĕ режиссерпа ĕçлеме тӳр килнĕ унăн. Малтанах Вячеслав Оринов «Аслă ывăл» камитре /Александр Вампилов/ Макарская сăнарне шаннă. Каярах Иван Иванов хатĕрленĕ «Шурăм пуçĕ те лăпкăччĕ» /Борис Васильев/, «Тапса тăмасть текех çăл куç» спектакльсенче /Гарсиа Лорка/ Галя Четвертака, Марийăна вылянă.

Юлаши тапхăрта Çамрăксен театрĕнче пластика спектаклĕсем кăтартма пуçларĕç. «Манăн ӳсĕмри, ман пек кĕлеткелли лекеймест пуль унта», — иккĕлентĕм. Владимир Беляйкин лартнă «Любовь и ненависть» спектакльте ман валли те сăнар тупăнчĕ. Аякран килнĕ режиссерăн ĕçĕнче роль калăплани телей мар-и? Каярах унăн тепĕр спектаклĕнче — «Шинель» драмăра — няньăна сăнарлама май килчĕ.

Мускав режиссерĕ Сергей Красноперец мана Сальвадор Далипе танлаштарчĕ. Унăн «Чацкий. Горе уму» спектаклĕнче ватă графиньăна вылямаллаччĕ манăн. Малтанах хул пуççине сиктеркелерĕм. Çапах хĕрарăм сăнарĕнче те Сальвадор Далипе пĕр пеклĕх шырарăм», — тăсăлать калаçу.

Наталья Ахмед, Дмитрий Петров, Дмитрий Михайлов çамрăк режиссерсемпе те килĕштерсе ĕçленине палăртмасăр иртмест артистка. «Çĕнĕ çул тĕлне хатĕрленĕ «Белоснежка и семь гномов» юмахра та /Николай Шувалов/ сăнарсăр хăвармарĕç. Çак ӳсĕмре гнома вылясси шухăшлаттарчĕ. Ку роле çамрăксем ĕнентерӳллĕрех кăтартассăн туйăннăччĕ. Пире хĕрарăмсене — Алевтина Семеновăпа иксĕмĕре — ытти сăнара калăплакан каччăсем самаях пулăшрĕç. Пирĕн команда тăрăшса ĕçленĕрен аван спектакль пулса тухрĕ», — тĕрлĕ енлĕ спектакльте хăйне тупнине палăртать артистка. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Артистсем юрлас пултарулăхне кăтартрĕç

Çак эрнере «Драма театрĕн актерĕсем юрлаççĕ» конкурс иртрĕ. Ăна республикăри Театр ĕçченĕсен союзĕ çиччĕмĕш хут йĕркелерĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне 4 театрти сцена ăстисем хутшăнчĕç. Вĕсем 14 композиципе жюри членĕсен, куракансен кăмăлне тупрĕç. Çакăнта тĕрлĕ енлĕ юрă янăрарĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕ.

Жюри шухăшĕпе, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткине Надежда Кузьминана çитекен пулмарĕ. Ăна Мускава каймалли пултарулăх командировкипе наградăларĕç. «А он ничей» тата «Любовь настала» юрăсене хăй вăхăтĕнче Людмила Зыкина, Ренат Ибрагимов шăрантарнă. Надежда Кузьмина кашнине инсценировка майлă хатĕрленĕ.

I степень диплома тата 10 пин тенке Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем — Елена Хорькова мăнукĕпе Андрейпа пĕрле, Алина Каликова, Юрий Теренин — тивĕçрĕç. Вĕсем Сăр чиккипе çыхăннă композици кăтартрĕç. Артистсем Левтина Марье, Светлана Асамат, Юрий Сементер сăввисемпе усă курнă. Куççуль кăларакан йĕркесене Андрей Галкин композитор кĕвве хывнă.

«Конкурса хутшăнма тĕллев тытсанах ĕçе вăрçă темипе çыхăнтарма палăртрăмăр. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен терт-нуши пирĕн республикăшăн уйрăмах çывăх. Композицие хамăрах шухăшласа кăлартăмăр. Ăрусен çыхăнăвне кăтартрăмăр, пирĕштисене кĕртрĕмĕр», — терĕ Елена Хорькова.

«Любите, девушки» юрăпа сцена çине тухнă Юрий Торговцев, Леонид Яргейкин, Александр Васильев /Çамрăксен театрĕ/ тата «Эсмеральда» чăвашла юрăпа тыткăнланă Григорий Федоров, Александр Демидов /Чăваш драма театрĕ/, Тимофей Тумаков /Çĕньял халăх театрĕ/ иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Вĕсене 7 пин тенкĕпе хавхалантарчĕç. Сăмах май, «Эсмеральда» юрă тĕрлĕ чĕлхепе янăрать. Ăна Марина Карягина чăвашла куçарнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.