Чăваш хĕрарăмĕ 2 (1382) № 23.01.2025

23 Кăрлач, 2025

Ачисем валли усăллă çимĕçсем хатĕрлет

Седовсен килĕнче лавккаран туяннă шăккалат-канфет кураймăн. Ун вырăнне сĕтел çинче — улма-çырла чипсĕ, пастила… Çак çимĕçсене кил хуçи арăмĕ Татьяна Вячеславовна хатĕрлет. Тутлă кăна мар вĕсем, усăллă та.

— Декрет отпускне кайсан хама килĕшекен ĕç шырарăм. Аслă ывăл çуралнă хыççăн кĕçех тепĕр хут амăшĕ пулма хатĕрлентĕм. Çапла çичĕ çула тăсăлчĕ декрет отпускĕ. Ачасен лавккаран туяннă пылак çимĕçсене çинĕ хыççăн аллерги пулни палăрсан эпĕ канфетшăккалата мĕнпе улăштарма май пурри пирки шухăшларăм. Çапла килте пастила хатĕрлеме пуçларăм. Ăна ачасем питĕ килĕштереççĕ, — каласа кăтартрĕ виçĕ ывăл амăшĕ. Профессипе вăл — истори вĕрентекенĕ. Канаш округĕнчи Шуркасси ялĕнче кун çути курнăскер професси суйлама вăхăт çитсен нумай çул педагогра вăй хунă амăшĕн çулĕпе утма шухăшланă. 2013 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломне алла илсен хастар хĕр Мускава çул тытнă. Унти пĕр шкулта истори, право, экономика предмечĕсене, тĕнчери ӳнер культурине вĕрентнĕ. Икĕ çултан вара декрет отпускне кайнă. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскер водитель правине те илнĕ, массаж тата шугаринг тăвакан мастера вĕреннĕ… Анчах улма-çырлапа ĕçлеме пуçласан çеç çакă чуна çывăх пулнине туйса илнĕ. Халĕ Седовсем Шупашкарта кун кунлаççĕ. Паллах, ку ĕç çăмăл мар. Юрăхлă улма-çырла шыраса тупса туянмалла, ятарлă растворпа çуса тасатмалла, хуппинчен тата вăрринчен уйăрмалла… Пастилана типĕтесси те часах пулмасть — 10-11 сехет кирлĕ. Вăл епле типесси пӳлĕмри сывлăш температуринчен тата нӳрĕклĕхĕнчен килет. Çапах ӳркенмен хĕрарăмшăн ку чăрмав мар. Ĕç килĕшет — акă мĕн чи кирли. Çак енĕпе атаналас тĕллевпе Татьяна 2022 çулта хăйĕн бизнеспроектне аталантармашкăн социаллă контракт çырса патшалăхран 250 пин тенке тивĕçнĕ. Ку укçапа улма-çырлана типĕтмелли хатĕрсем, ăна упрамашкăн холодильниксем, микроволновка — вăл улма-çырлана пĕçерме кирлĕ, блендерсем тата ыттине те туяннă. Цех валли вара хваттертех пĕр пӳлĕм уйăрнă. — Хваттерте вырăн çителĕклĕ пулнăран ĕç кĕтесне те унтах йĕркелерĕмĕр. Улма-çырлапа ĕçленисĕр пуçне тепĕр чун киленĕçĕ те пур манăн — тĕрлĕ курăк пухса хатĕрлесси. Унран вĕретнĕ чейе ĕçме кăмăллатăп. Курăка тăван ялта, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта пуçтаратпăр. Хамăрăн сад-пахчара, çаранра… Аттепе анне, ачасем пулăшаççĕ. Хамăн продукцие хулари ятарлă ярмăрккăсенче сутатăп. Яланхи туянакансем те пур. Вĕсем çĕнĕ çимĕçсем ыйтнăранах малашне çак ĕçрех аталанасшăн эпĕ, — терĕ пултаруллă кил ăшшин управçи. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Çăм нуски те, тетел те çыхаççĕ

Тата маскировка костюмĕсем хатĕрлеççĕ Муркаш округĕнчи Мулкачкассинче пурăнакансем. Ял-йыш пĕр тĕллевлĕ пулса ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ гуманитарлă пулăшу парассипе иккĕмĕш çул ĕнтĕ хастар.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тăватă çул, 1418 кунпа çĕр пынă. Совет çарĕсемпе тыл ĕçченĕсем пĕр тĕллевпе паттăрла кĕрешсе, вăй-хала шеллемесĕр ирсĕр тăшмана — нимĕç фашисчĕсене — аркатнипе вĕçленнĕ. Берлин хулинчи Рейхстаг тăрринче Совет çĕршывĕн Хĕрлĕ ялавĕ мăнаçлăн вĕлкĕшме пуçлани пирĕн çĕршыв тăшмана çĕнтернине çирĕплетнĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра пин-пин тупăран персе Çĕнтерӳ кунне паллă тунă. Кăçал тăшмана аркатнăранпа 80 çул çитет. Халăхăмăрăн тылри нимĕнпе танлаштарайми хастар ĕçĕ-хĕлĕпе тата хамăрăн çар çыннисен вăрçă хирĕсенчи паттăрлăхĕпе чăннипех те мăнаçланатпăр. Паянхи кун та, салтаксем ятарлă çар операцийĕнче неонацистсене хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра, вĕсене пулăшакан сахал мар. Çак хастарсен йышĕнче – Мулкачкассисем те. Вĕсем паттăр ентешĕсене тĕрев пама тăрăшаççĕ. Çавна май ялти клубра ĕç вĕрет. Нумаях пулмасть хам та унта çитсе килтĕм. Кунта вăй питти хĕрарăмсем ĕç хыççăн килеççĕ, тивĕçлĕ канурисем те çитеççĕ. — Кану кунĕсемсĕр пуçне эрнипех пуçтарăнатпăр клубра. Ир пуçăнса каçченех тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Пĕрисем — çăм нуски, теприсем маскировка костюмĕсем çыхаççĕ. Çавăн пекех маскировка тетелĕсем хатĕрлетпĕр. Ĕç кашни валлиех çителĕклĕ, — каласа кăтартрĕç маттурсем. Хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ салтаксем валли ăшă нуски çыхатчĕ. Вăр-вар ĕçлеççĕ, аллисем выляса çеç тăраççĕ вара. Чăннипех ылтăн алăллăскерсем. Йĕп çине çип ункăнункăн майлашăнса пырать, çапла рет хыççăн рет хушăнать. Тем вăхăтран нуски хатĕр те. Пархатарлă ĕçе хутшăнакансенчен пĕри — Валентина Сальникова. 75 çула хыçа хăварнăскер аслисенчен пĕри кунта. Унпа сăмах пуçартăм. — Пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн кĕрешнĕ вăхăтра эпĕ те лăпкăн лараймарăм. Манăн ывăл та, Николай Виталиевич, халĕ тăшмана хирĕç çапăçать. Вĕсене çĕнтерĕве çывхартма пулăшмалла, ку салтаксене питĕ кирлĕ. Пирĕн çарсемпе тылрисен пĕрлĕхĕнче — нимĕнпе виçейми вăй. Пĕрле пулсан эпир çĕнтеретпĕрех. Салтаксене Çĕнтерӳпе таврăнма Турă пулăштăр, — терĕ Валентина Николаевна черетлĕ нуские çыхнă май. Ăстасен — Юлия Уткинăн, Инна Бычковăн, Тамара Уткинăн, Кира Васильевăн, Надежда Артемьевăн, Ольга Уткинăн тата Элеонора Быковăн аллисем выляса çеç тăраççĕ. Вĕсем ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ: кăлтăк-калтăклă нуски çапăçу хирĕнчи салтаксен кăмăлне ан хуçчăр. Çак ялти Роза Наумова хăйĕн хуçалăхĕнче сурăхсем те усрать. Вăл та пушă вăхăтра салтаксем валли ăшă нуски çыхма ӳркенмест. Хăшĕ-пĕри сурăх çăмĕ парса та пулăшать. Ӳркенмен хастарсем çăм нуски çыхас, маскировка тетелĕ хатĕрлес енĕпе иккĕмĕш çул тăрăшаççĕ ĕнтĕ. Хăйсем каланă тăрăх, хальччен 90 мăшăр ытла çăм нуски ăсатнă салтаксем патне. Паллах, кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянмашкăн укçа та сахал мар тупмалла. Ку тĕлĕшпе те ял çыннисем пĕр тĕллевлĕ. Пулăшу кирлĕ чухне телефонпа пĕр-пĕрне наччасра пĕлтереççĕ. Пĕр кун çурăра вĕсем 60 пин тенкĕ ытла та пухса панă. Çавăн пек ырă ĕçĕсемшĕн ентешĕсене тав сăмахĕсем каларĕç. Салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшас ĕçе анлăлатас тĕллевпе Кашмаш шкулне те кайса килнĕ хастарсен ушкăнĕ. Ĕç урокĕсене ертсе пыракан Виталий Александров вĕрентекен ачасемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăшман дронĕнчен хӳтĕленме маскировка тетелĕсем çыхассине епле йĕркеленипе паллашнă. Çак ĕçе пурнăçламашкăн Виталий Фарволомович станоксене хăй ăсталанă. Вĕсем тетел çыхас ĕçе хăвăрт тата лайăх пахалăхпа пурнăçлама май панă. Мулкачкассисем те вĕсен ырă тĕслĕхĕпе усă курса клубăн анлă залĕнче çавăн пек станок ăсталаса вырнаçтарнă. Ку тĕлĕшпе вара Николай Пузырев тата Владимир Калининпа Владимир Налимов тăрăшулăх кăтартнă. Алă ĕçĕ тума пухăннисем çавăн пекех Ильинка территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Соколова çинчен те ăшă сăмахсемпе асăнчĕç. Вăл клуба икĕ хутчен те çитсе ăстасемпе тĕл пулнă. Маскировка костюмĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе сĕнӳ-канаш тата схемăсем парса пулăшнă. <...>

Александр ШАРИКОВ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.

♦   ♦   ♦


Çапăçăва кĕрес умен çĕрĕпе кĕлтунă

«Анне, чĕрĕ юлайăпăр-ши? Паян тăшман самолечĕсем хура курак пек пирĕн тавра вĕçсе çӳрерĕç, бомбăсем ывăтрĕç. Халь кайрĕç-ха…» — çыру вĕçтернĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă Аркадий Богданов тăван тăрăхне, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялне. Амăшĕ Агриппина Архиповна ывăлĕн çырăвĕсене хаклă тупра пек упранă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Богдановсен çемйинчен 6 арçын фронта тухса кайнă: Аркадий, унăн ашшĕ Василий тата Василин пĕртăванĕсем — Ксенофонт, Иван, Павел, Александр. Василий Сталинград çывăхĕнче пуç хунă. Вăрçăччен учительте ĕçленĕ, çемье çавăрса ĕлкĕреймен Павелăн пурнăçĕ 1941 çултах татăлнă. Иван та çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Мускав çывăхне лекнĕ Санюк темиçе хут аманнă, чĕрĕ юлайнă. Вăрçă пуçланиччен Беларуçра службăра тăнă Ксенофонт взвод командирĕ пулнă, яла тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Çĕршыва тăшмансем тапăнса кĕнĕ чухне Аркадий 16-ра кăна пулнă. РОНОра бухгалтерта тăрăшаканскер фронта хăйĕн ирĕкĕпе кайма шухăшланă. Кун пирки амăшĕн пĕртăванĕ ăнсăртран пĕлнĕ, Агриппина Архиповна патне пырса çак хыпара каланă. Хĕрарăм йĕре-йĕре çар комиссариатне чупнă. Вăл ыйтнипе Аркадие вăрçа яман. Çапах вăл 18 çул тултарсанах тăшманпа çапăçма кайнă. Аркадий Васильевич юнлă вăрçа аса илме юратман, анчах пурăна киле ачисене ун пирки каласа панă. «Узбекистанран, Таджикистанран килнĕ салтаксем, вĕренменскерсем, адресне те çырма пĕлместчĕç. Вĕсене вырăсла вĕрентеттĕм, адресне хам çырса параттăм», — тенĕ вăл фронтран çырусем мĕнле шăрçаланине аса илсе. Чăваш каччи дневник тытса пынă, унта пулни-иртнине çырнă. Ятарлă блокнотра сăвăсем валли вырăн тупăннă. Вĕсенчен пĕрне вăл Польшăри Висла юхан шывĕ хĕрринче шăрçаланă. Аркадий Васильевич ытларах çак çĕршывра иртнĕ çапăçусене аса илнĕ, командирсен йышĕнче сутăнчăксем нумай пулнине палăртнă. «Хаклă çемьесем. Анне, Лидя, Ксени, Коля! Пирваях инçетри вăрçă хирĕнчен пыракан салама йышăнăр, çавăн пекех ял-йыша, тăвансене те саламлатăп. Ку яхăнта сиртен çыру çук-ха. Анчах та эпĕ пушă вăхăт тупса Сирĕн пата çыру çыратăп. Пурнăçăмра нимĕнле улшăнусем те çук. Пĕтĕм шухăшăм та Гитлера часрах çапса çĕмĕрсе тăван ялăма çаврăнса таврăнасси. Питĕ тунсăхларăм эпĕ сирĕншĕн. Питĕ курас килет. Асанне патне тăватă çыру çыртăм. Анне, асаннене манран салам калăр. Анне, шăллăмсемпе йăмăксене вĕрентнĕшĕн питĕ тав тăватăп. Вĕсем вĕренни мана савăнтарать. Урăх нимех те çырма пĕлейместĕп. Сывă пулăр, сывă юлатăп. Сирĕн Аркади», — çапларах çыру вĕçтернĕ вăл 1944 çулхи пуш уйăхĕнче Кивĕ Арланкассине. Курск пĕккине лекнĕскер пурнăçпа вилĕм хушшинче пĕрре мар пулнă. Пĕр кунхине пуçлăхсем салтаксене пухнă. Ыран ирхине фашистсем тапăнаççĕ-мĕн. «Кашни алла граната тыттарчĕç. Вĕсене кăкăр, çурăм çине те çирĕплетрĕç. Çĕрĕпе хуйхăрса выртрăм. Анне шăллăмсемпе йăмăксене мĕнле ӳстерĕ-ши тесе кулянтăм, Турра кĕлтурăм», — аса илнĕ кайран Аркадий Богданов. Ирхине тăшмансем танксемпе çитнĕ. Командир çапăçăва кĕме хушу панă. Чăваш каччин пĕр танка тĕп тумалла пулнă. Вăл ун патне хырăмпа шуса пынă. Малтан — сылтăмра, кайран сулахай енче танксем сирпĕннĕ. Ăнсăртран Аркадий умĕнчи танка снаряд лекнĕ, вăл çунма пуçланă. Çапла йĕкĕт чĕрĕ юлнă. Вăрçă вĕçленсен ăна офицера вĕренме ярасшăн пулнă. Аркадий Васильевич отпуска яла таврăннă. Тăванĕсем чухăн пурăннине курсан унăн лейтенант пулас шухăш пăчланнă. Çемйине шелленипех вĕренме кайман вăл. Çамрăкскер колхоза счетовода вырнаçнă. Кайран вăл пулас мăшăрĕпе, сельпора бухгалтерта ĕçлекен Таисийăпа, паллашнă. Колхоз председателĕ Аркадие унта лашапа сĕлĕ илме янă. Каччă килĕштернĕ хĕр патне тепре килме сăлтав тупнă, кайран унпа темиçе хут курнăçнă. Кулак тесе айăпланă хыççăн Таисия Васильевна çемйипе Казахстанри Павлодар хулине лекнĕ. Вăрçă пуçлансан вăл Елчĕк районне таврăннă. Кун пек пуласса ăна чикан хĕрарăмĕ те каланă. Ку истори вăрçă пуçланичченех пулнă. Таисия тантăшĕпе кӳлĕ хĕррине канма кайсан вĕсем патне чикан хĕрарăмĕ пырса тăнă, юмăç пăхнă. «Часах эсĕ вăрăм çула каятăн та каялла таврăнмастăн», — мĕн пулассине пĕлтернĕ вăл Таисийăна. Юлташне вара вăл çывăх çыннине çухатассине каланă. Сăмахĕсем чăна çаврăннă: Таисия Чăваш Ене килсен унтах пурăнма юлнă, тантăшĕн вара вăрçа кайнă савнийĕ вилнĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Упăшкана кашни кун тав тăватăп»

Тĕрлĕ регионта пурăнакан пултаруллă чăвашсем пирки тахçанах çырманччĕ эпир. Çавна май хаçат тĕпелне Ульяновск хулинче пурăнакан пултаруллă Анна Шубинăна йыхравларăмăр. Вăл — чăвашлăха тĕпе хуракан пилĕк ача амăшĕ, телейлĕ мăшăр тата хастар хĕрарăм. Хальхи вăхăтра Анна Анатольевна «Ульяновск миссисĕ» илемпе пултарулăх конкурсне хутшăнать. Мĕнех, тĕплĕнрех паллашар-ха унпа.

Пĕрешкел хушаматлă

— Тупăшусене хутшăнасси хулара иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурсран пуçланчĕ. Эпир унта çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕмĕр. Ун чухне йăхнесĕлсене тĕпчесе йăх йывăççи те хатĕрленĕччĕ. Хам тĕллĕн Ульяновск облаçĕнчи «Çулталăкри амăшĕ» тупăшура та çĕнтертĕм, — пуçарчĕ вăл калаçăва таса чăваш чĕлхипе. Çакăнтан тĕлĕннине пытармарăм. — Эпĕ Ульяновск хулинче çуралса ӳснĕ пулин те атте тухнă яла Чăнлă районĕнчи Пухтеле тăтăшах çӳресе тăван чĕлхене ăса хыврăм. Унтах пулас мăшăрпа Андрейпа паллашрăм. Вăл, чăнах та шăпа пӳрни пулчĕ-тĕр, мĕншĕн тесен пирĕн хушаматсем те пĕр пек. Кайран кăсăклă самант пĕлтĕм — аннепе аттен те пĕрлешиччен хушамачĕ Шубин пулнă-мĕн. Тепĕр тесен, Пухтелте унашкал хушаматлисем — çур ял, анчах пĕр-пĕринпе тăванлă мар. Хĕр пулас мăшăрĕпе пуçласа тĕл пулнă чухне Ульяновскри педучилищĕре вĕреннĕ, кĕçĕн классен тата акăлчан чĕлхи учителĕн специальноçне алла илнĕ. 20 çулта çемье çавăрнă вăл. — Пурнăç çулĕ çăмăл пулнă тесе калаймăн. Пĕрлешсен Андрей ялтан хулана куçрĕ. Вăл пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ, чи кĕçĕнни. Эпир çемьеленнĕ тĕле ашшĕпе амăшĕ ку тĕнчере çукчĕ, вĕсене курса юлаймарăм. Андрей пĕчченех пурăнатчĕ. Хулана килсен вăл ĕçе вырнаçрĕ. Хваттер тара тытса пурăнтăмăр. Вăхăт иртнĕ май Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе пурнăçа йĕркелесе ятăмăр. Упăшка харпăр бизнес пуçарчĕ — 20 çул ытла пластик чӳречесемпе ĕçлет. Эпĕ 2016 çулта интерьер дизайнĕсен студине уçрăм. Кил-çурт дизайнне хатĕрлетпĕр, клиентсене интерьер енĕпе пулăшатпăр, кирлĕ япаласемпе те тивĕçтеретпĕр: обой, светильник, плитка, сантехника тата ытти те, — сыпăнчĕ кăмăллăн калаçу. Епле-ха веçех ĕлкĕрет вăл? Çак ыйтăва памасăр чăтаймарăм. Анна Анатольевна йăл кулчĕ çеç. — Çăмăлах пулман. Ача çуратмалли çурта та ĕçрен кайрăм, ун хыççăн вара ĕçе кĕрсе тухрăм. Ачана çуратнă хыççăнах строитель ĕçпе шăнкăравларĕ. Эпĕ телефона тытрăм, тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яврăмăр. «Тăхта-ха, санăн паян çăмăлланмалла марччĕи-ха?» — аса илчĕ вăл. «Тин çеç çăмăллантăм», — хуравларăм кулса. «Апла телефонна айккине хур-ха, кан», — терĕ хайхискер. Çакнашкал ĕçленĕ, яланах веçех хам тимленĕ. Халĕ пĕччен мар эпĕ, хĕрсем специалистсем пулăшаççĕ. Пĕрпĕрне шанатпăр. Унччен проектсене хамах компьютерпа хатĕрлеттĕм, халĕ ку енĕпе ĕçтешсем тăрăшаççĕ. Чи пĕлтерĕшли — ачасем. Вĕсене ытларах тимлĕх уйăрмалла, юратмалла. Уйрăмах куçăм тапхăрне çитнисемпе çăмăл мар. Аслă ывăлăмăр нарăс уйăхĕнче 23 çул тултарать. Вăл Хусанти строительство университетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ, архитектор специальноçне илчĕ. Анчах Хусанта юлмарĕ, Ульяновска таврăнчĕ. Кунта унăн савнийĕ пур. Халĕ пĕрле пурăнаççĕ. Çамрăксем валли хваттер туянса, ăна юсаса патăмăр. Пушă вăхăт пĕр çеккунт та çук. Иккĕмĕшĕ пирĕн — хĕр София. Питĕ пултаруллăскер, юрлас, сăвă илемлĕ вулас енĕпе маттур, артистлăх та пур унра. Икĕ хут Крымри «Артек» ача-пăча центрне кайма тивĕçрĕ. Вăл 10-мĕш класра вĕренет. Пилĕк çул каялла пысăк инкек йăтăнса анчĕ пирĕн çине — пĕртен-пĕр хĕрĕмĕрĕн шăмă ракĕ пулнине каларĕç. Ача чирлени ашшĕ-амăшĕшĕн чи хăрушши. Сипленмешкĕн Мускава нумай çӳреме тиврĕ. Мухтав Турра, ача пурăнать, пире савăнтарать. Хăрушă чир таврăнасран хăраса пурăнас килмест. Тĕп хулана çур çулта пĕрре тĕрĕсленме çӳретпĕр. Пĕррехинче унта кайсан пирĕнпе журналистсем çыхăнчĕç, Соня пирки «Спас» телеканал валли кăларăм хатĕрлесшĕн пулчĕç. Малтан лару-тăру пирки никамах та пĕлтересшĕн марччĕ эпир. Манăн вара чиртен шикленме чарăнас килет, çынсем пĕлччĕр: хăрушă диагноза та çĕнме шанчăк пур. Чир пирки пĕлсен интернетра мĕн чухлĕ информаци шырарăм, нимĕн те ыррине тупаймарăм. Питĕ йывăрччĕ. Тухтăрсем те каларĕç: ракран сывалнă тĕслĕхсем çук мар, анчах çынсем кун пирки пĕлтерме шикленеççĕ. Куç ӳкесрен хăраççĕ ахăр. Соня вăй илсен унчченхинчен ытларах та уçăлчĕ, янăравлăрах, вăйлăрах юрлама пуçларĕ, грамотăсене те тивĕçет. Унран тĕлĕнетĕп: епле çирĕп-çке-ха вăл. Ниме пăхмасăр малалла утать, тăрăшать. Эпĕ унран тĕслĕх илетĕп, — чунне уçрĕ нумай ачаллă амăшĕ. Пуян сĕтелпе тĕлĕнтернĕ — Тĕрлĕ конкурса хутшăнни хĕрĕмпе çыхăннă йывăр шухăшсене сирме пулăшать. Кунта, паллах, мăшăрăн тӳпи пысăк. Вăл мана пулăшса пырать. Унпа чăннипех телейлĕ эпĕ. Пĕччен нимĕн те тăваймăттăм. Вăл нихăçан сивĕ сăмах каламан. «Мĕншĕн çак конкурссене хутшăнса вăхăта сая яратăн, укçа пĕтеретĕн?» — тесе вăрçман. Эпир яланах пĕр чăмăрта, пĕр-пĕрин майлă. Унăн пулăшăвĕ, хавхалантарни калама çук хаклă. Çакăншăн упăшкана кашни кун тав тăватăп. Унпа юнашар пурăнас, савăнас килет. Кирек мĕнле йывăрлăха та ирттерме пулать Андрейпа. Питĕ шанчăклă çын вăл. Хăй пирки калаçма, сăмах ваклама та кăмăлламасть — тытать те ĕçе тăвать. Акă, сăмахран «Çулталăк çемйи» конкурсра сцена çине ачасемпе, мăшăрпа тухрăм. Çынсем тĕлĕнеççĕ: епле-ха эпĕ упăшкана сцена çине тухма ӳкĕте кĕртме пултарнă? Нумайăшĕн мăшăрĕсем халăх умне тухма хирĕçленĕ-мĕн, вăтаннă. Андрей мĕнле чăтрĕ-ши? «Ульяновск миссисĕ» конкурсра вара тапхăр чылай пулчĕ. «Караоке королеви» ята çĕнсе илмешкĕн илемлĕ юрламаллаччĕ. Эпĕ хальхи вăхăтри юрра суйларăм. «Ах, как же мне повезло с тобой» юрра шăрантартăм, çав вăхăтра упăшка çине тинкертĕм. Юрласа пĕтерсен Андрей пысăк чечек çыххи парнелерĕ. Пултарулăх номерĕ куракансемпе жюрисене те килĕшрĕ пулĕ — тепĕр коронăна тивĕçрĕм. Çемье пуриншĕн те пĕрремĕш вырăнта- çке-ха. «Интернет королеви» ята çĕнсе илмешкĕн вара интернетри сасăлавра мала тухмаллаччĕ. Мĕн пур тăвана, пĕлĕше сасăлав пирки пĕлтертĕм, кашнин патне çырса ятăм. Çывăх çынсем питĕ пулăшрĕç. Упăшкан аппăшĕ, сăмахран, телефон тытнă та ял тăрăх çӳресе çынсене сасăлав пирки пĕлтернĕ. Камчаткăри, Питĕрти, ытти хулари тăвансем те маттур пулчĕç. Акă мĕн чи хакли — корона мар, çывăх çынсем хавхалантарни. 1 пин ытла сасă пухнăшăн тепĕр коронăпа чысларĕç. Чи интереслĕ тапхăр вара апат- çимĕç хатĕрлессипе çыхăннă. Унта хам чăваш пулнине, тăван халăх пирки каласа кăтартрăм. Тĕрĕссипе, ку тапхăр валли хатĕрленмешкĕн укçа-тенкĕ чылай тăкакларăмăр. Çапах ӳкĕнместĕп — чăвашсен пултарулăхне кăтартасшăнччĕ эпĕ. «Сĕтел хатĕрлемешкĕн мĕн чухлĕ тăкаклантăр?» — кăсăкланчĕç журналистсем кайран. Унтан шутлама пикентĕм… 80-90 пин тенке яхăн пĕтнĕ ахăртнех. Мĕншĕн тесен сĕтел ĕçме-çимерен чăннипех пуянччĕ: икĕ кăвакал тушки — тĕтĕмлени тата пĕçерни, хур тушки, пахча çимĕçпе хатĕрленĕ осетр, тăварлă çу, чăкăт, хуплу, сăра, виçĕ тĕрлĕ пылак эрех, пилĕк тĕрлĕ какай, сутĕн, закускăсем пурччĕ. Кайăк-кĕшĕке хамăр пĕçернĕ паллах. Хур тушкине духовкăна лартсан çывăрма выртрăмăр. Палăртнă вăхăта будильник лартнăччĕ, анчах вăранаймарăм. Какай шăрши сарăлнине туйса вырăн çинчен сиксе тăтăм. Юрать, çунса кайман пирĕн хур. Ĕçме-çимене илемлĕ вырнаçтармашкăн ятарлă специалиста йыхравларăм. Кунсăр пуçне сĕтел таврашне чăвашлăх сĕмĕ кĕртес тĕллевпе манекен çине наци тумĕ тăхăнтартрăмăр, асаннепе асаттен, чăваш тумĕпе ӳкерĕннĕ хамăрăн çемье сăн ӳкерчĕкне çакрăм. Пирĕн сĕтеле чи илемли, пуянни тесе хакларĕç. Çак тапхăр пуçланас умĕн ятарласа Шупашкара кайса килтĕмĕр — эпĕ теветпе мăй çыххи, масмак саккас панăччĕ. Упăшка валли шупăр туянтăмăр. Тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Чăвашсен пултарулăхне кăтартасшăн тăрăшрăм. Конкурс вĕçленсен апат-çимĕçе жюрисене — вĕсем çирĕмĕнччĕ — контейнерсене тултарса валеçрĕмĕр. Сĕтел çинче нимĕн те юлмарĕ. Унта хутшăнакансен хушшинче Астрахань арçынни пурччĕ. Вăл тĕлĕннине пытармарĕ. «Ĕçре чăваш арçынĕсемпе хутшăнса курнă-ха эпĕ, вĕсем хăюллă та харсăр. Паян вара эсир епле илемлĕ халăх пулнине куртăм», — хавхалантарчĕ вăл ырă сăмахпа. Конкурсра тупăшнă çамрăк пикесем те хăпартланчĕç. Пĕри амăшĕ чăваш пулнине каларĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.