Чăваш хĕрарăмĕ 2 (1281) № 19.01.2023

19 Кăрлач, 2023

Пуш уйăхĕнчи сирень çеçки…

Ăçта-тăр хитре юрă илтсессĕн тӳрех кăсăклану çуралать — кам юрлать? Паллах, халăх юратакан, сассине кăмăллакан юрăçа тӳрех уйăрса илме пулать. Пултаруллă çак хĕрарăма вара никампа та пăтраштарма çук. Халăхра анлă сарăлнă «Кăвак куçсем», «Сарă хĕр», «Нумай çилсем» тата ытти хитре юрă шăратакан Алина Федорова паян — «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче. Вулаканпа хаçат урлă хутшăнмашкăн сăлтавĕ те пур унăн — юрăç професси сцени çине тухнăранпа çак кунсенче 30 çул çитет. Вăл аталану çулĕпе утни каламасăрах паллă, унсăрăн сцена çинче çакăн чухлĕ тытăнса тăма çук. 30 çулта, паллах, шухăшлавĕ те, тĕнче курăмĕ те самай улшăннă. Калаçăва çавăнпах çак ыйтуран пуçлас терĕмĕр: кам вăл паян — Алина Федорова?

— Кам пултăр ĕнтĕ? /Кулать/. Чи малтан — çын, этем, юрăç, амăшĕ, асламăшĕ… Тĕрĕссипе, паян эпĕ юрăсăр пурăнма та пултараймастăп.

Такăр пулман пурнăç çулĕ. Çĕвĕçре те ĕçлесе курнă эпĕ. 1993 çулта вара музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Хам юрлама çуралнине, чăн-чăн юрăç пулса тăма пултарулăхăм та, сассăм та çитнине çавăн чухне кăна чун-чĕрепе ăнланса илтĕм. Çав çулах професси сцени çине тухрăм — «Чăваш Ен сассисем» фестивале хутшăнтăм. Вăл çулсенче эстрадăна хутшăнма çав тери йывăрччĕ, алăк хăлăпне те тыттармастчĕç, сăнарлă каласан, урамран черет тăраттăмăр.

— Çапах та халĕ сцена çине тухакан пур çын пирки те юрăç теме чĕлхе çаврăнмасть. Кала-ха, професси шайĕнче юрлама йывăр-и?

— Йывăр тесе каламастăп. Турă пани пулсан шалтан тухатех вăл. Анчах çакна валли диплом та, консерватори пĕлĕвĕ те çителĕксĕр. Чун кирлĕ пур ĕçре те. Эпĕ, сăмахран, çур çĕр иртни иккĕ-виççĕре ыйхăран вăратса тăратса лартсан та сцена çинчи пекех юрлама пултаратăп, мĕншĕн тесен юрласси маншăн калаçассинчен те çăмăлрах.

— Мĕнле çын эсĕ?

— Вĕри, хĕрӳ. Манăн туйăм малта пырать. Çакăнта, тен, аттесĕр ӳсни те витĕм кӳрет пулĕ. Шкулта ачасем кӳрентерме пăхатчĕç те, манăн ирĕксĕрех хӳтĕленме тиветчĕ. Кӳрентернине пулах çынпа калаçма пăрахнă эпĕ. Çак сăлтавпах ыттисенчен айккинерех пулма тăрăшнă. Çавна май сăмса айĕнче вĕçĕмех ĕнĕрлесе çӳренĕ. Юнтапа шкулĕнче сакăр класс таран вĕреннĕ хыççăн Шупашкара тухса килтĕм, чăлхапа трикотаж фабрикине вырнаçрăм. Çĕвĕçе вĕрентĕм. Çавăн чухне ăнланма пуçларăм пурнăçа — çынна кӳрентермесĕр те пулать вĕт-ха… Хам ыттисем пек çынах пулнине, вăтанма кирлĕ маррине музыка училищинче кăна ăнланма пуçларăм. Вĕрентекенĕм Станислав Кондратьев профессор нумай пулăшрĕ ку енĕпе. «Мĕн пуçна чиксе çӳретĕн?! Çĕкле! Пăх хăвăн çине — сăну илемлĕ, сассу аван. Королева!» — тетчĕ. Хамăн хака çапла ăнланма пуçларăм.

Сасса çĕр çын хушшинче те уйăрма пултăр

— Паян эстрадăра çамрăк питĕ нумай. Чăваш эстрадине пĕтĕмĕшле хак парса мĕн калама пултаратăн?

— Сцена çинче вунă çул тытăнса тăчĕ пулсассăн — артист теме юрать. Тухса кĕрекен вара нумай. Пĕр кунлăх юрăсемпе. Халăх аслăрах çулти юрăçсем патне таврăнма пуçларĕ. Ялсене концертсемпе çӳренĕ май шăпах вĕсене ытларах ыйтаççĕ — хăйсене тыткалама пĕлнĕшĕн, тарăн шухăшлă юрăсемшĕн. Пĕр кунлăх юрă çыракан-юрлакана вара шеллес те килет — мĕн тесе укçа тăкакламалла? Çамрăксене çавăнпах чунлă юрăсем çырма сĕнес килет. Тата, паллах, вĕренмелле. Сасса çĕр çын хушшинче те уйăрса илме пултăр. Паянлăха спонсор пуррипе кăна çырлахмалла мар.

— Сăмах çаврăнса çитнĕ май кала-ха: пĕр юрă çырмашкăн паян мĕн чухлĕ укçа кирлĕ? Сăвăшăн, кĕвĕшĕн, аранжировкăшăн…

— Манăн, сăмахран, 15 пин тенке кайса ларнă юрă та пур. Паян та питĕ юратса юрлатăп ăна. Виталий Адюковран илнĕччĕ ăна, «Мĕншĕн татрăм-ши?» ятлă юрра. «Хамран та лайăхрах шăрантаратăн», — терĕ вăл. Адюков çапла хак пани маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

— Эсĕ юлашки вăхăтра сăвă та çырма пуçланине асăрхарăм…

— Сăвă музыка училищине вĕренме кĕрсенех хайлама пуçланăччĕ. Малтанах вĕсем, тен, айванрах та пулнă-тăр. Халĕ Катя Петровăпа ытларах ĕçлетпĕр ку енĕпе — манăн сăвăсене кĕвве хывать вăл. Паллах, сăвă çырас тенипе пулмасть, хавхалану саманчĕпе кăна.

— Хавхаланăвне вара мĕн кӳрет — юрату-и е ырату-и?

— Вăл та, ку та. Хăш-пĕр юрă питĕ хăвăрт çырăнать. Ульяновск облаçĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнă, халĕ Америкăра пурăнакан Надежда Сандркинăпа паллашса туслашрăмăр эпир. Ăна халалланă юрă вара вĕçсе-çĕмĕрсе тухмарĕ, питă вăрах, нумай майласа-тӳрлетсе, çулталăкран кăна пиçсе çитрĕ.

— Çапах та çамрăксем патнех таврăнас килет. «Вăт çакăнтан юрăç пулать» тесе кам пирки калама пултаратăн?

— Юлашки çулсенче нумаййăн тухрĕç. Андрей Думилина палăртас килет. Сасси аван. Маттур ача. Сергей Лекерев хăйне майлă сасăллă. Сергей Петрова палăртас килет. Алексей Московский пирки калама та кирлĕ мар-тăр. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   


Ылтăн-кĕмĕл пурлăх

Ача çуралсан чăваш: «Ылтăн тупрăр-и е кĕмĕл-и?» — тесе ыйтать. Ылтăнĕ — ывăл, кĕмĕлĕ — хĕр. Ĕлĕкрех арçын ача çуралсан çĕр пайĕ панă та — ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчене ывăл килессе кĕтнĕ. Халĕ самана урăхла паллах. Ывăлĕшĕн те, хĕрĕшĕн те хĕпĕртетпĕр. Чи кирли — сывлăхĕ пултăр. Кăмăлĕ туртсан, ӳркенмесен, тăрăшсан кирек хăшĕ те маттурлăхĕпе, хастарлăхĕпе, ырă ĕçĕпе палăрма тивĕç. Ылтăн-кĕмĕл пирки калаçнă май паян спортра пысăк çитĕнӳ тунă чăваш ывăл-хĕрĕ пирки сăмах пуçарас килет. «Ылтăн», «кĕмĕл», «бронза» тени кун-çулне сывă пурнăç йĕркипе, физкультурăпа, спортпа çыхăнтарнă çынсемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Чăвашăн арĕсем те, пикисем те маттур. Пĕрне палăртса теприне уйăрса хăварайăн-и вара? Каччисем те малтан-мала кармашаççĕ, чиперукĕсем те вĕсенчен пĕр шит те юлмаççĕ. Олимп чемпионĕн ятне илтме тивĕçнисен пысăк йышĕ те çирĕплетет çакна.

Олимпри пĕрремĕш чăваш

Вĕсем çинчен сăмах пуçарнă май Ардалион Игнатьева чи малтан асăнмалла паллах. Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕскер, çăмăл атлетикăпа туслашнăскер СССР рекорчĕсене те виçĕ хутчен çĕнетнĕ. 1952 çулта Хельсинки хулинче иртнĕ тĕнчери чи пысăк старта тухса Олимп вăййине хутшăннă пĕрремĕш чăваш ятне илтнĕ. 1956 çулта вара Австралири Мельбурн хулинчен Олимп вăййисен çĕнтерӳçĕ пулса таврăннă. Шăп хăй çуралнă кун — чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче — старта тухнăскер 400 метр чупса финиша виççĕмĕш çитет. Тăван тăрăха бронза медальпе таврăнать. Çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă чăвашсем ун хыççăн татах та пулнă. 1968 çулта Мексикăри Мехико хулинчен Валериан Соколов бокс енĕпе чемпион пулса таврăнать. Ентешĕ ылтăн медале тивĕçни Вăрмар районĕнче çуралса ӳснĕ яш-кĕрĕме кăна мар, республикăри ывăлсене бокспа туслашма хавхалантарать. Мехикăранах пирĕн тепĕр ентеш те — Çĕрпӳ районĕнче çуралса ӳснĕ Светлана ЧирковаЛозовая — ылтăн медальпе таврăнать, фехтовани енĕпе чапа тухать. Чемпион ятне ахальтен тивĕçменнине тăватă çултан тепре çирĕплетет вăл. 1972 çулта Германири Мюнхен хулинче иртнĕ Олимп вăййинче Совет Союзĕн команди пĕрремĕш вырăна тухать. Хĕрсен йышĕнче Светлана Чиркова ячĕ те илтĕнет. Мюнхенран тепĕр чăваш та чемпион ячĕпе таврăнать. Велосипедпа 100 километр парăнтарас енĕпе Валерий Ярды палăрать. Çĕмĕрле районĕнче çуралса ӳснĕскерĕн спортри малтанхи çитĕнĕвĕсем йĕлтĕрпе чупассипе çыхăннă. Пĕренеш ялĕнче çуралса ӳснĕскер Саланчăкра вĕреннĕ. Канмалли кунсенче Çĕмĕрлере ĕçлесе пурăнакан амăшĕ патне çӳремешкĕн велосипед ыйтса илнĕ вăл. Икĕ кустăрмаллă тимĕр урхамахпа туслашасси çакăнтан пуçланнă та. Сăмах май, Валерий Ярды çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ. Канадăри Монреальте иртнĕ XXI Олимпиадăра Николай Колесников йывăр атлетика енĕпе чемпион ята илтет. Ульяновск облаçĕнчен тухнă чăваш Виталий Константинов кĕрешӳ енĕпе чемпион пулса таврăннине те палăртмасăр иртеймĕн. Александр Кедяров тĕл перес енĕпе кĕмĕл медаль хуçи пулса тăнă. 1980 çулта тĕнчери чи хастар спортсменсене Мускавра пухнă XXII Олимпиадăна Сергей Корнилов та çитнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекен чăваш пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. 1992 çулта Испанири Барселонăран Валентина Егорова чапа тухса килнĕ. Муркаш районĕнче çуралса ӳснĕскер марафон чупса ылтăна тивĕçнĕ. 10 километр хăвăрт утса Елена Николаева кĕмĕл медальлĕ пулнă. 1996 çулта Атлантăра вара /АПШ/ Елена Николаева хăвăрт утас енĕпе чемпион ята тивĕçнĕ. Марафон чупакан Валентина Егорова финиша иккĕмĕш çитнĕ. Чăваш спортсменĕсем хутшăнмасăр пĕр Олимпиада та иртмен темелле. 2000 çулта Сиднея /Австрали/ Дмитрий Древин çитнĕ. Спорт гимнастикипе туслăскер бронзăпа таврăннă. Барселонăри Олимпиадăран пушă алăпа, анчах паха опытпа таврăннă Владимир Андреев хальхинче 20 километр хăвăрт утса финиша виççĕмĕш çитме вăй-хал çитернĕ. 2004 çулта Грецири Афины хулинче 20 километр хăвăрт утса Олимпиада Иванова кĕмĕл медале тивĕçнĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.