«Чăваш хĕрарăмĕ» 2 (1179) № 21.01.2021

21 Кăрлач, 2021

Пĕр хум çинче

«Кашни çын хăйне пÿрнĕ çула суйлать. Кукăр-макăр-и вăл е такăр, унпа чыслă утмалла», — çапла шухăшлать Роза Абишева /хĕр чухнехи хушамачĕ Николаева/, Шупашкар районĕнчи Шинер Тăрăн ялĕнче кун çути курнăскер. Ачалăхĕ ыттисенни пекех иртнĕ унăн. Хĕллехи каçсенче каçса кайса кĕнеке вуланă, шкулта «4» тата «5» паллăсем кăна илнĕ. Пĕлÿ çуртĕнче хор коллективĕ йĕркеленсен юрлама çÿренĕ. Йышпа конкурссене хутшăннă.

Сакăр класс хыççăн Канашри педучилищĕне çул тытать Роза. Унăн ачаранпа канăç паман ĕмĕтне пурнăçламалла-çке. Ырă кăмăллăскер, маттурскер эк-заменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăрать. Диплом илсен Куславкка районĕнчи Кунерти сакăр çул вĕренмелли шкула музыка учительне /мандолина ăста каланă/ тата пионервожатăя вырнаçать вăл. Кунта хор кружокĕ йĕркелесе халăха концертсемпе савăнтарать, хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Кĕçех ăна районти комсомол комитечĕн шкул уйрăмне ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Пĕррехинче Тĕрлемесе ĕçпе çитет те каçхи шкулта вĕренекен казах каччипе Дюсембек Абишевпа ăнсăртран паллашать.

1968 çулхи кĕркунне пĕр-пĕрне чунран юратакансем пĕрлешеççĕ. Роза Семеновна Куславккари вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентме пуçлать. Кĕçех çут тĕнчене ывăл – Саша — килет. Абишевсем Сĕнтĕрвăррине куçса килеççĕ. Малтанах ача садĕнче вăй хурать Роза Семеновна. Декрет отпускĕнче педин-ститута вĕренме кĕрет. Каярах 1-мĕш вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене ăс парать. Тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса вăй хунăшăн «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçет.

Районта иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнать. «Атьăр-ха, асаннесем!» ăмăртура унăн пултарулăхне «Чăн-чăн артистка» номинаципе хакланă. Вăл çемье йăли-йĕркине тытса пынăшăн парнеллĕ пулнă. Вĕрентÿ министерствин, районти çут ĕç пайĕн Хисеп хучĕсем те пур унăн пухмачĕнче.

Районти культура çуртне çул такăрлатать вĕрентекен. Юрлас-ташлас ăсталăхĕ иксĕлми унăн. Роза Семеновна — 26 çул халăх хорĕн йышĕнче.

Мăшăрĕ Дюсембек Абишев Казахстанри Караганда облаçĕнчи Уштюбе аулĕнче çар комиссариатĕнче ĕçлекенсен çемйинче çуралса çитĕннĕ. Килте виççĕмĕш ача пулнă. Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă. Абишев старшина ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн нормативне те пурнăçланă. Пирĕн енче тымар янă пирки сăмах хускатсан хуравĕ çапла пулчĕ: «Пирĕн чаçре чăвашсем пурччĕ. Вĕсем çав тери ĕçченччĕ, сăпайлăччĕ, йĕркене пăхăнатчĕç, ăслă-танлăччĕ. Хăйсен туслăхĕпе, пĕр-пĕрне пулăшассипе палăрса тăратчĕç. Çавăншăн хытă хисеплеттĕм вĕсене. Виçĕ çул хăвăрт иртсе кайрĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм, пĕрремĕш чарăнура /вăл Куславкка районĕнчи Тĕрлемес пулнă/ антăм та юлтăм. Çапла майпа пурнăçăма ĕмĕрлĕхех Чăваш енпе çыхăнтартăм. Уншăн нихăçан та ÿкĕнмен». Водительте ĕçленĕ, вакунсем юсакан заводра вăй хунă. Куçăмсăр майпа Хусанти техникумра пĕлÿ пухнă, фасадчик пулса тухнă. Штукатур-маляр ĕçĕ те ют мар уншăн. Производство вĕрентĕвĕн ăсти ятне те илнĕ.

Дюсембек Уразбекович тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ахаль лармасть. Сакăр вунă çул тултарнăскер халĕ те руль умĕнче. Вăл — сусăрсен общество ор-ганизацийĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн ертÿçи. Акă Афганистан вăрçинче нумай хура-шур курнă Александр Бережной вырăс каччине тĕрев кирлĕ пулнă. Унăн килĕ çунса кĕлленнĕ, докуменчĕсене те илсе тухайман. Дюсембек Абишев çине тăнипе ăна пурăнмалли вырăн уйăрса параççĕ, ĕçе вырнаçтараççĕ, пăхса тăра-кана уйăраççĕ. Тепĕр тĕслĕх те Дюсембек Уразбековичăн лайăх енĕсене çирĕплетет. Чирлĕ хĕрарăма кинĕпе мăнукĕ пăхас вырăнне ăсран тайăлнă тесе суя документсем тăратнă, хăйĕн хваттерĕнчен кăларса ваттисен çуртне ярасшăн пулнă. Тимлĕ председатель çакна çийĕнчех асăрханă, унăн витĕмĕпех ватă хĕрарăма хăйĕн хваттерĕнчех хăварнă. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерекенскерне, сăмаха çирĕп тытаканскерне сусăррисен прависене хÿтĕленĕшĕн çĕршыв, ре-спублика, район шайĕнчи Тав хучĕсемпе, дипломсемпе наградăланă.

Дюсембек Абишев сусăррисене спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарать. Республикăн тĕп хулинче иртекен шашка-шахмат турнирĕсене, дартс енĕпе тупăшăва илсе çÿрет. Хăйсен ĕçне район хаçатĕнче çутатать, фотоконкурссене те хутшăнать.

Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла теççĕ халăхра. Тĕпренчĕкĕсем пурте чăвашла пĕлеççĕ, калаçаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантараççĕ.

Абишевсен пурнăçĕнче лайăххи те, япăххи те пулнă, ултавпа суя та çумрах çÿренĕ. Анчах вĕсем чи малтан кил-çурт хăтлăхне упранă, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе аслă пĕлÿ парас тенĕ.

Антонина ЕФИМОВА, Шупашкар районĕ.

 


Анне тараватлăхне туятчĕç

Тăвай районĕпе кăнтăр-хĕвел тухăç енчен чикĕленекен Вăрмар районĕн Хĕрлĕ Çыр, Тикаш, Шăхаль ялĕсен çыннисем Хусан хÿтĕлев чиккине чавса хатĕрленĕ çĕре йышлăн хутшăннă. Ыттисем пекех асап-терт курнă пулин те хастаррăн, паттăрла тăрăшнă. Асăннă ялсем Тутар республикин Нăрлат, Апастово, Кайпăç районĕсемпе чикĕленнĕ. Тикашран 1,5 çухрăмра Маматăш ялĕ вырнаçнă.

Хÿтĕлев чикки Хĕрлĕ Çырпа Тикаш çывăхĕнче хатĕрленĕ. Кĕтне шывĕн кăнтăр çыранĕнче Мăрат сăрчĕсем вырнаçнă. Халăхра вĕсене Чуркин сăрчĕсем теççĕ /тахçан авал вăрă-хурах атаманне асăн-са çапла ят панă/. Асăннă çÿллĕ вырăнтан алă тупанĕ çинчи пекех курăнса тăнă. Окопсем, дот-дзотсем, блиндажсем шăпах çавăнта чавнă та.

Хÿтĕлев чиккине çĕкленĕ çĕрте Вăрмар районĕн йĕри-таврашĕнчи ялсенчен вăй питти çынсем /ытларах хĕр-хĕрарăм е çул çитмен каччăсем/ вăй хунă. Шартлама хĕл сиввинче чул пекех шăнса хытнă тăпрана кĕреçепе, киркапа, лумпа такканă. Тикаш ялĕнчен йышлăн ĕçленĕ çав стройкăра. Эпĕ, 6 çулти хĕрача, пурне те пĕлмен- палламан. 73 çулти Галина Германовна /Вăрмарта тата Тăвайра паллă журналист ятне илнĕ Герман Матвеев хĕрĕ/ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ашшĕпе пĕртăван Марье аппăшĕ каласа панине чылай илтнĕ. Мария Матвеевна Мăрат сăрчĕ çинче 40-41 градус сивĕре асапланса окоп чавнине асăннă.

Шупашкарта пурăнакан 82 çулти Валентина Виноградова /Шапеева/ вĕсен çемйинчен хăйĕн аппăшĕ Раиса Шапеева тата иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Мария Павлова /Юсман/ йывăр çав ĕçре тăрăшнине каласа кăтартать. Мария Павлова 100 çула çитиччен пурăннă. Ăна Тенеяль масарĕнче пытарнă. Ватлăхра ашшĕн тăванĕ патĕнче пурăннă. Упăшки вăрçăра пуçне хунă. Валентина Григорьевнăн упăшкин Алексей Виноградовăн /вăл 2020 çулхи пуш уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ/ аппăшĕ Анастасия Максимова окоп чавнă çĕрте малтанхи кунсенчен пуçласа вĕçне çитичченех ĕçленĕ.

Хÿтĕлев чиккине çĕклеме Тикаш ялĕнчен хутшăннă çынсен хушамачĕсене асăнас килет. Клавдия Куприянова, Таисия Тимушкина, Анастасия Белоусова, Авдотья тата Варвара Романовăсем, Татьяна Керукова, Екатерина Андреева, Мария Маркелова, Раиса Родионова, Анастасия Егорова... Вăрмар район архивĕнче çав вăхăтри документсем сыхланса юлнă тăк — список вăрăмрах та ахăр. Шел, хальхи вăхăтра çав çынсенчен пĕри те чĕрĕ мар.

Вăрмар районĕнче чавса хатĕрлемелли лаптăк пĕчĕкех пулман, вăл 10 çухрăм ытла тăсăлнă. Чăваш Енрен малалла Хусан чикки Тутарстан еннелле кармашнă. Вăл лаптăкра вырăссемпе тутарсем вăй хунă.

Тикаш ялĕнчи Тимушкинсен çемйи хÿтĕлев чиккипе хăйне май çыхăннă. Тĕрлĕ ялтан килнĕ çынсене пĕчĕкех мар çуртсенче пурăнакан çемьесем хваттере яратчĕç. Ял канашĕнче тăрăшакансем çак ĕçе йĕркелеме пулăшнă. Пирĕн пÿрт пысăках марччĕ. Çапах икĕ çамрăка вырнаçтармалăх вырăн тупăннă. Борис тата Юра хăш ялтан пулнине ас тумастăп. Аттене фронта илсе кайнăччĕ. Эпир — 9 çулти пичче, эпĕ тата виççĕри шăллăм — аннепе юлнă. Çывăх çыннăмăр 4-мĕш тĕпренчĕкĕпе йывăр çынччĕ.

Тикаш ялĕн çÿл енчен аял вĕçне çити — виçĕ çухрăм. Аякран килнисене ĕçе çÿреме инçе ан пултăр тесе ялăн айлăм пайĕнчи çуртсене, Кĕтне, Мăрат сăрчĕсем çывăхнерех, вырнаçтарнă. Эпир те айлăмра пурăнаттăмăр.

Çамрăксем ирех, тĕттĕмлех, каятчĕç. Каçхине те тĕттĕмленсен кăна ывăнса- шăнса таврăнатчĕç. Анне ирхине ирех тăрса вĕри апат хатĕрлетчĕ, ĕçлекенсене çитерсе яратчĕ. Кăнтăрла валли хĕвне таса ал шăллипе чĕркесе çăкăр чикнĕ. Каçхине ĕçрен таврăннă çĕре анне пÿрте хутса ăшăтатчĕ, кăмакара каçхи вĕри апат кĕтетчĕ. Ĕçлеме çÿрекенсен нÿрĕ чăлхисене, алси-алса тулĕсене, çăм аттисене çĕр каçа типĕтме кăмаканах хуратчĕ. Çиелти тумтирне, аялти çи-пуçне кăмака çинче тата унăн çумне янтăланă кантраран çакса типĕтнĕ. Окопсем чавнă çĕрте вăй хуракансене апат-çимĕç паекĕ панă: çăкăр, тăвар, ытти çимелли, шăрпăк... Каччăсем çавсене пире те парса çемьене пулăшатчĕç. Шăрпăк çителĕклĕ пулман çав. Вăл çуккипе кăмакаран кăларнă сÿнмен кăмрăка ирччен сыхласа хăварма тăрăшнă.

Ун чухне чышкă пысăкăш кÿкĕрт паратчĕç. Çавна ирĕлтерсе, вутă пуленкинчен касса тунă хăйă çине тумлатса шăрпăк евĕр тăватчĕç. Сÿнсе çитмен кăмрăкран çав «шăрпăкпа» ирхине вутă чĕртсе кăмака хутнă, пÿрте ăшăтнă, апат хатĕрленĕ. Пултарнă тата май килнĕ таран пиччепе аннене эпĕ те пулăшаттăм. Анне йывăр çын пулсан та каччăсене тимлĕ пăхнă. Вĕсем ăшă кăмăллăччĕ. Анне: «Ывăл çуралас тăк е Борис, е Юрий ят хурăпăр», — тетчĕ.

Хваттере янă каччăсем урайĕнче выртса тăратчĕç. Шăналăк çине улăм тÿшекпе минтер хунă. Витĕнме кивелнĕ тумтир, аçампа тăлăп панă.

1974-75 çулсенче тăван ял çывăхĕнчи окоп чавнă вырăнсене мăшăрăм Василий Андреевич икĕ ывăлăмпа пĕрле «тĕпченĕ». Отпуск вăхăтĕнче яланах хуларан яла каяттăмăр. Сăхăт е Кĕтне шывĕ хĕррине юрататтăмăр. Кĕтне шывĕн сылтăм çыранĕ енче Мăрат сăрчĕсем. Сăртăн хĕвел ÿкекен енче хурăн çырлипе çĕр çырли çитĕнетчĕ. Ача-пăча унта çырла пуçтарма юрататчĕ. Пирĕн ывăлсен те сăрт тăррине çитсе курас килнĕ. 30 çул ытла каялла чавнă окопсене, блиндажсене, дотсене, танксене тытса чарма хатĕрленĕ вырăнсене çавăн чухне сăнанă та вĕсем. Вăл вăхăтра вĕсем ишĕлсе пĕтменччĕ-ха. Пулăран таврăнсан хăйсем мĕн курнине ачасем мана каласа кăтартрĕç.

Тăван тăрăхра чылайранпа пулман. Мăшăрăм 13 çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Хам 85 çула çитрĕм, туяпа çÿретĕп.

Вера ЧЕРНОВА, Шупашкар хули.

 


Пĕчĕк гонорар та хавхалантарнă

Унăн пĕрремĕш заметки 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне район хаçатĕнче пичетленнĕ. Çакă савăнтарнă ăна. Татах та çырма хавхалантарнă. Кун хыççăн район, республика пичет кăларăмĕсемпе çыхăну тытнă вăл. Халĕ те çак йăлине пăрахмасть. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата унăн çырăвĕсем час-часах çитеççĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи пултаруллă та хастар çынсем çинчен çырнă тĕрленчĕксем, воспитани, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене хускатнă статьясем пирĕн кăларăм страницисенче кун çути кураççĕ. Паянхи кăларăм хăни — Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырмара пурăнакан Никита Макаров.

Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче кун çути курнăскер çемьери çиччĕмĕш ача пулнă. Кил хуçи вăрçа тухса кайнă чухне амăшĕн варĕнче пулнăскере ашшĕне курма пÿрмен. Макар Иванович хыпарсăр çухалнисен йышне кĕнĕ. Мăшăрне кăна мар, ывăлне те вăрçа ăсатнă Федора Ивановна.

— Çичĕ пĕртăванран виççĕн кăна пурăнатпăр халĕ. Чăпта çапакан артель пурччĕ пирĕн ялта. Анне унта ĕçлесе укçа тунă, — аса илет Никита Макарович.

Тăван ялĕнчи, Ишекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă яш педагогика институтне çул тытать.

— Чăваш чĕлхине юрататтăм. Статьясем те ахальтен çырман — çавăнпах филолог пулма тĕв турăм. Мĕн ачаран вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Математикăна пит юратса шĕкĕлчеттĕм. 9-мĕш класра ку интерес сĕвĕрĕлчĕ. Хальхи пек ас тăватăп: «Ньютон биномĕ» темăна ăнланайман эпĕ. Те хам итлемен… Сочиненисене вара яланах лайăх çырнă. Çавăнпах чĕлхе илĕртрĕ.

6-мĕш класра вĕреннĕ чухне район хаçатне ялти пĕр шофер çинчен çырса ятăм. Пичетленчĕ материал. Кайрĕ çапла. Ишекре вĕреннĕ чухне те çырса тăнă. Урокра ларнă чухнех почтальон алăкран шаккатчĕ те: «Макаров, гонорару килнĕ», — тетчĕ. Нумай та марччĕ-ха вăл, çапах савăнтаратчĕ.

Шкулта «Крокодил» хаçат тухса тăратчĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне редактора лартрĕç. Чĕр чуна картонран касса сăрланăччĕ. Заметкăсем çырнă хут кăна улшăнса тăратчĕ. Çак ĕçре хастар пулнăшăн шкул район хаçатне çырăнса парне тунăччĕ.

Студент чухне те «Пионер сассипе», «Коммунизм ялавĕпе» çыхăну тытнă. Иккĕмĕш курс хыççăн производство практикине Тăрăн шкулне ячĕç. Кун\çинчен пысăк статья хатĕрлерĕм. «Коммунизм ялавĕнче» пичетленчĕ вăл.

Çыракан чылайăнччĕ туссен йышĕнче. Вячеслав Шингарев ячĕ хаçатра час-часах курăнатчĕ. Герман Желтухинпа пĕрле вĕреннĕ эпир. Ытти юлташ та пултаруллăччĕ. Общежитире пĕр-пĕрне вуласа параттăмăр статьясене. Хаклаттăмăр. Айванрах пулса тухнисем «карçинккана пер» ята илтетчĕç, — хаçатпа çыхăну тытасси чун киленĕçĕ вырăнĕнче пулни пирки тăсăлчĕ калаçу.

Никита Макаровичăн института вĕренме кĕресси те хăйне евĕр çаврăнса тухнине каласа хăварни вырăнлă ахăртнех. Аттестат илнĕ йĕкĕт учитель пулас ĕмĕтпе çунатланать. Документсем те кайса парать, экзаменсене те ăнăçлă тытать. Студент пурнăçĕ пуçланиччен яла килет.

— Пахчара урпа акатчĕç. Ăна вырма тухнă эпир. Колхоз председателĕ пычĕ. Красноармейскине хăма çурма каймашкăн ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Кузовра 17 çын майлă пыратпăр. Пикшик патне çитсен машина сулăнса кайрĕ. Ыттисем ывăтăнса кайнă, эпĕ борт айне пулнă. 3 кун тăнсăр выртнă. Аяк пĕрчисем хуçăлнăччĕ, нерв тытăмĕ те сиенленнĕччĕ. Сипленсе тухнă тĕле институтра занятисем пуçланнăччĕ ĕнтĕ — каяймарăм. Пĕр лаххан куççуль юхтартăм та лăплантăм. Мĕн тумалла-ха? Йывăр ĕçлеме юрамасть. Библиотекарь ача çуратрĕ те ун вырăнне ĕçлерĕм. Çакă маншăн шутсăр аван пулчĕ. Пĕтĕм кĕнеке хам алăра. Ун чухне тĕрлĕ словарь-справочник тупма çукчĕ, кунта вара пĕтĕм кĕнеке алă айĕнче, — каласа кăтартмалли темĕн чухлех хастарскерĕн.

Çапла çулталăкран тепĕр хутчен экзаменсем тытса студент пулса тăрать вăл. 5 çул сисĕнмесĕрех иртет. Студент пурнăçĕ хаваслă. Стройотрядпа Çĕнĕ Шупашкар хăпартма кайни те, Ишлейри вĕрентÿ практики те педагогика ветеранĕн асĕнчех.

Диплом илнĕ çамрăка направленипе Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулне яраççĕ. Пĕр кинемей патне хваттере вырнаçтараççĕ.

Сурхури Макаровсемшĕн хăйне евĕр уяв. Кăçал Никита Макаровичпа Роза Михайловна ылтăн туй паллă тунă. Кил хуçи мăшăрне шăпах çак кун вăрласа кĕнĕ. Ун чухне кинемей патĕнче хваттерте пурăннă- ха вăл.

— 28 çула çитетĕп, çаплах авланмастăп. Кĕнеке вуласах ирттеретĕп вăхăта. Ун чухне мана профком вĕренме янăччĕ. 5-мĕшĕнче таврăнтăм. Удостоверени илсе килнĕ ятпа туссемпе пухăнтăмăр. Доми-нолла вылятпăр. Юлташсем: «Сана кĕçĕр авлантаратпăр, унсăрăн хусах юлатăн», — терĕç. Тахăш самантра ÿкĕте кĕртрĕç. Лаша кÿлсе Хыркассине лартса ячĕç, — кăсăклă аталанать калаçу малалла.

Роза Михайловна /Никита Макаровичăн мăшăрĕ/ 1950 çулхи çурла уйăхĕнче Анатри Шурçырма ялĕнчи Васильевсен йышлă çемйинче çуралнă. Виçикассинчи вăтам шкул хыççăн Вăрнарти техникумра ветеринари фельдшерне вĕреннĕскер «Богатырь» колхозăн Хыркассинчи ферминче ĕçленĕ.

— Çÿресе те, калаçса та курман… Çĕнĕ çул каçĕнче шкулта паллашрăмăр та… Сурхурире вăрласа та кĕчĕ. Ĕне пăрулаймасть тесе лартса кайрĕç. Хĕллехи вăхăтра фермăрах выртни те пулнă. Суеçтернине те вырăна çитсен çеç пĕлтĕм. Тухса тарма тăтăм та — сыхласах тăраççĕ. Çапла пĕрлешрĕмĕр те, — калаçăва хутшăнать кил ăшшин управçи.

20 çулта пулнă ун чухне Роза Михайловна. Авлансан вĕрентекене шкул хваттерĕпе тивĕçтереççĕ. 1980 çулта Макаровсем Анатри Шурçырмана куçаççĕ. Малтан çурт лартаççĕ, вăхăт иртнĕ май хуралтисене те çавăраççĕ. Каярах кил хуçи арăмĕ страхлакан агентра тăрăшать.

Выльăх-чĕрлĕх малтан та чылай усранă Макаровсем. Халĕ те ĕне те, сурăх та тытаççĕ. Чăххи-чĕппи картиш тулли. Пахча çимĕç те ÿстереççĕ.

Кил хуçи Виçикассинче 13 çул ĕçленĕ хыççăн Ункăçума куçнă.

— Кунта 24 çул вĕрентрĕм. Татах та ĕçлемеллеччĕ те… Кивелнĕ тесе шкула пăсрĕç. Çĕннине тума пуçланăччĕ те… пăсса кайрĕç. Патăрьелне 14-15 ялтан çÿреççĕ халĕ. Апла пулин те ача сахал, — кулянмалли те пур педагогăн.

Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ Макаровсем. Икĕ хĕрпе ывăлне ура çине тăратнă. Тăватă мăнукĕпе куç тулли савăнаççĕ халĕ.

Татьяна НАУМОВА.

 


Театр хаклăрах

РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Любовь Федорова хăйне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра темиçе хут сăмах панине шута илсе мана, корреспондента, юлташ пекех кĕтсе илчĕ. Яланхи пекех чуна уçса калаçрĕ.

Çак кунсенче сумлă юбилейне паллă турĕ вăл. Любовь Владимировна К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 48 çул вăй хурать. Çак вăхăтра артистка 100 ытла рольпе сцена çине тухнă.

Пĕччен юлнисене хавхалантарать

«Пур сăнар та асра. Нихăшне те уйрăммăн палăртма çук. Нумаях пулмасть сăн ÿкерчĕксен альбомне çĕнĕрен пăх-рăм. Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтĕнче вĕренни куç умне тухрĕ. Эпир, студентсем, вылякан «Гроза» спектакле /А.Островский/ курмашкăн халăх йăтăнса пынăччĕ. Милици /полици/ ĕçченĕсем йĕркене пăсасран сыхлатчĕç. Хăйне май фурор пулнă çакă. Спектакль вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕксем çаплипех институтри стена çинче çакăнса тăраççĕ. Вĕсемпе студентсене вĕрентнĕ чухне усă кураççĕ. Тĕлĕнмелле мар-и çакă? Хамăра пĕлÿ панă педа-гогсем манăçмаççĕ.

Шупашкара таврăнсан «Гроза» драмăна вырăсла вылярăмăр. Каярах ăна чăвашла кăтартрăмăр», — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Любовь Владимировна.

Çамрăк чухнех аслă çулти хĕрарăмсен, карчăксен сăнарĕсене шаннă ăна. Çакăн тавра театрăн тĕп режиссерĕпе Валерий Яковлевпа та калаçу пуçарнă. «Кун хыççăн мана «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакльте /Н.Сидоров/ Суйкка рольне çирĕплетрĕç. «Пĕр каччă та çÿремест манпа. Капла часах пенсие каятăп», — çакнашкал сăмахсем пурччĕ унта. Ку сăнар питĕ килĕшетчĕ. Ватă çынсене выляни тавра шухăшланă май сăлтавне хамах уçăмлатрăм: аслă çулти е пĕччен юлнă хĕрарăмсен пурнăçĕ чуна çывăх. Гастроле кайсассăн та вĕсемпе хутшăнма тăрăшатăп. Манăн унашкаллисене хавхалантарас килет. Пĕччен хĕрарăма йытă та хÿрипе çапса хăварать теççĕ-и-ха? Хам та упăшкасăр 40 çул пурăнтăм. Çавăнпах çав сăнарсем ĕненмелле пулса тухаççĕ», — палăртать артистка. Пĕччен хĕрарăмсен чунпа вăйлă пулмалла. Çакă вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. «Ахальтен мар чунпа çирĕп, пуçа усман хĕрарăм сăнарĕпе çаплипех сцена çине тухас килет», — сăмаха тăсать Любовь Федорова.

Ĕçе шанăçпа çÿрени çине пусăм тăвать вăл. Çĕнĕ сăнарсем калăплас туртăмлă çын урăхла пурăнма пултарать-и?

«Çил-тăман вĕçтерет-и, шартлама сивĕ пите чĕпĕтет-и — пур пĕрех ялтан хулана ĕçе васкатăп. Хăш чухне театра та килмелле мар, пур пĕрех çакăнта чун туртать. Артистсене ĕçрех пурăнмалли условисем туса парсассăн киле те каймăттăм, мĕншĕн тесен маншăн театр пĕрремĕш вырăнта», — йăл кулăпа çуталать чăваш хĕрарăмăн сăнĕ. Çав вăхăтрах унăн Лапсарта çурт та, Шупашкарта хваттер те пур.

Ялти уçă сывлăшра

«Тинтерех юр хÿсе лартрĕ. Ун чухне пÿрт умĕнчи лаптăка кăна мар, машина çулне те тасатрăм. Мана курса кÿршĕсем те çак ĕçе хутшăнаççĕ.

Теплицăсем патне çул уçатăп. Йытта чупкалама вырăн туса паратăп, унсăрăн пĕр çĕрте тăрса шăнать вăл. «Сывласа тăранмалла мар уçă сывлăш вĕт ялта. Мĕнешкел телейлĕ çын эпĕ», — шухăшлатăп юр ывăтмассерен.

Теплицăсене тултарнă юр çуркунне хăвăрт ирĕлет. Хăнăхнă йăлапа сухан, ешĕл çимĕç лартса хăварнă. Çавăнпах çынсем симĕс сухан çиме пуçличчен манăн сутмалăх та çитĕнет.

Лапсарти пĕчĕк пасара тухатăп. Сутă тунăшăн пĕрре те намăсланмастăп, мĕншĕн тесессĕн хамăн çимĕçе сĕнетĕп. Унран та ытла çынсене витаминлă апат çитерес килет», — çĕр ĕçне юратни артистка калаçăвĕнченех паллă. Сăмах май, малтан вăл ĕне усрани, пасарта сĕт, тăпăрч сутни çинчен хаçатра çырнăччĕ.

«Шалу та, пенси те илетĕн. Пасарта та сутă тăватăн», — артисткăна ÿпкелекенсем те пур-мĕн. Любовь Федорова укçашăн мар, çынсене тутлă çимĕç çитерсе кăтартасшăн пасара тухнине палăртать. Сăмахран, унăн çĕр улмийĕ те çав тери тутлă. Тавара хаклă хакпа сутмасть вăл. «Киле пырсассăн ахаль пама та шел мар», — тет.

Япала илекене йăл кулăпа кĕтсе илнине пытармасть Любовь Федорова. «Сывлăха пултăр», — туянакана ыр сунать вăл.

Пĕчĕк пасара ятарласа унпа калаçма пыни те — хăнăхнă пулăм. Артисткăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакан сахал-и?

Хăй вăхăтĕнче, профсоюз комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ чухне, сцена ăсти кăмпана, çырлана йышпа çÿрессине йĕркеленĕ. Укçа тÿлемен çулсенче вăрман çимĕçне сутниех енчĕке хулăнлатнă. Любовь Владимировна пĕлтĕр те Лапсар çывăхĕнче кăмпа чылай татнине каласа хăвармалла.

Шăлсăррине те вылять

Любовь Федорова «Туя туй пек тăвар-и?» камитре /А.Тарасов/ шăлсăр хĕрарăма вылять. Унашкал сăнарăн калаçăвĕ урăхларах.

«Ялти çамрăк хĕрарăмсем шăлсăр çÿреççĕ. Пĕррехинче Атăл леш енне кăмпана кайнăччĕ. Çула май автобуса пĕр хĕрарăм кĕчĕ. Аллинче пĕр пĕркеленчĕк те çук. Çав вăхăтрах çăварĕнче темиçе шăл кăна курăнчĕ. Хайхискер миçе çула çитнине ыйтрăмăр. Ĕненетĕр-и, çук-и — вăл вăтăра та çитмен.

Кашни спектакльти сăнар хăйне майлă. Тепри тирпейлĕ пулма тем пек тăрăшать. Анчах унăн пуçĕнчи тутăрĕ яланах чалăш. «Чуххăм Ванькка авланать» спектакльте /В.Николаев/ шăпах çавнашкал хĕрарăма кăтартрăм», — сăнама пĕлни роль калăплама пулăшнине ĕнентерет РФ тава тивĕçлĕ артистки. Унсăр пуçне пурнăç опычĕ пуян унăн. Вăл е ку самантра çын хăйне мĕнле тытнине пайтах курнă. Сисĕм-туйăм вăйлă аталаннине калать хĕрарăм. Шăпах чунран ĕçлени куракансен юратăвне тивĕçме пулăшнă ăна.

Гастроле çÿренине ырăпа аса илет. Йăхташăмăрсем спектакль курма чăваш çи-пуçĕпе килнине, артистсем валли сĕт, çăмарта йăтса пынине каласа кăтартать.

Любовь Федорова Чăваш Енри клуб ертÿçисене те сцена ăстисене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тăвать. Вĕсем спектакль кăтартакансене темĕн тĕрлĕ апатпа хăналаççĕ, куракансене пухаççĕ. Шăпах çаврăнăçуллă çав çынсен витĕмĕпе культура тытăмĕ аталанать.

Тĕп киле пĕтермелле мар

Любовь Владимировнăна хĕрĕн, икĕ мăнукĕн çитĕнĕвĕсем хавхалантарнине палăртмасăр иртеймĕн.

«Пурнăçăм çăмăлах пулмарĕ. Çемьере ачасенчен асличчĕ эпĕ. Кĕçĕннисемшĕн хама яваплă туйнă. Пушарта та çуннă, шывра та путнă.

Упăшка каялла таврăнасса 33 çул кĕтрĕм. Çавăн чухлĕ вăхăт иртсен яла килчĕ вĕт. Ăна хĕрхенсе йышăнтăм. Усал кăмăлне икĕ çул чăтрăм. Урăх пĕрле пурăнмашкăн хал çитмерĕ. Çав вăхăтрах унăн пиччĕшĕн çемйипе туслă. Вĕсем шăнкăравласах тăраççĕ, уява чĕнеççĕ», — тăсăлать калаçу.

Ман çинчен те ыйтса пĕлчĕ Любовь Владимировна. «Çемйÿне хытă упра. Мăшăрна сивĕ сăмах каласа ан кÿрентер. Вăл — саншăн хÿтлĕх, тĕрев. Килте арçын хăйне хуçа вырăнĕнче туйтăр.

Ĕçе йĕркелесе, майлаштарса пыракан, хута кĕрекен упăшка лекнĕ пулсан хам та ун хÿттинче пурăнăттăм. Шел, апла пулмарĕ», — ăса вĕрентрĕ вăл.

Çав вăхăтрах килте арçын вырăнĕнче пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, хăйĕн аллипе лартнă йывăç-тĕм тахçанах çимĕç парать.

«Атте çурчĕ кивелчĕ. Çавăнпах юнашар çĕннине хăпартрăм. Халĕ ăна туса пĕтерес пулать. Пÿрт вырăнĕ ан пĕттĕр тесе тапаланатăп. Çĕрпе тăвансем те усă кураççĕ.

«Мансăр юлсан та тĕп киле пĕтме ан пар», — тетĕп хĕрĕме. Вăл йăх-несĕле çыхăнтарать. Тĕп кил салансан тăвансем те хутшăнма пăрахаççĕ», — пĕтĕмлетрĕ халăх юратакан артистка.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 


Сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр…

Вулакан ас тăвать-тĕр — Амăшĕн кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн мăшăрĕ Наталья Николаева «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата панă интервьюра Олег Алексеевич кĕнеке вулама юратнине каласа кăтартнăччĕ. Çак туртăма ачисенче вăратас тĕллевпех пулĕ ашшĕ чи кĕçĕннине, Марьяшкăна /юратса çапла чĕнеççĕ хĕр пĕрчине çемьере/, çывăрас умĕн «Гарри Поттер» вуласа парать-мĕн. Суймасăр каласан, кăштах иккĕленнĕччĕ те… Хĕрарăм мăшăрне лайăх енчен кăтартассишĕн кăна çапла каламасть-и-ха? Çук иккен. Олег Алексеевич чăнласах кĕнекепе туслă. Халĕ унăн сĕтелĕ çинче — «Будущее разума». Ыйха путас умĕн вара арçын чăнласах çуршар сехет «Гарри Поттер» вулать. Миçемĕш хут ĕнтĕ вĕсем пепкипе пĕрле çак кĕнекене шĕкĕлчеççĕ. Паллах, хĕрача ăна хăй те вулама пултарать, анчах та çывăх çынсен сассипе, юратнă сăнарсен тĕнчинче тутлă ыйха путма мĕнешкел аван вĕт! Мĕншĕн шăпах çакăнтан пуçларăм-ха сăмахăма? Пирĕнтен чылайăшĕ, ĕçе путнипе сăлтавласа, вăхăт çитменнине палăртать. Кĕнекене вулама-и унта? Ачасемпе хутшăнма та май çук. Анчах та куратпăр ĕнтĕ, кун йĕркине планласан, хамăр тăрăшсан тĕрлĕ шайри ыйтăва вăхăтра татса пама та, ĕç хыççăн çывăх çынсемпе хутшăнма та вăхăт та, вăй та тупăнать. Шăпах çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» çемйипе тĕл пулнă май.

Пушă ĕмĕт мар

Регион ертÿçи МИХсен ĕçченĕсене тин кăна професси уявĕнче саламланăччĕ. Уяв хыççăнах «Хыпарçăсемпе» пайăррăн тĕл пулмашкăн вара сăлтавĕ те курăмлă — кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Чăваш пичечĕн кунне те шăпах çак пулăм никĕ-сленĕ.

Тĕл пулăва Олег Николаев шăпах «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ ятпа саламланинчен пуçларĕ. Пичет кăларăмĕ кирек хăш саманара та вăхăтпа тан пынине, вулакансем унпа çыхăнăва татманнине палăртрĕ. Çавăн пекех «Хыпар» ĕçченĕсене цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина саламларĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Олег Николаева хаçат историне сăнлакан ÿкерчĕксен альбомне парнелерĕ.

Регион ертÿçине, тĕл пулупа усă курса, журналистсем яланхи пекех ыйту айне турĕç.

Калем ăстисене республикăн экономика аталанăвĕ пуринчен ытла кăсăклантарать. Çапла пулмасăр, ытти йăлтах çакăнпа çыхăннă-çке. Укçа-тенкĕллĕ пулас тесессĕн дотациллĕ республикăн инвестици мелĕсемпе ытларах усă курма тăрăшмалла. Анчах та çакă çăмăл ĕç маррине палăртрĕ Олег Николаев. Çапах та, журналист иккĕленнĕ пек, утопи мар ку. Ыйтăва хуравласа Олег Алексее-вич малтанах 2020 çула пĕтĕмлетрĕ. Çапла, кĕтмен çĕртен йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ вăл, анчах та ура хураймарĕ. Промышленноç ниме пăхмасăр аталанчĕ — ку енĕпе палăртнине 99% ытла пурнăçланă. Бюджет тĕлĕшпе те палăртни пурнăçа кĕнĕ. Чăрмавсем пур, паллах — Олег Алексеевич вĕсем çинчен те уççăн калаçрĕ. Калăпăр, Çĕнĕ кăнтăр районĕнче — ача сачĕ уçма, хула валли троллейбуссем туянма палăртнăччĕ. Сăмах май, ку тĕлĕшпе республика федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курайманни пирки нумай МИХ шавларĕ. Анчах та регион палăртнинчен чакма та шухăшламаннине кăна çынсем патне илсе çитерекен çукрах. Калăпăр, çÿлерех асăннă садике хута ярасси документсем хатĕр маррипе çыхăннă. Ача-пăча çак учрежденине пур пĕрех уçĕç, ун пирки çĕршыв ертÿлĕхĕпе калаçу пырать. Хальлĕхе вара ун вырăнне урăх вырăнта тепĕр садик уçнă. Тепĕр тесен, пĕчĕккисем валли татах çĕнĕ «алăк уçăлни» начар-им? Троллейбуссем пирки чăнласах чăрмав тухса тăнă, ку ыйтăва та çывăх вăхăтрах татса пама шантараççĕ. Тасатмалли соо-ружени валли уйăрнă укçа-тенкĕ вак чула пула сывлăшра çакăнса юлнă. Нухрачĕ пур — чулĕ çук, ăна хамăр тăрăхра кăлармаççĕ. Çапах ку ыйтăва та кун йĕркинчен сирсе хуман. Олег Николаев хăйĕн чунне урăххи ытларах пăшăрхантарнине каларĕ — тăлăхсене, ашшĕ- амăшĕн хÿттисĕр юлнисене тата нумай ачаллисене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси. Кунта та пăтăрмахлă лару-тăру сиксе тухнă. Хатĕр хваттерсене çулталăк пуçламăшĕнчех тенĕ пек сутса пĕтернĕ, социаллă программăпа тивĕçтермешкĕн укçа республикăна вара çулталăк вĕçнелле кăна çитнĕ. Ак хайхи, укçи пур — хваттерĕсем çук! Ку ыйтăва та çитес вăхăтсенчех татса пама шантарчĕ республика Пуçлăхĕ.

Иккĕлентеркен проектсем пирки те хуравларĕ Олег Николаев. Биопластик кăларма пуçлаççех. Ку, паллах, çак кунсенчех пурнăçламалли проект мар, анчах пушă ĕмĕт шайĕнчи те мар. Палăртнине пурнăçламашкăн республикăн аталану ятарлă программи пур, ăна пăхса тухса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне инвестици ятарлă агентстви тĕллевлĕ ĕçлеме пуçлĕ. Проектсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пынине вара ку таранччен хута янă технопарксем çирĕплетеççĕ. Хальлĕхе шансах кайман тепĕр проект — М-12. Вăл республика, Раççей кăна та мар, тĕнче шайĕнче пурнăçламалласкер. Ку енĕпе регионра, малтан палăртман пулин те, ятарлă штаб туса хунă. Олег Николаев хăй кăна ку ыйтупа Росавтодор ертÿçисемпе пайăррăн виçĕ хутчен тĕл пулса калаçнине палăртрĕ. Тĕрлĕ ведомство ертÿçи вара Раççей правительствипе куллен çыхăнсах тăрать. Проект нумай çынна ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне, республика ертÿлĕхĕн сĕнĕвне çĕршыв шайĕнче ырласа йышăннă — çул хĕррипе, малтан палăртнă пек, сервис, суту-илÿ, апат-çимĕç предприятийĕсем вырнаçнипе çырлахмалла мар, вĕсен наци сĕмĕ пулмалла. Калăпăр, халăх апат-çимĕçне тутанса пăхма май пулмалла, наци символĕллĕ сувенирсем сĕнмелле…

Шантарнине пурнăçа кĕртесси пирки сăмах хускатнă май халăха таса шывпа тивĕçтересси çине пусăм турĕç журналистсем. Ку енĕпе пĕлтĕрхи ăнăçлă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çитес çулхи плансене те палăртрĕ Олег Николаев. Шăмăршăри шыв управне хута ямашкăн укçа-тенкĕ çитерĕç кăçал. Тÿрех пур çĕре мар та, çапах пахалăхлă шыв çитме пуçлĕ кĕçех. Таса шыв пурне те кирлĕ — ку ыйтăва стратеги шайне çĕклесе ĕçлеме пуçласшăн.

Татса паман, «вăрăм хÿреллĕ» ыйтусем те пур-ха. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкартан тĕп хулана ĕçе çÿреме çаплипех чăрмавлă. Автобуссен шутне ÿстерме шантарнăччĕ — çынсем çаплипех общество чарăнăвĕсенче тимĕр урхамахсем вăшт та вăшт иртнине пăхса тăрса юлаççĕ, вĕсенчен хăшĕ те пулин чарăнасса кĕтсе шăнса тăраççĕ. Кăрлач сивви хытах ташлаттарнине кура Çĕнĕ Шупашкарсене шеллемелли кăна юлать. Олег Николаев хăй те «хурçă ута» çăварлăхлама юратать-мĕн. Канмалли кунсенче руль умне ларса тăтăшах çула тухать. Республика Пуçлăхĕн çÿçĕ-пуçĕ мĕншĕн вирелле тăнине пĕлетĕр-и? Маршрут автобусĕсен водителĕсем мĕнле çÿренине курса! Çавăнпа ку енĕпе васкасах йĕрке тума шантарчĕ Олег Алексеевич. Предпринимательсемпе калаçса ывăннă ĕнтĕ. Хушнă хыççăн автобуссене кирлĕ чухлех çула кăлараççĕ-ха, унтан каллех чакараççĕ. Ахăртнех, пĕрлехи маршрутсем уçма тивет. Вĕсем икĕ хулана çыхăнтарĕç. Пĕр билет туянсах кирлĕ çĕре çитме меллĕ пулĕ.

Ĕçсĕр юлас тесессĕн пуçлăха кăна тиркемелле теççĕ те, регион ертÿçи ку енĕпе те ыттисенчен урăхлараххи палăрчĕ. Социаллă тĕрлĕ сетьре çынсемпе уççăн хутшăнассине йăлана кĕртрĕ Олег Николаев. Унта вара сăмахшăн кивçене каймаççĕ… «Критикăна йĕркеллех йышăнатăп, унсăрăн хама япăх туятăп», — хурав шÿтлĕрех янăрасан та айккинчи куçпа пăхса хак пани хăйне ĕçре чăнласа пу-лăшнине палăртрĕ Олег Алексеевич.

Журналистсем тахçан сĕннĕ, анчах та ун чухне вĕçне çитереймен шухăша та тепĕр хут пăхса тухма сĕнчĕç калем ăстисем. Калăпăр, тĕрлĕ профессире вăй хуракансене «хăйсен» тава тивĕçлĕ ячĕсемпе чыслаççĕ. МИХ ĕçченĕсен вара ун пекки çук. Апла тăк мĕншĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ят пулмалла мар? Пушшех те, Раççей шайĕнче çакăн пек ятпа чысласси пирки Владимир Путин 2018 çултах хушăва алă пуснă. Олег Николаев ку ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ.

Чăвашлăха упрассишĕн

Наци кăларăмĕнче вăй хунă май «Хыпарçăсем» чăвашлăхпа çыхăннă нумай ыйтăва çĕкленинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Чăваш тĕррин кунĕ пур — шкулне те уçмалла мар-и? Глобализаци саманинче чĕлхене епле упраса хăвармалла? Çамрăксем яла юласшăн мар — мĕн тумалла? Олег Николаев ку енĕпе юлашки вăхăтра чăнласах нумай ĕçленине, хăйĕн чунĕ те çакăншăн ыратнине палăртрĕ. Паллах, тăван чĕлхене мĕн ачаран ăша хывма хăнăхтармалла. Унсăрăн ку енĕпе укçа-тенĕ хăть те мĕн чухлĕ хывсан та усси пулмĕ. Олег Алексеевич ял-хулара чăваш тĕррипе ытларах усă курма пуçланине асăнчĕ. Кăмăллă. Чăвашлăх пур çĕрте те пулмалла. Çавăн чухне кăна ачасем чăвашлăх сăпкинче ярăнса чăн-чăн чăваш чунĕллĕ ÿсĕç. Паллах, ку тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн муниципалитетсен ертÿçисен нумай тăрăшмалла.

Чăваш тĕррин шкулĕ, ытарлăн каласан, капла та кашни çемьерех пурнăçланса пынине палăртрĕ регион ертÿçи. Ахальтен калаççĕ- им чăвашăн çĕр пин тĕрри пирки? Çав хушăрах, республикăра 128 наци пурăннине шута илсе, вĕсене те хăйсен хăйне евĕрлĕхне палăртмашкăн майсем туса памалла.

Чăваш культури ялта упраннине шута илсе, паллах, ку енĕпе те ĕçлемелли пайтах. Хальлĕхе ЧР культура министрне лару-тăрăва тишкерме хушнă. Ара, культура çурчĕсенче мĕн тĕрлĕ мероприяти ирттермеççĕ! Анчах йăлтах — халăх ĕçре пулнă вăхăтра. Çав вăхăтрах çамрăксем клуба каçхине тата канмалли кунсенче пухăнаççĕ… Ку та — чăваш ялĕ сÿнсе пырассинчен, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тăван тăрăхра хăвармалли меслетсенчен пĕри. Патшалăх хăй енчен ял тăрăхне аталантармалли тĕрлĕ программа хута ярать. Инфраструктура аталанать. «Ял ипотеки» программа пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пушшех те, республикăра тĕрлĕ категори валли унăн процентне татах та пĕчĕклетнĕ — 0,1 таран. Кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăрнă пĕлтĕр. «Çынсем шухăша кайрĕç — тата мĕн улăштарма пулать тăван тăрăхра?» — палăртрĕ Олег Николаев. Ялта пурăнакана чи малтанах, паллах, ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле. Çынсене хуларан яла таврăнмашкăн илĕртес тĕллевпе инвестици 336 проекчĕпе ĕçленине палăртрĕ регион ертÿçи.

Тĕл пулупа усă курса çак йĕркесен авторĕ те республика Пуçлăхне ыйту памасăр юлĕ-и вара? Анчах та хĕрарăма, пушшех те, хĕрарăмсен кăларăмĕн редакторне, ялан нумай кирлĕ вĕт. Ертÿçĕн яланах вăхăт сахаллине кура пĕрер ыйту кăна пама хушнă пулин те теветкелленсе харăсах виççĕшне те хăйĕн патне çитернине Олег Николаев йĕркеллех йышăнчĕ. Унран та ытла, хăй депутат пулнă чухне меллĕ самантпа усă курса чееленме тивнине те каласа кăтартрĕ: «Пире те пĕрер кăна ыйтма ирĕк паратчĕç. Эпир вара: «Манăн пĕр ыйту кăна, анчах та вăл виçĕ пайран тăрать», — теттĕмĕр», — терĕ шÿтлесе. Юрать, эпир те çакна малашне шута илĕпĕр /политика самантĕнчи аса илÿ пирĕншĕн, журналистсемшĕн, чухах пулчĕ-ха/. Олег Алексеевич пур ыйтăва та тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ.

Регион ертÿçин шайĕнче руна çырулăхĕ пирки калаçма пуçласан питĕ тĕлĕннĕччĕ. Шутсăр савăннăччĕ. Халиччен вăл шайра ку ыйтупа калаçнине пачах илтмен. Эпир, чĕлхеçĕсем, çак ыйтăвăн пĕлтерĕшне питех те лайăх ăнланатпăр. Ара, чăваш кĕнекине ĕне çинĕ теççĕ вĕт. Шăпах унта, руна çырулăхĕнче, чăваш тĕрринче пытаннă теççĕ пирĕн истори. Çак енĕпе тĕпчевсене малалла тăсса тĕшши патне çитме пулĕ тен? Ун чухне пирĕн йăх-тымар тĕлĕшпе тавлашусем вĕçленĕччĕç-и? Хамăр чăнласах мăнаçлă йăхран тухнине, авалхи халăх пулнине, тĕлĕнмелле вăйлă тымарлă пулнине ятсăр тăрса юлнă Йăвансене ĕнентерес килет те… Ара, пирĕн историе ыттисем турткалаççĕ кăна. Олег Алексеевич руна çырулăхĕн пĕлтерĕшне çирĕплетсе малашне ку ĕçпе ăсчахсене вăй хума сĕнчĕ.

Геннадий Волков хăй вăхăтĕнче чăн чăвашсем Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăннине каланăччĕ. «Чутай характерĕ» текен ăнлав та пур чăвашра. Мĕне пĕлтерет вăл? Мĕнле халăх пурăнать ку тăрăхра? Кÿршĕллех пулнăран Чутайсен харсăрлăхĕ, хастарлăхĕ пирки илтмен мар паллах. Олег Алексеевич та çак шухăшах палăртрĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатнă хыççăн чăвашсен пĕр пайĕ çăлăнăç шыраса вăрмана тарнă. Анчах та несĕлĕмĕрсем çĕр ĕçĕпе пурăнма хăнăхнă вĕт. Тырă акас — çĕрĕ çук. Вăрман кăкласа çĕр тума çăмăл-и? Çĕнĕ вырăнта пурнăç пуçлама ансат-и? Ирĕксĕрех харсăр та, хастар та пулма тивнĕ. Мăн асаттесен юнĕ чупмасть-и вара паянхи ăрура?

Çак шухăшах — чăваш ĕçченлĕхĕ пиркиех — Олег Николаев тепĕр ыйтура малалла тăсрĕ. Çĕршыв шайĕпе вăй хунă хыççăн пĕчĕк кăна Чăваш Республикинче кичем мар-и? «Çук, пачах та кичем мар», — терĕ Олег Алексеевич. /Эпир, тепĕр тесен, урăхларах хурав кĕтмен те. Унсăрăн çав шайран тăван кĕтесе таврăнман пулĕччĕ те, ара, кунта татса паман ыйту лавĕпех вĕт/. Хăй чăваш çĕрĕн патриочĕ, кирек ăçта вăй хурас пулсан та чĕнсессĕнех çуралнă кĕтесе пĕр шухăшласа тăмасăр таврăнма хатĕр пулнине палăртнă май вăл ачалăхне аса илчĕ. Çичĕ çулта ашшĕсĕр тăрса юлнă шăпăрланăн пурнăçĕ çăмăл килменни каламасăрах паллă. Юрать, аслашшĕ çумра пулнă. Мăнукĕшĕн вăл пурнăç чăн-чăн шкулĕ пулса тăнă. Ĕçе те мĕн пĕчĕкренех çывăх çынни çумĕнче хăнăхнă арçын ача. «Хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвелпе пĕрле выртмалла, — çапла ăс панă çамрăккине асли. — Çавăн чухне кăна сĕтел çинчен çăкăр татăлмĕ, çурт та çирĕп пулĕ».

Маргарита ИЛЬИНА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.