Чăваш хĕрарăмĕ 19 (1399) № 29.05.2025

29 Çу, 2025

Инспектор та, хăйне евĕр психолог та

Оксана Иванова — хăш-пĕр çемьешĕн тата ачашăн психолог вырăнĕнче тени йăнăш пулмастех. Мĕншĕн тесен ăна шанаççĕ, ун умĕнче чуна уçаççĕ. Çук, Оксана Игоревна асăннă профессипе çыхăнман, вăл — Куславкка районĕн полици уйрăмĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Ĕçке пула шар кураççĕ

«Кун пек ĕçре сире тимĕр пек çирĕп нервсем кирлĕ», — Оксана Игоревна ку сăмахсене пĕрре мар илтнĕ, илтет те. Хăйне алăра тытма çирĕп кăмăл пулăшать ăна. Ĕçе хăнăхни, опыт та витĕм кӳрет паллах. «Тепĕр чухне шутра тăракан çемье патĕнчен тухса каятăн çеç, шăнкăрав çитет — унта каллех кил хуçисем черкке тытнă-мĕн. Машинăна каялла çавăрма тивет. «Эсĕ çапла хăтланатăн тăк ачусене илсе каятăп!» — калаçатăп тарăхса хĕрарăмпа. Вăл йĕме тапратать... Ашшĕамăшĕ те, ачисем те пĕр-пĕринчен уйрăласшăн мар. Килте çимелли çук, сивĕ, тирпейсĕр, шăв-шав хуçаланать пулин те… Ĕçкĕ çемьесене аркатать. Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă хыççăн та ачисем хăйсене пурнăç панă çыннисемпе вăрттăн хутшăнаççĕ, интернатра пурăнаканнисем каникула килеççĕ. Хăйсене опекăна илнĕ çемьере пурăнакан ачасем те тăван ашшĕамăшĕпе çыхăну тытма, тĕл пулма тăрăшаççĕ. Çакă питĕ тĕлĕнтерет мана», — каласа кăтартрĕ ĕçпе çыхăннă хăш-пĕр самант пирки Оксана Игоревна. Унăн тимлĕхĕнче — йĕркене пăсакан çул çитмен ачасем, шутра тăракан ăнăçсăр çемьесем. «Йывăр лару-тăрура пулăшасси — манăн тивĕç. Тӳрех явап тыттарасси, ачана ашшĕ-амăшĕнчен туртса илсе ятарлă учрежденисене вырнаçтарасси мар. Нумай чухне ĕçке пула шута тăрататпăр. Ытларах чухне ку 3 е ытларах пепкене пĕччен çитĕнтерекен хĕрарăмсене пырса тивет. Питĕ пулăшас, çемьен пурнăçне йĕркелес килет. Амăшĕсене нарколог патĕнче консультаци тухмашкăн çыратăп, ачасем валли тумтир леçсе паратăп, ашшĕамăшне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пулăшатăп. Пĕр хĕрарăмпа нарколог патне пĕрле кайнăччĕ. Вăл сипленчĕ, сиенлĕ йăларан хăтăлма пултарчĕ», — сăмахне малалла тăсрĕ специалист. Шел, кун пек тĕслĕх сайра. Ĕçкĕ авăрĕнчен, пĕрре путсан, хăтăлма çăмăл мар. Кун пек чухне ашшĕамăшĕн правинчен хăтараççĕ, ачасене интерната леçеççĕ. Оксана Игоревна кашниншĕн пăшăрханать, тĕрлĕ мелпе çемьене лайăх енне улшăнма пулăшассишĕн вăйне хĕрхенмест: «Шутра тăраканнисемпе куçа-куçăн та, телефонпа та калаçсах тăратăп. Тĕрĕслетĕп: урă-и, килĕнче йăлтах йĕркеллĕ-и? Уйрăмах каникулта, канмалли кунра е пĕр-пĕр уявра. Кил хуçисем хăйсене видео ӳкерсе те ярса параççĕ. Вĕсем эпĕ талăкĕпех сыхă тăнине пĕлеççĕ. Эрех ĕçни пирки хыпар илтсенех эпĕ машинăна ларатăп та çула тухатăп. Маншăн чи пĕлтерĕшли — çавнашкал çемьере ача тĕрĕс-тĕкел пулни. Лару-тăру йывăр тăк, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕрен тухаймаççĕ тĕк ачасене вăхăтлăх пурăнмалли центра илсе каятăп. Вĕсене килĕнче хăварсан лăпкăн çывăраймастăп, пăшăрханатăп. Хам та амăшĕ-çке-ха. Ашшĕамăшĕн правинчен те хăтарма тивет. Телее, унашкал ĕç-пуç сайра пулать. Ăнăçлă çемьерисем те… Мĕншĕн çакнашкал кулянмалли, лăпкăлăха манма хистекен профессие суйланă-ха полици капитанĕ? Çĕмĕрле хулинче çуралнăскер, амăшне направленипе Куславккана ĕçлеме ярсан унăн çемйи пурăнмалли вырăна улăштарнă. Оксана ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Çак сăлтавпах музыка шкулĕнче фортепиано класĕнче, кайран Шупашкарти педагогика колледжĕнче вĕреннĕ. Музыка учителĕн профессине алла илнĕскер Куславккари шкула вырнаçнă. Унта çичĕ çула яхăн ачасене вĕрентнĕ. Ларма-тăма пĕлменскер куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илнĕ. «Планра милицие вырнаçса ачасемпе ĕçлессиччĕ. Уйрăмах çул çитменнисемпе. Мĕншĕн тесен шкулта вăй хунă вăхăтра ачасене пĕлсе çитрĕм темелле. 2007 çулта милицие вырнаçрăм, шкул инспекторĕн тивĕçĕсене шанса пачĕç. Вĕрентӳ учрежденисене çӳреттĕм, ачасемпе тата вĕрентекенсемпе калаçаттăм. Кăткăслăхсем, «йывăр» ачасем пулсан вĕсемпе тĕплĕн ĕçлеттĕм, ларутăрăвăн сăлтавне тĕпчеттĕм. Вăхăт иртсен штата кĕскетрĕç, çавна май мана çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн инспекторĕн должноçне куçарчĕç. Кунта вара ачасемпе кăна мар, çемьесемпе те ĕçлемелле», — терĕ хĕрарăм. 2023 çултанпа вара Оксана Игоревна çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор тивĕçĕсене пурнăçлать. Шкулсене тухса çӳрет, ăнăçсăр çемьесем патне килне çитет, профилактика калаçăвĕсем ирттерет, йĕркелет, тĕрĕслет, ăнлантарать, пулăшать… Палăртрăм ĕнтĕ, вăл шутра тăракан ачасемпе те ĕçлет. Çамрăксене тӳрĕ çул çине тăма пулăшать. Çул çитменнисем тĕрлĕ преступлени тунă тата йĕркене пăснă хыççăн шута тăратаççĕ. Сăмахран, вăрланăшăн, çын кил- çуртне кĕнĕшĕн. Ăнăçсăр çемьери кăна мар, аван пурăнакансен те ачисем йăнăш тăваççĕ. Нумаях пулмасть йĕрке хуралçисем ăнăçлă çемьери арçын ача тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл теракт пирки суя хыпар сарнă. Ачи пур енĕпе те маттур, лайăх вĕренекенскер, спортсмен. Çар енĕпе пĕлӳ илес шухăшлă пулнă. «Патшалăх автоинспекцийĕпе те пĕрле çыхăнса ĕçлетпĕр, рейдсене тухатпăр. Вĕсем çул-йĕр йĕркине пăснă ачасем пирки пире хыпарлаççĕ. Акă, сăмахран, юлашки вăхăтра транспорт рулĕ умне правасăр ларнă çамрăксем тĕлĕшпе чылай рапорт килчĕ. Ӳсĕррисем те пур. Ача 16 çула çитнĕ тĕк, протокол çыраççĕ, кĕçĕнреххисем йĕркене пăснă тăк ашшĕ-амăшĕпе çыхăнатпăр. Ачана шута тăратас умĕн ку ыйтăва ятарлă комиссире сӳтсе яватпăр. Унăн характеристикине тишкеретпĕр. Хăйĕн малашлăхне тĕксĕмлетесрен май килнĕ таран упрама, шанăç пама тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть 10-13 çулсенчи тăватă ача общество йĕркине пăснă тĕслĕхпе тĕл пултăм. Вĕсем шкул хыççăн ют çын килне кĕнĕ, чӳречисене çĕмĕрнĕ, йăлтах тустарса пĕтернĕ… Виçĕ ача ăнăçлă çемьерен, пĕри — шутра тăраканскер. Саккун тăрăх, вĕсене уголовлă майпа явап тыттарма çук, 14 çултан аслăраххисен тĕлĕшпе çеç ĕçлет ку йĕрке. Ун пек чухне эпир судпа çыхăнса ачасене республикăри çул çитменнисен центрне вăхăтлăх вырнаçтарма ыйтса çыратпăр», — ăнлантарчĕ инспектор. Пилĕк ача çитĕнтереççĕ Оксана Игоревна ачана кукăр çултан тухма пулăшать: «Йĕркене пăсакана çулталăклăха шута тăрататпăр. Çак тапхăрта вăл общество вырăнĕнче каçхине аслисемсĕр çӳремерĕ, ун тĕлĕшпе шкултан япăх характеристика килмерĕ тĕк ăна шутран кăларма пултаратпăр. Пĕр арçын ачана шкулти йĕркене пăснăшăн шута илнĕччĕ. Çапах вăл вăхăт иртсен тӳрĕ çул çине тăчĕ, хăй йăнăшне ăнланчĕ. Халĕ шкул ачи мар ĕнтĕ вăл. Тĕл пулсан сăмах хушмасăр иртсе каймасть». Ăнăçсăр çемьере çитĕнекен ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар. Оксана Игоревна умĕнче вара кашниех чунне уçать, хăйне мĕн пăшăрхантарнине каласа кăтартать. «Чи малтан эпĕ ачан кăмăлне сăнатăп — лăпкă-и, тӳрккес-и е чĕмсĕр-и. Вăл мана ĕнентĕр тесен хама пысăка хумастăп, ачапа пĕр чĕлхепе хутшăнма тăрăшатăп. Тепĕр чухне вăл мана ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекен пĕлмен самантсене те пĕлтерет. Тепĕр чухне ачасемпе, çемьесемпе ĕçленĕ май хама психолог пек туятăп», — терĕ специалист. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


100 çултисем те ăмăртаççĕ

Регионсен хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет. Ăна Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата республикăри «Пĕрле» аталану фончĕ йĕркелеççĕ. Тупăшăва хутшăнакансене пултарулăхне, ĕçченлĕхне, хастарлăхне кура хаклаççĕ. Асăннă конкурсра кăçал Чăваш Енри вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем те ăмăртаççĕ.

12 конкурсçă вара 90 çултан е çак ӳсĕмрен те аслăрах. Вĕсен йышĕнче 100 çулти виçĕ хĕрарăм пур: Елена Захарова, Анастасия Пыркина тата Валентина Челышева. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Куславкка округĕсенче пурăнаççĕ. «Кĕмĕл ӳсĕм — Раççей мăнаçлăхĕ» номинацире заявка тăратнă. Çак ĕçе пурнăçлама вырăнти хĕрарăмсен канашĕсем, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пулăшнă. Аслă ăру çыннисем хăйсен кун-çулĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, çемйи тата юратăвĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсен видеороликĕсене курса сасăласан питĕ аван пулмалла. Çак ĕçе çĕртме уйăхĕн 9-17-мĕшĕсенче пурнăçламалла. Сасăлав пуçланнă май Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн сайтĕнче тĕплĕ инструкци, конкурса хутшăнакансен видеопрезентацийĕсем тата номинацисемпе палăртнă списока вырнаçтарĕç. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Елена Захарова пирки вулакансене çывăхрах паллаштарар-ха. Вăл иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕнче 100 çул тултарнă. Елена Васильевна — тыл ĕçченĕ. Унсăр пуçне Сăр хӳтĕлев чиккине тума та хутшăннă. Иртнĕ кун-çулне куççульпе аса илет кинемей. Ашшĕне репрессиленĕ хыççăн тăватă пĕртăванăн пурнăçĕ самай улшăннă. Елена çемьере асли пулнăран пĕчĕклех амăшне пулăшма тытăннă. 10 çулти хĕрача аслисемпе юнашар тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Пĕве кĕрсен кӳршĕри Горький облаçĕнче те вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан арçынсем фронта кайнă, ялта хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем çеç юлнă. Мĕн пур йывăр ĕç вĕсем çине тиеннĕ. 16 çулти Еленăна аслисемпе пĕрле Сăр таврашне окоп чавма илсе кайнă. Çамрăкскер 40 градус сивĕре çăпата вĕççĕн ĕçленĕ. Каярахпа вăл вăрçă пĕтичченех Шупашкарта Атăл хĕрринчи столовăйра вăй хунă. Унта тыткăнри нимĕçсене вырнаçтарнă. Вăрçă хыççăн Елена Васильевна хĕлле арçынсемпе тан Çĕмĕрлере тата Кăмашара вăрман каснă, çулла — торф кăларнă. Елена Захарова паян хĕрĕпе, 3 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе тата вĕсен ачисемпе савăнать. Вĕсем кукамăшĕ, мăн кукамăшĕ патне килсех çӳреççĕ. Ватăскер хăйĕн йывăр пурнăçĕ, вăрçă çинчен час-часах каласа кăтартать. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


Унра чăваш юнĕ чупать

Дина Корзун — хальхи вăхăтри паллă актриса. Вăл тĕнчери, Раççейри кинофестивальсенче сумлă нумай наградăна тивĕçнĕ. Ăна Раççей киностудийĕнче кăна мар, ют çĕршывсенчи фильмсене те ӳкерĕнме чĕннĕ. Вĕсенчен чи паллăраххисем — «Последний приют», «The dast Resorf». АПШра ӳкернĕ «40 оттенков грусти» кинокартинăра тĕп роле вылянă вăл.

Йăх-тымарĕ — Пушкăртстанран

Çавăн пекех Дина Корзун ыр кăмăллăх ĕçне те хастар хутшăнать. «Пурнăç парнеле» фонд йĕркелекенсенчен пĕри вăл. Организаци гематологи, онкологи тата йывăр ытти чирпе нушаланакан ачасене пулăшаççĕ. Пултаруллă çак актриса çинчен мĕншĕн сăмах пуçартăмăрха эпир? Паллах, ăнсăртран мар. Смоленск хулинче çуралса ӳснĕ Динăн йăх-тымарĕ Пушкăртстанран тухни пире унăн пурнăçĕпе кăсăкланма хистерĕ. Актрисăн амăшĕ Ольга Дмитриевна /хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева/ — чăваш хĕрарăмĕ. Вăл 1947 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ял тăрăхне кĕрекен Чупукаран ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Пишпӳлекре 10 класс пĕтернĕ хыççăн Ольга Григорьева Самар хулине вĕренме кайнă. Каникул вăхăтĕнче Смоленск тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене курма кайни унăн пурнăçне пĕтĕмпех улăштарнă. Хĕр хăй вĕренекен института пăрахса пĕрре курсах килĕштернĕ хулана куçса кайнă. Малтан — техникумра, унтан институтра пĕлӳ илнĕ. Александр Корзун белоруспа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1971 çулхи ака уйăхĕнче Корзунсен çемйинче хĕр çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Дина ят хунă. Шел те, Ольгăпа Александр нумаях пурăнман, уйрăлнă. Ольга Дмитриевна хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Динăн шкулта вĕреннĕ чухне хăй хатĕрленĕ чăваш сăмахĕсен словарĕ пулнă. Кукамăшĕпе Клавдия Алексеевнăпа амăшĕ калаçнине илтсе хĕрача чăваш сăмахĕсене çырса пынă, вĕсен калаçăвне те ăнланнă. Пултарулăхĕ ачаран палăрнă Динăн ачалăхĕ, хăй каланă тăрăх, телейлĕ те лăпкă иртнĕ. Коммуналкăри пурнăç хаваслă пулнине аса илет вăл. Ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ, концертсем йĕркеленĕ. Аслисем вĕсене курса савăннă. Ольга Дмитриевна техникумра, институтра вĕреннĕ вăхăтрах чăлха фабрикинче хăрушсăрлăх тĕлĕшпе ĕçлекен инженерта тăрăшнă. Дина ӳсерехпе балетпа, ташăпа кăсăкланнă, ӳкерме юратнă. Çавна май ăна амăшĕ ӳнер шкулне илсе кайнă. Унта вăл графикăна, скульптурăна тата живопиçе алла илнĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан вырăнти педагогика институтĕнче пĕлӳ илме шут тытнă. Анчах ӳнер ĕçĕ ăна çулталăкран йăлăхтарнă. Çавна май аслă шкула пăрахса Мускава тухса кайнă, тĕп хулари А.П.Чехов ячĕллĕ МХАТ студи-шкулне вĕренме кĕнĕ. Чăннипех те актриса пулма шухăшланăскерĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл 1995 çулта МХАТ актриси пулса тăнă. Тĕрлĕ спектакльте вылянă май унăн ăсталăхĕ палăрмаллах ӳснĕ. Вăл çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунă. «Театральные дебюты Москвы» фестивальте «Любовь в Крыму» спектакльте хĕрарăм рольне ăста вылянăшăн ятарлă приз илме тивĕçнĕ. Каярахпа Дина Корзун Катерина рольне /«Гроза» пьеса/ тата Соня Мармеладовăна /«Преступление и наказание»/ калăпланă. Унăн ăсталăхне кинорежиссерсем те асăрханă, тĕрлĕ фильмра ӳкерĕнме сĕннĕ. Акă «Страна глухих» илемлĕ фильмри рольшĕн Дина 1998 çулта «Ника» тата «Золотой Овен» премийĕсене тивĕçнĕ. Швейцарире вара «Звезды завтрашнего дня» кинофильмри рольшĕн — гран-прие. «Страна глухих» хыççăн вăл «Президент и его внучка», «Дневник его жены», «Гражданин начальник» фильмсенче ӳкерĕннĕ. Белоруссем те мăнаçланаççĕ Хальхи вăхăтра Дина Корзун пурнăçне Швейцари çыннипе Луи Франк режиссерпа, актерпа, композиторпа çыхăнтарнă. Çемьере пĕрремĕш упăшкинчен çуралнă ывăлĕ Тимур çитĕннĕ. Каярах икĕ хĕр — Итала тата София — çуралнă. Асăннă çемье чылай вăхăт Лондонра пурăннă хыççăн Мускава яланлăхах куçса килнĕ. Дина Лондонри Король наци театрĕн сцени çине те тухнă. Хăш-пĕр спектакльте роль калăпланисĕр пуçне продюсер та пулнă. Çакна та асăнма кăмăллă: Дина Корзун çемйипе çуллахи вăхăтра Пушкăртстанри Чупукаран ялĕнче тăтăшах пулаççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ амăшне Ольга Дмитриевнăна ялта кермен пек çурт лартма та пулăшнă. Хăйсем кăна мар, ывăлĕпе хĕрĕсем те Пушкăртстан çĕрне кăмăлланă. Унта канма, ĕçлеме юратаççĕ вĕсем. Дина Александровнăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Вераника Григорьева пĕлтернĕ тăрăх, ывăлĕ Тимур Чупукаран ялĕнче пыл хурчĕсем ĕрчетес кăмăллă иккен. Сăмах май, иртнĕ çул вăл çемье çавăрнă. Пулас мăшăрне те чăваш ялĕпе паллашма илсе кайнă. Вераника Григорьева каланă тăрăх, паллă актриса чăвашла лайăх ăнланать, хăш-пĕр сăмахсене калать те. «Вăл — çав тери кăмăллă, ĕçчен. Тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: кил-тĕрĕшре те, пахчара та ĕçлет. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Ватă çынсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçать. Ахальтен мар вĕсене ялта пурте хисеплеççĕ. Ольга Дмитриевна та хĕрĕн çемйипе савăнать. Мускавран тăван яла час-часах килсе çӳрет», — терĕ Вераника тăван-пĕтенне ырласа. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Кино ÿкересси — пĕччен тумалли ĕç мар»

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XVIII кинофестиваль вĕçленчĕ. Çулсеренех вăл тĕрлĕ халăх фильмĕсемпе паллаштарать, çав шутра — чăваш кинематографисчĕсен ĕçĕсемпе те. Кăçал куракансен умне Николай Семеновпа Зоя Илларионова режиссерсем хатĕрленĕ «Парăм» кинокартинăна кăларчĕç. Хаçат тĕпелне эпир çак фильмăн сценаристне, тĕп сăнара калăпланă Зоя Илларионовăна чĕнтĕмĕр.

Пурнăçран илнĕ сценарипе

— Зоя Васильевна, «Парăм» фильм епле çуралчĕ? Хăш тăрăхра ӳкернĕ ăна?

— Çак фильма ӳкерес шухăш пĕлтĕрхи кинофестиваль вăхăтĕнче çуралчĕ. Кино курма кайсан киле таврăннă чухне троллейбусра эпизодсене çыра-çыра пытăм. Ун чухне Тыва Республикинчи Виталий Петров режиссерпа тата Алтай тăрăхĕнчи Çамрăк кинематографистсен центрĕн ертӳçи Дмитрий Шарабарин режиссерпа паллашрăмăр. Вăл пире Алтай тăрăхĕнче иртекен Василий Шукшин ячĕллĕ кинофестивале йыхравларĕ. Çакă пире хавхалантарчĕ курăнать. Сăмах май, Дмитрий Иванович асăннă фестивале йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Эпĕ сценари çырма тытăнтăм. Каярахпа ăна ĕçтешĕме Николай Семенова кăтартса пăхма шут тытрăм. Вăл ăна ырларĕ, ӳкересси пирки сăмах хушрĕ. Çавăн пекех юрă çырма каларĕ. Маларах унпа темиçе хутчен те тĕл пулса калаçрăмăр. Владимир Карсаков режиссер патĕнче пĕрле вĕреннисене шăнкăравласа пĕлтертĕм. Çапла майпа пиллĕкĕн пуçтарăнтăмăр: Александр Герасимов, Аэлита Бельская, Оксана Изванова, Николай Семенов тата хам. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Патăрьел округĕнчи Именкасси, Чăваш Ишек ялĕсенче, Патăрьел салинче фильма ӳкерме пуçларăмăр. Каярахпа çак ĕçе Шупашкарта, Шупашкар округĕнчи Шăмăш ялĕсенче тăсрăмăр. Тĕп ĕçсене Николай Семеновпа иксĕмĕр пурнăçларăмăр. Сценарие чăн пурнăçран илнĕ. Эпĕ ăна хамăн аннепе çыхăнтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Вăрçă çинчен фильм ӳкерес шухăш пурччĕ манăн. Сценари çыртăм, анчах тĕрлĕ сăлтава пула фильма ӳкересси пулмарĕ. Тыл ĕçченĕсене халалласшăнччĕ ăна. Сăмах май, анне вăрçă вăхăтĕнче окоп чавнă, торф кăларнă, вăрман каснă. «Парăм» фильмăн сюжечĕ тăрăх, йывăр чире пула канлĕхне çухатнă хĕрарăм амăшĕн парăмне татма тĕв тытать, унăн хĕресне хĕрне чăваш йăли-йĕркипе кĕпе тăхăнтартма шухăшлать. Кая юлса пулин те хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлатех.

— Эсĕ фильмăн режиссерĕ, сценарисчĕ… кунсăр пуçне тата мĕнле ĕç пурнăçлатăн?

— Тĕп роле тата ытти ваккине калăплатăп. Юлташсене пурне те кадрта кăтартас килчĕ: Оксана — массовкăра, Аэлита — усал вăй, Коля — таксист, Саша тухтăр ролĕсенче. Асра юлас тесе кашнинех ӳкерме тăрăшрăмăр. Унсăр пуçне çĕр улми кăларакан ял-йыша та сăнларăмăр. Чăваш халăхĕ ĕçе авалтанах пĕрле тунине кăтартас терĕмĕр. Кӳршĕ хĕрарăмĕ, Именкассинче пурăнакан Галина Хромова, çамрăкранах артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Çавăнпа ăна та, мăнукне те кадра кĕртрĕмĕр. Сăмах май, Галя аппа манăн юлташсене хăй патĕнче çĕр каçарчĕ. Тавах ăна уншăн. Фильм валли «Тăвансем» юрă çыртăм. Аслă Арапуçран Валерий Фролов купăсçа илсе килтĕмĕр. Чи пахи — «Ракурс» ушкăн пурри. Ăна хăй вăхăтĕнче Владимир Карсаков йĕркеленĕччĕ. — Зоя Васильевна, кино ӳкернĕ вăхăтра кăсăклă самантсем пулнах ĕнтĕ. Вĕсемпе паллаштарсамăр.

— Вăрманти кадрсене ӳкернĕ вăхăтра çул çине ăнсăртран кушак çури сиксе тухрĕ. Сценари тăрăх вăл çукчĕ. Владимир Карсаков чунĕ килнĕн туйăнчĕ мана. Кино ӳкерме пуçличчен эпир унăн вил тăпри çине кайса пил ыйтрăмăр. Хайхи кушак çури манран пĕр шит те юлмарĕ, ман хыççăн утрĕ те утрĕ. Мĕн тумалла? Вăрманта пурăнаймасть-çке вăл. Эпир ăна яла илсе таврăнтăмăр, Кĕçĕн Арапуçра хăвартăмăр. Сăрă тĕслĕскере сценарие кĕртменшĕн кайран кулянтăм. Фильмра кушак пур-ха, анчах урăххи. Ачисене те явăçтарать — Паллах, кинокартинăна курма лайăх-ха, анчах ăна ӳкерме питĕ нумай ĕçлеме, ăшталанма тивет-çке.

— Кинона 7-8 кун ӳкертĕмĕр. Анчах унпа çу уйăхĕчченех ĕçлерĕмĕр. Александр Герасимов оператор тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Монтаж ĕçĕ ытларах Николай Семенов çине тиенчĕ. Уншăн ăна тав тăвас килет. Вăл питĕ кăткăс ĕç, часах пулмасть. Сценари çыратăн пĕр тĕрлĕ. Кадрсене пĕрин хыççăн теприне улăштарма тивет. Малтанах пĕччен пăхса тухрăм, каярахпа — ушкăнпа. Питĕ пысăк чăтăмлăх, тӳсĕм кирлĕ. Анчах фильм фестивале юрăхлă пулни хавхалантарать. Владимир Федорович хăй те кинофестивале хутшăнма ĕмĕтленетчĕ. 2018 çулта Юрий Скворцовăн калавĕ тăрăх çырнă «Амаçури» сценарипе унта пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Эпĕ амаçури рольне калăпларăм. Пирĕн хушăра композитор çукки ура хурать. Пулăма кура фильм валли кĕвĕ-çемĕ кирлĕ: хаваслă самантсенче — савăнăçли, тунсăхлинче — салхулли. Çавна май Алексей Айгирен ирĕк ыйтса унăн кĕввисемпе усă куртăмăр. Çапла, кино ӳкересси çăмăл мар. Çитменнине, укçа-тенкĕ енĕпе пулăшу пулмасан. Хамăр пуçарупа ĕçлетпĕр. Кино пирĕншĕн — чун киленĕçĕ. Унсăр пуçне кашнийĕн çемье тата ĕç пур. Пирĕн ушкăна, кинематографипе кăсăкланакансене, хăй вăхăтĕнче Владимир Карсаков пуçтарчĕ. 2016 çулта эпир, 26 çамрăк, Чăваш патшалăх культура институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕмĕр. Чи хастаррисем, 12 çын, вĕренсе тухрăмăр. Эпĕ режиссер пек икĕ кино ӳкертĕм, пурĕ çичĕ фильма хутшăнтăм. Хăшĕ-пĕри пирĕн пирки: «Ку çынсем аташнă», — текен те пур-тăр. Эпир вара ниме пăхмасăр малаллах ĕçлетпĕр. «Маттурсем, тăрăшатăр» тени те пирĕншĕн чуна пыл сĕрнĕн туйăнать. Владимир Федорович пирĕн хушăра çукки — пысăк çухату. Кам мĕн пултарнине сăнран пăхса пĕлетчĕ. Çынна витĕр куратчĕ. Вăл нихăçан та ахаль ларман. Эпир рольсем калăпланă вăхăтра шурă хут çине картина ӳкеретчĕ. Çавăнтах пире сăнатчĕ. Питĕ кăсăклă, хăйне евĕрлĕ çынччĕ. Кино ĕçне ачисене те явăçтаратчĕ. Пĕр ывăлĕ монтаж туса пулăшатчĕ, тепри вара кĕвĕ-çемĕпе ĕçлетчĕ. Владимир Федорович Чăваш киновĕн шăпи пирки кулянатчĕ: «Эпĕ кайсан чăваш фильмĕсемпе нивушлĕ ĕçлекен пулмĕ?» — тетчĕ. Çавна май Николай Семеновпа Илтимĕр Ефремова шанатчĕ.

— Иртнĕ çул эсир Шупашкарти кинофестивале «Хурăн шывĕ» фильмпа хутшăнтăр. Ăна та Николай Семеновпа пĕрле ӳкернĕ. Унта сирĕн хĕрсем Ульянăпа Ольга та рольсем калăпларĕç. Ун чухне вĕсем шкулта вĕреннĕ. «Парăм» картинăна та ачăрсем хутшăннă, айккинче юлман.

— «Хурăн шывĕ» фильма 2019 çулта ӳкертĕмĕр. Манăн хĕрсем унта Зинăпа Надя ролĕсене калăпларĕç. Кунти ĕç- пуç та чăн пурнăçран илнĕскер. Ĕнерхи шкул ачисем паян — студентсем. Ульяна — Чăваш патшалăх аграри университечĕн экономика факультетĕнче, Оля вара юриста вĕренет. Вĕсем хулара çитĕннĕ пулсан та чăвашла лайăх калаçаççĕ. Иккĕшĕ те «Парăма» хутшăнчĕç. Ульяна массовкăра вылянисĕр пуçне фильма вырăсла куçарас тĕлĕшпе те ĕçлерĕ. Кинофестивале заявка янă чухне те унăн пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Унсăр пуçне актерсем валли апат-çимĕç хатĕрлеме те вăхăт тупрĕ вăл. Оля вара Арина рольне калăпларĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.