- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 19 (1196) № 20.05.2021
Çăнăхпа кĕлрен пĕçернĕ нуша çăкăрĕ
Ольга Васильева 1921 çулта хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Василий Степановичпа Анисия Артемьевна, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Хуçалăхĕ çирĕп пулнă вĕсен: выльăх-чĕрлĕх чылай усранă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, хуралтăсем çавăрнă.
Çирĕммĕш ĕмĕрĕн 30- мĕш çулĕсенче колхозсем йĕркеленнĕ. Çемье пуçĕ халăхпа пĕрлешме килĕшмен. Çавна кура вĕсене кулак тесе айăпласшăн, Çĕпĕре ярасшăн пулнă. Василий Степанович ял пухăвне хут çырнă. Çапла вĕсене аякка хăваласа ямаççĕ, анчах пысăк налук тӳлеттерме йышăнаççĕ.
Çичĕ пĕртăванран пĕччен юлнă
Çемьере çичĕ ача çитĕннĕ — ултă ывăл та пĕр хĕр. Ольга — кĕçĕнни. Йышлă кил-йышра ачасем кĕçĕн çулсенченех ĕçе хăнăхса ӳснĕ. Шел, тăватă ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ольга ас тăвасса, пиччĕшĕсем Иванпа Павăл аякра ĕçлесе çӳренĕ, çуркунне-кĕркунне пахчана груша, чие, слива йывăççисем илсе килсе лартнă. Вăл вăхăтра ялта кунашкал çимĕç параканнисене ӳстерекен питех пулман.
Çатракасси шкулĕнче тăватă класс вĕреннĕ хыççăн Ольгăн вăрçă терт-нушине самаях ас тивме лекнĕ. «Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпир çамрăксемпе çул тунă çĕрте ĕçлеттĕмĕр. Хаваслă юрă-кулă, вăйă-ташă хуçаланатчĕ çамрăксен хушшинче. Сасартăк пире вăрçă пуçланни çинчен пырса каларĕç. Çынсем макăрма, хăвăртрах килелле пуçтарăнма тытăнчĕç», — çапла аса илнĕ вăрçă пуçланнă куна Ольга Васильевна.
Каччăсемпе вăй питти арçынсем вăрçа кайма хут илме тытăннă. Ольгăн икĕ пиччĕшĕ те тăванĕсемпе сыв пуллашнă. Павăл вăрçăччен çар хĕсметĕнче Брестра тăнă. Çавăнтах вăрçă пĕрремĕш кунĕнченех хаяр тăшманпа çапăçăва кĕнĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче тан мар тытăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Унăн паттăрлăхĕ çинчен «В Бресте 1941... /Об участии уроженцев Чувашии в обороне Брестской крепости/» кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Тепĕр пиччĕшĕ Иван вăрçа Çĕрпӳ хулинчен кайнă. «Пиччене фронта ăсатма аттепе Çĕрпĕве çуран кайрăмăр, çавăн чухне ăна юлашки хут курасса шухăшламан та эпĕ», — çулсем иртсен хăйĕн хĕрне каласа панă Ольга. 1942 çулта Смоленск облаçĕнчи Чалăш ту /Косая гора/ ялĕ çывăхĕнче нимĕç снарячĕ Иван пурнăçне татнă. Çакăн çинчен Василий Степановичăн кĕçĕн хĕрне кӳршĕ ял çынни каласа панă.
Сăр тăрăхне — окоп чавма
Çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш АССР Халăх комиссарĕсен канашĕ тата ВКП /б/ Чăваш обкомĕн бюровĕ пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем тума палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлама çамрăк хĕрсене те явăçтарнă.
Тумтир — чухăн, çанталăк — сивĕ. Ниме пăхмасăр тӳсме тивнĕ. Выçăллă-тутăллăскерсем шăннă çĕре кунĕпе кирккапа, лумпа таккаса тăпрана наçилккапа йăтнă. Ир пуçласа каçчен ĕçленĕскерсем талăкра 4-5 сехет кăна çывăрнă. <...>
Людмила НИКИТИНА. Муркаш районĕ.
♦ ♦ ♦
Эсĕ — пĕччен мар
Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать. Чун кӳтсе килнĕ самантра çын йăнăш туса хурас хăрушлăх пур. Вăл инкеке лекесрен ыттисен те сыхă пулмалла.
Ачасем тата çул çитмен çамрăксем уйрăмах хирĕç-тăрăва, пусмăра, стреса, пĕчченлĕхе йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Хăш-пĕришĕн, ахăртнех, тĕнче пĕтнĕнех туйăнать. Шăпах çавăн чухне йывăрлăха лекнисене специалист пулăшăвĕ кирлĕ. Унсăрăн кайран, кая юлсан, çывăх чав¬сана та çыртма май килмĕ.
Ача-пăча шанăç телефонĕн кунне халалланă республикăри «Эсĕ — пĕччен мар» информаци акцийĕ çитĕнекен ăрăвăн кун-çулне ырă витĕм кӳресси иккĕлентермест. Çакă вĕсемшĕн хăйне евĕр урок пуласса ĕненес килет.
Ку ĕçе пирĕн тăрăхри библиотекăсене, ачасен общество пĕрлешĕвĕсене, шкул организацийĕсене явăçтарнине ырламалла. Çавнашкалах шанăç урокĕнче, тренингра, флэшмобра, класс сехетĕнче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче телефон урлă психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерни çинчен каласа пани вырăнлă пулчĕ. Кашни мероприятире памятка, буклет салатнине, видеоролик, видеопрезентаци кăтартнине палăртса хăвармалла.
Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекинче йĕркеленĕ психологи тренингне, тĕслĕхрен, Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕсем хутшăннă. Вĕсем шанăç телефонĕпе йышăнакан шăнкăравсене сӳтсе явнă. Çавна май çамрăксем çивĕч ыйтусене палăртнă. Хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет: «Хушу паракан юлташпа мĕнле хутшăнмалла?», «Савнипе пĕрремĕш хут тĕл пулсан хăвна мĕнле тытмалла?», «Сăн-пите, кĕлеткене пула аван мар туйнине мĕнле ирттермелле?», «Çирĕп ыйтакан вĕрентекенпе мĕнле майпа пĕр чĕлхе тупмалла?» Библиотека психологĕ Наталия Кулешова кашнин хуравне тупма пулăшнă, стреса çĕнтерме ятарлă хусканусем тума вĕрентнĕ.
Студентсен онлайн йĕркипе иртекен Пĕтĕм Раççейри «Шанăç кунĕ» акцие хутшăнма май килнĕ. Мускав студийĕн хăнисен калаçăвĕпе хавхаланнăскерсем «Шанăç телефонĕпе» шăнкăравласа пăхнă. Çапла майпа чуна уçма йывăр маррине ăнланса илнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти вулавăшсем те «Эсĕ — пĕччен мар» акци вăхăтĕнче нумай мероприяти йĕркеленĕ. А.Николаев ячĕллĕ çемье вулавĕн библиотекинче, сăмахран, Елена Разуваева психолог шанăç телефонĕн витĕмĕ тавра сăмах пуçарнă. Кăмăл пăсăлсан мĕн тумаллине пĕрле сӳтсе явнă, йывăрлăхра пĕччен юлмалла марри çинчен калаçнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ăс-тăна çивĕчлетекен вăйă
Тивĕçлĕ канури Валентина Давыдова нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри шахмат интернет турнирĕнче мала тухрĕ. Ăмăрту финалĕнче çĕршывăн 46 регионĕнчи 133 шахматист вăй виçнине каласа хăвармалла.
«Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ турнира хутшăнмашкăн пĕтĕм услови туса пачĕ. Интернет уçлăхне тухма пулăшрĕ», — ăнлантарать чăваш хĕрарăмĕ. Вăл каланă тăрăх, çĕнтерни харпăр хăйĕн хаклавне пысăклатать. Пенси ӳсĕмĕнчи çыншăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çулсем иртнĕçемĕн сывлăх хавшать, вăй чакать.
«Мала тухни мана кăна мар, Чăваш Енри шахмат федерацийĕн йышне те хăпартлантарать. Вĕренме тăрăшни, ăсталăха туптани харама каймарĕ. Çакă — мана шахматла выляма хăнăхтарнă кашни çыннăн çĕнтерĕвĕ», — çирĕплетет Валентина Клементьевна. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕçченлĕхпе чăтăмлăх ĕмĕте çитермешкĕн пулăшать ăна.
Тăванĕсен тĕслĕхĕ
«Атте Клементий Давыдович кӳршĕре пурăнакан Петр Степановичпа шахматла вылянине курса çитĕнтĕм. Спортăн çак тĕсĕпе çав тери кăсăкланатчĕç вĕсем. Пушă вăхăт тупăнсанах шахмат туртса кăларатчĕç. Эпĕ те кӳлепесене куçарма хăнăхрăм. Апла пулин те выляма вăхăт çитсе пыман. Пирĕн çемье, ыттисем пекех, выльăх нумай усратчĕ. Çуллахи вăхăтра ĕне çитерме çӳрени асран тухмасть.
Пиччесем аттерен шахматла выляма вĕренчĕç. Хăйсен ăсталăхне аталантарса пычĕç. Аслин Анатолин пурнăçĕнче, сăмахран, спорт тĕп вырăн йышăнать. Вăл чупас енĕпе федераци шайĕнчи ăмăртусенче те малти вырăнсене тухрĕ. Çаплипех куллен 5 километр парăнтарать. Николай Йĕпреç районĕнче шахмат турнирĕ йĕркелет. Пĕлтĕр хам та тăван тăрăха пуçтарăнса кайрăм. Арçынсен хушшинче хĕрарăмсенчен пĕччен вылярăм. Николай пĕрремĕш пулчĕ, эпĕ иккĕмĕш вырăна тухрăм. Мана çуралнă ялта, Пучинкере, çакнашкал ăмăрту ирттерни савăнтарчĕ. Ку турнира «Красный партизан» колхоз председателĕн Гурий Андреевăн ячĕпе ывăлĕ Владимир Гурьевич йĕркелет. Çĕнтерӳçĕсене укçан парнепе хавхалантарать вăл. Ăмăртăва тĕрлĕ ӳсĕмрисем хутшăнаççĕ.
Николай Давыдов шкул ачисене те шахматла выляма хăнăхтарать. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртура хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ», — каласа кăтартать Валентина Давыдова.
2010 çулта унăн ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ. Çывăх çынсем яланлăхах уйрăлса кайсан, паллах, кашни çыннăн чунĕ пушанса юлать. Шăпах çав вăхăтра Валентина Давыдова хăйĕн пурнăçне шахматпа çыхăнтарма шухăш тытнă. Пиччĕшĕ Николай ятарлă литературăпа тивĕçтернĕ ăна. Пĕртăвансем вунă хут та выляса пăхнă. Арçын кашнинчех çĕнтернĕ.
Валентина Клементьевна шахматла выляс ăсталăха алла илес тĕллевпе Лакрей вăрманне çӳреме пуçланă. Унта çак вăйăпа кăсăкланакан ватăсем пухăннине илтнĕ вăл. Малтан ыттисем шахмат кӳлеписене куçарнине сăнанă, кайран уншăн та вăйă чун киленĕçне çаврăннă.
«Шахматла 52 çулта выляма пуçларăм. Çак туртăм валли куллен 2-3 сехет уйăратăп. Çине тăмасан çитĕнӳ çулĕпе утаймăн», — тет шахматист. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çичĕ вăрман витĕр тухрăмăр…
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕсем, Ханты-Манси тăрăхĕнчи чăвашсем, йăх-несĕлĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе тĕрлĕ проект шухăшласа кăлараççĕ. Йăхташăмăрсем пуçарулăхпа палăрни пире те савăнтарать. Хальхинче «Нумай сăнлă Сургут «Тĕрлĕ наци çыннисен хăна пăхас хăйне евĕрлĕхĕ» проект çинчен каласа кăтартас килет. Пуçаруллăскерсем видеосюжет урлă вырăнти халăхпа паллаштараççĕ. Маншăн чăвашсен уйрăмлăхне палăртакан кăларăм уйрăмах кăсăклă пулчĕ.
Йăх-несĕлĕн ĕçченлĕхĕ, тараватлăхĕ, ырă кăмăлĕ тавра, чăнах, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать. «Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен килен-каяна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса яман», — ăнлантараççĕ йăхташăмăрсем. Аваллăхра йăх-несĕл сывлăх суннă май алă паманнине калаççĕ. Çапах каярах, çак йĕрке çирĕпленсен, чăвашсем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Тӳрех икĕ алăпа сывлăх суннă. Урăхла каласан, пĕр алă çине теприне хунă.
Чăваш хăнана çăкăр-тăварпа кĕтсе илнине кăтартнă. «Çичĕ тинĕс урлă ишрĕмĕр, çичĕ ту урлă каçрăмăр, çичĕ вăрман витĕр тухрăмăр. Хапăл тăватăр-и пире?» — ыйтаççĕ аякран килнисем. Кил хуçипе унăн мăшăрĕ инçе çула кĕскетсе çитнисене тĕпеле чĕнеççĕ. «Çак çуртра тасалăх, сывлăх, телей вырăн тупчăр. Пуян пурăнăр. Пурнăç пултăр пыл та çу», — ыр сунаççĕ хăнасем. Пӳрте кĕрсенех ăшшăн кĕтсе илекенсене кучченеç тыттараççĕ. Пĕр-пĕрне хисепленине пуç тайса çирĕплетеççĕ. Турăран ирĕк ыйтса пурте сĕтел хушшине вырнаçаççĕ.
Ачасем те уява хутшăннине палăртнă. Вĕсене пĕчĕкренех аслисене сума сума, ытти наци çыннине хисеплеме вĕрентеççĕ, ал ĕç тума хăнăхтараççĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас