«Чăваш хĕрарăмĕ» 16 (1244) № 28.04.2022

28 Ака, 2022

Шурă шупăр юрри, кĕмĕл тенкĕ кĕвви

Иртнĕ эрнере «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ 4 конкурса — «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ», «Кĕр тĕлĕнтермĕшĕсем», «Сирĕн ача мĕн тума пĕлет?» тата «Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ: аваллăхран хальхи таран» — хутшăннисене чыслава йыхравларăмăр. Уява кăларăм тухма пуçланăранпа 25 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалларăмăр.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина чăваш çи-пуçĕн конкурсне хăйне евĕрлĕ — дефиле майлă — йĕркеленине палăртрĕ. Вăл республикăра пуçласа иртет. Унашкаллине ытти регионра йĕркелемеççĕ. Татьяна Геннадиевна уява килнисене тăван-пĕлĕше, кӳршĕ- арша «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат çырăнса парнелемешкĕн, ун çинчен ытларах халăха каласа кăтартмашкăн ыйтрĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина уява ертсе пынă май тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан чăвашсен уйрăм çи-пуç пулнине палăртрĕ. Çакна çирĕплетсе конкурса хутшăнакансем хăйсен тумтирĕпе паллаштарчĕç.

Нухрат тенкĕллĕ масмакпа

«Манăн аттепе анне Шупашкар районĕнче çуралса çитĕннĕ. Эпĕ республикăн тĕп хулинче çут тĕнчене килнĕ. Ку тумтире çывăх çыннăмсем 40 çул каяллах çĕленĕ. Туй çи-пуçне капăрлăхпа илемлетнĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем кĕмĕл укçаран хатĕрленĕ хушпу тăхăннă», — сăмах илчĕ Оксана Николаева. Вăл уява хĕрĕпе пĕрле килсе çитнĕ. Чăвашла тумланнă Аня Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне пăхмасăр каларĕ.

«Эпĕ мăн акин, Элĕк районĕнчи Пиçенер ялĕнче пурăннă Надежда Федоровăн, çи-пуçне тăхăнса килтĕм. Кĕпене çӳхе пиртен çĕленĕ. Ăна уявра тăхăннă. Ку çи-пуçпа хăнана кайнă. Хулăнрах пиртен çĕленине вара ĕçленĕ чухне тăхăннă. Вирьял чăвашĕсен тĕрри-эрешĕ вĕтĕ. Ал ăстисем хура, симĕс, хĕрлĕ тĕссемпе ытларах усă курнă. Манăн çири масмака хăюсемпе, нухрат тенкĕсемпе илемлетнĕ. Ăна сурпанпа çыхăнтарнă. Вирьял чăвашĕсен сурпанĕ икĕ енлĕ, вĕтĕ ӳкерчĕклĕ. Чăваш кĕпине чĕркуççи таранах çĕлеççĕ. Ăна пиçиххипе çыхса туртмалла. Яркăч варринче — кăткăс тĕрĕ. 100 çул каялла çĕленĕ çак саппуна хăюсемпе илемлетнĕ», — палăртрĕ Людмила Андреева. Чăваш халăхĕн историне упракан тепĕр хатĕре — шурă шупăра — жюри членĕсене тыттарсах кăтартрĕ вăл. «Вĕтĕ тĕрре малтан хам та асăрхаман», — терĕ. Кашни ăста çи-пуçа хăйне майлă хатĕрленине çирĕплетет çакă. «Ку шупăр шукăлех мар...» — çапла хак панине чун йышăнасшăнах пулмарĕ. Тем тесен те, унпа кирек хăш уявра саркаланма пулать.

Людмила Никитична калаçăва тăснă май тăван тăрăха — Элĕк районĕнчи Кураккасси ялне — аса илчĕ. «Тивĕçлĕ канăва тухичченех «Тарават» ушкăн йĕрке-лерĕмĕр. Ĕлĕкхи юрăсене пухрăмăр. Шупăр çинчен çырни уйрăмах чуна кĕрсе юлчĕ», — пытармарĕ конкурса хутшăнакан. «Валинкке» халăх фольклор ушкăнне çӳрекен Элĕк хĕрарăмĕсем шăрантаракан çав юрă йĕркисем аваллăха, йăх-несĕл пурăннă вăхăта, сăнларĕç.

Тĕрĕ усал-тĕселрен сыхлать

Канаш районĕнчи Светлана Васильева конкурса венчет кĕпипе килнĕ. Эрешĕсене хăй тĕрленĕ. Чăваш культурине аталантарма тăрăшаканскер тĕрĕ хăйне евĕрлĕхĕпе ача садĕнчи шăпăрлансене паллаштарнă. «Чăваш уява шурă кĕпепе кайнă. Ытти кун улача çи-пуç тăхăннă. Шурă кĕпене хĕрлĕ, хура тĕссемпе тĕрленĕ. Кăкăр умне, çанă çине, кĕпе вĕçне эрешленĕ. Тĕрĕ усал-тĕселрен, куç ӳкесрен сыхланине ĕненнĕ чăвашсем», — каласа кăтартрĕ вăл. Светлана Васильева вун пĕр ачаллă çемьере çитĕннĕ. Çавăнпах тĕрĕре тăванлăх паллипе усă курасси пĕлтерĕшлĕ уншăн. Çавнашкалах чăвашсем хĕвел паллине тĕрленине калать вăл. Йывăр пурнăçа кура хĕрарăм саппун çакнă. Унпа алă та, тута та шăлма лекнĕ. Çавăнпах саппун кантрине çирĕп çыхнă. Чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ çӳренине палăртать конкурса хутшăнакан. Туй арăмĕ сурпан вăрăммăн çыхнă. Çакă хулăн çивĕте куç ӳкесрен сыхланă. Хушпу та, тенкĕ те, мăй çыххи те ăсталать вăл. Юлашки вăхăтра ал ĕçĕнче вĕтĕ шăрçапа усă курма пуçланине палăртать хĕрарăм. Хăйсен тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕн йышне те çак ăсталăха вĕрентет. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


«Чĕре хушнипе пурăнатăп»

Чи çывăх тус-юлташăмăрăн Владимир Егоровăн амăшĕ Нина Ивановна 102 çул тултарчĕ. Тĕрĕссипе, хăй çут тĕнчене килнине кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче паллă турĕ вăл.
Эпĕ чун-чĕре ăшшипе хисеплесе Нина аппа тесе чĕнем-ха хаклă çыннăмăра. Трак тăрăхĕнчи 89 ялтан халь виçĕ урамлă Кайри Карăкра тĕпленнĕ ватă пуринчен те чи асли. Хисеплĕ ватăпа сĕтел хушшине юнашар вырнаçрăмăр, сăмах çăмхине сӳтрĕмĕр…

Чукун çул та хывнă, окоп та чавнă

Кун-çул кустăрми тĕрлĕрен çаврăнать. Нушине пайтах тӳснĕ Нина аппа. Кĕрĕк таврашĕ пулман. Сăхман тăхăннă, урана çăпата сырнă. Çиччĕрех ĕçе кӳлĕннĕ. 14 çулта чухне хастар хĕрача чукун çул хывма хутшăннă. Тăхăр ачаллă çемьере ӳснĕ вăл. Ашшĕпе Иван Петровпа амăшĕ Акулина Кузьмина пĕчĕк Кивьялта ĕçлĕ ĕмĕт-шухăшпа пурăннă. Ачисене хăйсен тăрăшуллă тĕслĕхне кăтартнă. «Çын умĕнче намăс ан курăр, пĕр-пĕрне хисеплĕр», — тенĕ вĕсем.

«Эпĕ 4 класс вĕренсе вулама, çырма хăнăхрăм. Малалла пĕлӳ пухасси кăвайт çине шыв сапнă евĕрех путланчĕ. Аннене ачисем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ пулин те анине ыттисенчен пĕрре те кая мар виçсе паратчĕç. Эпĕ çемьере иккĕмĕш ача пулнă, ман умĕн — Костя, хыççăнхи — Сăпани. Пуçа çĕклемесĕр ыраш хăмăлне касаттăмăр, — тет Нина аппа. — Пĕррехинче васканипе-ши е вырма хăнăхса çитейменрен-ши кача пӳрнене кастартăм. Хытах суранлатнă çав ăна. Çĕрпе тытсан çеç юн юхма чарăнчĕ».

Нина Ивановна кашни сăмаха пуç тавра çирĕп шухăшласа калать. Хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне аса илнĕ май: «Эпĕ тӳснĕ нушана ачасем ан курччăр, — тет çине-çинех. — Чĕре хушнипе пурăнатăп», — хушса хурать çавăнтах 8 ача амăшĕ.

1921-23 çулсенче Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă. Йывăр лару- тăру Пикшик тăрăхĕнчи пĕчĕк яла та килсе хупланă. Иванпа Акулинăн çĕр пайĕ сахалтарах пулнă çав. Сак тулли çемьене ура çине тăратма лавне хăть мĕнле тăрăшса тытса пырсан та çăмăлах пулман.

«Атте, ĕçченскер, икĕ лаша, арман тытатчĕ. 1930 çулта пирĕн Кивьял ялĕнче те вак хуçалăхсенчен колхоз чăмăртанчĕ. «Чубарь» ят пачĕç ăна. Мĕн тăвăн? Аттене кулак тесе айăпларĕç, икĕ лашапа арманне туртса илчĕç, — тет Нина аппа. — Чăтнă, тӳснĕ, шăла çыртнă эпир…»

1941 çул… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… Тăшман Мускав патнех çывхарать. Чӳк уйăхĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума йышăну тухать.

«Окоп чавма ытларах хĕрарăмсемпе çамрăксем хутшăннă. Пирĕн тăрăхран та Тăвай районĕнчи Пуянкассине харăсах вуннăн тухса кайрăмăр. Манпа пĕрле йăмăк Сăпани те пычĕ. Лашапа çула тухрăмăр, — аса илет Нина аппа. — Пурте пĕрле пĕр çуртра пурăнтăмăр, урайне улăм сараттăмăр».

Çав çул хĕл питĕ сивĕ килнĕ. Вĕçен кайăксем те шăнса çĕре ӳкнĕ. Мĕн пытармалли, Трак тăрăхĕнчен окоп чавма кайнă 26 хĕрарăм та шăнса вилнĕ. Пăрланнă çĕр 5 пус пек катăлнă. Пысăкрах муклашкасене çурăм çине хурса çĕкленĕ. 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван кĕтесе таврăннă хĕр-хĕрарăм.

Тăватă çул Иваново, Чулхула, Мускав облаçĕсенче торф кăларнă, вăрман каснă Нина аппа. Йывăç хĕстерсе лартнипе пилĕк-çурăмне амантнă. <...>

Георгий ТУСЛИ. Красноармейски районĕ.

♦   ♦   ♦


Çу çитрĕ. Ăçта канăпăр?

«Раççейре кан!» «Сочире кан!» «Крымра кан!» Çакăн пек чĕнӳсем юлашки çулсенче курăнма пуçларĕç. Чикĕ леш енне çул тытасси теветкеллĕхпе çыхăннине кура çынсем, чăн та, хамăр çĕршыври кану вырăнĕсене ытларах та ытларах суйлама пуçларĕç.

Çуллахи ăшă кунсем çывхарнă май нумайăшĕ кăçал та черетлĕ отпуск вăхăтне планлама пуçларĕ. Хăшĕсем çак ĕçе хĕллех пурнăçларĕç. Васкакан арăмĕнчен савăнман тет те чăваш, анчах та ку тĕслĕхре пачах урăхла пулса тухрĕ. Васкакансем ятарлă программăна хутшăнса ĕлкĕрчĕç. «2020 çулта Кавказ тăрăхĕнче пултăмăр, — çырать пĕри социаллă сетьри хăйĕн страницинче. — Кисловодск, Пятигорск, Ессентуки… Пĕлтĕр Байкал хĕрринче питĕ лайăх каннăччĕ. Икĕ хутĕнче те питĕ лайăх кэшбек таврăнчĕ. Кăçал та килте ларас кăмăл çук — Камчатка-Сахалин маршрутшăн тӳлесе хутăмăр ĕнтĕ».

Хамăр çĕршыври илемлĕ вырăнсене курса çӳрес, Раççейрех канас текенсем валли питĕ лайăх йышăну кăларнăччĕ — туризм кэшбекĕ. Унпа чылай çын усă курчĕ, çакă чăнласах курăмлă пулăшу пулнине палăртрĕ. Анчах та каллĕ-маллĕ нумай шухăшлакансем çак программăпа усă курма кая юлчĕç. Ыйту ытла та нумаййине кура Ростуризм кэшбек программине чарса лартнă. Вăхăтлăха. Унăн иккĕмĕш тапхăрне кĕркунне-хĕлле малалла тăсма палăртнă. Сăмах май, Раççей тăрăх курса çӳреме юратакансем валли çăмăллăх 2020 çулта хута кайнăччĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна унпа 1,2 млн çын усă курнă.

Асăннă программăна тĕрлĕрен хаклакан пур. Епле пулсан та хамăр тăрăхри кану чикĕ леш енчине çитмест — сервис уксахлать.

«Кăнтăрти хăна çурчĕсем хаксене ӳстерсе янă. Кэшбекпа усă курсан та чикĕ леш енче канмашкăн йӳнĕрех», — çырать тепри.

«Тухса çӳреме тахçанах пăрахнă. Çемйипех дачăра канатпăр. Пире тивĕçтерет», — çакăн пек çыракан та пур.

Кама мĕн ĕнтĕ… Çапах та выртан каска мăкалнă, çӳрен каска якалнă тет чăваш. Кашниех пурнăçне хăй пĕлсе, енчĕкне кура, йĕркелесе пырать. Анчах та ĕмĕрте пĕрре тинĕс хĕррине çитсе курмашкăн ăнтăлман, ĕмĕтленмен çын çук пек туйăнать. Пушшех те, тинĕсĕ хамăр çĕршыврах.

Тем парсан та унта çити каяс килмест-и? Чăваш Ен тăрăх курса çӳренĕ-и-ха тата эсир? Республикăри пилĕк хула туристсемшĕн илĕртӳллĕ пулма пултарассине Федераци туризм агентстви палăртнă. Çакăн çинчен ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтерет.

Ростуризм ку енĕпе ятарлă конкурс йĕркеленĕ. Унта туристсене илĕртес тесессĕн тавралăха хăтлăх кĕртмелли программăсене тишкернĕ. Ку списока Чăваш Енрен Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка хулисем кĕнĕ. Раççей Строительство тата ЖКХ министерстви 2023 çулта хăтлăх кӳмелли тăрăхсене адреслă пулăшмалли перечене кĕртĕ вĕсене. Муниципалитетсем сĕнӳсене те палăртнă — навигаци юписем, аншлагсем, панельсем, информаци стенчĕсем, пăхмалли лапамсем, кану вырăнĕсем… Шупашкарсем пуçарупа палăрнă — шыв управĕ сарăлнă май путнă лаптăксен макетне хатĕрлеме сĕннĕ. Шыв айне юлнă тăрăхсене паянхи кунпа çыхăнтарма палăртнă.

Сăмах май, туризм илĕртӳлĕхне палăртакан переченьре шута илнĕ хуласен шучĕпе Чăваш Енрен Мускав облаçĕ кăна иртме пултарнă: унта федераци списокне сакăр тăрăх лекнĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.