«Чăваш хĕрарăмĕ» 15 (1192) № 22.04.2021

22 Ака, 2021

Йывăç лартакансене те хавхалантараççĕ

Пирĕнтен кашниех çут çанталăк тусĕ пулнине ĕненес килет, мĕншĕн тесен халăх та — тавралăхăн пĕр пайĕ. Апла тăк хальхи ăрушăн йĕри-таврари хăтлăх малти вырăнта пулмалла. Çакна нумайăшĕ чунпа туйни куç кĕрет. Ахальтен мар тĕнче, çĕршыв, республика шайĕнче тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ.

Ватти-вĕтти, вăй питти йывăç лартас ĕçе хастар хутшăннине епле ырламăн? Çакăншăн укçа пани вара — курăмлă пулăшу. Ун çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет-и? Ку ĕç ЭКА юхăмăн «Вăрман ларт» проектпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Инкеке пула шар курнă лапама йĕркене кĕртнипе çыхăннă çакă. Йывăç лартас ĕçе йĕркелекен волонтерсем конкурса хутшăнма пултараççĕ. Чи курăмлисене 200 пин тенке пайласа парĕç. Сăмах май, конкурса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансен хутшăнма ирĕк пур. Çав вăхăтрах волонтерсем 18 çул тултарнине пăхаççĕ. Çĕнтерме тĕллев тытнисен ака уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен хурт-кăпшанкă, пушар, пăрлă çумăр сăтăр тунă вырăнта хунав лартмалла. Çакăн çинчен конкурс йĕркелӳçисене пĕлтермелле. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче жюри ултă çĕнтерӳçе палăртĕ. Вĕсене 20 пинрен пуçласа 50 пин таран укçан хавхалантарĕç.

«Вăрман ларт» акци 2015 çултанпа пурнăçланать. Çак вăхăтра волонтерсем тăрăшнипе Раççейĕн 27 регионĕнче 960 пин йывăç лартнă. Вĕсем, ахăртнех, вăй илнĕ. Кăçалхи çуркунне пĕр миллионмĕш хунав лартса хăварни — историе юлакан пулăм. Кăсăклă, çапла вĕт? <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


«Палăртнине пурнăçламашкăн пур вăйран тăрăшăпăр»

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 17-мĕш хутчен Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ.

Владимир Владимирович мĕн пирки ытларах сăмах хускатасси пирки чылайăшĕ маларахах тĕшмĕртме хăтланчĕ. Çĕршыв ертӳçин Çырăвĕн пысăк пайне шалти ĕçсем йышăнчĕç: сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика, экономика. Тĕнчере эпир — пĕччен мар. Паллах, тулашри лару-тăру, хăрушсăрлăх пирки те калаçрĕ Президент.

Чи малтанах эпидеми пирки сăмах хускатнине ăнланмалла-тăр. Кĕтменлĕх, çухалса кайни, аптраса ӳкни — çакă нумай çĕршывра сисĕнетчĕ. Больницăсенче кислород çитменни, лавкка сентрисенче тавар çухалма пуçлани… Граждансем, общество, патшалăх вăйсене пĕрлештерсе пур йывăрлăха парăнтарма пултарнине палăртрĕ Президент. Çав тапхăрта больницăсенче вырăнсен шутне пилĕк хут ӳстернĕ. Ăсчахсем виçĕ тĕрлĕ вакцина шухăшласа тупнă.

Владимир Владимирович вĕрентекенсене тав турĕ — дистанци мелĕпе ачасене ăс панăшăн. Культура ĕçченĕсем те ырă сăмаха тивĕçрĕç — ку енĕпе те çĕршывра пурнăç чарăнса ларман, мероприятисем онлайн мелпе пурнăçланнă. «Эпир пĕрле» çынсене çак девиз пĕрлештерчĕ. Волонтерсем ырă ĕçпе палăрчĕç. Раççей халăхĕ истори тăршшĕпех пур йывăрлăха пĕрле парăнтарнипе паллă. Хальхинче те çаплах пулса тухрĕ.

Эпидеми демографи лару- тăрăвĕ япăхланнă тапхăрпа пĕр вăхăтра килнине палăртрĕ Президент. «Халăха упраса хăварасси — пирĕн тĕп приоритет», — терĕ Владимир Путин. Йыша ӳстересси — стратеги тĕллевĕ. Епле пулсан та 2030 çул тĕлне пурнăç тăршшĕне Раççейре 78-а çитермелле. Статистика, шел те, çырлахмалли цифрăсемпе савăнтармасть. Пандемие пула халăх йышĕ чакать те чакать. Çакăн пек лару-тăрура çынсене хăйсене, тăванĕсене упрама чĕнсе каларĕ Президент. Ку ыйтăва татса пама вакцинаци те пулăшĕ. Çапах та хăрушлăх иртсе кайнă теме çук. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурне те диспансеризаци витĕр кăларма сĕнчĕ. Сывлăха çирĕплетме пулăшас тĕллевпех Раççей туризмне суйлакансене путевка хакĕн 20% тавăрса парассине çулталăк вĕçĕччен тăсма палăртнă.

Пысăк тупăшран уйрăм налук илессине ырласа йышăннăшăн парламент фракцийĕсене тав турĕ Президент. Хушма укçа «Ырăлăх çаврăмне» хывăнать. Унпа усă курса вара чирлĕ ачасене сиплеççĕ.

2022 çулта «социаллă казначейство» хута каймалла. Вăл пĕтĕм хута ниçта чупса çӳремесĕр «пĕр чӳречере» илме май парĕ. Тепĕр виçĕ çултан вара документсене килтен тухмасăрах дистанци мелĕпе пĕр талăкра хатĕрлеме пулĕ.

«Пандемие пула эпир социаллă хӳтлĕх тытăмĕнче пач урăхла ĕçлеме хăнăхрăмăр, — терĕ Президент. — Ачаллă çемьесене укçа-тенкĕпе тĕревлерĕмĕр. 28 миллиона яхăн пепке тивĕçрĕ çак пулăшăва. Чи кирли, инстанцисем тăрăх чупса çӳремесĕр. Паян виçĕ çула çитмен ачасемшĕн вăтамран 11300 тенкĕ пособи илеççĕ. Çĕршывăн 78 регионĕнче виççĕмĕшĕшĕн те тӳлеççĕ. Правительствăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен ятарлă программа хатĕрлеме хушатăп — ачаллă çемьесем чухăнлăх тыткăнне ан лекчĕр.

Хăш-пĕр çемьере ача ашшĕпе е амăшĕпе кăна ӳсет. Кăçалхи утă уйăхĕнчен пуçласа 8-16 çулти çакăн пек кил-йышри пепкесене 5650 тенкĕ тӳлеме пуçлăпăр».

Ытти цифрăпа та паллаштарчĕ Президент. Çие юлни малтанхи тапхăрĕнче тухтăр патне кайсан 6350 тенкĕ тӳлĕç. Амăшĕн капиталĕ, ку программăна 2026 çулччен тăснă, 640 пине яхăн тенкĕпе танлашĕ. Сăмах май, халĕ ăна пĕрремĕш ачашăнах тӳлеме йышăннă.

Ачалăх тĕп вырăнта пулнине çирĕплетрĕ Президент. Пĕлӳ никĕсĕ те çирĕп пулмалла — шăпах вăл патшалăх малашлăхĕ. 2024 çулччен 1300 çĕнĕ шкул çĕклемелле. Тăватă çулта 16000-рен кая мар шкул автобусĕ туянмалла. Вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Шкул ачасемшĕн иккĕмĕш, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен киле çаврăнмалла.

Вĕрентӳ программинчен професси вăтам пĕлĕвĕ паракансем айккинче тăрса юлнă. Вĕсене те, шкулти класс ертӳçисем пекех, 5 пин тенкĕ тӳлемелле. Аслă шкулăн та пурнăçран юлмалла мар. Педагогикăпа çыхăннисен çурчĕсене юсама, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованипе тивĕçтерме 10 млрд тенкĕ уйăрмалла. Çав вăхăтрах ачасен тĕслĕх илмелли çынсем пулмалла: ĕнерхи тата паянхи паттăрсем.

Культура тытăмне аталантармашкăн та укçа уйăрнă: çуртсене юсаса çĕнетме 24 млрд тăкаклама палăртнă. Çĕнĕлĕх — Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ. Ăна креативлă ĕçсене пурнăçа кĕртмешкĕн йĕркеленĕ.

Раççейри пек тӳлевсĕр аслă пĕлӳ тĕнчере урăх çуккине асăнчĕ Президент. Çитес вăхăтра тата 45 пин бюджет вырăнĕ пулĕ, вĕсене ытларах регионсене парĕç. Юлашки çулсенче вăй илнĕ технопарксене малалла аталантарĕç.

Кăçал Раççейре — Наукăпа технологи çулталăкĕ. Çĕршывра Инноваци программине хута яма палăртнă — вăл патшалăх шайĕнче ĕçлĕ. <...>

ШУХĂШСЕМ

Владимир ВИКТОРОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлав министрĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2020 çул тĕлне республикăри медицина кашни иккĕмĕш организацийĕнче /пурĕ 32/ тĕплĕ юсав ирттерме, сыватмăшсен пурлăх-техника никĕсне пуянлатма тĕллев лартрĕ. Ăна пурнăçламашкăн 800 миллион тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Больницăсене «Перекетлĕ производство» меслечĕпе тĕплĕ юсасси, çĕнĕ сăн кĕртесси çынсене медицина-санитари пĕрремĕш пулăшăвĕ кӳрес ĕçе технологи тĕлĕшĕнчен çăмăллатĕ. Стационарсене çĕнетессине пайăррăн тишкерес тĕк, вĕсене тĕплĕ юсани медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерме май парĕ. Çапла вара халăх та кăмăллă пулĕ.

Указра медицина 28 организацийĕ валли медслужба 53 автомобильне туянасси çинчен каланă. Çакă поликлиникăсен тухса çӳрес ĕçне лайăхлатма витĕм кӳрĕ.

Ренада ФЕДОРОВА, Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн ертӳçи:

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин халăх йышне, пурнăç тăршшĕне ӳстермелли çинчен каларĕ. Çак сăмахсем пирĕншĕн, социаллă тытăмра ĕçлекенсемшĕн, уйрăмах çывăх. Комплекс центрĕн специалисчĕсем аслă ӳсĕмри çынсен тата сусăрсен сывлăхне çирĕплетессишĕн, вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн, ĕмĕрне тăсассишĕн тăрăшаççĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн учрежденире пĕтĕм услови пур. Ĕçре тĕрлĕ мелпе тата çĕнĕ технологисемпе усă курнине палăртса хăвармалла. Эпир малашне те тĕрев шыракана вăхăтра пулăшма тăрăшăпăр. Социаллă пулăшу пахалăхне ӳстерессине яланхи пекех мала хурăпăр. Раççей Президенчĕ каланă шухăшсене тĕпе хурса ĕçлĕпĕр.

Александр ОСИПОВ, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн малашлăхри аталану çулне палăртнă. Тĕп ыйтусен йышĕнче — демографи, экономикăри хавхалантару мелĕсем, çемьене тĕревлесси, вĕрентӳ, экологи, тĕнчери хăрушсăрлăх.

Çемьесене пулăшасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех, ача-пăча сывлăхĕшĕн тăрăшассине мала кăларнă май, Президент сывлăха çирĕплетмелли çуллахи лагерьсене каймалли путевкăсен хакĕн çуррине туянакана тавăрса парасси çинчен асăнчĕ. Шкул ачисемпе пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсемшĕн çемьене 10 пин тенкĕ парассине каларĕ. Çавăн пекех ытти йышăну та вырăнлă.

Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Ют çĕршывра та чăвашлах калаçнă

Хăйсен ĕç-хĕлне чăвашлăх тĕнчипе çыхăнтарнисен йышĕнче тĕрлĕ çын пур. Пĕрисем глобализаци тымар ярса пынăран сахал йышлă хăш-пĕр халăхпа пĕрле чăвашсем тĕнче питĕнчен çухаласран, çав пулăмран хăтăлмалли çул çук тесе пăшăрханаççĕ. Çав вăхăтрах теприсем ырра шанаççĕ, мал ĕмĕтпе хăйсен чунне ачаран тулнă юратупа чăвашлăх уйне вăрлăх хыççăн вăрлăх варăнтараççĕ. Красноармейски вăтам шкулĕнче 30 çул ытла чăваш чĕлхи вĕрентекен, общество ĕçĕнче йăх-несĕл еткерлĕхне упрас хастарĕ Зинаида МИХАЙЛОВА та çавнашкалах. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ сăвă-калав е вĕрентӳ материалĕ хайлать-и, интернет пĕр-пĕр сайтĕнче çырать-и, сцена çинче юрлать-и… — мĕн пур ĕçе тăван чĕлхене юратса, халăх ăс-хакăлне пуç тайса пурнăçлать.

— Зинаида Петровна, кашни çын пултарулăхĕ унăн ачалăхĕнчех йăл илнĕн туйăнать. Вĕрентекенсенчен чылайăшĕ професси суйласси хăйне пĕлӳ панă çынна юратнипе, евĕрлес килнипе çыхăннине пытармасть.

— Манăн пурнăçра та çапла пулса иртнĕ. Вĕрентекен пулас ĕмĕт шкула кайма пуçласан çуралчĕ. Кĕçĕн классенче Елизавета Моисеева вĕрентетчĕ. Унăн калаçăвĕ, стайлă тыткаларăшĕ асрах. Пире тетрадь тĕрĕслеме паратчĕ те — мĕн тери хĕпĕртеттĕмĕр çавăншăн! Каярах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме тытăнчĕ юратнă учителĕмĕр. Çавăнпа çак предметпах ятарлă пĕлӳ илме шухăшларăм та. Елизавета Петровна пурăнать-ха — тăван ялта, Тутарстанри Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнче кун кунлать. Тĕл пулма май килнĕ чух шухăш- калаçу халĕ те ачалăха тавăрать.

— Хальхи вăхăтра çитĕнекен ăру ялсенче те чăвашла калаçманни куç кĕрет. Лару-тăру улшăннă май учителĕн те предметпа кăсăклантарма çĕнĕ меслетсем шырама тивет-тĕр?

— Вĕрентӳ ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Анчах та ача вăл кирек хăш саманара та — ачах. Унчченрех вĕренекенсенчен чылайăшĕ кĕнекепе туслăччĕ. Çакă сочинени çырнă май питĕ аван палăратчĕ. Çыру çавнашкал ĕçне пурнăçланă чухне вĕренекен тавра курăмĕпе, шухăша аталантарма пултарнипе пĕрлех вăл кĕнекесемпе паллашни те аван курăнать-çке. Çавăнпа вулама хавхалантарас майсем шыратпăр паян. Тĕрлĕ жанрлă кĕске хайлавсемпе те пулин кăсăклантармашкăн тăрăшатпăр. Уроксенче калаçу тĕп вырăнта. Вĕренӳ çĕнĕ кĕнекисем питĕ килĕшеççĕ: вĕсенче пуплев валли сĕннĕ темăсем хальхи пурнăçпа тачă çыхăнса тăраççĕ.

Кашни çынра çичĕ тĕрлĕ пултарулăх тапса тăрать теççĕ. Тĕрлĕ енĕпе ăнăçтарма мехел çитерекен ачасене асăрхаса ăмăртăва хутшăнма хавхалантаратпăр. Сăвă çырать-и, илемлĕ юрлать-и — пулас профессие кунашкал ĕçпе тӳррĕн çыхăнтармасан та пултарулăхри утăмсем уншăн усăллă пулаççех. Сăмахран, нумаях пулмасть сăвă йĕркисем хайлама ăста Кирилл Васильев шкулпа сыв пуллашрĕ. Хастарскерпе «Эткер» хушма вĕрентӳ центрĕ ирттерекен тĕрлĕ конкурса хутшăнтăмăр, çĕнтерӳçĕ ятне те чылай хутчен илтрĕ вăл. Чăваш наци конгресĕн вĕрентӳ комитечĕ те ачасем валли интереслĕ ĕç-пуç тăтăш йĕркелет. «Çĕнĕ хум» ятпа иртекен тупăшăва темиçе çул пĕр сиктерми хутшăнатпăр ачасемпе.

— Чăваш наци конгресне аса илтĕр, общество асăннă организацин Красноармейски тăрăхĕнчи уйрăмне вара шăпах эсир ертсе пыратăр.

— Çапла, ку тиеве çичĕ çул каялла кӳлĕнтĕм. Правлени членĕсемпе пĕрле çулталăк тăршшĕпе мĕн тăвассине планлатпăр. Хăш-пĕр мероприяти çирĕп йăлана çаврăннине палăртас килет. Çулталăка халалланă темăпа — кăçал Сăр тата Хусан чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене сумлатпăр — аслисемпе шкул ӳсĕмĕнчи ачасен хушшинче сăвă тата сочинени çырассипе ăмăрту йĕркелетпĕр. Тăван чĕлхе кунне шкул ачисене явăçтарса «Туслăх кăшăлĕ» уявпа кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Çакнашкал мероприятисем унта хутшăнакансене тăван сăмах илемне туйма, шухăшлава атте-анне пилленĕ чĕлхепе аталантарма май параççĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Хĕр-и е арăм-и?

«Çăпатан — кантри, япалан йĕрки пур» тенĕ ваттисем. Шел, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине туллин упрама-хаклама-пăхăнма пĕлместпĕр. Çавăнпах нумайăшĕ манăçа тухса пырать. Чăваш культури чĕлхе çинче кăна тытăнса тăмасть-çке, тĕрри-эрешĕ те, вăййи-кулли те, юрри-ташши те пĕр тытăмра. Пĕр пайĕ тухса ӳксен урапа арканса каять. Çĕмĕрĕлнĕ, хавшанă, вăйсăрланнă вырăна вăхăта ирттермесĕр паянах юсас пулать. Унсăрăн, чăннипех те, вуçех саланса каясси те часах.

— Пĕррехинче аннепе иксĕмĕр арчана çавăрттарма пуçларăмăр. Темскер япали туртса кăлартăм. Кăсăклантăм. «Хĕрарăмсем çыхаççĕ ăна», — терĕ çывăх çыннăм. Тытса пăхма пуçларăм та — анне вăрçса тăкрĕ. Хĕрачан ăна çамки çине перĕнтерме те юрамасть иккен. Çак сăмах ĕмĕрлĕх асра çырăнса юлчĕ. Масмак çыхни «эпĕ хĕр мар» тенине пĕлтерет-мĕн. Чăваш халăхĕшĕн вара çакă калама çук пысăк намăс шутланнă. Халĕ вара сцена çине хăйсем мĕн тăхăнса тухнине те ăнланмаççĕ хĕрачасем. «Эпĕ хĕр мар», — тесе саркаланса юрласа ташлаççĕ. Çакна чун йы-шăнмасть. Халех аташатпăр та — ыран валли мĕн хăваратпăр эпир? — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ çавра сĕтелте хускатакан ыйту пушă вырăнта çуралманнине палăртрĕ кăларăм редакторĕ Маргарита Ильина.

Сăмах ахальтен çуралман. Ку ыйту чăннипех те çивĕч. Мĕнле пĕлетпĕр — çапла тăхăнатпăр паян. Чăваш халăхĕн тум-тирĕ те, ăна епле тăхăнни те хăйне евĕр пĕлтерĕшлине пачах аса илместпĕр. Шăпах çак ыйтусене хускатма йĕркеленĕ те çавра сĕтеле. Унăн ячĕ те пĕлтерĕшлĕ — «Хĕр-и е арăм-и?»

— Сцена çине тухаççĕ, чăвашла калаçма хăтланаççĕ çамрăксем. Çи-пуçĕ те вырăнсăр, калаçăвĕ те «вараланчăк» пулса тухать чылайăшĕн. Анчах çакна юри тумаççĕ-çке, усал тĕллев пачах çук вĕсен. Пушшех те, хăйсен шухăшĕпе, чăвашлăха аталантараççĕ вĕсем. Çакна хаклама пĕлмелле. Паллах, чăваш çи-пуçне тăхăнма, тăван сăмахпа калаçма ăнтăлни те паха. Çамрăксем пархатарлă çак ĕçе тĕрĕс туччăр тесен — вĕсене çул кăтартса памалла. Çак калаçăва паян пуçласчĕ те — малалла та тăсасчĕ, — шухăшне палăртрĕ «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ- тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.

Тухья та вăхăтсăр тăхăнман

— Паянхи уявăн теми кăсăклă: хĕр е арăм? Чăннипех те, чăваш хĕрарăмĕн тумĕ хăйне евĕрлĕ. «Акă ман çине пăхăр та ыйтмасăрах пĕлме пултаратăр: кам эпĕ, мĕнле эпĕ, качча кайнă-и, миçе ача», — çаксене пурне те тумтир палăртать.

Хĕрарăм аркăллă кĕпе тăхăнса çӳренĕ. «Эпĕ качча кайрăм. Аркă çинче ача ӳстерме пултаратăп» тенине пĕлтернĕ çакă. Малтан шурă пиртен çĕленĕ пĕр аркăллă кĕпе тăхăннă. 40 çула çитсен тепĕр аркă çакма ирĕк пулнă унăн — çакă вăл ватлăх енне сулăннине пĕлтернĕ. Сайра хутра виçĕ аркăллă кĕпе те çĕленĕ, пуянрах кинемейсем хăйсен ирĕкĕпе хатĕрленĕ ăна. Тухьяллă хĕр кĕпи аркăллă мар. Унăн вĕçне кăтрашкаллă тунă. Халĕ пĕчĕк хĕрачасем те аркăллă кĕпе тăхăнса яраççĕ те, масмак çыхаççĕ те сцена çинче эх! çаврăнаççĕ кăна! Тĕрĕс мар çакă. Масмака хĕрарăм кăна çыхнă. Хĕрсен хăйсен çамка çакки пулнă. Çак икĕ хатĕр эрешĕпе уйрăлса тăрать.

Хĕрсен тата хĕрарăмсен тĕрри расна. Çын мĕн чухлĕ аталанса пырать — тĕрĕ те çавăн чухлĕ пуянланать. Халĕ артистсем сцена çине чаплă тумпа тухма ниçта кайса кĕмелле мар тăрăшаççĕ. Куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Çапла пулмалла та. Анчах виçине, йĕркине пĕлмелле. Хĕрачасене хĕрарăм туса ямалла мар.

Тухья тенĕрен, миçе çула çитсен тăхăннă-ха ăна? Хĕр йышне кĕрсен — уйăх хушши килсен — çак хатĕре тăхăнма ирĕк панă. Качча кайсан хушпу тăхăнтартнă çамрăк арăма. Унăн тăрри уçă. Çакă хĕрарăма тĕнче уçлăхĕпе çыхăнма кирлĕ. Çӳлтен анакан вăй арăм пулма, ача çуратма, пепкисене ура çине тăратма, пурнăçа малалла аталантарма пулăшать. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.