Чăваш хĕрарăмĕ 13 (1292) № 06.04.2023

6 Ака, 2023

Сăмах тата кĕвĕ

«Сасси мĕн тери хăватлă!» «Чăнах та, питĕ хитре юрлать». «Уçă саслă, итлеме кăмăллă»… Наци библиотекинче иртнĕ «Утакан çула çĕнтерет» пултарулăх каçĕнче пулса курнисенчен нумайăшĕ çапла кăмăллăн калаçса саланчĕ уявран. Кунта Валериан Ермаковăн тата Анастасия Сафоновăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Юн шайĕнче

Кĕвĕпе сăмах пĕр çыхăнăва тĕвĕленсен тĕлĕнмелле илемлĕ юрă çуралать. Анчах хăшĕ маларах: кĕвĕ-и е сăмах-и? Калас пулать — çакă тĕрлĕ лару-тăруран килет. Тепĕр чухне малтан кĕвĕ çуралать, ун çумне сăвă шăрçаланать. Тепĕр чухне вара сăмах кĕвве хывăнать. Мĕншĕн çакăн пирки чи малтан сăмах пуçартăм-ха? Мĕншĕн тесен пултарулăх çак тандемĕнче вăл та, ку та пур. Чăваш ачи Валериан Ермаков сăвă хыççăн сăвă хайлать. Ку таранччен чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен, Мускавра çуралса ӳснĕ Анастасия Сафонова вара вĕсене кĕвве хывать те çĕршывăн тĕп хулинче шăрантарать. Паллах, чăвашла. Сăмахсене вĕренсе. Анчах хĕр вĕсене ним ăнланмасăр ăша хывмасть, мĕн çинчен каланине чухлама тăрăшать. Унтан та ытла, вăл халĕ тăрăшсах чăвашла вĕренет. Пушшех те, сăмахсене таса калама тăрăшать. Çӳлерех асăннă пултарулăх каçĕнче çамрăк юрăçа, сăмахран, чечек айне турĕç. «Тавтапуç!» — кашнине пуç тайса чăн чăвашла тав турĕ пике. /Асăрхăр! Чăваш эстрада юрăçисен уявĕсенче сцена çинчен «Здравствуйте, Чебоксары! Спасибо! Руки, руки, руки-и!!!» йăтăнать кăна…/ Паян тăван чĕлхепе хутшăнасси, вуласси чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне çаврăннине кура Анастасийăпа чи малтанах, паллах, çакăн пиркиех сăмах пуçартăмăр. Мĕншĕн чăваш чĕлхине суйласа илнĕ вăл? «Тĕрĕссипе, ытти чĕлхене те тишкертĕм малтан. Француз, испан… Темшĕн чун выртмарĕ. Чăваш сăмахĕсене илтсен вара çунатлансах кайрăм темелле. Эпĕ те, манăн анне те, кукамай та çĕршывăн тĕп хулинче çуралса ӳснĕ, — терĕ вăл. — Хамăн несĕлсен историйĕпе кăсăкланма пуçларăм та — вĕсем Чулхула тăрăхĕнчен-мĕн. Атăл хĕрринче. Апла тăк — манра, ахăртнех, чăваш-пăлхар юнĕ пурах. Апла эпĕ чăвашла юрлама пуçлани — ахаль мар. Юнра пытарăннă информаци вăранчĕ пулĕ». Настя чăваш хĕрĕн тумне тăхăнать те — умра чăнласах Нарспи тăнăн туйăнать. Таптаса питлĕскер, йăрăс кĕлеткеллĕскер сăнĕпе те чăнласах чăваш хĕрне аса илтерет. Ĕнтĕ мана çак тандем мĕнле çурални кăсăклантарчĕ. Сăмаха каллех Анастасия пуçларĕ. «Эпĕ музыка шкулĕнче фортепиано класĕнче вĕрентĕм. Манăн яланах юрлас, юрă çырас килетчĕ. Тытатăп — пулмасть. Валерианпа паллашсан хам сисмесĕрех хамăн ĕмĕтсем пирки каласа патăм ăна. Тепĕр тĕл пулура вăл мана хăйĕн сăввисене кăтартрĕ. Ара, кусем «манăн» сăвăсем вĕт! Кĕвĕ хăй тĕллĕн тенĕ пек юхма пуçларĕ. Пилĕк минутра юрă çуралчĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те… Тĕлĕнеттĕм те хăш-пĕр чухне. Калăпăр, иксĕмĕр тĕрлĕ пӳлĕмре ларатпăр. Кам мĕн ĕçленине пĕлместпĕр. Тухатпăр та — вăл мана сăвă кăтартать, манăн вара ун валли кĕвĕ хатĕр ĕнтĕ… Вырăсла çапла 200 юрă çыртăмăр — 2,5 çулта. Мана вара темĕн çитмест. Этно стиль илĕртет, чуна тивмелле, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупмалла хайлав кирлĕ мана. Валериан чăвашла çырма пуçларĕ. Пĕрремĕш сăввине Юхма Мишшине халалларĕ. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Олег Николаев: «Вырăнта çынсемпе ытларах калаçмалла: ăнлантармалла»

Халăхпа «тӳрĕ лини» майĕпе хутшăнасси республика ертӳлĕхĕшĕн çĕнĕлĕх мар. Иртнĕ эрне кун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал кунашкал çыхăнăва пĕрремĕш хут тухрĕ пулин те, пĕтĕмĕшле уншăн вăл 16-мĕш «тӳрĕ лини» пулчĕ. Олег Алексеевич çынсен ыйтăвĕсене 2 сехете яхăн хуравларĕ. Пĕтĕмĕшле 30 ыйтăва пăхса тухма ĕлкĕрчĕ. Çырусемпе шăнкăравсем вара самай нумайрах çитнĕ. Вĕсене тĕрлĕ меслетпе малтанах пухма пуçланă: 400 ытла ыйту колл-центр урлă çитнĕ. 300 ыйтăва яндексформăпа ăсатнă. 300-е яхăнăшĕ социаллă сетьсенче çырса пĕлтернĕ.

Кадрсем

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче кадрсем çитменни вăрттăнлăх мар. Республика ертӳлĕхĕ те пĕлет çакна, ыйтăва сирес тĕлĕшпе ятарлă ĕçсем те пурнăçлаççĕ. «Тӳрĕ эфир» та çак темăна хускатнинчен пуçланчĕ. Хăйсен чун ыратăвне Вăрмар тăрăхĕнчи Аслă Пинерте пурăнакансем пĕлтерчĕç. Çĕнĕ ФАП уçнă кунта, анчах та унта ĕçлемешкĕн фельдшер çук. <...>

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Элĕк ачи

…Мана нимрен ытла вăл сăра та хăех вĕретни тĕлĕнтерчĕ. Тĕлĕнмелли вара унра татах та нумай. Пурнăç тăршшĕпех чи йывăр лава кӳлĕнме тивнĕ унăн — кая юлнă е пĕтме патнех çитнĕ предприятисене ура çине тăратнă вăл. Тăратнă кăна мар, аталантарса малтисен йышне кăларнă. Кăмăл çирĕплĕхĕ палăрать унра — чунтан парăннă идейăсене нихăçан та сутман вăл. Ĕç вырăнĕпе те сыв пуллашма тивнĕ çавна пула — анчах карьерăна сыхласа хăварас тесе парти билетне сĕтел çине кăларса хуман.

Ĕмĕр тăршшĕпех тĕрлĕ вырăнта ертӳçĕре ĕçленĕскер яланах типтерлĕ çӳреме хăнăхнă. Анчах та çакна хĕрарăм мар, арçын хăй тимленĕ. Паян та, 75 çула хăрах çунатпа кĕтсе илнĕскер, тепĕр яшран та çыпăçуллă тумланать вăл. Тутлă апат-çимĕç хăех янтăлать. Тăван килне, Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче вырнаçнăскерне, пăрахмасть, пăхсах тăрать, унта пахча çимĕç те çитĕнтерет, сад та ĕрчетет. Ку кăна та мар, дачăра ĕçлесе те ĕлкĕрет. Ватлăх ăшшине пайлама çумра çын çуккишĕн те кулянмасть вăл — çемйисемпе, ачи-пăчи, мăнукĕсемпе Мускавра тĕпленнĕ хĕрĕсем вĕçĕмсĕр шăнкăравласах тăраççĕ, ашшĕн сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Пĕлет арçын, кăххăм! тунине илтсенех вĕçтерсе килме хатĕр «чĕпписем» çывăх çынни патне. Ывăлĕ Шупашкартах пурăннипе те пĕчченлĕхе туймасть вăл. Ĕнтĕ вулакана пирĕн паянхи хăнапа çывăхрах паллаштарма вăхăт çитрĕ пуль. Раççей ял хуçалăх промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕ Николай Капитонов «Чăваш хĕрарăмне» пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма кăмăл турĕ.

Çын пуласси — ачаран…

Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă тет чăваш. Хăй вăхăтĕнче Тавăт ялĕнче йăрă та çивĕч ăслă çак ачана çамрăклах яваплă тивĕçсем шанма пуçланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах е комбайнера пулăшнă вăл, е бригадира… Шкул саккипе сыв пуллашнă хыççăн çамрăк Николая мĕнле çул кĕтни каламасăрах паллă — паллах, яваплă вырăнсенче. Пултаруллăскерне район влаçĕсем асăрхамасăр хăварма пултарайман. Кунта вăл вăхăтра ĕçтăвком ертӳçинче ĕçленĕ Константин Арланова асăнмасăр май çук. Тĕрĕссипе, Константин Федорович каярахпа та çамрăкăн пурнăçĕнче самаях пысăк вырăн йышăнать-ха, тĕрĕс çулпа утмашкăн пулăшса пырать. Кирлĕ пулсан хăтăрать, сĕнӳ-канаш та парать. Ун чухне вара Николай Капитонов çирĕм кăна тултарнăха, райĕçтăвком ертӳçи ăна пĕр иккĕленмесĕр ял канашĕн председателĕ пулма шанать. Иккĕленсе тăракансене хăй çак çамрăка шаннине палăртать. Çирĕм çулти каччă çине тĕлĕнмелле пысăк яваплăх йăтăнса анать. Маларах кайса вара çакна каласа хăвармалла — Николай Гаврилович ертӳçĕ пулмах çуралнă тейĕн, пур йывăр лару-тăруран та чыслă тухать вăл. Тавăтри вăтам шкула епле çĕкленине, калăпăр, ĕнер пулса иртнĕ пек ас тăвать. Кашни вак-тĕвек таранччен. …Çĕнĕ шкул тума пуçламашкăн йышăннă. Вăл вăхăтра çак ыйтупа ял канашĕ ĕçленĕ. Никĕс ямалла. Вак чул кирлĕ… Ял канашĕн ертӳçи çак ыйтăва татса памашкăн шкул директорне командировкăна ярать. Пĕр кун иртет, иккĕ… Кĕçех председатель патне директорăн мăшăрĕ хашăлтатса çитет: «Ăçта манăн мăшăр? Ăçта кăларса ятăр ăна? Мĕншĕн халĕ те килмест?..» Ыйтусен хуравне хăй те пĕлмен çамрăкăн тем каласа лăплантармалла хĕрарăма? Кунсем çаплах çĕрпе ылмашăнаççĕ. Эрне иртет. Шăнкăравласа пĕлме ун чухне кĕсье телефонĕсем çук вĕт. Аранах тупăнса килет директор. Ертӳçĕн, паллах, чи малтанах ыйту çуралать: мĕн пулчĕ? Пăшăрханмалли нимех те çук иккен. Директор ыйтăва татса пама тăрăшнă — çавă кăна. Чи малтанах хайхи вак чул кăларакан предприятин йышăну пӳлĕмне кайнă вăл. Виçĕ кун хуралланă директора. Лешĕ пымасть те пымасть. Мĕн тумалла? Пĕррехинче хайхискертен тирпейлӳçĕ ыйтнă: «Директор кирлĕ-и?» — «Çапла». — «Эсĕ ăна кунта тытаймăн. Вăл хыçалти алăкран кĕрет те вун пилĕк минутра пĕтĕм хута алă пуснă хыççăн тӳрех карьера каять». Анчах та пирĕн директор карьер ăçтине пĕлмест… «Санăн унта каймалла та мар, — вĕрентет татах тирпейлӳçĕ. — Эсĕ ирех кил те пуçлăх çитсен унăн машинине кĕр те лар». Хайхи пирĕн директор сĕнĕве ăша хывать. Предприяти пуçлăхĕпе тĕл пулнă хыççăн ресторана каяççĕ. Чăваш, ăна вак чул кирлĕ вĕт-ха, пуçлăха хăналаса пĕтĕм укçине ресторанра хăварать. Анчах та малалла мĕнле пурăнмалла? Мĕн çимелле? Чи кирли — киле мĕнле таврăнмалла? Çул укçи тӳлеме те юлман вĕт. Ют хула, паллакан никам та çук. Директор чукун çул станцине каять, вакун пушатма кĕрĕшет. Çапла темиçе кун хушшинче киле таврăнмалăх ĕçлесе илет… Кĕçех Канаш станцине вакунĕ-вакунĕпе вак чул çитет. Çапла пуçланнă-çырăннă Тавăт шкулĕн историйĕ. «Кун пек самант пайтах манăн пурнăçра, пурин çинчен каласа та пĕтерес çук, — тет Николай Гаврилович. — Ахăртнех, кĕнекере çырса кăтартма тивет». <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.