«Чăваш хĕрарăмĕ» 13 (1241) № 07.04.2022

7 Ака, 2022

Ачашлакан алă ăшши

Манăн икĕ анне пулнă: пĕри çуратнă, тепри пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем — аппăшĕпе йăмăкĕ — Çĕрпӳ районĕнчи Энĕшкасси Кушкă ялĕнче çуралнă. Мана çуратнă анне Елизавета Алексеевна 1912 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шуртавăшри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри трахома сестрисене вĕрентекен курсра пĕлӳ илнĕ. Тивĕçлĕ хута алла илсен ялти çынсене трахомăран сипленĕ.

Документсем тăрăх, çут тĕнче парнеленĕ çыннăм Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ. Çакăнта 40 градус сивĕре вăй хунă пирĕн тăрăхри çынсем çинчен «Контактра» сайтра «Библиотека Булдеевская» страницăра пĕлме пулать. ВКП /б/ Çĕрпӳ райкомĕн 1942 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнчи лару протоколĕнче Аслă Канаш наградине илме тăратнă список пур. Унта манăн аннен ятне те кĕртнĕ. Тепĕр документ та кăсăклă: 7-мĕш ВПС /«военно-полевое строительство» тенине пĕлтернĕ/ 4-мĕш участок бригадирне Елизавета Алексеевăна панă характеристикăран: «Алексеева строительство участокĕнче чул хатĕрлекен бригадăн бригадирĕ пулса ĕçлет. 60 çынтан тăракан бригада кашни кунах плана 100-120 процент тултарать». Çĕрпӳ район секретарĕ çав хута 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пуснă.

Окоп чавнă çĕртен таврăнсан ăна ял канашĕн председательне суйлаççĕ. Питĕ хытă чирлесе ӳксен те, мĕн утайми пу-личченех, хăйне шанса панă ĕçре тăрăшать вăл. Кашни кунах юнашар яла ĕçе васкатчĕ. Чăн та, анне сывă чухнехи вă-хăта питех ас тусах каймастăп. Пĕр самант вара пуçра: эпĕ, виçĕ-тăватă çулти хĕрача, урамри ытти ачапа пĕрле выля-са çӳретĕп. Аннепе Ксени инке /ял канашĕн секретарĕ/ хуларан килчĕç. Анне ман валли çĕнĕ кĕпе туяннă. Эпĕ ун патне чупса пырсан çавскерне мана тăхăнтартрĕ. Эпĕ, хĕпĕртенĕскер, кĕпене ытараймасăр тӳрех ташлама тытăнтăм. Çаврăмсем тунă май такăнтăм та курăк çине ӳкрĕм. Анне мана çĕклесе илчĕ те кĕпе аркине тыткаласа пăхрĕ. «Эх, — терĕ вăл, — симĕс курăкпа вараланнă, çусан та каймасть ĕнтĕ. Ташласах çӳретĕн те, такăнса ӳкрĕн ав, — хăйĕн çумне чăмăртарĕ вăл мана. Унтан çĕре антарчĕ те пуçран ачашласа çапла каларĕ: «Чуп, хĕрĕм, ачасем патне, кайса вылях».

…Анне ĕнтĕ тахçантанпах чирлĕ. «Окоп чавнă çĕрте шăнса пăсăлнă», — тет кукамай. Тулта çанталăк асар-писер чухне вăл вырăн çумне урайне анса ларать. Сывлаймиех пулса çитекенскер хăйне валли Турăран вилĕм яма ыйтать. Хăш чухне анне хытсах каять, вара аппа /манăн иккĕмĕш анне/ урине тытса хытах силлет. «Ан кай, — йăлăнать вăл. — Уç куçна». Ун пекки темиçе те пулнă. Çапла пĕррехинче анне нимĕн те чĕнменнине кура аппа черетлĕ хутчен ун патне пычĕ. «Лиза, питĕ йывăр-им сана?» — ыйтрĕ вăл шăппăн. Анне пуçне сĕлтрĕ. Аппа унăн вырăнне тирпейлерĕ, нумай выртнипе ӳчĕ шăтса кайнă тĕле хунă шушкă пек япаласене тӳрлетрĕ. Çи виттине майлаштарса витрĕ. «Ĕне пăруласанах аптрамастпăр-ха та… Ăшă сĕт ĕçсен самайланăн ак», — терĕ вăл. Анне чĕнмерĕ. Кукамай чăлантан витрепе тырă илсе кĕчĕ. Михĕсене тултарнăскерне килсерен кăштахшар параççĕ. Тырра çӳп-çапран суйламалла. Хăш-пĕр чухне эпир ăна пурте пĕрле тасататпăр: кукамай, пичче, эпĕ, вăхăчĕ пур чухне — аппа та. Пĕр пĕрчĕ кантăр вăрри тупсан эпĕ анне патне чупатăп, пĕрчĕне ăна хыптарса хăваратăп. Хăйĕн патне пырсан мана вăл пуçран ачашлать, çакă вара маншăн темрен паха. Анчах, шел, манăн анне патне çывăха пыма юрамасть: хуларан килсе çӳрекен тухтăр хушмасть. Килте никам çук чухне пур пĕрех çывăх çын çумĕнче пулма тăрăшатăп.

«Анне, сăвă каласа парам-и сана?» — кукамай тулалла тухсанах çывхаратăп çывăх çыннăм патне. «Кала», — аран тухать анне сасси. «Нихăçан арканми союза пĕрлештернĕ…» Ку сăвва пичче хыççăн вĕренсе тахçанах пăхмасăр калама пĕлетĕп. Юрлатăп та ăна. Сăвва итлесе пĕтерсен анне йĕпеннĕ куçне шăлкаласа илет: «Эх, хĕрĕм, эсĕ шкулта вĕреннине курасчĕ теттĕм те… Кураймастăп пулас çав». «Мĕншĕн? Сана унта кĕртмеççĕ-им?» — тĕлĕнетĕп. Анне темскер каласшăн, анчах сăмахĕ тухмасть. Мана çурăмран ачашласа илет.
Аппа килсе кĕчĕ. «Паян сана мунчана илсе каяс тетĕп», — пĕлтерет вăл анне патне пырса. «Ай, тур-тур… пулмастех, вăй пăртак та çук. Çитеймĕп эпĕ унта», — хирĕçлесшĕн анне. «Сана çуса кăлармасан мана хама та мунча кĕнĕ пек туйăнмасть. Атя-ха, пуçтарăнар», — куç умĕнчех аннене йăмăкĕ чăпăл тума ӳкĕте кĕртни.

Ун хыççăн нумай та пурăнаймарĕ çывăх çыннăм. Ăна юлашки куна ăсатма тăван-пĕтен, ял-йыш йышлăн пухăнчĕ.

…Хурăншур вăрманĕ патне çитрĕмĕр. Çынсем нумаййăн тăракан вырăнта тем пысăкăш шăтăк. Ун йĕри-тавра — хĕрлĕ тăпра. Аннепе сыв пуллашаççĕ. Мана тупăк урлă темиçе хутчен каçарчĕç. Çапла тусан анне мана телейлĕ пулма, ырă курма пулăшать имĕш.

Виле тăпри… Унтан ун çине шурă пир ал шăлли сарчĕç, килтен илсе килнĕ апатсене: çăмарта, икерчĕ, пылак çимĕç — хучĕç. Пытарма пынисем аннене асăнса çирĕç те вил тăпри тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕç. Ялалла утнă май мана çунана лартрĕç.

Тин кăна чĕрĕ анне çĕр айне кĕни пуçа шăнăçмарĕ. «Тĕл пулăн-ши эсĕ унти тĕнчере аттене? Каласа кăтартăн-ши ăна эпĕ темĕн чухлĕ сăвă калама пĕлнине?» — килелле çул тытнă май шухăшран уйрăлаймарăм.

Хăрушă вăрçă 37 çултах ачисенчен, тăванĕсенчен уйăрнă çут тĕнче парнеленĕ çыннăма. Ачашлакан алă ăшши халĕ те асăмран тухман. Çав ăшă яланах — манпа. <...>

Галина АЛИМАСОВА.

♦   ♦   ♦


Санкцисем хăрушă мар

Пурнăç тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа аталанма пуçланине хăнăхса çитетпĕр пек кăна, пăхатăн та, ĕнер кăна палăртнă ĕçсем кивелме те ĕлкĕрнĕ иккен. Çавăнпа та утса-чупса пынă майăнах каллех йăлт улăштарма, çĕнетме тивет. Самана çавăн пек паян. Тепĕр чухне ыранхи кунран мĕн кĕтмеллине те аптрамалла. Акă лавккара хăш-пĕр тавар çиçĕмле хăвăртлăхпа çухаласси пирки нумай пулмасть кăна шухăшлама та пултарайман. Çаврăнса пăхнă тĕле сентресем пушанса юлма та ĕлкĕрнĕ. Куншăн нумай чухне хамăрах айăплă-ха. Эпир хамăр кил-çурта склада çавăрни спекулянтсемшĕн чухах. Вĕсем хаксене ӳстереççĕ те ӳстереççĕ — эпир вара çаплах, ниме пăхмасăр, туянатпăр та туянатпăр. Сахăр-кĕрпе хакĕ ӳсме пуçласан ятарласа ЧР Экономика аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисемпе çыхăнтăмăр. Унта вăй хуракансем республикăра çак таварсем çителĕклине, складсем туллиех иккенне пĕлтерчĕç. Регион ертӳçи тӳрĕ лини йĕркелесен те çак ыйтăвах патăмăр — пирĕн вулакана ытларах мĕн хумхантарнине пĕлетпĕр вĕт-ха. Складсем тулли пулнине каллех халăх патне çитерме тăрăшрăмăр. Мĕн тетĕр? Лавккасене, хаксем çĕпре çинчи пек ӳссе пынине пăхмасăр, пушатма чарăнмарăмăр. Тивĕçлĕ органсем усламçăсене ятарласа тĕрĕслеме пуçланă-ха — хаксене ӳстермешкĕн чăнах та сăлтав пулнă-и? Çав вăхăтрах эпир пушă вырăнта пушар кăларман тăк паян хамăр кĕсьесемшĕнех аван пулмаллаччĕ те…

Бизнеса, чăн та, паянхи условисенче аталанма çăмăл мар. Çавăнпах республика ертӳлĕхĕ кризиса хирĕç ятарлă мерăсем йышăнать, предпринимательсене çăмăллăхлă кредитсемпе тивĕçтерме тăрăшать.

«Эпир ку ыйтупа ятарласа темиçе мероприяти те ирттертĕмĕр. Унта патшалăх кӳрекен тĕревсемпе паллаштартăмăр. Ку енĕпе малашне те ĕçлемелли куç кĕрет. Пушшех те, лару-тăру кунсерен улшăнса тăнă вăхăтра» — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енре ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Атăлçи округĕнче финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлес мелсене тишкерĕç унта. Округ шайĕнче çакăн пек хутшăннин, ыйтусене пĕрле сӳтсе явнин пĕлтерĕшĕ пысăккине Олег Николаев та палăртнă.

Раççей Правительстви те ку енĕпе çăмăллăхсем сĕнет. Йывăрлăхсем сиксе тухсан усламçăсем кредит каникулĕ илме е парăма реструктуризацилеме пултараççĕ. Çак программăсемпе усă курас тесессĕн мĕнле документсем хатĕрлемеллине Тĕп банкăн «Финанс рынокне хӳтĕлемелли мерăсем» сайтра вырнаçтарнă.

Чăваш Ен ертӳлĕхĕ предпринимательсене финанс енĕпе тĕревлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени куç кĕрет. Хăшĕ-пĕрне çĕршыв шайĕнче те ырласа йышăнма пултараççĕ. Калăпăр, пассажирсене илсе çӳрес, груз турттарас енĕпе лизинг тӳлевĕсем тĕлĕшпе каникул пĕлтерме палăртнă. Çавăн пекех сĕт юр-варне, шыва маркировкăпа тивĕçтерессине пĕр çулталăклăха чарса лартма пултараççĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çакă тавар хăй хаклăхне, апла тăк, унăн сентре çинчи хакне те, чакарма пулăшать. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Нарспие» улăштарма килĕшмен

«Кăмакана вутăпа хутаймастăп, мĕншĕн тесен кашни пуленккере хĕрарăма куратăп», — совет вăхăтĕнчи художникпе скульпторăн Вадим Сидурăн сăмахĕсем Виктор Аванмартăн чунне витерни куç кĕрет. Ахальтен мар ӳнерçĕ каланине тăтăш аса илет вăл.

«Сенгилей хулинче пĕр хуçалăх патне вутă пырса тăкнăччĕ. Ăвăс тап-таса пĕренине асăрхарăм. Унашкалли сайра тĕл пулать. Ăна «çăлса» хăварма май килчĕ. Çав пуленккерен хĕрарăм кĕлеткине касса кăларăм. «Нарспи» ĕçпе Чĕмпĕрти курава хутшăнтăм. Шăпах çавăн чухне Петр Пупинпа Владислав Зотиков юлташсем хăнана килнĕччĕ. Вĕсене курава илсе кайрăм. «Эсĕ кун пеккине тума пултаратăн-и?» — Владиславран ыйтать Петр. «Çук», — хуравлать тусĕ. «Эпĕ те пултараймастăп», — калаçăва сыпăнтарать Петр Пупин. Çакă маншăн пысăк хак пулчĕ. Ку скульптурăна Мускаври тата ытти хулари куравсенче кăтартнă.

Пĕррехинче тепĕр юлташ хăнана килчĕ. «Нарспи» скульптурăна аллинчен вĕçертмерĕ. Гаражра «Волга» çăмăл машина ларать. Атя скульптурăна унпа улăштаратпăр», — сĕнчĕ вăл. Çук, килĕшмерĕм», — скульпторшăн кашни ĕç мĕнешкел хаклине палăртать Виктор Глебович.

Юпана чавса кăларнă та...

Етĕрне районĕнчи Ирçе каччи Виктор Аванмарт /Егоров/ Чĕмпĕрте пурăнать. Хăйĕн ăсталăхне çар училищинче ачасене вĕрентет.

«Асатте Порфирий Егорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Эпир нихăçан та унăн чĕркуççийĕ çине ларса курман. Вăл авса пĕтереймен юман çуна тупанĕ çаплипех тăван килте упранать. Ку япала маншăн — палăк вырăнĕнче.

...Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей хулинче мăшăрăн çывăх çыннисем патне кайнăччĕ. Ун чухне Атăл шывĕнче нумай çул выртнă йывăç муклашкине тупрăм. Вăл хуралма- хăмăрланма ĕлкĕрнĕччĕ. Унран арăм валли пĕрремĕш парне хатĕрлерĕм. Чунран юратнине çапла палăртрăм. Кайран кашăк- çăпала касса пама ыйтрĕ вăл», — ӳнер çулĕ илĕртнине аса илет йăхташăмăр.

1989 çулта Чĕмпĕрте Чăваш Енри çамрăк художниксен куравне йĕркеленĕ. Çавăн чухне Виктор Аванмарт Петр Пупинпа Владислав Зотиков художниксемпе туслашнă. Чăваш Республикинчи халăх пултарулăхĕн наукăпа методика центрĕн специалисчĕ Валентина Ильина ăна йывăç кӳлепесем ăсталанине кура семинара чĕнсе хăварнă. Виктор Глебович ку ĕçе çулленех хутшăннă. «Халăх ăстисен семинарне, çĕршыв шайĕпе пăхсан, Чăваш Енре кăна йĕркеленине кайран тин пĕлтĕм», — тет вăл. Çакă пурнăç шкулĕ пулнă уншăн.

«Эпĕ аслă шкулти ӳнерпе графика факультетĕнче вĕренмен. Чĕмпĕрти педагогика институтĕнчи географи факультетĕнче ăс пухнă. Каярах ачасене ӳкерме вĕрентмешкĕн хушма пĕлӳ илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пултаруллă çынсемпе тĕл пулни ăсталăха туптамашкăн пулăшрĕ. Чĕмпĕрти ӳкерӳ студине ерсе пыракан Александр Зинин калани асрах. Ку ĕçе ятарласа вĕренменрен урăхларах хатĕрсем пулса тухнине палăртнăччĕ вăл. «Шкул» теми ирĕклĕ ĕçлеме чăрмантармасть», — тăсăлать калаçу.

Чĕмпĕр облаçĕн малтанхи кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Раççей кунĕнче халăх ăстисен куравĕпе паллашнă май, Виктор Аванмартăн ĕçĕсем патĕнче чарăннă. Унăн скульптурисене хăш тăрăхра вырнаçтарни кăсăклантарнă ăна. Шупашкар çывăхĕнчи этнопаркра, Саранскра хăйĕн ĕçĕсене курма май килнине каланă Виктор Глебович. «Чĕмпĕрте мĕншĕн лартман?» — ыйтмасăр чăтайман кĕпĕрнаттăр. Скульптор ĕçĕсене хăй тĕллĕн вырнаçтараймасть-çке. Кăштахранах скульпторпа çыхăннă. Сантăр Пиклпа иккĕшĕн «Пĕрлĕх» /«Единение»/ проектне хула шайĕнче ырланă. Çавна май Чĕмпĕре кĕнĕ çĕрте юпа вырнаçтарнă. Анчах влаçри тепĕр çыннăн кăмăлне кайман ку скульптура. Ăна чавса кăларнă. Чылай вăхăт иртсен тин Çĕнтерӳ паркĕнчи ача-пăча лапамĕнче шыраса тупнă çав юпана. Унăн çӳлти пайне — хĕвел паллине — касса илнĕ. Сăмах май, ку скульптура çичĕ ăру çыхăнăвне, халăхсен туслăхне кăтартать. Унта чăвашсен тĕнче курăмне сăнланă. «Юпа лартни — чăваш культуринче авалтан килекен пулăм. Эпĕ унăн хăйне евĕрлĕхне нумай тĕпчерĕм. Маларах та юпасем лартнă. Çапах эпир макăрма хăнăхман. «Пĕрлĕх» юпана хам ĕçлекен 40-мĕш лицее вырнаçтартăмăр. Вăл вĕрентӳ учрежденийĕн таврашне хăтлăх кĕртмешкĕн чухах пулчĕ», — пĕр скульптура шăпи тавра каласа кăтартать Виктор Глебович. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.