Чăваш хĕрарăмĕ 1 (1280) № 12.01.2022

12 Кăрлач, 2023

Ăш пиллĕ те ĕçчен

«Тунсăхлама вăхăт пачах та çук. Сывлăх кăна пултăр. Ыратаканнисем ан чăрмантарччăр тата», — тет 79 çула пуснă Галина Деомидова. Шупашкарта пурăнаканскер çăва тухсан хула çывăхĕнчи пахчине куллен тенĕ пек васкать. Кунта хĕл каçмалăх пĕтĕмпех туса илет вăл. Хăярĕ те, купăсти те ăнса пулать унăн. Хĕллехи кунсенче те тунсăхласа лармасть вăл. Вăрăм каçсене кĕскетсе алă ĕçĕ тунипе кăна та лăпланмасть. Общество ĕçĕнче хастарскер «кĕмĕл волонтер» ята тивĕçнĕ. Хăйпе тантăшшисемпе хускану тума та çӳрет. Çакă, паллах, вăй-хал хушать. Çын хушшинче пулни те ырă витĕм кӳрет.

Çара уран… Галина Кирилловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялĕнче çуралса ӳснĕ. Романовсен çемйинчи пиллĕкмĕш ача пулнă вăл. Анчах та пĕр аппăшĕ 3 çултах вилнĕрен тăваттăмĕш пулса çитĕннĕ. Виçĕ пиччĕшĕ çумне кайран тата йăмăкĕ хутшăннă та — пиллĕкĕн пĕртăван ӳснĕ ачасем. Кил хуçи Кирилл Михайлович, ялта ăна Кирюш тесе чĕннĕ, Австри вăрçинче пулнă. Хырăмлăх чирĕпе аптăраса ӳкнĕрен сакăр уйăхран арçынна килне янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра мăшăрĕпе Васса Ефремовнăпа тылри çирĕп алă пулнă арçын. «Ытла та пĕчĕк пулнăран вăрçă вĕçленнĕ саманта ас тумастăп паллах. Виççĕтăваттăра чухне урамра патак тытса вылянисем куç умне килеççĕ вара. Тепĕр тесен, выляма вăхăт та юлман. Те хĕрача пулнăран ĕçе ир хăнăхтарнă мана», — тет Галина Кирилловна ачалăхне таврăннă май. Çав вăхăтрах инкеклĕ самантсем те асне килеççĕ. 1952 çулта ялти шкул сукмакне такăрлатма пуçланă вăл. Хĕлле вара, Сурхури вăхăтĕнче, вĕсен кил-çурчĕ кĕлленнĕ. Ашшĕпе амăшĕ çав каç вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă. Аслашшĕпе мăнукĕсене «хĕрлĕ автан» тыткăнĕнчен тухмашкăн кӳршĕ-арши пулăшнă. «Хĕлсем питĕ сивĕччĕ ун чухне. Çуннă май карниссем йăтăнса анмах пуçланă. Чӳречерен урама çара уранах сикнĕ эпир. Çуртăн кăшкарĕ кăна юлчĕ, ытти пĕтĕмпех йăтăнса анчĕ. Йывăç пулсан та малти пайне штукатурка туса шуратнăччĕ. Çакна пула стенасем сыхланса юлнă. Вĕсене тул енчен те шуратрăмăр. Колхоз улăм пачĕ те — тăррине витрĕмĕр. Эпир, ачисем, аттен йăмăкĕ Васса мăнак патĕнче хĕл каçрăмăр-ха. Аттепе анне улăм витсе алăк лартрĕç, кăмакана юсарĕç те хамăр килтех пурăнчĕç. Çăва тухсан эпир те таврăнтăмăр. Çамрăклах çапла инкек те курма тиврĕ». <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Киçтĕксĕр тата сăрăсăр

Мĕнле асамлăх вăл — тĕрĕ? Алă «кĕçĕтсех» тăрать-çке. Пĕр ĕçе тĕрлесе пĕтереймен-ха, куç вара тахçанах теприне палăртса хунă. Чăн-чăн тыткăна лекнĕ тейĕн – илемлĕх тыткăнне. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти тавра пĕлӳ тата истори музейĕнче иртнĕ «Киçтĕксĕр тата сăрăсăр» курав çирĕплетет. Çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем илсе килеççĕ ал ăстисем çулсерен иртекен курава.

«Тĕрĕ вулама пĕлмеççĕ, тĕрĕ тăватпăр теççĕ», — тенĕ ваттисем. Чăваш тĕрри пирки каланă ĕнтĕ вĕсем. Вăл хĕр çинчен тĕрĕссине каласа парать имĕш. Чăн та, кукамай-асанне ĕçĕсенче пытаннă шухăша вулама нумай пĕлмелле: историе те, çĕвĕ пĕлтерĕшне те… Халĕ вара хатĕр ĕлкесем туянатпăр. Çапах паянхи тĕрĕсене тимлĕрех пăхсан ăстаçăн кăмăлне палăртма пулатех. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлекенсене илер сăмахран. «Пĕр çĕртех туянатпăр. Анчах санăн ĕçсем патĕнче яланах çынсем чарăнса тăраççĕ», — теççĕ мана. Мĕнле вăрттăнлăх пултăр? Чун суйлать ĕлкене. Акă çак ӳкерчĕке илер. Чун ăшăлăхпа тулать, мĕншĕн тесен хĕр пирĕн çине ăшшăн пăхать», — паллаштарать «Русская душа» ĕçĕпе Анатолий Павлов тĕрĕ ăсти. Унăн ӳкерчĕкĕсем темиçе çул ĕнтĕ курава илем кӳреççĕ. Вăл ытларах çын сăнĕллĕ ĕлкесене кăмăллать. Юлашки вăхăтра ал тутрисене капăрлатмашкăн вăхăтне шеллемест. Чăваш тĕрриллĕ вĕсем. Евгения Жачева патĕнче ăсталăха туптанă пултаруллă арçын. Çĕнĕ Шупашкарти Ольга Карпова тĕрлекен ĕçсенчен ытларах пайĕ вара – чечексем. Вĕсем — пĕр çыхăра, вазăра. Пурнăçра та вăл шухăш-кăмăлне пĕр тĕвве пухнăн туйăнать, çирĕп кăмăллă. Ку хутĕнче натюрмортсăр пуçне куç илмелле мар хитре тĕссемпе усă курса вăрман, унта пурăнакан ăслă тăмана, пĕр-пĕрне савакан хĕрпе каччă сăнĕсене тĕрленĕ. Унăн ĕçтешĕ, Россельхозцентрăн Чăваш Енри уйрăмĕнче тăрăшакан Ольга Морозова вара чиперуксем валли брошьсем тата капăр тумлă пуканесем янтăланă. Вĕсем ахальтен пуçа килмен: кашни хĕр-хĕрарăм шукăль тăхăнасшăн, илемлĕ пуласшăн мар-и вара? Тепĕр пĕлĕшĕм тĕррисенче вара пĕр пеклĕх çук: çут çанталăк, юмахри сăнарсем... Тĕрĕсенчи вĕлтĕр-вĕлтĕр лĕпĕш пек хăй те вăл паян — чăвашра юлташĕсемпе, ыран юнашар регионта тăванĕсемпе тĕл пулнине пĕлтерет. Нумаях пулмасть хам та вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе пăхас терĕм те – пуçланчĕ... Халĕ йĕппе çип тытман кашни кун ахаль иртнĕн туйăнать. Тĕрлессинчен хăпайман çынсене «чирлĕскерсем» теççĕ. Чирлĕ ĕнтĕ! Анчах кунашкал чиртен вăтанмалли ним те çук. Чуна киленӳ кӳрекен ĕç вăй-хăват хушать. Тепĕр тесен, пӳрне вĕçĕнчи нерв клеткисене выляттарни сывлăхшăн усăллă та. Ахальтен мар ав арçыннăн аллинче те йĕппе çип вылянса кăна тăрать. Этемлĕхĕн черчен пайĕ те хулла авса тĕрлĕ япала янтăласа киленĕç курать. Сăмах – Галина Васягина пирки. Унăн ал тупанне тĕттĕм хĕрлĕ сăрă тĕсĕ çапнă, çуркаланса пĕтнĕ, куçĕнчен вара çапах савăнăç шевли татăлмасть. Юратнă ĕçĕн «çимĕçĕсен» пархатарĕ ĕнтĕ ку. «Вунă çулта чухне пĕр журналта йывăç хуллинчен япаласем тума вĕрентнĕччĕ. Хамăн авса пăхас килчĕ. Анчах нимĕн те пиçмерĕ. Хулă хуçăлса каятчĕ е тата мĕн те пулсан ăнăçмастчĕ. 2014 çулта интернетра ку енĕпе вĕрентни çинчен вуласа пĕлтĕм. Ятарлă курссене çырăнтăм. Халĕ чылай япалана калăплама вĕрентĕм ĕнтĕ. Йывăç вуллисене пĕçернĕ чухне, пĕлетĕр-и, епле ырă шăршă тухать! Вăл сывлăхшăн та усăллă. Чăн та, кирлĕ материал янтăласа нумай вăхăт иртет — хатĕрлеме кирлĕ мĕн пур вăхăтăн 70 проценчĕ. Юлашки вăхăтра пирĕн япаласене саккас пама пуçлани хавхалантарса тăрать», — каласа парать Галина Николаевна. «Киçтĕксĕр тата сăрăсăр» — Çĕнĕ Шупашкар çыннисен юратнă куравĕсенчен пĕри. Ăна кашни çулах йĕркелеççĕ: халăх ал ăстисен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллашма, пĕр-пĕрин опытне ăша хывма. Курав вĕçленсен те ал ăстисене ĕçĕсене хăварма ыйтаççĕ: курма килес кăмăллисем татах пур-ха та. <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ çул асамĕ

Сехет йĕппи кашни шаккамассерен, 12 хут танлаттарса ĕлкĕриччен, кашнинчех мĕн те пулин çĕнни, асамли пирки ĕмĕтленетпĕр. Паллах, кăçал та çаплах пулчĕ. Шампань эрехĕн пăкки сирпĕнчĕ, шĕвекĕ çĕпре пек чăшлатса хăпарчĕ, кăпăкĕ пите сирпĕнчĕ. Пуçра вара пĕртен-пĕр шухăш явăнчĕ: тупĕç-ши е çук-ши? Каласан та ĕненмĕр — Çĕнĕ çул асамне кăçал… пакунлисем кăтартрĕç.

Юрĕ, йĕркипе каласа кăтартам. Уяв умĕнхи хыпкалану лавккана илсе çитерчĕ. Ниçта та мар — пулă сутакан çĕре. Уяв сĕтелĕ тулли пултăр тесе тăрăшатпăр мар-и? Тĕрлĕ çимĕç янтăлама ăнтăлатпăр. Çавăнпах тутлă пулăпа сăйланас тесе чи мăнтăррине, чи хĕрлине суйлама ыйтрăм. Банк карттине килте темĕнле шырасан та тупайманнипе тӳлеве онлайн мелпе куçарма тăтăм. Ак тамаша! Счет çинче укçа çук! Мĕн амакĕ? Тĕрĕслеме пуçларăм та — манăн картта темĕн тĕрлĕ лаккана та «çитнĕ» иккен! Эпĕ вара унта пулман та… Апла — мана çаратнă. Тĕрĕсрех, электрон енчĕке таçта çухатнă эпĕ, ăна такам тупнă та Çĕнĕ çул умĕн лайăх кăна çӳренĕ лавккасем тăрăх. Ах, анчах! Çукха, хамшăн кулянса хашлатмастăп, уншăн, манăн карттăна тупаканшăн, пăшăрханатăп. Ют карттăпа усă курни вăрланипе танлашнине, уншăн саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарнине пĕлмест-ши вара? Укçи пит нумаях та марччĕ-ха, ара, шалăвĕ те çерçи сăмси пысăкăш кăна та. Анчах та 2500 тенкĕрен ытларах тăкакланă пулсан уголовлă ĕçех пуçараççĕ. Çĕнĕ çул умĕн уни-куни туянма палăртнăскер нумай пулмасан та юлашки укçана çухатни пур пĕр пăшăрхантарать. Çапла йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтмах лекрĕ. «Ан кулянăр, пĕр-икĕ кунранах тупăпăр», — шантарчĕç пакунлисем эпĕ иккĕленерех пăхнине курсан. Темĕн те пĕлме юратни ыйту çуратрĕ — мĕнле майпа? «Халĕ суту-илӳ вырăнĕсенче видеокамерăсем пур. Унсăр пуçне — Шупашкарта, «Ăслă хула» проектпа килĕшӳллĕн, пур урам-кĕтесре мĕн пулса иртнине сăнама пулать. Тата, паллах, хамăрăн меслетсем те пур», — пур вăрттăнлăха уçас темерĕç йĕрке хуралçисем. Сăмах май, пакунлисене мăранлăхшăн тепĕр чух сăмах та лекет. Хальхинче вĕсем питĕ тĕлĕнтерчĕç. Ыйтăва çырса йĕркеллĕн алă пусса та ĕлкĕреймерĕм — мана пĕр ушкăн кĕтсе те тăнине асăрхарăм. Каç пулнине, тавралăха хулăн чатăр çирĕп ытамне илнине пăхмасăр банк карттин историйĕнче çырăнса юлнă лавккасене тĕрĕслеме çула тухрăмăр. Полици машинине, халăхра ăна «буханка» теççĕ, ларма тивни хавхалантармарĕ паллах. Хам та усал шухăшлă çын йĕрне тупма пулăшни кăна лăплантарчĕ чуна. Эх, силлет те машинăра! Урамра тĕттĕм те, шалта куçран тĕксен те нимĕн те курăнмасть. Тухса ӳксе юлас мар тесе алă айне мĕн лекет — çавăнтан яра-яра илетĕп. Юрать арçынсем юнашар лармарĕç, мала вырнаçрĕç. Унсăрăн… Шел те, кил çывăхĕнчи лавккасенче тупăнмарĕ картта йĕрĕ. Мана юлма хушса йĕрке хуралçисем ытти «точкăсене» хăйсем тĕрĕслессе каласа малалла хускалчĕç. Лаштах сывласа — епле пулсан та, «буханка» ăшĕнче хама «преступник» пекех туйрăм — пакунлисене алă сулсах ăсатрăм. Пулă лавкки тĕлне çитсен сывлăш хăех хашлатса тухрĕ шалтан. Ара, Çĕнĕ çул çывхарсах çитрĕ темелле, манăн вара пулă çаплах сивĕтмĕше çитсе выртман. Епле-ха капла? Каллех кӳршĕсем патне кивçене кайма тивет-и-ха ĕнтĕ? <...>

Аллине тахçанах калем тытман ХРЕСТИН.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.