- Чăвашла верси
- Русская версия
Волонтерсен юхăмне вăйлатĕ
ЧР Пуçлăхĕн Хушăвне республикăри волонтерсем хаклаççĕ
Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев волонтерсен канашне йĕркелесси çинчен калакан Хушу алă пуснă. Вăл обществăра ырă ĕç тăвассин сумне çĕклеме тивĕç.
Республикăра волонтерсен юхăмĕсем тĕрлĕ тытăмра аталанаççĕ. Вăй илекен проектсенче хутшăнакансем пултарулăха кăтартаççĕ, шухăшĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Чăваш Енре волонтерсен 1,6 пин пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсенче — 47 пине яхăн ырă ĕç тăвакан. Официаллă майпа регистрациленнĕ организацисен шучĕ те ӳсет, паянхи кун тĕлне вĕсем — 5. Республикăра тĕнче шайĕнчи мероприятисем валли те волонтерсем хатĕрлеççĕ. Кăçал волонтерсене пухассипе ĕçлекен центр уçнă. Унтан вĕренсе тухнисем Хусанта ирттерме палăртнă пĕтĕм тĕнчери професси ăсталăхĕн чемпионатне çитĕç. Волонтерсене хавхалантарассипе те тимлеççĕ. Чи хастаррисене Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕпе пултарулăхри çитĕнӳсемшĕн ятарлă стипенди параççĕ.
Роман РОДИОНОВ, Шупашкарти ырă ĕç тăвакансен обществин ертӳçи:
— Ку питĕ тĕрĕс те кирлĕ хушу. Анчах çакна та шута илме сĕнес килет: канаш тытăмне çак ĕçре тахçантанпах пиçĕхекенсене /нушана лекнисене пулăшакансене/ те кĕртмелле. Вĕсем ĕçе мĕнлерех йĕркелемеллине чухлаççĕ. Унсăрăн обществăшăн усăллă шухăш хут çинче çеç юлĕ. Тепĕр чухне волонтерсем социаллă учрежденин çитменлĕхĕсене ведомство ĕçченĕсенчен лайăхрах пĕлеççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах çакă пурнăç чăнлăхĕ. Çавăнпа та Чăваш Енре çак юхăма аталантармашкăн волонтерсен сĕнĕвĕсене шута илмелле.
Ольга БРАГИНА, Пĕтĕм Раççейри «Волонтер медиксем» юхăмăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи:
— Республикăра ырă ĕç тăвакансен юхăмĕсем вăй илеççĕ. Яшсемпе хĕрсемшĕн çакă чун киленĕçĕ кăна мар, професси те. Вăл шалуран пысăкрах пĕлтерĕшлĕ, çамрăксем нушана лекнисене пулăшса харпăр хăйне тупаççĕ, çынлăх туйăмне аталантараççĕ. Сăмах медицинăри ырă кăмăллăх пирки пырсан — пушшех те. Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççей — меслетсен çĕршывĕ» форумра волонтер-медиксем пирки питĕ тĕрĕс каланă. Волонтерсемпе медицина ĕçченĕсене пĕрлештерекенни — çынна пулăшас, ырă тăвас туртăм. Эпир, хастар общество пĕрлешĕвĕ, канаш ĕçне явăçма хатĕр.
Юлия ЕГОРОВА, Шупашкарти волонтерсен центрĕн ертӳçи:
— Юлашки çулсенче республикăри кашни муниципалитетра Ырă ĕç тăвакансен юхăмĕ аталанать. Волонтерсем пĕр-пĕрне пулăшнине, хисепленине, шаннине тĕпе хураççĕ. Пĕлтĕр пирĕн çĕршывра иртнĕ çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ пур волонтершăн та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чăваш Енрен унта 62 волонтер хутшăнчĕ. Паянхи куна вĕсем, пысăк
опыт пухнăскерсем, çак ĕçе ытти çамрăка та явăçтарма хирĕç мар. ЧР Пуçлăхĕн çумĕнче канаш йĕркелени — республикăра ырă тăвакансен ĕçĕн пахалăхне ӳстермелли çирĕп те пĕлтерĕшлĕ утăм. Волонтер ят-сумне çĕклесси те, шанчăка тӳрре кăларасси те паха.
Комментари хушас