- Чăвашла верси
- Русская версия
Урăххине тупасран шикленнĕ те… вăрласа кĕнĕ
18 çул тултарнă Нинăна ашшĕн пĕртăванĕ медицина училищине вĕренме кĕртме шантарнă. Хĕр хулана кайса экзаменсем тытнă, медтĕрĕслев витĕр тухмалли çеç юлнă. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл больницăна каяйман, яла таврăннă. Савнийĕ Геннадий Нина хулара урăх каччă тупасран шикленнĕ те… çав каçах ăна вăрласа кĕнĕ.
Унтанпа 51 çул хыçа юлнă. Нинăпа Геннадий Красновсем çур ĕмĕр ытла килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ. Геннадипе Нина Куславкка районĕнчи Тĕмшер ялĕнче ÿснĕ, пĕр касрах пурăннă. Хĕрпе каччăлла 2 çул çÿренĕ. Геннадий вальс çаврăнма юратнă, Нина та çак ташша килĕштернĕ. Пĕррехинче клубра иккĕшĕ вальс çаврăннă та вĕсен хушшинче юрату çуралнă. «Вăрласа кĕрсен аттепе аннене чĕнтертĕм. Çук, кăларса ямарĕç. Кайран, пиллештерсен, тухса тартăм, киле çитсен алăка хупса сăлăп хурса ĕлкĕреймерĕм — Гена хăваласа çитрĕ. Вĕренме каясси пулмарĕ. Колхозра ĕçлесе пурăнтăм вара, унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Иккĕмĕш сыпăкри пичче Шурик халь те вăрçать», — çамрăк чухнехине аса илчĕ Нина Александровна. Вăрласа кĕнĕ хыççăн икĕ уйăхран туй кĕрлеттернĕ.
Икĕ çултан Красновсен Сергей çуралнă, унтан — Виталий. Виççĕмĕшĕ — хĕр, ăна Елена ят хунă. Çемье пуçĕ Геннадий Николаевич — ылтăн алăллă арçын, кил-çуртра, картишре йăлтах тăвать вăл. Каменщик, платник, столяр, электрик… — кирек мĕнле ĕçе те тытма пултарать. Тĕмшер таврашĕнчи çынсене кăмака та купаласа панă. Пальто кĕскетмелле тĕк çĕвĕ машини умне ларать, чÿрече карри те питлеме ÿркенмест.
Нина Александровна йывăç пÿрте качча килнĕ. Каярахпа мăшăр çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Çамрăк кин хунямăшĕпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Тепĕр 5 çултан çемьере инкек пулнă: хунямăшне тискеррĕн вĕлернĕ.
Çав кун, кăрлач уйăхĕнче, каçхине урамра уйăх çути янкăрах тăнă. Манефа виçĕ кил урлă пурăнакан Игнатьевсем патне хăнана кайнă, çĕрле каялла таврăннă чухне унăн çулне çамрăксен ушкăнĕ пÿлнĕ. «Çав çамрăксем малтан кÿршĕ ялтан çĕнĕ пÿрт ĕçкине килекен çынсене кĕпер патĕнче тапăннă, лешсем хăтăлнă. Унтан вĕсем пирĕн ялти клуба çитнĕ, хăнаран таврăнакан хунямана курнă. Çамрăксем çынна вĕлермелле картла вылянă пуль тесе шухăшлатăп. Анне пулăшу ыйтса кăшкăрайман, хытă çапнăран янах шăмми кукăрăлса ларнă. Хуняма киле таврăнмасан тепĕр кун ирхине ăна шырама пуçларăмăр. Виçĕ кун шырарăмăр. «Кин, çавăнта кайса пăх-ха, çырмара вĕлермен-и ăна?» — терĕ аякрах мар пурăнакан тăван. Инкепе унталла кайрăмăр, тăкăрлăкри карта çине юн фонтан пек сирпĕннине куртăмăр. Юр чавса пăхрăм та аннен тутăрĕ тухрĕ. Тÿрех йĕрке хуралне пĕлтертĕмĕр. Хуняман виллине каçхине уйăх çутипех тупрĕç. Йĕрке хуралçисем упăшкана ниçта та ямарĕç, клубра тĕпчерĕç. Амăшне вăл вĕлернĕ тесе шухăшларĕç. Хунямана тирпейлесе пытариччен хăть яччăр тесе ыйтрăм. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче пытартăмăр, çав кунах ăна вĕлернĕ çамрăка тупрĕç. Ялти пĕр хĕрарăм патне кĕрсе ларнă вăл. Ури çине лекнĕ юнĕ ирĕлсе палас çине тумланă. Тискер пулăм хыççăн ял çыннисем пуху ирттерсе çав çынна персе пăрахмалла тесе кăшкăрчĕç. Ăна тĕрмене хупрĕç.
Упăшкан шăллĕ пур тесе ялта пÿрт туянса уйрăлса тухасшăнччĕ, çуртне те тупнăччĕ. Хунямана вĕлернĕ хыççăн вăл яла пурăнма килместĕп терĕ, вара çак вырăнтах пÿрт туса лартрăмăр», — иртнине аса илчĕ Нина Краснова. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина АЛЕКСЕЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас