- Чăвашла верси
- Русская версия
Килсĕррисене апат кăна мар, психолог пулăшăвĕ те кирлĕ
Юнашар никам та пулманран эрех-сăрапа туслашакан, ĕçсĕр тăрса юлакан, ултавçăсен аллине лекекен çын сахал мар. Тăванĕсем килтен кăларса янăран та çапкаланчăка тухакансем пур. Иртен-çӳрен кунашкаллисемпе калаçма, пулăшу сĕнме васкамасть. Тен, килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çын унчченхи пекех йĕркеллĕ пурăнма тытăнасшăн? Анчах ĕçе вырнаçма документсем кирлĕ. Хăшĕ-пĕрин вара паспорчĕ те çук.
Операци хыççăн — ĕçсĕр
Александр — 54-ра. Йывăрлăхсене пула вăл кил-çуртсăр юлнă. Арçын ĕçленĕ, тыткаламалăх укçа пулнă. Сывлăхĕ начарлансан вăл больницăна çитнĕ. Медиксем ăна йышăннă, анализсем илнĕ. Диагноз кулянтарнă: чиртен хăтăлма пулать, анчах темиçе операци тумалла. Александр тухтăр сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. Йывăр операци вăхăтĕнче арçыннăн хырăмĕ тĕлне ятарлă хутаç вырнаçтарнă. Больницăран тухсан ăна тепĕр хыпар анратнă — ĕçрен кăларса янă. Хайхискер ăçта каймаллине пĕлмен. Александр тус-юлташĕнчен пулăшу ыйтма вăтаннă. Кун хыççăн арçын чĕмсĕрленнĕ, хăйĕн тĕнчине путнă, унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă. Çирĕп те тĕреклĕскер пĕчченех тăрса юлнă. Унăн çăвăнма, çӳçне касма, сухалне хырма май пулман. Александрăн таса тум та юлман. Вăл килсĕр-çуртсăррисен социаллă реабилитаци центрне çитнĕ. Ăна унта йышăннă, пулăшма тăрăшнă. Кӳршисем унран йĕрĕннине туйсан центртан тухса кайнă.
Арçын «Ырăлăх тĕнчи» пĕрлешӳ пирки илтнĕ. Организаци волонтерĕсем килсĕр-çуртсăррисене эрнере икĕ кун, юнкунпа эрнекун, вĕри апат çитереççĕ. Юнкун 17 сехетрен пуçласа хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче тата çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи Пукрав тата Татиана соборĕ хыçĕнче йывăр лару-тăрăва лекнисене кĕтеççĕ. Эрнекун «Петровский» çăкăр пĕçерекен комбинат хыçĕнче 17 сехетрен пуçласа апат валеçеççĕ. Юлашки çулсенче волонтерсен пулăшăвне шанакансен йышĕ самай пысăкланнă. Килсĕр çынсемпе пĕр черетре кредит вăхăтра тӳлеймесĕр çука юлнисем, пĕчĕк пенсипе аран-аран шайлаштарса пурăнакансем тăраççĕ. Александр волонтерсене чунне уçнă, мĕн пулса иртнине каласа кăтартнă. «Ырăлăх тĕнчи» хастарĕсем ăна пулăшнă: таса тумтир панă, çăвăнтарнă, çӳçне каснă.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче арçын волонтерпа пĕрле хирургпа проктолог патне кайнă. Больницăра пĕр кун ирттернин усси пулнах. Çу уйăхĕнчи уявсем хыççăн арçынна иккĕмĕш операци тума шантарнă. Унччен Александр килсĕр- çуртсăррисен социаллă реабилитаци центрĕнче пурăнĕ, больницăран хыпар кĕтĕ.
Хуралçăсем хăвалаççĕ
«Никамăн та çакнашкал лару-тăрăва лекмелле ан пултăр. 2014 çулта йĕркеленнĕ «Ырăлăх тĕнчи» пĕрлешӳ çĕр-çĕр çынна пулăшма пултарчĕ», — терĕ организаци ертӳçи Татьяна Бочкарева. Пĕрлешӳ соцсетьсенче те хастар ĕçлет. Хула çыннисем волонтерсем патне тăтăшах çыраççĕ. Акă Мария Семенова Шупашкарти «Спартак» чарăнура ларакан арçын пирки пĕлтернĕ. Хĕрарăм иртен-çӳрене сăнаканскере кашни кунах курать. Арçыннăн кил-çурчĕ çук иккен. Хулари 2-мĕш больницăн стационарĕнчен сипленсе тухнă вăл, темшĕн çынсенчен ютшăнать. Ăна сăмах хушсанах: «Эпĕ коронавируспа чирлĕ, ан çывхарăр», — тесе асăрхаттарать. Арçыннăн кутамкки пуш-пушах. Иртен-çӳрен шелленипе апат-çимĕç парать. Ăна курсан Марийăн чĕри çурăлса тухасла ыратнă. Хĕрарăм волонтерсене ăна пулăшма ыйтнă.
«Ырăлăх тĕнчи» хастарĕсем килсĕр-çуртсăррисене апат кăна мар, психологпа юрист пулăшăвĕ те кирлине ăнланнă. Хăшĕ-пĕрин троллейбуспа çӳреме укçи çук.
«Мĕн пур информацие интернетра шыратпăр. Сăмахран, ĕçсĕррисене тивĕçекен пособисемпе тĕрлĕ çăмăллăх пирки килтен тухмасăрах вуласа пĕлме пулать. Пирĕн пата килекен çынсем интернета кĕреймеççĕ, вĕсен чи йӳнĕ йышши телефон та çук. Вĕсем социаллă хӳтлĕх пайĕсене те кĕреймеççĕ. Хуралçăсем çĕтĕк тумланнă çынна асăрхасанах хăвалаççĕ. Сăмах май, халĕ темиçе çынна паспорта, СНИЛСа, медицина полисне çĕнетме пулăшатпăр. Статистика кăтартнă тăрăх, урамра 6 уйăх пурăнакан çынран ютшăнма пуçлать. Ăна йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма йывăр. Тĕрĕс çул кăтартакан, хавхаланта-ракан, мĕн тумаллине каласа пыракан çын кирлĕ», — пĕлтерчĕ Татьяна Бочкарева.
«Пулăшу» проектпа килĕшӳллĕн килсĕр-çуртсăррисем вĕри апат çиеççĕ, психологпа тата юристпа канашлама пултараççĕ. Ăна Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçлаççĕ. Ыркăмăллăхçăсем волонтер медика шыраççĕ. Нумаях пулмасть центра астмăпа аптăракан Александр тата урине суранлатнă Олег çитнĕ. Волонтерсем вĕсем валли ингалятор, водород перекиçĕ, бинт туяннă. Медик пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентĕ.
Шкултах вĕрентеççĕ
«Ырăлăх тĕнчи» пĕрлешӳ 2018 çулта «Финанс пĕлĕвĕ — ачасене» проект пуçарнă. «Интернатра пурăнакансене укçа-тенкĕ тытма вĕрентмелле. Учрежденирен тухсан вĕсен пурнăçа йĕркелеме тивет. Нухратпа усă курма пĕлмеллех. Мĕн туянмалла? Мĕнле перекетлемелле? Уроксенче практика пĕлĕвне пама тăрăшрăмăр. Интерната таврăнса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслетпĕр. Проект тухăçлăхне ашшĕ-амăшĕ те çирĕплетрĕ. Хĕрсемпе каччăсем унчченхи пек ăпăр-тапăр туянса тăкакланмаççĕ, илĕртмĕш япалана алла тытиччен шухăшлаççĕ», — сăмаха малалла тăсрĕ центр ертӳçи.
Халĕ Йĕпреçри интернат шкулта вĕренекен 30 ача валли финанс пĕлĕвĕн урокĕсене йĕркелеççĕ. Вĕсенче çемье бюджетне сӳтсе яваççĕ, перекетленин уссине палăртаççĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри тата Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат шкулсенчи 80 ача финанс пĕлĕвĕ илет. Нумаях пулмасть вĕсем çĕршыври ырă кăмăллăх юхăмĕсен аталанăвне тишкернĕ. Этемĕн ĕçлесе илнĕ укçапа тĕрĕс усă курмалли, паллă меценатсен тĕслĕхне шута илсе ыр кăмăллăх юхăмне тӳпе хывмалли пирки те калаçаççĕ.
Пĕрлешӳ йывăр чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Волонтерсем инкеке лекнĕ çемьесене йывăрлăхра алă параççĕ. Акă Канашра пурăнакан 3-ри Елисей сывă çуралнă. Тăванĕсем ача ӳснĕçемĕн япăх илтнине сиснĕ. Чăнах та, унăн сывлăхĕ кашни кун хавшаса пынă. Арçын ача тантăшĕсемпе тан аталанайман. Тухтăрсем 113810 тенкĕ тăракан аппарат туянма сĕннĕ. Елисейăн çывăх тăванĕсем волонтерсенчен пулăшу ыйтнă. Аппарат тăхăнтартсан ача тĕлĕннипе шăпланнă. Урама тухсан амăшне алăран тытнă та: «Машинăсен сассине илтетĕн-и?» — тесе ыйтнă. Амăшĕ савăннипе куççульленнĕ. Елисей ăслă, ырă чунлă ача, ташлама, юрлама кăмăллать.
Шупашкарта пурăнакан 13-ри Даша Кондратьева ура çине тăма, чупма ĕмĕтленет. Хĕрача йывăр чирпе кĕрешет. Ĕмĕтне çывăхлатас тесе унăн реабилитаци витĕр тухмалла. Çакăн валли сахал мар укçа кирлĕ. Волонтерсем тăрăшнипе сиплев валли 70200 тенкĕ пухнă.
«Ырăлăх тĕнчи» пĕрлешӳ пурне те пулăшма тăрăшать. «Пире аякранах паллама пулать. Хĕрлĕ тĕслĕ куртка е ветровка тăхăннă волонтерсене курсан шикленмесĕрех пырăр. Çын нуши пирки те пĕлтерме пултаратăр. Пĕрлешӳ ӳсех пырать, пире ыркăмăллăхçăсем тата кирлĕ», — пĕтĕмлетрĕ Татьяна.
www.hypar.ru Vk.com сайтри сăн ÿкерчĕксем
Ольга КАЛИТОВА.
Комментари хушас