Газа сÿнтернĕ-и, электрохатĕре розеткăран кăларнă-и?

12 Раштав, 2024

МЧС ĕçченĕ Владимир Ильин килтен тухас умĕн йăлт тĕрĕслет

Владимир Ильин МЧСра 17 çул вăй хурать, çав шутран 12-шне — надзорта. Çак ĕçе вăл инкеке лекнĕ çынсене пулăшас килнĕрен суйланă. Халĕ Владимир Геннадьевич Канаш хулинчи тата Канаш округĕнчи надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн ертÿçинче вăй хурать.

Пушар надзорĕнче ĕçлес тенĕ

«9-мĕш класра вĕреннĕ чухне кам пуласси пирки шухăшлаттăм. Пушарнăйсен ĕçĕ илĕртетчĕ. Пирĕн çемьере ку профессипе никам та ĕçлемен. Çывăх çыннăмсем тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Атте Геннадий Николаевич ĕмĕрĕпех токарьте ĕçленĕ, анне Валентина Петровна — çĕвĕçĕре, — калаçăва пуçларĕ Владимир Ильин. — Пушар надзорĕнче ĕçлеме палăртрăм. Вут-çулăм ан тухтăр тесен чи малтан хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма вĕренмелле. Пушар надзорĕнче шăпах çак енпе çынсемпе профилактика ирттереççĕ. Вĕренÿ вĕçленсен инспектора вырнаçма шухăшларăм».

Владимирăн ачалăхĕ Шупашкарта иртнĕ, 62-мĕш шкулта ăс пухнă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă, математика, физика тата физкультура унăн чи юратнă предмечĕсем пулнă. Аттестат илсен вăл Раççей МЧСĕн Ивановăри Пушарпа çăлав академине вĕренме кĕнĕ. Унтан шалти служба лейтенанчĕн званипе вĕренсе тухнă.

«Тĕп управлени комиссийĕнче мана тĕрлĕ должноç сĕнчĕç. Эпĕ инспектор пулас терĕм. Çапла Шупашкарти Мускав районĕн надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Унтан 3 çул аслă инспекторта вăй хутăм. Каярахпа Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕнче аслă инспекторта ĕçлерĕм. Пĕлтĕр Канаш тăрăхне çамрăк ĕçченсемпе опытпа пайланма ячĕç, ертÿçĕ çумĕ пулма сĕнчĕç», — малалла калаçрĕ шалти служба подполковникĕ.

Çулталăкран, ĕçре лайăх кăтартăвĕсемпе палăрсан, Владимир Ильина уйрăм ертÿçин должноçне шаннă. «Яваплăха туйса тăрăшатпăр. Уйрăмра мансăр пуçне тепĕр 5 çын ĕçлет. Коллектив туслă. Çамрăксем те пур. Хăшĕ-пĕри çартан таврăннă хыççăн вĕренет, çав вăхăтрах ĕçлет. Пирĕн коллективра хĕр те пур. Çамрăксене илтме, канашпа пулăшма тăрăшатăп», — ĕçри самантсем çинче чарăнса тăчĕ Владимир Ильин.

Ĕçе хаваспах çÿрет вăл. Çынсене инкекрен хăтарасси — унăн тĕп тивĕçĕ. Ĕçтешĕсем ăна хавхалантарсах тăраççĕ: çамрăксем кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ.

Пушар службинче ĕçлекенсем яланах стройра. Çынсем уявра каннă вăхăтра вĕсен ĕçлеме те тивет. «Праçниксенче çынсем пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслетпĕр, профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Шăпах уявсен вăхăтĕнче пушарсен шучĕ самай ÿсет. Çавăнпа ун чухне уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатпăр. Канмалли кунсенче чаçре дежурнăй дознаватель ĕçлет. Вăл шăнкăравсем пулсан вырăна тухать, пушар сăлтавне тĕпчет», — ĕçри самантсемпе малалла паллаштарчĕ Владимир Ильин.

Профилактика ĕçĕсем ирттернин кăтартăвĕсем пур тесен те юрать. Республикăра кăçал 1330 пушар алхаснă, пĕлтĕр — 1407. Канаш хулипе Канаш округĕнче кăçал ку таранччен «хĕрлĕ автан» 98 хут ташланă, пĕлтĕр çак тапхăрта — 108 хут. «Канаш округĕнче 75 пин çын патнелле пурăнать. Вĕсемпе пуринпе те профилактика калаçăвĕ, паллах, ирттерме май çук. Социаллă сетьсенче памяткăсем вырнаçтаратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе электрон табло çинче, республикăри пичет кăларăмĕсенче, телевиденипе радиора паллаштарма тăрăшатпăр. Çавăн пекех управляющи компанийĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсенчи информаци стенчĕсем çинче памяткăсем вырнаçтарма калаçса татăлтăмăр. Халăх ăнланни сисĕнет. Пушарсен шучĕ сахалланни савăнтарать. Анчах эпир тимлĕхе çухатмастпăр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Владимир.

Вутă пăрахнă та…

Владимир Ильин хăйĕн çемйине те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтать. Электрохатĕрсене розеткăран кăларнă-и, плита çинчи çулăма сÿнтернĕ-и — килтен тухас умĕн йăлтах çаврăнса тухать. Çакна вăл шкулта вĕреннĕ чухнех хăнăхнă. «Атте-анне те пире, ачасене, асăрхаттарса тăнă, шкулта та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалли пирки вĕрентетчĕç», — терĕ шалти службăн подполковникĕ.

Владимир Ильин юсавсăр оборудованисене пула пушар тухма пултарассине тепĕр хутчен асăрхаттарчĕ: «Асăрханулăх пирки манмасан пурлăха тата пурнăçа упраса хăварма пулать. Шел те, кашни çулах кĕркунне тата хĕлле, кил-çурта хутса ăшăтмалли тапхăрта, пушарсен шучĕ ÿсет. Чылай чухне инкек-синкек çынсем çак тапхăра яваплăха туйса хатĕрленменрен е электрокăмакапа усă курнă чухне тимлĕ пулманран сиксе тухать. Кăмака хутнă, электрокăмакапа усă курнă чухне мĕн пирки манмалла мар-ха? Чи малтанах мăрьене, кăмакана хăрăмран тасатмалла, çурăлнă вырăнсене тăм сĕрсе хупламалла, шуратмалла. Хутнă кăмакана тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Çирĕп асăрхаттарсах калатăп: çул çитмен ачасене мунча хутма шанмалла мар. Хăшĕ-пĕри пÿлĕме ăшăтас тесе электрокăмакапа усă курать. Кун пек чухне те пушар тухас хăрушлăх пысăк. Ун çине йĕпе тумтир çакма, ăна хыпса илме пултаракан япала çывăхне лартма юрамасть.

Асăрханмасан мĕнле инкек пулма пултарнине тăвансене те ăнлантаратăп. Вĕсене пушар вырăнĕсенче тунă сăн ÿкерчĕксене кăтартатăп. «Манпа кун пекки пулмастех», — тесе алă сулмалла мар. Электропралуксене куллен пăхса, юсаса тăмалла. Çывăрма выртсан телефона розеткăран кăларма манмалла мар. Газ оборудованийĕпе усă курма пĕлмен çынсене, уйрăмах ачасене, ун патне пыртармалла мар. Пÿлĕме газ шăрши тухсан газ оборудованине часрах сÿнтермелле, пÿлĕме уçăлтармалла. Пĕр тăхтамасăр кун пирки авариллĕ газ службине пĕлтермелле», — асăрхаттарчĕ Владимир Геннадьевич.

Ытларах чухне пушар электрооборудовани юсавсăр пулнăран, кăмакапа, электрохатĕрпе усă курнă чухне асăрхануллă пулманран тухать. «Нумаях пулмасть пĕр ялта пушар пулчĕ. Тивĕçлĕ канури арçын каçхине арăмĕ мунча кĕрсе тухнă хыççăн кăмакана татах вутă пăрахнă. Анчах пÿрте кĕрсен кун пирки манса кайнă — çывăрма выртнă. Арăмĕ те çывăрса кайнă. Арçын çĕрле вăрансан мунча пирки аса илнĕ. Вăл кăмака алăкне хупман иккен, кăвар урайне ÿкнĕ те çунма пуçланă. Телее, арçын пушара вăхăтра асăрханă, çавна май вут-çулăм хуралтăсем çине куçма ĕлкĕреймен. Унпа профилактика калаçăвĕ ирттертĕмĕр», — аса илчĕ Владимир Геннадьевич.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем округ администрацийĕсен специалисчĕсемпе пĕрле тăтăшах профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Шкула та, ача сачĕсене те çитеççĕ. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене тимлĕх уйăраççĕ. Нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесен килĕнче пушар тухнине систерекен ятарлă хатĕр вырнаçтараççĕ. «Кун пек хатĕре хула е округ администрацийĕ кăна вырнаçтарма пултарать. Анчах ултавçăсем те тĕлĕрмеççĕ, укçалла лартса пама шантараççĕ. Çавăнпа тимлĕ пулма ыйтатăп», — асăрхаттарчĕ шалти служба подполковникĕ. МЧС тытăмĕнче вăй хуракансем пурне те килте кун пек хатĕр вырнаçтарма сĕнеççĕ. Вăл тĕтĕмсĕрĕм тухсанах сасă парать.

МЧС ĕçченĕсем пушар вырăнне çитсе сăлтавне тĕпчеççĕ. «Чи малтан хăш вырăн ытларах çуннине пăхатпăр, ăна кура инкек сăлтавне пĕлме пулать. Вут-кăвар хăйĕн йĕрне тимĕр е йывăç çинче хăварать. Пысăк пушар пулсан лаборатори ĕçченĕсене чĕнетпĕр. Çурт-йĕре такам чĕртсе янă та тарнă-и е электрохатĕр юсавсăр пулнă-и — сăлтавне ятарлă оборудованипе усă курса палăртаççĕ», — ĕç вăрттăнлăхĕсене уçрĕ Владимир.

Кăçал Владимир Ильин «Раççей МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕршыв шайĕнчи кун пек пĕлтерĕшлĕ конкурса вăл пĕрремĕш хут хутшăннă. «Жюри пушарнăйсем халăхпа, предпринимательсемпе мĕнле профилактика ĕçĕсем ирттернине, хамăрăн ĕçе МИХсенче çутатнине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки çынсене пĕлтернине шута илнĕ, çаксем пушар шутне чакарассине мĕнле витĕм кÿнине хакланă. Чăннипе, 2-мĕш вырăн йышăнасса шанманччĕ», — савăнăçне пытармарĕ Владимир Геннадьевич.

Пушă вăхăтра вăл футболла выляма юратать, бассейна ишме çÿрет. Спортсăр пурăнаймасть. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл футболсăр пуçне çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Халĕ те пушарпа çăлав чаçĕсен хушшинче ирттерекен ăмăртусене хутшăнать.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.