- Чăвашла верси
- Русская версия
Çын шăппăн путать, пулăшу чĕнсе ĕлкĕреймест
Çăлавçăсем асăрхаттарса тăрсан та кăçал шывра инкек çине инкек пулчĕ. Статистика савăнтармасть: çак уйăх пуçламăшĕнче 11 çын путса вилнĕ, çав шутра — 3 ача.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмаллине хытарсах каланă. Çав вăхăтрах вăл республикăри шыв объекчĕсенче çăлавçăсен службин ĕçне тĕрĕслеме хушнă, шыва кĕмелли вырăнсенче хушма мерăсем йышăнмаллине, хăрушсăрлăх ĕçне волонтерсене те явăçтармаллине палăртнă.
Çулла пуçланчĕ кăна. Шывра вара ачасем те путрĕç. Çакна кура ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче 16 çултан кĕçĕнрех ачасене аслисемсĕр шыва кĕме чаракан мерăна ырланă. Ку — питĕ кирлĕ. 2021-2023 çулсенче Чăваш Енре 21 ача шывра путса вилнĕ.
Инкек ан пултăр тесе МЧС ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсемпе пĕрле эпир те, журналистсем, çула тухрăмăр.
Атăлта кимĕпе ярăнакан чылай. Рейд вăхăтĕнче тĕрĕслекенсем темиçе катера тата квадроцикла чарчĕç. Çăлавçăсем водитель прави пуррипе çуккине, катерсемпе квадроциклсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнипе тухманнине, çăлав жилечĕсем çителĕклĕ пулнине тĕрĕслерĕç. Çакă савăнтарать: шыв мотоциклĕпе ярăнакансен хушшинче йĕркене пăсакансем çултан-çул сахалланаççĕ.
«Чăваш Республики юхан шывсемпе, пĕвесемпе тата кӳлĕсемпе пуян. Эпир патрульсене тухнисĕр пуçне ачасене шыв çинче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтеретпĕр. Республикăри пĕтĕм шкулпа çыхăнса ĕçлетпĕр. Çавăн пекех лагерьсенче, университетсенче, колледж-техникумра шыв çинчи хăрушсăрлăх енĕпе занятисем ирттеретпĕр. Аслисемпе вара предприяти-организацире тĕл пулатпăр. Çавăн пекех эпир çулсеренех «Ишме вĕрен» акци йĕркелетпĕр. Шăпăрлансене ишме пĕлни кирлĕ пулнине ăнлантаратпăр», — пĕлтерчĕ РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ГИМС центрĕнче вăй хуракан Сергей Аршинов.
Çăлавçăсем Шупашкарти Тĕп, Афанасьев, Çĕнĕ сала пляжĕсене тата Атăл леш енне çитсе килчĕç, шыв хĕрринче канакансене асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç, буклетсем валеçрĕç.
Хăрушсăрлăх йĕрки ансат: ятарласа хатĕрленĕ вырăнти буйкăсенчен шаларах иртмелле мар, ӳсĕр чухне шыва кĕме юрамасть, аслисен ачасене куçран вĕçертмелле мар. Çаксене пăхăнмасан инкек сиксе тухасси те инçех мар. РФ МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пай ертӳçи Герман Майков пляжра канакансене ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çеç шыва кĕме юранине ăнлантарчĕ. «Кăçал республикăра 10 пляж хатĕрленĕ, унсăр пуçне округсенче 138 вырăн пур», — пĕлтерчĕ вăл. Çулла малалла пырать, шăрăх кунсем сахал мар пулĕç. Çуллахи кунсем лăпкă та савăнăçлă иртсе кайччăр тесен специалистсен сĕнĕвĕсене асрах тытмалла, кашни çын шыв хĕрринче тимлĕ пулмалла. «Шăрăх кунра çыран хĕррине çитсен чи малтанах тарланă кĕлеткене шыв температурине майĕпен хăнăхтармалла, тӳрех шыва чăмма васкамалла мар», — асăрхаттарчĕ Герман Майков. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шыв çинче 14 инкек пулнă, 13 çын путса вилнĕ. Иккĕшне çăлса хăварма пултарнă. Маларах каларăм ĕнтĕ: 11-шĕ — ку уйăхра. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку кăтарту 33,3% пысăкрах. Инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен: ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ, ӳсĕр чухне шыва чăмнă... Ачасем вара ытларах чухне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлсан шывра путаççĕ. Пĕр тĕслĕхех илер. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕмĕрлĕре тата Çĕрпӳ тăрăхĕнче икĕ арçын путса вилнĕ. Вĕсем юраман вырăнта ӳсĕрле шыва чăмнă.
Анчах ятарласа хатĕрленĕ пляжсенче те асăрхануллă пулмалла. Ытларах чухне çынсем шывра шăппăн путаççĕ, пулăшу чĕнсе кăшкăрса, алăпа хăлаçланса ĕлкĕреймеççĕ. Юнашарти çын та унпа инкек сиксе тухнине ăнланса юлаймĕ тен. Ав çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Тĕп пляжра пысăк инкек сиксе тухнă: 13 çулти хĕрача путса вилнĕ. Инкек 16 сехетре пулнă. Ача пляжа амăшĕпе, тăванĕсемпе килнĕ, анчах тахăш самантра шыв айне кайнă — аслисем ăнланса та ĕлкĕреймен. Хĕрачана часах тупайман, ăна васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем те çăлса хăварайман...
Тепĕр инкек çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускав çыранĕнче пулнă. 2009 тата 2010 çулсенче çуралнă арçын ачасем юраман вырăнта шыва кĕнĕ. Çăлавçăсем шывран кăларнă тĕле вĕсем сывлама пăрахнă, тухтăрсем вĕсен чĕрине ĕçлеттерсе ярайман. Халĕ прокуратура ку тĕслĕхсем тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерет.
Çак кунсенче каллех хурлăхлă хыпар пĕлтернĕ: çăлавçăсем Шупашкар тăрăхĕнчи Самуккасси ялĕнчи пĕверен 38 çулти арçыннăн виллине кăларнă. Вăл Шăнкас çынни пулнă. Çав кунах Улатăр округĕнчи Алтышево сали çывăхĕнчи пĕвере 1981 çулта çуралнă арçын путса вилнĕ. Вăл унта Вăрмар округĕнчен стройкăна ĕçлеме килнĕмĕн. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Тĕп пляжра водолазсем арçынна шыранă. Вăл çур çĕр иртни 1 сехетре Атăла кĕнĕ те çухалнă. Юрать-ха, ку лайăх хыпарпа вĕçленнĕ. 71 çулти арçын Атăл урлă ишсе каçма шутланă иккен. Леш енне çитсен çула май килекен машинăна ларса киле чиперех çитнĕ.
Хăвăра упрăр! Астăвăр: шывăн турачĕ çук.
Комментари хушас