- Чăвашла верси
- Русская версия
Çитĕнӳ çулĕ çăмăл мар
Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа каччи Василий Кириллов 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне кире пуканĕн секцине çырăннă. Анатолий Кириллов тренер пуçласа тимĕр снаряд тыттарнă. Кайран ăна спортăн ку тĕсĕ питĕ кăсăклантарнă.
Çитĕнӳ çулĕ çăмăл мар. Кĕлетке тĕрекленсе çитеймен чухне малтанхи вăхăтра ачана йывăр пулнă. «Тĕрĕссипе, шкулти спортзалта арçын ачасен хушшинче эпĕ кире пуканне чи сахал çĕклекенниччĕ. Ăмăртура та выляса янă. Ума тĕллев лартрăм: кăтартупа тус-юлташа хăваласа çитсе каймасăр лăпланмастăп. Çине тăрса хатĕрлентĕм. Йăлтах пăрахăçласа ĕмĕте пăчлантарас патне çитнĕ самантсем пулман мар. Ун пек чухне малалла аталанни мĕн пани пирки шухăшламалла. Парăнсан çавна йăлтах çухататăн», — каласа пачĕ Василий. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн /халĕ аграри университечĕ/ студенчĕ пулсан Чăваш Енри чи вăйлă тренер Борис Глинкин патĕнче хатĕрленме тытăннă. Вĕренӳ хыççăн вăл тренировкăна чупнă. «Икĕ кун спортзала каймасан ура хăех унталла утатчĕ, темскер çитмест пек туйăнатчĕ. Алă кире пуканĕ ыйтрĕ. «Тимĕр чирĕ» темелле-тĕр ăна», — терĕ хăйĕн пурнăçне кире пуканĕсĕр курман çамрăк. Василий «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен кире пуканĕн турнирне темиçе çул хутшăнса парнеллĕ вырăнсене йышăннă. 18 çулта вăл Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. 2021 çулхи çурла уйăхĕнче ăна спорт мастерĕн свидетельствине панă.
СĂМАХ МАЙ
«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççей турнирĕ çитес канмалли кунсенче, юпа уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче, Шупашкарта Маунтинбайк центрĕнче (Мускав проспектĕнчи 38В çуртра) иртет. Уяв савăнăçлă лару-тăрура шăматкун 14:30 сехетре уçăлать. Ăмăртусем 10:00 сехетре пуçланаççĕ.
Комментари хушас