ЧР Ĕçлев министерстви «Тухăçлă регион» проектпа килĕшӳллĕн тивĕçекен пулăшусен ĕçĕ-хĕлне оптимизацилет

5 Çурла, 2021

Чăваш Ен Правительстви ĕç тухăçлăхне ӳстерес, производство ĕçĕ-хĕлне оптимизацилес тĕллевпе «Росатом» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле «Тухăçлă регион» проект пурнăçлать.
Çавнашкал проектсенчен пĕри — «Çынна ĕçпе тивĕçтерекен службăн органĕсенче ĕçсĕр пек регистрацилессине оптимизацилесси». Ăна Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви пуçарнă.

«Унччен çынсен учета тăрас тесен ĕçпе тивĕçтерекен службăна çитмелле пулнă. Халĕ çакна килтен тухмасăрах, «Работа в России» порталта, тума пулать. Ку вăхăта та, укçа-тенке те перекетлет», — палăртнă ĕçлев министрĕн заместителĕ Александр Колесников.

Проектпа килĕшӳллĕн çынсем ĕçпе тивĕçтерекен центрта 55 минут вырăнне 10 минут çеç ирттерĕç. Унта иккĕ мар, пĕр хут кăна çитмелле пулĕ.

Çапла ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансен пушă вăхăт тупăнĕ. Вĕсен граждансемпе ĕç сĕнекенсемшĕн меллĕ çĕнĕ сервиссем хута ямашкăн май пулĕ. Апла тăк çакна тума урăх кадрсене илĕртме тивмĕ. Çапла Шупашкарта ĕç сĕнекенĕн профильлĕ пӳлĕмĕ алăкĕсене уçрĕ. Унсăр пуçне çамрăк кадрсен центрне хута ярасшăн. Унта çамрăк специалистсем малашне тухăçлă ĕçлемешкĕн кирлĕ майсем тупĕç.

www.hypar.ru

Реклама.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.