Çамрăксен хаçачĕ 9 (6459) № 09.03.2023

9 Пуш, 2023

Тĕлĕкре те тумтир коллекцине çĕлет

Унăн хăйне евĕр, чăваш культурин пуянлăхне кăтартакан ĕçĕсене тĕрлĕ халăх çыннисем пысăк хак параççĕ. Шупашкарти Екатерина Ефимова тантăшĕпе пĕрле чăвашсен тумтирĕпе капăрлăхĕн коллекцине хатĕрленĕ. Пĕлтĕр пике Дельфи вăййисене хутшăнса «кĕмĕл» медаль çĕнсе илнĕ.

Еврази конкурсне те хутшăннă «Эпĕ тĕп хулари 2-мĕш шкулта вĕрентĕм, çитĕнӳсене шăпах унта тума тытăнтăм тесен те йăнăш мар. Сильва Арсентьева учитель сĕннипе технологи предмечĕпе олимпиадăна хутшăнтăм. Вăл уроксенче манăн ал ĕçĕпе аппаланас туртăм пуррине асăрхарĕ. Хам астăвасса, эпĕ 5 çултанпах çĕлетĕп. Аннене пукане валли çĕнĕ кĕпе çĕлесе пама йăлăнаттăм. «Акă пусма, йĕппе çип, манăн вара ĕçе каймалла», — тетчĕ çывăх çыннăм. Ача чухне пукане валли япала çĕлеттĕм пулсан халĕ — хам валли. Малтан аннен çĕвĕ машинипе ĕçлеттĕм, кайран çĕннине туянма тиврĕ. Килте пĕр шкап пусма манăн. Сильва Сергеевна çул уçса пынипех Шупашкарти ӳнер училищине вĕренме кĕтĕм, Ольга Голованева педагог патне лекрĕм. Ольга Ивановна мана олимпиадăрах асăрханă. Ун чухне вăл жюри председателĕччĕ, хăйсем патне вĕренме кĕме йыхравларĕ. Эпĕ ӳнер шкулне çӳремен, начартарах ӳкеретĕп пулсан та училище студентки пулса тăрайрăм», — аса илчĕ халĕ 3-мĕш курсра ăс пухакан пике. Вăл «Театрпа декораци искусстви» специальноçе алла илет. Дипломлă пулсан хĕр театр костюмĕн художникĕ е тумтир дизайнерĕ, е çĕвĕç пулса ĕçлеет. Хальлĕхе Катя хăш çулпа утассине татăклăн палăртман-ха: унăн дизайнер пулма та, театрта ĕçлеме те туртăм пур. Çамрăкскер Чăваш патшалăх оперăпа балет тата Вырăс драма театрĕсенче практика тухса опыт пухать. Премьера вăхăтĕнче çĕвĕçсемпе декораторсем ĕлкĕрсе пырайманни те пулкалать. Ун пек чухне студенткăсем вĕсемшĕн «васкавлă пулăшу» пекех. «1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне студентсем çĕвĕ ĕçĕпе çывăхрах паллашаççĕ. Манăн вăл вăхăтрах ку енĕпе опыт çителĕклĕччĕ ĕнтĕ. Ольга Голованева мана хамăн коллекцие çĕлеме сĕнчĕ, хăй те пулăшрĕ. Вăл «Птица дивная» ятлă. 2021 çулта ку ĕçпе наци костюмĕн «Этно-Эрато» Еврази конкурсне хутшăнма тӳр килчĕ. Манăн коллекци ирĕклĕ кайăк, тӳпе сăнарне уçса кăтартать. Ольга Ивановна студентсене кашни çул тĕрлĕ коллекци çĕлеттерет. Пурте пĕрле аппаланатпăр. Педагог яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать. Кашни тумĕ расна, пĕр пеккисем çук. Эпир тĕрлĕ костюмпа паллашатпăр: аваллăхран пуçласа паянхи кунччен, чăвашсен, вырăссен тата ытти халăхăн… Çаксем тăрăх коллекцисем хатĕрлетпĕр те», — занятисем мĕнле иртнине каласа кăтартрĕ студентка. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Салтаксем патне тепĕр фура кайнă

Халăх фрончĕн хастарĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли кирлĕ япаласем пухса ăсатаççĕ. Укçа-тенке «Пĕтĕмпех — Çĕнтерӳ валли» проектпа килĕшӳллĕн пуçтараççĕ.

Нумаях пулмасть чăваш салтакĕсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ кайнă. 30 тонна таякан тиев тултарнă фура çула тухнă. Дмитрий Ильин усламçă хăйĕн «Нива» машинине юсаса çар операцийĕ пыракан вырăна ăсатнă. «Машина çĕнĕ мар, çапах лайăх чупать. Май килнĕ таран салтаксене пулăшатпăр», — тенĕ вăл. Кузовсене юсакан предпринимательсем чăрмавлă вырăнта çӳреме пултаракан УАЗ туяннă. Вĕсем ăна малтан ятарласа çар операцийĕ валли хатĕрленĕ, техника ан чăхăмлатăр, вăл пирĕн салтаксен пурнăçне упрама пулăштăр тесе тăрăшнă. Унпа пĕрле саппас пайсем, кустăрмасем ăсатнă. Фурăна машинăсемсĕр пуçне 25 кăмака тиенĕ. Вĕсене те республика çыннисем хатĕрленĕ. Ытларахăшĕ — Елчĕк округĕнчи предпринимательсем. Çав «буржуйкăсем» çинче апат пĕçерме, тумтире типĕтме, ун тавра ларса ăшăнма май пур. Урапа-прицеп, хăватлă генератор, жилетсем, çирĕп перчеткесем, эмелсем… Çаксене те фурăна тиесе янă. Гуманитари пулăшăвĕ йышĕнче салтаксен кăмăлне хăпартмалли япаласем те пур: чей, канфет, пыл. Вĕсен чунне ăшăтаканнисем вара — ачасен çырăвĕсем. 30 тонна таякан тиевпе çула тухнă фура Чăваш Енрен мобилизаципе, хăйсен ирĕкĕпе, контракт çырса кайнă салтаксем патне çитĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Вăл юрра-ташша ăста пулнине çынсем хăнара асăрханă

Шупашкар округĕнчи Котеркассинчи фольклор çурчĕ çумĕнче ĕçлекен халăх пултарулăхĕн «Шортан» ушкăнĕ сцена çинче чăвашсен мĕнле кăна йăли-йĕркипе паллаштарман-ши? Вырăнти артистсем салтака ăсатнине, туя, улах ларнине республикăн тĕрлĕ ял-хулинче кăна мар, регион тулашĕнче те кăтартнă. Питĕрти Акатуйра, Тутарстанра иртекен Уявра вĕсем туй йăли-йĕркине кăтартса халăх кăмăлне хăпартнă. Аксу районĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн Котеркассине «Мир» каналтан «Чикĕсĕр юрату» кăларăм ӳкерме килнĕ.

Виçĕ кун çывăрман

2005 çулта тивĕçнĕ «фольклор çурчĕ» статуса тӳрре кăларассишĕн унăн ертӳçи Надежда Михайлова ырми-канми тăрăшать. Котеркассинчи культура вучахне хĕмлентерессишĕн, вырăнти пуянлăха упраса хăварассишĕн 42 çул вăй хурать. Ялан ĕçлĕ те вăл — хăй 70 çула çитнине ĕненес килменнине каларĕ. — Хальхи вăхăтра ялсенче ытларах аслăрах ăрури çынсем пурăнаççĕ. Пирĕн ялта та, тĕп хуларан инçе мар пулин те, çавнашкалах. Тивĕçлĕ канурисен пурнăçне пуянлатас, кĕмĕл ӳсĕмре вĕсене ватлăх «çăпанĕсем» çинчен мантарас тесе кам тăрăшĕ? Паллах, культура ĕçченĕсем. Чăнах та, фольклор çуртне çул такăрлатакансем хăйсен çулĕнчен çамрăкрах курăнаççĕ пек. Савăк кăмăл сывлăха ырă витĕм кӳнине ăсчахсем те çирĕплетеççĕ-çке-ха, — палăртрĕ пирĕн тĕпеле килме ерçейнĕ Надежда Николаевна. Пандеми пуçланичченхи 2019 çул Котеркассисемшĕн мероприяти енчен питĕ пуян пулнă. Утă уйăхĕнче Тутарстанри Уява çитсе килнĕ вĕсем. Çавăн чухне «Мир» телеканал кураторĕсем Раççейри, Европăри тĕрлĕ халăхăн туй йăлипе паллаштаракан «Чикĕсĕр юрату» валли сюжет ӳкерме сĕннĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче пултарулăх ушкăнĕ килсе те çитнĕ. Çĕр çывăрман виçĕ каçа Котеркассисем нихăçан та манмĕç ахăртнех. Ара, ӳкерӳ çур çĕр иртни 2-3 сехетченех пынă. — Халăх йăли-йĕркине кăтартнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Пире сценарипе маларах паллаштармарĕç. Капла йăнăшсем те сахалрах пулĕччĕç. Çапах май пур таран улшăнусем кĕртрĕмĕр. «Çĕнĕ çын» шыв çулĕ уçма кайнине кăтартрăмăр. Хĕрсем мунча кĕнине те кăтартасшăнччĕ вĕсем. Туй умĕн çăвăнса тасалакансен çаппа-çарамасах пулмалла иккен, вĕсене чӳречерен ӳкеретпĕр терĕç. Паллах, ун пеккинче ӳкерĕнме никам та килĕшмерĕ. Кайран телевизорпа пăхрăмăр та — таçтан касса кăларса çара купарчаллă пикесене çав-çавах чиксе хунă! Кăларăма хатĕрленекенсен монтаж тунă чухне пирĕнпе канашламаллах пулнă ĕнтĕ. Кадрсене пĕлнĕ-пĕлмен касса сыпсан йăла-йĕркен тĕшши пăсăлма пултарать-çке-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ анонсра: «Чăваш каччине туй умĕн мĕншĕн кĕлете хупаççĕ?» — тени хăшĕ-пĕрин хăлхине тӳрех тăрăннă. Фольклористсем кун пеккине пушшех те хăвăрт асăрхаççĕ. Кăларăма хатĕрлекенсем качча мар, çĕнĕ мăшăра хĕве хупнине шута илмен, — кăмăла кăшт хуçнă вак-тĕвекшĕн те яваплăха туять ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Михайлова.

«Ача чăкăчĕпе» грант çĕнсе илнĕ

Шыв çулне уçас йăла тури чăвашсен туйĕнче çеç пур. Надежда Николаевна хăй Çĕрпӳ районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ӳснĕ. Котеркасси йĕкĕтне качча тухсан туй хыççăнхи кун хăй те çăл патне утнă. «Шыв пуçне» парне пани /тимĕр укçа хумалла/, тулли витре шыв ăсса виçĕ хутчен тӳнтерни ахаль-махаль вăйă мар. Анчах хальхи вăхăтра пĕрлешекен çамрăксенчен чылайăшĕ кунашкал йăлана пĕлменни Надежда Николаевнăна пăшăрхантарать. — Çитĕнекен ăрăва пирĕн халăхăн йăлисемпе паллаштарас килет. Çĕнĕ пӳрт ĕçкине епле ирттернĕ-ха? Ача çуралсан мĕнле йăла-йĕрке тунă? Салтака мĕнлерех ăсатнă? Çаксене çамрăксем пĕлччĕр тесе тăрăшатăп. Ялти кинемейсемпе шурсухалсем — пирĕн пулăшуçăсем. Вĕсенчен ыйтса çырса юлмалла. Йăла-йĕркене туса ирттернĕ чухне уйрăм юрă-такмак шăрантарнă, çавсене аса илмелле. Сăмахран, 2018 çулта пуçласа хамăрăн вăйпа «Ача чăкăчĕ» йăла кăтартрăмăр. Унта вырăнти «Хĕлхем» халăх театрĕпе «Шортан» фольклор ушкăнĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Ĕлĕк çуратас патне çитнĕ хĕрарăма больницăна ăсатма май пулман, ялти эпи-карчăкран пулăшу ыйтнă. Мунча хутса пепкене çавăнта çут тĕнчене килме пулăшнă. Пӳрте кĕрсен пепкене хĕрт-сурта йышăнтарнă, тимĕр карта «тытнă» сăпкана хурса сăпка юрри шăрантарнă. Малтанах вăрттăн ят /кайăк ячĕ/ хунă. Тăван-хурăнташĕ пухăнсан тин ачана ят панă. Эпи-карчăка ялти культура учрежденийĕн тусĕ Таисия Иссакова /85 çулта вăл халĕ/ çав тери ĕнентермелле вылярĕ. Кам мĕнле роле выляссине палăртнă чухне тӳрех тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ çак хĕрарăма куртăм. Авалхи йăла-йĕркене кăтартнине ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем те пысăк хак пачĕç. Çапла ăна уйрăм проект пек конкурса тăратса грант çĕнсе илтĕмĕр. Хавхаланса кайрăмăр, пĕлтĕр çĕнĕ ĕç, «Ĕне ырри çини», хатĕрлерĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Надежда Николаевна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Хăнана кайнă кун пурнăçне тĕпрен улăштарнă

«Эпĕ хама сăмах панăччĕ: 3 ачаран кая мар çуратăп», — терĕ пысăк çемье çинчен унчченех ĕмĕтленнĕ Марина Данилова. Халĕ вăл пиллĕкмĕш пепкине кĕтет.

Пĕрре курсах килĕштернĕ Марина хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ. Çакă та ăна нумай ача амăшĕ пулма хистенĕ-тĕр. Ашшĕпе амăшĕ 7 ачана пурнăç парнеленĕ, Марина — пиллĕкмĕшĕ. Николай Николаевичпа Галина Геннадьевна кашни тĕпренчĕкне тĕрĕс воспитани парассишĕн çуннă. Анчах пĕррехинче Патăрьел округĕнчи Еншик ялĕнче пурăнакан туслă та телейлĕ çемьене инкек килнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ 48-та чухне чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрĕн ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Марина ун чухне куçăм тапхăрĕнче пулнă — вăл 9-мĕш класс пĕтернĕ кăна. Ун хыççăнхи пĕртăванĕсем тата пĕчĕкрех: 11-те тата 9-та амăшĕсĕр юлнă. «Паллах, анне вилсен çăмăл килмерĕ. Аслисенчен хăшĕ-пĕри çемьеленме те ĕлкĕрнĕччĕ. Вĕсем аттене кĕçĕннисене пăхма чылай пулăшрĕç. Çывăх çыннăм кăçал 66 çул тултарчĕ. Чирлекелет те пирĕн пата час-часах килсе çӳреймест çав. Хамăрăн та хăнана сайра хутра çеç кайса килме май тупăнать. Атте ялта кĕçĕн ывăлĕпе тата кинĕпе пĕрле пурăнать. Халĕ вăл 20-мĕш мăнукĕ çураласса кĕтет. Пĕртăвансен кашнин 3-шер ача, манăн — чи нумаййи», — йăл кулса калаçрĕ 32-ри Марина. Вăл тăван ялти 9 класлă шкула пĕтерсен Патăрьеле вĕренме çӳренĕ, кайран Канаш хулинчи техникума çул тытнă. Çамрăкскер çĕвĕç профессине алла илнĕ. Шăп çавăн чухне вăл пĕрле ăс пухнă хĕрпе, Канаш округĕнчи Ачча ялĕнчи Людмилăпа, туслашнă. Пĕр кунхине /ку 6 çул каялла пулнă/ Марина ун патне хăнана кайнă. Çав кун унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă — хĕр Кольăпа паллашнă. Пĕрре курсах çуралнă юрату пулнă ку. 18-ти йĕкĕт те ăна тӳрех кăмăлланă. Икĕ уйăх телефонпа çыхăну тытнă хыççăн каччă савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма яла илсе килнĕ, Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илнĕ вĕсем. Унтанпа çамрăксем — пĕр çемье. Николай Маринăн пĕчĕк хĕрне те хăйĕнни пек йышăннă. 8 çулти Любовь халĕ Ачча ялĕнчи шкулта 2-мĕш класра вĕренет. «Пирĕн çемьере умлăн-хыçлăн Артемпа Ксения çуралчĕç. Вĕсем садике çӳреççĕ. Шкул та, ача сачĕ те ялтах пурри савăнтарать — таçта çӳремелле мар. Шăпăрлансене аталанма пулăшакан кружоксем çукки çеç кулянтарать. Ачасем юрлама, ташлама юратаççĕ. Ку енĕпе садикре вĕренеççĕ. Кайран килте тĕрлĕ юрă шăрантарса, ташласа çӳреççĕ, — каласа кăтартрĕ кил хуçи арăмĕ. — 5 уйăх каялла вара пирĕн Максим кун çути курчĕ. Эпĕ пĕчĕкскерпе килте ларатăп, выльăх пăхатăп. Халĕ пирĕн пĕр ĕне кăна, чăх-чĕп тытатпăр. Унччен 3 ĕне усраттăмăр, анчах чирлерĕç те пĕрне çеç хăвартăмăр». <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.