Çамрăксен хаçачĕ 6 (6456) № 16.02.2023

16 Нарăс, 2023

Видео ӳкерме юратни этноблогер пулма пулăшнă

Соцсетьри страницисенче чăваш культурипе çыхăннă видеороликсем вырнаçтаракан этноблогера Люссия Плотниковăна Мордва Республикинче иртнĕ блогерсен форумне те чĕннĕ. РФ Общество палатинче волонтерта тăрăшакан пике — «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелĕнче.

Весовщицăра ĕçленĕ — Люссия, санăн яту хăйне евĕр илемлĕ. Ăна кам суйланине ыйтса пĕлмесĕр пултараймастăп. — Кун пирки килтисенчен ыйтса тĕпченĕччĕ. «Хам та пĕлместĕп. Пуçа таçтан пырса кĕчĕ», — терĕ атте. Краснодар хулинче асаннен аппăшĕ пурăнатчĕ. Вăл — Люся. Эпĕ вара — Люссия. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ятăм килĕшместчĕ. Хама çынсенчен урăхларах пулнăн туяттăм. Халĕ вара кăмăла каять. Пирĕн çемьере хăйне евĕр ятлисем тек çук. 9-мĕш класра вĕренекен йăмăкăм — Елизавета. Эпĕ Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралнă, Патреккелти шкулта 4 класс вĕреннĕ. Кайран аттепе анне Елчĕкре хваттер туянчĕç те унта пурăнма куçрăмăр. — «Контактри» страницу çине эсĕ çапла çырнă: «Яланах «5»пе кăна вĕренеттĕм, анчах чăваш чĕлхипе йывăрлăхсем пурччĕ, «ĕ» тата «е» сас паллисене арпаштараттăм». — Чăнах та, «ĕ» тăррине лартма пĕлместĕм. Кайран, паллах, хăнăхрăм. Вăл вăхăтра часчасах вырăсла калаçаттăм. Шкул çулĕсенче эпĕ питĕ хастарччĕ. Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕтĕм. Ун чухне 8-мĕш класра вĕренеттĕм. Çавăн чухне районтан Шупашкара слета кайрăмăр. Унта пирĕн валли тĕрлĕ ăсталăх класĕ, семинар ирттерчĕç. Видео мĕнле ӳкермеллине те ăнлантарчĕç. Эпĕ шăпах ку ĕçе кăмăллаттăм. Асанне туянса панă сенсор телефонпа, камери начартарах пулсан та, ӳкереттĕм. Кушакăн, асаннен чунне мĕн чуль илмен-ши? /кулать. — Авт./ Вăхăт иртсен эпĕ юхăмăн лидерĕ пулса тăтăм. Кун хыççăн ман пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ те пĕлчĕ. Эпĕ ăна час-часах ӳкереттĕм, унăн ĕçне видеосенче кăтартаттăм. — Алăран телефон яманни сана чапа тухма пулăшнă эппин. — Шкулта вĕреннĕ вăхăтра больницăра волонтер пек тăрăшаттăм, МЧС ĕçченĕсене конкурс валли видеоролик те хатĕрлеме пулăшаттăм. Куншăн мана районти мĕн пур пушарнăй умĕнче медальпе чысларĕç. 11-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Тĕрлĕ депутатпа курнăçаттăм, видео ӳкереттĕм. Шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне заявлени пама кайрăм. Мана журналистика уйрăмĕн ертӳçи Анатолий Данилов тӳрех асăрхарĕ, пуян портфолиопа, çитĕнӳсемпе паллашнă хыççăн журналиста вĕренме сĕнчĕ. «Пире сан пек хастарсем питĕ кирлĕ», — тесе хавхалантарчĕ. Çапла ку уйрăма вĕренме кĕтĕм. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Камерăра кĕнеке вулаççĕ, шашкăлла выляççĕ

«Киле кайма хатĕр-и? — тимĕр алăк чĕриклетсе уçăлчĕ те йĕрке хуралçи пушмакне хăпăл-хапăл тăхăнакан çамрăк хĕрарăмран çапла ыйтрĕ. — Ну, кунта текех килмелле ан пултăр». «Килес марччĕ, çынсене те çакнах сунатăп», — тесе темиçе минут каялла кăна камерăра ларнă хĕрарăм куç умĕнчен çухалчĕ.

30 сехет ĕçлеменшĕн — 5 талăк Ку ӳкерчĕке Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче вырнаçнă ятарлă приемникра курма май килчĕ. Унта — административлă майпа арестленĕ çынсем. Иртнĕ эрнере ЧР ШĔМĕн Общество канашĕн представителĕсем — Роман Ефимов тата Татьяна Тимофеева — унта çитсе «Ырă ĕç. Ырă кĕнеке» акципе килĕшӳллĕн кĕнекесем парнелерĕç, арестантсен пурăнмалли условийĕсемпе паллашрĕç. «Эпĕ ятарлă приемникра сахал мар пулнă. Çынсем кĕнеке вуланине, ытларах романсем, сăвăсем шĕкĕлченине, пĕрмай кураттăм. Административлă майпа арестленисем патне пачăшкăпа пĕрле те çитсе курнă, православи кĕнекисем панă. Вĕсем валли право литератури çитĕлĕксĕр тесе шухăшларăм та хальхинче илемлĕ литература хайлавĕсене кăна мар, саккунсемпе паллаштаракан кĕнекесем те парнелес терĕм», — ăнлантарчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультечĕн доценчĕ Татьяна Тимофеева. Эпир пынă кун приемникра 27 çынччĕ /камерăсенче пурĕ 75 çын пурăнма пултарать/. Учреждени ертӳçи Антон Сивоконь палăртнă тăрăх, кунта ытларах арçынсем лекеççĕ. Çакна çирĕплетсе вăл хĕрарăмсен камерине ертсе кайрĕ. Унта икĕ çын çеçчĕ. Шăпах эпир кĕрсе тăнă чухне Ольга килне кайма хатĕрленетчĕ. Çамрăк хĕрарăмăн патшалăха 30 сехет ĕçлесе татмалла пулнă. Анчах вăл çакна пурнăçламан та ятарлă приемника 5 талăклăха лекнĕ. Татьяна вара ку вырăна штраф тӳлеменнипе çакланнă. «Кунта текех килес килмест», — терĕ çамрăкскер. «Эппин, сире çемйĕр патне часрах таврăнма, пурнăçра ăнăçу сунатăп», — палăртрĕ Роман Ефимов. Ятарлă приемникра çынсем 15 талăк таран лараççĕ. Камерăра унран та ытларах вăхăт ирттерекенсем пулкалаççĕ, анчах питĕ сайра. Хăйĕнпе Евгений тесе паллаштарнă арçын кунта 20-мĕш кун ларнине пĕлтерчĕ. Хайхискер укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мускава çул тытнă. Анчах унăн, йĕплĕ пралук леш енче пулнă хыççăн ирĕке тухнăскерĕн, республика тулашне тухса çӳреме ирĕк пулман. Йĕркене пăснăран халĕ вăхăта приемникра ирттерет. Условисем пирки ыйтсан арçын: «Мĕн кирлипе веçех тивĕçтереççĕ, тăраниччен апат çитереççĕ», — терĕ. Вăл çеç мар, хăш-пĕр камерăра пирус туртма та ирĕк параççĕ. Арестантсене кунне виççĕ апат çитереççĕ. «Питĕ тутлă пĕçереççĕ», — ӳпкелешмерĕ тепĕр камерăра ларакан, хăйĕнпе Александр тесе паллаштарнă арçын. Унăн та республика тулашне тухса çӳреме ирĕк пулман. Вăл йĕрке хуралне хăйĕн ятне палăртма 10 кун кайман та ăна арестленĕ. Приемникра вăхăта мĕнле ирттерни пирки ыйтсан: «Е уçăлса çӳретпĕр, е кĕнеке вулатпăр», — тесе кун йĕркипе паллаштарчĕ. Унпа пĕр камерăра ларакан Саша эпир кĕнĕ чухне шăпах кĕнеке вулатчĕ. «Эпĕ кунта пĕрремĕш хут лекрĕм. Çул-йĕр инспекторĕсем чарсан медосвидетельствовани тухма килĕшмерĕм. Çавăнпа 2 талăклăха хупрĕç», — ăнлантарчĕ çамрăкскер. Приемника лекнисем урамра кашни кун уçăлса çӳреççĕ. Вĕсен тăванĕсемпе, юлташĕсемпе телефонпа 15 минут таран калаçма ирĕк пур. Харпăр телефонпа та çыхăнăва тухма юрать. «Çынна арестлесен эпир унăн тăванĕсене кун пирки шăнкăравласа пĕлтеретпĕр. Çумра телефон çук тăк тăванĕсен килсе пама юрать. Унсăр пуçне апат-çимĕç илсе килме ирĕк пур. Анчах час пăсăлманнисене кăна йышăнатпăр», — ăнлантарчĕç учреждени ĕçченĕсем. «Пирĕн ӳпкелешмелли нимĕн те çук. Ӳт-пĕве пиçĕхтерес тесен камерăрах е урамра тĕрлĕ хускану, отжимани тума пулать. Душра, вăл уйрăм пӳлĕмре вырнаçнă, çăвăнатпăр», — условисем пирки ыйтсан пиллĕкĕн ларакан камерăри çынсем çапла каларĕç. Надзор йĕркине пăснă Артем /вăл вырăнтан тухса çӳременнине çирĕплетме йĕрке хуралне çур çул кайман/ вара камерăра телевизор вырнаçтарсан лайăх пулнине асăнчĕ. Учреждени ертӳçи Антон Сивоконь ăнлантарчĕ: юрамасть. «Часрах анне патне каясчĕ», — çакна илтсен çапла каларĕ каччă. Ятарлă приемникра библиотека та пур. Вăл пуянлансах пырать: нумаях пулмасть кунта пачăшкă килсе Çĕнĕ Халал парнеленĕ. Учрежденире ĕçлекенсем палăртнă тăрăх, административлă майпа явап тытакансем православи кĕнекисене хапăлласа йышăнаççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Тухтăрсем Шура нумай пурăнаймассине калатчĕç»

«Никам та пурнăçра çавăн чухлĕ хуйхă-суйхă чăтса ирттересси пирки шутламасть. Çын яланах çутă пуласлăха ĕненет. Анчах Турă унăн шăпине çураличченех çырса хурать пулинех», — калаçăва пуçларĕ Патăрьел округĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Марина Руссова.

Типĕ вăхăтĕнчи туй Марина та пысăк тĕллевсемпе пурăннă. Шкул пĕтерсе пĕр-пĕр професси алла илме, унтан çемье çавăрса ача-пăча çуратма, вĕсене ура çине тăратма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпи пач урăхла çаврăнса тухнă. Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнĕ-ха, анчах — урăхларах. Чăннипе, Маринăпа Олег пурнăç çулĕ çинче пĕр-пĕрне тĕл пулмасан та пултарнă. Олег — Иркутск облаçĕнче, Марина Чĕмпĕр облаçĕнче кун çути курнă. Иккĕшĕн те ашшĕпе амăшĕ ачисем çуралсан тăван тăрăха куçса килнĕ. Çапла шăпа тĕл пултарнă вĕсене. Марина Тури Туçа каччипе, салтакран таврăннă Олег Руссовпа, 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне паллашнă. Çамрăксен хушшинче юрату çулăмĕ ялкăшма тытăннă. Хĕр 18-а çитмен пулсан та ашшĕамăшĕ хирĕç каяйман. Çие юлнине пĕлсен пĕр шухăшламасăр туй тума калаçса татăлнă. Çапла тин çеç 16 çул тултарнă Маринăпа 24- ри Олег пĕр çемье пулса тăнă. Халĕ иртнине каялла тавăрас пулсан та вĕсем нимĕн те улăштармĕччĕç. Пĕр япалашăн çеç ӳкĕнеççĕ Руссовсем: туйĕ типĕ вăхăтĕнче, раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче, пулнă. «Нивушлĕ тепĕр эрне кĕтеймен эпир?» — теççĕ халĕ вĕсем. Пурнăçĕнчи пĕтĕм йывăрлăха çакăнпа çыхăнтараççĕ. Йывăрлăхĕ вара Руссовсен çителĕклех. Пĕрлешсен икĕ уйăхран йĕкĕреш хĕрачасем çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем валли Надя тата Вера ятсем ахальтен суйламан. Пĕчĕкскерсем çемьен пысăк шанчăкĕпе ĕненĕвĕ пулнă. Паллах, çамрăк амăшне йĕкĕреше пăхма çăмăл килмен. Ашшĕпе амăшĕ, хунямăшĕ, мăшăрĕ пулăшнипе Марина 11 класс пĕтернине ĕнентерекен аттестата алла илнех. Анчах пĕчĕк хĕрачасене çитĕнтериччен малалла вĕренме тăхтанă. Надьăпа Вера кăштах аталансан колхоза ĕçе çӳреме пуçланă вăл. Ялта ваттисен çуртне уçсан ăна унта ĕçлеме чĕннĕ. Хӳтлĕхсĕр юлнă ватăсем Маринăна пĕчĕк ачасем пекех туйăннă. Пурнăç хăйĕн еккипех чупнă. Йĕкĕреш хĕрсем шкула çӳреме пуçласан Руссовсем тепĕр тĕпренчĕке çут тĕнче парнелеме шутланă. Çавăн чухне пуçланнă та куççульсĕр иртмен кунсем. «Çие юлсанах хама йывăр туйма пуçларăм. Турă хĕрарăма ача çуратнă чухнехи йывăрлăха манмалла тунă теççĕ. Аслисене çуратнăранпа 15 çул çитетчĕ. Ача кĕтнĕ тапхăра манма та тытăннăччĕ. Çавăнпа малтанах çапла пулмаллах пуль тесе шутларăм. Анчах юлашки уйăхсенче ура ыратма тытăнчĕ, утаймиех пултăм. Тухтăрсем ача варта йĕркеллех аталаннине калатчĕç. Çапах çуратма Шупашкара яма шутларĕç. Ырра шантăм. Çуратма вăхăт çитсен йывăр пулсан та хулана илсе çитерчĕç. Унти тухтăрсем хам çуратаймассине каларĕç. Анчах вĕсен операци блокĕ ĕçлемест иккен. Тепĕр больницăна илсе кайрĕç. Больницăран больницăна илсе çӳренĕ вăхăтра варти ача типпе юлса вилме пуçланă. Тухтăрсем унăн чĕре таппи илтĕнме пăрахнине каларĕç. Хамах çураттарчĕç. Ачана тӳрех илсе кайрĕç. Чĕрĕ-и вăл е çук-и — нимĕн те пĕлместĕм. Вĕсем ачапа аппаланнă вăхăтра манăн питĕ нумай юн кайнă. Юрать, медсестра курса ĕлкĕрнĕ, çапла мана çăлса хăварчĕç. Уйрăм палатăра выртаттăм. Ман пата кĕрекенсенчен пуринчен те ача çинчен ыйтаттăм. «Эпир нимĕн те пĕлместпĕр», — тетчĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пеме пăрахсан тĕп сакайĕнчен тухса апат пĕçереттĕмĕр»

Донецкра çуралса ӳснĕ Инна Кудрявцева çамрăклах хура-шурне нумай курма тивесси пирки шухăшлама та пултарайман. Анчах: «Пурнăç хӳри пăрăнăç», — тесе ахальтен каламан. Çутă кунсене кĕркуннехи ăмăр çанталăк та пĕр кĕтмен çĕртен хуплама пултарать ав.

Шикленсен те вĕренме çӳренĕ Инна мĕн пĕчĕкрен аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче çитĕннĕ. Амăшĕ Виктория Николаевна хĕрĕ çулталăка çитсенех ĕçе тухнă. Мариупольте çуралнă украин хĕрарăмĕ унтах ĕçленĕ. Ашшĕн, Виталий Евгеньевичăн, йăхĕнче молдавансем тата вырăссем пур. Вăл Донецкри шахтăра вăй хунă. «Атте енчи тăвансем вырăсла кăна калаçнă, халĕ те çаплах. Эпĕ вара икĕ чĕлхепе те, вырăсла тата украинла, пуплесе çитĕннĕ. Çавăнпа манăн калаçу та хăйне евĕр, — йăл кулса хăйĕн пирки каласа кăтартма пуçларĕ ăшă сăнлă, йăлтăр хура куçлă пике. — Гимназире 9 класс пĕтерсен Донецкри металлурги техникумне вĕренме кĕтĕм. 2-мĕш курсра чухне, çуркунне, лăпкă мар лару-тăру пуçланчĕ. Пирĕн çийĕн хăрушă пĕлĕтсем шунине пирвайхи хут туйни халĕ те асрах. Çу уйăхĕччĕ. Ун чухне эпĕ асаттепе тата асаннепе килтеччĕ. Эпир Веселое салинче пурăнаттăмăр. Вăл аэропортран инçе мар, вĕсен хушшинче чиркӳ кăна. Пĕрре кăнтăрла иртсен самолет кĕрленĕ сасă илтĕнчĕ. Çав хушăра темĕн ялтлатрĕ те сала çумĕнчи хир çунма пуçларĕ. Çулăм питĕ хăвăрт хыпса илни, пĕтĕм ӳсентăрана тата агрегата çийĕнчех кĕле çавăрни тĕлĕнтерчĕ. Мĕн пулса иртнипе кăсăклантăмăр. Фосфор бомби ывăтнă иккен. Аэропорт çывăхĕнче пурăнма питĕ хăрушăччĕ. Анчах эпир ниçта та тарма шухăшламарăмăр. Темиçе кунран пахча урлă танксем каçса çӳреме пуçларĕç. Аэропорта сирпĕтсе яриччен самолет тăтăшах вĕçетчĕ. «Мĕн курма пӳрнĕ, çавна тӳсĕпĕр», — тесе шухăшлаттăмăр. Нацистсем пирĕн кил хуçалăхне те шар кăтартрĕç. Чăх-чĕп вити, кухня çунса кайрĕç. Пахчара снаряд ванчăкĕсем çĕр ăшне кĕрсех ларнăччĕ. Взрыв хумне пула çурт та самай йăшрĕ. Стенасем пĕр-пĕрин çумĕнчен уйрăлса пычĕç», — 2014 çулхи пулăмсене аса илчĕ 26-ри хĕр. Лару-тăру лăпкă пулмасан та Инна техникума вĕренме çӳренĕ. Çул çинче 1,5-2 сехет ирттернĕ вăл, шиклĕхне путарса хулан пĕр вĕçĕнчен теприне васканă. «Халь тĕлĕнетĕп: юлташсемпе уçăлма та тухаттăмăр вĕт. Асанне шăнкăравлама тытăнатчĕ, пеме пуçлас хăрушлăх çинчен аса илтеретчĕ. Тăнăçлăх çухалчĕ пулин те 2016 çулта диплом илтĕм-илтĕмех. Кайран техникум та вăхăтлăха хупăнчĕ. Атте ун чухне иккĕмĕш çемйипе Мариупольте пурăнатчĕ. Вăл мана малтанах хăйсем патне чĕнетчĕ. Асаттепе асаннен ĕнси çинче ларнипе мала каяймăн, ĕç шыраса Мариуполе çул тытрăм. Аттен иккĕмĕш арăмĕн ашшĕпе амăшĕ мана хапăлласах йышăнчĕç. Вĕсем хула хĕрринче уйрăм çуртра пурăнатчĕç. Сăмах май, эпĕ халĕ те нумай хваттерлĕ çуртра пурăнма хăнăхаймарăм. Картише, пахчана тухса кĕрес килет. Хăть шашлăк ăшаласа çи. Çулла йăран çинчен çимĕç татса çини мĕне тăрать тата! Мариупольте каллех «хĕрӳ» вырăна лекрĕм. Маншăн тăван пек пулса тăнă ватăсем груз порчĕ çывăхĕнче пурăнатчĕç. Унта пăрахутсем тырă, апат-çимĕç кӳрсе килетчĕç. Юнашарах тырă управĕсем пурччĕ. Шыв управĕ те инçе марччĕ. 2022 çулхи çуркунне снарядсем вĕçсе килме пуçларĕç. Пуç çийĕн пуля вĕçсе иртнине пăхмасăр пахчара çĕр улми, сухан лартрăмăр. Чи хăрушă кунсем пуçлансан тĕп сакайне пурăнма куçрăмăр. Асаттепе асанне /аттен иккĕмĕш арăмĕн ашшĕ-амăшне çапла чĕнеттĕм/ унта икĕ эрне кун кунларĕç, эпĕ вара — пĕр уйăх. Хĕл валли хатĕрленĕ апат-çимĕç питĕ хăвăрт пĕтсе пычĕ. Пеме пăрахнă самантсем пулатчĕç. Хăш вăхăталла шăплăх пулнине пĕлсе çитнĕ хыççăн путвалтан тухса хăвăрт кăна апат пĕçерсе ĕлкĕрме тăрăшаттăмăр. Ытларах чухне çĕр улми хатĕрлеттĕмĕр, вăл хăвăрт пиçет-çке-ха. Маларах туяннă лапша, хура тул, рис питĕ хăвăрт пĕтрĕç. Пĕррехинче асатте вăхăтра пытанса ĕлкĕреймен — снаряд ванчăкĕ пуçне лекнĕ. Ун чухне снаряд кӳршĕсен çурчĕ çине ӳкнĕччĕ, — хăрушă тапхăра халĕ те манаймасть Инна. — Пирĕнтен пĕр кил урлă пурăнаканнисен виçĕ хутлă коттеджчĕ. Унта вăхăтăн-вăхăтăн шаккама тытăнатчĕç. Кайран çав сасса параканни наводчик пулнине ăнлантăмăр, вăл Морзе азбукипе усă курнă иккен. Вăл шакканă хыççăнах пеме пуçлатчĕç». <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Хваттертен пысăк çурта куçсан хăйсене ирĕке тухнă пек туйнă

Çĕмĕрлере пурăнакан Кудрявцевсемшĕн 2023 çул савăнăçран пуçланнă. Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕсен йыш хушăннă: халĕ туслă çемьере — 11 ача! Аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем пĕр уйăхри Тимофей тавра кускалаççĕ кăна. Икĕ хутлă кирпĕч çурт вĕллене аса илтерет.

Интернатра паллашнă Çын пурнăçĕнче çемье чи пĕлтерĕшли, чи хакли пулнине Марийăпа Иван Кудрявцевсем никамран лайăх ăнланаççĕ. Иккĕшĕн те пĕрешкел шăпа пулнă: ачалăхне тăван килте ирттермен. Унăн стенисен хушшинче шăпăрлана ашшĕ-амăшĕн ăшăлăхне никам та параймасть. Марийăпа Иван çак туйăма хăйсен чунĕ витĕр кăларнă. «Эпĕ Çĕмĕрлери «Елочка» ача çуртне виçĕ çулта чухне лекнĕ. Аттене курман та. Паллах, ача çуртĕнче ытти шăпăрлан пекех кил ăшши çинчен ĕмĕтленеттĕм. Анне килсе çӳретчĕ. Манăн вара аттене те курас килетчĕ. «Акă алăк уçăлса кайĕ те мана чĕнĕç, «Аçу килнĕ», — тейĕç», — куç умне пĕрмай çакнашкал ӳкерчĕке кăлараттăм. Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕмерĕ. Кайран, çулсем иртсен, тăван аттене шыраса тупрăм. Анчах эпĕ уншăн ют пулнине пĕрре курсах чĕрепе туйрăм. Çавăнпа текех тĕлпулу шырамарăм. Интернатра пĕрле çитĕннĕ хăш-пĕр ачана çемьене илчĕç. Тăван ашшĕ-амăшĕн килне таврăнакан та пурччĕ, анчах ун пеккисем сахалччĕ. Америкăри çемье усрава илнĕ тĕслĕх те пулнă. Ача çуртĕнчен каякансем пурте савăнăçлăччĕ. Пурте çемьере пурăнма ĕмĕтленеттĕмĕр-ха та. 9-мĕш класс хыççăн аттестат илтĕм. Унтан Пăрачкаври ача çуртне куçрăм. Аппа Лена та унта воспитанипе пĕлӳ илетчĕ. Халех каласа хăварам, 6 пĕртăванран эпир иксĕмĕр çеç тăрса юлтăмăр. Пăрачкаври И.Н.Ульянов ячĕллĕ интернат шкулта шăпа мана пулас упăшкапа Иванпа паллаштарчĕ. Шупашкарта çуралнăскер унта шкул çулĕсенче лекнĕ. Пурнăç пире пĕрешкел сукмакпа уттарнăран пĕр-пĕрин патне туртăнтăмăр-тăр», — пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ 11 ача амăшĕ. Ĕненӳ çулĕпе 2001 çулта Мария Çĕмĕрлери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах пĕрремĕш курсрах педагог, воспитатель ĕçĕ ун валли маррине ăнланнă. Çавăнпа вăл штукатурмаляра вĕренме кайнă. Савнă хĕрĕ хыççăн тепĕр çулталăкран шкулпа сыв пуллашнă Иван И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ачасене юратаканскер тата цифра тĕнчипе туслăскер лайăх вĕрентекен пулĕччĕ-тĕр. Анчах авлансан, ача çуралсан Иваншăн çемьене тăрантарасси малта пулнă. Çапла вăл вĕренме пăрахса пуçĕпех ĕçе путнă. Халĕ те Иван Анатольевич çемйи ура çинче çирĕп тăтăр тесе тăрăшать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенскер отпуск мĕнне маннă. Иванпа Мария çывăх хутшăнма пуçласан Шупашкарта пурăнма тытăннă. Ача çуралсан вара Çĕмĕрлене куçнă. «Çĕмĕрлере аннепе пĕрле пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнтăмăр. Паллах, чун тĕпĕнче ачалăхри кӳренӳ пурччĕ. Анчах пĕрле пурăннă вăхăтра хама çут тĕнче парнеленĕ çыннăм умĕнче çак туйăма питех палăртмастăм. Анне Андрюшăна, хăйĕн пĕрремĕш мăнукне, питĕ юрататчĕ. Темиçе çул каялла çывăх çыннăм пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ», — чĕререн тухрĕç ăшă кăмăллă Марийăн сăмахĕсем. Иванăн амăшĕ Татьяна çамрăк çемьене чиркӳпе çывăхлатма тăрăшнă. Халĕ Кудрявцевсем кашни вырсарникун Турă çуртне васкаççĕ. Православи саккунĕсене пăхăнса пурăнни ача-пăчана воспитани парас ĕçре ырă витĕм кӳрессе шанать Мария. Ывăлĕ-хĕрне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме Турă пулăшнине ĕненет вăл. Ачисем вырсарни шкулне çӳреççĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш çамрăкĕсем киноиндустрие парăнтараççĕ

Станислав Садальский, Анатолий Гущин… Çак паллă театр тата кино артисчĕсене мĕн çыхăнтарать? Иккĕшĕ те Чăваш Енре çуралнă. Пирĕн ентешсенчен Раççей киноиндустрине парăнтаракан çамрăк артистсем те пур. Вĕсем Мускаври паллă театрсен сцени çинче выляççĕ, кинофильмсемпе сериалсенче ӳкерĕнеççĕ.

Театр студине çÿренĕ

Çак кунсенче пысăк экран çине «Быть» кинофильм тухрĕ. Ку камитре рэпер Илья 2023 çултан иртнĕлĕхе, 1993 çула, лекет, унта çамрăк ашшĕпе амăшне тĕл пулать, вĕсен пурнăçне улăштарма тăрăшать. Фильмра тĕп рольсенчен пĕрне Çĕмĕрлере çуралса ӳснĕ Катерина Решнова вылять. 26-ри пике Герман Сидаковăн драма шкулĕнче ăсталăхне туптанă. 2019 çултанпа — Мускаври Антон Чехов ячĕллĕ театр артистки. 2020 çултанпа кинора вылять. Çамрăкскер «Девушки с Макаровым», «СашаТаня» тата ытти сериалта роль калăпланă. 2021 çулта вăл СТС телеканалти «Между нами шоу» кăларăмра ӳкерĕннĕ. Кăшт маларах «Суперлига» проекта хутшăннă. Катерина артист пулас ĕмĕт патне мĕн ачаран утнă. Вăл хăй çуралса ӳснĕ хулара «Дрозды» театр студине çӳренĕ. Музыка енĕпе пĕлĕвне тарăнлатнă — пианино калама пĕлет. Унсăр пуçне ташлама ăста. Студент çулĕсенче хĕр «Меган Фокс» КВН командинче вылянă. «Быть» кинофильм экран çине тухнă хыççăн Катеринăшăн уйрăмах ентешĕсем савăннă, ăна соцсетьре ăшă сăмахсем çырса хавхалантарнă. Артистка Çĕмĕрлере пурăнакансене видеосалам янă. «Эсир ман пата ăшă сăмахсем вĕçтерни кĕтменлĕх пулчĕ, çав вăхăтрах савăнтарчĕ. Эпĕ хамăн хулана питĕ юрататăп. Хам ăçтан пулнине, мĕнрен пуçланине яланах асра тытатăп. Кинофильм пирки те пĕр-икĕ сăмах калам. Ăна 2 çул каяллах ӳкернĕ. Кино пĕрисене килĕшĕ, теприсене — çук. Маншăн вара чи пĕлтерĕшли — фильм ырă пулса тухнă. Вăл çемье çыншăн пĕлтерĕшлĕ пулнине, унăн хаклăхне туйма пулăшать», — тенĕ актриса. Сăмах май, пике спортпа туслă. Вăл конькипе, сноубордпа, лонгбордпа ярăнать. Унсăр пуçне Калашников автоматне сӳтсе пуçтарать. Ку тата ытти ăсталăх ăна кинопроектсенче самай пулăшать. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.