- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 51 (6348) № 30.12.2020
Екатерина Ракчеева /хĕр чухнехи хушамачĕ — Семенова/ Тăвай районĕнчи Улянкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта ачалăхĕ хаваслă иртнĕ. Анчах Катя 6 çул тултарнă çул, шкула кайма вăхăт çитеспе, çемьене хуйхă килнĕ — ашшĕ вĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрĕпе тăрса юлнă. Катя колхозра ĕçлекен амăшне пулăшнă, пай уйăрса парсан унта кайнă. Çулла амăшĕ ĕçе карçинкка парса хăварнă. «Çакна паян çум курăкпа тултарсан урама тухма пултаратăн», — тенĕ. «Анне каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ питĕ лăпкă ача пулнă, ытлашши нăйкăшман. Мана кÿмене лартнă та хăйсем пахчара ĕçленĕ. Эпĕ хам тĕллĕн выляса ларнă. Хăш чухне аслисем урама ĕçлеме тухсан манăн кравате чÿрече патне лартнă. Эпĕ, пĕчĕкскер, кантăка алăпа çатлаттарса вĕсене сăнанă. Ял çыннисем паянхи кун та çакна аса илеççĕ, «Чÿрече çатлаттарсах ÿсрĕн», — теççĕ», — ачалăхне аса илчĕ Екатерина Ракчеева.
Пĕчĕк чухне Катя Хĕл Мучи пуррине ĕненнĕ, вăл килессе кĕтнĕ. Пĕррехинче унăн 5 тенкĕ евĕр канфета питĕ çиес килнĕ, анчах аслисенчен ыйтма вăтаннă, килте ытлашши укçа пулманнине ăнланнă. Вăл Çĕнĕ çул умĕн пÿрте хăй ăсталанă теттесемпе илемлетнĕ. Пÿрт ăш- чикки уншăн асамлă пек туйăннă. 4-5 çулта чухне амăшĕ ăна клубри елкăна илсе кайнă. Катя Хĕл Мучине курсанах йĕрсе янă: «Анне, Хĕл Мучин сăмси хĕрлĕ, унтан юн тухать, ыратать вĕт!» Темĕнле ÿкĕтлесен те çавăн чухне хĕрача сăвă калама тухман. Çавăнтанпа темиçе çул Катя Çĕнĕ çул асамçине сăвă калама хăранă. «Шкулти елкăна хĕрачасем принцесса пек хитре тумланса килетчĕç. Манăн вара темшĕн чикан майри пулас килетчĕ. 3-мĕш класчен Хĕл Мучи пуррине ĕненнĕ. 5-мĕш класа Йăнтăрччă шкулне вĕренме кайрăм. Унтанпа кашни çулах шкул уявĕнче Юр пике пулма шанатчĕç. Çапла чикан майринчен Юр пике пулса тăтăм», — йăл кулса малалла калаçрĕ Катя.
2009 çулта Екатерина И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологийĕн факультетне вĕренме кĕнĕ чухне радиона лекесси пирки шухăшлама та пултарайман. Ялта пахчара ĕçленĕ чухне яланах радио янă. «Мĕн тери маттур çынсем ĕçлеççĕ унта», — шухăшланă вăл. 2-мĕш курсра чухне Катя Президент çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академинче иккĕмĕш пĕлÿ илме тытăннă. 2014 çул вĕçĕнче шăпа ăна Чăваш наци радиовне илсе çитернĕ. Малтанах «Шурăмпуç» кăларăмăн «Чунăма ярам ирĕке» рубрикăна хатĕрлесе пынă, каярахпа ăна пĕтĕм кăларăма шаннă, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» ертсе пынă. «Тÿрĕ эфира пĕрремĕш хут тухнине манас çук. Ун чухне «Çăлкуç» халăх театрĕн режиссерне Галина Скворцовăна студие чĕнĕччĕ. Эфир тăршшĕпех шăнкăравласа çитмелли телефон номерне пĕлтерсе тăтăм. Телефон çуталать, хам вара тытма пĕлместĕп — маларах никам та вĕрентмен», — çак саманта аса илсен радиоертÿçĕ сасăпах кулчĕ.
Екатеринăна пулас мăшăрĕпе радио паллаштарнă. Ку Çĕнĕ çул хыççăн, 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче, пулнă. Радиона пĕр каччă амăшне юбилейпе саламлама çитнĕ. «Сăмахĕсене çыртăр-и?» — ыйтнă Катя. «Кунта хăйсемех çыраççĕ терĕç», — мăн кăмăллăнрах хуравланă каччă. Катьăн вăхăчĕ çук пулсан та салам çырса пама килĕшнĕ. Каччăн амăшĕ эфирта унăн ячĕпе ăшă сăмахсем янăранине илтсен ывăлне Катьăна шăккалат çитерме ыйтнă. Вĕсем чей ĕçме тĕл пулнă. Катя пĕр кунхине çур çĕрчченех «Ирхи кăмăл» кăларăм валли сценари хатĕрленĕ. Ирхине темшĕн будильник янăраман. Çав вăхăтра, ирхи 6-ра, таксире ĕçленĕ Герольд килĕ умне пырса ларнă, ун патне шăнкăравласа ĕçе леçме шантарнă. «Вăл ирхине шăнкăравласа вăратман тăк, леçмен пулсан тÿрĕ эфира ĕлкĕрейместĕм», — çав куна куç умне кăларчĕ Катя. Пурăна киле хĕрпе каччăн çулĕсем пĕрлешнĕ. Халĕ вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Семен çулталăк çурăра кăна-ха, София 3 çул тултарнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе хĕрĕ Çĕнĕ çул асамлăхне ĕненччĕр, ачалăх çакăнпа асра юлтăр тесе тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем пĕрле асамçă патне çыру çырса чăрăш айне хунă. «Анне, кур-ха, Хĕл Мучи ăна илсе кайнă!» — савăннă София çыру çухалнине курсан. Парнене Хĕл Мучи киле пырсах панă. «Кĕçех 29 çул тултарăп. Тунмастăп: чунра асамлăх ĕненĕвĕ вăрттăн пытанса юлнă. Çĕнĕ çулта йăлтах çĕнĕрен пуçланасса, çынсем тата ырăрах пуласса шанатăп», — пытармарĕ радиоертÿçĕ.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Пукане – чун киленĕçĕ
Кашни çыннăн чуна йăпатмалăх ĕç пулмалла. Вăл тĕп ĕçпе пачах çыхăнман пултăр, анчах унпа пушă вăхăтра аппаланса хавхалану илме май килтĕр.
Çавнашкал чун киленĕçĕ Ирина Музыкантовăн та пур. Вăл Мускавра тĕпленнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ. Юратнă компанийĕнче виçĕ çул ĕçлет ĕнтĕ. Хăйне евĕрлĕ çи-пуç ăна яланах илĕртнĕ, çавăнпа вăл ĕçĕ çакăнпа çыхăннăран хăйне телейлĕ туять. Иринăна хавхалану кÿрекенни ку çеç мар. Пушă вăхăтра вăл тĕрлĕ капăрлăх ăсталама кăмăллать. Сăмахран, юрăхсăра тухнă материалсенчен илемлĕ пуканесем хатĕрлет. Çĕнĕ çул çывхарнă май шампань эрехĕн кĕленчине те капăр «тумлантарнă». Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă тесе ахальтен каламан пуль çав.
«Совеçе пĕлĕр!»
Алена Арсентьева тахçантанпах радиора ĕçлемест пулин те хăшĕ- пĕри халĕ те ун патне шăнкăравласа эфира салам кăларма ыйтать иккен.
Унччен кун пирки нимех те каламан пулсан халĕ вăл мĕн шухăшланине пĕлтермесĕр тÿсеймен. «Çынсем, совеçе пĕлĕр! Сирĕн юлташа е тăвана пурте илтмелле са-ламлани питĕ чаплă паллах. Анчах çакăншăн радиоертÿçĕсем патне харпăр номерĕпе шăнкăравласа чăрмантарма кирлĕ мар. Шăнкăравласа калаçса татăлтăр пулсан тав сăмахĕ калама е çырма та пулин ан манăр. Чылайăшĕ, шел, çакăн пирки шухăшламасть», — çырнă Алена Инстаграмри хăйĕн страницинче.
Чăваш юрри – Америкăра
Ют çĕршывра тăван чĕлхе янăранине итлеме ытла та кăмăллă! Паянхи кун интернет пулăшнипе çак пулăм тата анлăрах сарăлнă.
Алина Федорова Инстаграмра хăйĕн страницине вырнаçтарнă видеора çакнашкал ÿкерчĕк: Америкăра пурăнакан ентешсенчен пĕри унăн юррине ытараймасăр маши-нăра янăраттарса пырать. Атте-аннене, Тăван çĕршыва халалланă музыка хайлавĕнчи сăмахсем, чуна çывăх кĕвĕ темрен те паха ĕнтĕ ют тăрăхра.
Васин шаркку пĕçерет
Вася Васин Инстаграмра тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пама юратать. Анчах итлемелле-и, çук-и — хăвăр шухăшлăр.
Нумаях пулмасть вăл хула шарккăвĕ пĕçерме вĕрентнĕ. «Чи кирли — сухан, нумай сухан», — ăс парать вăл. Тепрехинче картан тепĕр енне мĕнле каçмаллине вĕрентнĕ. Питĕ лайăх лайфхак — карта çине хăпарма та кирлĕ мар, аялтан шуса тухма та пулать. Анчах... Ку меслет хула шарккăвне çийиччен çеç пулăшать пуль çав...
Çăлтăрсен пурнăçне Лада МАРКИЗОВА тишкернĕ.
Вăкăр ĕрчетекенсем Вăкăр çулĕнче ĕç ăнасса шанаççĕ
7 çул каялла Дмитрий Никифоров кĕтмен çĕртен пăру туяннă. Сутуçă ăратлă выльăх пирки кĕскен каласа кăтартса ăнăçу суннă. Çулталăкран вăкăр 500 килограмм ытла тайнă. Дмитрий ăна сутнă та 6 пăру туяннă. Халĕ Элĕк районĕнчи Анат Татмăш ялĕнчи хуçалăхĕнче унăн — 20-е яхăн вăкăр.
Ăна ашшĕ Геннадий Димитриевич пулăшать. Тивĕçлĕ канурискер ирхи 4 сехетре вырăн çинчен тăрать те выльăх-чĕрлĕх патне тухать. Никифоровсен хуçалăхĕнче хур-кăвакал, чăх-чĕп, сурăх-путек, сыснасем… пур. «Кроликсен шутне те пĕлместĕп», — терĕ вăл. Гена пичче мĕн ачаранпах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Аслашшĕпе ашшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Вăл вĕсенчен вĕренсе пынă. Халĕ хăй те ывăлĕсене ăс парать.
«Вăкăр — ăслă выльăх. Хуçа çук чухне картишрен тухса тараççĕ. Çакнашкал пăтăрмах тин çеç пулса иртрĕ. Вăкăрсем чарăнмасăр мĕкĕрчĕç. Картише тухса пăхрăм та! Пĕр пахча вăкăрсем хÿре тăратса чупаççĕ! Хăйсем пăшти-пăшти сывлаççĕ, хăшĕ-пĕри юр çинче йăваланса йĕп-йĕпе пулнă. Пĕччен кĕртме çук — арăм патне шăнкăравларăм», — аса илчĕ Геннадий Димитриевич. Никифоровсен пăру пысăкăш, тăватă çын çеç çĕклеме пултаракан ăратлă така пур, ăна электрокĕтÿçĕ те хăратмасть. Çăмлăскере ток çапмасть. Така пралука сирет те вăкăрсене ирĕке кăларса ярать. Çулла кунашкал тĕслĕх темиçе те пулнă.
Геннадий Димитриевич пурнăç тăршшĕпех колхозра механизаторта вăй хунă. Ялан малтисен ретĕнче пулнă. Вăл ирхи 5 сехетрех трактор тапратса уй-хире васканă. Таврана каçхи сĕм çапсан тин яла таврăннă. «Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать», — тенине тĕпе хурать. Гена пичче мĕн пур ĕçе вăхăтра тума хăнăхнă. Ывăлĕсене те çакна вĕрентет. Вĕсем йывăрлăхсенчен хăраманшăн савăнать. Дмитрий вăкăр ĕрчетет, Денис сыснасем тытать. Выльăх-чĕрлĕхе вара тырă нумай кирлĕ. Никифоровсем 100 гектар ытла çĕре сухаласа акаççĕ. Ял тавра пушă çĕр лаптăкĕ юлман.
«Манăн алă çăмăл, — калаçăва малалла тăсрĕ Гена пичче. — «Виçĕ кĕреçе чавса хур та хăть те ăçта кай», — тет йăран тума пуçланă мăшăрăм. Тырă вырма тухсан виçĕ пучах татса илсе комбайн хаччине /жатка/ ывăтатăп. Ăшăмра ватти-вĕттинчен пулăшу ыйтатăп, ĕç кал-кал пытăр тетĕп. Ана хÿрине тытсан /ĕçе вĕçленнине çапла калаççĕ/ Çĕр аннемĕре тав туса уйра апатланатпăр».
Никифоровсем вăкăрсене Мари Республикинчи, Чулхула облаçĕнчи ăратлă выльăх ĕрчетекен фермăсенче туянаççĕ. Кăçал унта çитме чăрмавлă. Фермăна кĕрес тесен коронавирус çуккине ĕнентерекен справка кирлĕ. Ăратлă выльăха пăхма пĕлмелле. Гена пичче хăш-пĕр вăрттăнлăха уçрĕ: «Вĕсем манăн ачасем пекех: пă-русене сĕтпе ÿстеретпĕр. Ÿт хушчăр тесе чĕрĕ çĕр улмине вĕтетсе çитеретĕп. Выльăх чир-чĕрĕ шиклентерет. Мĕн пур прививкăна вăхăтра тăватпăр. Пĕрре вăкăрсем пыйтланчĕç. Çак мура пĕтерме укол турăмăр. Вунă минут иртрĕ-и е çук-и — Вăкăрсем сĕлеке юхтарма пуçларĕç. Эмел виçи пысăкрах пулнă иккен. Унтанпа алла шприц тытман, выльăха укол тума хăратăп».
Дмитрий шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Тăван колхозра практикăра пулнă. Диплом илсен ĕç шыраса хăшкăлма тивмен — çамрăка «Волга» хуçалăха тĕп бухгалтерта ĕçлеме чĕннĕ. Колхоз аран-аран сывланă, тĕрĕслев органĕсем те канăç паман. Чуна çывăх ĕçе пăрахма тивнĕ. Дмитрий, ялти чылай арçын пекех, Мускавра тар тăкнă. Авлансан вара ялтах ĕçлесе пурăнма тĕллев лартнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 2 ывăлпа 1 хĕр ÿстереççĕ. Арçын хуçалăхне малалла аталантарасшăн, çулталăкри вăкăрсене сутса пăрусем туянасшăн.
Ольга КАЛИТОВА.
Палламан çын 15 млн тенкĕ куçарса панă
Ку — çемьешĕн чăн-чăн асамлăх
Шупашкарта пурăнакан 14-ри Степан Беспалов тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Арçын ача картишре мечĕк хăвалама кăмăлланă, гитара каланă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Степан куç çивĕчлĕхĕ чакнине сиснĕ. Çакăн пирки вăл тăванĕсене пĕлтернĕ. Амăшĕ икĕ ывăлне те окулист патне илсе кайнă. Тухтăр ачана куçлăх тăхăнма сĕннĕ. Ольгăна вара йĕркеллĕ аталанакан ывăлĕн сывлăхĕ тăруках хавшани шухăша янă, унăн пуç мимине МРТ тутарма шут тытнă. Диагноз уяр кун аçа çапнă евĕрех пулнă.
МРТра пуç миминчи шурă япала сиенленни палăрнă. Чире палăртма генетика тесчĕ тунă. Степанăн сайра тĕл пулакан амак иккен. Адренолейкодистрофипе 20 пин çынран пĕри чирлет. Вăл йăхри арçынсен пулать. Эппин, Ольгăн шăллĕпе кĕçĕн ывăлĕ те чирлеме пултарнă. Вĕсене вăл амак пирки шарламан, анализ тума сĕннĕ. «Кашни кун Турра кĕлтăваттăм. Санкт-Петербургри клиникăран килнĕ хурава уçма шиклентĕм. Вĕсем сывă! Куçран куççуль шăпăртатрĕ», — аса илнĕ Ольга.
Раççейре ку чиртен сывалакан çукпа пĕрех. Каварлăскер хăвăрт вăй илет, çын утайми, калаçайми пулать, апатланма пăрахать. «Сирĕн вăхăт сахал — темиçе эрне çеç», — пĕлтернĕ тухтăрсем. Ольга тăванĕсене, пĕлĕшĕсене Степанăн чирĕ пирки пĕлтернĕ. Ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе АПШри, Китайри, Испанири клиникăсене ыйтса çырнă. Пур çĕртен те пĕр хурав çитнĕ: «Эсир ытла та кая юлнă». 12 çул тултарманнисене çеç, чир палăрма ĕлкĕреймен тĕк, сыватаççĕ иккен.
«Каварлă амак ачан пурнăçне татма пултарассине ăнлансан ним тума аптăрарăм. Макăраттăм та хама алла илеттĕм. Израильти клиника Степана йышăнма хатĕр пулнине пĕлсен шанчăк çуралчĕ. Унти тухтăр шăмă мимине куçармаллине пĕлтерчĕ. Çакăн валли донор тата 16,5 миллион тенкĕ кирлĕ. Ку укçа пирĕн çемьешĕн капашсăр пысăк. Хваттере, çăмăл автомашинăна, сĕтел-пуканпа ытти япалана сутсан та нухрат çитерейместĕмĕр», — пĕлтернĕ Ольга. «Васкăр! Вăхăта сая ан ярăр», — çырнă клиникăран. Çемье мĕн пур социаллă сетьре страницăсем уçнă, çынсенчен пулăшу ыйтнă. Çав вăхăтрах донор шырама пуçланă. Чи малтанах Степанăн шăллĕ Сева анализ панă. Тухтăрсем çемьене савăнтарнă — ача пиччĕшне çăлма пултарать.
«Мускаври больницăра выртрăмăр. Кÿршĕ палатăра — пĕртăвансем. Иккĕшĕн те адренолейкодистрофи. Аслине трансплатаци тума кая юлнă, кĕçĕннин донор çук. Вĕсен амăшĕпе паллашсан эпĕ «телейлĕ» пулнине ăнлантăм. Манăн Степана çăлма май пур. Укçа тупмалла çеç», — чуна çÿçентерекен ÿкерчĕке аса илнĕ Ольга.
Раштавăн 16-мĕшĕнче çемье укçа пухма пуçланă. Пач палламан çынсем амăшне хавхалантарса çырнă, нухрат куçарнă. Степан вĕренекен шкул та айккинче юлман. «Контактра» соцсетьре ыркăмăллăхçăсем ушкăн йĕркеленĕ. Степана пулăшма ыйтса тĕрлĕ вырăна çырнă, пĕлтерÿсем çакнă. Раштавăн 18-мĕшĕнче пач кĕтменни, тĕлĕнтермĕш пулса иртнĕ — палламан çын 15 миллион тенкĕ куçарнă. Çакă çемьешĕн — Çĕнĕ çул умĕнхи чăн-чăн парне. Хуйхăпа пусăрăннă çемье малтанах мĕн пулса иртнине ăнланман. Степана шанчăк парнеленĕ çыннăн ячĕ-шывĕ вăрттăнлăхра. Ольга кама тав тумаллине пĕлмест.
Укçа пухни — пĕрремĕш утăм. Савăнăç куççулĕ типсенех Ольга хальхи вăхăта таврăннă, «Хадасса» клиникăран хурав кĕтнĕ. Раштавăн 22-мĕшĕнче амăшĕпе ывăлĕ Мускаври больницăран тухса Шупашкара вĕçсе килнĕ. Çул çинче вĕсем пандемие пула Израиль чикĕсене хупнине пĕлнĕ. Çĕршыв правительстви клиникăна çитме ирĕк парасса кĕтмелле.
Раштавăн 23-мĕшĕнче Ольга чăматан пуçтарнă, кĕçĕн ывăлне дистанци мелĕпе вĕренме заявлени çырнă, хăйĕн ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса панă. Телефонне хăй çумĕнчех тытнă. 16 сехетре Израильти Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен хурав çитнĕ — çемьене клиникăра кĕтеççĕ.
«Çав кунсем тĕтрери пек. 16 сехетре «Шупашкар — Мускав», «Мускав — Тель-Авив» рейссем çине билетсем туянтăм, — каласа кăтартнă Ольга. Вăл икĕ ывăлĕпе тата хăйĕн ашшĕпе çула тухнă. — Таксире пынă чухне пухнă укçана клиникăна куçартăм, документсене алă пусрăм. Аэропортри регистраци сĕтелĕ умне çитсе тăтăмăр та Израиль сайтĕнче сывлăх декларацине тăратмаллине пĕлтерчĕç. Унта коронавируспа чирленине е чирлеменнине палăртмаллаччĕ. Пирĕн пата черет çитрĕ те сайт ĕçлеме пăрахрĕ. Ку кăна та мар — чăматансене куçаракан механизм сÿнсе ларчĕ. Çав вăхăтра багаж кĕтме тиврĕ. Механизма юсасан тин хаш! сывларăмăр».
Раштавăн 24-мĕшĕнче вĕсем ют çĕршыва вĕçсе çитнĕ. Степан хăйне лайăх туять. Иртнĕ вырсарникун Израиль правительстви çĕршыва никама та кĕртмелле марри пирки çирĕп йышăну тунă. Халĕ çемье 14 куна тăсăлакан карантинра ларать. Вĕсем клиника çумĕнчи общежитире пурăнаççĕ. Пÿлĕмре йăлтах пур: душ, кравать, пысăках мар кухня, холодильникпе телевизор. Чÿречерен Иерусалим алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Çемьене волонтерсем пулăшаççĕ, лавккаран апат-çимĕç кÿрсе килеççĕ.
Ольга КАЛИТОВА.
Çĕр çывăрмасăр юртан кÿлепе ăсталанă
Ялсемпе саласем, хуласем юмахри пек илемлĕ: пур çĕрте те Çĕнĕ çул асамлăхĕ хуçаланать. Ку илеме парнелекенсем — тĕлĕнтермĕше пуринчен те ытларах ĕненекен аслă ÿсĕмри çынсем. Çитĕнсен те ача чухнехи асамлăх чунра юлать-çке-ха.
Хăйсем ÿстернĕ чăрăша илемлетеççĕ
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Михайловсем Çĕнĕ çул умĕн ырă йăлана пăхăнса чăрăш капăрлатаççĕ. «Мĕн тĕлĕнмелли пур кунта?» — ыйтма пултарĕç вулакансем. Чăрăша Владимирпа Елена хăйсем лартса ÿстернĕ.
Раштав уйăхĕ вĕçнелле, уяв умĕн, вĕсем тетте тултарнă курупкана йăтса йывăçа капăрлатма урам вĕçĕнчи çырма патне утаççĕ. Унта пĕчĕк чăрăшсем ÿсеççĕ, пĕри ыттисенчен уйрăлса тăрать: вăл пуринчен те çÿллĕрех. Ăна Михайловсем 2013 çулта лартнă. Çичĕ çул ĕнтĕ вĕсем чăрăша юмахри пек капăрлатаççĕ: çапла мăшăрăн та, ача-пăчан та кăмăлĕ çĕкленет. Хĕлле кунта халăх хĕвĕшет: шăпăрлансем çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн илемлĕ чăрăш патĕнче ачасене парнесем кĕтеççĕ. Елена Михайлова ятарласа канфет туянать, вĕсене чăрăш çине çакать. Йывăç каçхине уйрăмах илемлĕ, юмахри пек çутатса ларать. Владимир Михайлов йывăç çине çакмалли гирляндăна хăй ăсталанă. Çак илеме курма аслисем те пыраççĕ.
Танка — виçĕ кун
«Кукамай, кÿлепе тăватăн-и?» — раштав уйăхĕ çитсенех çапла ыйтаççĕ мăнукĕсем Елена Патьяновăран. Сăмахсăрах килĕшет вăл. Ара, хăйĕн те часрах килĕ умне юртан ăсталанă кÿлепесем вырнаçтарас килет.
Çак ĕçе Елена Александровна 15 çул тăвать. Вăл 5 ача амăшĕ, вĕсене пĕчĕк чухне савăнтарас тĕллев пулнă унăн. Малтанхи çулсенче Хĕл Мучипе Юр пикене кăна ăсталанă, кайран чĕр чунсене тума тытăннă. Пурăна киле Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăнакан Патьяновсен килĕ умĕнче çулталăк палли те вырăн тупнă. Кил хуçи арăмĕ темиçе çул ĕнтĕ, пĕр сиктермесĕр, çитес çул паллине ăсталать. Халĕ ав Вăкăра «чун кĕртнĕ». Сысна çулĕнче вара кил умĕнче кÿлепе тем чухлех пулнă. Сысна ами çумĕнче сакăр çура выртнă. Пĕлтĕр Елена Александровна виçĕ кун танк ăсталанă. Унăн тупă та, люк та пулнă. Пысăк танка симĕс сăрăпа сăрланă. Кашни кÿлепенех сăрлама тăрăшать 55 çулти Елена Александровна, лавккаран ятарласа колер туянать. «Тăкаклă пуль-ха, анчах мĕн тăвăн? Илемлĕ курăнтăр тетĕп», — палăртрĕ хĕрарăм.
Вăл ăсталанă чĕр чунсен шучĕ çук. Чи юратни — арăслан. Ара, хăй гороскоппа — арăслан, çак чĕр чуна кашни çулах «чун кĕртме» хатĕр вăл. Елена Александровна кÿлепене мĕнле тумаллине интернетра е хаçат-журналта вуламасть, шухăшсем пуçра хăйсемех çуралаççĕ. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ те илмен. Алли ĕç патне пырать, ăна чун ыйтнипе пурнăçлать вăл. Тата ÿкерме кăмăллать, çак ăсталăх хĕрĕпе мăнукне те куçнă.
Çĕнĕ çул умĕн кил-çурта капăрлатас енĕпе ялта ăна çитекенни çук. Елена Патьянова яланах пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. Унăн кÿлеписем пĕр уйăх, кивĕ Çĕнĕ çулчченех, лараççĕ. «Вĕсене ăсталанă чухне шывпа усă куратăп. Пăр кÿлепе теме те пулать пуль. Шывне юратнă упăшка Олег йăтса парать. Тепĕр чухне кăмăлсăрланать те: «Мĕн тума кирлĕ ку?» — тет. Манăн ачасене савăнтарас килет. Мăнуксем хĕпĕртеççĕ, вĕсем пирĕн улттăн», — кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм. Патьяновсем çырма хĕрринче пурăнаççĕ, ку тата лайăхрах — унтан юр кÿрсе килме пулать. Елена Александровна кÿлепесене ытларах чухне каçхине ăсталать, кăнтăрла вăхăт çук — ĕçлемелле. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕн тĕп больницинче тăрăшать. Унăн ĕçĕсем больница умне те илемлетеççĕ. «Пĕр çулхине ĕç хыççăн килте кÿлепе ăсталама тытăнтăм. Пуçланă та — вĕçне çитерес килет. Ирчченех тăрмашрăм. Ара, çур кÿлепене епле пăрахса хăварăн? Çывăрмасăрах ĕçе кайрăм», — шалтах тĕлĕнтерчĕ вăл.
Патьяновсен килĕ умĕнчен ача-пăча кайма пĕлмест. Кÿлепесене тытса пăхаççĕ. Малтанхи вăхăтра вара вĕсене çĕмĕрекен те пулнă. Çĕнĕ çул каçхинех аркатнă. Паллах, Елена Александровнăн кăмăлĕ хуçăлнă, çапах çĕнĕрен ĕçе пикеннĕ вăл. Халĕ кÿлепесене никам та тытмасть. Пурте вĕсемпе киленеççĕ, аслисем те пырса сăн ÿкерĕнеççĕ.
Емельăн кăмаки те пур
Красноармейски районĕнчи Супарта пурăнакансем те Çĕнĕ çул умĕн юмаха лекеççĕ тейĕн. Çакă Григорьевсен килĕ умĕнчен иртнĕ чухне уйрăмах сисĕнет. Кил хуçи Владислав Александрович кашни çулах юртан кÿлепе ăсталать. «Пенсире мĕн тăвас манăн? Вăхăта ирттермелле- çке», — палăртать тивĕçлĕ канури арçын.
Кăçал вăл Хĕл Мучипе Юр пикене, мулкачпа вăкăра ăсталанă. Çынран та çÿллĕ вĕсем, тĕлĕнсе каймалла! Çĕнĕ çулăн тĕп асамçи — Хĕл Мучи — парнесем тултарнă хутаç йăтнă, аллинче — туя. Мăнукĕ те, Юр пике, юнашарах. Çитес çулăн палли — йывăç тураттине чăмлакан мăйракаллă вăкăр — вĕсен умĕнче тĕпĕртетет.
Владислав Александровичăн алли «ылтăн». Арçын хăй вăхăтĕнче стройкăра ĕçленĕ, йывăçран ăпăр-тапăр касса кăларассипе те кăсăкланать. Вĕсен килĕнчен инçех мар «По щучьему велению» мультфильмри Емелянни пек кăмака та вырăн тупнă. Çавăнтах чăрăш лартнă, каçхине вăл тĕрлĕ çутăпа йăлтăртатать.
Пăкăран — тенкĕ
Павел Антонова кÿлепесене чăваш наци тумне тăхăнтартма кăмăллакан ăста пек пĕлеççĕ. Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан арçын Çĕнĕ çул умĕн вĕсене килĕ умне кăларса лартать.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен трактористра тăрăшнă Павел Егорович çак йăлана виççĕмĕш çул пăхăнать. Çапла майпа вăл çывăх çыннисен, уйрăмах мăнукĕсен, кăмăлне çĕклет. 75-ри ăста кÿлепесене улăмран ăсталать е пенопластран касса кăларать, сăн-питне сăрласа илемлетет, тумлантарать. Пĕлтĕр Антоновсен умĕнче кил хуçи ăсталанă ÇÇХПИ ĕçченĕ тăнă: водительсен сехрине хыптарнă вăл. Ара, фуражка тăхăннăскер чăн-чăнни пекех курăннă. Йĕрке хуралçине кичем ан пултăр тесе купăс калакан упапа ташлакан хир сыснине вырнаçтарнă. «Гаишникпе» чылайăшĕ сăн ÿкерĕннĕ. Павел Антонов кăçал та темĕн тĕрлĕ кÿлепе ăсталанă. Кил умĕнче арçынпа хĕрарăм пулă тытса лараççĕ. Юнашар йытти хаваслăн хÿрипе вылятать. Пăлан, тутăр çыхнă юр кĕлеткепе чăх та пур. Чи тĕлĕнмелли вара — саппун, умне тенкĕ çакнă чăваш хĕрарăмĕсем. Тенкисене пăкăсенчен хатĕрленĕ. Халь-халь ташша тухĕç тейĕн хĕрарăмсем. Ара, вĕсен çумĕнче çĕлĕклĕ купăсçă ларать. Ку илем куçа илĕртет: Павел Антоновăн ĕçĕсене курма кÿршĕ ялсенчен кăна мар, хуларан та килеççĕ. Ăста арçынна вырăнти администраци яланах хисеп хучĕпе чыслать.
Чăрăш çинче — маска
Шупашкар районĕнче те Çĕнĕ çул умĕн кил- çурта капăрлатакансен конкурсне йĕркелесе çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ. Ку енĕпе Шăнкасри Ивановсене çитекен çук та пуль. Вĕсене кашни çулах дипломпа, парнепе чыслаççĕ.
Ивановсем килĕ умĕнче юр кÿлепесем вырнаçтарассине йăлана кĕртнĕ. Кил хуçи Николай ку ĕçпе çамрăк чухнех аппаланма тытăннă. Тăвайкки тунинчен пуçланă, пурăна киле юр кĕлеткесем те вырăн тупнă. Ивановсем ырă çак йăлана — кил-çурта капăрлатассине — 10 çул ытла пăхăнаççĕ. Яланах мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăлараççĕ. Çулталăк палли пирки манмаççĕ, ăна яланах ăсталаççĕ. Кăçал вăкăра ăсталанă ĕнтĕ.
Кил хуçи кÿлепесем çине шыв сапать. Ивановсем пурнăçпа тан пыраççĕ. Кăçал кил умне вырнаçтарнă чăрăш çине медицина маскисем çакнă. Юр кĕлеткесем чăн-чăнни тейĕн: калпак тăхăннă, шарф çыхнă. Кăçатă тăхăннă икĕ юр кĕлетке пукан çине канма ларнă.
Николайпа Ираида Ивановсем раштав пуçламăшĕнчех ĕçе пикенеççĕ. Кăçал, сăмахран, раштавăн 10-мĕшĕчченех ĕçе вĕçленĕ. Пĕр кÿлепене тума 1-2 кун кирлĕ. Ивановсем палăртнă тăрăх, вĕсем Çĕнĕ çулта кăна мар, ытти уявра та кил хуçалăхне капăрлатаççĕ.
Ирина КОШКИНА.
«Оливьешĕн», юршăн тунсăхларăм»
Раççейре Çĕнĕ çулта сĕтел çине «Оливье», «Кĕрĕк айĕнчи сельдь» салатсем лартаççĕ, сехет вун икĕ хут шаккиччен черккесене шампань эрехĕ тултараççĕ. Ют çĕршывсенче Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илеççĕ-ши? Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, чăвашла калаçакан тусăмăрсене сăмах парар.
Миндаль вăрри — пуянлăха
Игорь АНАНЬЕВ, Норвеги:
— Норвегире Раштав уявĕ пĕлтерĕшлĕрех. Ăна раштавăн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ачасем Юлениссон гномран парне кĕтеççĕ. Асамçă пĕччен мар, качакипе çитет. Çавăнпа пушмак ăшне сĕлĕ пучахĕ хураççĕ. Ытларах чухне Юлениссон пылак кучченеç парать.
Уяв сĕтелĕ çине пан улмипе пĕçернĕ хур, така, сысна какайĕ, тинĕс апат-çимĕçĕ лартаççĕ. Лютефиск /типĕтнĕ треска/ — наци деликатесĕ. Çак десерта тутанмасăр сĕтел хушшинчен кăлармаççĕ. Çавăн пекех рис пудингĕ пĕçереççĕ. Ун ăшне миндаль вăрри яраççĕ. Ăна тупакан çын çитес çул пуян пулĕ, пысăк ÿсĕм тăвĕ. Эпĕ Норвегин çурçĕр пайĕнче пурăнатăп. Лапланди /Финлянди/ инçех мар вырнаçнă. Канмалли кунсенче ачаллă çемьесем Санта-Клаус фермине /кану паркĕ/ çул тытаççĕ. Унта пăлан кÿлнĕ çунапа ярăнаççĕ, чумра /ÿпле/ чей ĕçеççĕ. Норвегире пурăнакансем искусственнăй чăрăш лартаççĕ. Вăл йÿнĕрех тата меллĕрех. Вырăнти халăх экологишĕн тăрăшать. Çапах чĕррине лартакансем те пур. Унашкал пĕчĕк чăрăш вăтамран 40 евро /3600 тенкĕ/ тăрать. Ăна теттесемпе мар, гирляндăпа, çĕршыв ялавĕсемпе илемлетеççĕ. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче чăрăша пуçтараççĕ. Норвегире пĕр-пĕрне шăрпăк курупки парнелесси — тахçанхи йăла. «Эпĕ сана хăтлăхпа ырăлăх сунатăп», — тенине пĕлтерет ку.
Хĕрлĕ тĕс усал вăйран хÿтĕлет
Светлана ЧИГАРЕВА, Китай:
— Гонконгра раштавăн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ çула уявламаççĕ. Аслă пĕлÿпе технологисен институтĕнче вăй хуратăп. Çулталăкăн юлашки кунĕнче ĕçлетпĕр. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче канатпăр та 2-мĕшĕнче каллех офиса васкатпăр. Эпĕ пурпĕрех иртсе каякан çула ăсататăп, хĕрĕмсене Раççей йăли- йĕркипе паллаштаратăп. Уяв сĕтелĕ хатĕрлетĕп, салатсем янтăлатăп. Каçхине телевизор умне меллĕ вырнаçатпăр та юратнă кинофильмсене пăхатпăр. Кашни çулах чăрăш капăрлататтăмăр. Кăçал вăрман пикине туянмарăмăр — ăна кушак çурисем тапăнасран шиклентĕмĕр.
2021 çулта Китай Çĕнĕ çулне /кунта пурăнакансем ăна Çуркунне уявĕ теççĕ/ нарăсăн 12-мĕшĕнче паллă тăвĕç. Нарăсăн 11-17-мĕшĕсем — канмалли кунсем. Кил хуçи арăмĕсем тĕплĕн хатĕрленеççĕ: çуртра типейлеççĕ, усă курман е юрăхсăра тухнă япаласенчен хăтăлаççĕ. Çапла майпа пĕлтĕрхи чир-чĕре хăвалаççĕ, ыррине кĕтсе илеççĕ. Урамсемпе çуртсене хĕрлĕ тĕспе илемлетеççĕ. Хĕрлĕ — уявăн тĕп тĕсĕ. Вăл усал вăйсене хăратнине ĕненеççĕ. Пур çĕре те хĕрлĕ хунар çакаççĕ. Алăкăн сылтăм тата сулахай енче — хĕрлĕ хут çине ырă сунса çырни.
Уява çемьепе кĕтсе илеççĕ. Пысăк хулара ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн килне таврăнать. Çавăнпа нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче общество транспорчĕ лăк тулли. Уяв сĕтелне пурте пĕрле хатĕрлеççĕ, цзяоцзы / пельмень/ янтăлаççĕ. Темиçе çул каялла уявпа саламласа открытка яраканччĕ. Халĕ пурте Вичатра /мессенджер/ çыраççĕ. Китайра мăшăрлă парне тăваççĕ. Анчах пĕр евĕрлĕ 4 япала памаççĕ. 4 – вилĕм палли.
Çуркунне уявĕнче Гонконг пысăк чечек евĕр. Виктори паркĕ халăхпа тулать. Пурте çеçке туянасшăн. Хăнана чечек çыххипе каяççĕ. Уява фейерверк вĕçлет. Унăн сасси усал вăйсене хăратать теççĕ.
Океан хĕрринче савăнаççĕ
Анна ВОЖЕВСКАЯ, Бразили:
— Юлашки пилĕк çулта Çĕнĕ çула чăрăшсăр, юрсăр, «Оливьесĕр» Атлантика океанĕ хĕрринче паллă тăватăп. Кунти халăхшăн тĕп уяв Çĕнĕ çул мар, католиксен Раштавĕ. Ăна раштавăн 24-мĕшĕнче каçхине уявлаççĕ.
Сĕтел çине темĕн те лартаççĕ, кашниех чустаран пĕçернĕ пылак çимĕç — рабанада — хатĕрлеме тăрăшать. Çĕнĕ çул каçĕ вырăнти халăхшăн пĕлтерĕшлех мар. Ăна ахаль уяв пек çеç паллă тăваççĕ. Раштавăн 31-мĕшĕнче Бразили çыннисем те, ют çĕршывран пынисем те Рио-де-Жанейрăри Копакабана пляжне пуçтарăнаççĕ… Çак каç унта тĕнчери чи чаплă Çĕнĕ çул салючĕ тÿпене вун-вун хĕмпе çутатать. Вăл вун пилĕк минутлăха тăсăлать. Ăна туристсем ятарласа курма килеççĕ. Халăх шутсăр нумай пухăннăран хăшĕ-пĕри пляжа ирех çитсе салют пăхма меллĕ вырăн йышăнать. Сăмах май, пĕлтĕр виçĕ миллиона яхăн çын пуçтарăннă. Каçхи çичĕ сехет хыççăн общество транспортне ларма йывăр, пляжа метропа çеç çитме май пур. Анчах каçхине унта ятарлă карточкăпа çеç кĕртеççĕ. Туристсем вĕсене маларах туянса хураççĕ. Уяв йăлисенчен пĕри — пурин те пляжа шурă тумпа килмелле. Сехет вун икĕ хут шакканă самантра пухăннисем ĕмĕчĕ пирки шухăшласа океана чĕрĕ чечексем яраççĕ, ыйтни пурнăçланасса ĕненеççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесене Çĕнĕ çул умĕн çеç сутаççĕ. Кашни тĕсĕн пĕлтерĕшĕ расна. Тĕслĕхрен, кам çитес çул савни тупасшăн — хĕрлĕ чечеке суйлать, телейлĕ пулас текен — шуррине, хулăн кĕсье пирки ĕмĕтленекен шыва сарă çеçке ывăтать. Харăсах тĕрлĕ тĕслине пăрахакансем та пур. Çур çĕр çитиччен пляжра музыка янăрать, ятарлă лапамсенче концерт кăтартаççĕ, çынсем шампань эрехĕ тутанаççĕ… Питĕ хаваслă. Çапах эпĕ Çĕнĕ çула тăван тăрăхра, Шупашкарта, кĕтсе илме ĕмĕтленеттĕм. Бразилири уява уяв пек йышăнаймастăп. «Оливье», «Кĕрĕк айĕнчи сельдь» салатсемшĕн, мандаринпа капăр чăрăшшăн, телекуравпа кăтартакан уяв кăларăмĕсемпе Президент саламĕшĕн, çывăх çынсемшĕн тата юршăн тунсăхлаттăм. Раççейре, Бразилипе танлаштарсан, Çĕнĕ çул ултă сехет маларах çитет. Çавна май эпĕ килтисемпе видеоçыхăну урлă калаçса Президент саламне итлетĕп, шампань эрехĕ ĕçсе ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп. Çитес çулталăка тинех çемьепе Шупашкарта кĕтсе илĕп!
108 хут чан çапаççĕ
Юто ХИШИЯМА, Япони:
— Çĕнĕ çул — Японире чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 3-мĕшĕччен паллă тăватпăр ăна. Нумайăшĕ ку уява тăвансемпе уявлать. Раштавăн 31-мĕшĕччен, Çĕнĕ çула çĕнĕ туйăмпа кĕтсе илес тесе, килте пуçтарăнатпăр та «ненгадзë» открытка çырса хатĕрлетпĕр, ăна çывăх çынсемпе туссене, пĕлĕшсене парнелетпĕр. Çулталăкăн юлашки кунĕнче «тоси-коси соба» лапша яшки çиетпĕр, унтан телевизор пăхатпăр. Нумайăшĕ «Кохаку ута гассхэн» кăларăм пăхать. Ку — кашни çул иртекен шоу. Японири чи чаплă юрăçсем икĕ ушкăна пайланса юрлаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Раштавăн 31-мĕшĕнче буддистсен кĕлĕ çуртне çÿрекен те нумай. Каçхине Японири мĕн пур кĕлĕ çуртĕнче 108 хут чан çапаççĕ. Çак йăлана «дзëя но канэ» теççĕ. Буддизмра палăртнă тăрăх, кашни çыннăн 108 начар шухăш пур. Вĕсем çухалччăр тесе шăпах 108 хут чан çапаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче кĕлĕ çуртне кайса çитес çул сывлăх тата телей илсе килтĕр тесе кĕлĕ тăватпăр. Ку йăла «хацумодэ» ятлă. Алăк умне Çĕнĕ çул Туррине кĕтсе илес тĕллевпе «кадомацу» япала хуратпăр. Ăна хырпа бамбукран тăваççĕ. Синтоизм тĕнĕнче каланă тăрăх, Çĕнĕ çул Турри уявра телей илсе килет.
Праçникре çывăх çынсемпе ачасене укçа парнелеççĕ. Ку йăлана «отосидама» теççĕ. Укçана пĕчĕк конвертра тыттараççĕ. «О-сэйбо» йăлана та пăхăнатпăр: нумайăшĕ апат-çимĕç парнелет. Ку — ĕлĕкхи йăла, çынсем турăсене тав туса саке е типĕтнĕ пулă, улма-çырла, пахча çимĕç, рис панă. Пурăна киле яппунсем çывăх çыннисене те çак парнесемпе савăнтарма тытăннă. Хальхи вăхăтра кил-тĕрĕшре кирлĕ япала /супăнь, кĕпе-йĕм çумалли порошок, тип çу, чей, кофе тата ытти/ пама тăрăшаççĕ. Парне хаклă пулманни пĕлтерĕшлĕ мар, чи кирли — пулăшнăшăн тав туни. Чылайăшĕн ĕçе пула парне суйлама вăхăт çук. Лавккасенче хаваспах пулăшаççĕ. Тус-тăванăн адресне, салам сăмахĕсене, хăвăн ят-шывна çыратăн, укçа тÿлетĕн те специалистсем парнене илемлĕ хутпа чĕркесе кирлĕ вырăна илсе çитереççĕ. Çынсемпе кăна мар, пысăк корпорацисемпе фирмăсем те пĕр-пĕрне çавнашкал парне параççĕ. Халĕ тата çăмăлрах: интернет пур. Çĕнĕ çулта «осэти рëри» апат çиетпĕр. Ăна маларах туянатпăр, çавăнпа уяв кунĕсенче апат хатĕрлесе ăшталанмалла мар. Унсăр пуçне сĕтел çине «отосо» пылак саке тата «озони» яшка лартатпăр.
Чикĕ леш енче Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнипе
Ольга КАЛИТОВА, Нина ЦАРЫГИНА, Ирина КОШКИНА кăсăкланнă.
Çĕнĕ çулта баттла хутшăнмалла
«Çамрăксен хаçачĕ» çĕнĕ ятпа тухма пуçланăранпа 25 çул çитнине халалласа «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ сăвă вулакансен конкурсне — «Поэтсен баттлне» — ирттерет. Ăна чăваш чĕлхипе, литературăри тĕрлĕ тапхăрти поэтсен пултарулăхĕпе кăсăклантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Баттл çитес çулхи нарăс уйăхĕнче пулĕ. Конкурса хутшăнас текенсен заявка тăратмалла. Ăна molgazeta@rambler.ru электрон адреспа ямалла. Конкурса кирек кам та хутшăнма пултарать, хăш ÿсĕмре пулни пĕлтерĕшлĕ мар.
Конкурс икĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕнче чăвашла 1 сăвă вуламалла. Чи лайăх вулакан 5 çын баттлта, иккĕмĕш тапхăрта, тупăшĕ. Кун валли вĕсен 5 сăвăран кая мар вĕренмелле.
Вулакансен пултарулăхне паллă артистсем хаклĕç. Вĕсем илемлĕ те хăйне евĕр вуланине, артист ăсталăхне, сăвă тĕшшине шута илĕç. Конкурса хутшăннисем сертификата тивĕçĕç. Çĕнтерÿçе Кубок тата парне кĕтет. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-967-470-65-35.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас