- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 50 (6398) № 23.12.2021
Çур çĕрте те чĕр чунсене сиплеççĕ
Вĕсем чĕр чунсен пурнăçне çăлаççĕ. Çамрăк ветеринарсем — Улатăрта пурăнакан Ольгăпа Игорь Логиновсем — çур çĕрте тăрса та йывăрлăха лекнĕ тăватă ураллă туссене пулăшма хатĕр.
Пысăк хуларан — тăван тăрăха
Ольга чĕр чунсене ачаранпах юратать. Йăмăкĕпе иккĕшĕ питĕ йытă пирки ĕмĕтленнĕ. Пĕр кунхине ку чăнлăха çаврăннă: Шупашкарти тăванĕсен ачи çуралнă хыççăн хам-хамне вĕсене килсе пама тивнĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ мĕн тери савăннă! Малыш ятлă йытта вĕсем тӳрех кăмăлланă, юратса пăхнă. Чĕр чун çемьепе пĕрле хваттерте 10 çул пурăннă. Тăрук чирлесе ӳкнĕ, унтан нушаланса вилнĕ. Малыша ветеринар патне пĕрре мар илсе кайнă. Йывăр чирлĕ, çăлма май çук тесе тухтăр кашнинчех йытта çывăратса вĕлерме сĕннĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ парăнман: хирургра тăрăшакан кӳршисенчен пулăшу ыйтнă. Çынсене сиплекенскерсем йывăрлăхра алă тăснă, йытта пăхнă, ыратнине ирттерекен укол тунă. Пĕртăвансем вĕсене кура хăйсем те укол тума вĕреннĕ. Ольгăн практики юратнă йыттине сипленинчен пуçланнă тесен те йăнăш мар. Малыш вилнĕ хыççăн вăл тухтăр пулма çирĕп тĕллев лартнă. 11-мĕш класра вăл биологипе экзамен тытмашкăн хатĕрленме пуçланă.
«Кайран эпĕ акă мĕн вуласа пĕлтĕм: Малыша çăлма май пулнă. Вăл вилнĕ хыççăн ытти чĕр чуна пулăшма тăрăшрăм. Хуçасăр юлнă, пирĕн под˜ездра пурăннă кушака хӳтте илтĕмĕр. Унччен ăна пурте апат çитеретчĕç. Урамра сивĕтме тытăнсан хамăрăн хваттере илсе кĕтĕмĕр. Вăл çăвăрланăччĕ, çурисене çынсене патăмăр, кушака стерилизацилерĕмĕр», — аса илчĕ 30 çулти çамрăк.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ аграри институчĕ/ вĕреннĕ вăхăтра Ольга хăйне тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхнă. Пасарта та, ветстанцире те практика тухнă, вĕсен лабораторийĕсенче экспертизăсем ирттернĕ. Пĕр вăхăт чăх-чĕп фабрикинче те ĕçленĕ, ветеринари клиникинче те ăсталăха туптанă. Çакă веçех ăна мĕн килĕшнине, хăш енпе аталанмаллине ăнланма май панă. Ольга пурнăçне чĕр чунсене халаллама, вĕсемшĕн усăллă пулма шутланă. Диплом илсен пике тăван тăрăхне — Улатăр хулине — таврăнса ветеринари станцийĕнче /хăй вăхăтĕнче унта та практика тухнă/ ĕçлеме пуçлассинче иккĕленмен. Анчах шăпа ăна Чулхулана илсе çитернĕ. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕскер унта ветеринари клиникинче ĕçлеме тытăннă.
«Хама веттухтăр ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхас терĕм. Чулхулана кайсан тăван хулана тӳрех таврăнаймарăм, унта 2 çул ытла ĕçлесе пурăнтăм. Качча тухрăм. Игорьпе, Иваново хулин каччипе, Чулхулара паллашрăм. Вăл тăван тăрăхĕнче ветеринара вĕреннĕ, аспирантурăра ăс пухнă. Диссертаци хӳтĕлесе ветеринари наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Эпир пĕрле час-часах конференцисене çӳреттĕмĕр. Çав вăхăтрах вăл килсĕр-çуртсăр чĕр чунсен приютĕнче ĕçлетчĕ. Эпĕ те унта час-часах çӳреттĕм. Çемьеленнĕ хыççăн Игорьпе ăçта пурăнасси пирки шухăшларăмăр. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Арçынсене шанма пăрахрăм, ачасемшĕн пурăнатăп»
«Амăшĕсĕр ача икĕ хут тăлăх», — теççĕ ваттисем. Шупашкарта пурăнакан Галина Бусина (хĕр чухнехи хушамачĕ — Дуйсембаева) 4 ачине пĕччен çитĕнтерет. Иккĕмĕш мăшăрĕ ăна унран 2-мĕш ачине кĕтнине пĕлсен пăрахса кайнă.
Пĕр суда та килмерĕ
«Манăн анне Ольга Александровна Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче çуралнă. Атте Амангельды Илюбаевич — казах, малтан Астраханьте пурăннă. Анне унпа практикăна кайсан паллашнă, вĕсем çемье чăмăртанă. Эпĕ Красноармейски салинче çуралнă. Ачалăхăм та унтах иртрĕ. 8-мĕш класс пĕтериччен район центрĕнчех вĕрентĕм. Унтах ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăха туптарăм. 9-мĕш класа Шупашкара Олимп резервĕсен спорт шкулне кайрăм. 2012 çулта Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăтăм. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн спорт ман валли маррине ăнлантăм. Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çулта çĕвĕç профессине алла илтĕм. Унтан тĕрлĕ хулара ĕçлесе пурăнтăм.
2011 çулта автобус çĕмĕрĕлнипе эпĕ пуйăс çине ĕлкĕреймерĕм. Çавăн чухне кафере пĕрремĕш упăшкапа паллашрăм. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр те çемье чăмăртарăмăр. Вăл Чечня Республикинченччĕ, грек-рим кĕрешĕвĕпе кăсăкланатчĕ. Хамзатăн ашшĕ те, амăшĕ те çук. Эпĕ ăна питĕ шеллерĕм-тĕр. Анчах пирĕн юрату виçĕ çул кăна «пурăнчĕ». Унран çие юлнине эпĕ Чăваш Ене таврăнсан кăна пĕлтĕм. Пепкене çуратмах шухăшларăм. Ăна Ратмир ят патăм. Килес çул вăл пĕрремĕш класа каять. Ратмир ашшĕпе пĕрре те тĕл пулман. Хамзат тахçантан пĕрре унпа видеоçыхăнăва тухать. Вăл ывăлĕшĕн алимент тӳлемест.
Иккĕмĕш хĕрĕмĕн Аврорăн ашшĕпе хут уйăрттармасăр пурăнтăм. Вăл та ашшĕпе амăшĕн ăшшине курмасăр çитĕннĕ. Савнă çын çемье пурнăçне кӳлĕнме, ашшĕ пулма хатĕр марччĕ. Çапах халь вăл пире укçан пулăшкалать. Аврора çуралсанах тухтăрсем мана: «Сирĕн ачан пуç мимин ишемийĕ тата ДЦП чирĕ аталанас хăрушлăх пур», — терĕç. Хусана кайса массаж, электрофорез турăмăр. Халĕ вăл чиперех çитĕнет.
2018 çулта эпĕ икĕ ачапа иккĕмĕш хут качча тухрăм. Мăшăрăм Шупашкартанахчĕ. 7 çулта чухне унăн амăшĕ вилнĕ. 7 уйăх каялла ашшĕ те пурнăçран уйрăлчĕ. Ăна пĕр хĕр çуратса патăм. Вăл та çемьепе пурăнма хатĕр марччĕ. Уншăн эпир мар, юлташĕсем пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Унран уйрăлмашкăн заявлени кайса çырнă кун эпĕ тăваттăмĕш ачана кĕтнине пĕлтĕм. Çĕнĕ çулччен виçĕ кун çеç тăрса юлнăччĕ. Пире 4 уйăхра уйăрчĕç. Вăл пĕр суда та килмерĕ. Эпĕ ăна унран тепĕр ача кĕтни пирки пĕлтермерĕм. Арçынна ачапа илĕртсе çемьере хăварма май çуккине ăнланаттăм. Ăна тӳрĕ çул çине тăратас тесе тăрăшман мар. Вăл хăйĕн кĕçĕн хĕрне ача çуратмалли çуртăн чӳречинчен кăна курчĕ. Тепĕр темиçе кунран ăна полици ĕçченĕсем тытса кайрĕç. Вăл следстви изоляторĕнчен ман пата 5 çыру янă. Вĕсенчен пĕрне те эпĕ вуламан, кайса та илмен. Çырусем унăн тăванĕ патĕнче выртаççĕ. Ачасен сăн ӳкерчĕкĕсене ăна кăтартатăп, анчах хăйĕнпе текех хутшăнас килмест. Тĕпренчĕкĕмсемпе ашшĕпе тĕл пулма нихăçан та чармăп. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕр евĕрлĕ рольсене калăпласан кичем»
Сцена çинче вăл Джульеттăна юратса пăрахнă Ромеона выляма пултарать. Яка карчăк пек те тумланса тухать, çапкаланчăк çыннăн кăмăлне те куракансене уçса парать. Вĕсене пĕр çын — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн актерĕ Леонид Яргейкин — калăплать. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе интернетра информаци шырарăм. Нимех те çук. Паян Леонид хаçат вулаканĕсене хăйĕнпе çывăхрах паллаштарма килĕшрĕ. Космонавт, тракторист…
— Леонид, эсĕ «инкогнито» пекех, хăвăн пирки калаçма юратманрантăр интернетра санăн тĕплĕ биографи те çук. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем сан пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн.
— Эпĕ 1982 çулта Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. Атте Алексей Аркадьевич ĕмĕрĕпех колхозра шоферта ĕçленĕ, анне Валентина Владимировна — лавккара. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Эпĕ çемьере чи асли, манн хыççăнхисем икĕ йăмăк: Олесьăпа Света. Асли пулнă май ман çине нумай ĕç тиенетчĕ. Аттепе анне ир-ирех ĕçе каятчĕç те каçхине çеç таврăнатчĕç. Шкултан килсен пӳрт сивĕччĕ, кăмака хутмаллаччĕ, унтан выльăх пăхма тухаттăм.
— Санăн актер ăсталăхĕ пĕчĕк чухнех палăрнă-и?
— 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне столовăйĕнчи поварсене тав туса юрларăмăр, эпĕ сăвă каларăм. Пĕрре мана, 3-мĕш класс ачине, 4-мĕшĕсем патне илсе кайса вĕсене тĕслĕх кăтартмашкăн сăвă вулаттарчĕç. 5-мĕш класа куçсан ытларах спорт енне туртăнтăм. Пĕррехинче шкулти Çĕнĕ çул уявне пират костюмĕпе кайрăм: уссине çыпăçтарман, тутăр çыхман. Жюри членĕсем манăн костюма асăрхамарĕç. Çавăн хыççăн елкăна костюм тăхăнса кайма пăрахрăм, конкурссене те хутшăнмарăм. 7-мĕш класра чухне хореографи кружокĕ уçăлчĕ. Мана унта чĕнчĕç. Кайса пăхрăм та ташлама килĕшрĕ.
— Ачалăхри асра юлнă саманта аса ил-ха.
— Пĕррехинче анне мана лавккана кайса хамăр валли мĕн те пулин тутли туянма укçа пачĕ. Тăватă килограмм мандарин, пĕр сумка, йăтса килтĕм. Анне пĕр пайне каялла кайса пачĕ. Пĕррехинче вăрман хĕрринче тунката çинче тăмра каласа юрлакан карчăк пĕтĕм ярмăрккăна шăплантарчĕ. Пурте ăна пăхса тĕлĕнсе тăчĕç. Ун пеккине эпĕ нихăçан та курман.
— Пĕчĕк чухне санăн кам пулас килетчĕ?
— Паян — космонавт, ыран — тракторист, виçмине — сварщик… Ку списокра артист профессийĕ пулман. 11-мĕш класра чухне ман тĕлĕшпе «конкурс» пулнă темелле (кулать. – Авт.). Истори учителĕ — истори енĕпе, физика учителĕ — хăйĕн предмечĕпе, тепри экономикăпа вĕренме ярасшăнччĕ. Юридици енĕпе те вĕренме кайма пулатчĕ. Эпĕ вара кинорежиссурăпа кăсăкланма пуçларăм. Ку енĕпе Хусана е Мускава каймаллаччĕ, анчах унта вĕренме кĕмешкĕн йывăррине каларĕç. Укçа та кирлĕччĕ. Ун чухне, 2000 çулта, укçи-тенки питех пулман. Аттене ĕç укçине тырăлла паратчĕç. Шăп çав çул Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ уçăлчĕ. Унта актер ăсталăхĕ енĕпе вĕренме кĕтĕм. Вячеслав Оринов режиссер патĕнче ăсталăха туптарăм. 2003 çулта Турцие вĕренме каймашкăн май пурччĕ. 15 пин тенкĕ кирлĕччĕ. Ун чухне ку укçа хальхи аванс мар. Институтрах вĕренсе пĕтертĕм. Вячеслав Оринов пире тӳрех сценăпа паллаштарса пычĕ. Пире, 12 студента, Çамрăксен театрĕ валли тĕллевлĕ хатĕрлерĕç. Халĕ театрта хамăр курсран ултă актер юлтăмăр. 2003 çултанпа пирĕн стаж пуçланнă. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Чăваш тумĕ мĕн тери хитре пулнине кăтартас килет»
Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе, йăла-йĕрке, чăвашлăх… Паян «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕн хăнишĕн ку ăнлавсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Маттур чăваш хĕрарăмĕпе Галина АЙПИКЕПЕ Григорьева çак пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçрăмăр.
Вырăсла калаçса ӳснĕ
— Галина, виçĕ çул каялла эсĕ хăвăн кун-çулна чăвашлăхпа çыхăнтарма шут тытнă. Пĕтĕм чăвашсен общество культурин центрĕн хастарĕ пулса тăнă, центр пурнăçлакан ĕçсем пирки социаллă сетьсенче хыпарлама пуçланă, хăвăн машинун рулĕ умне ларса чăваш хастарĕсене тĕрлĕ тĕлпулăва илсе çӳреме тытăннă. Каласам, чунунта чăвашлăх туйăмĕ хăш вăхăтра çапла вăйлă аталанчĕ?
— Эпĕ Етĕрне районĕнчи Ильина Гора ялĕнче кун çути курнă. Унта вырăссем те кун кунлаççĕ, çавна май мĕн ачаран ытларах вырăс культурине ăса хывса ӳснĕ. Аттепе анне — чăвашсем, апла пулин те эпĕ ача чухне чăваш чĕлхипе кăсăклансах кайман. Килте çывăх çынсем чăвашла калаçнине илткеленĕ-ха, хăш-пĕр сăмахне астуса та юлнă. Чăн чăваш пурнăçне, йăли-йĕркине курса ӳсменшĕн тепĕр чухне чун ыратать. 13 çул тултариччен асанне патне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хватукасси ялне кайса çӳренĕ. Вăл çĕре кĕрсен чăвашла пач калаçман тесен те юрать. Кайран чăваш йĕкĕтне качча тухрăм. Красноармейски районĕнчи Кушар ялĕнче пурăнакан хуняма Нина Григорьева чăвашла таса та илемлĕ калаçма вĕрентрĕ. Вăл вырăсла пĕлсех каймасть. Манăн чунра чăваш чĕлхин вăррине вăл акрĕ. Темиçе çул каялла туссем Чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе паллаштарчĕç. Ун пирки унччен илтмен мар, анчах курса калаçма тӳр килменччĕ. Çывăхрах туслашсан вăл манăн куçа уçрĕ, пирĕн халăхăн историйĕ, литератури, культури пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Мĕн тери пуян иккен пирĕн халăх сăмахлăхĕ! Шел, çакна шкулта никам та ăнлантарса паман. Çав самантран пурнăçăм тепĕр майлă çаврăнса урăх сукмакпа, чăвашлăх çулĕпе, чуптарчĕ.
— Халĕ эсĕ чăвашла илемлĕ те таса калаçатăн.
— Шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхинчен вăтаннă. Самани урăх пулнă. Тен, чăвашшăн тăван чĕлхе мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине вĕрентекенсем хăйсем те ăнлансах кайман. Пытармастăп, хам чăваш пулнăшăн именнĕ эпĕ. Аттепе анне хăйсем вырăсла калаçма питех пĕлмен пулсан та пире çапла пуплеме хăнăхтарнă. Пурăнма çăмăлрах пултăр тенĕ-ши? Чăвашла калаçма пуçласан малтанах пĕлĕшсенчен хăшĕ-пĕри кулатчĕ манран. Çапах эпĕ вăтанман. Йăнăш тухнă сăмаха тӳрлетсе тепĕр хут тĕрĕс калаттăм. Пĕррехинче «кишĕрпе» «чĕкĕнтĕр» сăмахсене пĕрлештерсе: «Пирĕн кишĕнтĕр ăçта-ши?» — тесе ыйтрăм хунямаран. Халĕ те çавна аса илсе кулать, манăн чи юратнă кин тесе ырлать. Юхма Мишши мана чăваш кĕнекисене вулама хăнăхтарчĕ. Вĕсене васкамасăр вуласа кашни сăмаха тишкеретĕп. Пĕлменнисене словарьте тупса куçаратăп. Çапла хамăн чĕлхене пуянлататăп. Чăвашла таса та хитре калаçма хăнăхас тесе машинăпа пынă чухне Чăваш наци радиовне яратăп. Хăш чухне чăвашла юрăсем ярса артистсемпе пĕрле юрлатăп. Ку мана сăмахсене çăмăллăн астуса юлма пулăшать.
— Космоэнергетикăпа кăсăкланатăп терĕн.
— Тĕнче уçлăхĕ тĕрлĕ информаципе, туйăмпа тулса тăрать. Пирĕн леш тĕнчене кайнă мăн асаттесемпе тата асаннесемпе, чăваш туррисемпе чăвашла калаçмалла. Вĕсем вырăсла пачах пĕлмеççĕ, çавăнпа эпир вĕсенчен мĕнле пулăшу ыйтнине ăнланмаççĕ. Вĕсем пире тăван чĕлхене упрама пулăшаççĕ. Несĕлсемсĕр, историсĕр пурнăç малалла каймасть. Хамăра шансан та леш тĕнчери тăвансем пулăшнине пĕлмелле. <...>
Альбина ЮРАТУ.
♦ ♦ ♦
Таса уйра кредит илмесĕр çурт çĕкленĕ
Çĕрпӳ районĕнчи Актай ялĕнче Федоровсем пурăнакан вырăнта малтан çум курăк ашкăрнă. Алинăпа Евгений икĕ çулта çĕнĕ çурт çĕклесе унта пурăнма куçнă, çӳп-çап йăваланса выртакан çырмана тасатса йывăçсем лартнă.
«Çум курăк хамăр çӳллĕшчĕ»
Алина Валерьяновна кӳршĕ ялта, Патăрьелте, çуралса ӳснĕ.
«Шкул хыççăн воспитателе вĕренме каясшăнччĕ, питĕ ачасемпе ĕçлес килетчĕ. Сывпуллашу каçĕ хыççăн тепĕр кунхинех Шупашкара кайса заявлени патăм. Анчах анне манăн документсене илсе 19-мĕш училищĕне кайса пачĕ. Ун чухне аттен иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕсем Мускавра стройка енĕпе ĕçлетчĕç, укçа сахал мар илетчĕç. Çавăнпа çывăх çыннăм мана: «Ача кутне çуса пурнăç тăваймăн», — тесе строителе вĕренме ячĕ. Аннене хирĕç пулмарăм. Пĕр çултан отделка тăвакан специалиста вĕренсе тухрăм», — калаçăва пуçларĕ кил ăшшин управçи Алина Федорова.
Пулас мăшăрĕпе, Чăрăшкасси йĕкĕчĕпе Евгенипе, вăл клубра паллашнă. Алина шкул пĕтернĕ чухне савнийĕ салтакран тин çеç таврăннă. Хĕрпе каччăлла тăватă çул çӳренĕ хыççăн вĕсем çемье чăмăртанă. «Эпĕ хулара вĕреннĕ чухне вăл ял хуçалăх химинче ĕçлетчĕ. Ĕç хыççăн ман пата общежитие килетчĕ. Канмалли кунсенче, хăш чух эрне варринче те, яла вĕçтереттĕм. Хулара пĕр кун та тытăнса тăрас килместчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлерĕм. Студент чухне Чăваш патшалăх аграри университечĕ çумĕнчи часавая тунă çĕрте тăрăшрăмăр. Ĕç хыççăн çынсем заливра уçăлса çӳретчĕç, эпĕ вара часрах киле васкаттăм. Женьăпа хулара пурăнма юласси пирки нихăçан та шухăшламан. Ялтах тĕпленме çирĕп тĕллев тытрăмăр. Çурт лартма çĕр лаптăкĕ шырама пуçларăмăр. 2005 çулта пире 35 сотăй çĕр уйăрса пачĕç. Унта çум курăк хамăр çӳллĕш ашкăратчĕ. Икĕ çулта вырăна тасатса, никĕс ярса, çурт хăпартса унта пурăнма куçрăмăр», — каласа кăтартрĕ Алина.
Çурт çĕклеме тытăнсан Евгений шапаша çӳреме тытăннă. Вĕсем мăшăрланичченех çурт хăпартасси пирки калаçнă. Евгений туй хыççăн тепĕр кунхинех Мускава ĕçлеме тухса кайнă. «Упăшка йышлă çемьере çитĕннĕ. Унран кĕçĕнрех пĕртăванĕсем пулнăран пирĕн хамăр вăя шанса çурт çĕклеме тиврĕ. Малтанах эпир манăн аттепе анне килĕнче пурăнтăмăр. Хуняма патне хăнана кăна каяттăмăр. Мăшăрăм çĕнĕ çурта пурăнма кĕричченех аякка ĕçлеме çӳрерĕ. Туй укçине те йăлтах çурт çĕклеме ятăмăр. Йывăç пура туянтăмăр. Сӳсне пĕтĕрсе чикме çынсене чĕнтĕмĕр. Кредит илмен. Хамăр ĕçлесе илнĕ нухратпах пĕчĕккĕн çурт туса лартрăмăр. Сарай стенисене çемьепе купаларăмăр, ачасемпе пĕрле 5 кун тăрмашрăмăр. Платниксем иртен пуçласа каçхи 9-10 сехетчен ĕçлетчĕç. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас