Çамрăксен хаçачĕ 49 (6499) № 14.12.2023

14 Раштав, 2023

«Хулара пурăннă тăк юбкăпа, туфлипе çӳрĕттĕн»

«Эпир яла куçса килнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместпĕр. Кунти пурнăç пире, хулара çуралса ÿснĕскерсене, çав тери килĕшет. Паллах, йывăрлăхĕ те сахал мар. Анчах вĕсене йышпа парăнтарма пулать», — теççĕ Шупашкар округĕнчи Шаккăлта пурăнакан Святославăпа Артем Лавровсем.

Яла куçса килнĕ

«Эпĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралса ӳснĕ. 2009 çулта 18-мĕш лицейран вĕренсе тухрăм. Аттестат илсен Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалне эколога вĕренме кĕтĕм. Анчах дипломлă пулсан хамăн специальноçпа ĕçлеме тӳр килмерĕ. Институтра вĕреннĕ вăхăтра хĕрсемпе залива уçăлма кайсан Шупашкар каччипе Артем Лавровпа паллашрăм. Манран аслăрахскер ун чухне Ишлейри заводра ĕçлетчĕ. Ырă кăмăллă, тĕплĕн шухăшласа калаçакан каччă мана пĕрре курсах килĕшрĕ. Çур çул туслă çӳресен мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Эпĕ институт пĕтериччен çемье çавăртăмăр. Аслă ывăл Лев диплом иличчен çуралчĕ, унтан Глеб çут тĕнчене килчĕ», — çемйипе паллаштарма пуçларĕ Святослава. Çемье çавăрсан Лавровсем Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, яла аслашшĕпе асламăшĕ патне час-часах кайса çӳренĕ. Пĕррехинче Артемăн Шупашкар округĕнчи Шаккăлта пурăнакан тăванĕсем ялта пушă çĕр нумаййине, лаптăк туянса унпа дача вырăнне усă курма май пуррине каланă. Лавровсем нумай шухăшламан — килĕшнĕ. Святослава ача чухнех çĕр çинче ĕçлесе курни те хавхалантарнă вĕсене. «Мана асаттепе асанне пăхса ӳстерчĕç. Аннене эпĕ пĕчĕк чухне вĕлернĕ. Асанне Мария Михайловна больницăра медсестрара ĕçлетчĕ, асатте Леонид Романович строитель пулнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулине тума тытăннă чухне Брянскран куçса килсе кунта тĕпленнĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне час-часах чирлеттĕм. Манăн пули-пулми апат çиме юрамастчĕ, аллергипе аптăраттăм. Асанне хула çывăхĕнчи яла кайса качака сĕчĕ туянса килетчĕ. Вĕсен икĕ дачăччĕ. Унта мана та илсе çӳретчĕç. Анчах пĕчĕк чухне каясах килместчĕ. Халĕ куншăн асаттепе асаннене тав тăватăп. Вĕсем мана мĕн чухлĕ ĕç тума вĕрентнĕ! Эпĕ ӳссен пĕр дачине сутрĕç те Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çурт илчĕç. Халĕ унта пурăнаççĕ, качака, чăх-чĕп усраççĕ. Пирĕн аслă ывăл Лев та — аллергик. Хулара чухне ăна сывлама питĕ йывăрччĕ, яла килсенех ача уçăлса каятчĕ. Çакă та ялта пĕчĕк çурт туянма хистерĕ пуль. Малтан унпа дача пек çеç усă курăпăр тенĕччĕ, каярахпа çурта пысăклатрăмăр. Мăшăрăм Артем строитель мар пулсан та пĕтĕм ĕçе хăй тăвать. Туссем эпир яла куçма хатĕрленнине пĕлсен çак утăма тумалла мар тесе темĕн те каласа ӳкĕтлерĕç. Халĕ вара хăйсем те яла куçса килме тытăнчĕç. Канмалли кунсенче тус-юлташпа пĕрле пухăнатпăр. Эпир малтан 30 сотăй çĕр илнĕччĕ, каярахпа тепĕр 20 сотăй туянтăмăр», — калаçăва малалла тăсрĕ Святослава. Лавровсем Шаккăл ялĕнче 2019 çултанпа пурăнаççĕ. Паллах, куçса килсенех кунта пурнăç çăмăл пулать тесе ĕмĕтленмен вĕсем. Анчах йывăрлăхсем çине-çинех тухса пырасса та шухăшламан. Шаккăл ялĕ Шупашкар хулинчен 20 çухрăмра вырнаçнă. Унта лавкка та, шкул та, яла кĕме йĕркеллĕ çул та çук. Лавровсем куçса килнĕ чухне ялта 20-е яхăн килте çынсем пурăннă. Ытларахăшĕ — карчăксемпе стариксем. Юлашки çулсенче вара çынсем кивелнĕ хуралтăсене çĕнетме тытăннă, çĕнĕ урам та йĕркеленнĕ. Ачасенчен ытларахăшĕ Кӳкеç шкулне вĕренме çӳрет. Лавровсен аслă ывăлĕ Лев малтан кӳршĕ ялти шкула çул такăрлатнă. Класра пĕр ача çеç пулнипе икĕ класа пĕрлештернĕ, кун хыççăн Лев та Кӳкеçе куçнă. Халĕ вăл 3-мĕш класра вĕренет, ишессипе интересленет. Тепĕр ывăлĕ Глеб кăçал пĕрремĕш класа кайнă. Яла шкул автобусĕ çӳремест. Çавăнпа Святослава ачасене ирхине хăех леçсе ярать. Унччен унăн хăйĕн машина пулман, çавăнпа упăшки ĕçе кайнă кун ачисене çуранах леçме тивнĕ. Халĕ Святослава хăйĕн машинипе çӳрет. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Роман паянхи кун та çивĕчлĕхне çухатман»

Тинех! Тахçантанпах кĕтнĕ спектакль премьери пулчĕ. Ача чухне юратса вуланă произведение сцена çине кăларнине питĕ курас килетчĕ. Ăна юратнă режиссер Наталия Сергеева (унăн пур спектакльне те курма тăрăшатăп) ĕçленине пĕлсен пушшех те хавхалантăм. Сăмахăм — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Никифор Мраньккан романĕ тăрăх лартнă «Ĕмĕр сакки сарлака» спектакль çинчен.

Спектакле 1972 çулта Леонид Родионов режиссер лартнă. Халĕ вара, çур ĕмĕр иртнĕ хыççăн, Игнатий Молодов инсценировкипе хатĕрленĕ спектакль сцена çине тепĕр хут тухрĕ. Çакна палăртмалла: «Ĕмĕр сакки сарлака» роман совет саманинчи чăваш литературинче историпе революци тапхăрне çутатакан чи лайăх произведенийĕ пулса тăнă. Ăна халăх халĕ те юратать, вăл чи нумай вуланакан кĕнекесен шутне кĕрет. Спектакльте XIX ĕмĕр вĕçĕ-XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш ялĕнчи самана улшăнăвĕсене, çынсен пурнăçне, тĕрлĕ сий хутшăнăвне сăнланă. Пĕр енче — пусмăрçăсен, çĕрме пуянсен йăхĕнчен тухнă Миххасем. Тепĕр енче — кивĕ йăла-йĕрке, тĕшмĕш тыткăнĕнчен, тавра курăм нишлĕхĕнчен хăпса тухакан Çтаппансем, Микуласем. Çтаппан — этем чысне тивĕçлипе хаклакан çын. Анчах арăслан пек вăйлă пулсан та вăл Михха евĕр чее ултавçăсемпе тӳре-шара умĕнче халсăр. Тĕрĕслĕхе ăçтан тупмалла? Суя çиеле тухĕ-и? Ял халăхĕ тĕрĕссине пĕлме пултарĕ-и? Спектакльте çак тата ытти ыйтăва хускатнă. Спектакль художникĕ — Светлана Зверева. Композиторĕ — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Лолита Чекушкина, ташăсене лартаканĕ — РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Нянина. Спектакле сывламасăр пăхма пулать, вăхăт иртни те сисĕнмест. Ку — массăллă, пысăк спектакль, артистсем лайăх выляççĕ. Унта çамрăк артистсем йышлăн хутшăнаççĕ, хăйсен ролĕсене лайăх уçса параççĕ. Çтаппан сăнарне — Евгений Урдюков, Микулана — Арсентий Димитриев, Анука — Оксана Драгунова, Кĕтерука — Надежда Зубкова, Ваçлине Алексей Герасимов калăплаççĕ. Сцена çинчи ташăсем, юрăсем, йăла-йĕрке, костюмсем — йăлтах чуна çывăх, хаклă. Спектакльте утă çулнă вăхăта, хĕр çураçма кайнине, хĕр вăрланине, улах ларнине, çамрăксен вăййине сăнланă. Юрă-ташă, такмак çав тери нумай. Декораци те пуян, вĕсене тăтăшах улăштараççĕ. Манăн шухăшпа, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра халăха шăпах çакăн пек спектакльсем ытларах кирлĕ. «Чăваш классики патне таврăнма сăлтав сахал мар пулчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çак спектакле лартма куракансем ыйтрĕç. Çак роман хăйĕн çивĕчлĕхне çухатман. Ара, юратупа курайманлăх, кĕвĕçӳ, влаçшăн кĕрешни, хăвна кирлĕ пек пурăнассишĕн тапаçланни — çынсене хумхантаракан яланхи ыйтусем. Çапах Çтаппанăн сăнарне тата ытларах уçса парас килчĕ. Анчах инсценировкине çапларах хатĕрленĕ те… Тĕрĕссипе, романа спектакль пек лартма çăмăл мар. Çтаппан пирки халĕ те шухăшласа çӳретĕп. Кун пек пысăк ĕç патне 10 çул утрăм. Манăн шухăшпа, пысăк спектакль лартас тесен ансатраххинчен пуçламалла. Режиссура енĕпе вунă çул ĕçлетĕп. Ку таранччен 20 ытла спектакль лартрăм. Пĕчĕккĕн пиçсе пыратăп пек туйăнать. Классикăпа ĕçлес тесен малтан чуна пуянлатмалла, чăвашлăх туйăмĕн вĕресе тăмалла. Малашлăхра классикăпа тата пысăк пьесăсемпе ĕçлеме вăй çитерсен пуçĕпех çак ĕçе путăп. Вăйлă пьесăсемшĕн артистсем те тунсăхлаççĕ. «Нарспи», «Ялта», «Айтар» — чи вăйлă пьесăсем. Çитес çул Александр Артемьев çырнă «Салампипе» ĕçлеме палăртатăп. Хăй вăхăтĕнче ку хайлав тăрăх чаплă спектакль лартнă. «Ĕмĕр сакки сарлака» манăн шухăшпа, япăх пулмарĕ. Артистсем те чунран выляççĕ. Пьеса — чăвашла, режиссерĕ чăваш пулсан чăваш артисчĕ юн таппипе туять. Чăваш чăваша ытларах ăнланать тесе каласшăн эпĕ», — терĕ Наталия Сергеева режиссер. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Чĕлхе — музейри экспонат мар»

«Вĕрентекенĕн кирек хăш ӳсĕмри ачана та хисеплемелле, унăн шухăшĕпе кăсăкланмалла. Çав вăхăтрах питĕ çывăха та ямалла мар, хамăра мăнна та хумалла мар. Ун çине Турă пек çӳлтен аялалла пăхни вырăнсăр. Ачапа пĕр чĕлхе тупасси — хăйне евĕр ăсталăх. Ăна алла илмешкĕн вара вĕрентекенĕн тĕнче курăмне аталантармалла. Çавăн чухне кăна вăл шăпăрланпа пĕр чĕлхе тупаять», — пуçарчĕ калаçăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов.

«Хăвăн предметна фанатла юратмалла»

Вăл ачана тепĕр психологран та лайăхрах ăнланать пек туйăнать. Хăйĕн пурнăçне ахальтен шкулпа çыхăнтарман-тăр Александр Марсович. Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнче кун çути курнăскер 2-мĕш класранпа Шупашкарта Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче, ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Аспирантурăра виçĕ çул вĕренсен Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулне ĕçе вырнаçнă. Ĕнерхи студентăн пурăнмалли кĕтес пулман. Ăна ятарласа шкул çумне çирĕплетнĕ тăватă хваттерлĕ çурта янă. Унта вĕрентекенсем пурăннă. Малтан çамрăк учитель ачасене чăваш чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшнă, кайран ăна директор заместителĕн тивĕçĕсене те шанса панă. «Выртан каска мăкланать», — теççĕ. Çак каларăш кирек хăш профессире тăрăшакан çынна та пырса тивет. Çĕнĕлĕхе ăса хывмасан пурнăçран юласси часах. Александр Марсович çакна питĕ аван пĕлет. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскер малалла аталанма çул уçăлсан шанчăка вĕçертмен — Шупашкарти 40-мĕш шкулта вĕрентекенре вăй хума тытăннă. Чăваш чĕлхипе литературине кăна мар, акăлчан чĕлхин вăрттăнлăхĕсене те уçать вăл. Унпа калаçнă май вăл ĕçне виçесĕр юратни тата хисеплени палăрчĕ. «Вĕрентӳ тытăмне сукмак хывнăранпа 18 çул çитрĕ. 2017 çулта Шупашкара куçрăм. Хула шкулĕнче ĕçлеме хăйне евĕрлĕ, уйрăмлăхсем пур. Анчах ку ачасене пырса тивмест. Вĕсем ялта та, хулара та пĕрешкелех. Шуххи кирек ăçта та çавнашкал, лăпки – лăпкă. Чи пысăк уйрăмлăх — программăра. Ялта ачасем чăвашла калаçаççĕ пулсан хулара унашкалли сахал. Тыткаларăшĕ, вĕренесси вара уйрăлса тăмаççĕ. Эпĕ 1-10-мĕш классене вĕрентетĕп. Хăш-пĕр класра тăван чĕлхене кăна мар, акăлчан чĕлхине те ăса хывма пулăшатăп», — каласа кăтартрĕ ачасене кунсерен пĕлӳ тĕнчипе паллаштараканскер. «Ытлашшипех шухă шăпăрлансене мĕнле итлеттеретĕр?» — кăсăклантăм эпĕ. Александр Марсович ваттисен сăмахне аса илчĕ: «Аслисемпе — аслă пек, ачасемпе ача пек пул», - тенĕ. Маларах каларăм ĕнтĕ, ачана хисеплемелле, унпа пĕр шайри çын пек хутшăнмалла. Тĕрлĕ ачапа расна меслетпе ĕçлетĕн. Вĕрентекенĕн шăпăрланшăн кăсăклă çын пулмалла. Вăл хăйĕн предмечĕсĕр пуçне ыттисемпе кăсăкланмасан ăнлану патне çитме йывăр. Пирĕн хальхи вăхăтра тем те пĕлмелле. Тавра курăм çав тери анлă пулмалла: ачасем юратакан фильмсене пăхмалла, вĕсене килĕшекен юрра-кĕвве итлесе курмалла тата ытти те. Чи кирли вара — хам вĕрентекен предмета фанатла юратмалла. Ачасене çав предметран лайăхраххи çук пек кăтартмалла. Вĕрентекен хăйĕн предметне юратсан çак туйăм ачасене те куçать. «Ой, ман предмет йывăр, унпа экзамен тытма тивĕ», — тесен, паллах, ачасем унпа кăсăкланмĕç. Хăв унпа антăхса каясла интересленетĕн пулсан вĕренекенсем те хыççăн утĕç. Эпĕ ачасем пăхма сĕннĕ кинофильмсемпе музыкăна куратăп-тăнлатăп. Ку вĕсене лайăхрах ăнланма, вĕсемпе пĕр хум çинче пулма пулăшать. Пĕррехинче 9-мĕш классем сцена çинче рэп жанрпа юрă юрлас терĕç. Хирĕçлемерĕм. Итленĕ хыççăн сăмахĕсем йĕркеллĕ пулнине ĕненсен ирĕк патăм. Ачасен сĕнĕвне йышăнма пĕлни те кирлĕ, тӳрех хирĕçлемелле мар», — сăмах çăмхине малалла сӳтрĕ пурнăçне чăваш чĕлхине халалланă вĕрентекен. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Анне ялан тĕлĕкре кăшкăрса макăратчĕ, каçару ыйтатчĕ»

Кун хыççăн Левтина Марье хăйне пăрахса хăварнă амăшне каçарнă

Литературăра ăна Левтина Марье ятпа пĕлеççĕ. Хут çинче вăл — Алевтина Нестерова. Унăн шăпи — питĕ йывăр, хăй — уçă кăмăллă çын. «Çывăх çын маншăн — амаçури, ют çынсем тăванран та хаклăрах пулчĕç», — тет Алевтина Никитична.

Нушаллă ачалăх

Алевтина Нестерова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕ çул Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хурапха ялĕнче çуралнă. Çемье ку ялта Алевтина 6 çул тултариччен пурăннă, унтан кӳршĕ Çичпӳрт ялне куçнă. «Мана кукамай пăхса ӳстернĕ. Анне мана 11 уйăхра чухне пăрахса хăварнă. Кукамайăн пиллĕкмĕш ачи пулса ӳсрĕм. Унăн аслă ачисем çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Люба манран 6-7 çул аслăрахчĕ. Унпа выляса ӳсрĕмĕр. Хĕле кĕрсен пӳрте юр хӳсе лартатчĕ. Урама тухас тесен алăка нушаланса уçмаллаччĕ. Çавăнпа кукамай эпĕ 6-ра чухне Çичпӳртре çурт туянчĕ. Пӳрчĕ унта та чаплах марччĕ. Хĕлле питĕ сивĕччĕ. Çимелли çуккипе нушаланаттăмăр. Кукамай çемьере асли пулнăран пĕр класс кăна вĕренейнĕ. Унăн çичĕ пĕртăванĕнчен тăваттăшĕ учитель пулнă. Пĕр класс çеç вĕреннĕ пулсан та кукамай кĕнеке питĕ нумай вулатчĕ. 7 çул тултарсан тăхăнмалли çуккипе шкула каяймарăм. Кукамай Сĕнтĕрвăрринчи ача çуртне кайса мана унта вырнаçтарма калаçса татăлнă. «Хĕрĕм, унта кунне тăватă хутчен çитереççĕ, тумлантараççĕ, вĕрентеççĕ. Çавăнта каятăн пулĕ», — терĕ. Савăнсах кайрăм. Тăраниччен апат çисе курман ачана тата мĕн кирлĕ пулнă ĕнтĕ? Машина киличчен пур-çук япалана пуçтарса çыхса хутăмăр. Кил умне машина çитсе чарăнсан кукамай турăш умне пычĕ те йĕрсе ячĕ. «Эпĕ халĕ сана унта ярсан эсĕ мана ĕмĕрне те каçармăн. Ниçта та ямастăп», — тесе мана машинăна лартса ямарĕ. Куншăн эпĕ кӳреннĕччĕ те. Ун чухне ача çурчĕ мĕнне ăнланман-ха та. Пĕрре кукамай библиотекăран «100 сказок» ятлă кĕнеке илсе килчĕ. Çавăн тăрăх мана сас паллисемпе паллаштарчĕ, вулама вĕрентрĕ. Хĕлле кăмака çине хăпарса лараттăмăр та çав юмахсене вулаттăмăр. Ытла та чухăн пурăннă эпир. Пирĕн мунча пулман. Кӳршĕсем хутсан кĕме чĕнетчĕç. Вĕсем питĕ лайăх çынсемччĕ. Пире хĕрхеннĕ ĕнтĕ. Кӳршĕ хĕрарăмĕ çăкăр пĕçерсе кăларатчĕ те чӳречерен шаккатчĕ, «Çиме каçăр», — тетчĕ. Анчах кукамай вĕсем патне кашнинчех кайма чаратчĕ. «Ялан çын патне çӳреме лайăх мар», — тетчĕ. Кайран шкула кайрăм. Питĕ лайăх вĕрентĕм. Маншăн «4» илни те пысăк хуйхăччĕ. Пуçламăш класра сăвăсем çырма тытăнтăм. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Алина» ятлă пĕрремĕш пьесăна çыртăм. Ăна шкулта ачасен умĕнче выляса та панăччĕ. «Пирĕн шкулта пĕрремĕш драматург çуралчĕ. Маттур, Аля», — терĕ ун чухне шкул директорĕ. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Золушка» ятлă вырăсла спектакль кăтартрĕç. Киле килсенех ăна чăвашла куçартăм. Вĕрентекенсене кăтартрăм. Çав пьесăна та сцена çинче лартма шутларăмăр. Вĕрентекенсем марля илсе костюмсем çĕлесе пачĕç. Кайран Çичпӳрт ялĕнче клуб уçăлчĕ. Шăп çав кун пьесăна сцена çинче пĕрремĕш хут лартрăмăр. Пире пурте мухтарĕç. 7 класс хыççăн малалла вĕренеймерĕм. Пӳртре питĕ сивĕччĕ, кăмака хутма вутă çукчĕ. Кукамай Шупашкара хăйĕн хĕрĕн ачине пăхма кайрĕ, мана та пĕрле илчĕ. Анчах унта та ман валли лайăх пурнăç пулмарĕ. Ăçта та пулин ĕçе вырнаçасчĕ, вара хырăм та тутă пулĕ тесе шутлаттăм. Ниçта та илмерĕç. Пĕрре çапла автобусра ларса пыратăп. Сăнăм ытла та хурлăхлă пулнă-тăр çав. Юнашар ларакан хĕрарăм манран мĕн пулнине ыйтрĕ. Хамăн нушана каласа патăм. Вăл мана 2-мĕш интернат шкулта техничка кирлине каларĕ, кайса пăхма хушрĕ. Тӳрех çавăнта чупрăм. Директор мана курсан пултараймастăн тесе ĕçе илмерĕ. Ачапча пек курăннă ĕнтĕ эпĕ. Тепĕр кунхине тепре кайрăм, каллех хăваласа ячĕ. Виççĕмĕш хут кайсан мана мĕн тĕрлĕ кăна ĕç хушмарĕ-ши? Çавах пултараймасть тесе шутларĕ пуль. Çав кун çĕрĕпе ирхи çичĕ сехетчен юрла-юрла ĕçлерĕм. Йăлт тасатса тухрăм. Çавăн чухне хуралçăра ĕçлекен хĕрарăм эпĕ илемлĕ юрланинчен тĕлĕннĕ. Тепĕр кунхине ĕçе илчĕç. Мана часчасах юрлама ыйтатчĕç. Директор: «Санăн техничкăра ĕçлемелле мар, артистка пулмалла», — тетчĕ. Мана шелленипе интернатра пурăнма прописка туса пачĕ. Кайран пысăкрах шалуллă ĕçсенче тăрăшрăм, каçхи шкулта малалла вĕрентĕм. Çамрăксен театрĕнче каçхи уйрăм уçăлчĕ, унта та вĕренме ĕлкĕреттĕм. Кукамай яла куçса кайрĕ. Эпĕ нихăçан та унăн сăмахĕнчен иртмен. Çынпа мĕнле пулмаллине, епле калаçмаллине вĕрентрĕ. Кукамай çын пирки усал нихăçан та калаçман. Ушкăнра кам çинчен те пулин япăх сăмахлама тытăнсанах пăрăнса утатчĕ, мана та çапла пулма калатчĕ. Шупашкарта ĕçленĕ, вĕреннĕ вăхăтра кукамай мана мухтатчĕ. Анчах вăл мана артиста вĕрентесшĕн марччĕ. Çапах Çамрăксен театрĕнче 13 çул ĕçлеме тӳр килчĕ. Унта вăй хума тытăнсан Зоя Ярдыкова режиссер чĕнсе илчĕ те сĕтел сунтăхĕнчен уçă кăларса пачĕ. Çапла пĕрремĕш хут хамăн пӳлĕм пулчĕ», — пурнăçне аса илчĕ Алевтина Никитична. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Çутă çӳçлĕ чăваш хĕрне ливанецсем тĕлĕнтермĕш пек йышăнаççĕ

Шупашкарта çуралса ӳснĕ Анна Шереметовăна çул çӳревсем яланах илĕртнĕ. Вăл вара тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнă пике. Чăваш эстрадинче Анна Шарм ятпа палăрнăскере, ахăртнех, вулакансем пĕлеççĕ. «Сингл» дуэтра юрлаканскер Елена Бризпа сцена çине тухать. Хальхи вăхăтра çамрăк юрăç Ливан Республикин тĕп хулинче Бейрутра пурăнать.

— Анна, Ливан мĕнпе илĕртрĕ-ха? Мĕншĕн шăпах унта пурăнма куçрăн?

— Чăваш Енрен кайнăранпа пилĕк çул çитрĕ ĕнтĕ. Çĕршыв питĕ килĕшет, хама хăтлă туятăп. Ĕçлеме-аталанма та, канма та, тинĕсре киленме те майсем пур. Эпĕ çул çӳреме питĕ юрататăп. Тĕнчере кăсăкли питĕ нумай-çке, епле юратмăн-ха ăна! Ку чунăма тахçанах тыткăнланă ĕнтĕ. Тĕрлĕ çĕршыври халăхсен культурипе паллашни тавра курăма аталантарать, пуянлатать. Эпĕ пуçласа çитсе курнă çĕршыв — АПШ. Унпа паллашнă хыççăн тĕнчен ытти кĕтесне те çул тытас шухăш çуралчĕ. Пĕр вăхăт Африкăра, Араб Эмирачĕсенче пурăнтăм, Доминиканăра, Турцире, Египетра пулса куртăм. Ливанра вара çут çанталăк тыткăнларĕ, климат та килĕшет. Кăнтăрла Вăтаçĕр тинĕсĕнче рехетленетĕн, каç кӳлĕм сăртлă-туллă вырăна уçăлма каятăн. Унта юр та çăвать, хĕртсе пăхакан хĕвелтен канма, уçăлма пулать. Маншăн, ăшă çанталăка кăмăллаканшăн, кунти климат питĕ аван.

— Ют çĕршывра ĕçе вырнаçма çăмăл мар ахăртнех.

— Тĕлĕнмелле те, анчах ку енĕпе йĕркеллех. Ливанра карьерăра çитĕнӳсем тума, плансене пурнăçлама майсем уçăлчĕç. Мĕншĕн тесен кунта Раççей специалисчĕсене питĕ хаклаççĕ.

— Ăçта ĕçлетĕн?

— Илем тытăмĕнче.

— Вырăнти халăхпа хутшăнмашкăн вĕсен чĕлхине пĕлни кирлех. Эсĕ араб чĕлхине ăса хывнине пĕлетĕп.

— Ăна майĕпен вĕренсе пыратăп. Араб чĕлхи пуян та кăткăс. Пирĕн тăрăхри пекех вĕсен те диалектсем пур. Эпĕ Ливан диалекчĕллĕ араб чĕлхине вĕренетĕп. Кунта нумайăшĕ акăлчанла калаçнăран хутшăну тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Эпĕ акăлчанла аван пĕлетĕп.

— Акăлчанла хушма пĕлӳ илтĕн-и?

— Ачаранах кăсăкланатăп унпа. Акăлчанла юрăсем вĕренеттĕм, вĕсене куçарма хăтланаттăм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă вăхăтра акăлчан чĕлхи енĕпе иккĕмĕш аслă пĕлӳ илтĕм. Каярахпа вара чĕлхе çул çӳревсенче туптанчĕ, пуянланчĕ. Анчах чи пĕлтерĕшли — ăна хам тĕллĕн ăса хывни. Кунсерен субтитрлă фильмсем пăхаттăм, çĕнĕ сăмахсем вĕренме тăрăшаттăм. Кунсăр пуçне акăлчанла литература та сахал мар вуланă.

— Сана, çутă та вăрăм çӳçлĕскере, çутă ӳтлĕскере вырăнти çынсем мĕнле йышăнаççĕ-ха? Тĕлĕнсе пăхаççĕ пулĕ?

— Маларах каларăм ĕнтĕ, кунта пирĕн çĕршыв çыннисене профессионал пек питĕ хаклаççĕ. Çирĕп дисциплинăна пăхăннăшăн та хисеплеççĕ. Ливан çыннисемшĕн çутă ӳтлисем чăннипех те тĕлĕнтермĕшпе танах. Комплимент час-часах илтетĕп. Кунта Раççейре яланах хĕлле, сивĕ хуçаланать текен шухăш анлă сарăлнă. «Эпĕ шăнтăм», — тенине илтсен вĕсем çакна пулма пултарайман япала пек йышăнаççĕ. Эпир, Раççей çыннисем, сивве хăнăхнăран нихăçан та шăнмастпăр тесе шутлаççĕ.

— Ахăртнех, сана та вырăнти халăх мĕнпе те пулин тĕлĕнтернĕ.

— Ливанецсем — çав тери хавхалануллă, савăнма кăмăллакан, уçă чунлă çынсем. Вăтанма-именме вуçех пĕлмеççĕ пек туйăнать. Юрă шăрантарас, ура хуçса ташлас енĕпе вĕсене çитекенни çук-тăр. Кунта канăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кафе, клуб, ресторан, отель нумай. Араб артисчĕсен концерчĕсем тăтăшах иртеççĕ, зал яланах лăк тулли. Ливанецсем тутлă çиме юратаççĕ, çавăнпах пулĕ вĕсен кухни пуян. Йăлтах тутанса пăхма тăрăшатăп. Уйрăмах млухие тата табуле салат кăмăла кайрĕç. Млухие ятлă блюдăн тĕп ингредиенчĕ — ятарлă курăк. Урăхла ăна «Египет шпиначĕ» теççĕ. Тепĕр чухне хăш-пĕр çимĕçе туянма кӳршĕ хулана кайма тивет. Анчах вырăнти çынсемшĕн çакă киленĕç кăна. Нумай шухăшламасăрах çула тухаççĕ.

— Вырăнти йăласем те кăсăклă-тăр.

— Дабке ятлă ташша ташланине киленсе сăнатăп. Ăна арçынсем туйра ташлаççĕ. Питĕ хăватлă, хăвăрт ташă вăл, çавăнпа ăна пуçарса ярсан никам та пĕр вырăнта лăпкăн тăраймасть.

— Аякра мĕншĕн тунсăхлатăн?

— Тус-юлташпа атте-аннешĕн. Тата… анне хатĕрленĕ кукăльшĕн, сельдь пулăшăн тунсăхлатăп.

— Эсĕ чăвашла кăна мар, вырăсла та, акăлчанла та юрлатăн. Ливан çыннисене пултарулăхупа савăнтаратăн-и?

— Çук, кунта юрламастăп. Тăван тăрăха килсен çеç Елена Бризпа çĕнĕ юрăсем çыртаратпăр. Кунсăр пуçне илемлĕ сăн ӳкерчĕксем тăватăп.

— Шупашкара час-часах килсе çӳрейместĕн пулĕ-ха.

— Çулталăкра пĕрре те пулин килес килет паллах. Анчах, шел, шутланă пек пулмасть. Инçе. Çул çинче 9-13 сехет ирттермелле. Ку — маршрута кура ĕнтĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.