- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 49 (6346) № 17.12.2020
✅ Чăваш хĕрĕн сурпанĕ тĕлĕнтернĕ
САНКТ-ПЕТЕРБУРГРА ИРТНĔ «НАЦИ ИЛЕМĔ» КОНКУРСРА ЧĂВАШ ПИКИ ЕЛЕНА ВАКУМОВА ЖЮРИЕ ТĔЛĔНТЕРЕС ТЕСЕ ПĔР АЛЛИНЕ — ХУПЛУ, ТЕПРИНЕ СĂРА ТЫТНĂ, ПИРТЕН ÇĔЛЕНĔ КĔПЕ ТĂХĂННĂ, СУРПАН СЫРĂННĂ, XIX ĔМĔРТИ УКÇАПА КАПĂРЛАТНĂ ТЕНКĔ ÇАКНĂ.
Конкурса осетин, грузин тата ытти халăх хĕрĕсем те хутшăннă. «Пĕлтĕр те заявка панăччĕ, ун чухне урăх хĕре суйларĕç. Кăçал та хутшăнма кăмăл çуралчĕ. Заявка янă хыççăн конкурс пирки маннăччĕ. Ăнсăртран йĕркелÿçĕсем шăнкăравларĕç. Конкурса хатĕрленмешкĕн вăхăт нумаях марччĕ», — аса илчĕ пике. Ăна Санкт-Петербургри чăвашсен наципе культурин автономийĕн хастарĕсем чылай пулăшнă. Дарья Рогозная — Еленăна конкурса хутшăнма сĕнекенĕ. Наталия Михайлова тĕрĕ ăсти фотосесси валли тумпа тенкĕ панă. Вăл кĕпене хăй тĕрленĕ, ĕлĕкхи технологие пăхăнса çĕленĕ. Авалхи япаласене пухма кăмăллаканскер мăшăрĕпе ялсем тăрăх çÿрет. Елена фотосессире чăн-чăн чăваш хĕрĕ пекех курăннă. Чылайăшĕ интернетра унăн сăн ÿкерчĕкĕсене курсан пике тухья мар, сурпан тăхăннинчен тĕлĕннĕ. «Пирĕн тăрăхра, Çĕмĕрле районĕнче, ĕлĕк сурпанпа çÿренĕ. Чăваш хĕр-хĕрарăмĕн çÿçне кăтартма юраман. Пирĕн енче вара унашкалах çирĕп пулман, çÿçе йăлтах пытарман», — ăнлантарчĕ çамрăкскер. Конкурса хутшăннă тăхăр хĕр наци апат-çимĕçне хатĕрлесе килнĕ.
«Мĕн пĕçерсе тĕлĕнтерес-ши?» — шухăшла-
нă Елена. Вăл вырăссем хальччен çименни-
не, курманнине янтăлама шутланă, тÿрех ху-
ран кукли пирки аса илнĕ. Малтан юлташĕ-
сенчен, вырăс хĕрĕсенчен, ыйтнă: «Эсир тă-
пăрчăпа симĕс суханран хатĕрленĕ кукăль
çисе курнă-и?» Пĕри унашкаллине тутанса
курнă-мĕн. Елена хуплу пĕçерме шухăшланă. Кĕркунне вăл тăван ялĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Юманайра, отпускра пулнă. Çавăн чухне кукамăшĕ сăра вĕретсе парса янă. Пике унпа жюри членĕсене хăналанă, чăвашсем сăрана мĕнле уявсенче ĕçни пирки каласа кăтартнă.
Финалта пикесем наци тумĕсене кăтартнă.
Хальхинче Елена урăх тум суйланă. Ăна «Парне» ушкăнра юрлакан Татьяна Ильина панă.
Ирина КОШКИНА.
✅ Хваттер туяннине хăй те ĕненмен
Ял ипотекипе усă курнă Наталья Петрова 2 ачана пĕчченех ура çине тăратать. Муркаш районĕнчи «Свобода» совхозра ĕçлекен çамрăк хĕрарăма ялта пурăнма питĕ килĕшет.
«Анне, эсĕ пĕрмай вĕренетĕн», — теççĕ Натальйăна хĕрĕпе ывăлĕ. Çатракасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне çул тытнă. Вăл ача чухнех вулама кăмăлланă. Шкул библиотекинче Наталья тытман кĕнеке юлман. Колледжра вĕреннĕ чухне общежитире пурăннă, пушă вăхăчĕ тупăнсанах ЧР Наци библиотекине васканă.
Тĕрлĕ енлĕн аталанма тĕллев лартнă хĕр диплом илсен Мускав автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн /МАДИ/ Атăлçи филиалне çул тытнă. Пултарулăхне кура ăна аслă шкулта юлма сĕннĕ. Çапла Наталья 8 çул студентсемпе ĕçленĕ. Çемье çавăрма ĕлкĕрнĕскер хăйĕн кĕтесĕ пирки ĕмĕтленнĕ. Тăванĕсем сĕннипе вăл «Çамрăк çемье» патшалăх программипе усă курма шут тытнă.
Шел те, Наталья патне черет çитеймен — вăл 36 çул тултарнă та çамрăксен списокĕнчен тухнă. Çемье те арканнă — 14 çул пĕрле пурăннă упăшки тухса кайнă.
Икĕ ачана пĕчченех воспитани паракан амăшĕ çын куçĕнчен пăхма хăнăхман. Çатракассине пурăнма куçсан ĕç шыраса таçта та çитнĕ. Ялти совхозра оператор кирлине пĕлсен Наталья нумай шухăшласа тăман. Çулталăкран тăрăшулăхне кура пуçлăх ăна кадрсен уйрăмĕн инспекторĕн должноçне сĕннĕ. Çав вăхăтрах вăл ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен специалиста вĕреннĕ. Наталья тин çеç Пĕчĕк бизнес академийĕн дипломне илнĕ. Уйрăмах ывăлĕ çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ — тинех амăшĕ кĕнеке умĕнче çĕрĕпе лармĕ.
Ольга КАЛИТОВА.
✅ Амăшĕ — 15-ре, ашшĕ — 16-ра
Шупашкарта пурăнакан 41 çулти хĕрарăмăн çие юлсан савăнмалли сăлтав пулман. Упăшки тăваттăмĕш ачине ура çине тăратаймасран шикленсе ăна çуратсанах больницăра хăварма ыйтнă. Арăмĕ иккĕленнĕ, çапах мăшăрĕн сăмахĕнчен иртеймен.
Çак кунсенче хĕрарăм çăмăлланнă. Ача Даун синдромĕпе, чĕре чирĕпе çуралнă. Амăшĕ ун çине пăхсан куççульне чараймасть.
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçченĕсем, психологсем унпа тĕл пулса калаçĕç, ачана больницăра мĕншĕн хăварма палăртнине, çемьери лару-тăрăва уçăмлатĕç.
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр кăçал Ачасене пулăшакан
фонд йĕркеленĕ конкурса хут-
шăнса «Пĕрле пулăпăр» проекта
пурнăçлама 811 пин тенкĕ грант
çĕнсе илнĕ. Вĕсем хырăм пăрах-
ма е тин çуралнă ачине хăвар-
ма палăртнă хĕрарăмсемпе, çул
çитмен çамрăксемпе калаçаççĕ,
йывăр лару-тăрăва лекнисе-
не пулăшаççĕ, яш-хĕрпе çемье
пурнăçне хатĕрленессине сÿтсе
яваççĕ. Ку ĕçре вĕсене Хулари
1-мĕш клиника больници, Шупаш-
карти медицина колледжĕ, Вырăс
православи чиркĕвĕн Шупашкар-
Чăваш Ен епархийĕ, Чăваш Ре-
спубликинчи юристсен пĕрлĕхĕ
пулăшаççĕ.
Ача çуратмалли çуртра хĕра-
рăм пепкине больницăрах хăва-
рассине пĕлтерсен Хулари 1-мĕш
клиника больници ку хыпара ком-
плекслă центра çитерет. Проект
кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен-
пе пурнăçланма тытăннă. Хальч-
чен çак больницăри ачине хăвар-
ма шут тытнă тăватă амăшĕ пир-
ки хыпар килнĕ. Пĕр тĕслĕхре
пепкене тăван çемьерех ÿстерме
ÿкĕте кĕртнĕ. 38 çулти хĕрарăмăн
упăшки, 3 ача пур. Асли, 18 çултан
иртнĕскер, уйрăм пурăнать. Тепĕр
хĕрĕ — студентка, кĕçĕнни — 5-ре.
Упăшкипе арăмĕ тăваттăмĕш хут
çие юлнине пĕлсен тÿрех йышăну
тунă: вĕсем ăна çуратмĕç. Анчах,
хăйсем каланă тăрăх, пандемие
пула больницăсем ĕçлеменрен
хырăм пăрахма ĕлкĕреймен, кай-
ран вара кая юлнă. Кăкăр айĕнче
ÿсекен ачана вĕсем пĕрех çемьене
йышăнма хирĕçленĕ, ăна çуралса-
нах хăварма шухăшланă. Амăшĕ
пĕр вăхăт ĕçлеменни те, панде-
ми вăхăтĕнче йывăрлăхсемпе тĕл
пулни те çак утăма тума хистенĕ.
Хĕрарăм ачине çуратсан ун çине
пăхнă та… иккĕленме пуçланă.
Комплекслă центр ĕçченĕсем
унпа курса калаçнă чухне те
çакă сисĕннĕ. «Унашкаллисемпе
ĕçлеме çăмăлрах. Ачине мĕншĕн
хăварни пирки ыйтма тытăнтă-
мăр. Укçа ыйтăвĕ. Нумай ачаллă
çемьесен мĕнле пособи илме пу-
лать — йăлтах каласа кăтартрăмăр,
ку тĕлĕшпе юристсем пулăшаççĕ.
Хĕрарăмăн иккĕленĕвĕ сирĕлчĕ,
ачана хăвармарĕ», — каласа кă-
тартрĕ Шупашкарти халăха соци-
аллă пулăшу паракан комплекслă
центрăн йывăр лару-тăрăва лекнĕ
хĕрарăмсене пулăшакан уйрăмĕн
заведующийĕ Людмила Ивано-
ва. Вĕсем çав çемьене ачи çул-
талăк тултариччен сăнаса тăрĕç,
вĕсемпе специалистсем, çав шу-
тра психолог та, ĕçлĕç. Сăнаса тă-
ракан кашни çемье валли харпăр
программа хатĕрлеççĕ. Амăшĕ-
пе пепкин çыхăнăвĕ йĕркелентĕр
тесе ача кĕтекен хĕрарăмсене,
амăшĕсене фотосессие чĕнеççĕ.
Ирина Вышинская психолог вĕсен
кăмăл-туйăмне кăтартакан сăн
ÿкерчĕксем тума пулăшать.
Шел те, пур амăшне те ÿкĕте
кĕртме май килмест. Пĕр район-
та çуралса ÿснĕ хĕр Шупашкар-
ти колледжа вĕренме килнĕ. Çур
çултан унтан тухса кайнă, пред-
приниматель патне лавккана ĕçе
вырнаçнă, общежитире пÿлĕм
тара тытнă. Çамрăксем вăхăта
хаваслă ирттернĕ. Хĕре кунаш-
кал пурнăç килĕшнĕ, нимĕн пир-
ки те шухăшламан, ашшĕ-амăшĕ
патне сайра хутра кăна кайса
çÿренĕ. Хăй каласа кăтартнă тă-
рăх, вăл дискотекăра арçынпа
паллашнă, унран çие юлнă. Унпа
тек курнăçман. Ача кĕтнĕ вăхă-
тра вăл савни тупнă. Ăна тĕрĕсси-
не каланă: варти пепке унăн мар.
«Мĕншĕн вăл аборт туман-ха? Хăй
каласа кăтартнă тăрăх, 8 уйăхчен
ача кĕтни пирки пĕлмен. Пепке
хускалнине те туйман-и? Мăнтăр-
ланнă, вар-хырăмра газ пухăннă
тесе шухăшланă. Яла кайсан та
ашшĕ-амăшне хăй кăштах ÿт хуш-
ни пирки каланă», — сăмах çăмхине
малалла сÿтрĕ Людмила Иванова.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен
Комментари хушас