- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 46 (6394) № 25.11.2021
Чăваш пики Китай чĕлхине вĕрентет
Шупашкарта çуралса ÿснĕ Татьяна Тимофеева И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ вăл ачасене Китай чĕлхине вĕрентет, иероглифсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.
Татьяна тĕп хулари 56-мĕш шкулта ăс пухнă. Амăшĕ — инженер, ашшĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ. Хăй вăл ача чухне археолог пулма ĕмĕтленнĕ. Шел те, аттестат илнĕ хыççăн ку специальноçпа вĕренме кĕмешкĕн балл çитеймен. Амăшĕ Татьянăна экономист профессине алла илме сĕннĕ. Пике экономика факультетĕнче пĕрремĕш çулхине контракт мелĕпе ăс пухнă, кайран тӳлевсĕр вĕренме тытăннă. Университет ĕçченĕсем ăна Китая кайса курма сĕннĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл малтанхи икĕ хутĕнче çула тухайман. Виççĕмĕш хутĕнче тин ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Татьяна Китайра пĕр çул пурăннă. Кун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шухăшларăм.
— Татьяна, ют çĕршыва чĕлхе вĕренсех кайрăн-и?
— Эпĕ унта çитиччен Китай чĕлхине пачах та пĕлмен. Пире Хэфэй хулине илсе кайрĕç. Малтанхи уйăхсенче питĕ йывăрччĕ. Вĕреннĕ çĕрте акăлчанла пĕлекен студентсем пурри пулăшатчĕ. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупаттăмăр. Китайра пурăнакансенчен чылайăшĕ акăлчанла пĕлместчĕ, вĕсене алăпа вылятса ăнлантарма пулатчĕ. Лавккари тавар хакне пĕлменнипе ытларах укçа чиксе кайма тиветчĕ. Хулана уçăлма тухсан темиçе хут та çухалса куртăм. Пĕрле картта чиксе çӳреттĕм, вăл манна общежитие çитме пулăшатчĕ. Эпир кăнтăрлаччен вĕренеттĕмĕр, пушă вăхăта кашни хăй пĕлнĕ пек ирттеретчĕ. Китайри пĕр преподавательпе лайăх хутшăнма тытăнтăм. Акăлчанла пĕлместчĕ пулин те телефонри куçаруçăпа усă курса манпа калаçма май тупатчĕ. Вăл пулăшнипе эпĕ Китай халăх культурипе çывăхрах паллашрăм, хутран темĕн те пĕр касса кăларма вĕрентĕм, унти ӳнер уйрăмлăхне шута илсе картинăсем ӳкертĕм. Вĕрентекене манăн пушă вăхăта кăсăклăх кĕртнĕшĕн тав тăватăп. Вăл мана Китайра юлма сĕнчĕ, анчах диплом ĕçне хӳтелеме тивнипе тăван тăрăха таврăнтăм.
— Китай кухни хăйне евĕр пулнине илтнĕччĕ. Чăнласах çапла-и? Унти апата хăнăхма йывăр пулчĕ-и?
— Ют çĕртен килнĕ студентсенчен чылайăшĕ кафере апатланатчĕ. Эпĕ столовăйра вырăнти апата çиеттĕм. Çавăнпа укçа перекетленетчĕ. Калаçма пĕлменрен мĕн çиес килнине пӳрнепе тĕллесе кăтартаттăм. Хĕрлĕ пăрăç ӳкерсе хунă апат-çимĕç хаяртарахчĕ, çавăнпа унашкаллине илме тăрăшмастăм. Мана Китай пельменĕ питĕ килĕшрĕ. Ăна пирĕнни пек какайран мар, пахча çимĕçрен е тинĕс апатĕнчен хатĕрлеççĕ. Хуран куклинчен пĕчĕкрехчĕ. Лапша çиес килетчĕ, анчах çынсем ăна тĕплĕ суйланине курса туянма хăраттăм. Ытларах рис çиеттĕм. Гарнира пахча çимĕç илеттĕм. Апата шăмăллă какай яратчĕç. Шăлсăр тăрса юласран хăраттăм, çавăнпа ăна та сайра çиеттĕм. Унта аш-какай Чăваш Енринчен чылай хаклăрахчĕ. Пулă туянаттăм, ăна тасатса халтан каяттăм. Менюра яшка та пурччĕ, анчах пирĕн патри пек пĕçерместчĕç. Мана ытларах çăмарта яшки килĕшетчĕ. Ăна шӳрпишĕн илеттĕм. Çавăн пекех урамра хатĕрлекен апат çимĕç те кăмăла каятчĕ. Экскурсие кайсан е уçăлма тухсан кирек ăçта та чарăнса апатланма май пурччĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Хĕрĕм хăçан та пулин «анне» тенине илтессе шанатăп»
Куславкка районĕнче Пилешкассинче çуралса ӳснĕ Анна Шаготова пирки хамăр хаçатра çырнăччĕ. Вăл варти ачине 26-мĕш эрнере çуратнă, пепке 980 грамм тайнă. Хĕр пĕрчин сывлăхĕ хавшак пулнăран ăна больницăрах хăварма сĕннĕ. Анна килĕшмен, сусăр ачине хăех çитĕнтерме çирĕп тĕллев лартнă. Ачана хăйĕн патне илес тесе суда пĕрре мар çитнĕ. Пепкене амăшĕн çумĕнче лайăхрах пулнине ĕнентерме пултарнă вăл. Çулталăк çурăран мĕн пур документа пухса ачине киле илсе килнĕ.
Авари хăйĕн пирки аса илтерчĕ
— Эпĕ пĕчĕк чухне аварие лекнĕ. Хĕлле атте мана çунашкапа туртса пынă. Çав вăхăтра таçтан çăмăл машина тухнă та манна çапса хăварнă. Больницăна илсе кайсан тухтăрсем: «Ачан пĕр шăйрăк çеç, вăл кипкепе çуралнă», — тенĕ. Анчах çулсем иртсен çав авари хăйĕн пирки аса илтерме тытăнчĕ. Эпĕ сăлтавсăрах пăлханма, тарăхма, çынна ăнланмалла мар калаçма тытăнтăм. Çакă хама та тарăхтарса çитернĕрен больницăна çул тытрăм. Сăмсана операци тумалла терĕç. Район больницинчен Шупашкара кайма направлени пачĕç. Операци хыççăн сăмсаран юн тухма пăрахиччен мамăкпа мăкласа çӳрерĕм. Ун чухне чиперех калаçнă пек туйăнчĕ. Мамăка кăларсан унчченхи пекех пуплерĕм. Тухтăр патне тепĕр хут кайрăм. Анчах вăл тепĕр операци те мана пулăшмассине пĕлтерчĕ. Логопедпа ĕçлеме хушрĕ. Сăмахсем уççăн илтĕнччĕр тесе эпĕ васкамасăр калаçма тăрăшатăп, анчах сасă хĕлĕхĕсем лайăх ĕçлеменни çавах сисĕнет. Шкул пĕтерсен Шупашкарти 23-мĕш училищĕре çĕвĕç профессине алла илтĕм. Ача çуратиччен Çĕнĕ Шупашкарта вырăн таврашĕ çĕлекен çĕрте тăрăшрăм, кайран Куславккана куçрăм.
2017 çулта манăн çие юлчĕ. Ача ашшĕ пепкене пĕрле çитĕнтерме килĕшмерĕ. Хĕрпе каччăлла йĕркеллех çӳренĕ çĕртен йĕп пек çухалчĕ. Куншăн сахал мар кулянтăм, макăртăм. Атте мана хытах вăрçрĕ. Вăл ача ашшĕ камне çав тери пĕлесшĕн пулчĕ. Ыйта-ыйта тăна илчĕ. Эпĕ çавах каламарăм. Пепке çут тĕнчене палăртнă вăхăтран чылай маларах килчĕ. Хырăм ыратнипе икĕ кун асаплантăм. Кун пирки никама та пĕлтермерĕм. Виççĕмĕш кунхине васкавлă медпулăшу чĕнтĕмĕр, вăл çитиччен ачана килтех çуратрăм. Ку мĕнле пулнине хам та сиссе юлаймарăм. Юрать, аппа пурччĕ, вăл фельдшерта ĕçлет. Мана пĕрремĕш медпулăшу пачĕ. Мĕн пулса иртнине тĕлĕкри пек астăватăп. Çапах çуралнă чухне 980 грамм тайнă ача сасă пани халĕ те хăлхара янăрать. Вăл кăшкăрса яман тăк, тен, паянхи кунччен пурăнаяс та çукчĕ. Ăна Ева ят патăм. Кайран пире Çĕнĕ Шупашкарти перинаталь центрне илсе кайрĕç. Эпĕ унтан эрнеренех тухрăм. Пепке пĕчĕк виçепе çуралнăран ăна больницăра хăварчĕç. Шăнкăравласа ача сывлăхĕ пирки ыйтсах тăраттăм. Пĕррехинче: «Сирĕн пепке реанимацире», — тесе пĕлтерчĕç. Эпĕ пăлханса кайрăм, темшĕн иккĕленӳ çуралчĕ те больница адресне ыйтрăм.
Анчах ăна мана пĕлтересшĕн пулмарĕç. Хытăрах калаçсан тин вăл нарăсăн 7-мĕшĕнче 15 сехет çурăра сывлама пăрахнине пĕлтерчĕç. Тухтăрсем реанимаци мероприятийĕсене вăхăтра туса ачан пурнăçне çăлса хăварнă. Евăна ИВЛ-аппаратпа сывлаттарнă. Опекăпа попечительлĕх органĕсем эпĕ ачана пăхаймăп тесе иккĕленчĕç, мана хамăн пепкене шанса пама хăрарĕç. Евăна малтан — «Малютка» ача çуртне, унтан Республикăри ача-пăча клиника больницин паллиатив уйрăмне куçарчĕç. Ун валли мĕн кирлине больницăна илсе çитерсех тăтăм. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Петров Тик-Тока парăнтарать, Семенова карçинкка ăсталать
Хура çĕре юр шуратнине, хĕле кĕнине сиссе юлтăр-и? Тин çеç ăшă кунсемпе киленеттĕмĕр. Халĕ вĕсене аса илесси çеç юлать. Ав Аня Элпике юрăç та тинĕс хĕрринче выртма хирĕç маррине палăртса хăйĕн страницинче сăн ӳкерчĕк вырнаçтарнă. Чим-ха, хĕлле те çуллана таврăнма пулать-иç. «Çăлтăрсен» страницисене тишкернĕ хыççăн çакна çирĕплетме пулатех. Юлашки хыпарсемпе паллашар-ха.
Нумаях пулмасть «Чăваш суперстарĕ» Полина Борисова Доминиканăна çитнĕ. Атлантика океанĕ хĕрринче мĕн тунă вăл тетĕр-и? Шап-шурă хăйăр тăрăх утса, ăшă хĕвелпе киленсе ӳтне хăмăрлатнă. «Юратушка», «Эсир эп мар» хитсемпе палăрнă юрăç унта юлташĕпе çитнĕ. «Манăçми, çутă, сĕтеклĕ… Пирĕн çул çӳрев шăпах çавнашкал пулчĕ. Хăйне евĕр тавралăха килĕштертĕм. Ӳсен-тăран мĕн чухлĕ! Патаксенчен карта тытаççĕ, вĕсем вара çитĕнме тытăнаççĕ. Çĕрĕ чăнласах тулăхлă. Доминикана çыннисем йăл кулса кăна тăраççĕ, пĕрмай ташлаççĕ.
Атлантика океанĕн тĕсĕ улшăнсах тăрать. Сывлăш температури 30 градус ăшă. Мĕн чуль тутлă улма-çырла тата!» — çапла çырнă Полина çак çĕршыва тепре çитсе килессине палăртса. Пальмăсен айĕнче выртнă вăл, уçă тинĕсре яхтăпа ярăннă, пляжра чăн-чăн упăтепе сăн ӳкерĕнме те май пулнă. Тинĕс çăлтăрĕсене те алла тытнă. «Чăваш суперстарĕ» нимĕнрен те хăрамасть çав.
Пĕрисем курортри аса илӳсемпе киленеççĕ пулсан теприсем Çĕнĕ çула хатĕрленме тытăннă. Чăваш халăх артистки Людмила Семенова çуртĕнче чăрăш лартма та, гирлянда çакма та ĕлкĕрнĕ. «Халĕ иртерех-ха», — комментарии Хăвармасăр чăтайман сцена çинчи ĕçтешĕ Валентина Кузнецова.
«Уявлас килет», — хуравланă Людмила. Мăшăрĕ Эдуард та айккинче юлман: «Хатĕрленме пуçламалла ĕнтĕ», — тенĕ. Сăмах май, Людмила Ивановнăн кил-çурчĕ Çĕнĕ çулхи капăрлăхпа кăна мар, ал ĕçĕсемпе те илемленĕ ак. Ара, вăл карçинкка ăсталама тытăннă. Кун валли ятарласа миххи-миххипе ротанг саккас панă. Шăпах карçинкка тума кирлĕ материал ку. «Пенсие тухма хатĕрленместĕн пулĕ те?» — шикленсе ӳкнĕ çынсем видеора Людмила Семеновăн ĕçĕпе паллашнă хыççăн. Çав вăхăтрах халăх артисткин ĕçĕсем илемлине, вăл ылтăн алăллă пулнине палăртаççĕ.
Чăваш эстрадинче çемьеленменнисем сахаллансах пыраççĕ. Ку уйăх пуçламăшĕнче Алена Силпи пӳрнине ылтăн çĕрĕ тăхăннă. Мускаври Гнесинăсен ячĕллĕ академире пĕлӳ илнĕ юрăçа нумаях пулмасть концертра качча тухма ыйтнă. Туя Аленăн тăван тăрăхĕнче, Пушкăртстанра, кĕрлеттернĕ. Ăна чăваш халăх йăли-йĕркине пăхăнса ирттернĕ. Çак ĕçе пурнăçлама хастар çамрăксен ушкăнĕ /чылайăшĕ Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухать/ пулăшнă. Наци тумне тăхăннăскерсем ура хуçса ташланă, купăсçăсем такмак каланă. Çемье çавăрнă Аленăпа мăшăрне телей сунса çынсем чăн чăвашла калаçнă, юрланă. Икĕ ача амăшĕ, тĕрлĕ илем конкурсĕнче палăрнă юрăç хăй те алла микрофон тытса çепĕç сассипе савăнтарнă. Парнисем те чăвашлăхпа çыхăннă. Хăнасем наци тĕррисемпе капăрлатнă сĕтел çитти тыттарнă. Уява пынисене чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ торт çитернĕ. Çĕнĕ çемье те чăваш юманĕ пек çирĕп пултăр!
Юлашки вăхăтра çамрăк купăсçăсемпе Дмитрий Моисеевпа, Евгений Тодиновпа пĕрле юрлакан Типшĕм Сашук Димăна /сцена çинчи хушма ячĕ — Моисей/ çулталăк каялла çара илсе кайсан питĕ пăшăрханнăччĕ. Акă пĕр çул хăвăрт иртрĕ: çамрăк салтак аттине хывнă. Çакăншăн савăннă Типшĕм Сашук страницинче пуйăс умĕнче ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк вырнаçтарнă. Дмитрий сержант пулса таврăннă. «Çулталăкра звани ĕçлесе илме çăмăлах мар. Чăвашсем хастар та ĕçчен çав, çавăнпа темĕнле командир та вĕсен пултарулăхне асăрхать», — тенĕ фанатсенчен пĕри. Дмитрие тăван тăрăха килнĕ-килмен купăс тыттарнă. Çакна çирĕплетсе каччă страницинче видео вырнаçтарнă. Унта уяв сĕтелĕ хушшине пуçтарăннă Дмитрипе юлташĕсем, Типшĕм Сашукпа ывăлĕ Андрей юрă юрлаççĕ. «Çартан таврăнтăн та-и?» — тĕлĕнеççĕ çамрăкран. «Вăхăт хăвăрт иртет», — хуравланă Моисей. «Апла тăк санăн юррусене итлĕпĕр. Мана уйрăмах шăллупа юрлани килĕшет. Сассăрсем пĕрешкел, хăвăр та чипер», — комментари хăварнă пĕри. Салтакран çĕнĕ вăйпа таврăннă каччă чăваш эстрадине тепĕр хут «çĕмĕрттерсе» кĕрессе иккĕленмеççĕ.
Çамрăк сержант пысăк сценăна парăнтарма тытăнасшăн пулсан «Сарă хĕрача» хитпа халăх юратăвне çĕнсе илнĕ Сергей Петров хăйĕн вырăнне Тик-Токра шырать. Ку ĕçе вĕренекенĕсене те явăçтарать. Шкул ачисем унпа хаваспах видео ӳкерĕнеççĕ, пĕрле ташлаççĕ. «Вăт учительпе ăннă», «Сергей, эсĕ телейлĕ, ачасем сана юратаççĕ», «Кунашкал вĕрентекен хама та килĕшĕччĕ», — комментари хыççăн комментари хăварнă юрăçăн страницинче. Учитель ачасемпе видео ӳкерме кăна мар, çут çанталăк илемĕпе киленме те ĕлкĕрет. Нумаях пулмасть вара Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес çĕре хутшăннă, алла планшет йăтса тăван районĕнче кил тăрăх çӳренĕ. «Мĕншĕн çыруçă пултăм-ха? Мана общество ĕçĕ килĕшет. Эпĕ пултаруллă, çынпа хутшăнма кăмăллатăп», — палăртнă хастар. <...>
Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.
♦ ♦ ♦
Кĕсьене пилĕк пучах чикнĕшĕн бригадир çăхав çырнă
Анастасия Балдëнкова çемьери 5 ачаран чи асли пулнă. Амăшне Варварăна окоп чавма ярсан 1-2 кунран Настя ăна: «Анне, сан вырăна хамах каятăп», — тенĕ. Варварăн виçĕ ачи пĕчĕк пулнă, кĕçĕнни çулталăк çеç тултарнă. Аслă ывăлĕпе упăшки фронтра çапăçнă. 19-ти Настя килти пĕртен-пĕр мăшăр çăматта тăхăнса Пăрачкав çывăхне окоп чавма кайнă. Кăçатăпа пулин те 40 градус сивĕре ури шăннă.
Пысăк çурта сутма хушнă
Анастасия Балдëнкова /качча кайсан Спирина хушамата илнĕ/ Пăрачкав районĕнчи Гарт салинче 1922 çулта çуралнă. Нумай ачаллă çемье пысăк çуртра пурăннă, чухăнах пулман. Ашшĕ Иван, тĕреклĕ те сарлака хул-çурăмлă арçын, тимĕрçĕре ĕçленĕ, ялти пĕрремĕш тракторсене юсанă. Вăрçă пуçлансан ăна тата ывăлне Сергея фронта илнĕ. Иван Балдëнков вăрçăран янă çырусенче мăшăрне Варварăна çурта сутса пĕчĕкреххи туянма, юлнă укçапа çимелли илме хушнă. «Вăрçăран таврăнсан çĕннине çĕклĕп», — тенĕ çемье пуçĕ. Арăмĕ вăл каланине пурнăçланă. Ку укçа çемьене выçлăхран çăлнă.
«Аннен шăллĕ разведчик пулнă. Пĕрре разведкăна кайсан вăл нимĕçсен летчикне тупнă, ăна ураран персе утайми тунă та ун çумĕнчи пĕлтерĕшлĕ документсене командир патне илсе çитернĕ. Куншăн рядовоя аслă сержант званине панă. Анчах пурăнас кунĕсем унăн нумай пулман — 1943 çулта вăл çапăçу хирĕнче вилнĕ. 2-3 уйăх маларах ашшĕ вăрçăра пуç хунă», — каласа кăтартрĕ Анастасия Спиринăн хĕрĕ Вера Кривова.
Вера Николаевна амăшĕ пурăннă чухне унран вăрçă, окоп чавни пирки ыйтса пĕлме тăрăшнă. Анастасия Ивановна кун çинчен калаçу пуçарсанах макăрма тытăннă. «Шăпах 40 градус сивĕ çанталăк пуçланчĕ. Шăннă çĕре пĕтĕм вăйран таккаттăмăр. Алă çине юнлă шыçăнчăксем тухатчĕç, ăнсăртран асăрхамасăр сивĕ лума ярса тытсан вăл ӳчĕ-качки хăйпăнатчĕ. Шăннипе кĕлетке çине çăпансем тухатчĕç. Çăпатапа пулнăран чылайăшĕн урине тăм илетчĕ. Эпĕ хăть çăматăпаччĕ, çапах шăнаттăм», — аса илнĕ вăл. Йывăр пулсан та никам та пуç усман, окоп тăшманран хӳтĕлессине кашниех лайăх ăнланнă. Шăп та лăп унăн çуралнă кунĕнче, кăрлачăн 20-мĕшĕнче, окоп чавса пĕтерсе халăх киле таврăннă. Анастасия Балдëнкова калама çук хытă савăннă. Анчах вăл ун чухне умра тата нумай йывăрлăх пулнине чухламан та… <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Парнине йышăнсан сана кунтан ямаççĕ»
Çапла каланине илтсен лайăх ĕçленĕшĕн панă пусмана илмен Ксения Васильева тĕлĕк курнă: лаша картише вирхĕнсе кĕрсе тăп! чарăннă. Урхамах тĕлленни арçынна тĕл пулассине ĕненнĕ. Вăхăт нумаях та иртмен: вăрçăра хыпарсăр çухалнă тесе шухăшланă мăшăрĕ Леонтий тăван килне таврăннă. Çакна фермăран килекен хĕрарăма иртен-çӳрен пĕлтернĕ.
«Салтакпа пĕрлешместĕп»
«Манăн аттепе анне район пасарĕнче паллашнă. Атте килĕштернĕ хĕре качча тухма ыйтнă. Анне вăл салтакра пулнипе пулманни пирки кăсăкланнă. Ара, хăйĕн ашшĕ патша çарĕнче 25 çул службăра тăнă.
«Уксах-чăлаха, суккăра качча тухăп, анчах салтака мар», — çапла шухăшланă анне. «Ан хăра, куç япăх курнăран мана çара илмеççĕ, унта каймалли вăхăт та иртнĕ», — лăплантарнă атте. Çапла Ксенипе Леонтий çемье çавăрнă, ывăлне Георгие пурнăç парнеленĕ. Анчах тете икĕ уйăхра чухне аттене çара кайма повестка тыттарнă. Ирĕксĕрех салтак атти тăхăнма тивнĕ. Часах пуçланнă вăрçă пурнăçа тĕпрен улăштарнă. «Çынсен упăшкисем, салтакра пулнисем, яла килкелесе кайрĕç хăть. Аçу таврăнмарĕ», — тетчĕ анне. Атте аслă сержант пулнă, ăна тӳрех çапăçу хирне ăсатнă», — калаçăва пуçларĕ Васильевсен кĕçĕн хĕрĕ Мария Кошкина.
Леонтий Васильев Украинăра тăшманпа çапăçнă. Пĕр кунхине салтак нимĕç фашисчĕсен аллине лекнĕ, ăна тыткăна илнĕ. Вăл темиçе те тарма хăтланнă, вар виттипе аптăранă тесе суйнă. Черетлĕ хут: «Тула каймалла», — тесе арçын тĕмсен хыçне утнă. Хальхинче ăна сыхлама пыман, çапла вăрман чăтлăхне чупса кĕрсе сывă юлнă. Вăрçă вĕçленсен те тӳрех яла таврăнайман. Унран çыру килменнипе çывăх тăванĕсем вăл текех килессе шанман. Салтака тухса кайнăранпа 9 çул çитсен çеç килне çаврăнса çитнĕ арçын. Ун чухне ывăлĕ Георгий иккĕмĕш класра вĕреннĕ, ашшĕне пач палламан. Леонтий фронтран таврăнсан конюхра ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕпе пурăнса кайнă кăна — каллех уйрăлма тивнĕ. Арçыннăн шăллĕсем колхоз витинчен çур михĕ сĕлĕ йăтса килнĕ. Миххи шăтăк пулнăран сĕлĕ пĕрчисем тăкăнса пынă. Колхоз ĕçченĕсем йĕр тăрăх пынă та Васильевсем патне çитнĕ. Леонтий шăллĕсене хĕрхенсе айăпне хăйĕн çине илнĕ. Ăна тĕрмене 7 çуллăха лартма йышăннă. Хăйне лайăх тытнăшăн 5 çултан ирĕке кăларнă. Вăл килне таврăннă çĕре мăшăрĕпе пĕчĕк ывăлĕ тĕп килтен уйрăлса тухнă. Ксения фермăра лайăх ĕçленĕшĕн панă тырра пĕчĕк пӳртпе улăштарнă. Хуняшшĕпе хунямăшĕн килĕнче çын нумай пулнă: Леонтин шăллĕсем çемьеленнĕ. Тĕрмерен таврăннă хыççăн Васильевсен Ванькка çуралнă. Анчах арçын ача 6-ра чухне менингитпа чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Кун хыççăн çемьере Галина, Михаил, Мария кун çути курнă.
«Анне аттене качча тухичченех нушине чылай курнă. Вăл, Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăк ялĕнче çуралнăскер, нумай ачаллă çемьерен пулнă. Ашшĕпе амăшĕ 4 хĕре пурнăç парнеленĕ, анне — виççĕмĕшĕ. Кукамай, ăна Чĕкеç тесе чĕннĕ, ытла ир, 30 çулта, чирлесе вилнĕ. Анне унран 5-ре юлнă, кĕçĕнни Анюк — 2 çулта. Тарьепе Праççа /Перасковья/ аслăрах пулнă. Ашшĕ икĕ ачаллă хĕрарăма качча илнĕ. «Нумаййăн пулса кайрăмăр. Пурнăç тата йывăрланчĕ», — аса илетчĕ анне. Ама çури амăшĕ йăмăкне Анюка тăтăшах хĕненĕ. Ашшĕне каласа кăтартсан вĕсене те патак лектерессипе хăратнă», — каласа кăтартрĕ Мария Леонтьевна.
Анюка черетлĕ хут хĕненĕ хыççăн пĕчĕкскер вилес патнех çитнĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас