Çамрăксен хаçачĕ 44 (6443) № 10.11.2022

10 Чÿк, 2022

Çаврăнăçулăх енĕпе мультикри Машăран тĕслĕх илмелле

«Мĕн пĕчĕкрен ачасене юрататăп. Ун чухнех шăпăрлансем мана сырса илетчĕç. Вĕсене выляттарма юрататтăм. Педиатр пулма ĕмĕтленеттĕм. Пурăна киле ку ĕмĕт сĕвĕрĕлчĕ, çапах эпĕ халĕ ачасене сиплетĕп. Анчах вĕсен кĕлеткине мар, чунне», — терĕ Анна Данилова.

Телейлĕ ачалăх Анна — Шупашкарти 11-мĕш ача сачĕн психолог педагогĕ. Унта калаçу енчен кая юлса аталанакан ачасем çÿреççĕ. «Анна Александровна!» — аякранах курса ун патне чупаççĕ арçын ачасемпе хĕрачасем. Темĕнле ĕçлĕ пулсан та вĕсемпе сăмах хушмасăр, калаçмасăр иртмест аслă юлташĕ. Анна Александровна ача мĕнле аталанни вăл кампа тата мĕнле хутшăнса çитĕннинчен нумай килнине питĕ аван пĕлет. Шкул умĕнхи вĕрентÿ учрежденийĕнче 2018 çултанпа кăна ĕçлет пулин те çамрăкскер хăйĕн ăсталăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ. Канаш ен пики кăçал республикăра çулсерен иртекен «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра чи лайăх психолог педагог ятне çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче вара вăл «Раççей воспитателĕсем» ăмăртăвăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ: «Çамрăк профессионалсем» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Анастасия пурнăçра пĕр çитĕнÿ те ăнсăртран, вăй хумасăр пулманнине пĕлет. Ача чухнех пултарулăх енчен аталанни ăна халĕ ĕçĕнче пулăшса пырать. «Эпĕ Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн çемье — Никоноровсем — культурăпа тачă çыхăннă. Аттепе анне, Александр Анатольевичпа Наталия Владимировна, тата асаттепе асанне, Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна, юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслă. Асатте Кăшнаруйри культура çурчĕн ертÿçинче чылай çул тăрăшнă, вăл тивĕçлĕ канăва тухсан çак ĕç манăн анне çине тиеннĕ. Атте Энтрияль шкулĕнче музыка предметне вĕрентет, хамăр ялти клубра та ĕçлет. Чылай çул каялла ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысларĕç. Анне Кÿкеçре вырăсла калаçса ÿснĕ. Яла качча килсен вăл чăн чăвашла хитре калаçма тытăннă. Халĕ такама та сутса яма пултарать. Эпир, Никоноровсен кĕçĕн ăрăвĕ, малтанах вырăсларах калаçнă пулин те асатте-асанне çумĕнче ÿснĕрен чăвашла пуплемесĕр, юрламасăр-ташламасăр тăрайман. Кунта асанне тÿпи пысăк. Вăл халăх сăмахлăхĕн энциклопедийĕ тейĕн. Пире чăвашла сăвă калама, юрлама вĕрентетчĕ. Юррисене хăвăртах астуса юлаттăм, сăвви вара пулсах пĕтейместчĕ те макăраттăм. Асанне пурпĕрех пуç усма памастчĕ. Ачалăх тесен пĕтĕм аса илĕвĕм асаннепе ахальтен мар çыхăннă — манри нумай ырă ене вăл туптанă. Вăл пекарньăра чылай çул ĕçленĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăкăр пĕçерекенĕн ятне илнĕ. Уншăн тăван халăх юрри-ташши чун киленĕçĕ пулнă. Клуб сцени çине кашни ача пĕчĕк чухнех тухаймасть, мана вара асанне 2 çул çурăра юрлама кăларнă», — хăйĕн тăван ялне, çемйине малашлăхра тĕрĕс пурăнмашкăн сиплĕ шыв панă çăл куç пекех хаклать Анна. Аня тăван ялĕнчи шкулта 8-мĕш класран вĕренсе тухсан Энтриялĕнчи пĕлÿ çуртне çул тытнă. Хастар хĕрачашăн физика та, чăваш литератури те, биологи те пĕр пекех кăсăклă пулнă. Аня шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Малалла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогикăпа психологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. «Аслă шкула кĕрсен нумайăшĕ: «Кама вĕренетĕн? Музыканта пуль?» — тесе ыйтатчĕ. Атте-анне пире хăйсен пек професси суйлама нихăçан та хистемен. Атте музыка инструменчĕсем калама хăнăхтарассишĕн çунмастчĕ. Нумаях пулмасть хам тĕллĕн гитара калама вĕрентĕм. Шăллăм Сергей вара хăй тăрăшнипе купăспа илемлĕ кĕвĕсем кăларма хăнăхса пырать. Нумаях пулмасть салтакран таврăннăскер такмак кĕввисене аванах калать», — калаçăва малалла тăсрĕ Анна. Вăл экстремаллă психолога та вĕреннĕ, «этем чунне сиплекен» наука енĕпе магистратурăра та пĕлĕвне тарăнлатнă. Ĕç стажне Канашри педагогика колледжĕнче пуçланă. Унта психологи преподавателĕ, методист пулнă. Пĕр çул ĕçлесен Шупашкара куçнă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Помост çине 16-ри те, 86-ри те тухрĕ

Чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» тытса пыракан ырă йăласенчен пĕри — кире пуканĕ йăтакансен хушшинче ăмăрту йĕркелесси. Иртнĕ канмалли кунсенче, чÿк уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 37-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта 12 регионта пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем вăй виçрĕç.

Сумлă турнира уçма хаклă хăнасем те йышлăн килсе çитрĕç: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн ертÿçи Анатолий Аксаков, Чăваш Ен спорт министрĕ Василий Петров, цифра министрĕн заместителĕ Анна Иванова, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Сергей Кириллов, Чăваш Енри кире пуканĕ йăтаканĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Юрий Карпов. Вĕсем тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тупăшăва хутшăнма кăмăл тунă вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсене, çамрăксемпе ватăсене ăнăçу сунчĕç. «1984 çулта старт илнĕ ăмăрту лапамĕ — çĕршывра чăвашла тухса тăракан чи ватă хаçат. Икĕ уйăхран ку пичет кăларăмĕ 117 çул тултарĕ. Çакăнта хутшăнакан спортсменсен те сывлăхĕ çирĕп, ĕмĕрĕ «Хыпарăнни» пек вăрăм пултăр», — помост çине тухакан спортсменсене çапла ырă сунчĕ Татьяна Геннадиевна. Асăннă турнир пулас спортсменсене çитĕнÿсем тума хавхалантарни паха. Çакна сумлă хăнасенчен чылайăшĕ палăртрĕ. Нумайăшĕ «тимĕр вăййине» юратакансемпе çакăнта паллашса туслашнă. Раççейри кире пуканне йăтакансен федерацине ертсе пыракан Сергей Кириллов /вăл пирĕн ентеш, Куславкка тăрăхĕн чăвашĕ/ хăй те «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен тупăшăва нумай хут хутшăннине асăнчĕ, çак лапам спортри тата нумай çăлтăра аталанма май парасса шаннине пĕлтерчĕ. «Турнира пуçласа 2011 çулта хутшăнтăм. Малтанах çак ăмăртăва пĕччен çÿреттĕм. 2016 çултанпа ушкăнпа килме тытăнтăмăр, — терĕ Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура предметне вĕрентекен Константин Кусаинов. — Пĕррехинче Пĕтĕм Раççейри ял спорчĕн вăййисенче ишессинче ăмăртмаллаччĕ. Анчах палăртнă кун ун вырăнне кире пуканĕ йăтас енĕпе ăмăрту пулчĕ. Çапла ку енĕпе тупăшса пăхрăм та виççĕмĕш вырăна тухрăм. Куншăн савăнтăм, малашне хавхалансах кире пуканĕ йăтма тытăнтăм». Вăл ветерансен ушкăнĕнче ăмăртса мала тухрĕ. Константин Куандыкович хавхалантарнипе 17 çулти Ильвир Тепитов спортăн çак тĕсне килĕштернĕ. Шкулта 11-мĕш класра вĕренекене çитĕнÿсем те кĕттермен: вăл юниорсен хушшинче чемпион пулма ĕлкĕрнĕ. Ильвир «Хыпар» хаçат ирттерекен турнира пĕрремĕш хут хутшăнсан ку енĕпе малалла талпăнма тĕв тунă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Юрий Энтинăн юмахĕсенче чăвашсем те вылĕç

«Тем тесен те, кунта килсе тĕрĕс турăм. Ачасемпе тĕл пулманни нумай пулать, тунсăхларăм. Хамăн ача 64 çула çитрĕ вĕт, вăл тивĕçлĕ канăва тухни те тăватă çул», — шÿтленĕ май ăшшăн калаçрĕ паллă поэт, çыравçă Юрий Энтин. Иртнĕ шăматкун вăл Мускав облаçĕнче Раççейри 60 пултаруллă ачапа тĕл пулчĕ.

Эвакуаципе килнисем валли Мускав облаçĕнчи Клин хула округĕнчи сывлăха çирĕплетмелли центр пĕчĕк юрăçсемпе ташă ăстисен, артистсен вĕренÿ лапамĕ пулса тăчĕ. Мускав хулинчи, Чăваш Енри, Мускав, Ростов, Мурманск, Оренбург, Брянск облаçĕсенчи ачасем Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ проекта хутшăнчĕç. «Юрий Энтинăн интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ» ятлăскере культура пуçарулăхĕсен Президент фончĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртеççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн малтан ачасем валли вĕренÿ курсĕ иртрĕ. — Эпир «Чунга-Чанга» фестиваль ирттеретпĕр. Шăпах унта пирĕн проекта хутшăнма тивĕç ачасене суйларăмăр. Раççейри 432 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсенчен юрлакан, ташлакан, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калакан 60 шăпăрлана йышăнтăмăр. Мускав, Шупашкар, Брянск хулисенче, Мускав облаçĕнче суйлав тапхăрĕсем иртрĕç. Унсăр пуçне пирĕн пата килнĕ видеороликсене пăхса тухрăмăр. Ачасем мĕнле юрланине, ташланине хакларăмăр. Пире шăпах театр артисчĕсем кирлĕ-çке-ха, — каласа кăтартрĕ Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕн ертÿçи Константин Мулин. Юрий Энтин сăвăллă 10 юмах çырнă. Вĕсем тăрăх спектакль ÿкересшĕн. Йĕркелÿçĕсем ку ĕçе ăста специалистсене явăçтарнă. Паллă режиссер Ирина Хуциева юмахсене ÿкернĕ те ĕнтĕ. Унта Юрий Энтин хăйĕн юмахĕсене вулать. Анчах ку ĕçĕн пĕрремĕш пайĕ кăна-ха. Унсăр пуçне ачасем çав хайлавсенчи юрăсене юрланине ÿкересшĕн. — Ку юмахсем вăрăмах мар, 20 минута çеç тăсăлаççĕ. Вĕсем интерактивлă пулĕç. Ку мĕне пĕлтеретха? Экран çинче Юрий Энтин юмах вулать, пĕчĕк артистсем вара юрлаççĕ, ташлаççĕ. Шăпăрлансене урамра, пÿлĕмре, декорацисен умĕнче ÿкересшĕн. Кайран ку спектакльсемпе Раççейри шкулсенче, ача-пăча лагерĕсенче, ача сачĕсенче усă курма пултараççĕ, — ăнлантарчĕ Константин Юрьевич. Вĕренÿ курсĕнче ачасене виçĕ ушкăна пайласа вокал, хореографи, актер ăсталăхĕ енĕпе занятисем ирттернĕ. Кашни кун тенĕ пекех концерт лартнă. Çапла майпа педагогсем вĕсен пултарулăхне ытларах хаклама, Ирина Хуциева режиссер вара рольсене камсем калăплассине палăртма пултарнă. Пĕр кунхине ачасем Белгород тăрăхĕнчен Мускав облаçне эвакуаципе килнисем валли концерт кăтартнă. Кашни ушкăнри ачасем 3-шер юмахра вылĕç. Вĕсене тепĕр çул, кăрлач уйăхĕнче, ÿкерме палăртнă. Ача-пăча валли 30 çула яхăн тĕрлĕ фестиваль ирттерекен Константин Мулин вĕренÿ курсне хутшăннисен пултарулăхĕ пысăккине палăртрĕ: «Академи вокалĕпе юрлакансене те, эстрада тата джаз юрăçисене те, хорта юрлакансене те тупма пултартăмăр». <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕлĕпе карçинкка çыхма хăва хатĕрлет

Чирне пула вĕренме каяйманран Андрей Чердаков çак ĕçе хăнăхнă

Вăл йывăрлăхсемпе тĕл пулсан хуçăлса ÿкмен, вĕсене çине тăрсах парăнтарнă, пурнăçра тĕрĕс çул суйланă. Куславкка районĕнчи Тĕмшер ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Чердакова шăпах çакăн пек сăмахсемпе хаклас килет.

Операци тунă хыççăн Геннадипе Валентина Чердаковсем икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисем пĕчĕк чухне ашшĕпе амăшĕ нимĕнле йывăрлăх та курман. Анчах аслă ывăлĕ Андрей виçĕ çул тултарсан çемьене инкек килнĕ. Ывăлĕн эпилепси паллисем пуçланнă. Ашшĕпе амăшĕ Андрейпа больница хыççăн больницăна çÿренĕ, усси вара сахал пулнă. Ача ытти тантăшĕ пекех аталаннă-ха, анчах приступсем час-часах пулни унăн пурнăç çулне самай ансăрлатнă. Андрей 13 çулта чухне ăна инвалидноç панă. 1997 çулта аванах ĕлкĕрсе пыракан Андрей Тĕмшерти вăтам шкула пĕтернĕ, анчах чирĕ ăна малалла вĕренме май паман. «Эпĕ виçĕ çулта чухне Чулхулара манăн чĕрене операци тунă. Çавăн хыççăн пуçланнă та эпилепси паллисем. Мана операци тунă çул шăллăм Алексей çуралнă. Кăштах самайланса çÿрекен пулсан эпĕ шăллăма ку манăн ача тесе йăтса çÿренĕ тет. Чăнах та, унпа паянхи кун та питĕ лайăх пурăнатпăр. Вăл маншăн чи çывăх пулăшуçă. Приступсем ытларах шкулта вĕреннĕ вăхăтра пулма тытăнчĕç. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ çакна ăнланмастчĕ. Вĕсем мана нумай кÿрентернĕ. Сăмахĕсем чĕрене ыраттаратчĕç. Кĕçĕн класранпах пĕрле вĕренекен тантăшсем хута кĕретчĕç. Класс ертÿçи те мана яланах хÿтĕлетчĕ, шеллетчĕ. Çапах эпĕ хама кÿрентерекенсене, хăй вăхăтĕнче çилленнĕ пулсан та, кураймасăр пурăнман, пурне те каçарнă. Халĕ вĕсем те мана хисеплеççĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне салтак пулма питĕ ĕмĕтленнĕ тет. «2-3 çулта чухнех салтакла утса тĕлĕнтереттĕнччĕ», — тет анне. Анчах салтака кайма шăпа пÿрмерĕ. Сусăр пулнăшăн мĕн чухлĕ кулянман-ши? «Хам хыççăн ырă ят хăвараймăп-ши? Телейĕме тупайăп-ши?» — тесе шухăшлаттăм. Хам çапах ырра шанаттăм», — каласа кăтартрĕ Андрей Чердаков. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Куракансем мана курмаççĕ, сасăран кăна паллаççĕ»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн вырăс кураканĕсем унăн сассине итлесе спектакльпе киленеççĕ. Людмила Латышева кунта синхрон куçарăвĕн дикторĕнче 47 çул вăй хурать. Çак тапхăрта вăл тĕрлĕ наци çыннине чăваш театрне юратма вĕрентнĕ.

Сцена çине çÿлтен пăхса ларать — Людмила Васильевна, эсир карьерăна драма театрĕнчен пуçланă е унччен урăх çĕрте те ĕçленĕ? — Малтанах Çамрăксен театрĕнче ĕçлерĕм. Унта мана Алексей Васильев режиссер чĕнсе илчĕ. 3 çул ĕçлесен Шупашкарти культурăпа çут ĕç училищин театр уйрăмне вĕренме кайрăм. Ун хыççăн пире, 5 çынна, Пукане театрне ĕçлеме ячĕç. Унта питĕ интереслĕччĕ, мана тÿрех вырăс труппине йышăнчĕç. Ун чухне хĕлĕн-çăвĕн гастрольсене çÿремеллеччĕ. 10 уйăх ĕçленĕ хыççăн мана шăпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çавăрса килчĕ. 1974 çулта синхрон куçару енĕпе ĕçлеме пуçларăм. Кунта мана училищĕре пĕрле вĕреннĕ Ипполит Агаков йыхравларĕ. Пĕррехинче вăл. «Эпĕ урăх ĕç тупрăм, театра килсе пăх-ха», — терĕ. Çитрĕм те, ун чухне литература пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Геннадий Терентьев. «Пире арçын сасси кирлĕ, анчах ÿркенмесен конкурса килсе пăх», — тесе сĕнчĕ. Мана конкурс хыççăн ĕçе илчĕç. Дикторта 1975 çултанпа ĕçлетĕп. Манăн ĕç питĕ интереслĕ, ăна вăхăт иртнĕçемĕн çеç ăнланса пыратăн. — Малтанхи вăхăтра йывăрлăхсемпе тĕл пулаттăр пуль? — Пĕрре шутласан лар та текст вула темелле, анчах вăрттăнлăх нумай. Артистсем выляççĕ, эпĕ вара çук. Анчах çав вăхăтрах манăн спектаклĕн атмосферине тытса пымалла. Ĕçлеме пуçласанах РСФСР халăх артистĕнчен Виктор Родионовран нумай ыйтаттăмччĕ. Вăл радиора диктор пулса та ĕçлетчĕ. Мана нумай пулăшрĕ. «Ку сăмах çакна пĕлтерет, çакна çапла каламалла», — тетчĕ. Çулсем иртнĕçемĕн чăвашла пьесăсене вырăсла куçарма пуçларăм. Куçару ĕçĕ вара тата интереслĕ. Пĕр ĕçлеме пуçласан çĕрĕпе, тепĕр чухне ирхи 4 сехетчен, ларатăн. Хăш-пĕр чухне ĕç каймасть, шухăшĕ питех çыхăнмасан вара кирлĕ, вырăнлă сăмахсем тупса йĕркелеме питĕ йывăр. Çапах ку ĕç мана питĕ килĕшет, тавра курăма пуянлатать, пуçа та лайăхрах ĕçлеттерет. — Сирĕн ĕç кунĕ мĕнле пуçланать? — Ĕçе чылай маларах килетĕп, микрофонсене тĕрĕслесе çутса хуратăп, кирлĕ пьесăна сĕтел çине хатĕрлесе хуратăп. Эпĕ театрта чи çÿлте ларатăп. Хам пурне те куратăп — мана никам та курмасть. Сцена çине çÿлтен пăхса, артистсемпе пĕр вăхăтра калаçса куçарса пыратăп. — Артист, тĕслĕхрен, текстри пек каламарĕ пулсан мĕнле куçаратăр? — Ун пекки пулкалать. Манăн çав йăнăша вырăсла итлекенсем сисмелле мар тÿрлетмелле. Ку питĕ хăрушă япала мар. Эпир — чĕрĕ çынсем, роботсем мар. Кайран вара артистсем манран каçару ыйтаççĕ, вĕсене веçех йĕркеллĕ тесе лăплантаратăп. Тата тепĕр япала пур — чăвашла сăмах çаврăнăшĕ вырăсла урăхла янăрамалла. Наушниксене те итлеме пĕлмелле. Эпĕ час-часах спектакль вĕçленсен студентсен, шкул ачисен, ахаль куракансен шухăшĕсене ыйтса пĕлетĕп. Вĕсем текста кам куçарнине пĕлмеççĕ вĕт-ха. «Наушник япăх ĕçлет», — тесен манăн ĕç харама кайнă пекех туйăнать. — Эсир театрти пур спектакле те куçаратăр, çĕрĕпе-кунĕпе тенĕ пекех. Кунтах пурнăç иртет пуль? Çемье валли вăхăт юлать-и? — Кунта ĕçлекенсен пурин те пурнăçĕ çапла иртет. Театр вăл — иккĕмĕш кил. Манăн мăшăр та пурнăç тăршшĕпе театрта ĕçленĕ. Вăл оперăпа балет театрĕнче балет артисчĕ пулнă. <...>

Алена АЛТУХОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.