Çамрăксен хаçачĕ 43 (6391) № 03.11.2021

3 Чÿк, 2021

«Шелленипе «2» лартса кулянтармастăп»

Светлана Петрова — Шупашкарти 60-мĕш шкулти чи çамрăк учительсенчен пĕри. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ăна: «Эсир пирĕн хĕр пекех», — теççĕ. Çапах педагогикăра пуçламăш утăмсем тăвакан вĕрентекене шанаççĕ, хисеплеççĕ.

Ачасемшĕн аппăшĕ вырăнĕнче

Йĕкĕреш хăраххине итленĕ пулсан вăл халĕ Шупашкарта мар, Хусанта пурăнĕччĕ. Светлана Петрова Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухсан йĕкĕреш пиччĕшĕ ăна Хусанти федераци университетне çул тытма ӳкĕтленĕ. Светлана вара амăшĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне кайнă.

«3 пиччепе, 1 шăллăмпа ӳсрĕм. Эпĕ, çемьери пĕртен-пĕр хĕр, ачашрахчĕ. Манăн хута кĕретчĕç. Йĕкĕреш хăраххипе Олегпа пĕр класра вĕрентĕмĕр. Вăл мана математикăпа пулăшатчĕ, эпĕ ăна ӳкерсе параттăм, — йăл кулса калаçрĕ Светлана Юрьевна. — «Вĕрентекен профессине алла илĕттĕм, анчах май пулмарĕ», — тетчĕ анне. Вăл фермăра лаборантра, дояркăра тăрăшрĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенне тăтăшах аса илетчĕ. «Илемлĕ тăхăнатчĕ, хăйне тытма пĕлетчĕ, ялта ăна хисеплетчĕç», — тетчĕ вăл ун пирки. Унăн сăмахĕсем асра юлчĕç. Пĕчĕк чухне хамран кĕçĕнрех ачасене сак çине лартаттăм та «шкулла» выляттăмăр. Пĕрремĕш вĕрентекен те витĕм кӳчĕ-тĕр. Ольга Алексеевна Ивановăна кура питĕ хавхалантăм. Манăн та ун пекех пулас килчĕ. Пуçламăш шкулпа сыв пуллашсан класс ертӳçин тилхепине Елена Петрова тытрĕ. Елена Геннадьевна нимĕç чĕлхи вĕрентетчĕ. Шкулта ĕçлĕп тесе шухăшламанччĕ. ЧППУн психологипе педагогика факультетĕнче пуçламăш классемпе информатика учителĕн специальноçне вĕрентĕм. 3-мĕш тата 4-мĕш курссенче практикăра пулсан шухăш улшăнчĕ. Шупашкарти 2-мĕш шкулта 2-мĕш класс ачисене вĕрентрĕм. Кĕçĕннисемпе ĕçлеме килĕшрĕ. Вĕсене кăсăклантарма çăмăлрах. 2018 çулта тĕп хуламăрти 60-мĕш шкула ĕçе вырнаçрăм».

Шăллĕ Олег вара Хусанти федераци университечĕн механикăпа технологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ аспирантурăра пĕлӳ пухать. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Çур çĕр иртни 2 сехетре те пулăшу ыйтса шăнкăравлаççĕ

Канаш районĕнче аслă участковăйра тăрăшакан Сергей Ипатьев пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Саккуна пăсакансемпе çирĕп калаçать, хур курнă çынсен нушине ăнланать. Çавăнпах-тăр ăна халăх шанать.

Анискин тĕслĕхĕпе. Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче пĕлӳ пухрăм. Мĕн ачаранпах çар тумĕ кăмăла каятчĕ. Манăн милиционер кительне тăхăнас килетчĕ. Тăвансен хушшинче йĕрке хуралĕнче тăрăшакан çук.

Эпĕ вăтам пурăнакан çемьере çуралса ӳснĕ. Анне лавккара вăй хунă, атте колхозра механикре тăрăшнă. Йăмăк пур. Вăл халĕ анестезиологра ĕçлет. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашрăм. «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисенчен юлмастăм. Мана отделени командирĕ пулма та шанчĕç. 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне районти тапхăрта мала тухрăмăр, республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнтăмăр. Хаваслă вăхăт пулнă. Вăрман хĕрринче палаткăра çĕр каçаттăмăр, кăвайт йĕри-тавра пухăнаттăмăр.

2007 çулта аттестат илсен ытлашши нумай шухăшламарăм — Чулхулари ШĔМ академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм. Пĕрре те иккĕленмерĕм. «Деревенский детектив», «И снова Анискин» кинофильмсене телевизорпа тăтăшах кăтартатчĕç. Вĕсенчи тĕп сăнар чуна çывăх пулчĕ. «Милиционерăн тĕп тĕллевĕ айăпласа явап тыттарасси кăна мар, воспитани ĕçĕ те пулмалла», — тетчĕ Анискин. Юратнă сăнарăн сăмахĕсене ĕмĕрлĕх астуса юлтăм. Лăпкă калаçсан та. Вĕреннĕ вăхăтрах Канаш районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче практикăра пултăм. Коллектив пулăшса пынипе ĕçе хăвăртах хăнăхрăм. Аслă шкул дипломне илсен тăван районах çул тытрăм. Пĕрремĕш протокол çырнине астăватăп. Ял тăрăхĕн администрацине çитрĕм. Специалистсенчен вырăнти лару-тăру пирки тĕпчерĕм: шалăпсем çук-и? Общество йĕркине пăсакансем пур-и? Унччен те пулмарĕ — пӳлĕме хĕрĕнкĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Унпа лăпкăн калаçрăм, урам тăрăх сулланса çӳремелле маррине, килте выртса çывăрмаллине каларăм. Хайхискер манпа килĕшсе тухса кайрĕ. 3 минут та иртмерĕ — çак арçын каллех администрацие кĕрсе тăчĕ. Хăй вăрçăнасшăн, сăмса айĕнче темĕн мăкăртатать. Ирĕксĕрех протокол çырма тиврĕ. Эпĕ ăна явап тыттарасшăн марччĕ, анчах вăл лăпкăн калаçнине шута илмерĕ.

Участковăйăн малтан профилактика калаçăвĕ ирттермелле, çынна тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Эпĕ Асхва тата Сухайкасси ял тăрăхĕсемшĕн яваплă. Кунта 5136 çын пурăнать. Ĕç кунĕ пуçлăх пӳлĕмĕнче пуçланать. Вăл районти лару-тăрупа паллаштарать, хушусем парать. Каçхине кунĕпе мĕн тунине пĕлтеретĕп, ыранхи ĕçсене палăртатăп.

Психологие лайăх пĕлеççĕ. Республикăра кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпех телефон тата интернет урлă улталанă тĕслĕхсен шучĕ ӳсет. Темиçе çул каялла тавар сутмалли сайтра час-часах улталатчĕç. Ирсĕрсем социаллă сетьсенчи аккаунтсене «çĕмĕрсе» çав страница хуçи ячĕпе çыру ярса тусĕсенчен укçа ыйтаççĕ, çывăх çын преступлени туса полицие лекнĕ теççĕ, хăйсемпе банк е социаллă служба ĕçченĕ пек паллаштарса улталаççĕ… Çакнашкал тĕслĕхсем пирки куллен калаçсан та вĕсен шучĕ чакмасть. Пачах тепĕр май, нумайланса пыраççĕ. Çынна улталакансем психологие лайăх пĕлеççĕ, ĕненмелле калаçаççĕ, шухăшлама тата тăвансемпе канашлама вăхăт памаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсем пирки куллен çыраççĕ пулин те халăх вĕсен капкăнне тăтăшах çакланать. Çĕнĕ йышши технологисене алла илнĕ преступниксене тупса палăртма пĕртте çăмăл мар.

«Укçăрсене ниçта та ан куçарăр», — тетĕп çынсене. Пĕр ирхине арçынпа калаçрăм, ултавçăсем шăнкăравласа парне пама шантарни, ăна илмешкĕн нухрат куçарма ыйтни пирки ăнлантартăм. Хайхискер çав кунах полици уйрăмне чупса çитрĕ. Вăл палламан çынна 10 пин тенкĕ куçарса панă. Эпĕ ыйтуллăн тинкернине кура: «1 миллион выляса илес килетчĕ çав», — терĕ вăл. Çакнашкал преступленисене уçăмлатас ĕç кăткăс. Чылай чухне ултавçăсем ют регионтан шăнкăравлаççĕ.

Тепрехинче палламан çынна 100 пин тенкĕ куçарса панă арçын килчĕ. Асăрхаттаратăп: тимлĕрех пулмалла, телефон çине килекен информацие тĕплĕн тĕрĕслемелле, ют çынсене шанмалла мар. Ыйту сиксе тухсан полиципе çыхăнма ӳркенмелле мар. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Манăн куççуле пуçтарнă тăк миçе витре тулĕччĕ-ши?»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче пурăнакан Алевтина Трепова — салтак амăшĕсен комитечĕн пайташĕ. Вăл тăван тăрăхĕн историне тĕпчесе темиçе кĕнеке те кăларнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче салтаксем тăванĕсем патне янă çырусене пухса альбом та йĕркеленĕ. Алевтина Фридриховна тĕл пулса калаçнă ватă çынсем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕсен аса илĕвĕсем унăн тĕрленчĕкĕсенче çырăнса юлнă.

Киле таврăнайман

«Вăрçа хутшăннă Захар Сударкинăн тăванĕсенчен нихăшĕ те халĕ Карапашра çук. Эпир вĕсемпе кӳршĕллĕ пурăнаттăмăр. Захар Леонтьевичăн йăмăкне паллаттăм. Шел, вăл та çĕре кĕчĕ. Захар Сударкин 1907 çулта çуралнă. Тăшман пирĕн çĕршыва тапăнсан Захар Леонтьевич фронта кайнă. Шел, киле таврăнайман вăл. 1942 çулта ăна нимĕç пульли вилмеллех амантнă. Захар Сударкина Калуга облаçĕнчи Дряблово ялĕнче пытарнă. Вăл фронтран пиччĕшĕ патне янă çырусем упранса юлнă.

«Ырă куна ырласа çырас терĕм юратакан тăван пичче патне. Сергей, малтанхи сăмахранах хамăн хыпара пĕлтерес терĕм. Эпĕ пурăнатăп ырă-сывă. Халь малалла темле пулĕ, ăна калама пултараймас. Пурăнатпăр вăрманта, толькă питĕ шыв лачака, пĕрмаях çумăр çăвать. Кун каçа ура типсе курмаç, шыçăнса кайрĕ пĕр вăхăтра, халь ничево çӳреп. Сергей, санран икĕ письмо илтĕм, толька килтен пĕр çыру та çук. Пĕлтер мана хăвăрăн пурнăç çинчен. Хусанта мĕн пур, мĕн çук, мĕнле пурăнатăр. Сывах-и пурте, ачасем унта, пĕлес килет ман. Пирĕн Андрей мĕнле, çта пурăнать-ши письмо ярать-ши? Нимте пĕлместĕп. Кĕрӳ ăçта пурăнать тата? Урăх ним çырма та, эпĕ киле те пырайратăп, те пыраймастăп, ним калама та пĕлместĕп, паян чĕрĕ, ыран вилĕ. Вăрçă чарăнмасăр шукхăшламали те çук, вилес марччĕ. Мĕн пулать малалла. Ырана пĕр куна вăрçа кĕретпĕр, унтан чипер тухсан пĕлетерĕп. Пире тумлантарчĕç Гитлера пĕтерме. Победа за нами».

1942 çулхи утă уйăхĕнче Захар Сударкин Сергей патне юлашки çырăвне ăсатнă: «Нумай çырма хут çук, ан çиленĕр манна сахал çырнă тесе. Но спаçипă сана çырса пĕлтернĕшĕн, урăх ним çырма та. Пурне те салам кала манран, инкене, Тамара, Галяна, Авусяна. Урăх те илетĕр манран çыру, может быть юлашки пулĕ. Çапах та пырасси пирки питĕ шухăшлатăп. Ним тума та çук, манпа пĕрле килнисем нумайăшĕ вилчĕç чăвашсем. Пĕр эпĕ анчах чăваш, пурте тутарсем Хусан панчисем, ман отделенинче виçĕ вырăс анчах. Но пока, досвидание. Жду ответ писатель Сударкин Захар Леонтьевич. Читатель Сударкин Сергей». <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Нӳхреп çинче тумтире хывмасăр çывăраттăмăр»

«Манăн анне Валентина Казакова çакăнтах, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче, 1922 çулта çуралнă. 6 çул тултарсан амăшĕ Марье вилнĕ. Чи кĕçĕн ывăлĕ 9 уйăхра юлнă. Тепĕр 2 çултан ашшĕ те çĕре кĕнĕ. Вăрçă пуçланнă çул анне 19-та пулнă. Ăна малтан фронта илсе кайма хатĕрленĕ. Унăн икĕ пиччĕшĕ вăрçа кайнă», — калаçăва пуçларĕ Валентина Федоровнăн хĕрĕ Милиция Ильина.

Кукашшĕн вилли те çук

Валентина Казаковăн ашшĕн аппăшĕ Анна сĕм суккăр пулнă. Валентина Федоровна ăна хресна анне тесе чĕннĕ. Вăл сусăр пулнăран, ăна пăхмалла тесе 19-ти хĕре фронта илсе кайман. Микулапа Йăван фронтра çапăçнă, Валентина килте шăллĕпе Василипе, Аннăпа юлнă.

«Кукамай тырă вырма кайсан тарланă та сивĕ шыв ĕçнĕ. Киле çитсен каллех сивĕ шыв сыпнă. Ӳпки шыçăннă, ӳт температури хăпарнă. Больницăна илсе кайсан кĕлетки вĕри тесе пăр катăкĕ хунă. «Кукаму пĕлсех вилчĕ», — тетчĕ анне. Больницăра сыватайманнипе киле янă. «9 уйăхри вилсен те шалккă мар. Сана вăт нимĕн те туса параймарăм», — тенĕ аннене кукамай вилес умĕн. Ĕлĕк амăшĕсем хĕрне качча пама тупра хатĕрлесе панă-çке-ха. Пĕчĕк Василие анне пăхнă. Вĕсем ĕне усранă. «Çĕрĕпех ача йăтса утаттăм, çывăрмастчĕ. Ĕнине суса сĕтне сутма каяттăмччĕ. Сутма çӳрекенсен хушшинче ман пек пĕчĕкки те çукчĕ», — тетчĕ вăл. Аннене тăлăх пуснă-ши — лутраччĕ. Пирĕн тăрăхра çӳллĕ маар çынсем пирки çапла калаççĕ, — терĕ Милиция Павловна.

Арăмĕнчен тăватă ачапа тăлăха юлнă ашшĕн те, Хăветĕрĕн, пурăнас кун-çулĕ пулман. Арçын çемйине тăрантарас тесе Хусана ĕçлеме кайнă. Анчах унтан вăл таврăнайман.

«Ăна вĕлернĕ пуль тетчĕ анне. Кукаçин вилли те çук. Килтисем ăна кĕтсе пурăннă, анчах кăлăхах. Ашшĕ çухалсан ачасене суккăр тăванĕ Анна пăхнă. Пиччĕшĕсем Микулапа Йăван аслăрах пулнă та çемьешĕн тĕрев шутланнă. Микула вăрçă пуçланиччен колхозра бригадирта ĕçленĕ. 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче фронтра хыпарсăр çухалнă. Йăван танкист пулнă, вăл та 1943 çулхи утă уйăхĕнче хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут килнĕ. Вĕсем вăрçăран тăван килне çырусем çыркаланă. Шел, вĕсем упранса юлман. «Валька пурăнсан пирĕн пӳрт ăшши пĕтмест», — тесе çырнă Микула манăн анне патне. Суккăр Аннăна астăватăп, эпĕ 3-мĕш класра чухне вилчĕ. Ватăлсан ăна аннепе Василий пăхрĕç. Анна мĕн çуралнăранпах суккăр пулнă-ши — пĕлместĕп, анчах вăл качча кайман, ача çуратман. Мана вăл ят хунă. Анне Галя тесе çыртарасшăн пулнă, атте — Валя тесе. «Качакана та Галя-Валя теççĕ, эпĕ Милочка ят хуртартăм», — Анна çапла каланине астăватăп. Чиркӳри пачăшкăн хĕрĕ çавнашкал ятлă пулнă. Тĕрĕссипе, Милăн тулли ячĕ — Милица, анчах ял канашĕнче тĕрĕс мар çырнă, — калаçу çăмхине малалла сӳтрĕ Мила инке /Милиция Павловнăна ялта çапла чĕнеççĕ/.

Пиччĕшĕсем фронта кайсан 19-ти Валентинăна кладовщик ĕçне шанса панă. Вăл колхоз тыр-пулне пĕр килограмм та сая яман, яланах ампара мĕн чухлĕ кӳрсе килнĕ, çавăн чухлĕ каялла кăларнă. Ампарĕ чиркӳ çуртĕнче вырнаçнă. «Тепĕр чухне унта кĕме те хăраттăмччĕ.

Тырă хĕрсе ан кайтăр тесе пĕчченех енчен енне сирпĕтеттĕмччĕ», — çапла каласа кăтартнă Валентина Федоровна хĕрне. Вăрçă пуçланиччен пиччĕшĕ Иван авланса, мăшăрĕпе 1 ача çуратса ĕлкĕрнĕ. Хыпарсăр çухалсан та арăмĕ ăна кĕтсе пурăннă. «30 çул кĕтрĕм. Халь тин килместех пуль, урăх кĕтместĕп», — тенĕ мăшăрĕ. Микулан та мăшăрĕ 1 ачапа тăрса юлнă, анчах вăл вăрçă хыççăн кунта пурăнман, хăйсем патне куçса кайнă.

«1941 çулта аннене Хусан çывăхне окоп чавма илсе кайнă. «Нӳхреп çинче тума хывмасăрах çывăраттăмăр. Хамăр йĕп-йĕпеччĕ, нускипе алсиша ая хурса типĕтеттĕмĕр. 40 градус сивĕ тăчĕ. Çимелли начарччĕ», — тетчĕ анне. Окоп чавни пирки ытлах каласа кăтартмастчĕ вăл, хам та çамрăкрах пулнă та ыйтма пĕлмен çав. Унтан ĕçлесе таврăнсан ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Караньял артельне янă. «Труд» ятлăскере Хĕрлĕ çар валли тумтир çĕлеме саккас панă. Анчах артелĕн оборудовани пулман, çавăнпа ял çыннисем хăйсен çĕвĕ машинисемпе çĕленĕ», — амăшĕн шăпипе малалла паллаштарчĕ Милиция Ильина. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Наркозран вăрантăм та — алă çук»

«Пурăнатпăр-ха», — пулнă пĕрремĕш шухăш Владимир Гурьяновăн

Ун çине пăхсан вăл тунсăхлама, кулянма пĕлмест пек туйăнчĕ. 52 çулти арçын хаваслă пулма тăрăшрĕ, питĕнчен йăл кулă каймарĕ. Тĕрĕссипе, тепĕр çын унăн вырăнĕнче пулсан тахçанах пуç усĕччĕ. Пурнăçĕ ăна çирĕп тĕрĕсленĕ: хăрах алăсăр юлсан та хуйхăрнине çынна нихăçан та кăтартман.

Укçа тӳлеме шантарнă та…

Çавăн чухне инкек пуласса нимĕн те систермен. Çĕнĕ Шупашкарти керамзит блокĕсем туса кăларакан организацире тăрăшакан Владимир Гурьяновăн канмалли кун пулнă. Вăл каçхи 7 сехетре Мускава кайма хатĕрленнĕ. Тăрук ĕçрен шăнкăравланă, ĕçлеме тухнăшăн 1500 тенкĕ пама шантарнă. Çĕршывăн тĕп хулине каймаллине пĕлтерсен: «Ĕлкĕретĕн, каçхине кăна çула тухмалла вĕт», — тенĕ. Турткалашса тăман — килĕшнĕ.

Профессипе вăл — фрезеровщик. Пĕр предприятире 14 çул ĕçленĕ хыççăн, шалу тӳлеме пăрахсан, Владимир Валентиновичăн урăх вырăн шырама тивнĕ. Арçын Мускава, Чулхулана шапаша çӳреме тытăннă. Хĕлле ĕç çук тесе керамзит блокĕсем туса кăларакан предприятие вырнаçнă. Инкек пуличчен вăл унта 1 уйăх çеç ĕçлесе ĕлкĕрнĕ.

— Предприяти пысăках марччĕ, 15 çын тăрăшатчĕ. Вак чула ватакан агрегат патĕнче ĕçлеттĕм. Ăна кашни каç çуса тасатмаллаччĕ, унсăрăн тепĕр кун валли йăлтах хытса ларать. Ун умĕнче аппаланнă вăхăтра агрегата сӳнтернĕччĕ. Тăрук вăл ĕçлесе кайрĕ. «Телефон шăнкăртатрĕ те пускăча асăрханмасăр пусрăм», — çапла ухмаха печĕ ĕçтеш. Агрегат алă çинчи ӳте сӳсе илчĕ. Ман енче те пускăч пурччĕ, ăна часрах сӳнтертĕм. Унсăрăн алла тăпăлтарсах илетчĕ, — ултă çул каяллахине аса илчĕ Владимир Гурьянов.

Унăн аллинчен юн шăпăртатса юхнă. «Часрах васкавлă медпулăшу чĕн!» — кăшкăрнă вăл юпа пек хытса тăнă ĕçтешне. Анчах васкавлă медпулăшу килме васкаман. 20 минут кĕтнĕ хыççăн суранланнă арçынна машинăпа больницăна илсе кайнă. Дежурный тухтăр ăна курсан тӳрех ытти врача чĕннĕ. «Пирĕн обход, вăхăт çук», — пулнă хурав. «Çын вилет, хăвăртрах!» — çапла каланă хыççăн Владимира каталка çине вырттарса операци пӳлĕмне илсе кайнă. Тӳрех укол тунă.

— Пĕр тухтăр, вăл лайăх специалист пулнине пĕлетĕп, манăн алла упраса хăварасшăнччĕ. «Пӳрнисем хускалаççĕ вĕт», — терĕ. Тепри: «Амп…» — тенине çеç илтсе ĕлкĕртĕм, çывăрса кайрăм. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.