Çамрăксен хаçачĕ 42 (6492) № 26.10.2023

26 Юпа, 2023

«Пĕр пăкă пухни те экологие упрама пулăшать»

Ашшĕпе амăшĕ Анна Журавлевăна ачаранпах Çынна ырă тума, обществăшăн усăллă пулма вĕрентнĕ. Çавăнпа пике Ӳссен волонтерсен йышне тăнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. И.Н.Ульянов ячĕлĕ ЧПУ студентки #ЭпирПĕрле премин регионти тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ.

Çӳп-çап — миххи-миххипе

Аня — пулас дизайнер. 19-ти хĕр «Дизайнри хушма информатика» специальноçпа аслă пĕлӳ илет. Вăл мĕншĕн ку ĕçе суйланă-ха? Кун пирки кĕскен çапла хуравларĕ: «Эпир çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Унсăр пуçне эпĕ ӳнер шкулĕнче вĕреннĕ. Профессие çаксене шута илсе суйларăм та». Ашшĕпе амăшĕ ӳкерес ăсталăх пуррине асăрхасан хĕрне Шупашкарти 4-мĕш ӳнер шкулне çавăтса кайнă. Анна мĕн пĕчĕкрен художник пулăп тесе пурăннă. Ку çула суйламан пулсан та пике ӳкерме яланах вăхăт тупать. Уйрăмах çут çанталăка сăнлама кăмăллать. Ытларах акварельпе ĕçлет. — Тĕп хулари А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулта вĕрентĕм. Волонтер ĕçне явăçасси çавăнтах пуçланчĕ тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ çĕре тухса çӳреттĕмĕр. Университета вĕренме кĕрсен ыркăмăллăхçăсен юхăмне кĕтĕм. Эпĕ аслă шкулăн Волонтерсен центрĕнчи эковолонтерсен координаторĕ шутланатăп. Ку тивĕçе 1-мĕш курсранпа пурнăçлатăп. Студентсене хамăрăн юхăма илĕртетпĕр, хамăр ĕç пирки каласа паратпăр, — пĕлтерчĕ халĕ 2-мĕш курсра ăс пухакан Анна. Эковолонтер пулнă май хĕр тĕрлĕ мероприятие, çав шутра субботниксене те, хутшăнать. Нумаях пулмасть пике ытти çамрăкпа пĕрле Шупашкарти «Байконур» микрорайонти çырмара темиçе михĕ çӳп-çап пуçтарнă. — Унашкал экологи акцийĕсем ирттерессине университетра та йăлана кĕртнĕ. Студентсем хăйсем вĕренекен корпус умĕнче пĕрмай тирпейлеççĕ. Кăçал манăн Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» акцие те хутшăнма тӳр килчĕ. Эпир юхан шыва тасатас ĕçре тăрмашрăмăр. Çулла Муркаш тăрăхĕнчи кăвак чарлансен Шомикри колонине çитсе килтĕмĕр. Унта «Хăвăн хыççăн пуçтар» Пĕтĕм Раççейри акци иртрĕ. Тавралăха тирпейленĕ хыççăн пирĕн валли экскурси ирттерчĕç. Çавăн чухне çӳп-çап сахал мар пухрăмăр. Тĕрĕссипе, унта-кунта тухса çӳресен эпир çӳп-çап питĕ нумай, миххимиххипе, пуçтаратпăр, — каласа кăтартрĕ Анна. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Аннере» вылянă чухне амăшне куç умне кăларать

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ куракана çĕнĕ форматлă ĕçпе паллаштарчĕ. Ун валли ятарлă костюмсем те, декораци те кирлĕ пулман. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Театр — манăн ăраскал» ярăмри пирвайхи моноспектакль театр тусĕсене пуçтарчĕ. РСФСР халăх артистки Нина Григорьева куракансемпе куçакуçăн тĕл пулчĕ.

«Этем пурăнма пуçланă вăхăтранах искусство аталанма тытăннă. Пурăна киле театр йĕркеленнĕ. Раççейри наци театрĕсенчен чи аслисенчен пĕри, Чăваш драмтеатрĕ, кураканпа тĕрлĕ майпа тĕл пулать. Гастрольсене тухса çӳретпĕр, унта çынсемпе тĕл пулатпăр. Малашне çĕнĕ проектпа та тĕрлĕ çĕре тухса çӳресшĕн», — палăртрĕ театрăн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев кураканпа артиста çывăхлатакан проектпа паллаштарнă май. Нина Григорьева — çак театрта чи нумай вăхăт ĕçлекен артистсенчен пĕри. 62 çулта вăл 100 ытла сăнара калăпланă. Ахальтен мар ĕнтĕ «Театр — манăн ăраскал» ярăма унран пуçлама шухăшланă. Нина Ильинична артист пулас шухăш патне мĕнле çитнĕ-ши? Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ еплерех иртнĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне унран хăйĕнчен илтме тӳр килчĕ. «Шкула кайма тытăнсан, иккĕмĕш класра, клуба драма кружокне çӳреме тытăнтăм. Пирĕн клуб ертӳçи, культура енĕпе пĕлӳ илмен пулсан та, питĕ ăстаччĕ. Мана çитсăран юбка çĕлесе панăччĕ, çавна тăхăнса хама шанса панă сăнара выляттăм. 5-мĕш класа Йĕкĕрвар шкулне çӳреме пуçларăмăр. 7 класс пĕтериччен Чирĕчкассипе Йĕкĕрвар хушшинчи 5 çухрăма кунне икĕ хутчен парăнтараттăмăр. Хушăран уйра кашкăрсене кураттăмăр. Хăраттăмăр вĕсенчен. Çавăнпа ушкăнпа çӳреттĕмĕр. Арçын ачасем ир-ирех ял пуçне тухса пурте пухăнасса кĕтетчĕç. Пĕрле утма шиклĕ марччĕ. Ун чухне ытлашши ĕрчесе кайнипе кашкăрсене самолетран перетчĕç», — ачалăхне аса илме тытăнчĕ Нина Григорьева. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер тĕлĕнмелле кăсăклă шăпишĕн ашшĕпе амăшне тав турĕ. Вĕсен тивлечĕпе вăл 10 ачаллă çемьере те пархатарлă çын пулса çитĕннĕ. «Атте ылтăн алăллăччĕ. Платник, столяр ĕçĕнче ăстаскер çăматă йăвалама та, чӳлмек е ытти савăт хĕртсе тума та пултаратчĕ. Вĕлле хурчĕсем тытатчĕ. Шăллăмсем хурт-хăмăр ăсталăхне аттерен вĕренсе юлчĕç. Çывăх çыннăм çил арманĕ те тунăччĕ. Малтан ялта ун пекки пулман. Арманçи те хăехчĕ. Пĕр çулхине садри улмуççисем сивве пула хăрчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан атте çĕнĕ хунавсем лартрĕ. 170 улмуççи чĕртрĕ! Эпир те ун çумĕнчех кăштăртататтăмăр. Йывăçсем çимĕç пама тытăнсан атте вĕсене Красноярска çити сутма каятчĕ. Çапла майĕпен çĕнĕ пӳрт лартма укçа пуçтарчĕ. «Мĕншĕн ытла пысăк çурт хăпартасшăн эсĕ?» — тесе ыйтрăмăр унран. «Пурин валли те кравать лартма вырăн пултăр. Çитĕнсен хăвăр пурăнмасан та ан сутăр, ача сачĕ тăвăр», — тенĕччĕ атте», — ăшшăн аса илчĕ Нина Ильинична. Унăн амăшĕ 10 çултах тăлăха юлнă, хăйĕн ачисене вĕренсе ăслă пулма пилленĕ. Вăл ирхине ывăлĕ-хĕрĕ шкула кайиччен пĕр мăшăр кăçатă çапма ĕлкĕрнине, кун каçа темĕн тĕрлĕ ĕç те пурнăçланине аса илчĕ Нина Григорьева. Куракансемшĕн артистка епле майпа ӳнер енĕпе вĕренме кайни те, Мускавра çĕршывĕпех палăрнă актерсемпе пĕлӳ илни те кăсăклă. Нина Ильинична Раççей халăх артисткипе Нина Яковлевăпа вĕренме кĕнĕренпе мĕн паянхи кунчченех туслă çыхăну тытать. Вăл Вăрмар районĕнчи Пысăк Еньккасси хĕрĕпе Мускавра пĕр пӳлĕмре пурăннине, çăкăр татăкне пĕрле пайланине, тăван тăрăха таврăнсан пĕр театрта ĕçлеме тытăннине, пĕр гримеркăра ларнине шăпа парни вырăнне йышăнать. Икĕ тус чылай спектакльте пĕрле вылять. Халĕ вĕсем çĕнĕ постановкăра — Валентин Распутинăн «Последний срок» повеçĕ тăрăх лартнă «Анне» спектакльте — выляççĕ. Нина Григорьева кинемее Аннăна калăплать, Нина Яковлева вара — Миронихăна. Постановкăри икĕ ватă калаçакан сыпăка моноспектакльте те кăтартрĕç. Хăйсен «пурнăç кĕркуннине» кĕтсе илнĕ ватă хĕрарăмсем калаçнине, шӳтленине чăн пурнăçра та туслă артистсенчен ĕнентерӳллĕрех тата кам выляса кăтартайĕччĕ-ши? <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Самолет курсан халĕ те тӳпене çĕкленес килет»

Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Янтуш ялĕнче çуралнă Нина Егорова [хĕр чухнехи хушамачĕ] пиллĕкмĕш класра Вениамин Каверин çырнă «Икĕ капитан» кĕнекене вуланă. Унти Саня Григорьев летчик сăнарĕ унăн чунне кĕрсех ларнă. 12 çулти хĕрача хăйĕн вĕçес килнине кун кĕнекинче çырса пыма пуçланă. 1971 çулта, ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн, хĕр хăйĕн çунатлă ĕмĕтне пурнăçланă: Ан-2 самолет штурвалĕ умне ларнă. Нина Гильманова летчик карьерине 6 пин вĕçев сехечĕпе вĕçленĕ.

Кĕтӳре чухне

76 çулти пурнăçа юратакан Нина Егоровнăпа ăнсăртран паллашрăмăр. Ун чухне вăл ир-ирех вăрмантан таврăнатчĕ. «Пĕчченех кайрăр-и, епле хăрамастăр?» — тĕлĕнсе ыйтрăм унран. «Чăваш Ене çӳлтен урлă та тăрăххăн йăлтах пĕлетĕп. Çухалса каяс çук», — йăл кулса хуравларĕ вăл. Сывлăш карапĕн командирĕпе унăн тĕлĕнмелле профессийĕ тавра калаçу пуçартăмăр. «Ача чухне çуркунне сурăхсене ешĕлленме пуçланă çаран çине кăлараттăмăр. Пĕррехинче пăхатăп — самолет вĕçет. Эх, мĕнле савăнса кайрăм! Пуçри шурă тутăра салтрăм та унпа сулкалашса пĕве хĕррипе сиккелесе чупрăм. Мана пилот асăрханă ĕнтĕ — çаврăм хыççăн çаврăм турĕ. Эпĕ тата хытăрах савăнтăм! «Эпĕ те çавăн пек вĕçĕп», — çакăн пек ĕмĕт чуна вырнаçрĕ. Ĕçлеме пуçласан çав летчике шыраса тупасса шаннăччĕ — тупаймарăм. Кайран хам та вĕçеве тухсан çĕр çинче ачасене курсан вĕсен çийĕн темиçе хутчен çаврăнаттăм. «Хăшĕ те пулин, тен, мана кура летчик пулĕ», — çавăн пек шухăшлаттăм. Атте эпĕ пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ. Аннен мана вĕренме ямашкăн укçа-тенкĕ пулман. Кӳршĕсен манран аслăрах хĕрĕ Полина штукатур-маляра вĕренетчĕ. Çавă пĕлтернĕччĕ те мана Шупашкарта аэроклуб пуррине, унăн пĕлĕшĕ унта парашютпа сикме çӳренине. «Вăл кулинари училищинче вĕренет. Унта вĕсене апат çитереççĕ», — аслăрах тусăм çапла каланине ман пек чухăнраххисен чăн-чăн çăлăнăç çулĕ ăçта тупма май пуррине пĕлтернĕ пекех йышăнатăп. 8-мĕш класс хыççăн поварсемпе кондитерсем пĕлӳ илекен заведение кайрăм. Йышăну комиссийĕнчисем манăн «хĕрлĕ» свидетельствăна пăхрĕç те тĕлĕнчĕç. «Кун пек паллăсемпе /документра пĕтĕм «пиллĕкчĕ»/ шкулта вăтам пĕлӳ илсе института каймалла, йăнăш килнĕ эсĕ», — терĕç. Манăн вара епле те пулин çавăнтах тытăнса юлмалла. «Эпĕ кайран апат-çимĕç аслă шкулне вĕренме кайăп», — чееленме тăрăшрăм. Ĕненчĕç, документа йышăнса юлчĕç. Кĕркунне, училищĕре вĕренме пуçласанах, каçхи 4-мĕш шкулта та ăс пухма пуçларăм. Юпа уйăхĕнче аэроклуба та çӳреме тытăнтăм. Плеханов урамĕнче вырнаçнăччĕ вăл, унта Борис Григорьев ушкăнне çырăнтăм. Парашют тытăмне, унпа сикес вăрттăнлăхсене вĕрентĕмĕр. Пуш уйăхĕнче пурне те пуçласа сикме ирĕк пачĕç. Мана вара çуллаччен, 17 çул тултариччен те пулин, тăхтама ыйтрĕç», — çамрăклăхне аса илчĕ Нина Гильманова. Çав вăхăт тĕлне пирĕн ентеш, каярахпа çĕршывĕпех палăрнă Майя Костина училищĕрен инструктора вĕренсе таврăннă. Нина унăн ушкăнне лекнĕ. Парашютпа пирвайхи хут сикме те вăлах пулăшнă. Ăнăçлă сикнĕ хыççăн Çĕрпӳ тăрăхĕн хĕрĕ татах сикес килнине пĕлтернĕ. Майя Петровна малтанлăха пĕрре те çителĕклине каланă. <...>

Ирина ИВАНОВ.

♦   ♦   


«Халăх юррисене юратма аннерен вĕрентĕм»

Балашиха хулинчи «Тăвансемĕр» ушкăн ертӳçин Лидия ПЕТРОВĂН тĕрлĕ уява хутшăннăшăн панă хисеп хучĕсен, тав çырăвĕсен, дипломсен шучĕ 100-тен те каçнă. Чăваш юррисене шăрантараканскер пирĕн хаçата чылай çул вулать. Куçа-куçăн тĕл пулсан вăл чунне уçрĕ.

Çемье

— Лидия Степановна, тĕрĕссипе, эпĕ сире пĕрремĕш хут куртăм, çавăнпа малтанах çывăхрах паллашас килет.

— Эпĕ 1951 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕнче кун çути курнă. Манăн аттепе анне 8 ача çуратса ӳстернĕ: виçĕ хĕрпе пилĕк ывăл. Шел те, аттепе анне, икĕ тете çĕре кĕчĕç. Анне вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ, окоп чавма та кайнă. Вăл 95 çула çитсен çĕре кĕчĕ. «Аçăршăн та пурăнатăп», — тетчĕ. Атте вăрçăра ракетчик пулнă, Берлина çитнĕ. 1946 çулта киле таврăнсан аннене качча илнĕ. Вăл тăлăх ӳснĕ. Атте çемье çавăрсан çурт лартнă. Вăл ял канашĕн ертӳçинче вăй хунă. Пысăк çемьене тытса тăрас тесе килте кăçатă йăваланă, вĕсене сутнă. Анчах атте чире пула нумай пурăнаймарĕ.

— Çывăх çынсен юратăвне туйса ӳсекен çыннăн кун-çулĕ çутă пулаканччĕ.

— Йăмăксем маттур. Халь иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Шăллăмсем те ăста. Вĕсем çемйисемпе Чĕмпĕрте тĕпленнĕ. Туслă кил-йышра ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнтĕмĕр. Шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă Чĕмпĕрте стройкăра, заводра гальваника цехĕнче вăй хутăм, 1970-1972 çулсенче Чĕмпĕртех ПВО çарĕнче планшетист пулса хĕсметре тăтăм, унтан Мускава пурăнма куçрăм. Унта чукун çул институтне вĕренме кĕтĕм. Анчах ку чуна выртмарĕ те пăрахрăм. Тете патне каясшăнччĕ. Балашихăна хĕр тус патне хăнана килтĕм те: «Кунтан килӳ çывăх, ниçта та ан кай», — терĕ. Çапла Балашихăри тимĕр-тăмăр шăратакан заводра ĕçлеме юлтăм. Ĕç хыççăн цехран тухсан пире ĕçтешсем паллаймастчĕç. Пит хупхураччĕ. Хастарччĕ эпĕ, общество ĕçне кăмăллаттăм. Ĕçрен Балашиха хула округĕн депутатне суйларĕç. Тивĕçлĕ канăва тухсан пĕр хушă почтăра вăй хутăм. Паян эпĕ Балашиха хула округĕн общество палатинче консультант-экспертра вăй хуратăп. Хамăр тăрăшнипе 6-мĕш çул ĕнтĕ наци культурисен фестивальне йĕркелетпĕр. Унта чăвашсен культурине те кăтартатпăр. Уява кукамай 70 çул каялла пиртен тĕртсе çĕленĕ кĕпене те тăхăнса каятăп. Куравра чăвашсен арчисене, çăпатисене, тĕррисене, савăт-сапине кăтартатпăр.

— Хĕрарăмăн чи пысăк телейĕ — ачасем.

— Манăн икĕ ывăл. Асли Алексей клининг компанийĕнче тăрăшать. Кунсăр пуçне пĕчĕк фирмăра ĕçлет, сербсемпе çыхăну тытать. Кин ывăлпа пĕрле ĕçлет. Вĕсем хĕр çитĕнтерчĕç. Мăнукăм Мускавра медицина енĕпе пĕлӳ илчĕ. Халĕ вăл — психолог-психиатр. Тепĕр ывăл Александр — мусăкçă. Манпа пĕрле «Тăвансемĕр» ушкăна юрлама çӳрет. Ытти ушкăнра та вăй хурать. Вăл ялан сцена çинче. Саша манпа пурăнать, мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Вĕсем хĕр ӳстерчĕç. Вăл — студент.

— Эпир аттепе анне хутшăнăвне курса çитĕнетпĕр…

— Анне аттене яланах çапла калатчĕ: «Санăн манран хастартарах пулмалла. Мĕншĕн веçех ман тумалла?» Атте çемçе кăмăллăччĕ çав, пире ялан шеллетчĕ. Анне вара хытăрăх тытатчĕ. Атте чирлесен ятарласа отпуск илсе ăна пăхма кайрăм. Анне атте вилсен тин: «Аçу сана питĕ шеллетчĕ», — терĕ. Ача чухне эпир урамра чупса вăхăта ирттермен. Пахчара ĕçленĕ, çемье пысăк пулнă-çке-ха. Пушă вăхăтра пӳрт умне тухса ларса вырăн хатĕрĕсем, чӳрече каррисем тĕрлеттĕмĕр, чăлха-нуски çыхаттăмăр. Аслă ывăл çуралсан пĕтĕм тума ун валли хам çыхрăм. Ун чухне лавккара япала тупма çукчĕ.

— Хĕр чухнехи Репина хушамата Петровăпа улăштарма шел пулмарĕ-и? Петров, Сидоров, Иванов... — кашни утăмрах, асра юлмаççĕ.

— Ах, юлашки вăхăтра мăшăрпа тĕрлĕ çулпа утатпăр çав. Унпа заводра паллашрăм. Пĕр цехра ĕçлеттĕмĕр. Çамрăк чухне туйăмсем выляççĕ вĕт, çулсем иртсен лăпланаççĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Сасăлав ирттерсе чăххине «Коко мадам» ят панă

Хăйĕн хуçалăхĕнче темĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун — ăратлă чăхсем, хур-кăвакал, кăрккасем, кроликсем — ĕрчетекен Кирилл Степанов пирки, унăн çитĕнĕвĕсем çинчен эпир хаçатра пĕрре мар çырнăччĕ. 20-ри каччă — çамрăк фермер, блогер. Вăл социаллă сетьри страницисенче выльăхчĕрлĕхе мĕнле пăхнине, теплицăра килограмĕ-килограмĕпе помидор, хăяр туса илнине каласа кăтартать.

Мускава карçинккапа çитнĕ

Çак кунсенче Кирилл Мускавран таврăннă. Юпа уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри «Нетипичный садовод» курав-конференци иртнĕ. Унăн йĕркелӳçи Анна Акинина тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан çынсене, блогерсене, çĕр ĕçĕпе аппаланса гигант кавăн, арпус тата ытти çимĕçе ӳстерекенсене, садра, пахчара чечекĕн тĕрлĕ сортне çитĕнтерекенсене, вĕсем валли тĕрлĕ продукци туса кăларакансене çулленех Мускавра пухать. Çамрăк хĕрарăм — паллă блогер, унăн социаллă сетьсенчи страницисене 3 миллион çын пăхса тăрать. Вăл чĕр чунсене, çĕре мĕнле юратнине, пахчара мĕн ӳстернине каласа кăтартать. Анна ял пурнăçĕ, хуçалăха пĕччен тытса пырасси çăмăл маррине лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен хăй те пысăк сад ĕрчетет, пĕчченех çурт хăпартать. Унсăр пуçне Анна «Усадьба», ОТР телеканалсенче кăларăмсем ертсе пырать. Икĕ куна тăсăлнă мероприятире конференци иртнĕ. Унта ял хуçалăхĕ енĕпе аталанакансем, экспертсем — хăй вăхăтĕнче паллă телеертӳçĕ пулнă, «Советы огородникам», «Огород — круглый год», «Дачные феи» кăларăмсене ертсе пынă Октябрина Ганичкина, хуларан яла куçса килсе блогера тухнă, агрофирма уçнă Василий Блокин-Мечталин, халăхра «Раççейри чи паллă чечек блогерĕ» ята тивĕçнĕ Марина Патрина, мероприятие йĕркелекен Анна Акинина — çынсене хăйсен опычĕпе паллаштарнă, кирлĕ сĕнӳсем панă. Курав уçăличчен маларах халăх сасăлавĕ иртнĕ. Çынсем çĕнтерӳçĕсене 6 номинацире палăртнă. Чăваш каччи Кирилл Степанов «Интернетра ял пурнăçĕпе сад ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене кăтартакан топ-блогер» номинацире мала тухассишĕн тупăшнă. Вăл курава кайма хăйне евĕр тум суйланă: шлепке, комбинезон тăхăннă, аллине хур евĕр çемçе тетте тытнă. Каччă Мускава карçинккапа çитнĕ. Вăл ăна самолета хăпарнă чухне алăра тытса пынă. Анчах карçинккана чутах багаж тесе укçа тӳлеттермен. Кирила пĕр ырă арçын пулăшнă, карçинкка унăн тесе хăйĕн патне хунă. Кайран каччă куравра унта çемçе тетте-чăх хурса йăтса çӳренĕ. Çакă курава килнисене калама çук тĕлĕнтернĕ: пирĕн ентешпе сăн ӳкерĕнекен сахал мар пулнă. — Пĕтĕм Раççейри çак мероприяти — ахаль курав кăна мар. Вăл яланлăхах асра юлĕ, — çапла палăртнă каччă Мускавран таврăннă хыççăн. Кирилл пысăк компанисемпе блогерсем йĕркеленĕ тĕрлĕ ăсталăх класне хутшăннă. Паллах, унран ытла уявран пушă алăпа таврăнманнишĕн хĕпĕртенĕ. «Топ-блогер» номинацире вăл 3-мĕш вырăн йышăннă. Раççей шайĕнче илес пулсан ку — калама çук пысăк çитĕнӳ. Каччă кăмăлĕ кăшт хуçăлнине пытарман. Апла пулин те 3-мĕш вырăна тухни те вăл тĕрĕс çулпа утнине кăтартать, малалла çанă тавăрса ĕçлеме хавхалантарать. Анна Акинина Чăвашри фермер-блогера хăйне евĕр парнепе савăнтарнă: ăна ятарлă преми парса чысланă. Кирилл — «Çуталма пуçланă çăлтăр» номинаци çĕнтерӳçи. Анна чăваш каччи интереслĕ блог тытса пынине, часах вăл супер-çăлтăр пулассине каланă. «Çамрăксем ял хуçалăх ĕçĕпе кăсăкланни савăнтарать», — Кирила мухтанă май çапла каланă курав йĕркелӳçи. Вăл йĕкĕте фитолампа парнеленĕ. Ку хуçалăхра тăрмашакан çамрăка кирлĕ пулатех. Сăмах май, Кирилл ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ курава час-часах хутшăнать. Кăçал ăна ЧР Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ «Çĕр улми» курава чĕннĕ. Вăл çулла Элĕк округĕн делегацийĕн йышĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Уй кунне» те çитсе курнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Унри художник ăсталăхне нимĕç чĕлхи учителĕ асăрханă

Чăваш Енре тата унăн тулашĕнче пурăнакансем Валерий Ельмакова пултаруллă ӳнерçĕ пек пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсенче — тăван тăрăхăн илемлĕ вырăнĕсем, унăн мухтавлă çыннисем. Валерий Степанович ача чухнех ӳкерме юратнă.

Ашшĕне курман

Вăл 1940 çулта Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Патăрьел ялĕнче служащисен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Елизавета Архиповна пуçламăш классен учителĕ пулнă. Ашшĕ Степан Егорович вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1939 çулхи утă уйăхĕнче çемье пуçĕн салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Çавăн чухне мăшăрĕ ача кĕтнĕ. Степан Егорович Балти енче, Латвири Лиепая хулинче, службăра тăнă. Вăл мăшăрĕ патне час-часах çыру вĕçтернĕ. «Ывăл çуралсан Валерий Чкалов летчика халалласа унăн ятне хур. Хĕр пулсан — Роза. Вăл — телей чечекĕ», — çапла çырнă пĕр çырăвĕнче. Службăра 2 çул пулнă хыççăн хастар чăваш 10 кунлăх отпуска тивĕçнĕ. Вăрăм çула тухма хатĕрленнĕ май вăл çывăх çыннисем валли парне хатĕрленĕ. Анчах ăна юратнă мăшăрĕпе ывăлĕсене — Юрипе Валерие — курма пӳрмен: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çапла арçын ачасем ашшĕсĕр юлнă: Степан Егорович юнлă çапăçу хирĕнче пуç хунă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Елизавета Архиповна ывăлĕсемпе тăван ялне Пайтуша пурăнма куçнă. Ачисем малтан — Кильчкассинчи, кайран Уйкасри тата Виçикассинчи шкулсенче ăс пухнă. Виçикассине çитес тесе Валерипе Юрий кашни кун 8 километр утнă. — Анне пире кукамай патне пурăнма илсе килнĕ. Кукаçи вăрçăра пуç хунă. Тĕрĕссипе, унăн бронь пулнă. Электроаппарат заводне Шупашкара куçарса килсен вăл унта хуралçа ĕçе вырнаçнă. Заводра çар хатĕр-хĕтĕрне туса кăларнипе кукаçие бронь панă та. Пĕррехинче вăл яла килсен икĕ хĕр хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнине пĕлнĕ. Кукаçи хăйне аван мар туйнă. «Çынсем ман пирки мĕн калĕç-ши?» — тесе çапăçу хирне тухса кайнă. Çур çултан унăн вилнĕ хучĕ килнĕ. Çапла кукамай хăйĕн икĕ ачине тата пире, икĕ мăнукне, пăхрĕ, — аса илчĕ Валерий Степанович. Пĕчĕк Валерий 1946 çулта пиччĕшĕпе тата амăшĕпе Шупашкара кайнине хальхи пек астăвать. Ун чухне арçын ача 6-ра кăна пулнă. Унăн чăн-чăн хура çăкăр çиес килнĕ. Амăшĕ ывăлĕ ыйтнине пурнăçлас тесе вĕсене пасара илсе кайнă, 10 тенкĕ тӳлесе ачисене пĕрер татăк çăкăр тыттарнă. Ывăлĕсем унпа васкамасăр, пĕремĕке юратса çинĕ пек, сăйланнă. Валерий мĕн пĕчĕкрен вырăнти «Авангард» колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем калама çук йывăр пулнă, ашшĕ çукки пушшех те сисĕннĕ. Çынсем патшалăха налук тӳленĕ: çулталăкра пĕрре какай, сĕт, çăмарта, услам çу, укçа панă. Сысна, ĕне, сурăх тата качака усрани чылайăшне çăлнă. Валерий 8 çулта чухнех аслисемпе тан ĕçленĕ. Ĕç кунĕ пултăр тесе пĕверен 70 витре шыв йăтма, ирхине тата каçхине колхоз пахчинче çитĕнекен купăстапа хăяра шăварма тивнĕ. Çурлапа тырă вырнă чухне пӳрнисем юн тухиччен хырăнса пĕтнĕ. Кайран кĕлте çыхса капан тунă, лаша кӳлсе молотилка патне турттарнă. Кĕркунне çитсен вара уйра çĕр улми кăларнă, çимĕçе колхоз путвалне пушатнă… Ĕç кунне тултарсан çынсене тырă, çĕр улми панă. Каламасăрах паллă: укçа яланах çитсе пыман. Çавăнпах Валерий çĕнĕ тумтир, атă-пушмак тата кĕнеке туянас тесе çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен 12 çухрăмри Çĕрпӳ хулине çырла, мăйăр, услам çу тата ешĕл пахча çимĕç сутма çӳренĕ. Темĕнле йывăр самантра та арçын ача çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Çапла вăл ӳнер енне туртăнма тытăннă. Валерий чӳрече хашакĕсен эрешĕсене тата кукашшĕ ăсталанă сĕтел-пукана сăнама кăмăлланă, кукамăшĕ пир станокĕпе мĕнле ĕçленине, мăнукĕсем валли кĕпе, шăлавар çĕленине пăхса ларнă, ăсана çип чикме пулăшнă. — 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне хам валли кĕпе çĕлерĕм. Вăрçасран хăранă та, анчах веç хамăн тытса туса курас килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пултарулăх енне туртăнаттăм. Ачасене юрлаттаратчĕç, ташлаттаратчĕç. Кӳршĕ ялти колхозсене юрлама та илсе çӳретчĕç. Арçын ачасемпе пĕрле «4 Ивана» юрра юрланине астăватăп. Хамăр гимнастерка тăхăннăччĕ. Сцена çинчен сăвăсем те калаттăм. Куккасене кура хам валли çăпата турăм. Çуркунне ура йĕпенкеленĕ ĕнтĕ — кайран тухтăрсем «ревматизм полиартричĕ» диагноз лартрĕç. Çавна пулах мана салтака илмерĕç. Çанталăк улшăннă вăхăтра ура ыраткалатчĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ Валерий Степанович. Вăл шкулта стена хаçачĕ кăларас ĕçе хастар хутшăннă: кăранташпа перо, акварель киçтĕкĕ унăн çывăх тусĕсем пулнă. Пĕррехинче, ун чухне Валерий 5-мĕш класра вĕреннĕ, нимĕç чĕлхи учителĕ Данил Филиппович Ефимов ăна «Тăван çĕршыв сывă пултăр» лозунга нимĕçле çырма ыйтнă. Тепĕр урокра ачасем 3 метр тăршшĕ обой листине вĕрентекене сарса кăтартнă. Тĕлĕннĕ учитель Валерие мухтанă, «Эсĕ художник пулатăнах», — тенĕ. Арçын ача çак сăмахсене ĕмĕрлĕхе астуса юлнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Окоп чавнă вăхăтра пĕчĕк ывăлĕ чирлесе вилнĕ

Манăн анне Ольга Вязякова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 27-ре пулнă. Атте Алексей Васильевич фронта тухса кайсан анне виçĕ пĕчĕк ачипе юлнă: Надя — 7-ре, Саша — 5-ре, Рая 3 çулта пулнă. Атте кайсан тепĕр ывăл çуралнă. Ăна Виктор ят хунă. Часах аннене окоп чавма янă.

Вăл çав вăхăта аса илме юратмастчĕ. «Эпир Сăр хĕрринче окоп чавнă. Шăнаттăмăр, ывăнаттăмăр, йĕп-йĕпе пуличчен ĕçлеттĕмĕр», — çапла çеç калатчĕ. Анчах вăл ĕç йывăр пулнăшăн та, сивĕре алăран лум-кĕреçе ямасăр тар тăкнăшăн та пăшăрханман. Унран ытла пĕчĕк ачисемшĕн куляннă. Вĕсене хуняшшĕ Василий Иванович пăхнă. 6 уйăхри Виктор кăрлач уйăхĕнче аптăраса ӳкнĕ. Чир шала кайнă, ӳпкине сиенлетнĕ. Шел, пĕчĕкскер вилнĕ. Тĕпренчĕкне хура тăпрапа хупланă хыççăн анне нумайччен лăпланайман. Хуняшшĕне ятлама та тăнă: «Ачана кравать çинче пăрахса хăварнă, хăй кăмака çине хăпарса выртнă». Çав вăхăт тĕлне окоп чавма пăрахнă. Анне йывăр хуйха чăтса ирттерейменнипе Мускава кайма шухăшланă. Инçе çула тухма мăшăрĕн çырăвĕ хистенĕ. Атте Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн çар чаçĕнче службăра тăнă. Вăл Люберцы хулинче вырнаçнă. Салтаксем нефть резервуарĕсене сыхланă. Пирĕн атте ырă çынччĕ. Пĕррехинче вăл çар чаçĕ умĕнче икĕ çураллă кушака асăрханă. Вĕсене хĕрхеннипе хăйĕн паекĕн пĕр пайне çитерсе пурăннă. Кун пирки мăшăрне çырура çырса кăтартнă. Ахăртнех, кушак аттене тăван килĕ çинчен аса илтернĕ. Анне вара çырури сăмахсене урăхла ăнланнă. Атте Мускавра икĕ ачаллă хĕрарăм тупнă, хăйĕн виçĕ тĕпренчĕкне пăрахса каясшăн тесе шухăшланă. Çавăнпах Мускава кайса веçех тĕпчеме шутланă. Халĕ шухăшлатăп та, çав йывăр вăхăтра чăваш хĕрарăмĕ Мускава мĕнле çитме пултарнă-ши? Алексей Васильевич лайăх салтак шутланнă. Çавăнпах ăна пӳлĕм уйăрса панă. Сăмах май, атте хăйне тăшманпа çапăçма яччăр тесе виçĕ хутчен заявлени çырнă. Анчах ăна Мускава хӳтĕлесси те пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Çав вăхăтра нимĕç фашисчĕсем хула çине бомба пăрахма тытăннă. Анне фугас бомбисем ӳкнине лайăх астăватчĕ. Вĕсем сирпĕнсен пушар алхаснă. Çуртсем çунма пуçласан салтаксем çулăма сӳнтерме чупнă. Анне те аттепе пĕрле пушарпа кĕрешнĕ. Пĕррехинче вăл пиншакне хывса çулăм сӳнтернĕ. Пĕр çурт çунма тытăнсан хăрамасăр унăн тăррине хăпарса пушарпа кĕрешнĕ. Çар чаçĕнче 30 ытла йытă пулнă. Вĕсем салтаксемпе пĕрле нефть резервуарĕсене сыхланă. Анне чĕр чунсем валли апат хатĕрленĕ. Çар чаçĕн ертӳлĕхĕ аннене пушар сӳнтернĕшĕн, пулăшнăшăн мухтанă. Вăл киле таврăнма шут тытсан ăна «Сталин путевкипе» хавхалантарнă. Унпа çул çинче чарса тăман, документсене тĕрĕслекенсем хисеплесе калаçнă. Çапла анне киле лайăхах таврăннă. Вăл вăрçă çулĕсене аса илнĕ чухне çав путевкăна асăнмалăх упраса хăварманшăн, пире кăтартайманшăн кулянатчĕ. Çывăх çыннăм тăван тăрăха таврăнсан вăрман касма кайнă. Ун чухне колхоз ертӳлĕхĕ ку ĕçе хĕрарăмсене явăçтарнă. Анне кашни хĕлле, вăрçă пĕтичченех, вăрман каснă çĕрте тăрăшнă. Пĕренесене Çĕмĕрлене турттарнă. Вăл вăхăтра лайăх çул пулман, колхоз лашисем апат йĕркеллĕ çименнипе йывăр лава аран-аран сĕтĕрнĕ. Анне турта патне вăрăм патак çыхса вĕçне кăшт утă хунине аса илетчĕ. Çапла лаша утă патне туртăнса çунана малалла сĕтĕрнĕ. Аннепе пĕрле ялти икĕ хĕрарăм — Евдокия Белинская тата Екатерина Романова — ĕçленĕ. 12-13-ри ачасем — Александр Михеевпа Виктор Вазяков — урхамах йĕвенне тытса пынă. Пĕренесем тиенĕ çуна пĕр енчен тепĕр енне сулăннă. Çавăнпа çуна çаврăнса ан ӳктĕр тесен ăна икĕ енчен те тытса пыма тивнĕ. «Çав пĕренесен айĕнче мĕнле вилмен-ши эпĕ?» — тетчĕ пĕрмай анне. <...>

Рита АЛЕКСЕЕВА. Шупашкар хули.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.