Çамрăксен хаçачĕ 42 (6339) № 29.10.2020

29 Юпа, 2020

Студент судра çынсен прависене хÿтĕлет

Андрей Ивановăн ачалăхĕ Мускав, Вологда, Самар облаçĕсенче иртнĕ. Халĕ Санкт-Петребругра тĕпленнĕ Ивановсен ывăлĕ, вырăс ачисемпе пĕрле çитĕннĕ пулин те, чăвашла тап-таса калаçать.

Ашшĕпе амăшĕ килте яланах чăвашла калаçнă. Кил хуçи — пенсие тухнă çар тухтăрĕ, халĕ терапевтра тăрăшать. Мăшăрĕ вара — çар фельдшерĕ. Тăван чĕлхене юратасси Андрея вĕсенчен куçнă. Арçын ача кашни каникула кукамăшĕ патĕнче, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре, ирттернĕ. Хула ачи ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, севок пуçтарнă. Вăл пиллĕкмĕш класра чухне ялта кукамăшĕ патĕнче пурăннă, Андрей Патăрьелти 1-мĕш шкулта çиччĕмĕш класчен ăс пухнă. Арçын ача кунта чăваш чĕлхине ытларах хисеплеме вĕреннĕ.
Юлашки пилĕк çул Ивановсем Нева çинчи хулара кун кунлаççĕ. Андрей унтах аслă пĕлÿ илме шухăшланă. Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайса пурнăçне çарпа çыхăнтарма тĕллевленнĕ каччă аслă шкула çул тытнă. Тăватă уйăхран вĕренме пăрахнă вăл, салтак атти тăхăннă. Хĕсметре каччă ытларах аталанма май паракан професси суйламаллине ăнланнă. Ĕç уншăн — пултарулăх, ирĕклĕх. Шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ яш яланах вĕренес, çĕннине пĕлес туртăмпа пурăннă. Юрист профессийĕ илĕртнĕ ăна. Халĕ вăл — Санкт-Петербургри Аслă Петĕр ячĕллĕ политехника университечĕн студенчĕ. Ку вĕренÿ çулĕ вĕçленсен вăл диплом илĕ.
Андрей иккĕмĕш курс хыççăнах пĕр фирмăна ĕçе вырнаçнă, халĕ адвокат пулăшуçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Каччă суд валли кирлĕ хут, килĕшÿсем хатĕрлет. Тивĕçĕсем ваккатăнни пекех унăн. «Ĕç хăйне евĕрлĕ, тĕрлĕ енлĕ пулнипе килĕшет. Çынсем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ пирĕн пата. Лару-тăруран мĕнле тухмаллине вĕрентетĕп, çынсене усă тăвассишĕн ĕçлетĕп», — палăртрĕ çамрăк. 22 çулта кăна-ха вăл, çапах судра çынсен прависене хÿтĕлет. Пĕлтĕр ăна пĕрремĕш ĕç шанса панă. Вĕреннĕ вăхăтрах судра ваккат тивĕçĕсене пурнăçлакан çамрăксен йышĕ питĕ сахал. «Судьяпа куçа- куçăн калаçасси çăмăл мар. Вăл сумлă должноç йышăнать, питĕ ăслă çын. Малтанах ытлашши сăмах чĕнме те шикленеттĕм. Кайран судья пирĕн пекех ахаль çын пулнине ăнкартăм», — пĕрремĕш суд мĕнле иртнине аса илчĕ каччă. Ăна шанса панă ĕçсенчен чылайăшĕнче выляса илнĕ вăл.
«Опыт пур, диплом илĕ те фирма уçĕ», — çапла шухăшлама пулать Андрей пирки. Анчах каччă хальлĕхе хăй тĕллĕн ĕçлеме палăртман- ха. Опытлă адвокатсен çуначĕ айĕнче пулмаллине, ирĕклĕ ишеве тухиччен пилĕк е ытларах çул тăрăшмаллине лайăх чухлать. Каччă тĕрлĕ конкурса, конференцие хутшăнса ăсталăхне туптать. Икĕ çул каялла вăл Шупашкарта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа иртнĕ ăслăлăх конференцине хутшăннă. Кăçал юпа уйăхĕнче çамрăк юрист Патшалăх Думи Раççей шайĕнче ирттернĕ «Моя законотворческая Россия» конкурсра палăрнă, чи лайăх ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕшĕн медальпе чысланă ăна. Андрей проектне Мускавра хÿтĕленĕ. Унти тĕп шухăша кĕнекесен ятарлă пуххине кĕртнĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем унпа саккун проектне йышăннă чухне усă курма пултараççĕ.
Пулас адвокатăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Канмалли кунсенче те ĕçпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. Апла пулин те Андрей Санкт-Петербургри чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçне хутшăнма тăрăшать. Вăл — çамрăксен организацийĕн председателĕн заместителĕ. Питĕрти чăвашсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту пулнă. Нева çинчи хулара пурăнакан халăхсен хушшинче футбол турнирĕ те иртнĕ. Чăвашсен команди, çак йышра Андрей та пур, хастар хутшăннă унта. Пĕлтĕр хулан çуралнă кунĕнче иртнĕ парадра чăвашсем каретăпа Нева проспекчĕпе ярăннине савăнса аса илчĕ çамрăк: «Эпир цирк ăстисем, Запашный пĕртă-вансем, хыççăн пытăмăр». Унăн кукамăшĕ Анастасия Бахматова та Питĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçне хутшăнать, фольклор ансамбльне çÿрет. Яш чăвашлăхпа çыхăннă куравсене кăмăллать. Питĕрти кунсткамерăра, Раççейри хăйне евĕр музейсенчен пĕринче, пирĕн ентеш Антон Салмин ĕçлет. Вăл музейра чăвашлăхпа çыхăннă кĕтес йĕркеленĕ-мĕн.
Ирина КОШКИНА.


Финала кайма — путевка
И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологипе экономика факультетĕнче вĕренекен пикесен «Салампи» пултарулăх ушкăнĕ видеоролик ÿкерсе тĕнче шайĕнчи конкурсра палăрнă
.
Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери «ROSSиЯ.RU – 2020» искусствăпа пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Вăл Мускавра юпа уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче куçăн мар майпа иртнĕ. Педагогика университечĕн студенткисем «Виçĕ хĕвел» чăваш халапне тĕпе хурса «Сувар» этнопаркра видеоролик ÿкернĕ. Унта чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн студенчĕсем те хутшăннă. Ÿкерĕве ЧППУн STUDLINE медиацентрĕн видеографĕ Дмитрий Николаев ертсе пынă. «Салампи» пултарулăх ушкăнĕн ĕçĕ конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Эппин, ЧППУ студенткисем Пĕтĕм тĕнчери «Наци пуянлăхĕ» телекурав конкурсĕн финалне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Вăл çитес çул çу уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче Шупашкарта иртĕ.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.


«Эпĕ питĕ вăтанчăк хĕрччĕ»
Валентина Ситова ентешĕсене артист профессине суйланипе тĕлĕнтернĕ. Вĕсем, ахăртнех, вăтанчăк хĕр сценăна парăнтарасса ĕненмен. Çулсем иртнĕ. Валентина Ситовăн пултарулăхĕ аталанса пынă, вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче 70 ытла сăнар калăпланă, РФ тава тивĕçлĕ артисткин, Чăваш халăх артисткин ятне тивĕçнĕ. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралнă артистка куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ.
Александра Деверинскаяпа ÿснĕ

«Эпĕ çемьере асличчĕ. Урамри ачасемпе выляс вырăнне кĕçĕннисене пăхрăм, сăпка сиктертĕм. Ман хыççăнхи — хĕрача. Тепĕр чух ăна шăллăмсемпе лартса хăвараттăм та тăвайккине васкаттăм. Эх, хаваслăччĕ питĕ! Çÿллĕ сăртран çунашкапа ярăнса анса кăпăшка юр ăшне чăматтăм. «Ача купи» тăваттăмăр. Киле йĕп-йĕпе таврăнаттăм. Атте-анне вăрçасран шикленсе тумтире йăпăр-япăр хываттăм та кăмака çине ывăтаттăм. Çуркунне хамăр касри ачасемпе лапталла выляттăмăр. Эпĕ хытă чупаттăм, тантăшсем мана хăваласа çитейместчĕç. \
Атте-анне колхозра вăй хунă, çавăнпа эпир килте хамăр тĕллĕнех ларнă. Атте пĕрмай хиртеччĕ. Фермăра ĕç вĕçлесен анне уя кайнă. Килте эпир йăмăкпа аппаланнă: кил-çуртра тирпейленĕ, апат пĕçернĕ. Асаттепе асанне урам вĕçĕнче пурăнатчĕç. Вĕсем пире килсе тĕрĕслетчĕç. Çирĕп кăмăллă асаннерен нимĕн те пытарма çукчĕ, унăн сăмахĕ саккун евĕр янăранă. Асатте трактористсен бригадирĕччĕ. Унăн Крокодил ятлă урхамах пурччĕ. Вăл мана хăйĕнпе пĕрле тутар ялĕсене илсе çÿретчĕ. Пĕрре Патăрьелти столовăя апат çиме кĕтĕмĕр. Асаттепе палламан çын çăкăр татăкĕ çине сарă хутăш сĕрсе çирĕç. «Мĕн япали ку?» — шухăшларăм ăшра. Эпĕ те вĕсем пек турăм. Çыртрăм та — çăвар çунса тухатчĕ! Çавăн чухне пĕрремĕш хутчен горчица куртăм. «Пĕлмен япала пирки çынсене ан кала, пĕлмен апата çăвара ан хып», — терĕ асатте ун чухне. Çак сăмахсене яланлăхах астуса юлтăм.
Асатте çÿллĕ те кĕрнеклĕччĕ. Эпĕ те ун пекех çÿллĕччĕ, анчах имшерччĕ. Куншăн питĕ вăтанаттăм, курпунланса çÿреттĕм. Пирĕн касри Виктор тетен арăмĕ çÿллĕ те яштакаччĕ. Пĕррехинче мана урамра курчĕ те: «Валя, тÿрлен-ха. Курпунна нихăçан ан кăлар, атту часах ватăлăн», — терĕ. Çавăн хыççăн тÿрлентĕм. Кашта пекехчĕ эпĕ, çавăнпа хам пирки никама та кирлĕ мар хĕр тесе шухăшлаттăм. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне 168 сантиметр çÿллĕшчĕ. Кайран тата кăштах ÿсрĕм. Шăллăмсемпе йăмăк вăтам пÿллĕччĕ, аттепе аннем те çÿллех марччĕ.
Асатте ялта телевизор туяннă пĕрремĕш çын пулнă. Касри ачасем ун патне пухăнса сенкер экран умне вырнаçатчĕç. Асаттесен килĕнче чăн-чăн кинотеатрти пекчĕ. Валерий Харламов хоккеист хутшăнакан вăйăсене сиктерместĕм. Мана спорт килĕшетчĕ, шкулти ăмăртусенчен юлмастăм. Çăмăл атлетикăна кăмăллаттăм, йĕлтĕрпе чупаттăм, аслă классенче велоспортпа кăсăклантăм. Чăваш Енри паллă çăмăл атлетпа Александра Деверинскаяпа пĕрле ÿсрĕмĕр, тренировкăсене çÿрерĕмĕр, ăмăртусене хутшăнтăмăр. Вăл чаплă спортсменка пулса тăчĕ, манран пиçсе çитеймерĕ. Спорт шкулне вĕренме кĕмешкĕн документсем те тăратнăччĕ, анчах атте сасартăк вăйлă чирлерĕ, ăна операци турĕç. Ача кĕтекен анне больницăра аттене пăхрĕ. Манăн шăллăмсене астума тиврĕ. Çăвĕпех ялта пурăнтăм, ниçта та вĕренме каяймарăм. Кĕркунне Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçрăм. Унти шалу çывăх çынсене пулăшма та çитетчĕ. 400 тенкĕ илеттĕм! Кун пирки эпĕ ĕмĕтленме те пултарайман. Пĕрремĕш класа каякан шăллăм валли пĕтĕм япалана хамах туянтăм.
Пурнăçа улăштарнă пĕлтерÿ
Комбинат çывăхĕнче, Гайдар урамĕнче, пурăнтăм. Унтан театр алă тупанĕ çинчи пекех курăнатчĕ. Нарăс уйăхĕнче хаçатра пĕлтерÿ вуларăм. Унта Мускаври театр училищин чăваш студийĕнче вĕренме пултаруллă яшсемпе хĕрсене шыранине пĕлтернĕ. Çав самантра вăтанчăклăх туйăмĕ таçта кайса çухалчĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр драма театрне çул тытрăм. Вахтăра режиссера шыранине пĕлтертĕм. Халь пулсан çапла пырса кĕме хăюлăх çитереес çук. Хĕрарăм сцена еннелле тĕллесе ячĕ. Репетици пыратчĕ. Тĕттĕм залра арçын сасси илтĕнчĕ. Вăл Валерий Яковлев режиссер пулнă. Мана асăрхасан мĕнле тĕллевпе çитнине тĕпчерĕ. Унтан хăйĕн пÿлĕмне ертсе кайрĕ. Сĕтел çинче афишăсем выртатчĕç, вĕсене тыттарчĕ те: «Кусене май пулсан пÿлĕмре çак», — терĕ. Режиссера ытлашши сăмах чĕнмесĕр итлерĕм.
Общежитие таврăнсан шухăша путрăм. Пултарулăх конкурсĕ валли мĕн хатĕрлемеллине пĕлмерĕм. Акт залĕнче темиçе проигрыватель пурччĕ. Ыйтсан пĕрне пачĕç. Клара Чекушкинăн «Çăкалăхра вĕçет куккук» юррине илтсен йăванса каяттăм. Ăна итлесен чунра темĕн пулса иртрĕ, кăмăл-туйăм хăпартланчĕ. Юрă сăмахĕсене çырса илтĕм те кĕввине итлерĕм. Пултарулăх ăмăртăвĕ пуш уйăхĕнче пулчĕ. Пухăннисенчен Валерий Яковлева çеç палларăм. Эпĕ мĕн юрлассине пĕлсен пĕри аккордеон калама пуçларĕ. Питĕ тăрăшрăм, юрлани хама та килĕшрĕ. Сасă уçăлса кайнăн туйăнчĕ. Сцена çинчен анма хатĕрлентĕм çеç — тытса чарчĕç. Режиссерсем манăн кĕлетке çÿллĕшне виçрĕç, атте-анне ÿт-пĕвĕпе мĕнлерех пулнине тĕпчерĕç. Вĕсем эпĕ тата ÿсесрен шикленнĕ. Конкурс тапхăрĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Çулла тепĕр хут килме хушрĕç.
Коридорти тĕлпулу
Эпĕ ун пеккине нихăçан та курман — халăх пасарти пекех. Театрта ура пусма вырăн çук, урамра та кĕпĕрленеççĕ. Пултаруллă çамрăксем конкурсăн юлашки тапхăрне çитнĕ. Нумайăшне сăнран астуса юлнăччĕ. Коридорта сарă кĕпе тăхăннă, вăрăм кăтра çÿçлĕ яша асăрхарăм. «Ку — Çеçпĕл! Вăл вĕренме кĕретех», — тесе шухăшларăм. Унăн шухăш- кăмăлĕ пит-куç вылянăвĕнче палăратчĕ. Вăл Николай Булаткин пулнă.
Хĕр нумайччĕ. Конкурс витĕр 8-шĕ тухрĕ, Мускава 6-шне çеç ямалла. Комиссире Наталия Петрова режиссер та пулнă. Вăл çынна витĕр курать тейĕн. Мана тата Валентина Ивановăна чĕнсе илчĕç. «Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ленин тÿремĕнче пĕтĕм халăх умĕнче вуланă пек вула», — терĕç. Пÿлĕмре саксем купаласа хунăччĕ, çавсем çине хăпарса тăтăм та пуçларăм. Вĕçне çитиччен те чармарĕç. Унтан Валя Ивановăна чĕнсе кăларчĕç. Вăл Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне вĕреннĕ. Хĕре ăмсанса сăнарăм. Вăрăм сарă çÿçне çивĕтленĕ, тÿпе пек кăвак тĕслĕ кĕпе тăхăннă. Поэмăна вулама пуçласанах Вальăн куççулĕ шăпăртатрĕ. Тĕрĕслев çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Чи юратнă артистсем пирки ыйтса пĕлчĕç. Юрий Соломинăн пултарулăхне кăмăллаттăм. «Конкурс витĕр тухăн тăк Мускавра унăн шăллĕ вĕрентĕ», — терĕç. Вальăна та, мана та йышăнчĕç.
1978 çулта Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинче вĕренме пуçларăмăр. Пирĕн уйрăмра 6 Коля пулнă. Вĕсенчен пĕри — Николай Булаткин. Вĕрентекенсем ăна питĕ юрататчĕç, ун пирки яланах: «Ку — талант. Вăл артист пулма çуралнă», — тетчĕç. Кольăн этючĕсем чи лайăххисемччĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хаваслă çынччĕ. Амăшĕ ун пирки: «Ытла та хăюллă», — тетчĕ.
Пăлхантарнă çыру
Чи пултаруллисен йышĕнче пулман эпĕ. Хăраттăм, хытăрах каласан хытса тăраттăм. Эпĕ кăна мар, хăш-пĕр каччă та пултарулăх енчен каярахпа уçăлчĕ. Постановкăсенче аслă ăрури çынсен сăнарне шанчĕç.
«Ялта пылчăк çăрма ан юл», — тенĕччĕ анне пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçичченех. Эпĕ театр училищине вĕренме кĕнине пĕлсен савăнчĕç. Асанне çеç кăмăлсăрланчĕ: «Артист ĕçĕ пĕртте çăмăл мар», — терĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн вăрăм çÿçе кăшт кĕскетрĕм. Асанне çакăншăн та кулянчĕ. Вăл мана ялта хăвармашкăн план хатĕрленĕ — качча парасшăн пулнă, йĕкĕтĕн тăванĕсемпе калаçса татăл-нă. Асанне мана Шупашкарта хăварасшăн, медицина училищинче вĕрентесшĕн пулнă.
Каникулта ĕçсĕр ларман. Пĕрре пÿрт çамкине сăрлама пуçларăм. Почтальон: «Валя, сан патна çыру килнĕ», — терĕ. Сăрăпа вараланнă конверт халĕ те упранать. Çыру Коля Булаткинран иккен. «Эпĕ сирĕн пата хăнана пырасшăн», — тесе çырнă. Пăлханса кайрăм, аннене кун пирки 3 кун калаймарăм. Эрнекун каçхине хăюлăх çитертĕмех. Пĕрле вĕренекен ытти çамрăка та чĕнтĕм. Хăнасене кĕтсе илтĕмĕр, сĕтел хушшине лартăмăр. Асанне Коля Булаткина курсан: «Вçо! Кăна качча парасси пулмасть иккен», — тенĕ.
Коля театра килсен пурне те тĕлĕнтерчĕ. Валерий Яковлев режиссер: «Ун пеккисем 100 çулта пĕрре çуралаççĕ», — тенĕччĕ. Пĕрле вĕреннисенчен чи малтан Коля ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне тивĕçрĕ. Эпир уншăн питĕ савăнтăмăр. Сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытакан артист сахал. Коля партнера яланах пулăшса пыратчĕ.
Ольга КАЛИТОВА.
Валентина СИТОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.


«Аттесĕр çитĕнме йывăр пулчĕ»
Юлашки çулсенче чăвашсем те Мускава иленчĕç. Пĕрисем унта яланлăхах тĕпленеççĕ, теприсем вахта мелĕпе ĕçлеме каяççĕ. Çĕршывăмăрăн тĕп хули чăваш арĕшĕн анне пулайрĕ-ши? Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче кун çути курнă, Мускавра чылай çул ĕçлесе пурăнакан чăваш арĕ Виталий ВОРОНОВ чунне уçрĕ.
Кукашшĕпе ÿснĕ

— Виталий, Мускава мĕн тĕллевпе тухса кайрăн? Ют хулара телее ывăçпа мар, лавпах валеçеççĕ терĕн-им?
— Алла аттестат илсен аннен пĕртăванĕсем хăйсем патне вĕренме чĕнчĕç, укçа лайăх ĕçлесе илессипе илĕртрĕç. Хирĕçлемерĕм. Документсене Мускаври пĕр училищĕне патăм, платник профессине суйларăм. Çав çулсенче аслă кукка стройка енĕпе хăйĕн фирмине уçнăччĕ. Аннен икĕ йă-мăкĕ тĕрлĕ çĕрте прорабра ĕçлетчĕ.
— Чăвашсем çурт-йĕр лартас енĕпе ăста тесе ахальтен каламаççĕ иккен! Суйланă профессие алла илейрĕн-и?
— Эпĕ хам ума хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухас тесе тĕллев лартман. Хама мĕн кирлине вара илтĕмех. Лайăх платник пулма çут çанталăк панă ăсталăх та кирлĕ çав. Направленипе пĕр организацие лекрĕм. Унта 2 çул ĕçлерĕм те чун ку ĕç патне выртманнипе кукка патне куçрăм. Платник ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ĕçленĕ май ăнкарса пытăм.
— Паян эсĕ платникре вăй хумастăн. Çапах вĕренни чул çинче теççĕ. Эсĕ яла отпуска килсен тăванусен пулăшу ыйтма кÿрше каçмалла мар.
— Пулăшатăп. Ялта арçын аллисĕр май çук. Паян арçынсем анчах мар, хĕрарăмсем те Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче укçа ĕçлесе илсе кил хуçалăхне çирĕплетеççĕ, чаплă машина туянаççĕ.
— Эсĕ мĕн ачаран кукаçупа çитĕннĕ. Вăл тимĕрçĕре вăй хунă, колхоза, ялти çынсене хуçалăхра кирлĕ ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Саншăн вăл лайăх тĕслĕх пулнă.
— Хастар ĕçленĕшĕн кукка ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илнĕ. Ача чухне колхозри машинăпа трактор паркĕнче вырнаçнă тимĕрçĕ лаççине чупаттăм. Унăн аллинчи кувалдăпа мăлатук выляннине киленсе сăнаттăм. Хĕрнĕ тимĕр сивĕ шывра пăс кăларса чашлатса сÿнни тыткăнлатчĕ. Пирĕн пысăк çемье туслă пурăннă: кукаçи, кукамай, кĕçĕн кукка, унăн мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕ, анне, аппа Ирина тата эпĕ.
— Аçуна асăнма мантăн...
— Атте эпĕ 8 уйăхра чухне ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне анне тепĕр хутчен çемье çавăрчĕ те кÿршĕ яла мăшăрĕ патне пурăнма куçрĕ. Кукаçипе кукамай анне телейне туптăр тесе аппапа иксĕмĕре хăйсем патĕнчех хăварнă. Анне çĕнĕ мăшăрĕпе тепĕр икĕ ывăл çуратрĕ.
— Анне пур çĕртех унăн ăшшисĕр пурăнма çăмăл мар-çке.
— Ача чух ăна-кăна туйсах кайман эпĕ. Аннене курас килсен кÿршĕ яла наччасрах чупса çитнĕ. Мана, арçын ачана, аттен ăшшипе хÿтлĕхĕ кирлĕ пулнă. Кукаçи май килнĕ таран арçын воспитанине пама тăрăшнă-ха, çапах атте çуккишĕн питĕ хурланаттăм. Унпа калаçас, вăрттăнлăхсене ăна шанас килетчĕ. Ашшеллĕ тусăмсене ăмсанаттăм. Унсăр çитĕнме йывăр пулчĕ мана. Атте питĕ шухă та ĕçчен пулнă, лара-тăра пĕлмен. Вăл ялта кирпĕч çурт çĕкленĕ. Мотоцикл люлькинчен юр тăрăх çÿремелли моторлă çунашка та ăсталанă. Аслă кукка тепĕр чух: «Аçуна хывман çав эсĕ, пурнăç çине ытла та лăпкăн пăхатăн», — тет.
12 сехет — ура çинче
— Урăх енĕпе аталаннă эсĕ. Ав, аннÿне юрă халаллас тесе мана сăвă хайлаттартăн.
— Пĕчĕк чухне артист пулма ĕмĕтленеттĕм. Анне кĕвве аван туять, ташлама кăмăллать. Хаваслă хĕрарăм. Ватăлчĕ пулсан та илемлĕ кĕвĕ янăрасан чăтса лараймасть, вăр-вар çаврăнса икĕ урипе тăпăртатать. Музыка училищине кайса пама хатĕрленĕ документсене сумкăна чиксе Мускава тухса кайрăм. Сăлтавĕ ăнланмалла. Çемьен ĕнси çинче ларас килмерĕ. Аннене ахальтен мар юрă халалларăм. Атте парса çитереймен чун ăшшине парнелесе савăнтарас килет. Унăн иккĕмĕш мăшăрĕ те чирлесе çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Пирĕн ялтан 8 çухрăмра вырнаçнă Аслă Таяпара ватлăхне пĕчченех ирттерет халь. Тунсăхласан тăван ялне шăллĕ патне пĕр-икĕ çĕр каçмалăх каять. Анне Елчĕкри столовăйра чылай çул тăрăшрĕ. Ача чухне велосипед çине лараттăм та анне патне апат çиме вĕçтереттĕм. Ай, тутлăччĕ вăл пĕçернĕ апат. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн фермăра пăрусем пăхрĕ. Халь ав йывăр ĕçлени хăйĕнне систерет, алли-ури сурнипе асапланать. Отпуска анне патĕнче ирттерме тăрăшатăп.
— Виталий, тĕп ĕç патне таврăнар-ха. Метрора транспорт хăрушсăрлăхĕн инспекторĕнче чылай çул вăй хуратăн. Пĕлĕшсем пулăшмасан кунашкал ĕçе вырнаçма çăмăлах мар-тăр.
— Аннен пĕр йăмăкĕ питĕ вăр-вар. Вăл метрон тĕп управленийĕнче инженерта вăй хурать. Пуçлăхсем ăна ятран-шывран пĕлеççĕ. Пурне те питĕ кирлĕ çын вăл. Мана пĕр пуçлăхăн пÿлĕмне илсе кĕчĕ те: «Аппан ывăлне ĕçе вырнаçтармалла», — тесе йăлăнса мар, çирĕппĕн каларĕ. «Сăмах çук», — пулчĕ хурав. Икĕ эрнелĕхе ятарлă курса вĕренме ячĕç. Чаплă ĕçе «блатсăр» вырнаçма çăмăлах мар çав /кулать/.
— Террористсем метро сирпĕтни манăçман- ха. Ĕçÿ çăмăл тееймĕн. Питĕ тимлĕ пулмалла.
— Тĕрĕсех. 12 сехет ура çинче ĕçлетпĕр. Сумкăсене ятарлă аппаратпа тĕрĕслетпĕр. Халь пирĕн ĕç чылай çăмăлланчĕ. Ятарлă алăк витĕр тухсан метрона сирпĕнекен япаласем илсе кĕни тÿрех палăрать. Çынсен пурнăçĕ пирĕн алăра пулнине пĕлсе тăрса яваплăха туйса ĕçлетпĕр.
Метрора пĕлĕшĕсене тăтăшах курать
— Мускав та пысăк ял пекех теççĕ.
— Ĕç вăхăтĕнче хамăр тăрăхри çынсене, кÿршĕсене час-часах тĕл пулатăп. Ăнсăртран Елчĕкри икĕ хĕрарăмпа паллашрăм. Чăвашла калаçса пыраççĕ те, сăмах чĕнмесĕр чăтаймарăм. Яла отпуска килнĕ чухне Канашра такси тытрăм. Калаçса кайрăмăр та, вăл çав икĕ хĕрарăма та Елчĕке лартса кайнă иккен. Пирĕн станци юлашки пулнăран метрона хупас умĕн вакунсене тĕрĕслетпĕр. Пĕрре çапкаланчăк пек тăхăннă арçын юлашки вакунра çывăрать. Вăратрăм, калаçнă май вăл чăваш пулнине, хамăр ял çынниех иккенне пĕлтĕм. Стройкăра ĕçлет. Хăнара самаях сыпкаланă, общежитие таврăннă чухне хăйĕн чарăнăвĕнчен çывăрса юлнă. Çумĕнче пĕр пус та çук. Каçхине подћездра çĕр каçма тиврĕ унăн. Метрори хамăн пÿлĕмре хăварма пултараймарăм. Тепĕр кунхине хамăн укçапа метрона кĕртрĕм.
— Пин-пин чăваш хĕвĕшет Мускавра. Пурте укçа ĕçлесе илме каяççĕ.
— Унта чăвашсем темĕн тĕрлĕ ĕçре те тăрăшаççĕ. Стройкăра, супермаркетра, водительте, складра, больницăра, шкулта, садикре... Влаç тытăмĕнче тăрăшакансем те пур. Çапах ĕлĕк кунти чăвашсем туслăрахчĕ. Пĕрле пухăнса футболла выляттăмăр, мунчана çÿреттĕмĕр, шÿрпе пĕçереттĕмĕр. Халь кашни хăйĕншĕн тăрăшать. Пĕр-пĕринпе тĕл пулма вăхăт тупаймастпăр. Юрать, Шупашкар артисчĕсем хутран-ситрен дискотекăна пухаççĕ. Пĕрле юрласа-ташласа, чăвашла калаçса савăнатпăр вара.
— Çине тăрсах юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнтарма шухăшланă эсĕ. Юрăсем çыртаратăн, клипсем хатĕрлетĕн. Вĕсене интернетра вырнаçтаратăн.
— Ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртес тетĕп. Юрă çыртарма, клип ÿкерме укçа шел мар. Хама килĕшекен вырăс юррисене чăвашла куçарттаратăп. Мана тĕрмере темиçе хут ларнă Аркадий Кобяковăн юррисем килĕшеççĕ. Унăн юррисенче — пурнăç чăнлăхĕ. Çут тĕнчерен ир уйрăлнă вăл. Юрăçăн мăшăрĕпе интернет урлă паллашрăм, хамăн клипсене ярса патăм. Мăшăрне хисеп тунăшăн чунран тав туса хуравларĕ. Халĕ чăваш юррисене юрлама пуçларăм. Уйрăмах халăх юррисем чуна çывăх. Чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнни те витĕм кÿрет пулмалла. Мускавра хăй чăваш пулнине пыта-ракан çын та сахал мар. Ун пеккисене метрора тÿрех уйăрса илетĕп. Чăвашсене ытти халăхран уйăрма йывăр мар: сăпайлă, вăтанчăк, хăйсене хăюсăртарах тытаççĕ.
— Ĕçтешÿсем эсĕ чăваш пулнине пĕлеççĕ-и?
— Хушаматăм вырăссенни пекех. Эпĕ чăваш пулнине тÿрех тавçăрмаççĕ. Чылай çул Мускавра пурăнса унти пек калаçма хăнăхрăм. Эпĕ хам чăваш пулнине нихăçан та пытарман.
— Сан умран кун-каçа пин-пин çын иртет. Тепĕр чухне çынсен тĕрлĕ энергетикипе хутшăнса хăв вăйсăрланнине туймастăн-и?
— Пулкалать. Хирĕлме юратакансем те пур. Килсĕр-çуртсăр çын сахал мар, вĕсем метрона укçасăрах кĕресшĕн тапаçланаççĕ, сак çинче выртса тăраççĕ. Киле таврăнсан ывăннине çывăрса ирттерсе яратăп.
«Ÿт-пĕве курса килĕштереççĕ»
— Кĕлеткÿ тĕреклĕ-ха сан.
— Спортпа туслă эпĕ. Эрех пĕр тумлам та ĕçместĕп. Пирус турткалатăп-ха, пăрахмалла ăна. Унăн сиенне туйма пуçларăм. Çан-çурăма тренажерсемпе çирĕплететĕп. Арçыннăн вăйлă пулмалла. Хĕрарăмсем пире чи малтан ÿт-пĕве курса килĕштереççĕ вĕт!
— Юрату патне те калаçса çитрĕмĕр ав. Мускаври юрату Чăвашринчен уйрăлса тăрать-ши?
— Ăçтан пĕлем? Ман çумра — чăваш хĕрарăмĕ. Иксĕмĕр хваттер тара тытса пурăнатпăр. Тепĕр чухне чиперккесем çумне кĕвĕçет. Хам пачах кĕвĕçместĕп, ку енчен лăпкă арçын эпĕ.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Виталий ВОРОНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.


Йытă-кушакшăн шалăвне те, пособине те хĕрхенмест
«Пулăшăр! Кушак çурин хуçа çук, хăвăр пата вăхăтлăха илĕр-ха», — интернетра çавнашкал хыпарсене курсан Инга Добровольскаян чунĕ чăтмасть. Чĕр чунсене ачаранпах юратаканскер хĕрхеннипе вĕсене хăйĕн хÿттине илет. 63 кушакпа 7 йытăшăн Пирĕшти пулса тăнă вăл.
Подъезд умĕнче апат çитернĕ

Ача чухне Инга амăшне яланах: «Манăн «Кушаксен çурчĕ» пулĕ», — тенĕ. Ÿсерехпе килсĕр- çуртсăр чĕр чунсем валли приют уçма ĕмĕтленнĕ. Анчах кун валли укçа-тенкĕ чылай кирлине лайăх ăнланнă вăл. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ теме юрать: 5 çул каялла Инга волонтер пулса тăнă. Веçех соцсетьри пĕр хыпартан пуçланнă. Хĕрарăм чĕр чуна вăхăтлăх йышăнма ыйтса çырнă. «Тăватă ураллă туссене юратасси аннерен куçнă. Çынсем пирĕн пата кушак килсе панăччĕ, ăна Кася теме пуçларăмăр. Вăл амăшĕ пулма хатĕрленетчĕ. Çурасене аннепе иксĕмĕр апат çитертĕмĕр, кайран вĕсем валли хуçа тупрăмăр. Эх, урăх алла парас килместчĕ вĕсене! Йытă çурисене те йышăнма ыйтатчĕç. Анне нихăçан та хирĕçлемен», — аса илчĕ 41 çулти ырă чунлă хĕрарăм. Инга шкул пĕтерсен сутуçа вырнаçнă. Çапкаланчăк йытăсене курсан хÿттине илнĕ, вĕсене тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене панă. Пĕр кушак çурине иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ илнĕ сăмахран. Чĕр чун халĕ те ун патĕнче пурăнать. Пĕр вăхăт Инга Му-скавра ĕçленĕ. Ун чухне чĕр чунсене хăйĕн патне илме май пулман. Пысăк чĕреллĕскер под±езд умĕ-нче килсĕр кушаксене яланах апат çитернĕ. Кайран вăл Шупашкара таврăннă. Инга чĕр чунсене хăйсен хÿттине илекен çынсене пулăшнă: тăватă ураллă туссем валли апат туянса леçсе панă.
Кăçал пандеми пуçлансан Ингăн ĕçрен кайма тивнĕ. Аш-какай сутнă çĕрте тăрăшакан хĕрарăмăн сывлăхĕ хавшанă. Чĕр чунсене мăшăрĕ пăхма пулăшнă. Лавккара ĕçленĕ чухне хĕрарăма çăмăл килмен. Вăл ирхи 4 сехетрех ура çине тăнă, ĕçе кайиччен йытăсемпе кушаксене апатлантарнă. «Манăн чĕр чунсем мунча çенĕкĕнче те, сарайра та, пÿртре те чупса çÿреççĕ. Картишре — 2 йытă. Чĕр чунсем нумайлансах пычĕç, кума вĕсене хăйĕн çуртне /унта никам та пурăнмасть/ вырнаçтарма сĕнчĕ. Унта 5 йытă хÿтлĕх тупрĕ, упăшка вĕсем валли вольер турĕ. Килти кушак-йытта апатлантарнă хыççăн унта чупатăп, ирхине тата каçхине кайса килетĕп», — каласа кăтартрĕ Инга.
Лавккара ĕçленĕ чухне унăн 38 кушакпа йытă пулнă. Инга талăкра виçĕ сехет çеç çывăрнă. Канмалли кунсенче çăмăлрах килнĕ. Мăшăрĕ чĕр чунсене ветеринари клиникине илсе кайма, апатлантарма пулăшнă. «Пирĕн хушăра ăнланманлăхсем пур, çавах упăшкана тав тăватăп. Чĕр чунсене пулăшасси манăн пĕтĕм пурнăç пулнине лайăх пĕлет вăл», — малалла калаçрĕ хĕрарăм.
Инга ытларах чирлĕ чĕр чунсене хÿтте илме тăрăшать. Нумайăшĕ унашкаллисене вăхăтлăха та пулин йышăнасшăн мар. Куншăн унăн чĕри питĕ хытă ыратать. Инга çын аллинчен асап курнă тăватă ураллă туссене сиплет: укол тума, капельница лартма вĕренсе çитнĕ. Чĕр чунсене ура çине тăратнă хыççăн вăл вĕсем валли интернетра хуçа шырать. Тĕрлĕ соцсетьре, сайтра пĕлтерÿсем вырнаçтарать. Ку ĕçре ăна пĕлĕшĕ те пулăшать.
Йытăсемпе кушаксем мĕншĕн урамра çапкаланса çÿреççĕ? Ахăртнех, çыннăн айăпне пула. Чĕр чун çăвăрласан çурисене тухса ывăтакан сахал-им? Пĕчĕкскерсем урамра чирлесе каяççĕ, вăхăтра сыват-масан вĕсем нумай пурăнаймаççĕ. «Малтан эпĕ стерилизаци пирки нимех те пĕлмен, ăна тăвасси пирки шухăшламан та. Халĕ хÿтте илнĕ чĕр чунсене тÿрех стерилизацилеме тăрăшатăп», — пĕлтерчĕ волонтер. Çурасене тухса ывăтакан çынсене ăнланмасть вăл. Ун пек тумалла марри пирки чĕнсе калать.
Инга патĕнче тĕрлĕ чирпе, çав шутра онкологипе те, нушаланакан кушаксемпе йытăсем пур. Чи йывăр чирленĕ Белый ятлă кушак темиçе кун каялла пурнăçран уйрăлнă. 13-ри Пуговка йытă усал шыçăпа асапланать. Ветеринари тухтăрĕ мăкăле касма юраманнине каланă: «Хальлĕхе пурăнать-ха, утать, çиет». Çурма суккăр пулсан та Пуговка хÿрипе хаваслăн вылятать, ют çын килсен вĕрет. Аппетичĕ лайăх унăн. Анчах Инга унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашмалли вăхăт часах çитессине лайăх ăнланать. Хĕрарăм чылай чĕр чуна вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Пĕр кушак çурине капельница лартса сыватнă, ун валли хуçа тупнă. Чирлĕ чĕр чунсен апат та анмасть. Сиплев курсĕ хыççăн вĕсем çиме тытăннине курсан Инга питĕ савăнать. Юратнă мăшăрĕ те çакна асăрхать, «Куçу тÿрех çиçме пуçлать», — тет арăмне. Чĕр чун вилнине Инга чĕре çывăхне илет.
Кушаксенчен чи асли — 11 çулта. Персике 4 çул каялла лавкка умĕнче тупнă. Инга ăна унта час-часах курнă. Выçă кушак пĕрмай макăрнă. Пĕр вăхăт мăр-мăр лавкка умне килмен, кайран каллех тупăннă. Ун чухне çанталăк сивĕ тăнă, кушак вăйран кайнă. Ветеринари тухтăрĕ унăн пневмони аталаннине каланă, ăна сыватма май килменнине пĕлтернĕ. Инга вара парăнман, чĕр чун пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ, си-плесе ура çине тăратнă. Анчах кушак мăрлатаймасть, унăн сасси пĕтнĕ. Дынька кушакăн — пÿсĕр. Такам ăна хырăмĕ тĕлĕнчен вăйлă тапнă. Лапа, Чупа, Вита ятлă йытăсене Инга Шупашкар районĕнчи Пархикасси ялĕнчен илсе килнĕ. Виçĕ анчăк урамра çапкаланса çÿренине вăл интернетра вуласа пĕлнĕ. Йытăсене сăвăссем нушалантарнă, Инга вĕсене тÿрех сиплеме тытăннă. «Хуçасăр чĕр чунсене илме Канаша та, Çĕнĕ Шупашкара та кайнă. Çак хуласенче те волонтерсем пур, анчах питĕ сахаллăн, пурне те вăхăтлăх йышăнма май çук вĕсен. Эпĕ пурăнакан урамри чылай çурта пăсса хуçисене хваттере куçарчĕç. Нумайăшĕ кушакĕсене пăрахса хăварчĕ. Çакă пуçра ниепле те вырнаçмасть. Нивушлĕ вĕсене хуçисем тăван пекех йышăнман? Кÿршĕ хĕрарăмĕпе çав чĕр чунсене апатлантараттăмăр. Виççĕшне — эпĕ, тепĕр виççĕшне вăл хăйĕн патне илчĕ», — чунне ыраттарса калаçрĕ Инга.
Эмел те туянса параççĕ
Ĕçсĕр юлсан Инга биржăран пособи илме тытăннă. Ку укçапа вăл чĕр чунсем валли апат туянать. Ĕçленĕ вăхăтра та шалăвне çак тĕллевпех тăкакланă. Соцсетьре пулăшу ыйтса çырнă чухне Инга ветеринари препарачĕсем, апат-çимĕç кирлине пĕлтерет. Ырă çын нумай, пулăшаççĕ. Вăл вĕсенчен укçа нихăçан та ыйтмасть, пурте чĕр чун апачĕ е эмел туянса параççĕ. Тепĕр чухне кушаксемпе йытăсене çитермешкĕн нимĕн те юлмасть. Хĕрарăм вĕсемшĕн пăшăрханса макăра-макăра Турăран пулăшу, вăй-хăват ыйтать. Тепĕр кунхинех çынсем шăнкăравласа апат илсе килессине пĕлтерсен савăнать те, тĕлĕнет те, çÿлти хăватсене тав тăвать. Унăн пĕлĕшĕсем вăл юлашки пусĕпе те чĕр чунсем валли апат туяннине лайăх пĕлеççĕ.
Чĕр чунсене типĕ апатпа, рагупа, кĕрпепе, шăмăпа, авăртнă какайпа сăйлать. Эрнере пĕрре тăпăрчă парать: вĕсене кальци те кирлĕ. Пулă хаклă пулнăран ăна час-часах туянма май килмест. Тепĕр чухне кăлпасси илсе çитерет. Инга менюра тĕрлĕ тутлă апат пултăр тесе тăрăшать. Анчах пĕрешкел рацион хатĕрлеме йывăр, пурте пĕр апата кăмăлламаççĕ. Волонтер лавккана кайсан 3-5 пин тенкĕ тăкаклать. Пĕр уйăхра чĕр чунсем валли вăтамран 25-30 пин тенкĕ кирлĕ. Эмел туянса та енчĕк самаях çÿхелет. Чирлисене вара капельница час-часах лартмалла.
Ырă кăмăллă хĕрарăм тăрăшнипе 100 ытла чĕр чун хуçине тупнă. Карантин вăхăтĕнче кăна 28 кушак çурине вырнаçтарма май килнĕ. Çынсем тĕп хуларан кăна мар, Çĕнĕ Шупашкартан та илме килеççĕ. Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинчи хĕр кушак илсе кайнă. Инга чĕр чунсен çĕнĕ хуçисемпе килĕшÿ çырать. Йытта е кушака килĕштермесен ăна урăх çынна мар, Ингăна каялла тавăрса памаллине палăртнă унта. Пĕррехинче хĕрарăм унран кушак илсе кайнă. Анчах упăшки хирĕç пулнă, мăр-мăра урама кăларса ывăтнă. Çав кушак урамра çапкаланса çÿренине Инга соцсетьре ăнсăртран курнă, ăна тупмашкăн çынсенчен пулăшу ыйтнă. Пĕр хĕрарăм тăрăшнипе каялла илсе килнĕ.
Ирина КОШКИНА.
Инга ДОБРОВОЛЬСКАЯ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.