- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 41 (6440) № 20.10.2022
Чи тутлă хачапури пĕçернĕшĕн тав тунă
Малтан спортсмен пулнă
Даниил Узбекистанри Ташкент хулинче çуралнă. Унăн амăшĕ — узбек хĕрарăмĕ, ашшĕ — кореец. 6 çул каялла Квансем Шупашкара куçса килнĕ. Даниил шкул çулĕсенчех спортпа кăсăкланнă, ăсталăхне Олимп резервĕсен колледжĕнче аталантарнă. Вăл каноэпе тата байдаркăпа ишнĕ. Ку енĕпе — спорт мастерĕн кандидачĕ. Чăваш Ене куçса килсен те Олимп резервĕсен училищине кĕме ĕмĕтленнĕ, анчах май килмен. Каччă шутламантуман çĕртен повар профессине алла илес тенĕ, Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумне вĕренме кĕнĕ. «Ку професси мана спорт пекех кăсăклантарса ячĕ. Эпĕ поварсен хушшинче иртекен чемпионатсене хутшăнма тытăнтăм. Пурăна киле темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пуçлассине шухăшлама та пултарайман. Пурнăç тĕпрен улшăнчĕ», — аса илчĕ каччă. Даниил техникума вĕренме кĕриччен плита умĕнче тăрса курманпа пĕрех. Çемьере ытларах ашшĕпе амăшĕ апат пĕçернĕ. Каччă техникумри занятисенче пĕрмай апат янтăланă. Студентсем унти лаборатори кухнинче тĕрлĕ блюдо хатĕрлеççĕ, кайран тутанса пăхса хак параççĕ. Ĕç профессине суйланă çамрăксем çулленех «WorldSkills» чемпионатра ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Даниил малтанах унта волонтер пек хутшăннă, фотограф пулнă. Кайран тупăшу лапамне хăй те повар пек çитнĕ. Ăна Александр Гониашвили, хăй вăхăтĕнче Раççей чысне Бразилире иртнĕ чемпионатра хÿтĕленĕ повар, пулăшса пынă, вĕрентекен пек пулса тăнă. Даниил унпа пĕрле тĕп хулари пĕр ресторанта ĕçлеме тытăннă. Халĕ вĕсем ĕçтешсем кăна мар, юлташсем те. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Сакăр ача — сакăр тĕрлĕ, анчах пурте хамăрăн»
Александровсем 8 шăпăрлана çемье ăшшине парнеленĕ
Виçĕ ача çуратса, сакăр шăпăрлана опекăна илсе ÿстернĕ çемье Чăваш Енре нумай мар. Елчĕк районĕнчи Кипеç ялĕнче пурăнакан Петрпа Галина Александровсем ашшĕамăшĕн хÿттисĕр юлнисене хăйсен чун ăшшине парнеленĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем 8 мар, 9 ачана хÿтте илнĕ темелле. Мĕншĕнне каярах уçăмлатăп.
Иккĕшĕ те йышлă çемьерен
Петрпа Галина иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Галина — кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчен. Хĕрпе каччă Шупашкарта вĕреннĕ чухне паллашнă. Петр çемьери чи кĕçĕн ача, тĕпкĕч, пулнăран авлансан çемйипе ватă ашшĕпе амăшĕ патне таврăннă. Галина, Шупашкарти кулинари училищине пĕтернĕскер, кÿршĕ Тăрăм ялĕнчи шкул столовăйне ĕçе вырнаçнă. Кĕçех Александровсен хĕрпе ывăл, Еленăпа Александр, çуралнă. Ватлăхра хăйсене пăхакан пултăр тесе кĕçĕн ывăлĕ 15 çулта чухне тепĕр ача çуратма шухăшланă. Хăйсем ун чухне хĕрĕхелле çывхарнă. Виççĕмĕшĕ хĕр çуралнă, ăна Катя ят панă.
Савăнса кăна пурăнмалла пек. Анчах инкек куçа курăнса килмест тени тĕрĕсех. 21 çулти пĕртен-пĕр ывăлĕ Саша аварие лексе вилмеллех аманнă. Александровсемшĕн çĕр чăтайми пысăк хуйхă пулнă ку. Аслă хĕрĕ шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнă. Килте пĕчĕк Катя çеç юлнă. Вăл пĕрмай хăйĕн валли юлташ тупма ыйтнă. Мăшăрĕпе калаçнă хыççăн Галина арçын ача усрава илме шут тытнă.
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пĕрремĕш ывăлĕ СМА1 чирне пула пурнăçран уйрăлнă
Халĕ Федоровсем Ромăн остеопетрозĕпе кĕрешеççĕ
«Ачасене эпир хамăр суйламастпăр, вĕсене пире Турă ярса парать. Ывăлăмăн пурнăçĕшĕн кĕрешмелле тĕк — кĕрешĕп. Эппин, манăн шăпа çавнашкал, ăна вара эпĕ ниепле те улăштараймастăп», — калаçăва пуçларĕ Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан ялĕнче пурăнакан Ирина Федорова. Çак сăмахсене вăл çирĕп кăмăлпа каларĕ. Шăпа ăна ку таранччен вăйлах тĕрĕсленĕ: пĕрремĕш ывăлĕ Егорка СМА1 чирне пула пурнăçран уйрăлнă, иккĕмĕш ывăлĕн Ромăн та генетика чирĕ, остеопетроз, аталанни палăрнă, мăшăрĕ Сергей усал шыçăпа аптăрать.
3 уйăхра чухне
Сергейпа Ирина пĕрлешсен ача-пăча çуратса телейлĕ пурăнма ĕмĕтленнĕ. Кĕçех Полина çут тĕнчене килнĕ. Хĕрача 4 çулта чухне Егорка çуралнă. Полина шăллĕ çут тĕнчене килессе питĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ăна курсан калама çук хытă савăннă. Анчах çемьен телейлĕ пурнăçĕ ытла та кĕске пулнă. Егорка 3 уйăхра чухне тăрук сывлăш çитменнипе аптăраса ÿкнĕ. Тухтăрсем хăрушă диагноз лартнă: СМА1. Ун чухне Федоровсен ку генетика чирĕнчен сывалас шанчăк пулман. Егор илемлĕ тĕнчепе паллашса та ĕлкĕреймен. Каварлă чир ăна кунран-кун хавшатнă.
«Егорка чирлине пĕлсен питĕ нумай макăртăм, куççуль типмерĕ. Çавăнпах-тăр паянхи кунччен чун çирĕпленчĕ. Иккĕмĕш ывăл Рома чирленине пĕлсен хама алла илме пултартăм. Çын Турă мĕн чухлĕ пÿрнĕ, çавăн чухлĕ пурăнать. Эпир нимĕн те улăштараймастпăр», — хăйне çÿлтен ярса панă шăпана йышăннине пĕлтерчĕ Ирина Николаевна. Полина халĕ Егоркăна сăн ÿкерчĕксем тăрăх çеç астăвать. Шăллĕпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă чухне вăл 5-ре кăна пулнă. Хĕллехи кун, 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Егора сивĕ тăпрапа хупланă… 7 çул кĕтнĕ Пысăк хуйхă хыççăн Сергейпа Ирина анализсем парса тĕрĕсленнĕ. Вĕсен иккĕшĕн те SMN1 ген сиенленни палăрнă. Çапах вĕсем тепĕр ача çуратма ĕмĕтленнĕ.
«Рома — нумай вăхăт кĕтнĕ ача. Çие юласса 7 çул кĕтрĕмĕр. Ывăлăм варта йĕркеллех аталанчĕ, йывăрлăхсем пулмарĕç. Ача çут тĕнчене килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче тинех Рома кун çути курчĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Пациентăн çырăвне талисман пек упратăп»
Шупашкар районĕн тĕп больницинче икĕ çул кăна ĕçлет-ха вăл. Апла пулин те Алена ПАКРУШЕВА эндокринолог пациентсен шанчăкне çĕнсе илме пултарнă. Вăл хăйĕн патне килекенсене эмелпе кăна мар, чун ăшшипе те сиплет.
Приговор мар
— Алена Юрьевна, мĕншĕн шăпах эндокринолог пулма шухăшларăр? Тухтăр çулне суйлама мĕн хистерĕ?
— Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕнчен эпĕ, тăван шкулта вĕреннĕ чухне программист пулма ĕмĕтленеттĕм. Математика, кăткăс задачăсем илĕртетчĕç. Çав вăхăтрах ветеринар, лесник ĕçĕсем килĕшетчĕç. Аслă классенче малашлăх пирки тĕплĕнрех шухăшларăм та биологи, хими предмечĕсене çине тăрса шĕкĕлчерĕм. Тухтăр пулма ĕмĕтлентĕм. Çын организмĕ — кăткăс механизм. Унпа çыхăннă темĕн тĕрлĕ «задача» та шутламалла. Организмра мĕн чухлĕ хими реакцийĕ пулса иртет! Медицинăра, программист ĕçĕнчи пекех, кăткăс схемăсен вăрттăнлăхне пĕлесси илĕртрĕ ахăртнех. Эндокринологи вара биологипе, химипе тачă çыхăннă. Çавăнпа специальноç суйлама вăхăт çитсен ун çинче чарăнтăм. Ординатурăра вĕреннĕ вăхăтра терапевтра ĕçлерĕм. Ку ĕç те мана питĕ килĕшетчĕ: тĕрлĕ симптом мĕнле чирпе çыхăннине ăнкарса сиплеве палăртмалла. Ача чухне эпĕ пирĕн йăхра сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă çын пулнине пĕлмен. Маçакăн /асатте. — Авт./ пиччĕшĕн хĕрĕ тухтăрта вăй хунă иккен.
— Хальхи вăхăтра сахăр диабечĕ тĕнчере анлă сарăлнă чирсенчен пĕри шутланать. Юлашки вăхăтра унпа ачасем те аптăрани уйрăмах сисчĕвлентерет.
— Шупашкар районĕнче пурăнакан 50 пин ытла çынран 1353-шĕ диабетăн иккĕмĕш типĕпе нушаланнине шута илнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ 60 çултан иртнĕ, çапах çамрăксем те пур. Чи çамрăкки — 20 çулта. Çак чирĕн пĕрремĕш типĕпе 8 ача асапланать. Диабет организмра инсулин сахаллипе аталанать. Вăл пач çук чухне вара сахăр диабечĕн пĕрремĕш типĕ пулать. Çамрăкраххисен ытларах çак тĕс аталанать. Ачасен, 20 çул тултарман яш-хĕрĕн вирус инфекцийĕн витĕмĕпе диабет пулать. Çак чир ытларах сахал хускалакан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнман, самăрлăхпа аптăракан çынсен аталанать. Вĕсен хырăм ай парĕ инсулина çителĕксĕр кăларать. Çак гормонпа ытти орган сывлăхĕ те çыхăннă. Сăмахран, чĕре хавшама пултарать. Çавăнпа чирлисене электрокардиограмма тума яратпăр. Малтан терапевтра ĕçленĕрен пациентсене пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таранах пăхасси йăлара юлчĕ. Манпа пĕр пÿлĕмре ларакан медсестра Татьяна Владимировна та сиснĕ çакна. Анчах вăл çаврăнăçуллă пулман тăк мана ĕлкĕрме йывăр пулĕччĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас