- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 4 (6505) № 01.02.2024
«Эпĕ хамăн ĕмĕт хыççăн кайрăм»
Вăл черченкĕ пулин те çирĕп кăмăллă, çамрăклах пуян ăс-хакăллă. Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Элимене чылайăшĕ радио, концерт ертÿçи пек пĕлет. унăн пурнăÇĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Часрах ыйтса пĕлер-ха.
— «Тăван радиора» санăн сассу илтĕнмест. Оля, ăçта çухалтăн эсĕ?
— Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче декретран тухрăм, икĕ уйăхран вара ĕçрен кайма шухăшларăм. «Тăван радио» ман пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл манăн юратнă ĕç пулнă.
— Епле пăрахса кайма пултартăн-ха?
— Ку ыйтăва хама нумай панă. Анчах çапла пулса тухрĕ — питĕ юратса пурнăçланă ĕç киленӳ кӳме пăрахрĕ. Декретра чухне питĕ радиона тухас килетчĕ. Ĕçтешсемпе хутшăнма пăрахманччĕ, вĕсем унта-кунта тухса çӳрени, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа паратчĕç. Унта кăсăклăччĕ. Çав хĕрӳ пурнăçран лăпкă çемье пурнăçне куçма мана питĕ йывăрччĕ. Декретра та эфирсене тухаттăм, «Fmтĕлпулу» кăларăм йĕркелерĕм, ăна Вася Васинпа та ертсе пытăмăр. 3 çултан ĕçе тухсан унчченхи туртăма хамра асăрхамарăм.
— Ăçта кайса кĕнĕ ĕçлессишĕн хыпса çунакан Оля?
— Нумай шухăшларăм. Майĕпен ăнланма тытăнтăм: пурнăç улшăннă, унпа пĕрле çынсем те, эпĕ те урăхланнă. Эпĕ ĕçленĕ команда улшăннăччĕ ĕнтĕ. Маргарита Мельниковăпа, Алена Арсентьевăпа, Саша Çиларманпа, Вася Васинпа тĕл пулсан пĕрле туслă ĕçленĕ вăхăта ырăпа аса илетпĕр. Хăшĕ-пĕри каланă тăрăх, коллективпа пĕр чĕлхе тупайман имĕш. Эпĕ вăрçăнакан çын мар, нихăçан та никама та усал сунман. Анчах мана кĕвĕçекен, ăмсанакан нумай пулнă.
— Сан шухăшпа, камсем ăмсанаççĕ?
— Телейсĕр, мĕскĕн, хăйсен вырăнне тупайман çынсем, чунра çураçулăх çуккисем. Кама мĕн тунă-ши эпĕ тесе шухăшлаттарать паллах. Анчах эпĕ ун пеккисене чун çывăхне илместĕп, мĕншĕн тесен вĕсене ăнланатăп, шеллетĕп кăна. Телейĕ çуккипе çынна усал сунса чунне çапла майпа кантараççĕ, пурпĕр лăпкăлăх тупаймаççĕ. Икĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн текех ку манăн вырăн маррине ăнлантăм. Пурнăç урăх çулпа илсе каясшăн иккен. Декретра çĕлеме вĕрентĕм. Ку ĕç мана питĕ килĕшрĕ. Çĕлес туртăм ачаранах пулнă. Ку асаннерен Валентина Игнатьевнăран куçнă тесе шухăшлатăп.
— Çĕлеме ăçта вĕрентĕн?
— Эпĕ пĕтĕмпех пуçласа вĕрентĕм. Унччен çĕлеме пĕлмен, манăн çĕвĕ машинки те, оверлок та пулман. Анчах питĕ вĕренес килчĕ. Ăçта каймаллине чылай шырарăм, Шупашкарта ун пек курссем нумаях та мар иккен. Пĕр ателье çумĕнче çĕвĕçе пуçласа вĕренес текенсем валли курссем иртнине пĕлтĕм. Çулла ачана упăшкапа хăварса унта кайрăм. Икĕ уйăх, эрнере икĕ кун /3-шер сехет/, вĕрентрĕç. Паллах, çак тапхăрта чаплă специалист пулса тăраймăн, çапах хама кирлĕ тĕп самантсене ăса хыврăм. Кайран мана мăшăр çĕвĕ машини туянса пачĕ. Хам çĕленĕ пĕрремĕш кĕпе — çуллахи сараппан. Эпĕ ĕлке ӳкерме пĕлместĕп, хатĕррине интернет урлă туянатăп.
— Ĕç мĕн чухлĕ лайăхрах пулса пырать, çавăн чухлĕ ытларах хавхалану кĕрет пулĕ.
— Чăннипех те çапла. Паллах, пĕтĕмпех тӳрех лайăх пулмасть. Сӳтсе çĕнĕрен çĕлеттĕм, асапланаттăм. Вĕренсе тухсанах футболка çĕлеме лартăм та сӳтнĕ чухне пусмана шăтартăм. Тарăхнипе пăсса хунă япалана тухса ывăтрăм. Хам тĕллĕн нумай вĕрентĕм: йăнăшса, тӳрлетсе… Çапах парăнмарăм, мĕншĕн тесен манăн алă пынине туйрăм. Преподаватель те çакнах каланăччĕ. Эпĕ çине тăрсах вĕренес терĕм. Тарăхни иртсе кайсан машинка умне лараттăм. «Пиçеймен» самантсем пулсан интернетра вулаттăм, тишкереттĕм, видеоуроксем пăхаттăм. Хам çĕленĕ япаласене социаллă сетьсем урлă кăтартатăп. Çынсем эпĕ ăçта вĕреннипе кăсăкланаççĕ. «Кăмăл пулсан хăвăр тĕллĕн те вĕренме пулать», — тетĕп вара.
— Хăш вăхăтра çĕленĕ вара эсĕ? Санăн килте пĕчĕк ача вĕт.
— Çĕрле, ача çывăрса кайсан кухньăра çĕлесе лараттăм.
— Кĕске тапхăрта, 3 çулта, футболкăран пуçласа кĕрĕк таранах çĕлеме пултартăн. Ку хăйне май çитĕнӳ мар-и?
— Пуховик, дубленка та çĕлерĕм. Черетре — эко-кĕрĕк. Ăна ку сезонтах çĕлесе тăхăнасшăн-ха, материала туянса хунă ĕнтĕ. Анчах — умра концертсем, вĕсене хатĕрленмелле. Кашни концерт валли çĕнĕ кĕпе çĕлессине йăлана кĕртрĕм. Пĕрре тăхăннă кĕпепе халăх умне тепĕр хут тухас килмест. «Кĕпӳсемпе мĕн тăватăн? Мĕншĕн тăкакланатăн?» — тесе ыйтаççĕ. Пусмасем йӳнĕ мар. Эпĕ вĕсене интернет урлă туянатăп. Хам çĕленĕ май кĕпе питĕ хакла лармасть. 10 кĕпене çитрĕ-ха. Уйрăмах килĕшекенни — «ТВ-юрă» проект валли çĕленĕ шурă кĕпе. Артистсем ун пирки: «Качча каймалли кĕпе», — терĕç. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Лезгинка ташлать, чăвашла таса та тĕрĕс калаçать
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Валерий Плешков чăваш туйĕнче питĕ çăмăллăн лезгинка ташланине курсан унпа пырса калаçмасăр чăтаймарăм. Çак тарана çитиччен вăл вырăссен хушшинче пурăннă пулсан та чăвашла яка та тĕрĕс калаçать.
Мускава куçса кайнă Валерий Плешковпа çывăхрах паллашрăм. Вăл 1996 çулта Чĕмпĕр облаçĕнче çуралнă. Амăшĕ — Патăрьел тăрăхĕнчен. Çавăнпа вăл чăваш ялне час-часах килсе çӳренĕ. Унта ачасемпе, кукамăшĕпе, кукашшĕпе ытларах чăвашла калаçнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра каникулсене вăл яланах ялта ирттерме тăрăшнă. Паянхи кун та Валерий ял ачисемпе тĕл пулсан чăвашла çеç калаçать. «Тĕрлĕ шкулта вĕренме тӳр килчĕ. Шкула кайичченхи пурнăçăм Чĕмпĕр облаçĕпе çыхăннă. Çемьери ăнланманлăхсене пула аттепе анне эпĕ пĕчĕк чухнех уйрăлчĕç. Вара эпир — анне, манран пилĕк çул аслăрах аппа тата эпĕ — Чăваш Ене, Кӳкеçе, куçса килтĕмĕр. Кунта эпĕ тăватă класс пĕтертĕм. Хамăрăн хваттер çукчĕ, çын патĕнче пурăнаттăмăр. Çавна пулах анне Мускава куçса кайма шутларĕ. Çапла пиллĕкмĕш класа Мускав хулинчи шкулта пуçларăм. Вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Пушă вăхăтра ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çӳрерĕм. Тренерсем эпĕ аванах кĕрешнине кура тĕрлĕ ăмăртăва илсе кайма тытăнчĕç. Чылай хутчен çĕнтерӳпе таврăнтăм. Медальсемпе тав хучĕсем паянхи кун килте упранаççĕ. Тата питĕ футболла выляма юрататтăм. Хамăр пурăнакан çурт картишĕнче ялан тенĕ пекех футбол турнирĕсем ирттереттĕмĕр. Çак кăсăклану паянхи кунччен те сӳнмен. Юлташсенчен ытларахăшĕ — Кавказ тăрăхĕнчи халăхсен ачисемччĕ. Вĕсем питĕ ташша ăстаччĕ. Çавсемпе ташлама вĕреннĕ те эпĕ лезгинкăна, нимĕнле ташă кружокне те çӳремен. Эпĕ 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне аннепе аппа Чăваш Ене, Шупашкар районне, куçса кайрĕç. Эпĕ Мускавра пĕчченех юлтăм. Урăх шкула куçсан экзаменсене тытма йывăртарах килĕ пуль терĕм. Шкул пĕтерсенех çара илчĕç. Салтак тивĕçне Чкаловск хулинче сывлăш çарĕсен чаçĕнче пурнăçларăм», — каласа кăтартрĕ Валерий. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Ив çырнă çырусем Маруся патне çитмен
Çавăнпа нимĕçсен тыткăнĕнче паллашнă хĕрпе каччă пĕрле пулайман
Ку тĕлĕнмелле истори Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Украинăра (ун чухне вăл Совет Союзĕнче пулнă) пурăннă вырăс хĕрарăмĕпе Мария Никитинăпа пулса иртнĕ. Ăна мана унăн мăнукĕ каласа пачĕ.
Ылтăн çĕрре пытарса хăварнă Мария 1926 çулхи çурла уйăхĕнче Марфушăпа Максим Игнатьевсен çемйинче çуралнă. Сăн ӳкерчĕксене пăхсан Марийăн амăшĕ питĕ хитре хĕрарăм пулни курăнать. Вăл мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратнă: вĕсене Мария тата Александра ят панă. Анчах телей нумая тăсăлман: упăшки сарăмсăр вилсен çемье йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ, аран-аран саплаштарса пурăннă. Хăш чухне ачасен куна пĕр çăкăр таткисĕр ирттерме тивнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ тепĕр хутчен качча кайма шутланă. Ун валли мăшăр тупăннă, анчах темле сăлтава пула вĕсем хут уйăрттармасăрах пурăннă. Маруся мăнукĕсене каласа панă тăрăх, тăван мар ашшĕ вĕсене хăйĕн ачисем пекех юратнă. Анчах каллех телейлĕ пурнăç вăраха тăсăлман: хальхинче ăна хăрушă вăрçă татнă. Тăван мар ашшĕне малтанхи кунсенчех алла повестка тыттарнă, кĕçех вăл фашистсемпе çапăçма кайнă. Мăшăрне фронта ăсатнă хыççăнах амăшĕ окоп чавма кайнă. 15-ри Марусьăпа 13 çулти Александрăн та унпа юнашар тăрса мĕкĕçленме тивнĕ. «Тӳперен нимĕç самолечĕсем пĕр вĕçĕмсĕр бомба тăкаççĕ, эпир вара чаватпăр та чаватпăр. Хаяр çапăçусем пыраççĕ, эпир çаплипех чаватпăр, çавăнтах пытанатпăр. Хăш чухне нӳхрепре пытанса кăштах сывлăш çавăрса илеттĕмĕр. Анне пире ыталаса пĕр чарăнми кăшкăрса йĕни халĕ те хăлхарах янăрать. Вăл пире упраса хăвараймасран хытă хăранă, — аса илнĕ Мария. Тем пек харсăр çапăçсан та совет салтакĕсен чакма тивнĕ. — Унашкал шăплăх нихăçан та пулманччĕ. Хăрушă шăплăх! Кайăк сасси те илтĕнмест, йытă та вĕрмест, выльăх та мĕкĕрмест… Пĕр сас та çук. Çынсем урама тухкаласа пăхаççĕ, анчах никампа та калаçмаççĕ. Шăплăх тата шикленӳ туйăмĕ… Кайран фашистсем çитрĕç, яла кĕнĕ-кĕмен урамри йытăсене персе вĕлерме пуçларĕç. Пĕр айванрах каччă /ăна ăсран кăштах катăкрах тесе çара илмен/ юратнă йыттине вĕлерме парас мар тесе ăна хăйĕн хыçне пытарма тăчĕ. Çав самантрах нимĕç пульлисем каччăн кĕлеткине витĕр шăтарса тухрĕç. Йытти те, хăй те çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕç. Халăх хăранипе хытса тăчĕ. Тăна кĕрсен пурте килелле чупрĕç, часрах пытанма тăрăшрĕç. Йăлтах пĕтрĕ… Ку таранччен пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă телейлĕ пурнăçа фашист пульли çавра çилпе вĕçтерсе кайрĕ. Телейлĕ малашлăх сӳнчĕ. Унран нимĕн те юлмарĕ!» Нимĕçсем ялти çынсен килĕсене вырнаçнă. Маруçăсем патĕнче икĕ нимĕç пурăннă. Пӳртре икĕ пӳлĕм пулнă: пысăккинче фашистсем выртса тăнă, пĕчĕкреххинче — хуçисем. Паллах, ялта сутăнчăксем те тупăннă: ун пеккисем йĕрке хуралçин тумне тăхăнса хуçалăхсем тăрăх çӳренĕ. Вĕсем те нимĕçсемпе пĕрле вырăнти халăха çаратма пуçланă: апат-çимĕçе кăна мар, тумтире те, кил таврашĕнчи япаласене те йăтса тухса кайнă. Пĕртен-пĕр утюга туртса илсен Марийăн амăшĕ пӳрнинчи ылтăн çĕрри фашистсен аллине ан лектĕр тесе ăна минтер ăшне пытарнă, ăна вара чăлана ăпăр-тапăр ăшне пенĕ. Совет çарĕ фашистсене ялтан хăваласа ярсан хаклă туприне, минтере, пӳрте илсе кĕрсе Маруçăна парнеленĕ. Унăн мăнукĕ шăпах çак минтер çинче тутлă тĕлĕксем курса çывăрнă. Пĕррехинче унăн пуçне темĕскер ыраттарнă, кун пирки амăшне каланă. Лешĕ минтере çурсан ылтăн çĕрĕ тупнă. Шел те, фашистсен аллинчен хăтăлнă çак çĕрĕ ку таранччен упранса юлман. Пĕчĕк ача Людмила илемлĕ япалапа выляма юратнă, ăна урама та пĕрле илсе тухнă. Пĕррехинче çĕрре таçта ӳкерсе çухатнă. Ялти сутăнчăксен тăванĕсен вара ĕмĕр тăршшĕпех нихăçан тасалми намăс туйăмĕпе пурăнма тивнĕ. Вырăнти халăх вĕсене каçарма пултарайман. <...>
Галина ЗОТОВА. Хĕрлĕ Чутай округĕ, Штанаш ялĕ.
♦ ♦ ♦
«Хамăн савнине ăна панăшăн ыталаса тав турĕ»
«Эпĕ 6 çултанах хама тăрантарма тытăннă. Манран 2 çул аслăрах Анфис аппа валли те çимелли илсе килнĕ. Учительсен, тухтăрсен çулталăкран иртнĕ пепкисене пăхтаратчĕç мана. Хура çăкăр çине çу сĕрсе, сахăр сапса, çиелтен тепĕр татăк çăкăр хурса Анфис валли парса яратчĕç», — аса илĕвне пуçларĕ Элĕк районĕнчи Чăрăшкассинче çуралса ӳснĕ Мария Семенова.
Çын хуйхине ăнланать Вăл чылай çул ĕнтĕ Шупашкарта, Агрегат завочĕ панă хваттерте, пĕччен пурăнать. Качча кайса ача-пăчаллă пулма пӳрмен пулин те шăпана ӳпкелемест: «Эпĕ хамшăн мар, çыншăн, тăвансене пулăшассишĕн пурăнатăп. Турă мана çавăншăн усрать», — хăй мĕншĕн пурăннине çапла ăнлантарать Мария Семеновна. Акă тăванĕн хĕрĕ çĕнĕ пӳрт ĕçкине хатĕрленет те ун валли парне 5 пукан туяннă тата ванна илсе парасшăн. Пĕртăванĕсен ачисене, вĕсен мăнукĕсене вăл хăйĕнни пек пăхнă. Ялтан вĕренме килнĕ студентсене хăйĕн патĕнче пурăнтарнă. Мĕн пĕчĕкрен Мария тăванĕсене кирек хăçан та, кирек ăçта та пулăшма хатĕр пулнă. Чылай чухне хăйĕн телейĕ шар курнă пулин те вăл тăванĕсем ыйтнине мала хунă. 86-ри кинемейĕн хваттерĕнче тап-таса та çап-çутă. Хăй те питĕ тирпейлĕ вăл. Тата ăна ку енĕпе Шупашкарти халăха комплекслă пулăшу паракан центрăн соцĕçченĕ Роза Александрова пулăшать. Кинемей урама тухса çӳремест. Соцĕçчен апат- çимĕç илсе килет, урай çăвать. Мария Семенова хăй те вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. «Эпĕ çеккунт та ахаль лармастăп. Ĕçсĕр ларсан пуçа усал шухăшсем кĕреççĕ. Пĕр чарăнми çыхатăп вара. Ку ĕçе эпĕ 5-рех вĕреннĕ. Нуски пуçласа паратчĕç, кĕлĕ çавăратчĕç, вĕçлеме пулăшатчĕç. Çекĕлсем тăвасси пĕчĕк ачашăн йывăрах пулман ĕнтĕ», — тет вăл. Унăн хваттерĕнче тĕрленĕ, çекĕлпе çыхнă япала нумай. Пукансене хăй тĕрленĕ виткĕчпе витнĕ. Ку кăна-и? Вăл хăйĕн пурнăçĕнче 4 кавир тĕрленĕ, пĕрне çеç хăйĕн валли хăварнă, ыттисене тăванĕсене парнеленĕ. Вăл аялти йĕм таранах хăй çыхса тăхăнать. Хăй те вăрçă нушине курнă та çын хуйхине ăнланать Мария аппа. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ашшĕне çухатнă. Кунсăр пуçне пиччĕшĕн ывăлĕ Афганистанран аманса таврăннă. Çавăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакансене, хĕрӳ зонăра пурăнакан мирлĕ халăха питĕ хĕрхенет, хăй мĕн тума пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Нумаях пулмасть салтаксем, Донбасс ачисем валли 30 мăшăр алсиш-нуски парса янă. «Пĕтĕмпех хамăн кăмăлпа, çын хушнипе мар», — тет вăл. 5 ачапа… Ашшĕ Семен Иванович финн вăрçинчен таврăннă хыççăн килĕнче нумаях та пурăнман, 1941 çулта каллех фронта тухса кайнă. Ун чухне 4 çул çурăра çеç пулсан та Мария Семеновна паянхи пекех астăвать: ашшĕ ăна чуптăвас тесе çĕклесе сак çине тăратнă. Вăл вара унăн хĕрлĕ-сарă тĕслĕ уссине пĕтĕрнĕ. Семен Иванович стрелок пулнă, 1942 çулта Беларуçе хӳтĕлесе пуç хунă. Унăн вил тăпри çине ачисемпе мăнукĕсем икĕ хутчен кайса килнĕ. Амăшĕ Дария Яковлевна шкулта техничкăра, хуралçăра ĕçленĕ. Вăл 6 ача çуратнă. Тăваттăшне çеç — Серафимăна, Ивана, Анфисăна, Марийăна — пурăнма шăпа пӳрнĕ. Коля Мария çураличченех вилнĕ. Шăллĕне Сашăна вара астăвать: Мария ăна утьăкка та сиктернĕ. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне вăл тăватă уйăх çурăра пулнă. Арçын ача сивĕ пӳртре чире кайнă. Кăмака хутма вутă пулманпа пĕрех. Улăм çунтарса пилĕк стеналлă пысăк пӳрте ăшăтаймăн çав. 5 ача амăшĕ кĕçĕн ывăлне упрайман… «Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн патра хваттерте малтан — учительница, кайран медсестра пурăнчĕç. Вĕсем ялтан апат- çимĕç илсе килетчĕç, пире те çитеретчĕç. Икĕ качака пурччĕ пирĕн. Машурка сĕт лайăх паратчĕ. Ĕне тытма йывăр пулнă, ăна кайран усранă эпир. 6-рах шкула кайрăм. Анне унта ĕçленĕрен пĕрле пыраттăм та урокра итлесе лараттăм. Çур çултан, каникул хыççăн, мана 1-мĕш класа илчĕç. Килтех учитель пурăннă та мана чĕркуççийĕ çине лартсах сас паллисем вĕрентрĕ. Анфисăна килте вĕренме парса янă сăвăсене унран малтан ăса хываттăм», — каласа пачĕ Мария Семенова. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Халь чармасан неонацистсем пирĕн пата та килме пултараççĕ»
Шупашкар округĕнчи Çырмапуç каччи Александр Лаврентьев неонацистсен тискерлĕхне кашни кун курать. РФ Следстви комитечĕн Донецк Республикинчи тĕп следстви управленийĕнче вăй хураканскер йăлари преступленисене кăна мар, Украинăн хĕç-пăшаллă çарĕ мирлĕ халăх тĕлĕшпе тунисене те тĕпчет.
Ахаль çынсем шар кураççĕ
Александр Владимирович нумаях пулмасть, Çĕнĕ çул умĕн, отпуска килнĕ. Вăл пĕлтĕрхи çу уйăхĕнченпе хĕрӳ вырăнта ĕçлет. Унта вăл хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. «Çĕршывшăн лăпкă мар вăхăтра эпĕ килте лараймарăм, манăн опыт унта кирлĕрех пек туйăнчĕ», – палăртрĕ нумаях пулмасть хĕрӳ çапăçусен ветеранĕн ятне тивĕçнĕскер. Вăл мĕн ачаран йĕрке хуралçи пулма ĕмĕтленсе ӳснĕ. Ашшĕ Владимир Александрович, юстици подполковникĕ, уншăн — тĕслĕх вырăнĕнче. Çавăнпах унăн çулне суйланă та. Университетра вĕреннĕ чухне Александр Шупашкар районĕн прокуратуринче практика тухнă. «Ун чухне прокурор çумĕ пулнă хĕрӳ çапăçусен ветеранĕ Анатолий Иванов мана питĕ нумай вĕрентрĕ: тĕрĕс ĕçлеме, планлама… Халĕ те ăна пурнăçри наставник вырăнне хуратăп. «Малтан лайăх шухăшла», — тесе ăс пани те асрах. Ăна кура тĕрĕслĕхшĕн çине тăма вĕрентĕм. Яланах асра тытатăп: çынсем ман çине пăхса пĕтĕм йĕрке хуралçи пирки пĕтĕмлетӳ тума пултараççĕ, ыттисем те çавăн пек тесе шухăшлаççĕ. Çавăнпа хама кирек епле лару-тăрура та офицер пек тивĕçлĕ тытма тăрăшатăп», — терĕ «Большой» позывной илнĕскер. Кĕлеткерен вăл, чăнах та, çӳллĕ, патвар. Манăн шухăшпа, чунĕ те унăн пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕреклĕ çынсене ырă тесе калаççĕ. 2010 çулта, 5-мĕш курсра патшалăх экзаменĕ панă хыççăн, хĕрлĕ диплома алла иличченех Александр Лаврентьева Шупашкар районĕн прокуратурине аслă следователе ĕçе илнĕ. «Ку ача ĕçлеме пултарать», — тесе Анатолий Петрович прокурор умĕнче сăмах каланă. Кайран çамрăк специалист уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен следователь пулса тăнă. Вĕлерни, мăшкăллани, коррупци… — йывăр шутланакан темĕнле преступление те уçса панă вăл. 2018 çулта РФ Следстви комитечĕн Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕн ертӳçин çумĕнче вăй хунă. «Донецкра тĕрлĕ уголовлă ĕç тĕпчетĕп. Çынна вĕлернĕ тĕслĕх нумай, ачасене, аслă ӳсĕмри хĕрарăмсене мăшкăллани тата ытти те тĕл пулать, — пытармарĕ юстици подполковникĕ. — Раççейри Следстви комитечĕ ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах неонацистсен преступленийĕсене тупса палăртать. Украина çарĕ мирлĕ халăха артиллери хĕç-пăшалĕнчен, тактикăллă ракета комплексĕнчен, минометран перет, пурнăçшăн питĕ кирлĕ объектсене аркатать. Çынсем çапла 2014 çултанпах хĕн-хур курса пурăнаççĕ. Террорла ĕçсем халĕ те чарăнмаççĕ. Çавăнпа никама та шар кăтартман ахаль çынсем вилеççĕ. Следовательсем çакăн пек преступленисене те тĕпчеççĕ». <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас