Çамрăксен хаçачĕ 4 (6403) № 03.02.2022

3 Нарăс, 2022

Пилĕк çул иртсен те тăванĕсем кĕтме пăрахмаççĕ

«Çухалнă, тупма пулăшăр...»

Ахăртнех, çавнашкал пĕлтерӳсене общество вырăнĕсенче, интернетра пĕрре мар курма тӳр килнĕ сирĕн. Статистикăна ĕненес тĕк, Раççейре çуллен 100 пин ытла çын хыпарсăр çухалать. Пĕрисем вăрмана кăмпа татма каяççĕ те каялла тухмалли çула тупаймаççĕ, теприсем пысăк хуласенчен таврăнмаççĕ... Чылай чухне çынна çухалнă хыççăн кĕске вăхăтранах тупни савăнтарать. Анчах, шел те, нумайăшĕн шăпи паянхи кун та паллă мар. Çак йышра пирĕн ентешсем те пур.

Темиçе хут та шыранă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Михаил Никитин Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăннă. 2019 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăл хваттерĕнчен урама тухнă та текех киле таврăнман. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ ăçта пулнине никам та пĕлмест. Çав çул Михаил Никитич килĕнчен тухса кайни темиçе хут та пулнă. 91 çулти ватă арçынна е кӳршĕ районта, е Кӳкеçре, е больницăра шыраса тупнă. Черетлĕ хут çухалсан ăна йĕрке хуралçисемпе следовательсем, «ЛизаАлерт» отряд хастарĕсем шыранă. Ирхине те, каçхине те хулари урамсене пăхса çаврăннă, больницăсене шăнкăравланă. Ватă арçын çӳреме кăмăлланă вырăнсене, унччен вăл ĕçленĕ тата пурăннă çĕре çитсе килнĕ, вун-вун пĕлтерӳ çакнă, интернетра хыпарланă, видеосăнав камерисене тишкернĕ... Михаил Никитин пек çынна унта-кунта, ытларах пĕр микрорайонта, курни пирки хыпарсем килкеленĕ, çапах ăна тупма май килмен. Ветеран ăс-тăнĕ енчен хавшанине палăртмалла. Арçын çухалнă кун карттуспа, хура пальтопа, шурă çăм свитерпа, кăвак шăлаварпа пулнă. Урине хăмăр пушмак тăхăннă. Михаил Никитин 160 сантиметр çӳллĕш, çӳçĕ шурă, куçĕ тĕттĕм хăмăр тĕслĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Усал шыçă каллех аталанассине тĕлĕкре куртăм»

Пурнăç çине савăк кăмăлпа пăхни, оптимист пулни ăна умри йывăрлăхсене парăнтарма пулăшаççĕ. Тухтăрсем хăрушă диагноз — усал шыçă — пирки пĕлтерсен те Вениамин Васильев пуç усман, ăна çĕнтерме хăйне сăмах панă.

Йывăр пулсан та таксире ĕçленĕ

«Эпĕ йышлă çемьере çитĕннĕ, 6 ачаран – пиллĕкмĕшĕ. Мана усал шыçă çакланасса нихăçан та шухăшламан, çывăх çынсенчен нихăшĕ те ку чирпе аптăраман. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн информатикăпа шутлав техникин факультетĕнче аслă пĕлӳ илтĕм. 4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра çемьелентĕм, хĕр çуралчĕ. Эпир общежитирех пурăнтăмăр. Çемье пурнăçĕ нумая пымарĕ, 4 çултан уйрăлтăмăр. Çавăн хыççăн, 27-ре, салтак атти тăхăнма тĕв тытрăм. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламашкăн Таджикистана каяс терĕм. Раççейре 20 градус сивĕччĕ, лере çитрĕм те: 35 градус ăшă. Салтак пурнăçĕ хăйне евĕр, кăсăклă иртрĕ. Ют çĕршыва кайни, самолета ларса курни мĕне тăрать! Батальонра чăваш нумайччĕ. Вăл вăхăтра унти çĕршывра пăлхануллă тапхăрччĕ. Пирĕн чаçе икĕ хут сирпĕтме хăтланнă. Юрать, разведчиксем тĕлĕрмен.

Иккĕмĕш хут авлантăм, хĕрпе ывăл ашшĕ пулса тăтăм. Мускавра строительство енĕпе ĕçлеме тытăнтăм. Çак ĕç питĕ килĕшет. Çавăнпа ку енĕпе професси алла илес килчĕ, 3 çул каялла Шупашкарти пĕр училищĕне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Тепĕр çултан диплом илмелле. Пĕр вырăнта ларасси — ман валли мар. Кунĕпе пĕр пӳлĕмре ларма хăнăхман эпĕ, пĕрмай ура çинче пулмалла.

2017 çулхи пĕр кун пурнăçа улăштарчĕ: мăй çинче пысăк мăкăль сиксе тухрĕ. Тĕлĕнмелле, ĕнер кăна çукчĕ вĕт вăл. Эпĕ начарри пирки шухăшламан. Ăна пĕлĕш тухтăра кăтартрăм, вăл тыткаласа пăхнă хыççăн пĕр тăхтамасăр онкодиспансера каймаллине каларĕ. Диагноз çирĕпленесси пуçра та пулман. «Лимфома, больницăна выртмалла», — терĕç. Чир 2-мĕш тапхăра куçнăччĕ. Малтан пăшăрхантăм. Кайран хама алла илтĕм, кулкаласа та çӳрерĕм. Мĕн хуйхăрмалли пур? Рак вăл — намăс чирĕ тейĕн. Çынна пĕлтерес килмест вĕт. Намăсланатăн, вăтанатăн. Кайран шухăшларăм та: «А, мĕн пытармалли? Пĕлекенни çавах пĕлет», — терĕм. Чир пирки ыттисене те калама тытăнтăм. Усал шыççа хăйне намăслантармалла, унсăрăн хамăра вăтантарать. Больницăра 10 кун выртнă хыççăн хими терапийĕн курсĕ пуçланчĕ. <...>

ИРИНА КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.