- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 4 (6352) № 04.02.2021
«Çÿçе касма, юр тăрăх çарран утма хатĕр-и?»
ÇАПЛА ЫЙТНĂ РЕЖИССЕР ШУПАШКАРТА ÇУРАЛСА ŸСНĔ, МУСКАВРИ В.МАЯКОВСКИЙ ЯЧĔЛЛĔ АКАДЕМИ ТЕАТРĔН АРТИСТКИНЧЕН АНАСТАСИЯ МИШИНĂРАН. СОВЕТ СОЮЗĔН ГЕРОЙĔН ЗОЯ КОСМОДЕМЬЯНСКАЯН РОЛЬНЕ ĂНА ШАННĂ, «ЗОЯ» ФИЛЬМ ПЫСĂК ЭКРАН ÇИНЕ ТУХРĔ.
«Çĕнтерÿ пирĕн пулатех»
Зоя Космодемьянскаян паттăрлăхĕ пирки илтмен çын çук- тăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан йĕркеленнĕ партизансен чаçне 18 çулти хĕр хăйĕн ирĕкĕпе кĕнĕ. 2 пин ытла комсомолец ятарлă курс витĕр тухнă. Часах хушу панă: тăшмансем ярса илнĕ 10 яла пĕр эрнере çунтарса ямалла. Зоя Космодемьянская задание пурнăçлама кайнă. Разведчиксен шкулне лекнĕ çамрăксене тÿрех систернĕ: яваплă çак ĕç çăмăл мар, тыткăна лекнисене нушаллă вилĕм кĕтме пултарать. Зоя нимĕç фашисчĕсен аллине çакланнă. Хĕр задание пурнăçлама ушкăн командирĕпе тата пĕр боецпа кайнă. Вĕсем виçĕ çурта, лаша сарайĕсене çунтарнă. Пĕринче фронта кайма хатĕрленекен нимĕç салтакĕсем çывăрнă. Черетлĕ пÿрте çунтарма тăнă вăхăтра хĕре ял старости ярса тытнă.
Зоя виличчен нумай асапланнă. Допросра хăйĕнпе Таня тесе паллаштарнăскере çарамаслантарса пиçиххипе хĕненĕ. Часавай ăна шартлама сивĕре юр тăрăх 4 сехет çарран уттарнă, унăн урине тăм илнĕ. Нимĕçсем ăна çакса вĕлерме шухăшланă, кăкăрĕ çине «Çуртсене çунтаракан» тесе çырнă табличка çакнă. «Çĕнтерÿ пирĕн пулатех», — çапла каланă Зоя юлашки сывлăшне кăлариччен. Унăн вилли ял варринче пĕр уйăха яхăн çакăнса тăнă. Нимĕç салтакĕсем пĕрех лăпланман: ÿтне çĕçĕпе чиксе пĕтернĕ, кăкăрне касса илнĕ. Çакăн хыççăн тин Зойăн виллине тăпрапа хупланă.
Зоя Космодемьянскаян паттăрлăхĕ пирки пĕтĕм çĕршыв пĕлнĕ. Çакă совет салтакĕсене Çĕнтерÿ патне талпăнма тата вăйлăрах хистенĕ. Хĕрĕн шăллĕ Шура аппăшĕшĕн тавăрас тĕллевпе 17 çултах фронта тухса кайнă, пĕртăванĕ пекех Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, «Зойăшăн» тесе çырнă танкпа тăшмана тĕп тунă. Вăл 1945 çулхи ака уйăхĕнче çапăçура вилмеллех аманнă.
Сурана виçĕ сехет гримланă
Зоя Космодемьянская çинчен фильм ÿкересси пирки 2016 çултах, Герой паттăрла вилнĕренпе 75 çул çитнĕ май, сăмах хускатнă. Кино ÿкерме ун чухне РФ культура министрĕ пулнă Владимир Мединский сĕннĕ. Фильма министерство, кино фончĕ, Раççей çар историйĕн обществи пулăшнипе экран çине кăларнă. Укçан пĕр пайне ырă кăмăллă çынсем пухнă.
Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă фильма 2019 çулта Беларуçра ÿкерме тытăннă. Иккĕмĕш планри рольсенче вун- вун кинофильмра выляса чапа тухнă артистсем пулнă, тĕп рольсене калăпланă актерсен ячĕсене вара халăх хальччен илтмен. Пирĕн ентешшĕн Анастасия Мишинăшăн ку фильм — дебют. Тĕрĕссипе, 27 çулти артистка хальччен кинора ÿкерĕнмен мар. Вăл «Вольф», «Заключение» сериалсенче пысăках мар рольсене калăпланă, хальлĕхе вĕсем экран çине тухман-ха.
Анастасийăна Зоя рольне мĕнле шанса панă-ха? Çамрăк актриса кинофильм ÿкерме хатĕрленнине пĕлсен Леонид Пляскин режиссерпа тĕл пулнă. Вăлах — сценарист. Режиссер тĕп роль валли актриса суйланă чухне Анастасия Мишина Зоя Космодемьянскаяпа пĕр сăнлăрах пулнине те шута илнĕ: «Настьăпа «Высота 220» кино тĕрĕслевĕ иртнĕ чухне паллашрăмăр. «Зоя» фильмăн кастингĕнче хăйне ыттисенчен лайăхрах кăтартрĕ. Манăн паллă актриса тупас тĕллев çукчĕ. Чи кирли — пĕр сăнлăрах пулни. Зойăн сăн ÿкерчĕкĕсем упранса юлнă-çке». Сăмах май, фильма ÿкернĕ чухне архиври материалсемпе усă курнисĕр пуçне партизанкăна вĕлернĕ саманта астăвакан çынсен историйĕсене те шута илнĕ. Ун чухне çав хăрушă ÿкерчĕке курнă икĕ çын çеç п у р ă н нă, вĕсен аса илĕвĕсене режиссер кăшт çеç улăштарнă.
Сценарие вуланă май Анастасия шикленнĕ. Çăмăл мар çак роле кам выляма пултартăр? Тĕрĕслеве кайнă чухне вăл ниме те шанман, Зоя рольне калăплама никам пĕлмен артиста мар, гениллĕ çăлтăра суйласси пирки шухăшланă. Анастасийăн фильм ÿкернĕ вăхăтра темĕн тума та тивнĕ, вăрăм сарă çÿçне кастарса хурапа сăрланă. Ĕçе пуçличчен режиссер ăна вăрçă вăхăтĕнче оккупацие лекнĕ ял хĕрарăмĕ пирки ÿкернĕ фильм курма сĕннĕ.
Кинофильмра чуна çÿçентерекен, çурăм тăрăх сивĕ тар чуптаракан самант чылай, нумайăшне монтажа кĕртмен те. Анастасийăшăн чи хăрушши Зоя хыççăн нимĕç салтакĕсем хăвалани пулнă. Ку кадра çуркунне ÿкернĕ, шăннă кÿлĕ тăрăх чупма тивнĕ. Ура айĕнчи пăр шатăртатни шиклентернĕ, шыва кĕрсе ÿкессĕн туйăннă. Сценăна ÿкерме 7 дубль тунă. Нимĕçсем Зойăна хăрушла асаплантарнă. Тепĕр кадр: нимĕç салтакĕ унăн ура тупанне çĕçĕпе чикет, юн юхать. Суран чăн-чăнни пекех курăнтăр тесе актрисăн урине виçĕ сехет гримланă. Кун хыççăн Анастасийăна ÿкерÿ лапамне алă çинче йăтса кайнă. Зойăна çакса вĕлернĕ саманта ÿкернĕ чухне дублер пулăшнă. Çăмăл пулман, 15 дубльтен тин «пиçсе» тухнă. Ÿкерÿ лапамĕнче Настьăшăн пурте пăшăрханнă, массовкăра вылянă пĕр мучи куççуль витĕр: «Хăрамастăн-и?» — тесе ыйтнă.
Фильмăн премьери кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускавра пулнă. «Картина пуçламăшĕнче Зоя — телейлĕ хĕр, унăн малашлăхĕ пысăк пек. Вăрçа пула пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Пĕрремĕш задание кайсан вăл Тăван çĕршыва, халăха пулăшассишĕн çунать. Фильмра тепĕр самант пур, Зоя хăй улшăнать те ăнланать: малалла тата йывăртарах, хăрушăрах пулĕ. Куракан çакна, вăл урăх çын пулс а т ă н ă с а манта, асăрхасса шанатăп», — палăртнă артистка. Шкулта Зоя Космодемьянскаян паттăрлăхĕ çинчен вуланă хĕр чылай çултан кинора унăн сăнарне калăпласси пирки шухăшламан та, ĕмĕтленме те пултарайман.
Востоковед мар, артист
«Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Пĕр енче пысăк çуртсемччĕ, çул урлă кивĕ икĕ хутлă йывăç пÿртсем ларатчĕç. Ача чухне яла час-часах çÿреттĕм, хаваспах пахчара чакаланаттăм, ĕне те сунă», — аса илнĕ Анастасия Мишина. Вăл тĕп хулари 5-мĕш гимназире ăс пухнă. Аслă классенче шкул театрĕнче вылянă, анчах ку енĕпе вĕренме кайман. Аттестат илсен востоковед пулас тĕллевпе Мускаври Аслă экономика шкулне çул тытнă. Анчах нимĕнле востоковед та пулман вăл, 2016 çулта Анастасия Раççей театр искусствисен институчĕн режиссер факультетне пĕтернĕ. РФ халăх артисчĕ Леонид Хейфец патĕнче ăсталăхне туптанăскере тăваттăмĕш курсрах В.Маяковский ячĕллĕ академи театрĕн труппине йышăннă. Студентсен ретĕнчен тин тухнă хĕре «Дон Жуан» спектакльте роль шанса панă. Халĕ вăл «Обломов», «Пигмалион», «Блажь», «Изгнание/Мой друг Фредди Меркьюри» поста-новкăсенче вылять. Юлашкинчен асăннă спектакльте артистка тÿрех виçĕ сăнара калăплать. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Шăнса пăрланнă çăкăра çинĕ
Ялта селĕм хĕре ытарайманнипе «Хитре Матрÿне» тенĕ. Çинçе пилĕклĕ, чăмăркка питлĕ пикене каччăсем куç хывнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çамрăксен çутă ĕмĕчĕсене татнă. Шкул ачисен аслисемпе тан ĕçе кÿлĕнме тивнĕ, яш-кĕрĕм хаяр тăшманпа çапăçма фронта тухса кайнă.
Ашшĕпе хĕрĕ — хÿтĕлев чиккинче
Матрена Афанасьева Элĕк районĕнчи Прашкушкăнь ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Егор Николаевичпа Ульяна Степановна 5 ачана кун çути парнеленĕ. Тĕне ĕненекен мăшăр ывăлĕ-хĕрне Çветтуйсен ячĕсене панă: Михаил, Матрена, Мефодий, Мария тата Мафусаил. Çапла вĕсем ачасене пирĕшти упрасса шаннă. Егор Николаевичпа Ульяна Степановна утар тытнă, ытлă-çитлĕ пурăннă. Вĕсем ялта чи малтан электричествăпа усă курма пуçланă. Кил хуçи çил арманĕ лартнă, пÿрте çутă кĕртнĕ. Мăшăр ачисене вĕрентессишĕн çуннă. Асли Михаил ветеринар специальноçне алла илнĕ. Анчах каччă профессипе ĕçлеме ĕлкĕреймен, вăрçă пуçланнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна повестка панă. Пĕр çапăçура унăн алли вăйлах аманнă. Госпитальте сипленсен ăна киле янă. Яла таврăнсан Михаил ветеринари тухтăрĕнче ĕçлеймен, товароведа вырнаçнă.
Вăрçă пуçлансан 17-ри Матрÿнене сурăх фермин заведующийĕ пулма сĕннĕ. Анчах вăй илеймен путексем нумаййăн вилнине пĕлсен хĕр яваплă ĕçе хăйĕн çине йышăнма шикленнĕ. Хайхискер ялти ытти çамрăкпа пĕрле Çĕмĕрле районне вăрман касма кайнă. Хĕрсем йывăр ĕçрен хăраман: каснă йывăçа туратран иртнĕ, тункатасене чавса кăларнă.
Тăшман Мускав патне çывхарнă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хĕрарăмсемпе ватă çынсене янă. Çав çул хĕлле шартлама сивĕ тăнă. Матрÿнепе пĕрле ашшĕ те окоп чавма кайнă. Кил-тен чиксе тухнă çăкăр татăкĕ çул çинчех шăнса пăрланнă. Хырăм выçсан ăна çаплипех катса çинĕ. Апат пĕçерсе çитермен, ăш хыпсан та юхан шывран ĕçнĕ.
Ашшĕпе хĕрĕ кăрлач уйăхĕчченех окоп чавнă. Çак тапхăра Матрÿне халĕ те пăлханса аса илет. Чылайăшĕ шăнса чирленĕ. Ашшĕпе хĕрне килте çывăх çыннисем кĕтнĕ. Вĕсене те çăмăл пулман. Амăшĕ ĕçе кайсан 12-ри Мефоди асли вырăнĕнче юлнă, шăллĕпе йăмăкне астунă, хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă. Колхоз уй-хирĕнче кунĕпех пилĕк авакан хĕрарăмăн тĕпренчĕкĕсене лăпкама вăхăт пулман. Мефоди çăпата хуçнă. Çулталăкран çемье пуçне Егор Николаевича çар комиссариатне чĕннĕ. Вăл та тăванĕсемпе сыв пуллашса вăрçа тухса кайнă.
«Ял урамĕсем пушанса юлчĕç. Ача-пăчан хаваслă сасси илтĕнме пăрахрĕ. Хĕрарăмсемпе кар-чăксем, стариксем, вĕтĕр-шакăр çеç тăрса юлчĕç», — ассăн сывласа аса илчĕ Матрÿне аппа.
Ял халăхĕ нушине самаях курнă, выçăллă-тутăллă пурăннă, кăмака хутма вутă пулман. Юрать, колхоз председателĕ кăштах пулăшнă: хĕл варринче ял çыннисене пăртак тырă валеçнĕ. Матрÿне аппа кашни пĕрчине пуçтарнине нихăçан та манас çук. Вăрçă çулĕсенче тырă тухăçĕпе савăнтарман. Лутраскере чĕркуçленсе вырнă, çĕр çине ÿкнĕ кашни пĕрче пухнă. Çуркунне колхоз председателĕ Етĕрне районĕнчи завода кайса пĕр лав çĕрĕк çĕр улми кÿрсе килнĕ, ăна халăха валеçнĕ. Çемьесемшĕн ку пулăшу пулнă, унран пашалу пĕçерсе çинĕ.
Çĕтĕк тумпа çÿретмен
1944 çулта Матрÿнен çывăх тусĕ Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕн каччипе çемье çавăрнă. 21-ри хĕр юлташĕ патне хăнана кайнă. Чиперскере вăрçăран аманса таврăннă салтакпа Аркадий Афанасьевпа паллаштарнă. Вăл Матрÿнене килĕштернĕ, качча тухма ыйтнă. Пике ашшĕ- амăшне çăмăлрах пултăр тесе çеç килĕшнĕ. Аркадий Сталинграда хÿтĕленĕ, нимĕç çарĕн фельдмаршалне Фридрих Паулюса тыткăна илнине курнă. Чăваш каччи çывăхĕнче снаряд ÿксе çурăлнă, ванчăкĕ ÿпкине тăрăннă. Тух-тăрсем ăна тĕкĕнме хăранă. Госпитальте сипленнĕ салтак тăван тăрăха таврăнсан çемье çавăрма шут тытнă. Çамрăксем 1944 çулта мăшăрланнă.
Салтак сусăр пулсан та больница тăрăх çÿресе инвалидноç туман. Хăйĕн вăйне шаннă арçын ăста платник пулнă. Йывăр ĕçлеме юраманнине пĕлсе тăрсах нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Аркадипе Матрÿне 7 ача çуратнă. Вĕсене ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшнă. Çĕвĕçе вĕренмен пулин те Аркадипе Матрÿне ывăлĕ-хĕрне кĕперен пуçласа пальто таранах çĕлесе тăхăнтартнă. Арçын пусмана сăрласа типĕтнĕ, ачисем валли шкула çÿремешкĕн пиншак хатĕрленĕ. Ăшă пушмак, тумтир туянма укçа-тенкĕ пулман, çапах тĕпренчĕкĕсене çĕтĕк-çурăк çÿретмен, хăйсемех кăçатă йăваланă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕлĕкре те трактор пуçтарать
Тухтăрсем Евтихий Федоровăн урине татма темиçе хут та хатĕрленнĕ. Анчах арçын килĕшмен. Ăна остеомиелита (шăмăра тата шăмă сăссинче аталанакан чир) пула ури канăç памасть, йывăр ĕçлесенех ыратма пуçлать. Евтихий Иванович суранран тухакан пÿре тасатать, бинтпа çавăрса çыхать, кăшт канать те кил картишне васкать.
«Алâ усса ларма вâхâт çук», – терĕ Муркаш районĕнчи Вăрманкассинче пурăнакан Евтихий Федоров. Вăл — чăн-чăн «Кулибин». Çурт умĕнче ларакан тракторсем юр айне пулнăччĕ ĕнтĕ, кабинисем çеç кăшт курăнатчĕç. Унтах — прицепсем.
Кил хуçи çак ялтах çуралса ÿснĕ. Иван Федоров кĕçĕн ывăлĕ валли ят шыраса хăшкăлман. Мур-каш районĕнчи «Знамя труда» колхоз председателĕнче Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евтихий Андреев ĕçленĕ. Вăл пÿлмесенчи тырă пахалăхне тĕрĕслеме пушмакне хывса çарран кĕнĕ. Тĕлĕнмелле пра-вур çын пулнă. «Манăн ывăл та ун пекех ĕçчен тата тăнлă пултăр», — тенĕ ачи çине тинкерсе Иван Федоров. Чăнах та, кĕçĕнни аслисенчен пĕр шит те юлман. 8-мĕш класра вĕренекен арçын ача техникăпа кăсăкланма пуçланă — электророллера салатнă, пуçтарнă. Шкул ачи хăйĕн валли ĕç тупсах тăнă: моторсене юсаса ĕçлеттернĕ, мотоцикла тапратса ял тăрăх çаврăннă. Урамри ачасем ун хыççăн кĕпĕрленсе çÿренĕ.
18 çул тултарсан Евтихий Федоров салтак атти тăхăннă. Чăваш каччи Инçет Хĕвел тухăçне авто-мобиль çарне лекнĕ. Унта «асаттелĕх» вăйлă пулнă. Аслисем кĕçĕннисене сăлтавсăрах хĕненĕ. Евтихий Федоров та çакна чăтса ирттернĕ. Пĕррехинче йывăр суранланнă салтака госпитале илсе кайнă. Унăн сулахай пĕççи хытах аманнă. Тухтăрсем Евтихий Ивановичăн урине сыхласа хăварнă. Салтак костыльпе çÿренĕ, майĕпен сулахай ури çине пусма пуçланă. Ăна больницăран кăлариччен тухтăрсем комисси йĕркеленĕ. Федоров салтакăн сывлăхне тепĕр хутчен тĕрĕсленĕ, вăл хĕсметре малалла тăма пултарассине сÿтсе явнă. Медиксен пĕтĕмлетĕвĕ яша савăнтарман.
«Эпĕ хама сусăр тесе шутламастăп. Госпитальте сипленнĕ вăхăтра пуç усмарăм. Тухтăрсем киле çур çуллăха ярасси пирки пĕлтерсен хăраса ÿкрĕм. Яла мĕнле таврăнас? Килĕшмерĕм. Служба вĕçленсен тин тăвансемпе тĕл пултăм», — калаçăва тăсрĕ Евтихий Иванович. Федоровсен çемйинче — 6 пĕртăван. Кĕçĕнни Евтихий — тĕпкĕч. Салтак аттине хывсан каччă колхоза тракториста вырнаçнă. Т-150 трактор кабининче сивĕ пулнă, ури пĕрмай шăннă, сулахай пĕççи ыратма пуçланă. Евтихий Ивановичăн 3 çултан ĕçе пăрахма тивнĕ. Тухтăрсем те пулăшма шантарман, урине татма сĕннĕ. Арçын шухăша путнă. Урасăр юлсан килти ĕçсене епле пурнăçламалла? Çемьене мĕнпе пулăшмалла? Кил хуçи çÿремешкĕн хăйĕн валли техника ăсталама шут тытнă. Çапла 30 çул каялла Федоровсен кил картишĕнче пĕрремĕш трактор тапраннă.
Çĕнĕ техника валли тимĕр- тăмăр хăвăрт пухăннă. Ял çыннисем Евтихий Иванович трактор пуçтарнине пĕлсен кивĕ техника пайĕсене панă. Кил хуçи арăмĕ мăшăрĕ пĕрмай гаражра аппаланнă-шăн, кил картишне тимĕр-тăмăрпа тултарнăшăн кăмăлсăрланнă. Каярахпа упăшки ăсталанă техника хуçалăхра пулăшнине кура лăпланнă.
Евтихий Федоровăн кашни ĕçе пурнăçламашкăн уйрăм техника пур: сухалаканни, сÿрелекенни, çĕр улми лартаканни, ăна купалаканни, курăк çулаканни, утта тавăрса пуçтараканни... «Кулибин» пĕлтернĕ тăрăх, 1 трактора пуçтарма 1 уйăх та çителĕклĕ. Ăна ăсталамашкăн пайсем пулччăр çеç. Евтихий Ивановича ывăлĕсем пулăшаççĕ. Мускавра пурăнаканскерсем яла килсен ашшĕпе пĕрле гаражра аппаланаççĕ.
«Ĕçе пуçăниччен схема-проект туса аппаланмастăп. Веçех пуçра тытатăп. Пĕррехинче токарь ста-нокĕ умĕнчех çывăрса кайрăм. Çав хушăра тĕлĕкре пайсене мĕнле çыхăнтармаллине куртăм. Пуç тĕлĕкре те ĕçлет, шухăшлать. Халĕ интернетра та темĕн те пур. Тĕрлĕ сайтра хам пек ăстасене пăхма пуçларăм. Вĕсен опычĕпе паллашма питĕ кăсăклă», — пĕлтерчĕ Евтихий Иванович. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
«Серëжа ку тĕнчене мăнук урлă килĕ»
Нина Германова пÿртре кашни сасса илтсе тавралла пăхкаланă, тин кăна сивĕ тăпрапа хупланă ывăлĕ килессĕн туйăннă ăна. «Нина, макăрса пĕрех нимĕн те тăваймăпăр. Наташа ÿсет, мăшăрланать, пирĕн Сережа ку тĕнчене мăнук урлă килĕ», — татăлса йĕрекен арăмне лăплантарнă Герман Германов. Ывăлĕ Сергей 16 çулта чухне сарăмсăр вилнĕ, кĕçĕнни Наташа 7-мĕш класра вĕреннĕ. Нина Ивановна пысăк хуйхă хыççăн аçа çапнă йывăç пек хуçăлса ÿкнĕ. Упăшки çапла каласа лăплантарни, Наташа пурри çеç ăна малалла пурăнма вăй хушнă.
Çĕнĕрен пурăнма вĕреннĕ
Нина Германовăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ питĕ лайăх иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ, икĕ пиччĕшĕ, пĕр шăллĕ пулнă унăн. Муркаш районĕнчи Йÿçкассинче çуралса ÿснĕ Нина хĕр пĕвне кĕрсен Вăрманкасси каччипе паллашнă. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл хăйĕнчен 6 çул аслăрах Германа палламан та. Каччă совхоза водителе ĕçе вырнаçсан хÿхĕм хĕре куç хывнă, руль умĕнче пынă чухне те чарăнсах калаçнă. «19-та качча тухрăм. Юратсах пĕрлешрĕмĕр. Герман романтикчĕ. Кĕтÿ пăхма кайсан улăхри чечексене парнелетчĕ, пĕр ывăç çырла татса çитеретчĕ. Темĕн те пулнă пурнăçра: пĕр-пĕрне ăнланманни те, кÿрентерни те. Çамрăк чухне çапла пуль вăл. Ватăлсан тин пĕр-пĕрне хаклама, хисеплеме пуçлатпăр», — çамрăклăхне аса илчĕ нумаях пулмасть 60 çул тултарнă Нина Ивановна.
Герман Архипович çемьери виçĕ ывăлтан чи кĕçĕнни, тĕпкĕчĕ, пулнă. Ашшĕ вăл авланичченех çĕре кĕнĕ, учительте ĕçленĕ амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Нина кивĕ пÿрте качча килнĕ. Çамрăксем пĕрлешсен кил-çурта çĕнетнĕ, ывăлпа хĕр çуратнă. 1998 çулта çемьене пысăк хуйхă пырса çапнă. 16-ри ывăлĕ Сережа çут тĕнчерен уйрăлсан Нина Ивановнăн пурăнас килмен. «Тĕнче пĕтнĕн туйăнчĕ. Вăхăт сиплет тени — пустуй сăмах. Малтан чĕрере юн тумалать, куççуле чараймастăн. Вăхăт иртсен чун ыратăвне шалалла пытаратăн, çынна кăтартма пăрахатăн. Йăл кулатăн, калаçатăн, суранĕ вара чĕререх. Наташăшăн çĕнĕрен пурăнма вĕрентĕм. Анчах Сережăсăр…» — 22 çул каялла пулса иртнине аса илсе куççульне чараймарĕ Нина Ивановна. Ывăлне пытарсан вăл хăйĕн валли вырăн ту-пайман. Çулла 1-2 кун сиктерсе масар çине çÿренĕ, куççуль витĕр Сережăн сăн ÿкерчĕкĕпе калаçса чуна пăвакан туйăмсене ирĕке кăларнă.
Пĕр пеклĕх нумай
Германовсем пĕртен-пĕр хĕрне 27-ре качча панă. Наташа çие юлсан савăнăçĕпе амăшĕпе пайланнă. «Анне, пирĕн ывăл е хĕр пулать?» — ыйтнă вăл. «Ывăл», — пĕр иккĕленмесĕр хуравланă Нина Ивановна.
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче амăшĕпе хĕрĕ телефонпа çĕрĕпе калаçнă. Нина Ивановна çăмăлланма хатĕрленекен Наташăна ăшă сăмахсемпе хавхалантарнă. «Çуратрăм, ывăл», — хыпар çитнĕ Наташăран ирхине. Çемье пуçĕ Герман Архипович ун чухне çывăрнă, Нина Ивановна мăнук çуралнине пĕлсенех савăннипе макăрма пуçланă. «Герман, тăр, пирĕн Сережа килчĕ», — вăратнă арăмĕ упăшкине. Ĕçе çитсен те вăл савăнăç куççульне чарайман. «Мĕн пулчĕ?» — ыйтнă унран. «Ма-нăн Сережа килчĕ», — тенине илтсен ĕçтешĕсем ун çине шанмасăртарах пăхнă. Мăнук Кирилл çуралнине пĕлсен вĕсем те унпа пĕрле савăннă.
«Кирилпа Сережăн пĕр пеклĕх нумай: кăмăлĕ, тыткаларăшĕ… Унпа эпир питĕ çывăх, çав тери хытă юрататăп ăна. Вăл çуралсан пурăнмашкăн татах вăй хушăнчĕ», — мăнукĕ пирки калаçнă чухне йăл кулчĕ Нина Ивановна. Анчах савăнăçĕпе пĕрле хуйхи юнашарах çÿренĕ…
Приговор евĕрех
Герман Архипович ыратнине туйсан та çывăх çыннисене пĕр сăмах та шарламан, чăтнă. 60 çул тултарсан тивĕçлĕ канăва тухнă. Çавăн чухне тин сывлăхĕ хавшанине калама тытăннă. «Пенсие тухса канлĕ пурăнас чухне çак чир мана мĕн тума лекрĕ-ха?» — чунне уçнă вăл арăмĕпе.
2015 çулхи юпа уйăхĕнче Нина Германа Шупашкарти больницăна сывлăхне тĕрĕслеттерме илсе кайнă. «Усал шыçă, юлашки тапхăр. Нумайран та тепĕр çур çул пурăнайĕ», — тухтăрăн сăмахĕсем приговор пекех янăранă. Нина Ивановна упăшкине чирĕ пирки каламан. Анчах вăл та ăнланнă-тăр, нимĕн те ыйтман. «Арăмăн тивĕçĕ — мăшăра пăхасси. Раштав уйăхĕнче пенсие тухмаллаччĕ. Упăшкана пăхмалла тесе ĕçрен каясшăнччĕ. Ĕçтешĕмсем йывăр вăхăтра алă пачĕç, ирĕклĕ графикпе вăй хутăм. Ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăм, — пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă чухне Нина Ивановнăн куçĕ пĕрре те типмерĕ. — «Нина, эп вилсен мĕнле пурăнăн ĕнтĕ?» — тетчĕ пĕрмай. «Вилесси пирки мар, пурăнасси çинчен калаç», — лăплантараттăм. Чир хăрушă пулнине пĕлсен те вăл сываласса шанаттăм. Чей ĕçтермессерен, эмел памассерен, çăвăнтармассерен каçару ыйтатчĕ. Çак сăмаха кунне 30-40 хут калатчĕ. «Çамрăк чухне пурăнма пĕлмен. Пулнă-иртнĕ, эпĕ сана каçарнă, Турă сана каçартăр», — теттĕм шанчăка çухатмасăр. Паянхи кун та пурăннă тăк пăхăттăм. Çемье каçарма пĕлменрен арканать».
Нина Ивановна мăшăрĕнчен пачах уйрăлман, эмел туянма çеç тухса кĕнĕ. Çулталăкне сахалтан та икĕ хутчен больницăра выртнă. Япăх пулсанах васкавлă медпулăшу чĕннĕ, сипленсен, системăсем ярсан сывлăхĕ самайланнă та киле таврăннă. 2017 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче мăнукĕ Кирюша 4 çул тултарнă. Çак ятпа сĕтел хатĕрленĕ. Хăйне аран-аран туякан Герман Архипович та сĕтел хушшине вырнаçнă. Кирюшăна курсан, ун пирки калаçсан, хăйĕн йăлтах ыратнă пулин те, куçĕ яланах савăнăçпа çуталнă. Кирилл торт çинчи çуртана вĕрсе сÿнтериччен ĕмĕтне каланă: «Кукаçи ан чирлетĕр, сывалтăр!» Герман Архипович тÿрех макăрса янă, куççульне чарайман Нина Ивановна айккинелле пăрăннă…
Ĕлкĕреймен…
11 кунран Германовсен килĕ умне каллех медпулăшу машини чарăннă. Нина Ивановна хальхинче те больницăра сипленсен киле таврăнасса шаннă… <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас