Çамрăксен хаçачĕ 39 (6540) № 10.10.2024

10 Юпа, 2024

Чăвашла пĕлменнисем те ăна итлеме килеççĕ

Вăл чăваш эстрадинчи чи сăпайлă юрă теме пулать. Сцена ине акăш пек шуса тухать те лăпкă сасăпа юрлать. Сăмах — Диана пирки. Çак кунсенче уралнă кунне уявлакан юрăа хамăрăн тĕпеле чуна уса калама чĕнтĕмĕр.

— Диана, эсĕ çуралнă кунна халăхпа уявлама палăртнă.

— Хамăн концерта юратнă куракансене пурне те йыхравлатăп. Вĕсен хушшинче, паллах, туссемпе тăвансем те пулĕç. Концерт юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртĕ.

— Чăваш эстрадинче артистсем тĕрлĕрен. Пĕрисем сцена çине чапшăн тухаççĕ, теприсем — укçа ĕçлесе илес тесе, виççĕмĕшĕсем — киленӳ илессишĕн. Эсĕ урăхларах, сцена çине шăппăн тухса тăратăн та питĕ сăпайлăн юрлатăн. Хăвăн шухăшупа, эсĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратăн?

— Ку ыйтăва хуравлама çăмăл мар. Чи малтан, сцена çине тухиччен, юрра чун витĕр кăлармалла, ăна манăн юрлас килтĕр. Эпĕ шăрантаракан кашни юрăра — манăн туйăмсем, кăмăл вылянчăкĕ, хумхану, куляну…

— Апла çапларах пĕтĕмлетӳ тума пулать: кашни юрăра — Дианăн шалти туйăмĕ.

— Манăн малтанхи юрăсем питĕ тунсăхлă. Анчах малашне репертуарта хаваслăрах юрăсем пуласса шанатăп, мĕншĕн тесен хамăн шухăшлава улăштартăм.

— Санăн пурнăçунта веçех аван-çке. Мĕншĕн тунсăхлă юрăсем суйланă-ха эсĕ?

— Кун пирки нумай шухăшланă эпĕ. Сăлтавне пĕлетĕп. Анчах хамăн пурнăçри хăш-пĕр лару-тăру пирки çынсене пĕлтерес килмест. Эпĕ тепĕр çыннăн туйăмĕсене, чунĕнче мĕн пулса иртнине туятăп. Çакă мана пурăнма чăрмантарать. Малтан эпĕ тепĕр çын туйăмĕпе пурăннă. Халь хама алла илтĕм. Шалти тĕнчене упрама пуçларăм.

— Эсĕ сцена çинче çĕр-çĕр çын умĕнче юрлатăн. Залра вара темĕнле куракан та ларать. Эсĕ юррусене итлекенсен чĕрине кĕртетĕн.

— Манăн юрăсем итлекенсене пулăшаççех тесе шухăшлатăп. Çынсене шалти туйăмĕсене тулалла кăларма май туса паратăп.

— Халăх санăн юррусене кăмăлланине туятăн-и?

— Паллах. Туятăп анчах мар, пĕлетĕп те. Ман пата интернетра çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ, тĕл пулсан хăйсен шухăшĕсене уççăн калаççĕ. Концерта çын мĕн чухлĕ пухăннинчен, тăвăллăн алă çупнинчен те манăн пултарулăха килĕштернине туятăп.

«Манăн юрлас килетчĕ»

— Чи тĕлĕнмелли — сан çинчен элек сарнине эпĕ пачах та илтмен. Ытти юрăç пирки темĕн те калаçаççĕ. Эсĕ вара пирĕшти пек тап-таса, сан çума «элек пылчăкĕ» çыпăçмасть.

— Хам та тĕлĕнетĕп. Интернетра комментарисем вулама юрататăп. Ку таранччен мана сивĕ сăмахпа кӳрентернине асăрхаман.

— Куракансемпе юрăçа мĕн çыхăнтарать-ха? Паллах, юрă…

— Ку енĕпе манпа кулăшла самантсем те пулкалаççĕ. Пĕрпĕр уява чĕнсен арçынсем çапла шӳтлеççĕ: «Эсир килĕр çеç. Нимĕн те ан тăвăр. Пачах юрламасан та пултаратăр. Сцена çине тухса тăрăр та унталла-кунталла утса çӳрĕр кăна».

— Сцена çинче, паллах, хитре пулмалла. Эсĕ вара пур енчен те илĕртӳллĕ: сăнран та, кĕлеткерен те, тумланас енĕпе те… Сана тумтире кам çĕлесе парать-ши?

— Çи-пуç фасонне хамах палăртатăп. Шухăшсене çĕвĕç пурнăçа кĕртет. Манăн пĕр-икĕ çĕвĕç пулнă. Анчах халĕ вĕсен пушă вăхăт çук. Паянхи кун çĕвĕç шыратăп. Тен, сирĕн хаçат урлă тупăнĕ. Май килнĕ таран кашни юрă валли уйрăм тум çĕлеттерме тăрăшатăп.

— Эсĕ чăваш эстрадин сцени çинче, манăн шухăшпа, çирĕп тăратăн. Çӳлелле те вĕçсе хăпармастăн, аялалла та ӳкместĕн.

— Ӳкес марччĕ-ха. Хальлĕхе çĕнĕ юрăсем çыртарман. Вĕсем — малашлăхра. Эстрадăра хамăн вырăна тупса ку çулпа тикĕс пыни хамăн ĕçе юратнинчен нумай килет.

— Теприсем пĕр хит юрласах чапа тухаççĕ.

— Дискотекăра шăрантаракан юрăсене юрлас килмест. Кашни юрăçăн — хăйĕн итлекенĕ. Манăн концерта сиксе ташлама, кăшкăрашма мар, лăпкăн ларса юрă итлеме килеççĕ. — Çакна асăрхарăм: эсĕ арçынсемпе дуэт ытлах юрламастăн.

— Тĕрĕсех. Чи пĕрремĕш дуэта, «Çуралнă кун» юрра, Алексей Шадриковпа юрларăм. Пирĕн сасă пĕр евĕрлĕрех, юрланă чухне пĕр-пĕрне чăрмантармастпăр. Пур юрăçпа та дуэт тума çук. Е вăл сана, е эсĕ ăна сасăпа пусаратăн. Манăн Алексей Московскипе тунă дуэтсем пур. Пĕр вăхăт Типшĕм Сашукпа юрларăм. Вăл мана чылай концерта чĕнчĕ, пулăшса пычĕ, эстрадăра умри çула уçрĕ. Мана унпа юрлама çăмăл.

— Аса ил-ха: сцена çине епле тухма пуçларăн?

— Эпĕ сцена çине ялтăр çăлтăр пулас тĕллевпе тухман. Манăн юрлас килетчĕ. Вероника Арисова педагог студийĕнче ятарлă пĕлӳ илтĕм. Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ, çавăнпа чăваш эстрада артисчĕсене пĕлсех кайман тесен те йăнăш мар. Ача чухне чăвашлăхпа кăсăкланман. Пĕррехинче пĕр юрăç чăвашла юрлани кăмăла кайрĕ. Çавăнтанпа чăваш эстрадипе интересленме тытăнтăм.

— Эсĕ хулара ӳснĕ те вырăсла калаçнă. Чăваш чĕлхине вĕренме мĕн хистенĕ-ши сана?

— Манăн йăх тымар — чăваш. Малтан урăхларахчĕ, чăвашла калаçма вăтанатчĕç. Халь эпĕ чăваш культуришĕн ĕçлетĕп тесе шухăшлатăп. Юрă урлă пĕтĕм тĕнчене çĕр çинче чăвашсем те пур тесе пĕлтерес килет. Манăн концертсене республика тулашĕнчи çынсем те килеççĕ. Вĕсен хушшинче чăвашсем çеç мар, вырăссем те пур. «Чăваш чĕлхине пĕлместпĕр пулсан та сире итлеме, курма ятарласа килтĕмĕр», — тесе хавхалантараççĕ. Эпĕ ача чухне чăвашла пач пĕлмен теместĕп. Аттепе анне Шупашкар çывăхĕнчен, Питтукассинчен. Вĕсем пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăннине итлесе ӳсрĕм. Анчах вĕсем пирĕнпе чăвашла калаçман. Аслисем мĕн пупленине веçех ăнланаттăм, анчах сăмахсене пĕрлештерсе предложенипе калаçаймастăм. Çавăнпа чăвашла юрлама вĕреннĕ чухне вырăс акцентĕнчен хăтăлма тиврĕ. Нумай тăрăшрăм. Халь те мана чăвашла калаçма йывăртарах. Çапла пĕтĕмлетӳ турăм: ачасем чăвашла илемлĕ те таса калаçчăр тесен вĕсемпе мĕн ачаран чăвашла калаçмалла. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Ашшĕне пăхса купăс калама вĕреннĕ

Куславкка округĕнчи Кунер ялĕнче пурăнакан Федоровсен çемйи юрă-кĕвĕпе кăсăкланать. Чăваш эстрадине çул хывакан Яша Федоров — пултаруллă мусăкçă. Çак çула мĕншĕн суйланă-ха вăл? Уншăн ашшĕ тĕслĕх пулнă. Каччă 8 музыка инструментне калама пĕлет, пысăк сцена çинче хăйĕн концертне ирттерме ĕмĕтленет.

Çемйипех пултаруллă

— Яша, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.

— Эпĕ Куславкка округĕнчи Кунерти культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçинче ĕçлетĕп. Çавăн пекех Куславккари 2-мĕш вăтам шкулта, ачапăча искусствисен шкулĕнче, Куснарти, Кунерти шкулсенче баян, аккордеон тата купăс калама вĕрентетĕп. Атте Борис Яковлевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композитор, оркестрант, 30 ытла юрă авторĕ. Анне Любовь Алексеевна Кунерте пурăнать. Вăл та ялти культура çуртĕнче ĕçлет, заведующире вăй хурать. Малтан вĕсем аттепе пĕрле ĕçленĕ. Шел те, атте пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ ун чухне 23-ре пулнă. Атте çĕре кĕрсен аннене пулăшас тесе хуларан яла ĕçлеме килтĕм.

— Юрăç пулма ача чухнех ĕмĕтленнĕ-и эсĕ?

— Юрăç пулма ĕмĕтленмен те, шухăшламан та. Мĕн ачаран астăвасса, пирĕн килте купăс-баян сасси янăраса тăнă. Уявсенче тăвансем пуçтарăнсан яланах юрлатчĕç. Манăн та мĕнле те пулин музыка инструментне алла илес килетчĕ. Çапла аттене пăхса хам тĕллĕн купăс калама вĕрентĕм. Унтан баяна, тăмрана, гитарăна алла илтĕм.

— Пултарулăхри малтанхи утăмсем пирки каласа пар-ха. Шкулта та хастар пулнă ĕнтĕ эсĕ.

— Кунерти вăтам шкулта ăс пухрăм. Вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнтăм. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне мана музыка ытларах кăсăклантарма тытăнчĕ, çавăнпа ку енĕпе вĕренме каймашкăн шухăшларăм. Куславкка округне кĕрекен Елчĕкри «Атăл» ача-пăча музыка шкулĕнче икĕ çул ăс пухрăм. 9-мĕш класс хыççăн, 2011-2015 çулсенче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче баян калама вĕрентĕм. Çав вăхăтрах гастрольсене çӳренĕ. Пĕррехинче сцена çине тухсан мĕнле композици каламаллине манса кайрăм. Анчах çухалса кайнине кăтартмарăм, инструмента малалла каларăм. Чи малтанах эпĕ паллă юрăçсен юррисемпе каверсем турăм. Ытларах лирикăллă чăваш юррисене юрлатăп. Çăлтăрсем хăйсен юррисене шăрантарнине илтсен мана ырлатчĕç, ку мана малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ.

— Аçу-аннӳ эсĕ музыкăпа кăсăкланнине мĕнле йышăнчĕ?

— Музыкăпа кăсăкланма мана шăпах аттепе анне хавхалантарчĕç. Вĕсемпе тата 3 аппапа пĕрле район тата республика шайĕнчи çемье ансамблĕсен конкурсĕсене хутшăнаттăмăр. «Выля, хут купăс» республика конкурсĕнче те палăрнă эпир. Лауреатсем, çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă. Тĕрлĕ хулана концертсемпе те çитнĕ, телевиденире те юрланă.

— Ятарлă пĕлӳ илсен ăçта ĕçлеме вырнаçрăн?

— Виççĕмĕш курсра ăс пухнă чухне Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çуртĕнче «Горница» ансамбльте аккомпаниаторта ĕçлерĕм. Унтан салтак аттине тăхăнма вăхăт çитрĕ. Çулталăкран Çĕрпӳри культура çуртĕнче ĕçлеме тытăнтăм.

— Пур çĕре те ĕлкĕрме ăçтан вăхăт тупатăн-ха?

— Ĕлкĕрме тивет. Хамăрăн тăрăхра эпĕ çеç çамрăк мусăкçă, çавăнпа мана пур çĕре те чĕнеççĕ (кулать. – Авт.).

— Паллах, аçу питĕ ир пурнăçран уйрăлни саншăн пысăк хуйхă пулнă. Мĕнле чăтса ирттертĕн?

— Çур çул ниçта та тухмарăм. Юрлама та пăрахрăм. Чăнах та, питĕ йывăрччĕ. Çапах каярахпа хама алла илтĕм. «Кун пек ларнипе нимĕн те пулмасть, пурнăç малалла пырать-çке», — терĕм те атте-анне çинчен каверсем шăрантарма, хамăн юрăсене кĕвĕлеме тытăнтăм. Çапла пуçĕпех пултарулăх авăрне путрăм. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕрремĕш миллиона çĕнсе илеççĕ

Икĕ çул каялла Владимир Авданов Пĕтĕм Раççейри «Санăн утăм» проектăн «Тăватăп» трекне хутшăннă. Проекта хутшăнса йĕкĕт паха опыт пухнă. Халĕ вăл — çак мероприятие йĕркелеме пулăшакансенчен пĕри. Каччă Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультетĕнче магистратурăра вĕренет.

Владимир 2-мĕш курсра ăс пухнă чухне Чăваш Енри студентсен отрячĕ валли проект хатĕрленĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ. Чи лайăх ĕçсене Чулхулара хакланă. Владимир Авдановăн проекчĕ çĕнтереймен, çапах вăл округ тапхăрне тухма пултарнăшăн «Больше, чем путешествие» программăпа килĕшӳллĕн Санкт-Петербурга пĕр эрнелĕхе каймашкăн путевкăна тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Санăн утăм» проектăн регионти тапхăрĕ иртет. Ку конкурса «Раççей — майсен çĕршывĕ» Президент платформипе килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ. Вăл чи хастар та пултаруллă студентсене пухать. Иртнĕ эрнере университетра проектăн презентацине ирттерчĕç. Унта 1-мĕш курсра вĕренекенсем чылаййăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Дарья Ластухина та пулчĕ. Хĕр биотехнологипе агрономи факультетĕнче ăс пухать. Вăл «ПервопроХодец» трекне хутшăнать. Çавăн пекех хĕр «Пĕрремĕш курссен çапăçăвĕ» онлайн-квизра та вăй виçнĕ. «Çĕннине пĕлес, хама тĕрĕслес терĕм», — пĕлтерчĕ Дарья проекта мĕншĕн хутшăнма шухăшланине ыйтсан. «Санăн утăм» проект пирĕн республикăра 4-мĕш çул иртет. Унта хутшăнса чылай студент хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш миллиона çĕнсе илет. «Хамăрăн студентсемпе тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Сăмахран, «Санăн утăм» проектăн 2-мĕш тапхăрĕнче «Тăватăп» конкурс трекĕнче Анна Москалева çĕнтерчĕ. Вăл хăйĕн пуçарăвĕшĕн 1 млн тенке тивĕçрĕ. Пирĕн студентсем ытти конкурс трекĕсене те хутшăнаççĕ, унта малти вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн студентсем Раççейри чи лайăх студентсен йышне кĕрсе тӳлевсĕр çул çӳреве кайма тивĕç пулчĕç. Халĕ 1-мĕш курсра вĕренекенсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Вĕсем валли «ПервопроХодец» трек йĕркеленĕ. Унпа килĕшӳллĕн 1-мĕш курс студенчĕсем тĕрлĕ задание пурнăçлаççĕ. Унтан вĕсен йышĕнчен Раççейри чи лайăх 200 студента палăртĕç. Пирĕн вĕренекенсем те çав списока кĕрессе шанатпăр», — пĕлтерчĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăксен политикин пайĕн ертӳçи Анна Николаева. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çырлана кайсан та йăмăкĕпе сăвăласа калаçнă

Ксения Кошелева Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра çуралса ӳснĕ, халĕ Мускавра пурăнать, чăвашла таса та илемлĕ калаçать. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ, пĕлтĕр «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсра «Чăвашла поэзи» номинацире çĕнтернĕ.

Амăшĕн витĕмĕ

— Ксюша, хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха. Мĕнле çемьере ӳснĕ эсĕ?

— Аттепе анне – вĕрентекенсем. Çемьере 4 хĕр çитĕнтĕмĕр. Асли пулнăран йăмăксене яланах тĕслĕх кăтартма тăрăшнă. Ачалăхăм чи çутă, ăшă самантсемпе çырăнса юлчĕ. Аттепе анне, асаттепе асанне çунатти айĕнче телейлĕ ӳсрĕм.

— Шкула пĕрремĕш класа кам çавăтса кайрĕ?

— Çав кун асанне ирех пирĕн пата пысăк чечек çыххи илсе килчĕ, вĕрентекене пама хушрĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ хам шкул ачи пулса тăнине ăнланман та. Учительсен ачи пулнăран шкула вĕсемпе малтан та çӳренĕ. Вăл маншăн кил пекех шутланнă. Килти ĕçсене пурнăçлама тытăнсан тин хам шкул ачи иккенне ăнлантăм. Эпĕ пурпĕрех урам ачи пулнă /кулать. – Авт./. Парта хушшине ларсан çеç кĕнеке вулама вĕрентĕм.

— Учительсен ачине шкулта вĕренме çăмăлрах ахăртнех.

— Атте Александр Иванович ун чухне ОБЖ тата физкультура предмечĕсене вĕрентетчĕ, халĕ вăл – Çăкалăх шкулĕн директорĕ. Анне Юлия Васильевна ачасене чăваш чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшать. Пирĕн вăхăтра ача сачĕ çукчĕ, çавăнпа пĕчĕклех шкула илсе çӳренĕ. Манăн çавăн чухнех темĕн те пĕлес килетчĕ. Йăмăксем те: «Сана кура эпир те шкула юратрăмăр», — теççĕ халĕ. Анне манăн класс ертӳçиччĕ, манăн паллăсене курсах тăнă. Çавăнпа лайăх вĕренме тăрăшаттăм. 1-мĕш класра анне патне пырса «анне» тесе чĕнтĕм те, тепĕр вĕрентекен мана: «Шкулта анне мар, Юлия Васильевна», — терĕ.

— Республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçата хăçан çырма пуçларăн?

— Кунта, паллах, аннен витĕмĕ пысăк. Вăл «Хунав» литература кружокне ертсе пыратчĕ. Сăвă, хаçат валли заметка çырма вĕреннисĕр пуçне унта ӳкеретчĕç те. Пĕррехинче уроксем хыççăн эпĕ те унта юлтăм. Ачасен пĕр ĕçĕ, унта вутăша ӳкернĕччĕ, çав тери килĕшрĕ. Аннене ыйту хыççăн ыйту парса тертлентертĕм ахăртнех. Вăл тепĕр кунхине мана хутсем, сăрăсем туянса пачĕ. Ӳкерме юратасси çакăнтан пуçланчĕ. 11-мĕш класс пĕтеричченех хамăн ӳкерчĕксене «Тантăша» ярса парса тăтăм. Çав вăхăтрах сăвăсем, заметкăсем пичетленчĕç.

— Пĕрремĕш заметка тухсан савăнтăн-и? Журналист пулма ĕмĕтленмерĕн-и?

— Савăнма та пĕлмен пуль. Çулсем иртсен республика шайĕнче тухса тăракан кăларăмра манăн ĕçсем кун çути курнине урăхларах йышăнма пуçларăм. Çывăх çынсем хавхалантаратчĕç. Журналист пулма вара эпĕ нихăçан та шухăшламан. Çырас килетчĕ, анчах ытларах илемлĕ литература енне туртăнаттăм.

— Эсĕ «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ те пулнă.

— Хура тинĕс хĕрринче «Орленок» ачапăча лагерĕнче канма путевка парнелерĕç. Питĕ савăннăччĕ. Ĕненес те килмерĕ. Ĕçлесен, тăрăшсан веçех пулать.

— И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн географипе биологи уйрăмне суйлани мĕнпе çыхăннă?

— Шкул хыççăн ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах чун пултарулăх еннех туртăннăран шухăша улăштартăм. Тĕрĕссипе, журфака та кĕнĕччĕ. ЧППУран вĕренсе тухсан нумаях ĕçлемерĕм, Мускава куçса кайрăм.

— Ахăртнех, студент пурнăçĕ кăсăклă самантсемпе асра юлнă.

— 11-мĕш класс пĕтерсен текех ăмăртусене, конкурссене хутшăнаймăп тесе куляннăччĕ. Хуларан каялла яла таврăнас килетчĕ. Икĕ-виçĕ уйăхран лăплантăм. Студент пурнăçĕ те пуян: конкурссем, ăмăртусем… Уйрăмах 1-мĕш курсра пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ. «Студентсен çуркуннине» хатĕрленни манăçмасть. Килĕшетчĕ вăл мана. — Эсĕ — художник та. Çак ăсталăха ăçта вĕрентĕн?

— Ӳкерме юратнине кура мана кашни çуралнă кунра сăрăсем, хутсем парнелетчĕç. Анчах темшĕн çак енĕпе вĕренмерĕм. Университетра та декорацисем тăваттăм. Преподавательсене наука кĕтесĕсем тума пулăшаттăм. Мускава кайсан айпад туянтăм та ăсталăха аталантарма шухăшларăм. Ытларах Чăваш Енпе, унăн культурипе çыхăннă ӳкерчĕксем, иллюстрацисем тăватăп: чăвашла тумланнă хĕрачасем, юмахсем…

— Хăвăн ĕçӳ хăвна килĕшменни пулнă-и?

— Ун пекки час-часах пулать. Тĕслĕхрен, пилĕк ӳкерчĕкрен 3-4-шĕ яланах килĕшмест. Айпадпа ӳкерсен килĕшменнине юсама пулать, анчах пир çинчи ĕçе тӳрлетме йывăртарах. Çавăнпа ĕçе малтан йăмăксене кăтартатăп. Вĕсене килĕшсен ăна интернета çын умне кăларатăп. <...>

Елена ЛУКИНА, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ.

♦   ♦   ♦


«Тăхтавра никама систермесĕр ял канашне çырăнма чупрăмăр»

«Эпир 60 çул ытла килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне юратакан, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан çынсем çеç çапла нумай çул телейлĕ пурăнма пултараççĕтĕр. Эпир, чăннипех те, телейлĕ», — терĕç Çĕрпӳ округĕнчи Паваркасси ялĕнче пурăнакан Василипе Галина Степановсем.

Ĕçлеме — Карагандана

1964 çулта пĕрлешнĕ вĕсем. «Пирĕн çемьере вăрçă-харçă нихăçан та пулман. Кăмăлсăрланнине пĕр-пĕрне кăтартман», — терĕç Степановсем. Паваркасси ялĕ ытла пысăках мар, çапах кунта шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ яланах пулнă. Хăй вăхăтĕнче «Цивиль», унтан «Искра» совхоз кĕрлесе тăнă. Кунта пурте пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Степановсем çинчен ыррине çеç каларĕç. Василий Степанович Паваркассинче 1945 çулта çуралнă. Çемьере ултă ача çитĕннĕ. Ашшĕ Степан Романович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фронтран сусăрланса таврăннă. Мĕн виличченех: «Хама амантнă усиллĕ тăсланкă нимĕç куç умĕнче тăрать. Смоленск патĕнчи хĕрӳ çапăçура юлташ аманчĕ. Унăн суранĕсене çыхнă чухне çаврăнса пăхрăм та инçех те мар тăсланкă нимĕç мана пенине куртăм. Сăнне нихăçан та манса каймастăп. Хул калаккинчен амантса ĕмĕрлĕхех сусăр хăварчĕ», — тенĕ вăл. Ачисемшĕн тĕслĕх пулнă вăл. «Аттепе анне пире, ултă ачине те, вĕрентсе çын тăвасшăнччĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç йывăрччĕ. Тăраниччен çăкăр çисе курман эпир. Анне ытларах чухне çĕр улмирен çакăр пĕçеретчĕ. Юрать, хăть вăл пулнă. Ялти клубра та, шкулта та Çĕнĕ çул умĕн ачасем валли уяв туса паратчĕç. Унта кашнине икерчĕ çине повидло сĕрсе паратчĕç. Унăн тути паянхи кун та çăварта. Питĕ тутлăччĕ. Ялти шкулта 8 класс пĕтертĕм те малалла Чурачăкри вăтам шкула вĕренме кайрăм. Çавăн чухне шкула Караганда хулинчен шахтера вĕренмешкĕн илсе кайма килчĕç. Илемлĕ пурнăç çинчен каласа илĕртрĕç-тĕр. Чылай ача кайма килĕшрĕ. Вĕсен шутĕнче — эпĕ те. Атте те хирĕç пулмарĕ. Учитель çеç хирĕçчĕ. Карагандана çитрĕмĕр те — пире, икĕ ачана, ытла çамрăк тесе вĕренме илмерĕç. Вĕреннĕ хыççăн шахтăра ĕçлеме тивет-çке. Унта вара 18 çул тултарсан çеç ĕçлеме юрать. Пĕр тухса кайсан каялла килес килет-и вара? Строительство училищине вĕренме кĕтĕмĕр. Унта 2 çул ăс пухнă хыççăн хулари завода ĕçе вырнаçрăм. Пирĕн килте пурте музыкăна лайăх ăнланатчĕç. Анне кӳршĕ Ямашри чиркӳ хорĕнче те юрланă. Аппасем те юрра-сăвва ăстаччĕ. Эпĕ те ачаран музыка патне туртăннă. Атте çав тери çăмăллăн ташлатчĕ. Хĕресна атте купăс калатчĕ. Ача чухне унран çак инструмента калама вĕрентĕм. Шкулта купăс пурччĕ. Арçын ачасемпе ăна черетпе калаттăмăр. Карагандара чухне ку ăсталăх тата вăйлăрах аталанчĕ. Хулари ташă каçĕсенче купăс каласа ташлаттараттăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.