- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 38 (6386) № 30.09.2021
Туя чăваш тумĕсĕр кĕртмен
Уява йĕркелеме кӳрши пулăшнă Анжеликăпа Денис — пĕр ялтанах. Çамрăксем Тăвай районĕнчи Ураскассинче выляса ӳснĕ, 10 çул каялла хĕрпе каччă пек çӳреме тытăннă. Пĕлтĕр йĕкĕт савнине мăшăрĕ пулма ыйтнă. Кăçалхи хĕлле хĕр çураçма пынă.Ун хыççăн çамрăксем туя хатĕрленме тытăннă.
— Манăн туя чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ирттерме, тăвансене наци кĕпине тăхăнса кăтартма ĕмĕт пурччĕ. Халĕ ăна уявсенче те тăхăнакан питĕ сахал вĕт. Кун валли сăлтав кирлĕ. Ытларах чухне сцена çине тухнă вăхăтра çеç тăхăнаççĕ. Çавнашкал туй ирттересси пирки çураçнă чухнех калаçса татăлтăмăр. Пулас мăшăрăм та, пирĕн çывăх çынсем те хирĕç пулмарĕç, пулăшса пычĕç, — калаçăва пуçларĕ нумаях пулмасть арăм пулса тăнă 24 çулти Анжелика.
Туй умĕн хăнасем патне йыхрав хучĕ çитнĕ. Ăна та чăваш эрешĕсемпе капăрлатнă. Пĕрлешекенсен тăванĕсем, тус-юлташĕ палăртнă куна чăтăмсăррăн кĕтме тытăннă. Йыхрав хучĕ те хăйне евĕр, апла туйĕ те интереслĕ пулмалла. Уява вара хăнасем ахаль-махаль пырса кĕреймен: чăваш тумне тăхăнма тивнĕ.
Хăнасем куншăн савăннă çеç. «Тăван халăх йăли-йĕркине аса илтернĕшĕн, наци тумне тăхăнма сăлтав тупса панăшăн тавтапуçах», — хĕпĕртенĕ вĕсем. Хĕрсем масмак çыхнă, хĕрарăмсем хушпу тăхăннă. Арçынсем те чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе пулнă. Аякран килнĕ хăнасемшĕн те кăсăклă пулнă çакă, вĕсем те хаваспах наци тумне тăхăннă. Пĕрлешекенсем те çавнашкал тумпа пулнă: чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ хĕр кĕпине тата каччăн шупăрне ятарласа тара илнĕ. Хĕр эрешлĕ алка-вăчăра çакнă.
Анжелика туй координаторĕ пулса ĕçлет. Вăл çамрăк мăшăрăн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ куна ĕмĕр асăнмалăх мĕнле ирттермеллине никамран лайăх пĕлет. Анжелика хăйĕн туйне çӳллĕ шайра йĕркелес тесе вăйне те, вăхăтне те шеллемен, çак енĕпе ĕçлекен юлташĕпе пĕрле хатĕрленнĕ. Уяв икĕ пайлă пулнă: малтах — чăваш туйĕ, кайран хĕр шурă кĕпе тăхăннă.
— Чăваш туйне йĕркелеме Алексей Александров, ăна Чăваш наци радиоитлекенĕсем Элтияр ятпа пĕлеççĕ, пулăшрĕ. Эпир унпа — кӳршĕсем, пĕрле выляса ӳснĕ. Элтияр туй пуçĕ пулчĕ. Уяв хыççăн вăл хавхаланса кайрĕ, хамăр республикăра çавнашкал уявсем татах йĕркелесшĕн. Элтияр тăрăшнипе эпĕ хĕр йĕррине вĕрентĕм. Репетицисенче лайăхрах шăрантарнă пек туйăнатчĕ. Паллах, туйра хумханни витĕм кӳчĕ. Эпĕ хам çеç юрлăп тесе шухăшланăччĕ. Элтияр шăхлич калама сĕнчĕ. Ку тата илемлĕрех пулса тухрĕ. Çак йăла çынсене питĕ килĕшнĕ, хăнасен куçĕ шывланнă. Аттепе анне пире пил пачĕç. Пил сăмахĕсене ятарлă кĕнекесенче шырарăмăр, — аса илчĕ çамрăк арăм. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Массăллă мероприятисене ирттерме чарнă
Тунтикун Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлнине пула чару мерисене пурнăçа кĕртнине ăнланса йышăнма тата халăха вакцинациленме ыйтас тĕллевпе авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче 19 сехетре (ку çынсемшĕн шăпах меллĕ вăхăт, нумайăшĕ итлеме пултарать) тӳрĕ эфира тухассине пĕлтернĕ.
«Коронавируса пĕрле чарар!» ятпа иртнĕ тӳрĕ лини 1 сехете тăсăлчĕ. Телеертӳçĕ Татьяна Молокова чи малтанах Олег Алексеевич хăй çак чиртен прививка тутарнипе тутарманни пирки кăсăкланчĕ. «Вакцинациленнĕ. Ку çу уйăхĕнче пулчĕ. Пурне те çакна тума сĕнетĕп, мĕншĕн тесен халĕ эпир коронавирусран прививка тутарса çеç хӳтĕленеетпĕр. Паянхи кун стационарта сипленекен 2900 ытла çынран 95 проценчĕ прививка тутарман. Çакă чир ытларах вакцинациленмен çынсене ураран ӳкернине кăтартать. Коронавирусран вилнĕ çынсен 98 проценчĕ вакцинациленмен», — хуравларĕ ЧР Пуçлăхĕ. Халĕ чир сарăлнин «тăваттăмĕш хумĕ» пирки калама пулать. Мĕнпе хăрушă вăл? «Эпĕ тин кăна илсе кăтартнă цифрăсем лару-тăру мĕнле пулнине кăтартаççĕ. Коронавирус кăна мар, çурла уйăхĕнче республикăра гриппа чирленĕ тĕслĕхе шута илнĕ, çавна май лару-тăру тата йывăрланать. Пĕлтĕр пире ăнчĕ темелле, грипп пулмарĕ, çынсене коронавирусран тата ОРВИрен сипленĕ. Çын харăсах коронавируспа тата гриппа чирлесен вăл çакна мĕнле чăтса ирттерессине эпир хальлĕхе пĕлместпĕр», — терĕ Олег Алексеевич.
«Халĕ çак каварлă чир «маска» тăхăнать теме пулать: малтан ОРЗ пек пуçланать, пыр ыратать. Тепĕр эрнеренех çын коронавируспа больницăна лекет. Çамрăксем те чирлеççĕ», — малалла калаçрĕ телеертӳçĕ. «Çапла, вирус пĕрмай улшăнать. Çĕнĕрен те çĕнĕ штамсем сарăлаççĕ. Раççейре халĕ тăтăш тупса палăртаканни — «дельта», анчах вăл та 2-3 уйăх каялла пулнă пекки мар, урăхлараххи. Симптомсем эсир каланă евĕрех. Тĕрĕсех каларăр, çамрăксем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах аптăрама тытăнчĕç. Çын чирлесен сывлăхĕ питĕ хăвăрт хавшанине палăртмалла. Симптомсене туйма пуçласан тепĕр талăкранах реанимацие лекме пултарать. Прививка тунă çынсем чире çăмăлрах чăтса ирттереççĕ. Вакцина коронавирусран тĕппипех хӳтĕлемест паллах», — терĕ Олег Николаев. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш кĕнеки Чилири ачасем патне те çитнĕ
Кĕнеке – этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Çакна ăна хисеплекен, унăн хăватне туякан çеç пĕлет. Çыравçăсемпе куçаруçăсем, ӳнерçĕсемпе дизайнерсем, редакторсемпе корректорсем – ăраскаллă çынсем, вĕсем кăларăм мĕнлерех çуралнине кураççĕ. Ачасем валли кĕнеке хатĕрлесе кăларакансем пушшех телейлĕрех пуль. Вĕсем çут тĕнчене ырăрах та илемлĕрех тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Çак йыша Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин ертсе пыракан редакторĕ Ольга Федорова та (литературăри псевдонимĕ – Ольга Васильева) кĕрет. Авăн уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче вăл Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 37-мĕш IBBY Конгреса хутшăнчĕ.
– Ольга Леонидовна, пĕлтĕр сирĕн ята Ача-пăча литературин пĕтĕм тĕнчери IBBY Хисеплĕ списокне кĕртрĕç. Кăçал 37-мĕш Конгреса хутшăнма тивĕç пултăр. Çак пысăк чыса çĕнсе илме йывăр пулчĕ-и?
– 2020 çулта «Юхать çăлкуç…» кĕнекем Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча литературин канашĕн Хисеплĕ списокне кĕчĕ. 2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствине Раççейри Ача-пăча кĕнекин канашĕнчен çыру килнĕччĕ. Унта чăваш авторне IBBY Хисеплĕ дипломне пама йышăннине пĕлтернĕччĕ, 2018-2019 çулсенче пичетленнĕ кĕнекесене палăртса яма ыйтнăччĕ. Манăн кĕнеке шăпах 2018 çулта тухнă. Издательство тăратнă списока тĕпченĕ хыççăн «Юхать çăлкуç…» çĕнтернине пĕлтерчĕç. Çав тапхăртан Раççейри Ача-пăча кĕнекин канашĕн ĕç тăвакан директорĕпе Людмила Чижовăпа çыру çӳретме пуçларăмăр. Кăларăма тата акăлчанла çырнă анкетăна кĕске вăхăтра IBBY Секретариатне Швейцарие çитермеллеччĕ. Акăлчан чĕлхине пĕлни пулăшрĕ, унсăрăн куçаруçа йăлăхтарса çитереттĕмччĕ пуль. Раççейри Ача-пăча кĕнекин канашĕн сайтĕнче вырнаçтарма хамăн пирки информаци памаллаччĕ. «Ытлашши сăпайлă эсĕ, хăвăн пирки питĕ кĕске çырнă. Сан çинчен ытларах пĕлес тесе интернетра информаци чылай шырама тиврĕ», — терĕ Людмила Владимировна. Раççейрен Хисеплĕ хута тăваттăн — Нина Дашевская тата эпĕ /çыравçăсем/, Ольга Дробот /куçаруçă/, Ольга Монина /ӳнерçĕ/ — тивĕçнине сайтра вуласа пĕлтĕм. Вуларăм, савăнтăм та… кĕçех ун çинчен мантăм. Çавăн чухне ку номинаци, Конгресс пĕлтерĕшне чухламан ахăртнех. Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен библиотеки вара унăн сумне лайăх ăнланать: IBBY Хисеплĕ хутне тивĕçнĕ номинантсен списокне хатĕрлесе пырать-çке. 2020 çулта ку йыша эпĕ те лекнине пĕлсен библиотека ĕçченĕсем питĕ тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен çак вулавăша çемйипех çӳретпĕр, унти тĕрлĕ мероприятие хутшăнатăп. «Мĕнле лекнĕ эсĕ унта? Çав список сана мĕн парать?» – çапла ыйтакансем те тупăнчĕç. Халĕ, конгресра пулнă хыççăн, çапла калама пултаратăп: ача-пăча литературине аталантарма çĕнĕ майсем туса парать, чăваш ача-пăча кĕнеки умĕнчи яваплăха ӳстерет.
– «Юхать çăлкуç…» кĕнекĕр тĕнче умне тухрĕ. Чăваш вулаканĕ хайлав пуххине мĕнле йышăннине аса илер-ха.
– Кĕнекене аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксем валли çырнă повеçсемпе калавсем кĕнĕ. Вулакансем ăна мĕнле йышăнĕç-ши, кăмăла каякан хайлав тупайĕç-ши текен шухăш канăç памастчĕ. Пĕррехинче ĕç пӳлĕмне кĕрсен Ольга Иванова редактор, манăн ал çырупа вăл шăпах ĕçлетчĕ, макăрса ларнине асăрхарăм. «Çутă çăлтăрсем» повеçри йытăпа кушак шăпи чăн пурнăçра та хурлăхлă килсе тухрĕ, çав куççульлентернĕ иккен. Кĕнеке вулавăшсене салансан чылай ырă сăмах илтрĕм, хайлавсем килĕшни çинчен пĕрре мар шăнкăравласа пĕлтерчĕç. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
♦ ♦ ♦
«Пӳртре ачасем тăпăр-тăпăр чупнине хăнăхнă»
Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăрара пурăнакан Алексеевсем 10 ачана кун çути парнеленĕ. Кил ăшшин управçи Наталия Дмитриевна Çавалкасра çуралса ӳснĕ. Мăшăрĕпе Владимирпа хулара паллашнă. Пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрек пулассине ăнлансан вĕсем çемье чăмăртанă. Ачасем çут тĕнчене киличчен хĕрарăм фельдшерта ĕçленĕ. Çавăнпа тĕпренчĕкĕсем кăшт чирлекелесен вĕсене хăех сиплет. Пысăк çемьене тăрантарма çăмăл мар, кил хуçи аякка стройка енĕпе ĕçлеме çӳрет.
Алексеевсене çурт çĕклеме ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнă. «Пире Тăвальушкăнь Ялтăрара çĕр уйăрса пачĕç. Унта çуртăн никĕсĕ те пурччĕ. Администраци стройматериалсем илме пулăшрĕ. Çапла икĕ хутлă çурт çĕклесе унта пурăнма куçрăмăр. Ун чухне эпĕ Юпшик Ялтăрари медпунктра фельдшерта ĕçлеттĕм. Йĕкĕреш çуратнă хыççăн, 2008 çултанпа, декретра лартăм», — каласа кăтартрĕ Наталия Дмитриевна.
Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ 1997 çулта çут тĕнчене килнĕ. Хĕрне пĕр кинофильмри сăнарăнни пек Наина ят хунă. Кайран Борис Ельцинăн арăмĕ те çавăн пек ятлă иккенне пĕлнĕ. Наина шкулта пĕлӳ илсе ашшĕпе амăшĕн ăшă çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Вăл çемье чăмăртама та ĕлкĕрнĕ.
Иккĕмĕшĕ Инесса, 1999 çулта çуралнăскер, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Виççĕмĕш ывăлĕ те хуларах. Вăл та ĕç вырăнĕ тупса кунтах тĕпленесшĕн. Тăваттăмĕшĕ Родион 11-мĕш класра вĕренет. Ун хыççăн Наталия Дмитриевна йĕкĕреш çуратнă. Софьйăпа Агнесса 7-мĕш класра ăс пухаççĕ. «Мана хуняма пĕрмай: «7-мĕш хутĕнче йĕкĕреш çурататăн», — тетчĕ. Чăннипех те, вăл калани пурнăçланчĕ темелле. 7-мĕшĕ мар пулсан та 5-6-мĕш ачасем пĕр кунра çут тĕнчене килчĕç. Вĕсем хыççăн Ангелина çуралчĕ. Вăл халĕ 5-мĕш класра вĕренет. Никон кăçал 3-мĕш класа куçрĕ. 6 çулти Евангелинăпа 3-ри Ноэмия килте лараççĕ. Ача садне леçме инçерех, çавăнпа хамăн çумрах пулччăр тесе шухăшларăм. Юлашкине 45 çулта чухне çуратрăм пулин те тухтăрсем мана çав кун чи маттур хĕрарăмсен йышне кĕртрĕç», — тĕпренчĕкĕсемпе паллаштарчĕ 10 ача амăшĕ.
Наталия Дмитриевна хăй те йышлă çемьере ӳснĕ. Вĕсем 5 пĕртăван. Ачасене вăл мĕн пĕчĕкренех юратнă. «Паллах, малтан йывăртарахчĕ. Пепкесем кашни 2-3 çултан çуралса пынăран харăсах темиçе ачана пăхма çăмăл марччĕ. Хальхи пек подгузник, кĕпе çăвакан автомат машина çукчĕ. Кайран аслисем кĕçĕннисене пăхма пуçларĕç. Пӳрте шыв кĕртсен пурнăç тата çăмăлланчĕ. Тĕпренчĕксенчен нихăшĕ те çĕр çывăрмасăр нуша кăтартман. Паллах, хырăмĕ ыратнă чухне алă çинче йăтса çӳренĕ», — чунне уçрĕ 10 ача амăшĕ.
Ирхине Наталия Дмитриевна ачасене пăтă пĕçерсе çитерме тăрăшать. Кăнтăрла валли янтăлани шкултан килсен апатланма çитет. Каçхине пĕрле пĕçереççĕ. «Чылайăшĕ эпир кун каçма пысăк кастрюльпе апат хатĕрлетпĕр тесе шухăшлать. Ачасем тутлă çиме юратаççĕ. Вĕсем виçĕм кунхи е ĕнерхи апата тиркеççĕ. Хам килте пулнăран пирĕн ку тĕлĕшпе нихăçан та ыйтусиксе тухмасть. Вĕри апат сĕтел çинче яланах пур», — каласа кăтартрĕ Наталия Дмитриевна.
Алексеевсен хуçалăхĕ пĕчĕкех мар. Вĕсем 3 ĕне, пăрусем усраççĕ. 5 ĕне тытнă чухне аппаратпа сунă. Халĕ алă вĕççĕнех ĕлкĕреççĕ. Амăшне ĕне сума ачисем пулăшаççĕ. Мăшăрĕ аякка ĕçлеме çӳренĕрен вĕсен ирхине çывăх çыннипе пĕр вăхăтрах тăма тивет. «Манăн шухăшпа, ялта ӳсекен ачасенчен чылайăшĕ ир тăрать. Сĕт машини пирĕн пата 6 сехет тĕлне çитет, çавăнпа йăлтах ĕлкĕретпĕр.
Упăшка килте чухне хуçалăхри ĕçсене хăех пурнăçлать. Эпĕ кил-тĕрĕшре кăштăртататăп. Мăшăрăм йывăр вăхăтра ялан пĕрле пулма тăрăшнă. Ачасем пĕчĕкрех чухне вăл инçете ĕçлеме çӳреместчĕ. Эпĕ çуратма кайсан килте вĕсемпе юлатчĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас