Çамрăксен хаçачĕ 37 (6334) № 24.09.2020

24 Авăн, 2020

♦ Арçынсем Руфинăн çурт тăррине мĕншĕн сÿнине кÿршĕ-аршă ăнланман: ара, чип-чиперех-çке, ăна улăштарнăранпа вăхăт нумай та иртмен. «Пластик чÿречесене тата мĕн тĕллевпе кăлараççĕ-ши?» — тĕлĕннĕ ял-йыш.

Киле савăнса каять

Упăшкипе арăмĕ уйрăлнă чухне кашăксемпе кастрюльсене пайланине пĕлетĕп-ха, çурт тăррине сÿсе, чÿречесене, алăксене кăларса кайнине вара ку таранччен илтменччĕ. Çавăнпа кун çинчен каласа кăтартсан малтанах ĕненмерĕм. Веçех хамăр куçпа курас, кил хуçипе курса калаçас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Çĕньяла çул тытрăмăр. Урампа утнă чухне çĕнĕ тăрăллă çуртсем çине пăхса пытăмăр. Ку пăтăрмах пулса иртнĕренпе 2-3 уйăх иртнĕ те, пÿрте юсаса лартнах пуль терĕмĕр. Руфинăн çуртне шыраса тупма йывăрах пулмарĕ: чăнах та, тăррине хĕрлĕ профнастилпа витнĕ, чÿречисене лартса ĕлкĕрейменччĕ. Кил картишĕнче йытă хаяррăн вĕрчĕ. Хуçи килте çук, ĕçре-мĕн. Чÿрече пулнă шăтăкран пуçа чиксе пăхрăмăр: çын пурăнакан çурт пек туйăнмарĕ. Вăл тăрăсăр чухне епле курăннă-ши? Кăшкарĕ кăна юлнă-çке…

Руфина патне ĕçне, Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри лавккана, çул тытрăмăр. Унăн нуши çинчен пĕлнине каларăмăр. Мĕншĕн вăл арçынна хăйне çав териех хур кăтартма ирĕк панă-ха? Полицие мĕншĕн чĕнмен? «Э-э-эй! Мĕн вара вăл? Пĕртте кулянмастăп. Хăйпăтса кайтăр-иç. Хам ирĕк патăм. Унсăрăн ниепле те тухса каймасть вĕт, — нимĕн те пулса иртмен пек тарăхмасăр, хурланмасăр калаçрĕ хĕрарăм. — Халь мана мĕн тери лайăх! Киле савăнса кăна каятăп, мĕншĕн тесен пĕлетĕп: мана унта никам та тарăхтармасть. Çав çынран хăтăлнăшăн чунра питĕ çăмăл. Çĕнĕрен пурăнма тытăнатăп. Лайăх вĕт!»

Йĕркеллĕ уйрăлма килĕшмен

Иккĕмĕш упăшкипе, Елчĕк районĕнчи Мучар арçыннипе Сашăпа, вăл Мускава стройкăна çÿренĕ чухне паллашнă, кайран хут уйăрттармасăр пĕрле пурăнма тытăннă. Руфина ун чухне качча кайса уйрăлнă 3 ачаллă хĕрарăм пулнă. Сашăпа пĕрле 10 çул пурăннă, вăл шутра Çĕньялта — 8 çул. Арçын шапаша çÿренĕ. Вăл ĕçлесе укçа илсе килсен тÿрех кил валли пысăкрах япаласем туяннă, хуçалăха çĕнетнĕ. «Саша шапашран урă килсе курнă-ши? Эрех ĕçме пăрахатăп тесе тем чухлех шантарчĕ. Кĕтсе ывăнтăм, чарăнмарĕ. Вăл ман çине алă çĕклемен. Анчах кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен нумай тарăхтарчĕ. Ĕçрен килетĕп — вăл ÿсĕр выртать, пÿртре пирус туртса тултарнă. Мĕншĕн ман çакна чăтса пурăнмалла?» — терĕ Руфина. Сашăна вăл вăрçăнмасăр, йĕркеллĕ уйрăлма тахçанах ыйтнă. Юлашки 2-3 çулта кунашкал калаçусем час-часах пулнă. «Ман укçапа йăлт туса лартрăн та, халь кăларса ярасшăн-и? Ниçта та каймастăп!» — парăнман Саша. Унран хăпма çуккине кура Руфина унăн шăллĕне те ыйтнă: «Пуçтарса кайăр ăна кунтан. Пÿрт тăррине те хăйпăтса пĕрле илсе кайăр». Сашăн шăллĕ çак сăмахсене тÿррĕнех йышăннă. Кăçал çуллахи пĕр кун вăл арçынсен ушкăнĕпе Елчĕк районĕнчен персе çитнĕ. Çавăн чухне Саша килте лачкам ÿсĕр выртнă, мĕн пулса иртнине ăнкарса та илеймен пуль. Хайхи арçынсем пÿртри япаласене, çĕнĕрех сĕтел-пукана, йăлара усă курмалли техникăна илсе тухнă. Унтан çурт тăррине хăйпăтнă, чÿречесене, алăксене кăларнă. Виçĕ кун сĕтел-пукан, стройматериал турттарнă вĕсем. Çав хушăра Саша урăлман. Руфина патĕнчен илсе тухнă япаласене Сашăн шăллĕн хунямăшĕ патне Çĕрпÿ районне илсе кайнă. Çурт çумне керамблокран купаланă пристроя та сÿтме тытăннă. Темиçе кирпĕче ватса кăларнă хыççăн чарăннă. Профнастилран тытнă картана та илсе кайма палăртнă вĕсем. Руфина унчченхи картана тытса хăварма хушсан ку тĕллеве пăрахăçланă.

46-ри хĕрарăм чунĕ ыратнине палăртмарĕ кăна тен. Ăш-чикĕ кунсерен вутри пек çуннине çын курмасть çеç пуль. Пÿрте куç умĕнче аркатса хăварнине чăтмашкăн чул чĕре кирлĕ-çке. «Çурт тăрри — мĕн ĕнтĕ вăл? Вак-тĕвек кăна. Хуйхă вăл — урăххи. Ултă çул каялла 21-ри ывăла пытартăм», — тесен ăна ăнланма тăрăшрăмăр. Каччă телейсĕр юратăвĕшĕн хăйĕн çине алă хунă-мĕн. Руфинăн аслисем — йĕкĕреш ывăлсем, кĕçĕнни — хĕр. Ачисем халĕ çитĕнсе килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Хĕрĕн — хăйĕн çемйи, вăл Мускавра пурăнать. Ывăлĕ те — хулара, банкра ĕçлет. Ачасен ашшĕнчен Руфина 19 çул пурăннă хыççăн уйрăлнă. Вăл та эрех ĕçсе чуна çинĕ. Анчах халĕ, йывăр самантра, пулăшу аллине панă. Пĕрремĕш упăшки — Красноармейски районĕнченех. Вăлах çурт тăррине витме пулăшнă. Арçын валли ĕçĕ хуçалăхра пайтах. «Тем пекех пулăшас килет. Куртăр, пĕлтĕр çав арçын: сана пăрахмастпăр, эсĕ пĕччен мар», — тенĕ вăл. Ырă çынсем татах тупăннă. Акă Руфина ĕçлекен лавкка хуçисем ăна самаях пысăк укçа кивçен панă. Банкран кредит илес тĕк процентсемшĕн тÿлемеллеччĕ. Лавккара улттăмĕш çул тăрăшать вăл. Хăйне япăх енчен кăтартнă тăк хуçа укçа парас çукчĕ. Руфина пирĕнпе калаçнă хушăра ахаль тăмарĕ, тавар кăларчĕ, хакĕсене çырса хучĕ, сутрĕ… Килекенсемпе кăмăллă калаçрĕ. Ара, хам та ун патĕнчен тавар илмесĕр тухаймарăм вĕт. Ĕçе вăл автобуспа çÿрет, ĕлкĕреймесен таксипе каять. Тăванĕсем те ун валли тÿрех укçа пухнă. Вĕсене кирек хăçан та шанма пулнине палăртрĕ Руфина. Çак нухратпа çурт тăррине витнĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче чÿрече лартма килесси пирки каларĕ. Ку таранччен вăл мунча пăлтăрĕнче çывăрса пурăннă. Кăштах сивĕрех пулсан та, мĕн тăвăн, чăтма тивнĕ. Чÿречесемпе алăк лартсанах пÿрте кĕрессине каларĕ.

Лайăхрах шухăшламаллаччĕ…

Сашăн шăллĕ вырăнĕнче тепĕр çын пулас тăк: «Мана хушша-хуппа ан кĕртĕр, ку ыйтусене хăвăрах татса парăр», — тейĕччĕ. Анчах тăванлăх туйăмĕ çĕнтернĕ ахăртнех. Пиччĕшне çавăн пек пулăшу кÿрсе тĕрĕсех турĕ-ши вăл? «Çурт тăррине сÿтме хăпариччен лайăхрах шухăшламаллаччĕ. Хăйсен те виçĕ ача… Пурнăç вăл çавăн пек: пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне лартать», — никама та усал сунмасăр калаçрĕ Руфина.

Сашăн Руфина патĕнчен мĕншĕн каяс килменни паллă: унăн хăйĕн пурăнмалли кĕтес çук. Пĕрремĕш мăшăрĕ Мускав хĕрарăмĕ пулнă, ун патне те вăл хваттере кĕнĕ. Анчах Мускав майри хăйĕнчен култарман ăна, нимсĕрех кăларса янă имĕш. Халĕ Саша ăçта, кам патне кайса пурăнассине калама пултараймастпăр. Шăллĕ ăна тăван килне кĕртĕ-ши? Кун пирки Руфинăпа калаçу пулнă вĕсен. Амăшĕн Сашăна тарăхнипе юн пусăмĕ ÿсме пултарать. «Аннене вĕлерес килмест», — тенĕ-мĕн шăллĕ. Тен, сÿтнĕ тăрăпа, кăларнă чÿречесемпе, ытти япалапа пĕр-пĕр хĕрарăм патне пырса кĕрĕ. Унсăрăн ăçта, епле усă курмалла вĕсемпе? Пĕлтерÿ памалла çеç: «Пÿрт тăррине улăштарма палăртнă хĕрарăм шыратăп», — тесе çырмалла та. Çын куççулĕпе стройматериаллă пулни камах савăнтарĕ? Куççуль тăкнине Руфина каламарĕ пулин те пурпĕрех эпĕ ăна ĕненмерĕм. Çулла вăл Мускаври хĕрĕпе телефонпа калаçнă. Анчах килти лару-тăру пирки пĕлтермен. Крыма кайма палăртнă хĕрĕпе кĕрĕвĕн кăмăлне ку хыпарпа хуçас темен. Кайран, тĕл пулсан, кăна каланă. «Эсĕ питĕ хаваслă-çке», — асăрханă хĕрĕ. Руфина хăйне ирĕке тухнă пек туйнине ачисем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Сашăна пула вĕсем те, тăванĕсемпе тусĕсем те Руфина патне çÿресех кайман. Нерва пĕтерекен ÿсĕр çынна никамăн та курас килмест çав.

Хăйĕн пирки Руфина çыртарасшăн марччĕ. «Ял ахаль те калаçать. Анчах мана куншăн намăс мар», — терĕ. Вăл хăй те ĕçлемесĕр арçын ĕнси çинче пурăнман-çке. Ăна çитернĕ, кил- çурт ăшшине тытса тăнă. Саша урăлсан мĕн шухăшларĕ-ши?

(«Хама тинех ирĕклĕ туятăп». Упăшкинчен хăтăлас тесе çурт тăррине сÿтме чарман)

 

♦ Шÿтлеме юратакан чăваш çамрăкĕсем СТС телеканалти «Русские не смеются» кăларăма хутшăнĕç. Кăларăм эфира авăнăн 25-мĕшĕнче каçхи 8 сехетре тухĕ.

Унта Мария Комарова комик, «Чăвашсем» тата «Вокальная сборная» КВН командисем шÿтлесе укçа çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Сăмах май, Мария асăннă кăларăма унччен те хутшăннă, 50 пин тенкĕ выляса илнĕ. Хальхинче çамрăксен пултарулăхне Александр Незлобин кулăш ăсти хаклĕ. Унсăр пуçне жюрире Шупашкар каччи пулĕ — ача- пăча уявĕсен йĕркелÿçинче ĕçлекен Семен Солодянкин. Вăл «Русские не смеются» кăларăм ÿкерĕвне хутшăнни пирки пирĕн хаçатра нумаях пулмасть çырса кăтартнăччĕ.

Ку сезонра жюрисемпе куракансен умне çĕршыври паллă шÿт ăстисемпе вĕсен ачисем тухĕç: Наталия Медведева, «На-на» ушкăн солисчĕн Владимир Левкинăн 7 çулти хĕрĕ Ника, Дмитрий Колчин, Елена Борщева 13 çулти хĕрĕпе Мартăпа. Кăларăма ертсе пыракан Сергей Светлаков çĕнĕ сезона «тĕлĕнмелле» тесе ха-кланă: «Çĕнĕлĕх нумай! Ахăртнех, çынсем килте ларса ывăннă, пирĕн шоу-программăна хутшăннине вĕсем пысăк пулăм пек йышăнаççĕ. Шÿт-кулăш, креатив, çиçекен куçсене асăрхарăм. Пурте аван тăрăшрĕç».

Мĕн кĕтет-ха телекуравçăсене? Сцена çине йытăпа тухни, хăйне евĕр ташăсемпе кулăшла такмаксем, КВН хастарĕсем... Кастинг географийĕ анлă пулнă — Калининградран пуçласа Владивосток таранах. Ытларахăшĕ миниатюра, стендап тата музыка номерĕсем кăтартнă.

(Чăваш çамрăкĕсем шÿтлĕç)

 

♦ 1941 çул. Çулла. Шупашкар районĕнчи Котеркассинчи Василий Егоровича лав кÿлсе çемйипех вăрçа ăсатма кайнă. Арăмĕ Катăк çу уйăхĕнче кăна çуралнă кăкăр ачине утиялпа чĕркенĕ. Аслăраххисем, 3-ри Таиçпе 6-ри Хветура, юнашар шăпăрт ларса пынă.

«Анне» теме час хăнăхайман

Шупашкарта чукун çул станцине вĕсем пек нушапа килнисем йышлăн пуçтарăннă: пĕрисем макăраççĕ, теприсем купăс каласа юрлаççĕ. Ун чухне станци çывăхĕнче хальхи пек çуртсем пулман та, Катăк ачисемпе уйра ларнă. Вăрçă мĕнне ăнланманскерсем часах выляма, çынсем çинĕ консерв банкисене пуçтарма тытăннă. Вĕсем хальччен ун пек савăт та, çимĕç те курман-çке. Çавсене киле илсе килнĕшĕн савăннă.

Катăк фермăра ĕçленĕ. 1943 çулта вăл туберкулезпа чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Виçĕ тăлăх аслашшĕпе асламăшĕн хÿттине юлнă. Вĕсем мăнукĕсене лайăх пăхнă, выçă çÿретмен. Качака, ĕне сĕтĕнчен те татăлман. Аслашшĕ питĕ ĕçчен старик пулнă. 1946 çулта Василий Егорович вăрçăран чĕрĕ- сывах таврăннă. Çав çулхине, ыраш пиçсе çитнĕ вăхăтра, вăл авланнă, ватă хĕре Марийăна качча илнĕ. Амаçури, хăй те тăлăх ÿснĕскер, упăшкин ачисене кÿрентермен. Çапах та ăна «анне» теме вĕсем часах хăнăхайман. Пурăна киле Марийăпа Ваççа 5 ачана кун çути парнеленĕ. Нумай çул килĕштерсе пурăннă вĕсем.

Таиç хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра колхоз уйне пучах, çĕр улми пуçтарма тухнă. Ама çури амăшне — пĕр пай, Хветурапа иккĕшне çуршар пай тырă вырма тÿпе парса хăварнă. «Шăрăхчĕ. Ир пуçласа каçчен вырнă. Çурлапа пÿрнесене тем чухлех каснă. Çĕвексене халĕ мăнуксене кăтартатăп. Пир кĕпе ÿте пĕçертместчĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче аппапа шыва кĕме каяттăмăр. Кĕпене хывса пăрахса çаппа-çарамас чăмпăлтататтăмăр. Çулла аш яшки çисе курман, ытларах сĕтрен пĕçернĕ. Тулă, хура тул хăш-пĕр çул лутра ÿсетчĕç. Вĕсене вырман, тăпăлтарса кĕлте тунă. Пăри те акатчĕç. Ăна та çурлапа вырман. Çĕр улми кăларса пĕтерсен тин авăн çапма пуçланă. Вырнă тырра тÿрех çапса тирпейлеймен, урăх ĕçсем тупăнса тăнă. Кĕлте тавăрма илсе каятчĕç, çĕмелсем тăватчĕç. Авăна çапма пĕлмеллеччĕ. Тăпачă сасси мĕне тăратчĕ! Кĕвĕ пек илтĕнетчĕ, — каласа кăтартрĕ Таисия Исакова. — Интереслĕччĕ вăл вăхăтра. Хĕлле ачи-пăчи, пăрăвĕ, путекки пÿртреччĕ, чÿречерен пăхатчĕç. Сивĕпе пÿрт кĕтессинчи пĕренесем шартлатса çурăлатчĕç. Епле шартлама сивĕ тăратчĕ те! Вырăс кăмаки ху-таттăмăр. Кайран тÿрех тимĕррине чĕртнĕ. Пÿрт кĕтессисем йĕпенетчĕç, кăмакана унта лартатчĕç».

7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкара тухса кайнă. 8-мĕш класа каяс тесен 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. Ачи-пăчи йышлă çемьере ун пек укçа тупайман. Ялти хĕрарăм ăна ача пăхма илсе кайнă, хăйĕн патĕнчех пурăнтарнă. Кайран ама çури амăшĕн тăванĕсем патне вырнаçтарнă. Унта Таиç 3 çулхи ачана астунă, çемье валли апат пĕçернĕ. Хула çыннисене юрăхлă пĕçереймесрен вăл шутсăр хăранă. Ялта хуран çакса янтăланă- çке, хваттерте вара вучах чĕртмеççĕ. Кил хуçисем пулăшнипе Таиç паспортлă пулнă. Кайран чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçлеме кĕнĕ. Канмалли кунсенче яла çÿренĕ.

Лашаран кăкарса сĕтĕрнĕ

Геральд ашшĕсĕр ÿснĕ, ăна нихăçан та курман, палламан. Ашшĕпе амăшĕ вăл пĕчĕк чухнех уйрăлнă. Вăрçă вăхăтĕнче арçын ача кукамăшĕпе, амăшĕпе пĕрле пу-рăннă, çемьери пĕртен-пĕр ача пулнă. Куккăшĕсем Кирилпа Петĕр фронта тухса кайнă. Иккĕшĕ те сывă, кăкăр тулли орден- медальпе таврăннă. Куншăн Геральд питĕ мăнаçланнă. Амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ывăлĕ мĕн пĕчĕкрен лашасене юратнă. Çавăнпа колхоз тапăрне пăхма кĕнĕ. Унăн ÿсĕмĕнчи ача-пăча лашапа вылянă пекки туса патак утланса чупнă, Геральд — чăн-чăн юлан утпа. Утланса кăна мар, лаша çине хăпарса тăрса та çÿренĕ. Вăл вĕтĕр-шакăрпа мар, аслăрах ÿсĕмри ачасемпе туслă пулнă. Арçын ача кун каçипе колхозри ĕçсене вĕçлесен каçхине лашасене улăха ăсатнă. Унтах çĕр каçнă. Çывăрас килмен-ши вара? «Какуй çывăрма! Ачасемпе ахăраттăмăр. Çывăрса каякансене лашаран кăкараттăмăр, пĕр-пĕринчен темле те кулаттăмăр. Çапла вылянă. Качака сĕчĕ çисе ÿсрĕм те хам та çак выльăх пекех таçта та хăпарса каяттăм», — аса илчĕ Геральд Исакович. Суха пуç тытмалăх ÿсеймесен те вăл лаша çумĕнчен пăрăнман. Çĕр улми лартнă чухне те касă тăвакан выльăха çавăтса утнă. Шкултан вĕренсе тухсан каччă конюха кĕнĕ.

Геральд 7 класс пĕтернĕ хыççăн шкула каяс темен. Çар комиссариачĕ çине тăнипе тепĕр çул вĕреннĕ. Çамрăксене чикĕ леш енне службăна яма хатĕрленĕ иккен. Кÿкеçри çар комиссариатĕнче радистсен курсне вĕренме кайма ун патне повестка килнĕ. Юрий Гагарин космоса вĕçнĕ çул вăл экзамен панă. 13 çухрăма парăнтарса куллен райцентра вĕренме утнă. Хăш-пĕр чухне комиссариатрах çĕр каçма юлнă. Вĕренÿ пÿлĕмĕнче сĕтелсем çинче çывăрнă. Унта çамрăксем татах пулнă. Столовăйĕнче 5 пуспа манна пăтти çинĕ. Вăхăта пĕртте кичем ирттермен. Геральд купăс каласа савăнтарнă. Ăна вăл 5-мĕш класра чухнех калама вĕреннĕ. Амăшĕ укçа хĕрхенмесĕр ăна купăс туянса панă.

28 хĕрпе çыру çÿретнĕ

Салтака кайиччен яшсене çÿç каснă. Анчах ку призывниксене шакла хыртарман, çÿçне 4 сантиметр тăршшĕ хăварма хушнă. Хайхискерсене малтан комсомола йы-шăннă. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Геральд Исакова та çара кайма повестка тыттарнă. Икĕ эрнене яхăн вăл салтак чупнă, авăнăн 4-мĕшĕнче тухса кайнă. Çарта вăл 4 çул тăнă. «Отличник» пулсан та çав хушăра пĕртте киле килмен, отпуска яман. Каччă Германире хĕсметре тăнă, радист пулнă. Нимĕçле калаçма та хăнăхнă. Чĕлхине туптамашкăн вĕсем валли студенткăсемпе тĕлпулу каçĕсем ятарласа йĕркеленĕ

(Ашшĕне курсан кăмака хыçне пытаннă)

 

♦ Пандеми тапхăрĕнче тĕп хулари Агрегат завочĕн культура çурчĕн директорĕнче тăрăшакан Светлана Пĕтĕм тĕнчери «Пуласлăх инженерĕсем» онлайн форумпа килĕшÿллĕн иртекен «Форум пики» конкурса хутшăнма шухăшланă. Вăхăта тăсмасăр хăйĕн пирки видеороликсем хатĕрленĕ. Çамрăк специалист «Куракансем килĕштернĕ пике» номинацире çĕнтернĕ. Вăл пĕр вырăнта ларма юратмасть, тĕрлĕ тупăшăва хутшăнса хăйне тĕрĕслет. Светлана онлайн конкурсăн виçĕ тапхăрне парăнтарса мала тухнă. Уншăн интернетра 1 пин ытла çын сасăланă. «Форум пики» ятшăн кĕрешекен 69 хĕртен 13-шĕ çеç финала çитрĕ. Жюри 5 пикене суйларĕ. Эпĕ те малтисен йышне кĕтĕм. Конкурс финалисчĕсене Мускавра Машиностроительсен кунĕнче чыслĕç. Фотосесси те иртĕ: çĕнтерÿçĕсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен çитес çул валли календарь хатĕрлĕç. Чăннипех те кĕтмен парне вара маншăн «Поле чудес» кăларăма йыхравлани пулчĕ», — каласа кăтартрĕ культура çурчĕн ертÿçи.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Светлана тăватă ĕçтешĕпе виçĕ кунлăх отпуск илсе Мускава çул тытнă. Ушкăн кăларăм валли пултарулăх номерĕ хатĕрленĕ. Мĕн пур тăкака предприяти саплаштарнă. Çĕршывăн тĕп хулине çитнĕ кун, çĕртмен 28-мĕшĕнче, Останкинăра «Поле чудес» кăларăма ÿкермелли студире репетици иртнĕ. Чăваш пики шоура вăйăçă пек мар, Леонид Якубовичăн ассистентки пек камера умне тухнă. Конкурсра финала çитнĕ пилĕк финалистка тупăшакансене парнесем, шкатулкăсем панă. Репетицире вĕсене еплерех утмаллине, телеертÿçĕпе вăйăçăсем патне хăш енчен пымаллине ăнлантарнă. Тепĕр кунхине кăларăм ÿкерĕвĕ пуçланнă. Студие машиностроенипе çыхăнтарса илемлетнĕ, тĕп парнене — автомобиле те — капăрлатнă. Ассистенткăсене хăйсем тăрăшакан предприятие кăтартакан тумтир тăхăнса килмелли пирки маларах асăрхаттарнă, Светлана çинче çав кунхине хĕрлĕ пиншакпа шăлавар пулнă. Хĕрлĕ- шурă тĕс — «Трактор завочĕсем» концерн палли. Пиншак çине организацин логотипне ÿкернĕ. Вăйă пуçламăшĕнче Светлана хăйĕн коллективĕпе пултарулăх номерне кăтартнă. Паллах, вăл Якубович патне пушă алăпа çитмен, «Промтрактор» заводра туса кăларакан Т-40 хăватлă бульдозер макетне тата концерн кун-çулĕпе çыхăннă кĕнекене парнеленĕ. «Ÿкерÿ 4 сехет çурă пычĕ. Çак ĕçе пурнăçлакан ушкăн çирĕп графике пăхăнать, эпĕ ăнланнă тăрăх, кунне 3-4 кăларăм ÿкереççĕ. Леонид Аркадьевич кунĕпех ĕçлĕ, пырса калаçма май çук. Кĕске тăхтавра çеç кулиса хыçĕнче пирĕн халсем мĕнлереххипе кăсăкланчĕ, пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Вăйă пынă вăхăтра манăн студие икĕ хутчен шкатулка йăтса тухма тиврĕ. Тÿрех калатăп: хăшĕнче укçа е автомобиль уççи — маларах никам та пĕлмест. Пĕтĕмпех вăрттăнлăхра тытаççĕ. Парнесем йăтса тухса параппан çине хумалла — веçех хăвăрт, çаврăнăçуллă тумалла. Вăйăра пĕри финала тухрĕ. Хайхискер чылай парне выляса илчĕ — 25 курупка илсе тухрăмăр! Пирĕн «Поле чудес» кăларăмăн музейĕпе паллашма май пулчĕ. Останкинăра ун валли парнеленĕ япаласенчен пĕчĕк пайĕ çеç упранать. Унта тем те пур: тумтиртен пуçласа вак-тĕвек таранах. Останкино телебашнинче экскурсире пултăмăр. Паллă кăларăмсен студийĕсене, çав шутра — Елена Малышевăн блокне те, кăтартрĕç. Шел, телеертÿçĕсемпе тĕл пулаймарăмăр. «Поле чудес» шоуна хутшăнма май пулнăшăн савăнатăп», — кăмăл-шухăшне пĕлтерчĕ Светлана Григорьева.

(Леонид Якубовичăн ассистентки пулнă)

 

♦ Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнчи Василипе Мария Кудряшовсем 1938 çулта ывăлне Николая çара ăсатнă чухне ăна юлашки хут курни пирки шухăшлама та пултарайман ахăртнех. Салтак аттине тăхăниччен Анат Туçа шкулĕнче ĕçлеме ĕлкĕрнĕ Коля хĕсметрен таврăнса ĕлкĕреймен — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, вăл фронтра хыпарсăр çухалнă.

Ватă ашшĕне те повестка панă

«Чÿкĕн 17-мĕшĕнче, 1940-мĕш çулта, шурă хута хуратса атте, анне, Лидя, Настя, сире пурсăра та юратса питĕ пысăк салам яратăп, Инçет Хĕвелтухăçĕнчен.

Паян выходной день. Хулана кайса карточка ÿкерттерсе килтĕмĕр. 6 карточки 20 тенкĕ. Хаклă пулсан та ÿкерттертĕмĕр. Тепĕр çырура карточка яратăп. Халĕ килтинчен нумай улшăнман-ха. Апат тĕлĕшĕнчен çителĕклĕ. Кунне 3 çитереççĕ, 8 сехет çывăрттараççĕ. Пурăнма йывăр мар. Йывăрлăхсем курмастпăр. Служба туличченех кунта пурăнмалла пулсан питĕ лайăх. Анчах пĕлме çук, куçарма пултараççĕ.

Сирĕн сывлăхсем мĕнле? Атте ăçта? Ĕçлеме кайман-и? Вăл ман пата çыру ятăр. Сирĕн çырăвăра эпĕ пĕрре те илмен-ха. Çанталăк ăшă. Хĕвел пĕçертет. Çумăр çăвать. Пылчăклă. Шиплета портянкăпа тăхăнатăп. Алса-чăлхасене тăхăнман-ха. Сивĕтсен тăхăнмалла пулать пуль. Алсасем паман-ха. Нумай тăмаççĕ, параççĕ. Пока, сывă пулăр», — çак çырăва çывăх çыннисем патне шăрçаланă Николай Кудряшов часах ахăр самана пуçланасса, çемьен пысăк çухатусем чăтса ирттерме тивессе пĕлмен-ха.

Кудряшовсем çичĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Коля — чи асли, пĕртен-пĕр ывăл. Ăна салтака ăсатнă çул йăмăкĕ Настя çуралнă. Анчах пĕртăванĕсем пĕчĕк чухнех çут тĕнчерен уйрăлнă, Лидяпа Настя кăна юлнă. Николай кашни çырура йăмăкĕсен пурнăçĕпе кăсăкланнă. «Настя та чупса çÿрет пуль. Лидя та çамрăклах нушана кĕрсе ÿкет», — пăшăрханнă вăл пĕчĕкскерсемшĕн. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ хутла пĕлмен, çапах ачисене вĕрентме тăрăшнă. Николай шкулпа сыв пуллашнă хыççăн Патăрьелти педучилищĕре ăс пухнă. Унăн аттестатĕнче пĕр «виççĕ» те пулман. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра вăл сăн ÿкерес ăсталăха алла илнĕ. Ку ĕçе рисовани вĕрентекенĕ Василий Яковлев-Велвокай хăнăхтарнă. Кудряшовсем ывăлĕ тунă сăн ÿкерчĕксене упранă, вĕсем халĕ те пур.

Хăрушă вăрçă çулĕсенче Настя та, Лидя та пурнăçран уйрăлнă. Ку хыпар Николая çапса хуçнă: «Февралĕн 20-мĕш кунĕ маншăн питĕ хурлăхлă кун. Хамăн тăван йăмăкăма Лидяна урăх тĕнчене ĕмĕрлĕхе ăсатни çинчен çыру илтĕм. Чăтма çук йывăр — икĕ куçăмран шăпăртатса куççуль юхать. Çак йывăр кунсенче чăтма çук йĕретĕр пуль ĕнтĕ…» Каччă пĕртăвансенчен пĕччен юлнăшăн питĕ хурланнă. «Пока сывлăхăм пур- ха. Эпĕ чĕрĕ юлсан сире нихçан та пăрахас çук», — шантарнă вăл çывăх çыннисене.

Нимĕç фашисчĕсем Совет Союзне тапăнса кĕриччен пĕр уйăх маларах Николай тăван ялне çыру вĕçтернĕ. Ун чухне йĕкĕт Мускав облаçĕнчи Серпухов хулинче службăра тăнă. Часах вăрçă тухасса пĕлнĕ ахăртнех вăл, кун пирки ашшĕпе амăшне хыпарланă. «Саманасем хăрушланса çитрĕç. Пире аэроплансем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ, автотехниксем хатĕрлеççĕ. Пирĕн чаç вăрçă-мĕн пулсан вăрçа кĕмест. Вăл енчен аван. Апат тĕлĕшĕнчен аван, хуть те мĕн чухлĕ çи. Хамăртан та нумай ыйтаççĕ. Кунне 12 сехет вĕренмелле пулать. Çулталăк тÿссе ирттерме тивет. Ну, вĕренсе тухсан хамăра лайăх пулать. Уйăхне 35 тенкĕ параççĕ, бесплатно çитереççĕ, тумлантараççĕ. Анне, ан хуйхăрăр. Эпĕ сире пулăшатăп. Но унччен йывăр пурнăçа сирсе ирттерме тивет», — çывăх çыннисене питĕ курас килнине пĕлтерсе çырнă летчика вĕреннĕ Николай Васильевич. Каярах салтаксене Омск хулине куçарнă. Чăваш каччи Çĕпĕр сиввинче машинăпа çÿреме тивнине, шăннине çырса пĕлтернĕ. Фронта кайиччен вăл çывăх çыннисене посылка ярса пама ыйтнă: «Çул çинче апат-çимĕç туянма çук теççĕ». Коля Украина фронтне лекнĕ, Днепр юхан шывĕ хĕрринче плацдарм тунă çĕрте тăрăшнă.

1942 çулта Кудряшовсем патне повестка çитнĕ: Николайăн ватă ашшĕн те тăшманпа çапăçма ят тухнă. «Хăйĕн ватлăх кунĕнче салтак нушине курса ирттерет, нимĕн те тума çук, вăрçă», — куляннă ывăлĕ çывăх çыннишĕн. Амăшĕ Мария Прохоровна пĕччен пурăннăшăн, унăн хĕлле сивĕ пÿртре çĕр каçма тивнĕшĕн те пăшăрханнă ывăлĕ: «Анне, шăнатăн пуль сивĕ пÿртре. Санăн вутă çук. Мĕн хутса хĕл каçăн-ши?» Николай ун патне час-часах çыру çырнă. Пĕр вăхăт ашшĕнчен хыпар пулман. Каярахпа вĕсем пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтерме тытăннă.

Николай Кудряшов танк ротин мехводителĕ пулнă. 1943 çулта пĕр çапăçура вăл фашистсен 12 танкне хирĕç контратакăна тухнă, тăшмана пысăк сиен кÿнĕ. Хăюллă чăваш каччи нимĕçсен икĕ танкне, виçĕ пушкине, çар хатĕрĕсем тиенĕ пĕр машинине тĕп тунă, 30 салтакпа офицерне вĕлернĕ. Куншăн ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă. Пĕр çапăçура вара ăна амантнă. Суранĕ тÿрленсен Николай каллех вăрçă хирне васканă. «Анне, манăн сывлăх кашни кунах улшăнса пырать. Тепрер уйăхран сывалса тухатăп. Манпа пĕрле Чукалсем, Шăмăршă районĕ, выртать. Вăл пирĕн ялта кăçатă çапнă, пирĕн ялсене лайăх пĕлет. Пирĕн Микуль тетепе пĕр ротăра пулнă, Микуль вăрçăран тухаймарĕ тет. Суран тÿрленсе çитрĕ. Часах каллех çапăçма каятпăр пулмалла», — çырнă Коля амăшĕ патне. Кашни çырăвĕнче вăл çывăх çыннисене телей курма сунать, ял-йыша салам вĕçтерет. Мария Прохоровна хутла пĕлменрен кÿршĕри Анюка çыртарнă. Ăна та ырăпа аса илет Николай, хĕре пушă вăхăтра хăйĕн патне хыпар вĕçтерме ыйтать. Каччă лайăх пурнăç çитессе ĕненет, Çĕнтерĕве кĕтсе илес шанчăкпа пурăнать: «Здравствуй, дорогая Мамаша. Çанталăк кĕркунне енне пырать. Кашни кун çумăр çăвать. Кĕрхи çумăрсем пире чарса тăратма пултараймаççĕ. Эпир ялан хĕвеланăç еннелле тăшмана çĕмĕрме шăватпăр».

Ывăлĕпе ашшĕ-амăшĕ чăвашла çырма тăрăшнă. Хăшне-пĕрне Николай вырăсла шăрçаланă. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кудряшовсем патне черетлĕ çыру çитнĕ. «Здравствуй, Мамаша! Паян татах тăшмана çĕмĕрме, снарядсем çурăлнине, пульăсем шăхăрнине итлеме каятпăр. Ан пăшăрханăр маншăн. Йĕркеллех пулать. Малашнехи пурнăç çинчен кайран пĕлтерĕп. Эпĕ сывă юлатăп, сире те сывлăхлă вăрăм кун-çул сунатăп», — ку Николай Васильевичăн юлашки çырăвĕ пулнă. Мария Прохоровна ывăлĕ патне çыру хыççăн çыру ăсатнă, анчах хурав кĕтсе илеймен. 1944 çулхи çу уйăхĕнче ун патне çыру çитнĕ. Ăна Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчи Павел Блинов янă. Тинтерех чаçе вырнаçнăскер чăвашла шăрçаланă çырăва уçса вуласан хуравлама шухăшланă: «Сирĕн яла лайăх пĕлетĕп, çавăнпа çырса ярас терĕм. Кашни хăй халăхĕшĕн ытларах тăрăшать». Вăл Мария Прохоровнăна хурлăхлă хыпар пĕлтернĕ: Николай Кудряшов 1943 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Павел Кольăпа пулнă юлташĕсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн тепĕр хут çырса яма шантарнă, салтак амăшне тăван ялне хăнана кĕрсе тухма сĕннĕ. Килĕнче Павела арăмĕпе икĕ ачи кĕтнĕ.

(«Тăшмана çĕмĕрме, пульăсем шăхăрнине итлеме каятпăр»)

 

♦ «Мĕскер ăйăр килнĕ ара?» — чÿречерен пăхса шухăшланă 20-ри Зоя. Картишре пушар лаши кĕçеннĕ. Сергей аккăшĕн упăшкипе çитсе тăнă. «Ăçта каятăр?» — ыйтнă хĕр вĕсем патне тухсан. «Сана илме килтĕмĕр», — тенĕ те каччăсем Зойăна урапа çине йăтса лартнă. Лаша пушăпа çапсан та вырăнтан хускалман, чĕвен тăнă. Хĕр качча кайсан ырлăх курмассине сиснĕ тейĕн вăл. Зоя малтан эрех ĕçме юратакан упăшкинчен патак çисе пурăннă, халĕ — ывăлĕнчен…

Хырăм ÿктĕр тесе

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çемье пуçĕ Михаил фронта тухса кайнă. Килĕнче арăмĕ, икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ юлнă. Зоя ун чухне амăшĕн варĕнче пулнă. «Анне хырăм ÿктĕр тесе мана питĕ нушалантарнă, пиçиххипе хытă çыхса çÿренĕ. Çавăнпах-тăр хăлха шăнăрĕ хуçланчăк манăн. Çапах паянхи кун та анне мана пăрахманшăн Турра тав тăватăп», — калаçăвне пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче пурăнакан Зоя Григорьева. Вăрçă пуçлансан пурнăç тата йывăрланнă, упăшки фронта кайсан хĕрарăм тăватă ачипе пĕчченех юлнă. Варти пепкине тем пек çуратас темесен те Зоя авăнăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ватлăхра амăшĕн кĕçĕн хĕрĕн куçĕнченех пăхма тивнĕ. Зоя ăна мĕн виличчен пăхса пурăннă.

«Хуранне çак, пахчаран çĕр улмине кăларса кĕр, пĕрерĕн çуса яр та кăштах вĕресен сÿнтер», — çапла вĕрентнĕ амăшĕ шкула та кайман кĕçĕн хĕрне ĕçе тухса кайиччен. Пĕчĕк Зоя колхозран ывăнса таврăннă амăшне вĕри яшкапа кĕтсе илнĕ: çĕр улми çеçки, мăян сăптăрса кĕнĕ, пиçен татса янă. Çăмартине патшалăха пама пухнă, ăна тытма юраман. Апла пулин те Зоя яшка тутлăрах пултăр тесе пĕрне çăнăхпа лăкаса янă. «Анне, манпа пĕрле çывăр-ха», — тесе хĕрача амăшĕн çăпата кантрине салтнă. Зоя куçне кăшт хупнă çеç — тĕлĕрсе кайнă. Вăраннă çĕре амăшĕ, каç кÿлĕм колхозран ĕçлесе таврăннăскер, каллех тухса кайнă, çĕрĕпе авăн çапнă.

7 класс пĕтерсен Зоя урăх яла 8-мĕшне вĕренме кайнă. Тĕттĕмленсен тантăшĕсемпе шкула иккĕмĕш сменăна уй урлă утнă. Хĕл ларсан тăвайккинчен шуса аннă, пĕр-пĕрне алă парса кĕрт тăрринчен чакаланнă. Çур çултан Зоя вĕренме пăрахнă. «Мĕн тума кирлĕ? Çавах ниçта та каяс çук», — шухăшланă вăл. Ун чухне хулана кайма паспорт паман. Амăшĕ те: «Эсĕ кайсан манăн мĕнле пурăнас?» — тенĕ. Аслисем килтен тухса кайнă. Зоя амăшне питĕ юратнă, ăна хĕрхеннĕ.

Вĕренме пăрахсан хĕрача колхоза вырнаçнă. «Мана тăватă тиха тата кахал лаша пачĕç. «Малтан хăв çаврăн ыраш ани тавра. Мана, мĕн, вĕлересшĕн- им?» — терĕм бригадира. Тихине сÿрелеме вĕрентрĕм. Вăйлă пулнă эпĕ. Пăрçа тултарнă пысăк михĕсене йăтса икĕ ампар тултартăм», — çамрăклăхне аса илчĕ Зоя Ми-хайловна.

Пушар лашипе лартса кайнă

Каçхине Зоя урамра уйăх çутипе киленсе утнă, хусканусем туса аллипе сулкалашнă. Тавралăх янкăрах çутă пулнă, çĕре ÿкнĕ йĕп те курăннă. Ăна хирĕç çын утнă. «Пăрçа йăтнă, ку арçынран хăрамастăп-ха», — шухăшланă хăюллă хĕр.

— Кам эсĕ? Ăçта каятăн? — ыйтнă хайхи çын.

— Сана мĕн ĕç? — хăраманнине палăртса хуравланă хĕр.

— Ăçта пурăнатăн? — пурпĕрех унран хăпман каччă.

— Ман санпа калаçмалли çук. Ак утса кĕретĕп те ыран каллех михĕ йăтма каятăп, — хускану туса аллипе сулкалашса тăнă Зоя.

— Ыран тĕл пулатпăр-и?

— Эсĕ салтакран килнĕ, ватă. Санпа урăх калаçмастăп, — тесе хĕр пăрăнса утнă. Каччă ăна хулĕнчен тытса чуптума хăтланнă.

— Тьху! — çĕре лачлаттарса сурнă Зоя.

Кун хыççăн Сергей ун патне çÿреме пуçланă. Зоя — кравать çинче, амăшĕ урайĕнче çывăрнă. Хăнкăла ĕрченĕрен амăшĕ хăйĕн тавра вĕлтĕрен хунă. Пĕррехинче çĕрле Зоя такам çи-пуçĕнчен туртнипе вăранса кайнă. Алăка питĕрмен, Сергей пÿрте кĕрсе тăнă. «Эсĕ манран куласшăн-и? — тесе хĕр ăна хулĕнчен ярса тытнă. — Эпĕ пăрçа миххи йăтатăп, сана та çапса суранлататăп ак. Тухса ут, ман пата урăх ан кил». Çĕрле мĕн пулса иртнине амăшĕ сисмен, Зоя йĕкĕте кăшкăрашмасăр пÿртрен çавăтса кăларса янă. Кун хыççăн вăл ăна икĕ кун курман. «Сергей пичче патне кайса калаçнă: «Сан йăмăкна качча илетĕп. Ăна тĕкĕнмен», — тенĕ. Павлик боксерччĕ, яла таврăнсан Сергея пĕрре тÿнлеттерчĕ. Сергейăн тăванĕ агентра ĕçлетчĕ, çавă анне патне пырса мана качча памалли пирки калаçнă, «Мăшкăлласан ача туса парать», — тесе укçа парса хăварнă. Анне мана качча парас тесе çав укçапа эрех туяннă», — каласа кăтартрĕ Зоя Григорьева. Унăн пĕрре те качча каяс килмен, йывăр ĕçленĕрен, çителĕклĕ çименрен хĕр шутне кĕме те ĕлкĕреймен вăл ун чухне. Пушар лашипе илме килсен унран ыйтса тăман, урапа çине вăйпах лартнă. «Пурпĕрех таратăп», — Сергея чышкăпа юнаса пынă хĕр. Каччă çырма урлă çеç пурăннă. «Мана миçе кун сыхласа ларăн?» — ыйтнă Зоя хăйĕнчен пĕр утăм та хăпман Сергейран. Инçех мар пурăнакан каччăн вăрласа кĕнĕ хĕрĕ тухса тарнă, ку та Зоя киле каясран хăранă. «Тармарăм. Манăн йĕме туртнăшăн пĕр уйăх унпа юнашар выртмарăм», — аса илчĕ Зоя Михайловна.

«Кин çĕрĕпе çывăрчĕ»

Çулталăкран Зойăн çие юлнă. Варти ача 6 уйăха çитсен аппендицит пулнă. Хырăмĕ ÿссе пынă, çĕвĕ ыратнă. Ун чухне хĕрарăм ача кĕтнине пăхса тăман — тырă каçалкки виçсе панă, ыраша çурлапа вырнă. Йывăр ĕçе уйăрман, кĕç-вĕç ача çуратмалли Зоя миххе 2 витре тырă ярса йăтнă. «Йывăр ĕçлеттереççĕ, больницăна кайса выртам-ха терĕм. «Культурнă» кайма çи-пуç çук. Хуняма: «Хырăму çук, ăçта каятăн?» — тесе кăшкăрать. Нушаланмасăр, ним ыратмасăр çуратрăм», — пĕрремĕш хĕрĕ çут тĕнчене килнине аса илчĕ 79-ти кинемей. «Малтанхи ачана ывăл тумалла», — тенĕ упăшкин аккăшĕ. Турă урăх хĕр ан патăр тесе Зоя хурланса макăрнă. Чăнах та çапла пулса тухнă: умлăн-хыçлăн тăватă ывăл çуралнă. Анчах амăшĕ телейне ытлах курман, 45-ре чухне упăшки эрехпе наркăмăшланса вилнĕ, пурăна киле 10 кунра икĕ ывăлне, Вовăпа Андрея, пытарнă.

Вова салтакра чухне тайгара йывăç турттарнă. Унтан вăл вырăс майрипе таврăннă, вĕсен ача çуралнă. «Санăн машину ахалех ларать», — тесе шăнкăравланă Вова патне. Ăна лерен çул укçи ярса панă. Кинĕ валли билет туянас тесе Зоя аппа ĕнине сутнă. Çав вăхăтра укçа йÿнелсе кайнă, билет илме çитмен. Амăшĕ çын-ран кивçен илсе ывăлĕпе кинне, мăнукне çула ăсатнă. Каярахпа вĕсен тепĕр икĕ ача çуралнă. Вовăна такамсем вĕлернĕ, укçине кăларса илнĕ. Ăна тайгарах пытарнă, амăшĕ каяйман. Çав вăхăтра кĕçĕнни Андрей Мускавран килнĕ чухне çухалнă. Ăна 2 уйăх шыранă. Унăн виллине кăмпаçă Шупашкарти вăрманта асăрханă. Япалисем çĕрсе пĕтнĕ, çумĕнчи паспорчĕ кăштах упранса юлнă. Андрея ялтах пытарнă. «Кин çĕрĕпе çывăрчĕ, тупăк умĕнче лармарĕ. Тупăка картише илсе тухсан мăнукăм Диана: «Атте, манăн сансăр мĕнле вĕренес?» — тесе макăрчĕ. Кинĕн пĕр тумлам куççуль те тухмарĕ. Диана халĕ те ман пата яла çÿрет. Кин килсен нихăçан та апат пĕçерсе, чашăк-тирĕк çуса курман, — пурнăçĕ пирки малалла каласа кăтартрĕ Зоя аппа. — Андрея пытарсан тĕлĕкре: «Мĕнле вилтĕн ара?» — тесе ыйтрăм. Тем калать пек, пÿрчĕ пысăк та ăнланаймастăп. Илтес тесе алăк патне пытăм та вăранса кайрăм».

Асламăшĕ алимент тÿленĕ

Асли Галя хыççăн Борис çуралнă. Варта виççĕмĕш чун тĕвĕленсен амăшĕ хĕр пулĕ тесе хĕпĕртенĕ. Пĕр кунхине йывăр йăтнăран каç кÿлĕм Зойăн юн кайма пуçланă. Вăл 1 стакан шыва тăвар ярса ĕçнĕ. «Пукравра кăмака хутса кукăль лартрăм та каллех юн кайма тытăнчĕ. Чусталлă алăпах больницăна кайрăм, икĕ кун тăмасăр выртрăм. «Хырăмне ÿкерес-и?» — ыйтрĕ тухтăр. «Çук, хĕр пуль-ха», — терĕм. Вара çак «шуйттан» çуралчĕ», — каласа кăтартрĕ Зоя Михайловна. Саша урă чухне питĕ лайăх, анчах эрех ĕçсен усалланать. «Икĕ-виçĕ хутчен çĕçĕпе лартрĕ, дихлофозпа сирпĕтрĕ, хăпарса тăрса таптарĕ… Пуç çинче шăтăк-путăксăр вырăн çук, çапать. Полицие чĕнсен вĕсемпе питĕ хитре калаçать», — ывăлĕнчен шар курса пурăннăшăн амăшĕн чунĕ ыратать.

Саша интернет урлă ачаллă хĕрарăмпа паллашнă. Пĕр кунхине урам хапхи уçăлнă, ывăлĕ амăшне чĕнсе илнĕ. «Ăçтан татăлса антăр вара эсир?» — тĕлĕнсе ыйтнă Зоя аппа ачаллă хĕрарăма курсан. «Анне, ан вăрç-ха», — тесе Саша савнийĕпе унăн çулталăкран иртнĕ ачине пÿрте илсе кĕнĕ.

Зоя аппа фермăра ĕçленĕ, Саша — комбайнпа. Амăшĕ ирхи 2 сехет çурăра тăрса апат пĕçерсе хăварнă. Кăнтăрла килсен те плита умĕнче ăшталаннă. Хайхи майра çуллахи вăхăтра çăм гамаш тăхăнса телевизор умĕнче пĕç явса ларнă. Пĕрре Зоя аппа ĕçрен таврăнсан пÿртре шăчăр-шачăр тунă сасă илтсен вăрттăн сăнаса тăнă. Кинĕ теркăпа хырнă çĕр улмирен икерчĕ пĕçернĕ те çисе янă, пĕçернĕ те çисе янă… «Мĕн тăватăн?» — тесе ыйтсан хĕрарăм чĕнмесĕр тăнă, юлашки икерчине ачи валли йăтса кĕрсе кайнă. Кинĕ ăна «анне» тесех чĕннĕ. «Чĕлхÿ калать-ха, хăв вара нимĕн те тумастăн. Саша ĕçрен килсен мĕн çиет?» — сăмахланă Зоя аппа кинне. Саша Мускава çÿреме тытăннă. «Килте аннепе апат çирĕмĕр», — телефонпа шăнкăравласан Надя çапла каланине ĕненмесĕр амăшĕпе çыхăннă вăл. «Эс кайнăранпа киле килсе курман», — пулнă хурав. Саша Мускава кайсанах Надя ачине çавăтса ашшĕ-амăшĕ патне кайнă. Вĕсен ача çуралнă, анчах арçынпа хĕрарăмăн çулĕсем уйрăлнă. Надя Сашăран алимент шыраса илме çырса панă. Парăмне ашшĕ мар, Зоя аппа татса пынă, мăнукĕ салтака кайичченех тÿлесе пурăннă.

(10 кунра икĕ ывăлне пытарнă)

 

♦ Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнчи Дмитриев урамĕнче манăн 5 мăнук пурăнать, 4-шĕ — çул çитмен ачасем. Кĕçĕнни — 4-ра. 10-12 çул каялла пирĕн ялти Станислав Царев машинăсем юсамалли мастерской уçрĕ. Пĕтрĕ вара пирĕн лăпкă пурнăç. Ирхи 5-6 сехетрен пуçласа мĕн çĕрлеччен чăрлаттарнă, тăрлаттарнă, тимĕрпе тимĕре шаплаттарнă сасă хăлхаран каймарĕ. Болгаркăпа тимĕр касма тытăнсан çывăракан ачасем шарт! сиксе вăранаççĕ. 4 çул каялла Станислав Геннадьевич севок сортировки хута ячĕ. Малтанласа: «Сутма хатĕрлетĕп. Пĕр çул ĕçлеттерсе пăхам-ха», — терĕ. 4 çул манăн мăнуксем çурла- авăн уйăхĕсенче шахтăри пек тусан çăтаççĕ. Сортировкине урама вырнаçтарнăран пĕтĕм тусан мăнуксем пурăнакан пÿрт еннелле вĕçет. Чÿрече çума та, урамра япала типĕтме те май çук. Тусан çăтни ачасен ÿпкине мĕнле сиен кÿнине кирек кам та чухлать. Çавăнпа манăн çак ыйтусене уçăмлатас килет.

1. Сортировкăна ăçта, мĕнле вырнаçтармалли нормативсем пур-и?

2. Çав агрегата пурăнмалли çуртран миçе метрта лартма юрать?

3. Сортировкăна миçеччен ĕçлеттерме юрать?

4. Хуçин севок сутса тупăш тунăшăн налук тÿлемелле-и?

Пирĕн ялтах А.Солдатов фермерăн сортировки вырнаçнă. Ăна вăл пахча хыçне, çуртсем çук вырăна, лартнă. Йĕри-тавра çÿллĕ хÿме тытса çавăрнă. Туянма килекенсен транспорчĕ валли ятарлă вырăн тунă. Урамра асфальтпа иртсе çÿреме вĕсем чăрмантармаççĕ. С.Г.Царева та сортировкине хăйĕн пахчине куçарттарма май çук-ши? Кун пек лару-тăрура мăнукăмсен, пулас салтаксен, сывлăхне мĕнле упраса хăвармалла? Чахоткăна каясран питĕ пăшăрханатăп. Хисеплĕ редакци, май пулсан, тархасшăн, пулăшăр.

Вулакан çырăвне Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕн администрацине ярса патăмăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр МАЙРУШКИН çапла хуравларĕ:

— Пирĕн ял тăрăхĕнче — 22 фермер, 952 хушма хуçалăх. Пурĕ 30 гектар çĕр çинче 3000 тонна севок туса илеççĕ. Ăна аллама 40 сортировка пур. Вĕсене ĕçлеттермелли ятарлă нормативсем çук. Техника хăрушсăрлăхĕн правилисемпе килĕшÿллĕн, вĕсем хÿтĕлев кожухĕпе ĕçлеççĕ. Кÿршĕсен çурчĕсен хушши — 20 е ытларах метр. Агрегат шавне никам та тĕрĕслемен. Анчах вĕсен хуçисене графика пăхăнмаллине асăрхаттарнă: ĕç кунĕсенче — 8-22 сехетсенче, канмалли кунсенче 9-тан пуçласа 22 сехетчен ĕçлемелле. Фермерсем тĕрлĕ налука, ытти фонд тÿлевне саккунпа килĕшÿллĕн саплаштараççĕ.

Кил умĕ — харпăр хăйĕн çĕрĕ мар, муниципалитетăн шутланать. Урама стройматериал купалама, ăпăр-тапăрпа варалама, техника таврашĕ вырнаçтарма юрамасть. Ку административлă йĕркене пăсни шутланать, уншăн штрафлама пултараççĕ. Ку йĕркесĕрлĕхпе участковăйсем кĕрешеççĕ. Станислав Царевпа калаçса илĕп.

(Шахтăри пек тусан çăтатпăр)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.