Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 35 (6586) № 25.09.2025
Ватти те, вĕтти те ăмăртрĕ
ШĂМАТКУН ШУПАШКАРТИ МУСКАВ ÇЫРАННЕ ЧЫЛАЙ ÇЫН ПУХĂНЧĔ. СĂЛТАВĔ ТЕ ПĔЛТЕРĔШЛĔ — «НАЦИ КРОСĔ» ЧУПУ ИРТРĔ. ÇĔРШЫВĔПЕ ЙĔРКЕЛЕКЕН СПОРТ МЕРОПРИЯТИНЕ ÇУЛСЕРЕН ХАСТАР ХУТШĂНАÇÇĔ. ШКУЛ ÇУЛНЕ ÇИТМЕН АЧАСЕМПЕ АШШĔ-АМĂШĔ, ÇАМРĂКСЕМПЕ АСЛĂ ŸСĔМРИСЕМ, ТĔРЛĔ ПРЕДПРИЯТИ-ОРГАНИЗАЦИРЕ ТĂРĂШАКАНСЕМ СТАРТА ТĂЧĔÇ.
Спорт уявĕ яланхи пекех зарядкăран пуçланчĕ. Ăна спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Германов ирттерчĕ. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ, чупăва хутшăнакансемшăн пысăк уяв пулнине аса илтерчĕ. Ăмăртăва ертÿçĕсен ушкăнĕ уçрĕ. Чупăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спортпа туслă пулнăшăн тав турĕ, малашне те хастар пулма чĕнчĕ. «Чупни кăмăла çĕклет. Атăл шывĕн хĕрринче нумай-нумай çын хушшинче çак туйăм темиçе хут вăйланать», — терĕ вăл. — «Наци кросне» кашни çулах хутшăнатпăр, 15 вĕренекене суйласа илетпĕр. Ытларах — аслă класри ачасем. Спорт уявĕ лайăх кăмăл-туйăм парнелет. Чи пĕлтерĕшли — çĕнтересси мар, чупăва хутшăнасси. Ачасем спортпа туслă пулччăр тесе тăрăшатпăр. Вăхăта компьютер умĕнче мар, уçă сывлăшра ирттерччĕр тетпĕр. Çак ачасемех пĕлтĕр чупăва хутшăнчĕç, — пĕлтерчĕ Шупашкарти 31-мĕш шкул вĕрентекенĕ Денис Драндров. Класс ертÿçи хăйĕн вĕренекенĕсене хавхалантарма пынă. Ăмăртăва ашшĕ-амăшĕпе ачисем те хутшăнчĕç. Шупашкарта пурăнакан Екатерина Быкова чупăва ывăлĕпе Матвейпа тата хĕрĕпе Лизăпа пычĕ. — «Наци кросне» савăк кăмăлпа çÿретпĕр. Çакнашкал ăмăртусене час-часах хутшăнатпăр. Кун пек мероприятисем сывлăха тĕреклетеççĕ, çемьене пĕрлештереççĕ, — терĕ вăл. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ÿсĕмне тата епле хатĕрленнине кура 1 çухрăмран пуçласа 12 çухрăм таран чупса тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсем Раççейĕн Спорт министерствин парнисене тивĕçрĕç. Чупу республикăри мĕн пур муниципалитетра иртнĕ. «Наци кросĕ» хăйĕн сумне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пилĕк çулта массăллă чупăва хутшăнакансен йышĕ Чăваш Енре 5 хут ытла ÿснĕ: 9382-рен 47389 таран. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕрлĕ çĕршыв çамрăкĕсене пĕр ĕмĕт-шухăш пĕрлештернĕ
Авăн уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Чулхулара Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕн пĕрремĕш слечĕ иртнĕ. Вăл 120 çĕршыври икĕ пин çынна пĕрлештернĕ. Чăваш Республикинчен унта 8 çын кайнă.
Çак тапхăрта Чулхула тĕрлĕ халăх çыннипе хутшăнмалли, çамрăксен политикине лайăхлатмашкăн çĕнĕлĕхсем шырамалли, пултарулăха аталантармалли, çĕнĕ пуçарусем тумалли лапам пулса тăнă. Раççейри тата ют çĕршывсенчи спикерсем слета хутшăнакансен професси тата харпăр пахалăхсене ÿстерме пулăшнă. «Заявка яриччен малтан анкета тултартăм, ыйтусене хуравларăм, çавăн пекех çитĕнÿсемпе паллаштаракан видеовизитка турăм. Кăçал «Патшалăх управленийĕ» енĕпе заявка патăм. Нумай вăхăт кĕтме тиврĕ. Мана суйланине пĕлсен савăнăçăн чикки çукчĕ. Слетра вырăсла тата акăлчанла калаçрĕç. Çакă чĕлхе пĕлĕвне лайăхлатма май пачĕ. Хăнасем Раççее юратнине, пирĕн чĕлхене вĕренме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Слетра ытти çĕршыв çамрăкĕсемпе те калаçрăм. Пĕр кун интереслĕ самант пулчĕ: кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Австри çынни «Çĕр анне» юрра янраттарчĕ, кĕтмен çĕртен пурте юрлама тытăнчĕç. Кăмăла çĕклерĕ ку. Çав вăхăтра пĕр шухăшлă çынсем пухăннине ăнлантăм», — каласа кăтартрĕ Ольга Медведева. Вăл — Канаш округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи. Хĕр 2024 çулта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне хутшăннă, ун чухне те Сочирен çунатланса таврăннă. Республикăн çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕн методисчĕ Ксения Турат та слета çитсе килнĕ. Авăн уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Чулхулара Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕн пĕрремĕш слечĕ иртнĕ. Вăл 120 çĕршыври икĕ пин çынна пĕрлештернĕ. Чăваш Республикинчен унта 8 çын кайнă. «Унта ирттернĕ кунсем интереслĕ самантпа пуян пулчĕç: тĕрлĕ çĕршыври экспертсен лекцийĕсене итлерĕмĕр, медиа çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Тренд-баттлсем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем тата креативлă уçлăхсем асра юлчĕç. Ку программăн пĕчĕк пайĕ çеç. Çĕнĕ IT-кампуссенче пурăнтăмăр. Кашни командăра тĕрлĕ çĕртен килнĕ çамрăксемччĕ. Эпир Марокко, Индонези, Пакистан, Беларуç Республикин яш-хĕрĕпе пĕрле çÿрерĕмĕр. Вĕсен пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр, Раççей çинчен каласа кăтартрăмăр. Нумайăшĕ тĕлĕнчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн çĕршыв çинчен илтни чăнлăхран уйрăлса тăнă. Çĕнĕ туспĕлĕш нумайланчĕ», — пĕлтерчĕ хĕр. Слета хутшăнакансем пуян историллĕ Чулхулапа та паллашнă. Вĕсем унти паллă вырăнсене çитсе курнă, хула çыннисемпе калаçнă. Ольга Медведевăпа Ксения Туратсăр пуçне слета сывлăш гимнастикин тренерĕ Анна Малеева, Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн вĕрентекенĕ Расима Гайнутдинова, Улатăрти 7-мĕш шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Юлия Давыдова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенткисем Светлана Ивановăпа Ирина Николаева, Шупашкарти 54-мĕш шкул вĕренекенĕ Карина Чернова хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управлени ертÿçи Алексей Иванов палăртнă тăрăх, пултарулăхне аталантарма, тĕрлĕ регионти тата ют çĕршыври ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă, илнĕ пĕлÿпе малашнехи ĕçре усă курма пултарĕç. Слет интерактивлă модуль формачĕпе иртнĕ. Çамрăк специалистсене çичĕ тĕп çул-йĕре пĕрлештернĕ: креативлă индустрисемпе пултарулăх, патшалăх управленийĕ, предпринимательлĕх, спорт, вĕренÿпе ăслăлăх, цифровизаци тата IT. Программи интерактивлă 80 ытла пулăм кĕртнĕ, хутшăнакансене тĕнчери 40 çĕршыври — çав шутра США, Аслă Британи, Бразили, Итали, Германи, Гана — 200 ытла эксперт хутшăннă. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ачасене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтараççĕ
Пирĕн çĕршывра кашни çулах шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна 2004 çултанпа уявлаççĕ. Историрен паллă: 1863 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă. Çак кун ача сачĕсенче ĕçлекенсене чыслаççĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Октябрьски салинчи «Пучах» садикра тăрăшакансем те хисепе тивĕç. Вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Ирина Мясникова заведующи каласа кăтартрĕ.
— Кунта Чăваш патшалăх педагогика институчĕ хыççăнах ĕçлеме килтĕм. Тĕрĕссипе, шкул çулĕсенчех ачасемпе ĕçлеме килĕшетчĕ, çавăнпа пуласлăха çак профессипе çыхăнтарма шухăшларăм. 1993 çулта Шуршăлти вăтам шкултан вĕренсе тухсан пуçламăш классен учителĕн специальноçне алла илтĕм. Пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм та «Пучаха» воспитателе вырнаçрăм. Октябрьски — пысăк ял. Хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнă. Садика çÿрекен ача йышлăччĕ. Коллектив пысăкчĕ, туслăччĕ. Çапах пĕр тапхăр шкулта ĕçлеме тÿр килчĕ. 2019 çултан ача сачĕн коллективне ертсе пыратăп. Кунтах тăван аппа Светлана Леонидовна воспитательте нумай çул ĕçлет. Юлашки вăхăтра ачасен шучĕ чакрĕ. Хальлĕхе пирĕн садикра — икĕ ушкăн. Унчченхипе танлаштаратăп та, анлă тавра курăмлă ачасем çитĕнеççĕ халь. Тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр, ачасем хăйсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Пирĕн коллективра ĕçлекенсем те маттур. Ача сачĕ тавра тĕрлĕ чечек лартса ÿстеретпĕр. Воспитательсем çак ĕçе ачасене те явăçтараççĕ. Субботниксем те ирттеретпĕр. Ачаран ĕçе хăнăхаççĕ, илемлĕхе курса ÿсеççĕ. Шел те, пирĕн учрежденире специалистсем çитмеççĕ. Тĕслĕхрен, музыка ертÿçи çукки пăшăрхантарать. Юрать, халĕ интернет нумай чухне пулăшать. Çапах та, ман шухăшпа, ачасемпе чĕрĕ хутшăну пулсан аванрах. Хăй вăхăтĕнче пирĕн ача садне питĕ тирпейлĕ тунă. Икĕ хутлă, хăтлă. Анчах çулсем иртнĕçемĕн вăл та кивелет. Ăна çĕнетсе тăмалла. Паллах, эпир ăна хамăр вăйпа çеç пултараймастпăр. Çавăнпа тĕплĕ юсав тăвасса кĕтетпĕр. Пирĕн ача сачĕ уйрăм учреждени шутланать, — пĕлтерчĕ Ирина Леонидовна. Чăн та, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын пулсах çуралнă Ирина Мясникова. 1975 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралнăскер каярах çемйипе Октябрьски салине пурăнма куçнă. Ялти пĕлÿ çуртĕнче 9 класс хыççăн Шуршăл шкулĕнче педагогика класĕнче вĕреннĕ. Ун чухнех педагог пулма хатĕрленнĕ. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçланнă унăн. Ачасемпе вăтăр çула яхăн ĕçлет. Çак профессие суйланăшăн ÿкĕнмест. Мăшăрĕ Анатолий Аркадьевич та ăна пулăшса пырать. Вăл хăй те чылай вăхăт ял тăрăхĕн тата район пуçлăхĕ пулнă. Мясниковсен аслă хĕрĕ Марина амăшĕн çулĕпе кайнă, строительство колледжĕнче информатика вĕрентет. Ывăлĕ Кирилл врач профессине суйланă. Кĕçĕн хĕрĕ Варвара вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илет. Вăл — тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи. Кăçал ăна «Артека» кайма путевка панă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Урхамахсем тăраççĕ тапăртатса
«Лаша та хуйхăрма пĕлет», — теççĕ. Çак каларăш чăнлăхпа тÿр килнине Елчĕк округĕнчи Патреккел ялĕнче пурăнакан Андрей Смирнов лайăх пĕлет, мĕншĕн тесен вăл килте 10 яхăн лаша тытать.
Андрей Леонидович мĕн пĕчĕкрен лашасене юратать. Вăл ача чухнех вĕсемпе вăхăт ирттермешкĕн час-часах колхоз фермине чупнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах яш ÿссен пурнăçне янаварсемпе çыхăнтарма, килте лаша тытма ĕмĕтленнĕ. 2014 çулта вăл тинех туяннă. Çулталăкри çĕнĕ юлташа Зорька ят панă. Пĕрремĕш ут уншăн çут тĕнче кĕтречĕ пек пулса тăнă, каччă куншăн питĕ савăннă. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Халĕ Андрей Леонидовичăн хуçалăхĕнче 10 яхăн лаша. Малашнехи пурнăçа вĕсемсĕр курмасть вăл. Мотоблоксемпе тракторсен тапхăрĕнче лашасемпе хуçалăхра усă курмаççĕ тейĕ хăшĕ-пĕри. Кил хуçи вĕсене чун лăпкăлăхĕшĕн усрать. Çак чĕр чунсем унăн чĕрине ăшăтаççĕ. Андрей Леонидович вĕсене пăрахса инçе çула та тухса каймасть, ĕçрен те хăвăртрах киле васкать. «Вĕсене усрама та çăмăл мар, çапах вĕсемсĕр пурăнаймастăп. Ачаш та илемлĕ лашамсем ман чĕрере уйрăм вырăн йышăнаççĕ, кашни кунах савăнăç кÿреççĕ. Вĕсен сасси пурнăçа телейпе тултарать», — терĕ вăл. Кашни ир Андрей Леонидович чи малтан юратнă урхамахсем патне васкать. Вĕсемпе нумай вăхăт ирттерет: апатлантарать, тасатать... Кулленхи йăла пулса тăнă ку, çак вăхăтра вăл çут çанталăкпа тата чĕр чунсемпе тарăн çыхăну йĕркеленет. Лашасем хитре те вăйлă выльăх-чĕрлĕх кăна мар, чăн-чăн юлташсем те. Вĕсен кашнин хăйĕн кăмăлĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе вылянине сăнама юратать кил хуçи. Çакă лăпкăлăх кÿнине палăртать. «Йывăр самантсенче вĕсемпе юнашар пулсан чун лăпланать. Лашасен куçĕсем те çыннăнни пекех», — каласа кăтартрĕ ферма хуçи. Смирновсем вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: лашасемсĕр пуçне — темиçе ĕне, кайăк-кĕшĕк... Хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирлĕ. «Çителĕклех хатĕрлетпĕр. Пĕр чун та апатсăр юлмĕ. Юратнă выльăх валли укçа та шеллеместпĕр. Утă-улăм хатĕрлесси йывăр мар хальхи саманара», — терĕ Андрей Леонидович. Урхамахсене чунтан парăннă вăл. Лешсем те хуçи юратнине туйсах тăраççĕ. Ялти ватăсем хальхи техника вырăнне лашанах шанаççĕ-мĕн, çавăнпа Андрей Леонидовичран час-часах пулăшу ыйтаççĕ. Вăл хирĕçлемест, пахчасене сухалама парать, хĕлле лашапа юр кăларать. Лашасем сахăр юратаççĕ. Çавăнпа çак пылак çимĕç килтен татăлмасть. Пахча çимĕçпе улма-çырлана та кăмăллаççĕ янаварсем, вĕсем валли чылай хатĕрлеççĕ. Шыв ĕçме Пăла хĕррине анаççĕ. Уçăлса çÿреме пысăк лапам пур. Урхамахсене ачасем те питĕ юратаççĕ. Çуллахи вăхăтра хуларисем курма килеççĕ, сăн ÿкерчĕксем тăваççĕ. Лаша кÿлсе пĕчĕкскерсене ярăнтарма вăхăт тупать Андрей Леонидович. Ялта Çăварни те питĕ интереслĕ иртет. Урхамахсене тĕрлĕ хăюпа, тутăрпа илемлетет, шăнкăравсем çакать — пĕтĕм ялĕпе ярăнтарать. Алла купăс тытсассăн ял уяв сывлăшĕпе тулать. Патреккел, Акчел халăхĕ, ватти-вĕтти таранах, кашни çул савăнать çак уявра. «Ĕлĕкхи йăла-йĕркене манмалла мар пирĕн. Мăн асаттесене хисеп туса авалхи уявсене чĕртсе тăратмалла», — палăртрĕ Андрей Леонидович. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн ĕçре хирург пек пулмалла»
Чăваш Енри МЧС команди федерацин Атăлçи округĕнчи профессионал çăлавçăсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем ăсталăха виçĕ тупăшура кăтартнă. Кашни тĕрĕслев çăлавçăсем куллен пурнăçлакан лару-тăрупа çыхăннă: вăрманта шар курнисене шырани, чрезвычайлă лару-тăрăва сиресси, шыва путнă çынна тупасси.
Пĕр шухăш пĕрлештерет
Ăмăрту Мордовире иртнĕ, тăватă кун пынă. Ентешсем çут çанталăк хутлăхĕнчи шыравпа çăлав ĕçĕнче мала тухса чи вăйлă виçĕ команда йышне кĕнĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Ульяновск облаçĕпе Удмурт Республики пайланă. Чăваш Ен чысне çак ăмăртура Александр Петрушкин, Данил Бильтяев, Никита Козлов, Дмитрий Егоров, Сергей Кузнецов тата Роман Лукшин хÿтĕленĕ. Александр Петрушкин шыравпа çăлав тытăмĕнче 22 çул ĕçлет. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ОБЖпа физкультура учителĕн специальноçне алла илнĕ. Пĕр тапхăр Шупашкар районĕнчи Карачура шкулĕнче вĕрентнĕ. МЧС тытăмне Александр Петрович ăнсăртран пырса кĕнĕ. — Шкулта ĕçленĕ чухне пирĕн команда ăмăртусенче çитĕнÿсем тăватчĕ. Пĕррехинче турслета кайрăмăр. Шăпах унта мана çăлавçа кайма сĕнчĕç. Пирĕн республикăра ку профессире ĕçлекенсем пуррине эпĕ унччен пĕлменччĕ. Çак ĕç маншăн çывăх пек туйăнчĕ. Малтан стажировка тухрăм. Ĕç мана килĕшрĕ те кунтах юлтăм, — аса илчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи. Чăваш Енре шыравпа çăлав служби 1994 çулта йĕркеленнĕ. Юлашки хут пирĕн команда çăлавçăсен турнирĕнче 2000 çулта 2-мĕш вырăн йышăннă. Раççейре кун пек ăмăрту çулсеренех пулать. Федерацин Атăлçи округĕнче ăна 2004 çулччен ирттернĕ, кайран йĕркелеме пăрахнă. 2023 çулта çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. — Кăçал пуçласа республика историйĕнче ку ăмăртура пĕрремĕш хут награда çĕнсе илтĕмĕр, — калаçăва малалла тăсрĕ çăлав тытăмĕнче 2004 çултанпа ĕçлекен арçын. — Кашни хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçларĕ. Камăн мĕн тумаллине маларах палăртса хутăмăр. Ăмăртăва хамăр сменăри çамрăксемпе кайрăмăр. Пĕлтĕрхи йăнăшсене шута илсе хатĕрлентĕмĕр. Ăçта ытларах вăй хумаллине палăртса хутăмăр. Дежурство вăхăтĕнче, шăнкăравсем çук чухне, тренировкăсем турăмăр. Çавăн пекех канмалли кунсенче те пуçтарăнтăмăр.
Пирĕн спортзал пур. Ĕçленĕ вăхăтрах ÿтпĕве пиçĕхтеретпĕр, чупатпăр, альпинистсен спорчĕпе кăсăкланатпăр. Ăмăртăва вăйлă командăсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче — Раççей чемпионĕсем те. «Çут çанталăк хутлăхĕнче» уйрăмах йывăр пулчĕ. Çырмара, вăрманта, шурлăхра, тăвайккинче 7 çухрăмлă дистанцие парăнтартăмăр. Ăмăртура кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ. Пĕр чарăнмасăр чупрăмăр, заданисене пĕр йăнăшсăр пурнăçларăмăр. «Çĕнтермелле! Пирĕн çĕнтермелле!» — тесе пĕр-пĕрне çул тăршшĕпе хавхалантарса пытăмăр. Çак ăмăртăва федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан хатĕрленеççĕ. Эпир вĕсенчен маттуртарах пулма тăрăшрăмăр, йывăр пулсан та çак дистанцие пĕрремĕш чупса тухрăмăр, — терĕ çăлавçă.
Чи пĕлтерĕшли — хăвăртлăх Ăмăртура чи пĕлтерĕшли — хăвăртлăх. Пĕр йăнăш тунипех пĕр çеккунт выляса яма пулать. Вĕсем техногенлă тапхăрта та мала тухма палăртнă. Анчах пĕр йăнăш тунипе 4-мĕш вырăн кăна йышăннă. — Питĕ кÿренÿллĕ пулчĕ. Лайăх результат кăтартма тĕллев лартрăмăр. Турăран пулăшу ыйтрăмăр. Старта тухиччен хĕрес хыврăмăр. Юлашки тапхăр умĕн каçхи 9 сехетре, çывăрма выртмалла ĕнтĕ, эпир вăрманта хунарсем çутса ăмăртăва хатĕрлентĕмĕр. Ирхи улттăра каллех тухрăмăр. Старта тухиччен 20 минут юлчĕ. Эпир çаплах хатĕрлентĕмĕр, мĕн вĕреннине аса илтĕмĕр. Пĕрремĕш тапхăрта шыв урлă кимĕпе ишсе каçмаллаччĕ, унтан тепĕр пункт патне хăвăртрах чупса çитмелле, кайран каллех кимĕпе каймалла. Сценарипе килĕшÿллĕн тепĕр тапхăрта кĕперте юсав ĕçĕсем ирттернĕ вăхăтра вĕренрен çакланса ларнăскере çăлмалла. Манекен 10 килограмм таять. Ăна алăпа çĕклесе илме çук. Хайхи çÿле хăпарса кайрăм. Задание хăвăрт пурнăçлас тенипе тăрук йăнăш тăваттăм. Карабина тĕрĕс мар вĕçĕртсе ятăм та манекен ураран çакланса юлчĕ. Ăна ÿкертĕм тĕк эпир ăмăртуран тухса ÿкетпĕр. Ăна урапа çĕклесе хам çине çаклатрăм. Паллах, урана ыраттартăм, анчах хамăн туйăмсене кăтартмарăм. Турри те пулăшрĕ, хамăр та тăрăшрăмăр — вырăн çĕнсе илтĕмĕрех. Ыттисем эпир чи малтан чупса тухнинчен тĕлĕнчĕç. Ăмăртура пăлханни уйрăмах палăрать. Çакна кулленхи ĕçпе танлаштараймăн. Чунра пачах урăх туйăм хуçаланать. Çăлавçăра ĕçлеме пуçласан çула тухас умĕн чĕре хыттăн тапатчĕ. Çынна çăлнă чухне йăнăш тăвасран шикленеттĕм. Машинăра хĕсĕнсе ларнă çынна кăларнă чухне асăрхануллă пулмалла — амантасран хăраттăмччĕ. Пирĕн ĕçре хирург пек пулмалла. 22 çулта хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Ăмăртуран таврăнсан тÿрех дежурствăна тăтăмăр. Çĕнтерĕве хамăр йышпа паллă турăмăр. Эпир малти вырăн йышăнма пултарасси çинчен шухăшлама та пултарайман. Хамăра юмахри пек туйрăмăр. Савăннипе куççульлентĕмĕр те. Пире министр саламларĕ, республикăн чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕшĕн тав турĕ. Çăлавçăшăн медаль те мар, ăмăртура вырăн çĕнсе илни — чи хакли. Ку — ĕмĕрлĕхе. Кунпа çеç чарăнса тăмăпăр, малалла çитĕнÿсем тума тăрăшăпăр, — калаçрĕ Александр Петрович. Данил Бильтяев ку ăмăртăва виççĕмĕш хут хутшăнать. Вăл та пĕлтерĕшлĕ тупăшура вырăн йышăнма пултарнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Килти япаласене те çÿлĕксем çине хурать
Фармацевтсемпе провизорсем сывлăх сыхлавĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕн калăпăшĕ эмел сутассинчен чылай аякка тухать. Лариса Игнатьева ку тытăмра 37 çул тăрăшать. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет.
— Лариса Германовна, мĕншĕн çак профессие суйларăр?
— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен эмел курăкĕсемпе кăсăкланаттăм, вĕсем çинчен кĕнекесенче вулаттăм. Çаксене чи çывăх професси фармаци пулнăран пурнăçа ку ĕçпе çыхăнтарма ĕмĕтленеттĕм. Çемьере врачсем те, провизорсем те çук пулин те медицина яланах илĕртетчĕ. Пулас профессие строительство инженерĕпе фармацевт хушшинче суйларăм. «Аптекăра лайăхрах та лăпкăрах пулĕ», — терĕ анне. Шкул хыççăн Хусан патшалăх медицина институтне /халĕ — университет/ вĕренме кайрăм. Аптекăра тасалăхпа йĕркелĕх хуçаланать. Эпĕ килте те япаласене сентресем çине хуратăп.
— Провизоршăн чи кирлĕ пахалăхсем мĕнле?
— Чи малтан, паллах, çынна пулăшма тăрăшни. Эмелпе тивĕçтернисĕр пуçне чылайăшне консультаци паратпăр. Эмелсем çинчен нумай пĕлмелле. Çавăн пекех питĕ тимлĕ пулмалла.
— Туянакансене мĕнле сĕнÿ-канаш паратăр? — Фармацевтăн çынна кирлĕ эмелсем тупса пама пĕлмелле. Эпĕ диагноз пирки е сывлăх япăхланни мĕнле палăрнине ыйтса пĕлетĕп. Енчен те «хăрушă» паллăсене асăнчĕ пулсан ăна тухтăр патне кайма сĕнетĕп. Кăткăс эмелсем парас умĕн çын миçе çултине, вăраха кайнă чирсем пирки ыйтатăп, хĕрарăмсенчен «йывăр» çын пулнине тĕпчетĕп. Килен-каяна эмелсен тĕрлĕ аналогĕпе паллаштаратăп, çав шутра чи йÿннисемпе те. Тухтăр çырса панă е кам та пулин сĕннĕ эмелĕн витĕмĕ çинчен ăнлантаратăп, суйланă хыççăн эмел ĕçмелли йĕрке: сиплев курсĕн тăршшĕ, япăх витĕмсем, ытти эмелпе хутăштармалли тата килте упрамалли уйрăмлăхсем — пирки уçăмлăн каласа ăнлантаратăп.
— Мĕнле эмелсем ытларах туянаççĕ?
— Пĕрисем пуç ыратнипе аптăраççĕ, теприсем чирлесен килеççĕ. Питĕ хăвăрт сутăнакан эмелсем пур — сезонлисем. Тĕслĕхрен, кĕркунне чылайăшĕ гриппа чирлеме тытăнсан çулла туянман пĕр эмелсенех илнине асăрхатăп. — Ку аптекăра миçе çул вăй хуратăр?
— Малтанхи çулсенче эпĕ аналитикра ĕçлерĕм. Ун чухне эмелсен пахалăхне тĕрĕслеттĕм. 14 çул ĕнтĕ хулари аптекăра тăрăшатăп.
— Ĕçĕр килĕшет-и? Ку профессие суйланăшăн ÿкĕнмен-и?
— Нихăçан та, пĕр минут та шеллемен! Эпĕ хамăн ĕçе юрататăп. Мана çынсемпе хутшăнма килĕшет. Ытларах яланхи клиентсем çÿреççĕ. Нумайăшне паллатăп, эмелсене кам валли туяннине пĕлетĕп. Эпир пурте пĕр-пĕрне хăнăхса çитнĕ. Клиентсем пире тав тăваççĕ, уявсемпе саламлаççĕ. Ачаллă амăшĕ нумай. Вĕсен пепкисем хамăр умрах ÿсеççĕ, шкула çÿреме тытăнсан хăйсем те кĕркелеме пуçлаççĕ. Хамăр тăрăхри çынсен пурнăçне сăнаса пыма интереслĕ. Аптекăна ялан кĕрекенсем килме пăрахсан чун хурланать.
— «Йывăр» клиентсем тĕл пулаççĕ-и?
— Паллах, клиентсем тĕрлĕрен. Вăл е ку лару-тăрура хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Эпĕ çынпа çын пек пулма тăрăшатăп. Тÿрккеслĕхе тÿрккеслĕхпе хуравламастăп. Лайăх çынсем нумайрах пулни савăнтарать. Кăмăла пăсакан та пулкалать. Перекетлес шухăшлине туйсан тĕрлĕ эмел сĕнетĕп. Эпир эмелсене мĕнле ĕçмеллине çеç ăнлантаратпăр.
— Ывăннине мĕнле çĕнтеретĕр? Ăçта канатăр?
— Паллах, кун вĕçне ывăнатăп. Çынсене кăтартма тăрăшмастăп, мĕншĕн тесен халăхпа ырă кăмăллă пулмалла. Пирĕн ялта çĕр лаптăкĕ пур, канмалли кунсенче унта çÿретĕп. Çĕр çинче ĕçлени канма пулăшать, çут çанталăкра чун лăпланать.
— Фармацевтикăра çитес 5-10 çулсенче мĕнле улшăнусем пулĕç-ши?
— Халĕ йăлтах улшăнса пырать. Ятарлă приложени урлă эмел саккас пама тытăнчĕç. Ку меллĕ, унта пĕтĕм информаци пур, аптекăра çук эмелсем те илме пулать. Интернет аталанать, пурте майĕпен цифра форматне куçса пыраççĕ. Темĕнле пулсан та фармацевтсем пулаççех. Эмелсем хакланса пыраççĕ пулин те аналогсем пурри лайăх. Укçа тăкаклас мар тесен чир-чĕртен упранмалла, профилактика тумалла, тухтăрсем патне çÿремелле. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Хĕлле — çăпатапа, çулла çара уран çÿренĕ
— Эпир — вăрçă ачисем. Эпир чăтнă нушана ан курччăр тетпĕр. Çавăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма тăрăшатпăр, — теççĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Александрпа Иулия Казаковсем. Кăçал вĕсем СВОна пулăшакан пункта 18 килограмм пыл, пĕр михĕ сахăр кайса панă.
Çул çинче кашкăрсем тапăннă Александр Григорьевич — 1939 çулта, Иулия Николаевна вăрçă пуçлансан тепĕр уйăхран Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. 80 çултан иртнĕ пулин те вĕсем ĕçрен ютшăнмаççĕ. Ĕçченлĕхне кура ватă çынсем тесе калаймăн. Санька тете тÿрех вăрçă вăхăтне аса илчĕ. — Халĕ сĕтел тулли апат-çимĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем хăшпĕр чухне çимесĕр те, ĕçмесĕр те пурăнаççĕ пулĕ. Çын хăй çав вырăнта пулса курмасăр пĕлмест те, ăнланмасть те, — калаçăва пуçларĕ кил хуçи. — Аттене астумастăп. Вăл вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ иккĕреччĕ. 10 çулти тете тата икĕ аппа пулнă. Йăмăк 1942 çулта çуралчĕ. Аттесене вăрçа тÿрех илсе кайман. Вĕсене Куславкка хулинче темиçе уйăх вĕрентнĕ. Вăл киле нимĕн те çимелли çукки çинчен пĕлтерсе çыру янă. Анне вара çăкăр пĕçерсе кÿршĕ хĕрарăмĕпе пĕрле леçме кайнă. Лешĕн те упăшки унта пулнă. Çуран утнă. Пĕр эрнерен çитрĕмĕр тетчĕ. Çĕр выртсан тепĕр кунне каялла килнĕ. Хăй çав вăхăтра чĕре айĕнче ача йăтса çÿренĕ. Атте 1942 çулхи çулла Смоленск патĕнче паттăррăн çапăçса вилнĕ. Пурнăçĕ ахаль те çăмăл марччĕ, вăрçă çулĕсенче татах йывăрланчĕ. Малтан хатĕрлесе хунă тырă пĕтрĕ. Колхозран памастчĕç. Çимелли çукчĕ. Çу кунĕсем çитессе тем пек кĕтеттĕмĕр. Эпир Пăла шывĕ хĕрринче пурăнатпăр: çăва тухсан паранкă, чăкăт курăкĕн вăрри пуçтарма каяттăмăр. Анне пире тырă вырма илсе каятчĕ. Унта пире ахаль чуптарса çÿретмен, пучах пуçтарттаратчĕç. Вĕсене шĕкĕлчесе çиеттĕмĕр. Чăмлак пек пулса каятчĕ. Çавăнпа нумай çиме те май çукчĕ. Çитменнине, колхоз председателĕ, вăл хĕрарăмччĕ, тĕрĕслесе çÿретчĕ. Пĕр пучах тăрса юлсан питĕ вăрçатчĕ. Хăй тăрантаслă лашапа çÿретчĕ. Киле çитсен шыв ĕçеттĕмĕр те çывăрма выртаттăмăр. Анне вара пире, пилĕк ачине, ыталаса илсе йĕретчĕ. «Чăтайманнипе колхоз правленине тырă çыртарма кайрăм: ачасем выçă. Колхоз счетовочĕ 1 килограмм пăрçа çырса пачĕ. «Кăна авăртмалла е пĕрчĕн-пĕрчĕн памалла?» – тесе макăрса ятăм, квитанцине ун умĕнчех çурса пăрахса хăвартăм», — аса илетчĕ анне. Пирĕн ĕне пурччĕ, анчах вăл та хавшакрахчĕ. Сĕтне те нумай памастчĕ. Ăна хĕл каçарма курăк çулса пуçтараттăмăр. Çулла çитиччен пирĕн пекех начарланса каятчĕ. Çапах та кунне пĕрер стакан сĕт тиветчĕ. Пур-çук сĕтренех анне çу уçласа пасара кайса сутатчĕ. Çавăн чухлĕ ачана тăхăнмалли те кирлĕ пулнă вĕт-ха. Кашнин валли çăпата илсе килетчĕ. Тульккăш ман урара çăпата питĕ хăвăрт çĕтĕлетчĕ. Эпĕ ăна пĕр эрне тăхăннă-ши? Çуркунне Пăла тулса каятчĕ. Кашни çулах пирĕн кил шыв варрине тăрса юлатчĕ. Пÿрт çумĕпех пăр юхса иртетчĕ. Çурта тăрăнса ларнине те астăватăп. Епле упранса юлнă-ши? Турри сыхланă пуль. Маларах сиссен анне пире асанне-асатте патне ЫРĂ ЧУНЛИСЕМ — Эпир — вăрçă ачисем. Эпир чăтнă нушана ан курччăр тетпĕр. Çавăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма тăрăшатпăр, — теççĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Александрпа Иулия Казаковсем. Кăçал вĕсем СВОна пулăшакан пункта 18 килограмм пыл, пĕр михĕ сахăр кайса панă. Александрпа Иулия Казаковсем. Хĕлле — çăпатапа, çулла çара уран çÿренĕ ăсататчĕ. Хăй килтех юлатчĕ. Катрам-катрам пăр пахчарах ларса юлатчĕ. Пирĕн çĕр çинче çĕр улми туса илме юрăхлă та марччĕ. Çапах лартатчĕç, анчах улми питĕ сахал пулатчĕ. Пирĕн касрисен пурин те лару-тăру çавăн пекрехчĕ. Çÿлти урамра пурăнакансем çеç çĕр улми çисе хăтăлса юлтăмăр тетчĕç. Атте уйрăлса тухнă чухне урăх вырăн та пулман, ирĕксĕрех шыв хĕррине килсе ларма тивнĕ. Вăл сывă таврăннă пулсан çав нушана курмастăмăр паллах. Ача ачах ĕнтĕ. Вăрçă пырать-и унта — унăн пурпĕрех выляс килет. Пурнăç нуши те питех шухăшлаттарман. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн яла Новгород хулинчен пĕр çемьене эвакуациленĕччĕ. Вĕсен икĕ хĕр те пĕр ывăлччĕ. Арçын ачи манпа пĕр çулалличчĕ. Иккĕн выляттăмăр. Эпĕ вырăсла ăнланмастăп, вăл — чăвашла. Çапах пĕр-пĕринчен ютшăнман. Çара уран чупаттăмăр. Хĕллехи вăхăтра та пĕр-пĕрин патне каçаттăмăр. Çав ачапа хутшăнса вырăсла кăштах калаçма вĕрентĕм. Вăл чăваш сăмахĕсене ăнланакан пулчĕ. Вĕсене патшалăх тырă парса пулăшатчĕ. Вăрçă пĕтсен каялла кайрĕç. Çав çулах пĕрремĕш класа кайрăм. Тăхăнмалли çукчĕ. Хĕлле çăпатапа çÿреттĕм. Çуркунне типме пуçласанах çарран чупма тытăнаттăмăр. Çăпатапа çÿренĕшĕн пĕр класри ачасем кулатчĕç. Ара, вĕсен ашшĕсем пурччĕ, аванах пурăнкалатчĕç. Пирĕн хĕлле кăмака хутма вутă та çукчĕ. Пĕрре аннепе ирех Хурама Тăвар ялне вутă илме кайрăмăр. Çул çинче кашкăрсем сиксе тухрĕç. Анне вăкăр пуçне тытса пырать, эпĕ çуна çинче чĕтресе ларатăп. Кашамансем юнашарах пыраççĕ. Анне çул тăршшĕпех кĕлĕ туса пычĕ. Çакскерсем Шăхальне çитеспе пиртен тăрса юлчĕç. Турра шĕкĕр, тапăнмарĕç. Шăхальте пĕр карчăк патĕнче çĕр каçрăмăр. Йывăр пулин те шкула çÿренĕ. Эпĕ аван вĕренеттĕм. Математика урокĕсене юрататтăм. Манран кулакан ачасемех çыра-çыра илетчĕç. 7 класс хыççăн анне урăх вĕренме ямарĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас