Çамрăксен хаçачĕ 35 (6434) № 08.09.2022

8 Авăн, 2022

Пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çĕрле те шăнкăравланă

Валерия Мускаври авиаци институтĕнче вĕренет. Унăн йĕкĕреш хăраххи Виктория ача садĕнче ĕçлет. Расна сăнлă, анчах пĕрешкел пуян чунлă Николаевăсем Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар ялĕнче 2002 çулта çуралнă.

Мускавра тăван чĕлхепе калаçать

Хĕрачасем шкула çӳреме пуçласан Николаевсен çемйи Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялне куçса килнĕ. Çак ялти вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн, 2019 çулта, Валерия Мускаври авиаци институтне çул тытнă. Маншăн хĕр авиаци институтĕнче вĕренни питĕ кăсăклă пулчĕ, çавăнпа Валерийăпа тĕл пулсан унран кун пирки ыйтса пĕлмесĕр чăтаймарăм. Унăн ячĕ Тури Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех республикăра палăрнăччĕ. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене юратакан, чăвашлăхшăн çунакан çамрăк нумай мар. Эпĕ тĕлĕннине сиссе пулĕ хĕр сăмаха хăй пуçларĕ:

«Тăван чĕлхене питĕ юрататăп. Эпĕ çак чĕлхепе пуплетĕп, шухăшлатăп, çывăх çыннăмсемпе хутшăнатăп. Вăл — манăн юнра, чунра. Епле юратмăн ăна? Пирĕн тăрăхра çынсем чăвашла калаçаççĕ: урамра та, шкулта та, ĕçре те. Çавăнпа эпĕ чăваш чĕлхинчен нихăçан та вăтанман, вăтанмастăп та. Тăван чĕлхерен йĕрĕнни аттепе аннене хисеплеменни тесе шухăшлатăп. Хăшĕ-пĕри хулана вĕренме е ĕçлеме каять те вырăсла калаçам пекки туса çӳрет. Хăйсем вара ни вырăсла, ни чăвашла тĕрĕс калаçаймаççĕ. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен çын вырăсла та лайăх пуплет. Мана чĕлхене хисеплеме килте — аттепе анне, шкулта чăваш чĕлхипе литературин учителĕ вĕрентнĕ. Таккавар ялĕнче пурăннă мăн асанне Перасковья Герасимова та маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл Чĕмпĕрте Иван Яковлев шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Асаннене, хăйĕн хĕрне, вăл çапла каласа кăтартнă: «1913 çулта атте Иван пиччепе мана Чĕмпĕре вĕренме илсе кайрĕ. Малтан хатĕрленӳ класĕнче ăс пухрăмăр. Иван Яковлевпа пĕрле унăн арăмĕ те, вырăс хĕрарăмĕ, вĕренекенсене тĕрĕслеме çӳретчĕ. Учительсем кашни эрнерех ачасене пасар курма илсе тухатчĕç, пĕремĕк илсе паратчĕç. Шкулта çăкăр пĕçермелли пысăк кăмака пурччĕ. Çавăн çине хăпарса ларса выляттăмăр. Класра çын шăмми-шакки пурччĕ. Арçын ачасем скелет ăшне кĕрсе тăрса хĕрачасене хăрататчĕç. Шкул çумĕнчех чиркӳччĕ. Ун айĕнчи путвалта «Искра» ятлă хаçат пичетлесе кăларатчĕç. Шел, çав шкултан вĕренсе тухма май килмерĕ. 1917 çулта атте пире киле илсе килчĕ. Ялта пурнăç вĕресе тăратчĕ. Ялти пĕрремĕш комсомолка пултăм. Пĕтĕм çĕнĕлĕхе халăх хушшинче сарма тăрăшаттăмăр. Халĕ ватăлтăмăр ĕнтĕ. Сире пиллесе хăваратăп. Аçăр-аннĕре хисеплĕр, тăван çĕршыва юратăр, тăван чĕлхене ан манăр». Унăн пилне епле пурнăçламăн?

Кĕçĕн класран вăтаммине куçсан мана тĕрлĕ конкурса хутшăнтарма пуçларĕç. Пур предмет та çăмăллăнах парăнатчĕ. Аслăрах классенче олимпиадăсене çӳреме тытăнтăм. Экономика тата чăваш чĕлхипе литература предмечĕсемпе республика шайĕнче çĕнтертĕм. Ку мана тата хавхалантарчĕ. Тĕрĕк чĕлхисен олимпиадине кайма сĕнчĕç те – кайрăм. Унта 15 республикăран, никама пăхăнман 3 çĕршывран ачасем килнĕччĕ. Призер пултăм. Ун хыççăн пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхи олимпиадинчен призер пулса таврăнтăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Виçĕ хĕрĕшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулма хăнăхнă

«Хам умра йывăрлăхсем сиксе тухни нимех те мар, эпĕ вĕсене мĕнле те пулин чăтса ирттерĕп. Ачасен çулĕ çеç тумхахсăр пултăр тесе шухăшлатăп. Ытларах кĕçĕн хĕрĕмшĕн Азалийăшăн пăшăрханатăп. Уншăн кулянмалли сăлтавĕ вара нумай», — тарăн шухăша путса калаçăва пуçларĕ Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Петр Степанов.

Виççĕмĕш ача çуралсан

Пурнăç сукмакĕ ăна таçта та илсе çитернĕ. Петр Степанов 1965 çулта Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă, Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 18 çул тултарсан ăна çара илнĕ, салтак тивĕçне 1984-1986 çулсенче Сызрань хулинче пурнăçланă. Унтан таврăнсан «Гвардеец» колхозра трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухнă, специальноç илнĕ çамрăк Чĕмпĕр хулинчи аэропорта тракториста вырнаçнă. Унта Петр Чĕмпĕр облаçĕнче çуралса ӳснĕ тутар хĕрĕпе Лилийăпа паллашнă.

Вĕсем 1994 çулта пĕрлешнĕ. Хĕрĕ тутар, каччи чăваш пулсан та тăванĕсем çамрăксене хирĕç кайман. Степановсен ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Иккĕшĕ те — хĕр. Пĕрне — Оля, теприне Юля ят панă вĕсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсем Степановсене те пырса тивнĕ. Вĕсем Тутарстанри Пăва районĕнчи тутар ялĕнче çурт илсе унта куçса кайнă. Çемье пуçĕ тракториста вырнаçнă, мăшăрĕ Лилия ялти лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Тепĕр хĕр çуралсан Степановсем ăна Азалия ят панă. Хĕр пĕрчи кун çути курма ытла та васканă. Ултă уйăхрах çуралнă вăл. Çапах пĕчĕкскер вăй илнĕ, хăй çут тĕнчене ахальтен килменнине кăтартса ыттисем пекех аталанма тытăннă. Анчах ӳснĕçемĕн хĕрача айвантарах пулни палăрнă: пĕр ури тепринчен кĕскерех иккен. Петр арăмне пĕчĕк хĕрĕ кăсăклантарма пăрахнине туйма пуçланă. Лавккара ĕçлекенскер киле час-часах хĕрĕнкĕ таврăнма тытăннă. Упăшки, паллах, сăмахламасăр чăтайман. Ку вара хĕрарăма килĕшмен. Пĕр кунхине вăл виçĕ хĕрне пăрахса килтен тухса кайнă. Ачасене çакна чăтса ирттерме йывăр пулнă паллах. Петр хĕрĕсене ĕмĕрне те хăйĕнчен уйăрмăп, вĕсене ура çине, тăратăп тесе сăмах панă. Кĕçĕнни 4 çулта кăна пулнă. Çапах хуçăлса ӳкмен ашшĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хĕрĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулма вĕреннĕ, икĕ çыншăн ĕçленĕ. Ольăпа Юля ӳссе пынă, шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Асли шкул хыççăн Хусанти университета вĕренме кĕнĕ, иккĕмĕш хĕрĕ – Чĕмпĕрти экономика колледжне. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Чупма пуçласан ыратни те иртнĕ

70-ти Тамара Кондратьева халĕ те кашни ир ӳт-пĕвне пиçĕхтерет Тамарăпа Виталий Кондратьевсем çулла Шупашкартан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕчĕк Этнескер ялне хăйсем кăна мар, качакисемпех куçса килеççĕ. Кил хуçи унта хăйне хуларинчен чылай ирĕклĕрех туять. Мăшăрĕшĕн вара тăван ялĕ — вăй паракан çăл куç. Вăл кашни çĕнĕ куна ял пуçĕнчи илемлĕ пĕве хĕрринче пуçлать. Вăй питти чухне Тамара Александровна мелиораци тытăмĕнче ĕçленипе те, çут çанталăка питĕ юратнипе те çыхăннă пулĕ ку.

Çăл шывĕпе чӳхеннĕ

Сывă пурнăç йĕркине нумай çул пăхăнса пурăнакан Тамара Кондратьева кашни кун ирхи 5 сехет иртсен шыв хĕррине васканине ялти çынсем хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Тăван ялĕ йĕри-тавра вăрман кашлать пулсан Тамара Александровнăшăн пĕверен илемлĕреххи нимĕн те çук. Вăл уншăн хăй чылай çул ăçта вăй хунине аса илтерекен, çакна палăртакан символ пекех. Пĕве тавра чупса, утса кĕлеткине пиçĕхтерет хĕрарăм. Ывăçĕпе шыв ăсса питне çичĕ хутчен /ку чăвашсен асамлă хисеп пулнине тата хăй çиччĕмĕш уйăхра çуралнине шута илет/ çăвать. Кун хыççăн хăйне çăмăл туять. Шыв кĕлеткене вăй-хал кĕртнине ĕненекенскер çăлран ăснă шыва хăйĕн тăрăх ярса та чӳхеннĕ. Çак ĕçе яланах ир-ирех тунă.

— Çамрăкрах чухне пилĕк ыратнипе пĕр тухтăр патне çитрĕм, теприн патне кайрăм — уçăмлăн нимĕн те калаймарĕç. Ыратни вара иртмерĕ. Çапла чупма пуçларăм. Спорт пулăшасса шантăм. Пĕрре урама тухрăм та çурт тавра чупса çаврăннисĕр пуçне нимĕн тума та пĕлмерĕм. Çынсем ман çине ăнланмасăр пăхнă пек туйăнчĕ. Ачасем, икĕ хĕр манăн, 8-9 çулсенче ун чухне. Тепĕр ирхине вĕсене те илсе тухрăм. Шкул юнашарах, унти стадиона кайрăмăр. Турник те пур туртăнма. Эх, килĕшсе кайрĕ унта çӳреме! Пилĕк ыратни те майĕпен иртрĕ. Хĕрĕмсен ирхине саккăр валли шкула каймаллаччĕ, манăн — ĕçе. Килте таса мар савăт-сапа ларса юлтăр та, кĕлеткене хускатма пурпĕрех тухаттăмăр. Ачасене çирĕп тытнă çав эпĕ. Тепĕр чухне питĕ çывăрас килетчĕ вĕсен, çав-çавах вăрататтăм. Вырсарникун ирхине вара телекуравпа алăпа ăсталама вĕрентекен кăларăм пыратчĕ, çавна пăхаттăмăр, — уçăмлатрĕ хулара пурăннă чухне те бассейна çӳреме, йĕлтĕрпе ярăнма вăхăт тупакан 70-ти хĕрарăм. <...>

Ирина ПУШКИНА.

♦   ♦   ♦


Пулас мăшăрне заводри хисеп хăми çинче шыранă

Ача чухне телевизорпа Токиора иртнĕ Олимп вăййисене пăхса ларнă вăхăтра вăл: «Эх, манăн та Олимпиадăна лекесчĕ», — тенĕ. Çулсем иртсен унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Хăвăрт утассипе темиçе хут СССР чемпионĕ пулнă, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медале тивĕçнĕ Виктор Семенов халĕ хăй чемпионсене хатĕрлет.

Пысăк кроссовкă тăхăннă та…

«Манăн пичче Василий шкул пĕтерсен Шупашкара пединститута физикăпа математика факультетне вĕренме кĕчĕ. Студент чухне вăл спортпа туслашнă. Хăвăрт утассипе кăсăкланма тытăннă, йĕлтĕрпе чупнă, шашкăлла, волейболла, баскетболла вылянă. Анчах шăпах хăвăрт утассипе иртнĕ ăмăртусенче вăл яланах лайăх результат кăтартнă. Пичче Шупашкартан тăван яла, Элĕк районĕнчи Мăн Вылăна, килмессерен: «Витя, сан та спортпа туслашмалла. Чупмалла, утмалла, сикмелле», — тетчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, унпа пĕрле тренировка ирттереттĕм. Вăл мана çуллахи каникулта Шупашкара илсе кайкалатчĕ. Хулара та унпа пĕрле тренировкăна тухаттăм. Вăл хăвăрт утатчĕ, эпĕ чупса пыраттăм, çавах ăна хăваласа çитейместĕм. Çапла пичче мана спорта явăçтарса пычĕ.

Эпир ăна яланах хисепленĕ. Вăл мĕн калани саккун пек пулнă. Пичче мĕнле ĕçленине, вĕреннине, спортра çитĕнӳсем тунине пăхса тăраттăм. Манăн ун пек пулас килетчĕ. Çавăнпа Шупашкарта ирттернĕ каникул хыççăн яла таврăнсан тренировка тума тăрăшаттăм. Пичче мĕн тумаллине çырса паратчĕ. Çапах хастарлăх 1 эрнене кăна çитетчĕ. Кайран манса каяттăм та йăлт пăрахăçланатчĕ.

Пĕррехинче пичче мана Шупашкарти «Энергия» стадиона ăмăртăва илсе килчĕ. Ун чухне эпĕ 7-мĕш класс пĕтернĕччĕ. Манăн урана юрăхлă кроссовкă пулман-ши? Пысăкраххи пачĕç те 3 çухрăмлă дистанцие такăнса ӳке-ӳке утса тухрăм. Кун хыççăн эпĕ хăвăрт утас енĕпе шкулта, районта иртекен ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм. Анчах çĕнтерме питĕ йывăрччĕ. Манран вăйлăрах ача нумайччĕ. Тепĕр чухне 1-мĕш мар, 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухма та çăмăл марччĕ. 10 класс пĕтерсен пичче эпĕ малалла ăçта вĕренме каяссине ыйтрĕ. Вăл физикăпа математика факультетĕнче вĕреннине кура унăн çулĕпе кайрăм. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.