- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 35 (6332) № 10.09.2020
♦ Ирина Антонова 7-ри тата 5 çулти хĕрĕсене машинăна лартнă та упăшкине ĕçрен кĕтсе илме кайнă. Çĕрпÿ районне кĕрсен вĕсем çине машина пырса кĕнĕ, руль умĕнче çамрăк арçын ларнă. Аварире хĕрачасем, телее, суранланман, Иринăн вара çурăм шăмми аманнă. Ку 2013 çулта пулса иртнĕ.
Куççульленсе тав тунă
Çамрăк хĕрарăмăн сывлăхне тухтăрсем тĕрĕсленĕ, больницăна вырттарман. Ирина çав авари хыççăн çĕнĕрен утма хăнăхнă. Алла туя тытса аран-аран утăм хыççăн утăм тунă вăл. Çурăмĕ чăтма çук хытă ыратнă. Вăхăт иртнĕ, суран вара çаплах тÿрленмен. Çур çултан МРТ тусан тин тухтăрсем диагноза тĕрĕс мар лартни палăрнă. Сиплев ирттерсен Ирина хăйне лайăхрах туйма пуçланă. «Авари хыççăн манра йăлтах улшăнчĕ: шухăшсем, тавра курăм… Пурнăç çине урăхларах пăхма тытăнтăм, — çав саманта аса илчĕ Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче пурăнакан Ирина. — Авари хыççăнхи йывăрлăхсене чăтса ирттерсен çын хуйхине курма, ăнланма пуçларăм. Пирĕнтен япăхрах пурăнакан çемьесем те, нушаллă çынсем те пур-çке-ха». Кун хыççăн вăл ыйткаласа ларакансенчен лăпкă кăмăлпа иртсе каяйман — укçа хурса хăварнă, апат-çимĕç, çăкăр туянса панă.
«Ачисене пĕччен ÿстерекен пĕр хĕрарăма пĕлетĕп. Питĕ япăх пурăнаççĕ, укçи-тенки çитсе пымасть, тăхăнмалли, çимелли çук», — пĕррехинче çапла каласа кăтартнă ĕçтешĕ. Ун чухне Ирина Лапсара ĕçе çÿренĕ. Киле таврăнсан та Ирина çав хĕрарăм пирки шухăшланă, ун çинчен упăшкине каласа кăтартнă. Çав кунах вĕсем тĕп сакайне анса варени, маринадланă хăяр-помидор кăларнă, сумкăна тумтир тултарнă та машинăна ларса Лапсара вĕçтернĕ. Ачисене пĕччен ÿстерекен хĕрарăм кучченеçсене курсан куççульленнĕ, чунран тав тунă.
Иринăн хăйĕн те ачалăхĕ çăмăл иртмен. Пурнăç темĕнле те çаврăнса тухма пултарать, амăшĕ вĕсене, хĕрпе ывăла, пĕчченех çитĕнтернĕ. Халĕ ашшĕпе амăшĕ пĕрлех пурăнаççĕ. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пирĕн çимелли те темех пулман. Аннен ĕçе кайма укçа юлмастчĕ, 8 çухрăм çуран утатчĕ», — каласа кăтартрĕ 3 ача амăшĕ. Ирина мăшăрĕпе Володьăпа 15 çул пурăнать, вĕсем 3 хĕрачана воспитани параççĕ, кĕçĕнни 4-ра кăна-ха.
«Эсир пулăшатăр терĕç…»
2 çул каялла Ирина «Контактра» соцсетьре «Мой круг добра» ушкăнра пĕр çынна пулăшу кирли пирки вуласа пĕлнĕ, ăна укçа куçарса панă. Çапла вăл çак ушкăна йĕркеленĕ Марина Зайцевăпа паллашнă, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме пуçланă. Марина çак ушкăна йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас тĕллевпе уçнă. Çынсем тăхăнман тумтире, пушмаксене /паллах, çĕтĕккисене мар, тăхăнма юрăхлисене/ укçасăрах ыттисене параççĕ, кун пирки вĕсем ушкăнра çырса пĕлтереççĕ. Марина хăй те йывăрлăха лекнисене алă пама, кирлĕ япалана илсе çитерме яланах хатĕр. Хăшĕ-пĕри пулăшу ыйтма вăтанать. Кун пек чухне ушкăн администраторĕ патне çырмалла, вĕсем анонимлă майпа пулăшĕç. Халĕ ыркăмăллăхçăсем Шупашкарта кăна мар, Етĕрне, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Красноар-мейски, Йĕпреç тăрăхĕсенче те ĕçлеме пуçланă. Ирина Антонова — Красноармейски районĕнчи куратор. «Хăшĕ-пĕри çын сăмахĕнчен хăрать, çавăнпа пулăшу ыйтма аванмарланать. Шикленмелле мар, эпир анонимлă майпа пулăшатпăр», — терĕ ырă чунлă хĕрарăм. Трак енри пĕр ялта пурăнакан арçын Çĕрпÿ районĕнчен хĕрарăм илсе килнĕ. Вĕсем япăхрах пурăнаççĕ, ачи шкула каять. Каярахпа çемье Вăрнар районне куçса кайнă. Арăмĕ иккĕмĕш ачине кĕтет, юпа уйăхĕнче çуратмалла. Ирина вĕсем йывăрлăха лекнине кура пулăшма шухăшланă, пепкене ача çуратмалли çуртран илсе тухмашкăн вăл йăлтах хатĕрлесе хунă. Тепĕр хĕрарăмăн раштав уйăхĕнче çăмăлланмалла. Виçĕ ача амăшĕ ун валли те пĕтĕмпех тупнă.
Пĕр кунхине Иринăн телефонĕ шăнкăртатнă. Палламан хĕрарăмăн сасси илтĕннĕ: «Эсир пулăшатăр терĕç… Пĕр хĕрарăм Мускава тухса кайнă, ачисене кукамăшĕпе хăварнă. 1-мĕш класа каякан арçын ачана костюм кирлĕ». Ирина çав кунах ача валли япаласем шырама тытăннă. Арçын ача авăнăн 1-мĕшĕнче шкула костюмпа кайнă. Нумаях пулмасть Марина Зайцева урок тумалли сĕтел, кравать пуррине пĕлтернĕ. Вĕсем шăпах çак арçын ачана кирлĕ. Ирина сĕтеле мăшăрĕ пулăшнипе çав çемьене илсе çитернĕ. Кравате грузотаксипе илсе килме хальлĕхе укçа пухаççĕ. «Арçын ачан пиччĕшĕ шăнкăравласа чунран тав турĕ. Хăй сывлăхне пула ĕçе вырнаçаймасть», — терĕ Ирина. Вăл пĕчĕк арçын ачапа çывăх туслашнă, ăна хĕрхенет.
(Авари хыççăн çын нушине ăнланма пуçланă)
♦ «Комсомольски районĕнчи «персона нон грата» мĕнле пурăнать?» «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕлти «Робинзон» пирки ытларах пĕлес килет». Етĕрне районĕнчи Юманайра пурăнакан Максимовсен инкекĕ халĕ те куç умĕнче… Ксюшăн амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне çухатсан малалла пурăнма епле вăй-хал тупрĕ-ши?» Редакцие çакăн йышши шăнкăравсем килеççĕ. Кăçал раштав уйăхĕнче «Çамрăксен хаçачĕ» тухма пуçланăранпа 95 çул çитет. Мĕнех, каялла çаврăнса пăхма вăхăт. Кăларăмра пичетленнĕ статьясен сăнарĕсем халĕ мĕнле пурăннипе сире паллаштарăпăр.
2016 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Арăмне, ывăлĕпе хĕрне пĕр кунра çухатнă» статья пичетленнĕччĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче пурăнакан Анатолий Самарин харăсах мăшăрне Людмилăна, ывăлне Ваньăна тата хĕрне Верăна сивĕ тăпрапа хупланă. Ку инкек 2013 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулнă. Ваньăпа Вера Мускавра вĕреннĕ, яла темиçе кунлăха çеç çитнĕ. «Ывăлăмпа хĕрĕм вилме килчĕç», — каласа кăтартнăччĕ Анатолий Иванович. Çав кун вĕсем мăшăрĕпе Çĕмĕрлене кайнă, Ваньăпа Вера кĕтÿ пăхнă. Кăнтăрла çитеспе ашшĕ ачисене киле янă, вĕсем вырăнне хăй юлнă. Çав вăхăтра килте пысăк инкек пулнă. Людмила чăхсене тырă парас тесе цистернăна /тырă унта упраннă, çуркунне шыв кĕнĕрен вăл çĕрнĕ, çавна май углекислă газ тухнă/ кĕнĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ те вăл унта хускалмасăр выртнине курсан аннă. Анчах вĕсем те тухайман. Каçхине кĕтÿ хăваласа килекен Анатолие мăшăрĕ яланхи пекех кĕтсе илмен. Арçын пÿрте кĕрсе пăхнă, пахчана тухнă — никам та çук. Цистерна патĕнче лампочка çутине асăрханă. Аялта, тырă çинче, виççĕшĕ те хускалмасăр выртнă… Çак инкек хыççăн аслă хĕрĕсем Люсьăпа Наташа ашшĕпе хутшăнма пăрахнă.
Унтанпа 8 çул иртнĕ. Вăхăт сурана сиплет тенипе килĕшмест Анатолий Самарин. Вăл арăмĕсĕр, ывăлĕпе хĕрĕсĕр пурăнма хăнăхса пырать кăна. Ирхине 4 се-хетре тăрса выльăх картишне тухать, 6 сехет çурăра ĕçе каять. Анатолий Иванович тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхĕнчех тăрăшать. Нумаях пулмасть ăна ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçин ятне панă. «Хуйха эрехпе путарнă пулсан мана хама та тахçанах масар çине кайса перĕччĕç пуль», — терĕ 62-ри Анатолий Самарин телефонпа çыхăнсан. Пĕлтĕр унăн 2 ĕне пулнă, пĕрне сутма тивнĕ, ун вырăнне халь пушмак пăру çитĕнет. Кăçал вăл самăртнă 4 вăкăр сутнă, кăвакалсем туяннă. Унăн вĕлле хурчĕсем те пур. «Ĕç терапийĕ ку маншăн. Пушă вăхăт ан пултăр, унсăрăн пуçа япăх шухăшсем кĕреççĕ, иртни аса ки-лет…» — терĕ Анатолий Иванович. Пÿртре вăл юсав ĕçĕсем ирттернĕ, урая çĕнетнĕ. Ваньăн кроссовки вара çавăнтах, верандăра, ларать. Мускавран илсе килнĕ чăматанне те ашшĕ тытман, унти япаласене кăларман. Ваньăпа Верăн сăн ÿкерчĕкĕсем \стенаран çакăнса тăраççĕ. Ашшĕ вĕсем çине пăхса кăштах та пулин йăпанать. Ачисемпе арăмĕ тĕлĕке сайра хутра кăна килеççĕ, пысăк хуйха чăтса ирттернĕскерĕн чунне пăлхатас темеççĕ пуль. Тĕлĕкре Ваньăпа Вера ялан пĕчĕк, ача чухнехи пек… Аслисем Люсьăпа Наташа тăван киле пырса çÿремеççĕ, ашшĕпе хутшăнмаççĕ.
Арăмĕпе ачисене пытарсан вăл Турă кĕнекине алла тытнă, ăна темиçе хут вуласа тухнă.
(«Ĕç терапийĕ» хуйха манма пулăшать)
♦ «Ыррипе килес çук-ха, ăна та чĕннĕ ĕнтĕ», — конюхра ĕçлекен упăшки ун патнелле утнине курсан тавçăрса илнĕ арăмĕ. Вăл йăнăшман, Илья патне те вăрçа кайма повестка килнĕ. Ун чухне 6-ри хĕрĕ Лисук çырмара сыснасем астунă, амăшĕ кантăр татнă.
Хурлăхлă 1942 çул
Çĕрле ачасене салтак юрри ыйхăран вăратнă: ашшĕне вăрçа ăсатаççĕ. Ирхине тĕпренчĕкĕсем çывăрса тăнă çĕре Илья килĕнчен тухса кайнă ĕнтĕ. 1941 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Илен кунĕнче, çар комиссариатне çитнĕ вăл. Арăмĕ 4 ачапа юлнă, 5-мĕшĕ çире пулнă. Ывăл çуралсан Алекçей ят хунă. Илья кÿршĕ каччине питĕ кăмăлланăранах пепкене ун ятне пама ыйтнă. Учебка вăхăтĕнче Илья Канаш урлă иртсе каясса арăмĕ пĕлнĕ те унпа тĕл пулас шанчăкпа çула тухнă. Анчах кăлăхах нуша курса çÿренĕ. Упăшкине вăл курайман. Килне те часах çаврăнса çитеймен. Вакунсенче вырăн пулманнипе тампурта тăрса пырса кăкăрне шăнтнă. Пепке çимелли çуккипе чире кайса пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ кăкăр шыçнипе асапланнă. Кÿршĕ хĕрарăмĕсем ăна мунчара сиплеме тăрăшнă пулин те вăл нумай пурăнайман. 1942 çул Лисукăн çемйишĕн питĕ хурлăхлă килнĕ. Ашшĕ те çав çулах тăшманпа çапăçса пуç хунă. Çитменнине, ĕни те вилнĕ.
Канаш районĕнчи Пайкилтре пурăнакан Елизавета Ивановăна ачалăхне аса илме ыйтсан: «Пĕтĕмпех астăватăп. Ăна епле манăн! Йĕркипе кăна калаймастăп пулĕ», — терĕ. Тăлăха юлсан вĕсене пăхмашкăн асламăшĕ килнĕ. «Ватăччĕ вăл, Ленинпа пĕр çулхиччĕ. Ĕçлейми пулнăччĕ ĕнтĕ. 3 ача юлнă та эпир нуша пирĕн çине тиенчĕ. Вутă çуккипе картасене çунтарса пĕтертĕмĕр. Хуралтăсене те сÿтсе çунтарма пуçларăмăр. Хĕл вăрăм-çке, вăрçă пĕтесси — тепĕр 3 çул. Курăк яшки çинĕ. Спекулянтсем тăвара Хусантан илсе килсе хаклăпа сутатчĕç. Пирĕн укçа çук та тăварсăр та çинĕ пуль. Колхоз пĕр ача пуçне 8 килограмм е сĕлĕ, е ыраш паратчĕ. Çавна ал арманĕпе авăртса çăнăх тунă. 9-10 çула çитнĕ-и, çитмен-и — колхозра ĕçлеме пуçланă. Бригадăра 70 çынччĕ. Пире, ачасене: «Ан килĕр», — темен. Ирхине, кăнтăрла яшка пĕçерсе çитеретчĕç. Çавăншăн, выçă вилес мар тесе, утă çулма та, тавăрма та кайнă. Купаланă чухне çумăрпа ан йĕпентĕр тесе тăррине таптама хăпартатчĕç. Сенĕк тулли утă ывăтатчĕç те аяла пулаттăмăр. Тапта-тапта ура вăйĕ пĕтетчĕ. Утă хыççăн тырă вырма çÿренĕ», — ачалăха куç умне кăларчĕ Лисук аппа.
«Лисук веçех пĕлет»
Шкултан вĕренсе тухнă ятпа çамрăксене «вечер» туса панă. Пĕрер алтăр чей, çăкăр панă. Хăюллăраххисем учительсемпе ташланă... Кайран Лисукăн тантăшĕсем вĕренме кайнă. Унăн килте — икĕ шăллĕ. Вĕсене пăрахса ăçта тухса кайĕ ĕнтĕ вăл? Аппăшĕ 1948 çулта ÿпке шыççипе вилнĕ. Ял канашне чĕнсен Лисук хăраса ÿкнĕ, налук тÿлесе çитерейменшĕн сăмах тивĕ-ши тесе шикленнĕ. Пуçлăх Семен Якăлч хĕре пĕртте ятлас шухăшпа чĕнмен, ăна вăл ял канашĕн çуртĕнче уçăлнă фельдшер пунктне санитаркăра ĕçлеме сĕннĕ. «Пултаратăп-ши?» — каллех иккĕленнĕ сăпайлă хĕр. Ăна ÿкĕте кĕртнех. Вара Лисук фельдшерпа, Улатăр хĕрĕпе, ĕçлеме пуçланă. Ун чухне трахома чирĕ канăç паман. Санитарка та килĕрен çÿресе куç тĕрĕсленĕ. Чирлĕ 80-90 çынна тупса палăртнă. Вĕсене кашни кун фельдшер патне илсе килмелле, куçа тасатмалла. Санитарка трахома чирне сиплеме те вĕреннĕ. «Лисук куçа массаж çемçен тăвать», — çапла каланă çынсем ун пирки. Вĕсен тăрăхĕнчи çынсем районти куç тухтăрĕ патне кайсан та лешĕ: «Унта сирĕн Лисук пур, веçех пĕлет вăл», — тесе ăсатнă. Фельдшер отпускра чухне те пункта хуптарман. Санитарка сурансене çыхса янă, куçа эмел тумлатнă… Участокри ача-пăча тухтăрĕ камăн пыр ыратать, камăн ÿт температури хăпарнă — сиплев çырса панă, пенициллинпа укол тума хушнă. Фельдшер çук чухне те Лисука шаннă. Вăл пĕр ĕçе те тиркемен, хăйĕнне вĕçлесен фельдшера пулăшнă. 41 çул пĕр вырăнта тăрăшнă вăл.
Лисук качча каясшăн пулман. Инкĕшне итленипе кăна хăйсен ялĕнчи йĕкĕт Ваççа Иванов çураçма пырсан хирĕçлемен. «3 ача, икĕ хĕрпе 1 ывăл, çуратрăм та арçынсăр тăрса юлтăм. 8 çул та 8 уйăх пурăннă эпир, 1969 çулта упăшка вилчĕ. Ваççана хăнара тем пулнă. Пуçне юн кайнă терĕç. Пÿрт лартма тытăннăччĕ. Ашшĕ вилнĕ çулхине асли 1-мĕш класа кайрĕ, кĕçĕнни — 1 çул та 8 уйăхра. Кирпĕч хаклах марччĕ. «Хырăм йăтнăшăн» /декрет/ укçа илтĕм те 10 пин кирпĕч туянтăм. Шăллăм пÿрт лартма нумай пулăшрĕ, кирпĕч турттарса пачĕ. Çав çулах çĕнĕ çурта кĕтĕмĕр», — çăмăл мар шăпипе паллаштарчĕ кинемей. — Декрета ун чухне 32 кунлăха кăна яратчĕç. Пĕр уйăхри ачана пĕччен пăрахса каяймастăн вĕт. Хуняма «хурал» ларнă. Ăçта чĕннĕ, çавăнта эрех ĕçме кайса тарăхтаратчĕ пулсан та япăх çынах марччĕ. Сăмахпа перкелешеттĕмĕр, пурпĕр çилĕ тытса пурăнман. Хамăн ĕмĕрте 1 хутчен хуралтăсемпе пĕрле çурт-йĕр çавăртăм, 3 мунча лартрăм, 3 хапха тутартăм, пÿрт тăррине 3 хут улăштартăм… Мĕнле тÿсĕм çитнĕ-ши? Халь те пĕрмай мĕн те пулин тăвасси пирки пуçа вататăп. Çавăнпах ыйхă та çĕтет. Ачалла ĕçлеме вĕреннĕ те ахаль пурăнма пултарайман».
Уйран — ача çуратма
Фельдшер ку ялта пурăнман та кам та пулин аптăрасанах Лисук патне чупнă. Кашни каç вĕсен чÿречинчен пырса шакканă. Фельдшер хăй те: «Лисук патне кайăр», — тесе хăварнă. Ача чирлесен час- часах унран пулăшу ыйтнă. Хĕрарăмсен кăнтăрла тĕпренчĕкĕсене пăхма, тухтăр патне илсе кайма вăхăт пулман. Каçхине ĕçрен килеççĕ — ачан кĕлетки пĕçерет. Çĕрле ăçта каяс? Лисук патне ĕнтĕ. Миçе пепкене çут тĕнчене килме пулăшман-ши тата? «Шăхасанти психбольница патне урапапа çитсе пыраттăмăр. Лашана чартăмăр, хĕрарăм çуратма тытăнчĕ. Кăвапа ача мăйĕ тавра 2 хут çаврăннă. Пăвăнса вилет вĕт! Ăна сÿтрĕм, лаша хуçине больницăна тухтăрсем патне чуптартăм. Кăвапа касма ĕлкĕрейменччĕ, васкавлă медпулăшу çитрĕ. Ку кăна-и? Темĕн те пулнă! Тепрехинче мăн хырăмлă хĕрарăмпа çуран чупрăмăр. Урасем хуп-хура. Уйра ĕçленĕ çĕртен пăрахса килнĕ-ха та. Кĕç-вĕç ача çуратмалла. Шăхасана çитрĕмĕр.
(Пулăшу ыйтса кашни каç чÿречерен шакканă)
♦ Çимĕк умĕн хăнăхнă йăлапа Максим Ильин масар çине утнă, аслашшĕн вил тăприне тирпейленĕ хыççăн пĕр кана шухăша путса тăнă. Юнашарах тĕссĕрленнĕ палăка, курăк ашкăрнăран аран курăнакан хĕрлĕ çăлтăра — Хĕрлĕ çар паллине — асăрханă вăл. Ку вырăнта, аслашшĕ пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтак ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. «Паттăрсен никам та пăхса тăман вил тăпри мĕн чухлĕ-ши тата?» — пăшăрханнă каччă. Тепĕр кунхинех вăл сăрă, киçтĕк йăтса кайнă — вил тăприне тирпейленĕ, палăкне сăрланă, салтакăн ят-шывне çырнă хăмана улăштарнă. Унтанпа вунă çул иртнĕ...
«Хĕрÿ точкăна» яман
Халĕ Максим Ильина Канаш тăрăхĕнче садик-шкул ачисем те, тивĕçлĕ канурисем те паллаççĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче яша Мускава йыхравланă: Пĕтĕм Раççейри «Паттăрсен пулмаллах!» социаллă проектсен конкурсне хутшăнса «Яланах чĕрере» номинацире çĕнтернĕскере сцена çинче наградăланă. Каччă куншăн савăннă, çав вăхăтрах аванмарланнă та. «Манпа пĕр шухăшлă, ырă чĕреллĕ çынсем пулăшнипе тупăшура мала тухрăм. Пĕччен эпĕ мĕнех тăвайăттăм-ши? Нумай ĕçе ентешсемпе пĕрле пурнăçларăмăр», — терĕ яш хăйĕнпе паллаштарнă май. Максим — хула каччи, Канашра çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ ывăлне тĕрĕс воспитани панă, Тăван çĕршывăн историпе культурине хисеплеме вĕрентнĕ. Ашшĕ яланах ывăлĕсене çапла ăс панă: чăн-чăн арçын пулас тесен салтак пăттине тутанмалла. Шкул хыççăн Максим техникума кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтермесĕрех кирза атă тăхăннă. Мускава Шалти çарсен ятарлă хушусене пурнăçлакан отрядне лекнĕ вăл. Унта службăра тăракансем терроризмпа кĕрешес енĕпе тата терактра тыткăна илнисене ирĕке кăларас тĕлĕшпе иртекен операцисене хутшăннă, вĕсене «хĕрÿ точкăсене» командировкăсене те янă. «Бесланри, «Норд-Остри» терактсенче пирĕн штурм бригади боевиксене хирĕç тăнă. «Хĕрÿ точкăсене» яма пĕрре мар рапорт çыртăм, взвод командирĕ пулнăран ирĕк памарĕç. Пирĕн чаçри салтаксене Çурçĕр Кавказа командировкăна тăтăшах яратчĕç. Хĕсметре пĕрле тăнă туссенчен нумайăшĕ, командирсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе унта пурнăçланă. Салтакра аттен сăмахĕсем тата çирĕпленчĕç. Патриотизм туйăмĕ вăйланчĕ. Салтакри йăласем «гражданкăна» таврăнсан та манăçмаççĕ. «Хĕрÿ точкăсенче» пуç хунисене эпир асра тытатпăр, каçхи тĕрĕслевре вĕсен ячĕсене те асăнаççĕ, паттăрсем пирĕншĕн стройрах. Раççей Геройĕ Олег Долгов та пирĕн ротăра пулнă. Мирлĕ пурнăçшăн вилнисен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Вĕсен тăванĕсене пулăшатпăр, хамăрăннисене пăрахмастпăр», — каласа кăтартрĕ 32-ри каччă.
Тăван ачи пекех
Икĕ çултан Максим салтакран палламалла мар улшăнса таврăннă. Вăл ырă ĕç тума ăнтăлнă. Салтакра ирттернĕ кунсене куçĕ умне кăларнă, тунсăхланă. Каярахпа каччă çемье çавăрнă, мăшăрĕпе Вероникăпа хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Çемьеллĕ пурнăç пуçлансан та хĕсметри пирки шухăшлама пăрахман Максим. Вăл Канашри пĕр завода ĕçе вырнаçнă. Çапах шалта темĕн ăна лăпкă пурăнма паман. Максим Афган вăрçин ветеранĕсен Канашри пĕрлĕхĕпе çыхăну тытма тытăннă, Афганистанри, Чечняри, Абхазири тата ытти тăрăхри «хĕрÿ точкăсенче» пуç хунисен тăванĕсемпе паллашнă. Уявсенче, ахаль кун та çав çемьесем патне çитсе килме тăрăшать. Ывăлне çухатнă ашшĕ-амăшĕ патне сăлтавсăр та килет, вăл — яланах кĕтнĕ хăна. Ăна вĕсем тăван ачи пек юратаççĕ, хисеплеççĕ, пĕр хушă килмерĕ тĕк пăшăрханаççĕ. Электросварщикре вăй хуракан Максим вун икĕ сехете тăсăлакан смена хыççăн ывăннине пăхмасăрах салтаксен тăванĕсем патне çитет е масар çине паттăрăн вил тăприне тирпейлеме çул тытать. Тепĕр чухне ачисене шкултан-садикрен илсе вĕсемпе каять. Çывăх çыннисем çамрăк арçынна пулăшса пыраççĕ, амăшĕ те пархатарлă çак ĕçе хутшăнать. Чĕререн тав туни Максима тата хавхалантарать, вăй-хал кĕртет. «Мана чунпа вăйлă, çирĕп çынсем хăпартлантараççĕ. Пĕр юлташ Володя Белозерцев Хусанта пурăнать, вăл хăй вăхăтĕнче Шалти çарсенче службăра тăнă, Çурçĕр Кавказа командировкăна нумай хут кайнă. Ăна тĕслĕх вырăнне хуратăп. Кайран «гражданкăра» Володьăпа инкек пулнă, çурăм шăммине амантнăскер вырăнпа выртать. Вăл пуçне çеç пăраять. Ун патне хăнана пĕрремĕш хут кайсан чун ыратрĕ, ăна лăплантарма тăрăшрăм. Вăл вара йăл кулать. «Чи йывăр самантсене тÿссе ирттертĕм ĕнтĕ. Командирсем вĕрентнĕ пек пурăнатăп, чăрмавсене пăхмасăр малалла талпăнатăп», — терĕ. Унăн сĕнĕвĕпе Канашри ача садĕнче Спецназ кунĕнче Володя Белозерцев парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнир йĕркелерĕм. Юлташăм тухса çÿреймест пулин те чунĕпе пирĕнпех. Йывăр чухне ялан ăна аса илетĕп. Унашкал тапхăрсем пулман мар манăн пурнăçра, пуçăннă ĕçе пăрахас тесе пĕрре мар шухăшланă. Анчах темиçе кунранах паттăр ывăлсен ашшĕ- амăшĕшĕн пăшăрханма тытăнатăп. Пĕлетĕп: эпĕ — вĕсене, вĕсем мана кирлĕ», — чунне уçрĕ сахал мар ырă ĕç тунă Максим. Яш çитĕнекен ăрăвăн мирлĕ пурнăçшăн юн тăкнă ентешĕсене пĕлмеллех тесе шухăшлать, çавăнпа шкулсенче «Паттăрлăх урокĕсем» те ирттерет. Пĕлĕшĕсем сĕннипе 2014 çулта «Контактра» социаллă сетьре «Мы помним. Канаш — Чувашия» ушкăн йĕркеленĕ, унти хыпарсене халĕ 1 пин ытла çын пăхса тăрать. Ушкăнра Максим вăрçăра, «хĕрÿ точкăсенче» вилнĕ салтаксен кун-çулĕпе паллаштарать, хăй хутшăннă мероприятисем пирки çырса кăтартать. Ăна пулăшас кăмăллă çын сахал мар. Ушкăна йĕркеленĕ çул вăл «Память вне времени» акци ирттересси пирки пĕлтернĕ, çынсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен вил тăприсене тирпейлеме чĕнсе çырнă. Ырă ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансем тÿрех тупăннă.
Тупăкра — урăх каччă
Максим ачисемшĕн лайăх ашшĕ пулма тăрăшать. Çамрăк пытармарĕ: яланах çавнашкал пулман вăл, куçăм тапхăрĕнче амăшĕ уншăн куççуль чылай тăкнă: «Виçĕ ывăлтан эпĕ — шухăраххи. Атте- анне тĕрĕс воспитани пама тăрăшатчĕ пулин те кăмăл лайăхах марччĕ. Аслă классенче ташă каçне кайма ирĕк паманран килтен тухса тараттăм. Эрех-сăра, пирус ир тутантăм. Хăть мĕн калăр — урам, таврари çынсем витĕм кÿреççĕ ачана. Ирĕклĕ пурăнас килетчĕ. Çавăнпах-тăр техникумра вĕренсе пĕтереймерĕм, салтака кайрăм. Хĕсмет маншăн çăлăнăç пекех пулчĕ, унта хам йăнăш пурăннине ăнлантăм, анне йĕнине куç умне кăлартăм, вăл мана милици участокне илме миçе хут пынă-ши? Ÿкĕнтĕм. Атте-анне умĕнче хама çав тери айăплă туйрăм, вĕсем патне çыру шăрçаланă вăхăтра куççульпе йĕтĕм. Шкулта ачасемпе тĕлпулу ирттернĕ чухне хам пирки уççăнах каласа кăтартатăп. «Эсир ман пек йăнăшсем ан тăвăр», — тетĕп. Вăхăтра салтак атти тăхăн-ман тăк кукăр çулпа утăттăм пуль. Унччен хутшăннă тус-юлташран çурри эрех-сăрана пула пурнăçран уйрăлчĕ, тепĕр çурри — тĕрмере, хăшĕсем темиçе хут та ларнă. Хĕсметрен килсен анне умĕнче пуç тайса каçару ыйтрăм, тек нуша кăтартмăп терĕм». Шкул ачисене Максим пурнăçа, ашшĕ-амăшне юратма тата хаклама чĕнсе калать. Ăна шкулсене паттăрлăх урокĕ ирттерме йыхравлаççĕ, тепĕр чухне ачапа куçа-куçăн калаçма та чĕнеççĕ. Çамрăк пулнине кура аслă классем Максим умĕнче вăрттăнлăхĕсене уçма пултараççĕ, ăна шанаççĕ.
Хĕсмет хыççăн Максим йĕрке хуралне ĕçе вырнаçма шухăшланă, анчах вакун юсакан завода кайнă. Пиччĕшĕсем те унтах тăрăшаççĕ. Специальноç илмен Максим малтан сварщик вĕренекенĕ пулнă. «Çулталăк ĕçлесе пăхăп та...» — çак шухăшпа вырнаçнă вăл, хăй вара завода вун иккĕмĕш çул сукмак такăрлатать. Çемьешĕн, ачисемшĕн тăрăшать, ипотека та тÿлемелле. Çавах ку ăна ырă пуçарăва малалла тăсма чăрмантармасть. Максим ытти районти ашшĕ-амăшĕ патне те тухса çÿрет: «Эпĕ вĕсен ывăлĕ вырăнĕнче, паллах, пулаймастăп, анчах чи кирли — паттăрсене манманни пирки ашшĕ-амăшĕ пĕлтĕр». Пысăк çухату тÿссе ирттернĕскерсем Максима ывăлĕ пирки каласа кăтартаççĕ, сăн ÿкерчĕксене кăтартаççĕ. Канашри 87 çулти Надежда Мартынова, салтак амăшĕ, пĕччен пурăнать, ăна пулăшмалла. Кинемей урăх хулана тăванĕсем патне куçма килĕшмен. Унăн шăпи çăмăл пулман. Беларуçра çуралса ÿснĕ вăл, 10-11 çулсенче чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Нимĕçсем Надеждăн ялне оккупациленĕ. Хĕрача партизансене пулăшнă, пĕррехинче унăн икĕ урине пуля шăйăрттарнă. Медсестрана вĕреннĕ Надеждăна направленипе Канаша янă. Ĕмĕр тăршшĕпех больницăра тăрăшнă вăл. Çемье çавăрсан хĕрпе ывăл çуралнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ывăлĕ шапаша каятăп тесе тухса кайнă. Виçĕ уйăх унран сас-хура пулман. Амăшĕн чĕри ырă мара сиснĕ. Ывăлĕ контракт мелĕпе Чечняна кайнă-мĕн. Пĕр кунхине Надежда дачăран таврăннă, подћезд умĕнче кÿршĕ хĕрарăмĕсем макăрнине курсан чĕри пăчăртаннă... Ывăлĕ тек çут тĕнчере çуккине пĕлнĕ амăшĕ.
(«Ывăлне манманнине ашшĕ-амăшĕ пĕлтĕр»)
♦ Кашни утăма тĕрĕслеççĕ
Амăшĕ ывăлĕшĕн пăшăрханса куççуль юхтарнине курмашкăн хĕрне çăмăлах пулман. Катя çавăн чухнех ÿссен тухтăр пулма, шăллĕне сиплеме ĕмĕтленнĕ. Çемье Мурманскра пурăннă. Ачасен ашшĕ — Патăрьел районĕнчен, амăшĕ — Карелирен. Чăваш Ене асламăшĕ патне хăнана килсен арçын ача хăйне аванах туйнă. Киле çитсен каллех сывлăш пÿлĕнме, ÿсĕрме тытăннă. Мурманскри çанталăк ачана çапла витĕм кÿнĕрен тухтăрсем пурăнмалли вырăна улăштарма сĕннĕ те, çемье Шупашкара куçса килнĕ.
Шкултан вĕренсе тухсан Екатерина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, педиатри уйрăмне суйланă. Анчах вĕренсе пĕтернĕ тĕле кăмăлĕ улшăннă: çынсене васкавлă майпа пулăшас килнине ăнланнă вăл. 2007 çулта диплом илсенех çамрăк специалист васкавлă медпулăшу станцийĕнче тухтăрта ĕçлеме тытăннă. Анестезиологсен бригадине йĕркелесен Екатерина Семенова та унта кĕнĕ. «Коллектив лайăхчĕ те, ĕç килĕшрĕ. Мана тÿрех асăрхаттарчĕç: йывăр килĕ, арçын ĕçĕ ку. Ун чухне çамрăк пулнă та вăй тапса тăнă, хавхалану, ĕçе юратни çĕнтернĕ. Смена хыççăн йĕркеллĕ канмасăрах тепĕр дежурствăна та юлнă», — аса илчĕ тухтăр. Ĕçе вырнаçнăранпа 13 çул иртнĕ, вăл опыт самаях пухнă. Унăн тивĕçĕ — инкеке лекнĕ çынна экстреннăй майпа пулăшасси. Сăмахран, аварире аманнă, чĕрепе сасартăк аптăраса ÿкнĕ, пурнăçран уйрăлма тăнă тата ытти çынна медицина пулăшăвĕ кÿрет вăл.
Смена 7:30 сехетре тытăнать. Тухтăр хăйĕн ĕçне аппаратура, препаратсем тĕрĕсленинчен пуçлать. Вĕсен пурин те планшет пур. Мĕнле адреспа чĕннине, çынна мĕн пулнине ятарлă тытăм урлă унта пĕлтерсе тăраççĕ. Бригадăра — 2 фельдшер, анестезиолог-реаниматолог тата водитель. Дежурствăра вăтамран 10 çĕре çитеççĕ. Екатерина Николаевнăн сменинче бригадăна чи нумаййи 22 хут чĕнни пулнă, анчах ун чухне хальхи ĕçре мар, васкавлă медпулăшура тăрăшнă. Унти бригадăна урăхларах, çăмăлрах, чирсемпе чĕнеççĕ. Апатланмашкăн икĕ хутчен çуршар сехет уйăраççĕ. Анчах шăнкăрав пулсанах сĕтел хушшинчен тăрса тухса каяççĕ. «Хăш-пĕр чухне çынсем эпир час килейменшĕн кăмăлсăрланнине илтме тÿр килет. Чей ĕçсе ларнипе час çитеймен имĕш. Ку тĕрĕс мар. Шăнкăрав нумаййипе ĕлкĕрейместпĕр. Суйма май çук, ГЛОНАС кашни утăма тĕрĕслет. Выçă чухне утнă çĕртех шăккалат çиетĕн те малалла чупатăн. Ку ĕçе хамăр суйланă, йывăрлăхсем пирки пĕлнĕ. Çамрăкрах чухне ăна урăхла йышăннă, телей вырăнне хунă. Çулсем иртнĕ май хамăр та улшăнатпăр. Çемьеленсен ачапа ытларах пулас, хамăн вырăн çинче çывăрас килет», — чунне уçрĕ Екатерина Николаевна.
Çур çеккунт сая ямасăр
Тÿрех калам, тухтăрпа тĕл пулма\ансатах пулмарĕ. Унпа калаçас тесе Шупашкарти Мускав районĕнчи 1-мĕш подстанцие çитрĕм. Екатерина Николаевна шăпах дежурствăраччĕ. Анчах курнăçаймарăм: бригада çынна пулăшма çула тухнă. Ун хыççăн тÿрех тепĕр вырăна чĕннĕ…
Вăл экстреннăй лару-тăрура ĕçлет, пациента вилĕмрен çеккунтсем уйăрса тăраççĕ, вилес патне çитнĕ. Анестезиолог-реаниматолог ĕçĕнче тĕлĕнтермĕшсем пулаççĕ. Ун чухне бригада пурнăçран уйрăлма тĕв тытнă пациента çăлма кайнă. Пулăшу панă, больницăна илсе çитернĕ. Чĕрĕ юлма шанчăк юлманпа пĕрех. Çапах пациент тăна кĕнĕ. Тепрехинче миокард инфарктне пула тăна çухатнă çыннăн та пурнăçĕ çип çинче тытăнса тăнă. Анестезиолог-реаниматолог çур çеккунт каярах пулăшу панă тăк вăл пурнăçран уйрăлма пултарнă. Бригада ĕлкĕрнĕ, хăйсен ĕçне пĕтĕмпех тĕрĕс пурнăçласа çынна çăлса хăварнă
Ĕç пурнăçа хаклама вĕрентнĕ
♦ Астараççĕ, йĕкĕлтеççĕ, кĕвĕ çеммипе хывăнаççĕ… Ку та хăйне евĕр искусство. Калаçу — эротика ташши парнелекенсем пирки. Етĕрне районĕнчи Алексеевка каччи Станислав ИЛЬИН стриптизер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.
— Стас, эсĕ стриптиза мĕнле лекрĕн?
— Ташăпа эпĕ 14 çултанпа кăсăкланатăп. Ку ăсталăх çуралсанах ман çума çыпăçнă пулĕ. 18 çулта çĕрлехи клубсене ташлама çÿреме тытăнтăм. Эпĕ лайăх хускалма пултарни халăх çине тухрĕ. Хĕр-хĕрарăм мана сцена çинче курас килнине пĕлтерчĕ, ÿкĕтлерĕ. Темĕн вăхăтран эпĕ килĕшрĕм. Хамшăн та кăсăклă пулчĕ ку. Малалла аталанма тытăнтăм. Çынсене шоу кăтартас, савăнтарас килчĕ. Шкулта чухне вара эпĕ çын умне тухма вăтаннă, «сăрă шăши» пулнă. Çине тăрса хамăн çитменлĕхсемпе кĕрешрĕм.
— Мĕн килĕшмен-ха хăвăнта?
— Пĕтĕмпех! Мĕнле курăнни таранах.
— Эсĕ хăçантанпа стриптиз кăтартатăн?
— Çуркуннеренпе çеç. Пандеми ал-ура çавăрса яма памарĕ. Юлашки 5 çулта эпĕ аталану енĕпе нумай тăрăшрăм, çĕрлехи клубсенче ташларăм.
— Професси пур-и санăн?
— Шкул хыççăн механик-техника вĕреннĕ.
— Автосервиса вырнаçас килмест-и?
— Мĕн парĕ вăл мана? Тÿрех лайăх тата япăх енĕсем пирки шухăшлатăп. Пĕр евĕрлĕ ĕç мана йăлăхтарать, кун пек чухне пуç мими аталанма пăрахать.
— Аçу-аннÿ санăн ĕçе епле йышăнчĕ? Ялта пĕлеççĕ-и эсĕ стриптиз ташланине?
— Кун пирки тÿрех каламан, малтанлăха вăрттăнлăхра тытнă. Вĕсем ку вăхăтлăх пуласса шанаççĕ. Манăн мĕн пытармалла тепĕр тесен? Çын темле пулсан та, лайăх-и вăл е япăх-и, пурпĕр сÿтсе яваççĕ.
— Кĕлеткÿ шăратса кăларнă пек илемлĕ. Ÿт-пĕве кулленех пиçĕхтеретĕн-и?
— Чылай вăхăт тăрăшнин кăтартăвĕ ку. Анчах пандеми пуçлансан, тренажер залĕсем хупăннăранпа, нимĕн те туман. Унччен каçăхса кайсах унта хусканусем тăваттăм, результатшăн ĕçлеттĕм. Спорт манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. 14 çулта чухне хĕре килĕшес тесе спортпа туслашрăм та унран уйрăлаймарăм. Малтанах çăмăл атлетика килĕшетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне спортăн урăх тĕсне суйламалли майсем пулман. Çав хĕрĕн тимлĕхне çĕнсе илтĕм-илтĕмех вĕт! Эпĕ мĕн ачаранпах çавăн пек — пĕр вырăнта лараймастăп, ялан мĕн те пулин çĕннине вĕренетĕп. Машина та сÿтсе пуçтарнă, сварка та тунă, хĕресле те тĕрленĕ, çекĕлпе те çыхнă... Темĕнле ĕç те пĕлетĕп: чечек лартаятăп, сĕтел-пукан пуçтараятăп, кил-çуртра юсав та ирттеретĕп…
— Диетăна пăхăнатăн-и?
— Çук. Пĕтĕмпех çиетĕп, чипс таранах. Хими, биохими, анатоми… аван тĕшмĕртетĕп. Çулсем иртнĕ май организмра мĕнле улшăнусем пулнине, çын мĕншĕн самăрăлнине, ватăлнине пĕлетĕп. Ку маншăн кăсăклă та, нумай литература вуларăм. Хама яланах çакăн пек формăра тытатăп. Эпĕ 65-е çитсен ватă курăнмăп. Хамăн хĕрĕмпе утнă чухне çынсем пире еркĕнсем тесе калаччăр.
— Хĕр-хĕрарăмăн çĕрлехи клуба каччăпа каяс шухăш çуралсан сана чĕнме юрать-и?
— Паллах! Анчах укçалла.
— Пĕччен хĕр-хĕрарăм сана пушă вăхăта пĕрле ирттерме чĕннĕ-и?
— Кун пек сĕнÿсем пулнă, анчах эпĕ хирĕçленĕ. Пуринпе те каяймастăп ĕнтĕ. Сахалтан та, çав çын манăн кăмăла кайтăр. Тĕслĕхрен, мăнтăррисене питех юратмастăп.
— Клиент сана килĕшмесен те хăвна тытма ирĕк паратăн-и?
— Чармастăп.
— Çĕрлехи клуба килнĕ хĕрпе, вăл кăмăлна кайсан, хутшăну пуçарни пулнă-и?
— Пулнă та пуль… Анчах вăл хутшăнусем нумайлăха пыман.
— Савни пур-и? Вăл санăн ĕçе мĕнле йышăнать?
— Эпĕ 23-ри хусах. Çирĕп хутшăнусем çук-ха. Тен, кĕçех кун патне те çитĕпĕр. Унччен хĕрпе çÿренĕ чухне ман ĕç ăна килĕшместчĕ, анчах çырлахатчĕ. Кампа çыхланнине пĕлнĕ-çке вăл.
— Сцена çине урăлла тухатăн-и?
— Эпĕ сиенлĕ йăласемпе туслă мар, эрех ĕçместĕп, пирус туртмастăп. Хама питĕ лайăх туятăп. Усал шĕвексĕрех кирлĕ çĕрте кăмăла ирĕке яма именместĕп. Ÿсĕр çынсене курса йăлăхрăм. Хăйсене выльăх пек тытма пуçлаççĕ те, вĕсем çине пăхма йĕрĕнмелле. Уявсене эрехпе ирттернине те йышăнмастăп.
— Сана хăйĕн патне чĕнсе илнĕ хĕр- хĕрарăм килĕшмесен мĕн тăватăн?
— Кун пекки пулкалать. Эпĕ кун пек çĕрте нумай тăмастăп. Ташланăшăн укçа илетĕп те тухса каятăп.
— Сана киле час-часах чĕнсе илеççĕ-и? Ку мĕн хак?
— Питĕ час тесе каламалăх ĕçлемен-ха эпĕ. Киле чĕнме тăрăшмаççĕ. Меллех мар унта: ачасем, упăшка… Тара тытнă хваттере чĕнсен кăна. Пĕр номершĕн 3 пин тенкĕ илетĕп. Вăл 7-8 минут пырать. Мĕн таран хывăнасси калаçса татăлнинчен килет. Çире çи-пуç юлмиччен те ташлаятăп.
— Стриптизер укçи тивĕçлĕ пурăнма май парать-и?
— Тăрăшсан Шупашкарта та уйăхра 100 пин тенкĕ ĕçлесе илме пулать. Эпĕ кÿршĕ регионсене те каятăп. Пĕр каçра, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн, 14 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕччĕ.
— Ку санăн хушма тупăш тумалли мел е тĕп ĕç?
— Хушма тупăш кăна, вăл стабильлĕ мар. Эпĕ кафе-барта — «вышибала», тепĕр майлă каласан, хăйсене йĕркесĕр тытакан çынсене урама кăларса яракан çын.
— Пандеми вăхăтĕнче мĕн турăн?
— Ялта пурăнтăм, хуçалăхра ĕçлерĕм.
— Стриптиз — пултарулăх ĕçĕ. Номерсене хăв шухăшласа кăларатăн-и? Костюмсене епле хатĕрлетĕн?
— Кунта йывăрлăх çук. Интернетран пăхса вĕренетĕп. Костюмсене хам çĕлетĕп. Фантази пулсан йывăрлăхсем çук.
— Шупашкарта конкуренци тĕлĕшпе лару- тăру мĕнле?
— Арçынсен стриптизĕ аталанман. Конкурентсене курмастăп. Стриптизера чĕнсе илсе канас текен хĕрарăм нумай, вăл шутра — качча кайнисем те. Анчах кăна вĕсем уççăн пĕлтермеççĕ кăна.
«65-е çитсен те ватă курăнмăп».
(«Хĕрарăм ĕмĕтĕнчи арçын пулма тивĕç»)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...http://www.hypar.ru/cv/elektron-cyrantaru
Комментари хушас