- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 32 (6482) № 17.08.2023
Кубăра «Жигули», «Нива» çÿренинчен тĕлĕннĕ
Нумаях пулмасть Кубăра ыркăмăллăхçăсен Хосе Марти ячĕллĕ Европа бригади ял хуçалăхĕпе ĕçлекен вырăнти çынсене пулăшнă. Европа, Латинла Америка çĕршывĕсенчи волонтерсем фермăсенче тăрăшнă. Раççейрен виççĕн кайнă: пĕри — Анастасия Игнатьева.
Сĕт тупма йывăр
Пирĕн çĕршыври студентсене унта Кубăри халăхсен туслăхĕн институчĕ йыхравланă. Вĕсем Кубăпа туслă Раççей обществи тата унăн Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшнипе чикĕ леш енне вĕçме пултарнă. Ыркăмăллăхçăсен бригадине лекнисем пурте И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ. — Эпĕ экономика факультетĕнче ăс пухакан Валерия Тимофеевăпа тата ют чĕлхесен факультечĕн студенткипе Ксения Лукьяновăпа çула тухрăм. Хам вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренетĕп. Пирĕн декан Алена Иванова мана çул çÿреве кайма сĕнчĕ. Ятарлă конкурс та пулчĕ. Кандидатсене ректор хăй пăхса тухрĕ. Чикĕ леш енче пулса курма тÿр килнĕччĕ. Анчах самолета пĕрремĕш хут лартăм. Кубăна 13 сехет вĕçме тиврĕ. Паллах, çула пуçтарăннă чухне чăваш кĕпипе тухйине чикме манмарăм, — пĕлтерчĕ 21-ри Анастасия. Ыркăмăллăхçăсен бригадинче çамрăксем те, аслă ÿсĕмри çынсем те пулнă. Чăваш студенткисене Кубăна 70-ти çынсем те çитни тĕлĕнтернĕ. Икĕ эрнере волонтерсем Кубăра наци геройĕ шутланакан Фидель Кастрăпа Хосе Марти, революци çинчен лекцисем итленĕ, Варадеро, Артемис, Матансас провинцийĕсенчи тата Гаванăри илемлĕ вырăнсемпе музейсене çитсе курнă. — Вырăнти фермерсене тĕрлĕ пахча çимĕç пуçтарма пулăшрăмăр. Сăмахран, пĕр çын патĕнче 6-ăн кăна ĕçлетчĕç. Эпир хуçалăха 50-ăн пырса кĕтĕмĕр. Фермер савăнса кайрĕ. Эпир йăрансене çум курăкран тасатнă хыççăн çулталăкри нормăна тултарнине пĕлтерчĕ. Вăл çĕр çинче пахча çимĕç, улма-çырла туса илет. Тепĕр фермер патĕнче пăрăç пуçтартăмăр. Ку çимĕç пирĕн патри пекки мар, самай пĕчĕкрех. Унта çĕрĕ те урăхларах. Выльăх та усраççĕ. Анчах Кубăра сĕт туса илессипе йывăрлăхсем пур. Пĕр кунхине «Культурăсен каçĕ» мероприяти ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ тăрăхран килнĕ çынсем хăйсен çĕршывĕ пирки каласа кăтартрĕç, наци апачĕпе паллаштарчĕç. Эпир икерчĕ пĕçерме шухăшларăмăр. «Ăна хатĕрлеме мĕн кирлĕ сире?» — ыйтрĕç йĕркелÿçĕсем. Веçех çырса патăмăр. Анчах пире ĕне сĕтне тупса параймарĕç. Икерче кокос сĕтĕнчен хатĕрлеме тиврĕ. Эпир Раççей кăна мар, Чăваш Ен пирки те каласа патăмăр. Малтанах пурте эпир вырăссем тесе шутланă. Раççейре тĕрлĕ халăх пурăннине пĕлсен тĕлĕнчĕç. Пирĕн хамăрăн культура, йăла-йĕрке пуррине, наци тумĕ пирки каласа кăтартрăмăр. Эпĕ чăваш хĕрĕсем тухья тăхăннă чухне çивĕт тунине, капăрлăх çинчи тенкĕсем усалсене хăратнине ăнлантартăм. Чăваш ялавне çакрăмăр, кваспа сăйларăмăр. Ют çĕршыври çынсене вăл уйрăмах килĕшрĕ. Сĕтел çине Чăвашри фабрикăра туса кăларнă канфетсем кăларса хутăмăр. 5 минутран нимĕн те юлмарĕ. Пĕр кунхине ют çĕршывран килнĕ çынсем «Катюша» юрра хăйсен чĕлхипе юрлани хăлхана кĕчĕ. Малтанах ĕненмерĕмĕр. Ку юрра юратаççĕ иккен. Вара эпир те юрласа кăтартрăмăр, питĕ хытă алă çупрĕç, — каласа пачĕ пике. Малтанах вĕсем лагерьте пурăннă, кайран — хăна çуртĕнче. Волонтерсене пĕр кун ирĕклĕ пулассине каланă. Анчах çанталăк вĕсене уçăлса çÿреме паман: кунĕпе çумăр лÿшкенĕ. Сăмах май, Кубăра ытларах чухне шăрăх хуçаланать. Сывлăш температури вăтамран 35 градус ăшă. Паллах, урăх çĕршывпа паллашма яланах кăсăклă. Анастасия каланă тăрăх, унти çынсем мĕнле пурăнни ăна уйрăмах интереслентернĕ. Океан çывăхĕнче пурăнса курни, пляжри шурă хăйăр тăрăх утни унăн асĕнче яланлăха юлĕç. Тĕрлĕ çĕршывран килнĕ волонтерсене вырăнти апатпа сăйланă. Менюра кашни кунах какайпа рис пулнă. Унта макарон, риспа танлаштарсан, хаклăрах-мĕн. Çавăнпа ăна сайра панă. Кашнинчех манго çитернĕ. Настя каланă тăрăх, вăл ун пек пылаккине хальччен тутанса курман, унашкаллине пирĕн тăрăхра туянаймăн. Авокадо та кунти лавккасенче сутăнаканнинчен урăхларах. «Вырăнти апат тутлăччĕ. Кубăра какая мĕнле хатĕрлени уйрăмах кăмăла кайрĕ», — палăртрĕ Анастасия. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Пултаруллă учительсемшĕн савăнаттăм»
Ачасене воспитани парас ыйту кирек хăш саманара та çивĕч тăнă. Çĕршыври вĕрентекенсем пĕлÿпе воспитани системи кашни ачанах тивĕçтертĕр тесе тăрăшнă, халĕ те тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, «Вĕрентекен» сăмаха пысăк сас паллисенчен çырмалла. Мĕншĕн тесен эпир кашниех унăн алли витĕр тухнă. Çак ят кашни ачан асĕнчех ырă туйăм çуратать, кашниех унăн çутă сăнарне пурнăç тăршшĕпех чĕрере упрать. Юлашки çулсенче вĕрентекенĕн сумĕ иксĕлме тытăннă пек туйăнатчĕ. Çавăнпах пулĕ çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çула вĕрентекенсемпе наставниксене халаллама йышăннă. Вĕсен ĕçне-хĕлне кăтартакан тĕрлĕ форум, конкурс нумай иртет.
Пирĕн çĕршывра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн малтан — округсенче, каярахпа республикăра педагогсен «Август конференцийĕ» иртет. Унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕçсене сÿтсе яваççĕ, çитесси валли палăртаççĕ. Пултаруллă, маттур вĕрентекенсене те чыслама манмаççĕ. Эпĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине 37 çул вĕрентрĕм. Çак тапхăрта районти «Август конференцине» миçе хутчен хутшăнтăм-ши? Пултаруллă учительсен ĕçĕсемпе паллаштарнă чухне вĕсемшĕн савăнни нумай пулнă. Çитĕнекен ăрăва таса чунлă, хĕрÿ чĕреллĕ педагогсем вĕрентнĕшĕн хĕпĕртеттĕм. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулсан — пушшех те. Пĕр вăхăт Патăрьел тăрăхĕнчи чăваш чĕлхи учителĕсен пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ районти вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмалли семинарсем час-часах йĕркелетчĕ. Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Йĕпреç районĕсене çитсе курни, кайран хăйсем пирĕн пата килни мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каламалла та мар ĕнтĕ. Шупашкар районĕнчи тата Шупашкарти 59-мĕш шкулти вĕрентекенсен паха опычĕпе паллашни те пысăк усă кÿнĕччĕ. Семинарсем хыççăн тата лайăхрах тăрăшас, вĕсен опычĕпе ĕçре усă курас килетчĕ. Пĕрлешÿ пуçарнипе Авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхне, Чĕмпĕр чăваш шкулне, Тутарстанри Кăнна Кушкине, Константин Ивановпа Яков Ухсай çуралнă тăрăхсене çитсе курни ĕмĕрне те асран тухас çук. Çаксем йăлтах пире ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу панă. Ахальтен мар-тăр Патăрьел тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекен ачасем чăваш чĕлхипе иртнĕ конкурссен, олимпиадăсен призерĕсемпе çĕнтерÿçисем нумай хутчен пулнă. Мария Табаковăпа Тури Туçа шкулĕнче чăваш чĕлхине 30 çул ытла вĕрентрĕмĕр. Çав хушăра эпир вĕрентнĕ 20 ытла ача республика шайĕнче чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиада призерĕсемпе çĕнтерÿçисем пулчĕç. Валерия Николаева вара районта пĕрремĕш хут пĕтĕм тĕрĕк чĕлхисен олимпиадинче икĕ хутчен призер пулма тивĕçрĕ. Паянхи кун та Патăрьел тăрăхĕнчи ачасем пысăк результатсем кăтартаççĕ. Вĕсен вĕрентекенĕсене вара ЧР Пуçлăхĕ премипе хавхалантарать. Ку та учительсене ĕçлеме вăй хушать. Патăрьел тăрăхĕнчи 20-е яхăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне тĕрлĕ хисеплĕ ят парса чыс тунă. Ытти округра та Патăрьелсенчен кая мар ĕçлеççĕ. Халĕ эпĕ тивĕçлĕ канура, шкулта ĕçлеместĕп. Çапах чăваш чĕлхи учителĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăратăп. Кирлĕ чухне канаш та паратăп, хăйсенчен те сĕнÿсем ыйтатăп. Вĕсем ниме пăхмасăр пурнăçпа тан утма тăрăшни питĕ кăмăла каять. Вĕсен умĕнчи йывăрлăхсем ытти предмета ертсе пыракансенчен те нумайрах темелле. Чылай программăна хăйсен тума тивни, чăвашла электронлă вĕрентÿ пособийĕсем /вĕсем тухкалаççĕ пулсан та/ çителĕксĕр пулни те вĕсене çапса хуçмаççĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхи сехечĕсем сахалланни, ялти ачасем те вырăсла калаçма тăрăшни çав тери пăшăрхантараççĕ мана. Паллах, ку çитменлĕхе вĕрентекен кăна пĕтереймест. Ку ытларах çемьерен килекен пулăм. «Канашран иртсен чăваш чĕлхи кирлĕ мар» текен шухăшпа пурăнсан пирĕнтен нимĕнле Яковлев та, Кокель те, Николаев та, Волков та тухаймĕç. Ача аслашшĕасламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн, ашшĕ-амăшĕн чĕлхи урлă кăна чун сипетне илет, чăн-чăн çын пулса çитĕнет. Анчах мĕншĕн чылай çемьере çакна ăнланмаççĕ-ши? Ялта аслашшĕпе асламăшĕ те хуларан килнĕ мăнукĕпе чĕлхе хуçса вырăсла калаçать халĕ. Ашшĕпе амăшĕ вырăсла тĕрĕс калаçаççĕ тетĕр-и? Ача шкула кайма тытăнсан кĕçĕн класс учителĕсем çак çитменлĕхсене пĕтерессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Çавна пулах-тăр ачасен чĕлхене вĕренес туртăм чакать. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Волонтер ĕçĕ пысăк хуйха чăтса ирттерме пулăшнă
— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра уголовлă шырав ĕçченĕ пулас ĕмĕтпе пурăнтăм. Паллах, ăна никама та каламан, çынсем ăнланмасран хăранă. Мĕншĕн тесен пирĕн вăхăтра ачасем шкул пĕтернĕ хыççăн ытларах педагогика, медицина тата ял хуçалăх енĕпе вĕренме каятчĕç. Ĕмĕте пурнăçлас тесе спортпа туслашрăм. Ку мана хăçан та пулин кирлĕ пулатех теттĕм, — хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан сăмахне çапла пуçларĕ Лариса Мышева.
Канаша — вĕренме
Республикăри «Кĕмĕл волонтерсен» ушкăнне ертсе пырать вăл. Ăçта кăна çитсе курман-ши? Каласа парать те — астуса юлма та йывăр. Çук, пĕччен мар, ачасемпе. Вăл Шупашкарти 33-мĕш шкулта физкультура учителĕнче 20 çул ытла ĕçленĕ, малтан, 17 çул, Патăрьел тăрăхĕнчи Пионерсен çурчĕн директорĕнче вăй хунă. Урăхла каласан, хăйне уголовлă шыравра тупма ĕмĕтленнĕскер пурнăç тăршшĕпе ачасемпе ĕçленĕ, халĕ те çаплах. — Килте арçын ачасен хушшинче ÿсрĕм. Эпĕ – иккĕмĕш ача. Манпа пĕртăван 4 арçын ача. Анне мана вĕсен вăййисене хутшăнтарасшăн марччĕ. «Эсĕ те пулин хĕрача пек пул-ха», — тетчĕ. Манăн спортра кăтартусем япăх пулман. Çавăнпа физкультура учителĕ яланах тĕрлĕ ăмăртăва илсе кайма тăрăшатчĕ. Малти вырăнсене йышăнса килеттĕм. Анчах анне ăмăртусене пĕрре те ярасшăн марччĕ. Çавăнпа учитель мана килех илме килетчĕ. Аннене темле майпа ÿкĕте кĕртетчĕ. Анне урăх ямастăп тетчĕ пулин те тепĕр ăмăрту çитсен татах кăларса яратчĕ. Пирĕн класри ачасем пур енĕпе те маттурччĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн çурри ытла аслă пĕлÿ илчĕ. Эпĕ учитель сĕннипе 8-мĕш класс хыççăн Канашри педучилищĕне вĕренме каясшăнччĕ. Килтисем яхăнне те ямарĕç, çитменнине, аттестата та памарĕç. Манăн ишессипе япăхрах пулатчĕ. Çулла пĕр класри Галя Шашкинăпа Пăла юхан шывĕ хĕррине чупаттăмăр. Вăл лайăх ишетчĕ. Паллах, унта аннерен вăрттăн çÿренĕ. «Хĕр тусусем касра концерт лартаççĕ, эсĕ вара таçта çÿретĕн», — тетчĕ вăл. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă çĕре Канашри педучилищĕне каяс ĕмĕт çирĕпленсех çитрĕ. Никама каламасăрах физкультура учительне вĕренме кирлĕ хутсене хатĕрлерĕм. 9 класс пĕтернине ĕнентерекен справка алăраччĕ, ăмăртăва кайма характеристика çырса панăччĕ. Çак икĕ документпа Канаша çитрĕм. Экзаменсене лайăх тытса таврăнтăм. Педучилищĕрен аттестат илсе килмелли çинчен ыйтса ярсан шкултисем те, килтисем те нимех калаймарĕç. Çапла вĕренме кĕтĕм. Училищĕри юлташсем те спорта юратаканнисемччĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаттăмăр, пысăк результатсем кăтартаттăмăр. Училище пĕтернĕ хыççăн пурнăçа шкулпа çыхăнтартăм та пысăк спорта пăрахрăм. Çапах чун тĕпĕнчи ĕмĕтĕме, тен, пурнăçлама та тивĕ-ха тесе шутлаттăм. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра çынсен япалисене хула ачисем вăрлакалатчĕç. Çавсене пурне те шыраса тупса параттăм. Кайран пурнăçра урăх кăсăклану тупăнчĕ те ачалăхри ĕмĕтĕме каялла чун тĕпне чиксе хутăм, – каласа пачĕ Лариса Ивановна. Тĕрĕссипе, ăна ялта та, шкулта та час-часах Лариса Михайловна тесе пăтраштарнă. Мĕншĕн тесен ашшĕне, хут çинче Иван пулсан та, Миша тесе чĕннĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Санăн вĕрентекен пулмалла»
Çапла хавхалантарнă Валерий Федорова класс ертÿçи
Василий Ключевский ăсчах çапла каланă: «Лайăх вĕрентекен пулас тесен хăв мĕн вĕрентнине тата хăвăн вĕренекенÿсене юратмалла». Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Паян хамăрăн тĕпеле хăйĕн кун- çулне вĕрентÿпе çыхăнтарнă, вĕренекенĕсене юратакан учителе, Муркаш районĕнчи Ятман ялĕнче кун çути курнă тусăма Валерий ФЕДОРОВА чĕнтĕм.
Педагогикăра — 41 çул
— Валерий Варсанофьевич, эсир пурнăçăрти 41 çула педагогикăна халалланă. Мĕнпе илĕртрĕ сире çак професси? — Аслă класра вĕреннĕ чухне Муркаш тăрăхĕнчи паллă учитель, манăн класс ертÿçи тата акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Галина Ильдерова пире пултаруллă педагогсем пирки нумай каласа кăтартатчĕ: Антон Макаренко, Василий Сухомлинский, Константин Ушинский… Василий Сухомлинскин «Сердце отдаю детям» кĕнекинчи сыпăксене вуласа паратчĕ. Мана кашнинчех: «Эсĕ пултаратăн, санăн вĕрентекен пулмалла», — тесе хавхалантаратчĕ. «О-о-о, сана шкулта Валерий Варсанофьевич тесе чĕнĕç», — тесе шÿтлетчĕç ачасем. Галина Никифоровна мана хÿтĕлетчĕ. «Почерку хитре. Маттур», — тетчĕ. Çакăнтан пуçланчĕ пуль педагогика енне туртăнасси. — Учитель ачара пулас вĕрентекене курма пултарни, манăн шутпа, хăйне евĕр пултарулăх. — Тĕрĕсех. Вĕрентекенпе çыхăнăва паянхи кун та татман. Тĕл пулсан шкул çулĕсене аса илетпĕр. Диплом илсен направленипе Етĕрне районĕнчи шкулсенче виçĕ çул ĕçлерĕм. Унтан ĕç вырăнне улăштарас терĕм. Муркашри РОНОра ваканси çук терĕç. Аптăранипе Галина Никифоровнăпа унăн мăшăрĕ Георгий Федорович патне кĕтĕм. «Палтай шкулĕнче санăн миçе сехет? Миçемĕш класс?» — тесе кăсăкланчĕç. «Тăххăрмĕшсем», — терĕм. «Тепĕр çул унтах ĕçле», — сĕнчĕç вĕсем. Ăслă канаша итлерĕм, тепĕр çула унтах юлтăм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Ача çуратасси пирки вăхăтра шутламалла»
35-рен иртнĕ хĕрарăмăн амăшĕ пулас шанчăк 2 хут сахалланать
Хĕсĕрлĕх — арçыннăн е хĕрарăмăн репродукци тытăмĕн чирĕ. Мĕншĕн пулать-ха вăл? Экологисĕр, пурнăç йĕркисĕр тата çак амак йăхран куçнисĕр пуçне партнерсенчен пĕрин е иккĕшĕн те шăкпа ар органĕсен чирĕсем, инфекцисем тата хавшак психологи витĕм кÿме пултараççĕ. Хĕсĕрлĕх — хальхи вăхăтри çивĕч ыйту. Мăшăра тахçанах усă куракан медикаментозлă тата хирурги мелĕсемпе кăна мар, çĕнĕ йышши репродукци технологийĕсем пулăшнипе те ачаллă пулма май параççĕ. Хĕрарăмсен хĕсĕрлĕхне мĕнле палăртаççĕ тата ăна епле сиплеççĕ? Кун пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин хĕрарăмсен репродукци сывлăхĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ, Президент перинаталь центрĕн репродукци технологийĕсен уйрăмĕн заведующийĕ Наталия ГАЛКИНА каласа кăтартать.
Репродуктолог патне каймалла
— Наталия Геннадьевна, мĕн вăл — хĕсĕрлĕх? Ача çуратайман мăшăр нумайланса пырать тени чăнах та тĕрĕс-и?
— Ку диагноза ар çыхăнăвĕнче контрацепци хатĕрĕпе усă курмасăр пĕр çул е ытларах пурăнсан та çие юлмасан çирĕплетеççĕ. 35 çултан аслăрах мăшăрăн çур çул çие юлмасанах çак диагноза палăртаççĕ. Статистикăна илес тĕк, хĕсĕрлĕхпе аптăракансен йышĕ яланах тенĕ пек пĕр шайра. Вăтамран илсен, ача çуратма пултаракан мăшăрсен 15-18 проценчĕ унпа аптăрать. Арçынсемпе хĕрарăмсене илес тĕк, «хĕсĕрлĕх» диагнозлисем пĕр пекех. Ача çуратайманнисем мĕншĕн ытларах пек туйăнаççĕ? Мĕншĕн тесен çынсем çак ыйтупа тухтăр патне ытларах килме тытăннăран ку диагноза тăтăшрах палăртма пуçланă. Тепĕр сăлтав: вăйлă аталаннă çĕршывсенче мăшăрсем ача çуратассине каярах хăвараççĕ. Кунашкаллине Раççейре те сăнама пулать. Унччен пирĕн çĕршывра пĕрремĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем вăтамран 23-24 çулсенче пулнă тăк халĕ — 28-29 çулсенче. 24-25-рисемпе танлаштарсан, 35-ри хĕрарăмăн çие юлас шанчăк 2 хут сахалрах. Çакна амăшĕ пулма хатĕрленнĕ чухне шута илмелле.
— Хĕрарăм хĕсĕрлĕхĕ ытларах мĕнле сăлтавсемпе çыхăннă?
— Сăлтавсене икĕ ушкăна пайлаççĕ. Пĕрремĕшĕ — уйăх хушшин тата овуляцин эндокрин регуляцийĕ пăсăлни. Тĕслĕхрен, овуляци çук е уйăх хушши вăхăтра килмест. Иккĕмĕшĕ — ар вăрлăхĕ ама клетка патне пырайманни е ама клетка амалăха лекейменни. Тĕслĕхрен, ама клетка амалăх пăрăхĕпе анать, унта çие юлать. Вăл амалăх пăрăхĕпе каяймасть тĕк ача пулмасть е клетка унтах пĕтĕленет. Тата амалăх хăвăлĕн /полость матки/ аномалийĕ тĕл пулать. Тĕслĕхрен, шыçă аталанни е йăлмака сийĕ улшăнни. Çавна пула эмбрион орган стенки çумне çирĕпленеймест. Амалăх мăйĕн /шейка матки/ аномалийĕ те тĕл пулать: полип, спайка, операци хыççăн юлнă çĕвĕ, шыçни. Çавна май ар вăрлăхĕ амалăха лекеймест.
— Çие юлмасан хĕрарăмăн мĕн тумалла? Тÿрех ЭКО тума хатĕрленмелле-и?
— ЭКО — хушма пулăшу репродукци технологийĕ, унпа ытларах «хĕсĕрлĕх» диагноза палăртсан усă кураççĕ. Хĕсĕрлĕх сăлтавне сиплеме çук тăк ЭКО тăваççĕ. Çавăн пекех ача ген чирĕсемпе çуралас хăрушлăх пысăк чухне унпа усă кураççĕ. Хĕрарăмăн çие юлмасан мĕн тумалла-ха? Репродуктолог патне каймалла, тĕрĕсленмелле, сăлтавне шырамалла. Арçыннăн та тĕрĕсленмелле. Кун валли 2-3 уйăх кирлĕ. Хĕсĕрлĕх сăлтавĕнчен хăтăлма пулать тĕк тухтăр сиплев палăртать. Тĕслĕхрен, операци туса амалăх пăрăхĕ хупланнине пĕтерме пулать. Овуляципе çыхăннă кăлтăкран препаратсем ĕçсе хăтăлма май пур. Е инсеминаципе /ар вăрлăхне амалăха яни/ усă кураççĕ. Хĕсĕрлĕх сăлтавĕсене тупса палăртаймасан «паллă мар генезăн хĕсĕрлĕхĕ» тесе диагноз лартаççĕ. Кун пек чухне тухтăр мăшăра татах вăхăт пама пултарать: 35 çултан кĕçĕнреххисене — 1-1,5 çул, унтан аслăраххисене — 6 уйăха яхăн кăна, мĕншĕн тесен кун пек чухне вăхăта çухатмалла мар. Мăшăр /уйрăмах хĕрарăм/ мĕн чухлĕ аслăрах, репродуктолог пулăшăвĕн витĕмĕ çавăн чухлĕ сахалрах. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Психологи пÿлĕмĕнчен урăх çын пулса тухаççĕ
Кулленхи пурнăçра çыннăн пăшăрханасси те, хăрасси те пулать. Паника атакипе, фобипе мĕнле кĕрешмелле? Депрессирен мĕнле тухмалла? Шупашкарти Татьяна Исполина психолог, психотерапевт, сексолог, гипнолог тата репрессолог патне килекенсем çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупаççĕ.
Организма «итлемелле»
— Эпĕ пĕчĕк чухне ватă çынсемпе хутшăнма, вĕсене итлеме кăмăллаттăм. Вĕсем питĕ ăслă, мĕнле пурăнмаллине вĕрентеççĕ тесе шутлаттăм. Вĕсене кура хамăн пурнăçа йĕркелеме пулать теттĕм. Пĕрин патне хăнана пыраттăм, теприн патне — хайхискерсене итленĕ май çак çынсем телейлĕ маррине ăнланаттăм. Çапла мана пĕр ыйту канăçсăрлантарма тытăнчĕ: «Ăçта вăл — телей? Ăна ăçтан тупмалла?» Питĕ нумай вулама тытăнтăм. Кĕнекене çур çĕр иртни 2 сехетчен алăран ямастăм. Эпĕ шкулта лайăх вĕреннĕ, спортсменка пулнă. Темĕн те пĕр пĕлме юратнипех пĕр класра вĕренекенсем мана «профессор» тетчĕç. Пурнăçа лайăх енне мĕнле улăштармалли çинчен пĕрмай шухăшлаттăм. Çакă мана психологи енĕпе пĕлÿ илме хистерĕ те, — калаçăва пуçларĕ Татьяна. — Аппа Наталья И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн студенткиччĕ. Вăл аслă шкулта психологи енĕпе вĕренме май пуррине пĕлтерсен савăнтăм. Унта хаваспах ăс пухрăм. 6 çултан дипломлă пулсан тепĕр кунхинех ĕçе вырнаçрăм. Шупашкарти шыравпа çăлав службинче психологра ĕçлерĕм. Шалу пĕчĕк пулнипе кăштахран ĕçе пăрахма тиврĕ. Ун чухне манăн ача 2 çултаччĕ. Пĕчĕкскерпе пĕрмай юнашар пулас килетчĕ. Çавăнпах садике вырнаçрăм. Малтан воспитатель пултăм, кайран — психолог. Çав тапхăрта ачасен, ашшĕ-амăшĕн психологине лайăхрах ăнланса çитрĕм. Тĕрлĕ шăпăрланпа ĕçлеме тиврĕ. Çавăн чухне хăйне евĕр статистика та турăм: 30 ачаран 4-5-ĕшĕн мĕнле те пулин чир пуррине, психика тĕлĕшĕнчен пăсăлнине палăртрăм. Пурăна киле манăн çамрăксен психологине тишкерес килчĕ. Çавăнпах Шупашкарти коопераци техникумне социаллă педагога вырнаçрăм. Çав вăхăтрах гипнотерапи енĕпе пĕлĕве тарăнлатрăм. Ку енĕпе ĕçлессине эпĕ малтанах пĕлнĕ, анчах хам «пиçсе» çитменнине ăнланаттăм. Хусанти пĕр центрта тĕрлĕ гипноз тума вĕрентĕм. Çавăнтах невербаликăна, урăхла каласан ÿт-пÿ чĕлхине, ăса хыврăм. Эпĕ çын çине, унăн тыткаларăшне пăхса вăл хăйне шалта мĕнле туйнине ăнланатăп. Сексологи енĕпе Самар хулинчи аслă шкулта вĕрентĕм. Мана кризис психологийĕ те кăсăклантарчĕ. Сăмахран, çар çыннисен кризис пулать. Унран тухма, хăтăлма пулăшатăп. Пĕлтĕр Хусанти медицина патшалăх университечĕн психиатри факультетне вĕренме кĕтĕм. Пурнăç та, çынсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. Вĕсене ăнланас тесен тавра курăма анлăлатмаллах. Çавăнпа психологсен те пĕрмай аталанмалла. Татьяна пĕлĕве тарăнлатнă, аталаннă май хăйĕн методикине шухăшласа кăларнă. Вăл — «Исполина меслечĕ». Ку гипноза, нейролингвистика программированине тата когнитивлă-тыткаларăшлă терапине çыхăнтарать. Татьяна ытларах фобисемпе ĕçлет. Мĕншĕн тесен пĕтĕм йывăрлăх хăранинчен пуçланнине палăртать. — Эпир шутламасăрах «хăратăп» тесе каласа яратпăр. Тепĕр чухне çынран: «Çакна мĕншĕн тумастăн?» — тесе ыйтаççĕ. Унăн пĕр хурав: «Эпĕ хăратăп». Хăранинчен хăтăлсан çын пурнăçĕ улшăнать. Тĕрĕссипе, хăрасси вăл генетика урлă та куçать. Халĕ эпĕ кĕнеке çыратăп. Вăл фобисен словарĕ пулĕ. Хальлĕхе 300 ытла фоби шутласа кăлартăм. Хăрани сывлăха та, кĕлеткене те витĕм кÿрет. Психосоматика чирĕсемпе ĕçленĕ май ку тĕрĕс пулнине ăнлантăм. Калăпăр, инсульт, сахăр диабечĕ, ангина, ÿсĕрни тата ытти — веçех психосоматика чирĕсем. Пĕррехинче ангинăпа чирлерĕм. Маларах вара: «Ой, манăн клиент нумай, канма вăхăт çук», — тенĕччĕ. Чирлесен организм мана: «Кан-ха», — терĕ. Çавăнпа çыннăн сăмах каличчен лайăх шутламалла. Организм канас килнине систерет пулсан канмаллах. Çын умĕнче аван мар е укçа ĕçлесе илейместĕп тесе шутламалла мар. Чи малтан хăвăн кĕлеткÿ çинчен шухăшламалла. Çын умĕнче аван мар курăнасран шикленетпĕр. Мĕншĕн тесен пире ачаранах урăхла пулма вĕрентеççĕ. «Ун пек, кун пек ту», — теççĕ. Кайран тĕрлĕ лару-тăрăва лекетĕн. Калăпăр, ĕçтеш мĕн те пулин тума ыйтать. Санăн тăвас килмест, анчах ун умĕнче аван марланатăн е кÿрентересрен хăратăн. Эпĕ çавнашкал фобисемпе те кĕрешме пулăшатăп, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Специалист сăнанă тăрăх, хальхи вăхăтра чылайăшĕ хăйĕн кĕлеткине тимлеме, организма «итлеме» тытăннă. — Манăн çынсене телейлĕ пултарас тата, паллах, вĕсене хăйсен пурнăçĕпе пурăнтарас килет. Атту вĕсем çынсеннипе кун кунлама хăнăхнă. Кăшт лăпкăрах пулччăр. Çын мĕншĕн усал? Ашшĕ-амăшĕ çапла хăнăхтарнă, çапла воспитани пулнă. Анчах веçех улăштарма пулать. Чи кирли — ĕçлемелле. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас