- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 32 (6431) № 18.08.2022
«Питĕ пурăнас килетчĕ килетчĕ…»
Икĕ пÿри ĕçлеме пăрахсан та Альбина Иванова сывалассишĕн талпăннă
2020 çулта Питĕре вĕçмешкĕн самолета ларсан Альбина Ивановăшăн чăн-чăн пысăк савăнăç пулнă. 37 çул пурăнса та тÿпене çĕкленсе курман вăл. Гемодиализ процедурине (пÿрене метаболизм япалисенчен тасатни) 11 çул çурă çÿренĕ хĕрарăмăн самолетпа вĕçес шухăш-и? Пурнăçшăн кĕрешнĕ вăл…
Ыттисем пекех аталаннă
Ачаранпах чирлĕ пулнă теме çук ăна. Альбина ыттисем пекех аталаннă, ÿснĕ. 1983 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралнăскер хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисемпех шкула кайнă. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă, спорта юратнă. Чупассипе иртекен ăмăртусенчен ăна нихăçан та хăварман.
8-мĕш класа çитсен хĕрача тăрук чирлесе ÿкнĕ: юн пусăмĕ хăпарнă. Больницăна кайсан тухтăрсем унăн пÿри чирлĕ пулнине пĕлтернĕ. Унта чылай вăхăт сипленнĕ пулсан та хĕрача шкултан юлман. 9-мĕш класс хыççăн çеç экзаменсене тытма май килмен: юн пусăмĕ ялан хăпарнă. Хĕре Çатракасси шкулĕн 10-мĕш класне пурпĕрех йышăннă. Анчах сывлăхне пула спорт çинчен манма тивнĕ. Альбина вăтам шкула аванах пĕтернĕ. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти профтехучилищĕре повар-кондитера вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн Альбина кафене ĕçе вырнаçнă. Аванах ĕçленĕ хĕр. Анчах каллех юн пусăмĕ хăпарма тытăннă. Альбина çийĕнчех больницăна кайнă. Тухтăрсен пĕтĕмлетĕвĕ хĕре приговор пекех илтĕннĕ: «Чир пиелонефритран гломерулонефрита куçнă. Пÿресем типсе пынипе пĕчĕкленсе пыраççĕ».
Нихăçан та пуç усса курман хĕре ку хăратса пăрахнă. «Тин çеç пурăнма пуçларăм-çке. Специальноç илсе ĕçе вырнаçрăм çеç», — тесе пăшăрхантăм. Медкомисси витĕр кăларса инвалидноç пачĕç. Питĕ пурăнас килетчĕ. Эпĕ нихăçан та хуçăлса ÿкмен. Анчах сусăр пулни çинчен калакан хута парсан выртса кăшкăрсах макăртăм. Тăвансем çумра пулни çеç чир-чĕре парăнтарма пулăшрĕ. Вĕсем мана яланах хав халантарса тăчĕç. Алла илнĕ специальноçпа малалла ĕçлес çуккине ăнланса Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш профтехучилищĕре çĕвĕç профессине вĕрентĕм. Чир хăйĕн çинчен аса илтерсех тăратчĕ…» — пурнăçĕнчи йывăр тапхăра аса илчĕ Альбина.
2004 çулта вăл питĕ вăйлă аптăранă. Унăн икĕ пÿри те ĕçлеме пăрахнă. «Хам йывăр чирленине ăнланаттăм. Юн пусăмĕ ялан тенĕ пекех пысăк тăратчĕ. Куç тĕтреллĕ кăтартма пуçларĕ. Октябрьскинчи больницăна выртсан чир парăнманнине кура Шупашкара куçарчĕç», — аса илÿ авăрне путрĕ çамрăк хĕрарăм.
Реанимацире пĕр талăк ытла ирттернĕ хыççăн, кăштах лайăхлансан, ăна палатăна куçарнă, юн тасатакан аппарат çумне вырттарнă. «Больницăран тухсан кун сиктерсе гемодиализ процедурине çÿрерĕм. Ир тăраттăм та Шупашкара çул тытаттăм. Çапла 11 ытла çул… Юна 4 сехет тасататчĕç. Пĕрремĕш 3 çулне йывăррăн чăтса ирттертĕм. Больницăра питĕ выртас килместчĕ. Выртса макăрни, тухса тарас килни нумай пулнă», — малалла калаçрĕ Альбина. 2009 çулта тухтăрсем ăна донор пÿрине куçарса лартмашкăн черете тăма сĕннĕ. Пирĕн республикăра кунашкал операцие тумаççĕ, Чулхулана е Хусана каймалла. Чылай чухне сывă тăванĕн пĕр пÿрине куçарса лартаççĕ. Анчах Альбина ку мелпе усă курайман: унăн тăванĕсен йышĕнче донор тупăнман. Ашшĕ вилнĕ, Чечня вăрçинчен тĕрĕс тĕкел таврăннă пиччĕшĕн Тимофейăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ăна çын хутне кĕнĕшĕн çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Тискер ĕçе тăвакана тĕрмене 17 çуллăха хупнă. Тимофейăн арăмĕпе ывăлĕ тăлăха юлнă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА
♦ ♦ ♦
Пĕр-пĕрне пач палламасăр алламасăр пĕрлешсе ĕрлешсе 70 çул пурăнаççĕ
«Упăшкапа Леонидпа ĕмĕре тĕрĕс-тĕкел пурăнса ирттеретпĕр. Унпа хĕрпе йĕкĕт пекех кун кунлатпăр. Леонид эрех ĕçсе çапкаланса çÿренине курман эпĕ. Çăварне пирус нихăçан та хыпман вăл. Мана пÿрнепе те тĕкĕнсе курман. Ачасем эпир харкашнине ку таранччен илтмен. Çавăнпа нумай çул пурăнатпăр пулĕ. Ачасем, мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем пур. Тĕп килте кĕçĕн ывăлпа тата кинпе кун кунлатпăр. Пире лайăх пăхаççĕ. Вĕсене сивĕ сăмах нихăçан та калас çук», — калаçăва çапла пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Мария Бобина.
Учитель пулайман
Бобинсем пĕрлешнĕренпе кăçал 70 çул çитнĕ. Марье аппа /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/ кĕçех 96 çул тултарать. Леонид Петрович — 97-ре. Юлашки вăхăтра çемье пуçĕ питех çÿресе каймасть, ытларах выртать. Мария Семеновна вара çирĕп-ха. Эпĕ пынă чухне пахчара кăштăртататчĕ. Иртнĕ кун-çулне вăл аванах астăвать. Марье аппа çак районтах, Патреккел ялĕнче, çуралнă.
«1941 çулта 7 класс пĕтертĕм те, вăрçă пуçланчĕ. Çав çулах аттене фронта илсе кайрĕç. Анне пилĕк ачапа тăрса юлчĕ: тăватă хĕр те пĕр ывăл. Аппа Клавди питĕ лайăх вĕренетчĕ. Вăрçă пуçлансан ял канашĕн секретарьне вăрçа илсе кайрĕç, аппана ун вырăнне хăварчĕç. Эпĕ те питĕ лайăх вĕренеттĕм. Учитель пулас ĕмĕт пысăкчĕ. Хĕр туспа Патăрьелти педучилищĕне çул тытрăмăр. Иксĕмĕре те вĕренме илчĕç. Анчах пурăнмалли вырăн тупайманнипе пăрахса килтĕмĕр. Çапла учитель пулас ĕмĕт пăчланчĕ. Лайăх вĕреннĕрен мана 8-мĕш класа чĕнчĕç. Пурпĕрех вăтам шкул пĕтерей мерĕм. Вăрçă пырать, унтан та кунтан хăрушă хыпарсем килеççĕ. Ялтан тухса çÿрес мар тесе фермăна сысна пăхма вырнаçрăм. Выçăпа питех нушаланнине астумастăп. Эпĕ фермăра ĕçлесе тырă тăваттăм, аппа укçа илетчĕ. Пирĕн 5 ачана тăрантармалăх апат-çимĕç пулнă. Питĕ йывăр пурăнакан çемьесем пурччĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ упăшки вăрçа кайнă хыççăн вĕтĕр-шакăр ачасемпе тăрса юлчĕ. Хунямăшĕпе хуняшшĕ çукчĕ. Çав хĕрарăм кунĕн-çĕрĕн ĕçреччĕ. Вĕсене нумай пулăшрăм. Качча тухиччен фермăра ĕçлерĕм», — аса илÿ авăрне путрĕ Мария Бобина.
Леонид Петровичпа Мария Семеновна çемье çавăриччен пĕр-пĕрне палламан. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕр ĕçкĕре тĕл пулнă та калаçса кайнă. Пĕрисен хĕр пур иккен, теприсен — каччă. Çапла аслисем çамрăксене пĕрлештерме шухăшланă. Ун чухне хĕрпе каччăн килĕшмех тивнĕ — йăли çапларах пулнă. Анчах пĕр-пĕрне пач палламасăр çемье çавăрнăшăн Бобинсем нихăçан та ÿкĕнмен. Яланах пĕр-пĕрне ăнланнă, пулăшнă. 1927 çулта çуралнă Леонид Петрович салтака кайиччен Хусанти авиаци заводĕнче ĕçленĕ, çартан таврăнсан Елчĕкри крахмал заводĕнче — дизелист, районти сельхозтехникăра инструментальщик пулнă. 1968 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн Леонид Бобин Аслă Елчĕк шкулĕнче ачасене тракториста вĕрентнĕ. Шкулта вăл 28 çул ĕçленĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА
♦ ♦ ♦
Пуйăс хыççăн чупас килчӗ…
Иртнĕ çул хамăн ĕмĕрте пĕрремĕш хут чăн-чăнах юратса куртăм. Чи кăсăкли – пĕрре курсах. Максим мана социаллă сетьре виçĕ-тăватă çул каяллах асăрханă. Хушăран кĕске çыру та яркалатчĕ. Анчах ун чухне эпĕ вĕсене чĕре çывăхне илмен. Соцсетьре унăн тусĕсен йышне кĕнĕччĕ-ха. Анчах пĕрре те тĕл пулман çынпа çыру çÿретнин пĕлтерĕшне курмастăм.
Çулталăк каялла тĕл пултăмăр. Максимăн юлташне салтака ăсатма кайсан /вăл манăн хĕр тусăн Гальăн савнийĕ/ хама такам сăнанине туйрăм. Çаврăнса пăхрăм та — пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Ăшăмра ырă пулса кайрĕ: эпир пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлетпĕр, ĕмĕрĕпех хутшăнатпăр тейĕн. Çакăн хыççăн хулара тĕл пултăмăр, уçăлса çÿрерĕмĕр. Максима ăнланаймарăм: вăл мана килĕштернĕ пек те туйăнчĕ, çав вăхăтрах темĕнле шухăш ăна канăç паманнине ăнкартăм. Çавăн хыççăн икĕ уйăх иртрĕ — çĕнĕ пĕлĕшĕм сас памарĕ. Хам вара ун патне пĕрремĕш çырма, шăнкăравлама тăхтаса тăтăм. «Темĕн шухăшлĕ тата, çăмăлттай хĕр тейĕ», — çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм.
Пĕррехинче тусăм Галя ăна курнине каларĕ. Максим ман çинчен ыйтса пĕлнĕ иккен. Чунра каллех ăшă пулса кайрĕ. «Эппин, ман çинчен кăштах та пулин шухăшлать-ха», — терĕм ăшăмра. Ир савăнтăм мар-и? Вăл каллех тĕлпулу шырама васкамарĕ. «Унăн савни пур пуль. Хăй вара кама суйламаллине пĕлмест-ши?» — çакнашкал шухăш пĕрре мар кĕчĕ пуçа. «Ун пек пулсан манпа мĕншĕн калаçать?» — çав вăхăтрах чуна тепĕр шухăш хирĕçлерĕ.
«Рыжова, сире чĕнеççĕ!» — общежитире вахтăра дежурствăра ларакан хĕр картлашка тăрăх виççĕмĕш хута чупса хăпарнă-хăпарман кăшкăрчĕ. Чĕре хыттăн тапма тытăнчĕ. Йăнăшман иккен эпĕ. Ман пата Максим килнĕ. Тунсăхлă сăнне курсан темĕн ырă марри сиксе тухнине ăнлантăм. «Вика, тăхăнса тух, Атăл хĕрри не уçăлма каятпăр», — нумай сăмах вакламарĕ каччă. <...>
ВИКТОРИЯ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас