- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 27 (6528) № 18.07.2024
11 уйăхра икĕ хутлă çурт хăпартнă
«Санăн кунта çăтмахри пекех», «Епле хитре! Пăхса киленес килет», — Канаш округĕнчи Маякра пурăнакан Марина Алексеева патне чечек туянма килекенсем çапла калаççĕ. 32-ри хĕрарăм хăйĕн хуçалăхне çĕр-çĕр тĕспе йăмăхакан оранжерейăна çавăрнă.
«Тормозсем» çук
Маринăна яланах ял пурнăçĕ илĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕм çемйи ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Пĕррехинче Марина вĕренекен шкула ял хуçалăх академийĕнчен килнĕ, тĕрлĕ специальноçпа паллаштарнă. Çавăн чухне хĕр агроном пулма палăртнă. Шкул хыççăн вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă. Уй-хир ĕçне пĕлсе ӳснĕскер çăмăллăнах вĕренсе тухнă. 2014 çулта аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Малтан ял хуçалăхĕнче вăй хунă, 2017 çулта «Россельхозцентрăн» Канашри уйрăмне килнĕ. Халĕ кунта тĕп агрономра тăрăшать. «Хулана пĕртте чун туртмасть. Унта чечексене ăçта лартас? Ялта мĕн тери ирĕклĕ! Килти хуçалăхра 29 сотăй çĕр пур. Çур лаптăкне яхăн чечек ӳстеретĕп. Халĕ ĕнтĕ вĕсем чун валли кăна мар, сутмалăх та пур. Ку юрату кĕл чечексем лартнинчен пуçланчĕ. Тĕмме питомниксенче туянаттăм. Унта япăххи те, лайăххи те леккелерĕ. Йăнăшсем тăва-тăвах вĕрентĕм. Çавăн чухне ăнлантăм: пахалăхлă тĕм сутакан тупма йывăр. Килте питомник уçас терĕм. Сад ăстисене лайăх тĕмĕсем сĕнес килет. Манăн хамăн чечексен коллекцийĕ çултан-çул пуянланса пычĕ: 60-а яхăн сорт гортензи, 50-а яхăн сорт кĕл чечек, клематис, шалфей, лаванда… ӳсеççĕ. Килсе курас текенсем йышлансах пычĕç. Çынсен калаçас, ман опытпа паллашас килнине сисрĕм. Ытларах нумай çул ӳсекеннисене лартатăп, çапах пĕр çулхисемсĕр те пурăнаймастăп. Калчасене пĕтĕмпех хам тăватăп. Агроном пулни ку ĕçре питĕ пулăшать. Пахча тăрăх утнă чухне хурт-кăпшанка курсан тӳрех асăрхаттаратăп: «Паян сирĕн пата каçхине килетĕп», — каласа пачĕ Марина Александровна. Асăрханă-и: хĕрарăмсене ытларах чухне çулсем иртнĕ май çĕр ĕçĕ илĕртме тытăнать. Ун чухне вĕсем дача туянаççĕ, чечек лартса ӳстерме тытăнаççĕ. Маринăна ку «чир» 30 çул тултаричченех çыпăçнă. «Чирех пуль ĕнтĕ вăл. «Тормозсем» çук: хитрине куç курать те укçа шеллемесĕрех туянас килет, сада илемлетес килет», — тет вăл. Пĕтĕмпех хăйĕн блогне уçнинчен пуçланнă. Подписчиксем унран ӳсен-тăрана мĕнле пăхмалли, вĕсен чирĕсемпе епле кĕрешмелли пирки час-часах ыйтнă. Çавăн чухне унăн чечек ӳстерекенсене пулăшакан проект шухăшласа кăларас килнĕ. Вĕсен те пахчисем ешерччĕр, çынсем хăйсен ĕçне пăхса савăнччăр. Калча-тĕме лартни кăна çителĕксĕр, сад чечеклентĕр тесен ăна пăхса тăмалла. Çапла, чечек ӳстересси те çăмăл мар, ăна тимлĕх, вăхăт кирлĕ. Сăтăрçăсене алхасма памалла мар, чир-чĕре аталанма чармалла. Сывă ӳсентăран кăна илемĕпе савăнтарать. Çапла вара «Цвети Чувашия» проект çуралнă. Хăйĕн брендне шухăшласа кăлармашкăн ăна маркетинг енĕпе ăста аппăшĕ Ирина пулăшнă. Телеграмри чатра та халĕ те агрономран сĕнӳ-канаш ыйтаççĕ. Вăхăт тупсанах вĕсене хуравлать ялти блогер. Ял ипотекипе — пӳрт Ĕçе çӳрекен хĕрарăма пĕччен çавăн пысăкăш хуçалăха тытса пыма çăмăл мар. Пушшех те халĕ унăн ĕçĕнче те хĕрӳ вăхăт: вăрлăхсене апробаци тумалла. Марина веçех ĕлкĕрет. Ывăлĕпе хĕрĕ пулăшма тытăннă ĕнтĕ. 6-ри Илюшпа кĕçех 9 тултаракан Варя шланг тытса чечексене шăвараççĕ. Марина нумаях пулмасть 112 тăваткал метр лаптăклă икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Ял ипотеки тата ашшĕпе амăшĕ Людмила Геннадьевнăпа Александр Петрович Владимировсем пулăшнă ăна. Çурта подряд организацийĕ 2023 çулта нарăс уйăхĕн вĕçĕнче хăпартма тытăннă та çав çулах раштав уйăхĕнче хуçисем пурăнма кĕнĕ. «Патшалăх çакăн пек тĕрев пани питĕ аван пулчĕ. Ипотекăн проценчĕсем ахаль те пысăк марччĕ — 3%, уншăн та субсиди пачĕç те 0,5% кăна юлчĕ. Кашни ачан, манăн — уйрăм пӳлĕм, зал, кухня, ваннăй пур. Сĕтел-пукан та туянса лартрăмăр. Ку çурт вырăнне аттепе анне мăшăрлансан илсе панăччĕ. Вĕсем хирĕçех пурăнаççĕ. Пичче Миша та çемйипе тăван килпе юнашар çурт çавăрчĕ. Пиччепе аппа — йĕкĕреш. Атте-анне, пичче фермер хуçалăхне пĕрле тытса пыраççĕ, тыр-пул, йĕтĕн, рапс ӳстереççĕ. Пиччепе инке 4 ача ӳстереççĕ. Аппапа йысна та хамăр округрах Çӳлти Вăрман˜ялта пурăнаççĕ, вĕсен — 3 ача. Эпĕ вăкăрсем, кайăк-кĕшĕк усратăп. Аттепе анне фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ те мана выльăх апачĕ пирки шухăшлаттармаççĕ. Кахалланмалла мар, ĕçлемелле кăна — пĕтĕмпех пур! Тырă та, утă та кӳрсе параççĕ. Пĕр кунхине выльăхсем тухса кайса сутмалли чечексене таптаса пĕтернĕччĕ. Мĕн тăвăн? Тем те пулать. Выльăх тупăш парать, ачасене ӳстермелле, ипотека тӳлемелле», — кичем мар ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ правурскер. Кунĕ унăн ирхи сывлăм тăрăх çара уран утнинчен пуçланать. Чăн-чăн чечексен фейи мар-и? Илемлĕ çамрăк хĕрарăм вăрăм çӳçне сапаласа çӳхе кĕпе вĕççĕн çара уран васкамасăр сад илемĕпе киленсе утать… Юмахри пек вĕт! Унтан Марина шыв пичкине пуçне чиксе кăларса уçăлать те вăкăрсене çитерме каять. Кайран тутлăн çывăракан Илюша садике кайма вăратать, 7-ре ĕçе тухса каять. Маяк ачисем, çав шутра Варя та, Сиккассине шкул автобусĕпе çӳреççĕ. Инкĕшĕ Ирина хăйĕн ачисемпе пĕрле Илюша та садике машинăпа леçет, илсе килет. Тăвансем юнашарах пурăнни питĕ лайăх — яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Сăнран пĕрешкел пулсан та кăмăлĕ расна
Статистика тăрăх, çемьере йĕкĕреш çуралас шанăç 2 процент кăна. Шупашкарта пурăнакан Надеждăпа Сергей Наумовсене вара икĕ хут ăннă: çемьере икĕ мăшăр йĕкĕреш! Урамра уçăлса çӳренĕ чухне çынсем вĕсене асăрхамасăр иртсе каяйманнине Наумовсем хăнăхнă ĕнтĕ.
Вĕсене ĕç пĕрлештернĕ
Надежда Петровна — Патăрьел округĕнчи Тикешрен, Сергей Вла¬димирович — Комсомольски округĕнчи Тукайран. Надежда Петровна та, Сергей Владимирович та икшер аслă пĕлӳллĕ. Иккĕшĕ те малтан — педагогика, унтан юридици енĕпе вĕренсе тухнă. Надежда Петровна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн филологи уйрăмне пĕтерсен 7 çул шкулта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах юридици факультетĕнче куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Унтан Вăрнар районĕнчи ШĔМ уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă. Сергей Владимирович физкультура учительне вĕренсе тухнă. Анчах та хăйĕн профессийĕпе ĕçлемен. Мускавра çуртсем хăпартнă, электрик та пулнă. Унтан, полицие ĕçлеме кĕрсен, юридици факультетĕнче ăс пухнă. Вĕсене ĕç пĕрлештернĕ. Мăшăр пĕр-пĕринпе Чăваш Енри ШĔМĕн вĕренӳ центрĕнче паллашнă. Каярахпа пĕр çĕрте тимленĕ. «Малтан Шупашкарти 5-мĕш полици уйрăмĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторта вăй хутăмăр. Çур çул вĕренӳ центрĕнче вĕреннĕ хыççăн мана дознани уйрăмне ĕçлеме куçарчĕç. Анчах çĕрлехи дежурствăсем канăç памастчĕç. Çемьере ачасене пĕччен пăрахса хăвараймăн, камăн та пулин килте пулмаллах. Çавăнпа ĕçе улăштарма шухăшларăмăр. Меллĕреххине, çĕрле юлмалла маррине шырарăмăр. 5-мĕш уйрăмра эпĕ 2009 çултанпа аслă дознавательте ĕçлерĕм, 2021 çултан — аслă инспекторта», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Надежда Петровна. Халĕ Сергей Владимирович Шупашкарти 5-мĕш полици уйрăмĕн уголовлă шырав ертӳçин заместителĕнче ĕçлет. Надежда Петровна 6-мĕш уйрăмра административлă саккунсене пурнăçлакан инспекторта тăрăшать. Службăна тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене шайлаштарса пыма çăмăлах мар. Çавăнпа та Наумовсен ачисем мĕн пĕчĕкрен хăй тĕллĕнлĕхе вĕреннĕ. «Хамăр килте мар чухне ачасене пăхма аппа килсе каятчĕ. Каникула кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче ирттереççĕ», — каласа пачĕ Надежда Петровна. Ачасем каникулта мар чухне Наумовсен çемйинче кашни ир — вĕткеленӳ. Шăпăрлансене шкула леçсе хăварсан ашшĕпе амăшĕ тӳрех ĕçе васкаççĕ, киле вара каçхине таврăнаççĕ. Нумай ачаллă çемьере кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ пур: пĕрисем тирпейленĕ вăхăтра теприсем кухньăра кĕштĕртетеççĕ. Ĕненӳ те, шанчăк та, юрату та — юнашарах Наумовсем пĕлтĕр çемье çа¬вăрнăранпа 15 çул çитнине паллă тунă. Мăшăр илемлĕ кун — 08.08.2008 — хут уйăрттарнă. ЗАГСран вĕсем тӳрех хăйсен савăнăçне пайламашкăн ĕçе кайнă. Çакă пуриншĕн те кĕтменлĕх пулнă. Вăл вăхăтра вĕсем иккĕшĕ те çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмра тимленĕ. Яланах пĕрпĕрне пулăшнă, ыйтусене пĕрле сӳтсе явнă. 2012 çулта пĕрремĕш хут амă¬шĕн ятне илтсен Надеждăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Куç хупман каçсем, ача çитĕнтерессипе çыхăннă йывăрлăхсем чылай пулнă. Çемьере пĕрремĕш хĕр пĕрчисем — Верăпа Люба — çуралнă. «Хам Надя ятлă пулнăран хĕрачасен ячĕсене шыраса тупма та çăмăл пулчĕ. Больницăра выртнă чухне пулас амăшĕсемпе ачана ят парасси çинчен калаçса кайрăмăр. Эпĕ Верăпа Любовь ятсене килĕштернĕччĕ. Шăпах çав вăхăтрах упăшка шăнкăравларĕ. Мăшăртан вăл хĕр пĕрчисене мĕнле ятсем парасси пирки кăсăклантăм. «Верăпа Люба хурар-и?» — терĕм. Ку ыйтура эпир иксĕмĕр те пĕр шухăшлă пултăмăр. Мăшăр та хĕр пĕрчисене çапла ятсем пама шухăшланă», — малалла калаçрĕ хĕрарăм. Çапла Наумовсен çемйинче ĕненӳ те, шанчăк та, юрату та юнашарах çӳреççĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Йăха çичĕ сыпăк таран пĕлмелле
Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралса ӳснĕ Константин Доброхотов – паллă чăваш блогерĕ, «Чăваш ТВ» канал ертӳçи. Вăл паян — редакци хăни.
— Константин, блогер пулас шухăш хăçан çуралчĕ?
— Эпĕ яланах ытти халăх блогерĕсем мĕнле ĕçленине сăнаттăм. Эпир мĕнрен кая тесе шухăшларăм. Чăвашсен хушшинче хăйсен каналне тытса пыракан, видеосем кăларса хуракансем çукчĕ. Эпĕ видео ӳкерме пĕлнĕ. Çак ăсталăхпа усă курса чăвашла видеосем хатĕрлес шухăш çуралчĕ. 2020 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш ТВ» ят парса чăваш блогне уçрăм.
— Тăвансемпе юлташсем кунашкал ĕçе мĕнле йышăнчĕç? Блог ертсе пырасси арçын ĕçĕ мар темерĕç-и?
— Ун чухне блогер ĕçне тимлесех каймастчĕç. «Мĕн тума кирлĕ ку сана?» — тетчĕ анне. Çывăх çынсенчен те, юлташсенчен те çапла каланине илтме пулатчĕ. Ку ĕç тупăш кӳрессе никам та шухăшламан. Мана ăнлансах каймастчĕç малтан. Кайран ку ĕç мана киленӳ кӳнине, килĕшнине туйрĕç.
— 2021 çулта эсĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕтĕн. Мĕншĕн шăпах кунта пĕлӳ илес терĕн?
— Чăваш блогне ертсе пынă май тăван чĕлхене, культурине, историне тарăнрах пĕлес кăмăл çуралчĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ подписчиксене чăвашсем пирки каласа паратăп. Пĕлӳ çителĕклĕ пултăр тесен хамăн та вĕренмелле. Çавăнпа университета çул тытрăм.
— Тăван халăхăн кун-çулне тĕпчени сана мĕн парать?
— Паллах, вăл вăй парать! Пурнăçра нумай енчен пулăшса пырать ку. Мĕншĕн тесен хамăрăн йăх, халăх çинчен мĕн чухлĕ ытларах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ нумайрах вăй-хăват парса тăраççĕ вĕсем тенине ĕненетĕп.
— Санăн икĕ ывăл çитĕнет. Эсир вĕсемпе чăвашла калаçатăр-и? Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ: «Ачасене йывăр та вырăслах калаçатпăр», — тет.
— Ашшĕпе амăшĕ ачапа чăвашла калаçманни, ман шутпа, хальхи чăвашсен пурнăçĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Эпир ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла вĕрентмен. «Эсир хулара пурăнатăр вĕт», — тесе атте-анне те ывăлăмăрсемпе вырăсла хутшăнма сĕнчĕ. Мăшăрпа пĕрех пепкесемпе чăвашла калаçкалаттăмăр. Кайран мана салтака илсе кайрĕç. Ун чухне аслă ывăл çуралнăччĕ ĕнтĕ пирĕн. Эпĕ таврăннă çĕре ача вырăсла калаçма пуçланă. Халĕ эпĕ вĕсемпе ытларах чăвашла калаçма тăрăшатăп, мăшăр вара — вырăсла. Çавăн пек пирĕн килте икĕ чĕлхе хуçаланать. Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри — ывăлăмсене чăн чăвашла, хитре, таса калаçма вĕрентесси. Çак тĕллеве пурнăçлама тытăнтăм ĕнтĕ. Ирĕксĕрлесе мар, майĕпен, васкамасăр, хăйсене килĕшнĕ пек вĕрентме тăрăшатăп. Май çитнĕ таран, паллах. Хăçан та пулсан ман пекех лайăх, таса калаçма вĕренессе шанатăп.
— Эсĕ «Епле пурăнать-ши Пушкăртри тăван?» фильм кăларнă. Мĕн хавхалантарнă ăна ӳкерме? Малашне çакăн евĕр ĕçсем хатĕрлес шухăш пур-и?
— Эпĕ тĕрлĕ региона тухса çӳретĕп. Сăнанă тăрăх, Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсем тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене, пирĕнпе танлаштарсан, вăйлăрах хисеплеççĕ. Тен, аякра пурăннăран çапла? Çавăнпа регионсенче пурăнакан чăвашсем пирки фильм ӳкерес кăмăл çуралчĕ. Пушкăрта 4 кунлăха кайнăччĕ. Эпир тĕл пуласси пирки никампа та калаçса татăлман. Çула тухни пирки хамăн каналта хыпарланăччĕ. Çавăнтан пĕлнĕ те ырă чунлă чăвашсем пире кĕтсе илчĕç, хăналарĕç, экскурси ирттерчĕç. Тĕрлĕ чăваш ялне çитсе куртăмăр. Çул çӳрев питĕ лайăх иртрĕ. 4 кун ӳкернĕ материала пухса видео пуçтартăм. Чăвашсем пурăнакан кашни региона çитсе курас, вĕсем пирки фильм ӳкерес кăмăл пур. Тĕслĕхрен, Тутарстанра, Чĕмпĕр, Самар, Оренбург облаçĕсенче пулас килет. Кăçал тепĕр фильм тухмалла, вăл та Пушкăртстанпа çыхăннă. «Епле пурăнать-ши Пушкăртри тăван?» фильма 2022 çулта ӳкернĕ. 2023 çулта эпир тепĕр хутчен Пушкăртстана кайса килтĕмĕр, анчах урăх вырăнсене çитрĕмĕр. Çтерлĕ хулинче пултăмăр. Унта чăваш ветеранĕ патне кайрăмăр. Çав материалсене пуçтарса фильм хатĕрлетĕп. <...>
Софья ГЕОРГИЕВА, ЧПУ студентки.
♦ ♦ ♦
Хăнара та килти пек
Чăваш çĕрĕ çулсеренех ют çĕршыв çамрăкĕсене хăйĕн ырă ытамне илсе вĕсенчен специалистсем хатĕрлет. Нумаях пулмасть Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре тĕрлĕ аслă пĕлӳ заведенийĕнче ăс пухнă 100 чи лайăх вĕренсе тухакана чысларĕç. Тин çеç диплом илнĕ ют çĕршыв студенчĕсен хушшинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри медицина факультетĕнче ăс пухнă Палестина каччи Сухаиб Шехадех та пулчĕ. Ăна саламлама ятарласа Палестинăран унăн ашшĕ Атеф Шехадех та килсе çитрĕ. Çак самантпа усă курса эпĕ ăна хамăн тĕпеле чĕнтĕм. Ашшĕ калаçăвне араб чĕлхинчен Сухаиб вырăсла куçарса пычĕ.
Раççее хисеплеме вĕрентнĕ
— Хисеплĕ Атеф, эпĕ сирĕн çинчен Сухаибран пĕрре çеç мар илтнĕ. Ывăлăрсенчен пĕри авланнă чухне чăваш сувенирĕсем те парса янăччĕ. Маншăн аякри Палестина кĕнекесенче вуласа пĕлнĕ, телевиденипе курнă çĕршыв çеç. Эсир вара унта пурăнатăр. Хăвăрпа тата та çывăхрах паллаштарсамăр.
— Эпĕ Наблус хулинче 62 çул каялла çуралса ӳснĕ. Кунти шкулта вулама, çырма вĕреннĕ. Шкул хыççăн Иорданири университетра акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн дипломне илтĕм. Унтах шкулта 18 çул ĕçлерĕм. Кайран çемьепе тăван тăрăха таврăнтăм. Кунта та 17 çул шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентрĕм. Икĕ çул каялла тивĕçлĕ канăва тухрăм. Халь эпĕ ĕçрен ирĕклĕ: мĕн тăвас тенине пурнăçлатăп. Питĕ вулама юрататăп. Уйрăмах сăвăсем чуна çывăх. Хам та çыратăп. Тĕнче литературипе кăсăкланатăп. Питĕ нумай япалана пуçра тытатăп, пĕр вуланă кĕнеке манăçмасть. Вырăс литературине те ăса хыврăм. Мана Антон Чехов пултарулăхĕ килĕшет. Унăн мĕн пур хайлавне вуланă эпĕ. Ун урлă Раççей çыннисен шухăш-кăмăлĕпе паллашрăм. Вăл чаплă тухтăр çеç пулман, тĕнче шайĕнчи çыравçă пек хаклатăп ăна. Эпĕ акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ чухне уроксенче унăн хайлавĕсемпе усă кураттăм. Чехов урлă ачасене Раççее хисеплеме вĕрентрĕм. Çамрăк чухне хам та филологи факультетĕнче вĕрентĕм. Çавăн чухне самаях вырăсла перкелешме хăнăхрăм.
— О-о, мĕн тери аван… Эсир вырăсла хитре акцентпа калаçатăр…
— Анчах та ку 40 çул каялла пулнă çав. Эпĕ ун чухне мĕн вĕреннине çеç аван астуса юлнă. Педагогсем урлă Раççей çинчен питĕ нумай пĕлтĕм. Раççейпе Палестина хушшинчи туслăх тахçантанпах пырать. Вăл питĕ çирĕп пулни ачаран ăс-тăна кĕрсе юлнă. СССР вăхăтĕнчи хутшăну уйрăмах асра. Ун чухне тĕрлĕ халăх питĕ туслă пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă, тӳлевсĕр вĕреннĕ. СССР çĕр çинчи халăхсене нумай пулăшнă. Çав шутра, Палестинăна та.
— Эсир хĕрарăма таса туйăмпа чунран юратма пĕлекен арçын пулас. Ара, 8 ача ашшĕ-çке!
— Юрату кĕтмен çĕртен çуралчĕ. Эпĕ ун чухне Иорданире вĕренеттĕм. Манпа пĕрле пĕр ял хĕрĕ те аслă пĕлӳ илетчĕ. Вăл аякри тăван та лекет-ха… Эпир хамăр тăрăхри йăла-йĕркене пăхăнса пĕрлешрĕмĕр. Пирĕн çемьесем малтанах туслă пулнă. Атте-аннесем пĕр-пĕрне аван пĕлнĕ, çывăх калаçнă. Çемье çавăрнăранпа пирĕн туйăмсем сӳнмен, пĕр-пĕрне хисеплетпĕр, ăнланатпăр, сутмастпăр, «вĕресе» каймастпăр, хирĕлместпĕр, тавлашмастпăр. Чи кирли — паянхи кун та пĕр-пĕрне питĕ юрататпăр. Çавăнпах пирĕн çемье пысăк та.
— Эпĕ вара çичĕ ачаллă çемьере кун çути куртăм. Манăн аттепе анне те сирĕн пекех туслă пурăннă.
— Питĕ аван. Чăн телей — çемьере. Эпир иксĕмĕр те акăлчан чĕлхи вĕрентрĕмĕр. Пĕр ĕçре вăй хуни ăнлану тупма пулăшрĕ. Анчах та çемье пысăкланнă май мăшăрăм шкула пăрахрĕ. Килти мĕн пур ĕçе, ачасене воспитани парассине хăй çине илчĕ. Кĕпе-йĕм çăвасси, апат пĕçересси, ачасемпе урок тăвасси йышлă çемьере нумай вăхăт йышăнаççĕ. Эпĕ укçа ĕçлесе илтĕм. Çавах, çирĕплетсех калатăп, эпир яланах пĕрле пулнă. Пур çĕре те пĕрле çӳренĕ, килте май пур таран пулăшнă.
— Сирĕн ачăрсен сăн ӳкерчĕкĕсене Сухаиб телефонĕнче курнăччĕ. Вĕсем пурте хитре. Мăнукăрсем те питĕ черчен сирĕн. Ывăла 6 çул пăхса пурăннă ç.ршыва пит. хисеплет.п: чун-ч.ререн тав тăватăп? Чăваш çĕрĕ çулсеренех ют çĕршыв çамрăкĕсене хăйĕн ырă ытамне илсе вĕсенчен специалистсем хатĕрлет. Нумаях пулмасть Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре тĕрлĕ аслă пĕлӳ заведенийĕнче ăс пухнă 100 чи лайăх вĕренсе тухакана чысларĕç. Тин çеç диплом илнĕ ют çĕршыв студенчĕсен хушшинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри медицина факультетĕнче ăс пухнă Палестина каччи Сухаиб Шехадех та пулчĕ. Ăна саламлама ятарласа Палестинăран унăн ашшĕ Атеф Шехадех та килсе çитрĕ. Çак самантпа усă курса эпĕ ăна хамăн тĕпеле чĕнтĕм. Ашшĕ калаçăвне араб чĕлхинчен Сухаиб вырăсла куçарса пычĕ.
— Шукран (чăвашла — «тавтапуç»). Сирĕн куçăр «хитре» курать, çавăнпа та ман ачасемпе мăнуксене илемлĕ куратăр. Телейлĕ çемьен тепĕр вăрттăнлăхне те пĕлтерем: эпĕ ăста повар та. Апат питĕ тутлă пĕçерме пĕлетĕп. Ачасем те, мăшăр та эпĕ хатĕрленĕ çимĕçе мухтаççĕ. Пирĕн тăрăхра тем тĕрлĕ пахча çимĕç, ӳсен-тăран çитĕнет. Çавăнпах тухăç апачĕ çĕр-çĕр халăхăннинчен самаях уйрăлса тăрать.
Никам та тĕкĕнмест
— Атеф, ывăлăра Сухаиба аслă пĕлӳ илме пирĕн çĕршыва епле пĕр хăрамасăр килтен кăларса янă-ха? Европăри хаçат-журналта Раççей пирки тем те усалли, япăххи шухăшласа кăларса çыраççĕ. — Мĕншĕн хăрас-ха? Ара, эпĕ пуçпа шухăшлама пĕлекен çын вĕт. Хамăн тавра курăм пур, пĕлӳ те илнĕ. Нумай вулатăп. Çапла, Европа çĕршывĕсем Раççее хирĕçле калаçаççĕ, çыраççĕ. Анчах эпĕ Раççейпе çывăх паллашнăран, телекуравпа ыррине нумай курнăран ывăла пĕр шикленмесĕрех кăларса ятăм. Ывăла 6 çул пăхса пурăннă çĕршыва питĕ хисеплетĕп, чун-чĕререн тав тăватăп. — Сухаиба Чăваш Ене ярас тени мĕнпе çыхăннă? — Ку ăнсăртран пулчĕ. Сухаиб Чăваш Ене киличчен вырăсла калаçма урăх хулара вĕреннĕ. Вăл кунта килнишĕн пĕрре те ӳкĕнмест. Кунта ăна килĕшет, вăл пĕрле вĕренекен ют çĕршыв ачисемпе туслашнă, чăваш çамрăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Кунти культурăпа, йăла-йĕркепе çывăх паллашнă. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Атте манпа мăнаçланĕччĕ»
Кирилл Яковлевăн пурнăçĕнчи чи хурлăхлă та йывăр кун — ашшĕне юлашки çула ăсатма килейменни. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăракан çамрăк офицер çапла пăшăрханса калаçни хумхантарчĕ.
Вĕсем — чи хастаррисемччĕ
Унăн пурнăçĕ çĕршыври ытти çамрăкран нимпе те уйрăлса тăмасть пулсан та Кирилл Яковлевпа çывăхрах паллашма шухăшларăм. Вăл Патăрьел салинче 2001 çулта çуралнă. Ытти ача пекех шкула çӳренĕ. Ашшĕ ку тăрăхра телевизор юсакан маçтăр пулнă. Тĕрĕссипе, Юхма енче ăна палламан çын та çук пулĕ. Кирилл пĕрре те ашшĕн ĕçĕпе интересленмен. Уншăн компьютер, тĕрлĕ программа, вăйă кăсăклăрах пулнă. Куншăн килтисенчен ăна пĕрре кăна мар сăмах та тивнĕ. Çапах та çав вăйăсемпе интересленниех ăна хальхи профессине суйлама пулăшнă. Пушă вăхăтра спортпа кăсăкланнă, хул-çурăмне çирĕплетме тăрăшнă каччă. Çар çынни пулас ĕмĕт çапла пĕчĕккĕн çирĕпленсех пынă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвне хутшăнса мала тухни тата та хавхалантарнă. Çук, спортпа кăна интересленмен вăл, музыка тĕнчи те илĕртнĕ ăна. Çывăх юлташĕ Юра Моисеев гитарăпа лайăх каланă, фортепианăна алла илме музыка шкулне çӳренĕ. Вăл Кирила та çак ӳнере ăнланма пулăшнă. Хальччен вĕсен çемйинче никам та музыкăпа кăсăкланман пулсан та юлташĕ хавхалантарнипех Кирилл та музыка шкулне гитара калама вĕренме çӳреме тытăннă. Музыка енĕпе ирттерекен конкурссене хутшăннă. Сцена çинче те халăха сахал мар савăнтарнă. Шăп 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне музыка шкулĕнчен те диплом илсе тухнă каччă. Кирилăн класс ертӳçи пулнă Эльвира Сейфуллина хăйĕн класс ачисене питĕ ырăпа аса илет. «Пилĕк çул хушши Кирилсен класне ертсе пытăм. Унсăр пуçне вĕсене математика вĕрентрĕм. Кирилл класри питĕ пултаруллă математикчĕ. Питĕ йывăр задачăсене ним мар шутлатчĕ. Унсăр пуçне шкул пурнăçĕнче хастар пулнă. Ăçта хутшăнмалла — тӳрех Юра Моисеевпа иккĕшне хушаттăмăр. Вĕсем пĕр сăмахсăрах килĕшетчĕç. Кашни çул пирĕн шкул ачисем районти Çĕнтерӳ парадне хутшăнатчĕç. Ман класри ачасем кашни çулах вĕсен ретĕнче пулма тивĕçнĕ. Ачасем çар тумĕ çĕлеттернĕччĕ. Берцы те хăйсен укçипех туянчĕç. Аслă классенче вĕреннĕ чухне арçын ачасем хăйсен ансамбльне йĕркеленĕччĕ. Пур çĕре те хутшăнма тăрăшсан та арçын ачасем вĕренӳ пирки те манман. Çавăнпа эпĕ Кирила хăйĕн пурнăçне математикăпа çыхăнтарать пулĕ тесе шухăшланă. Тата арçын ачасем аслисен ĕçне çав тери хаклама пĕлетчĕç. Тĕрлĕ уявра чи малтан вĕсенчен саламсем илеттĕмĕр. Кирилл академие вĕренме кĕрсен те тем пысăкăш чечек çыххи йăтса ман пата килчĕ. Ху вĕрентнĕ ачасем çапла хисеплени кăмăллă вĕт-ха. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çывăх юлташсем иккĕшĕ те çар училищисене кĕчĕç. Юра Моисеев — танк училищине, Кирилл — космос çар академине. Маншăн вĕсен класĕ ырăпа кăна асра юлчĕ», — каласа пачĕ Эльвира Васильевна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ — унăн арăмĕ, манăн ăна ăнланмалла»
Роман Ганин çемье çавăрнă хыççăнах СВОна кайнă
«Чăн-чăн юрату сан пата хăçан килессине пĕлме çук. Пĕлтĕр пулас упăшкана курсан манăн чĕре ăнсăртран хыттăнрах тапма пуçларĕ, унăн ăшă йăл куллинче ирĕлтĕм, унăн сасси маншăн илемлĕ кĕвĕ пек янăрарĕ. Ăнлантăм: акă вăл — манăн юрату. Çапла пирĕн çемье çуралчĕ. Вăл тата Тăван çĕршыв патриочĕ. Пĕрлешрĕмĕр кăна — çемйине, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме ятарлă çар операцине кайрĕ. Эпĕ ăна пур çĕрте те хавхалантаратăп, кĕтетĕп. Манăн юрату çирĕпленсе кăна пырать», — терĕ Тăвай округĕнчи Улянкă ялĕнче пурăнакан Елена Ганина.
Соцсетьри паллашу
Елена Ромăпа «Контактра» социаллă сетьре паллашнă. Роман Улатăр хулинче çуралнă, Канашра пурăннă, Тăвай округĕнчи Кушкă ялне тăванĕсем патне хăнана килсе çӳренĕ. «Ентеш» текелесе соцсетьре вĕсем пĕр-пĕрин патне çыркалама пуçланă. Майĕпен ахаль калаçу урăх шая куçнă: иккĕшĕ те чĕрере ăшă туйăм çуралнине ăнланнă. Роман Еленăна юратни, ăна урăх никам та кирлĕ марри пирки уççăнах каланă. Икĕ ачаллă хĕрарăм та пĕрре те авланман арçынна килĕштернине туйнă. Ăна чун тĕпĕнчи туйăмне пĕлтерме пĕр сăлтав кăна тытса чарнă: Роман унран 15 çул кĕçĕнрех. «Пĕрремĕш упăшка 8 çул каялла сарăмсăр вилчĕ. Вăл ун чухне Мускава ĕçлеме кайнăччĕ, пусма çинчен ӳкнĕ терĕç. Аслă хĕрĕм Дария ашшĕнчен — 4 çулта, кĕçĕнни Екатерина 2-ре юлчĕç. Питĕ йывăр тапхăр пулчĕ. Мĕнле чăтса ирттернине халĕ хам та ăнланмастăп. Çулталăк маларах анне вилнĕччĕ, кайран — упăшка. Ачасемшĕн пурăнтăм, вĕсене те çăмăл пулман вĕт, çавăнпа хама алăра тытма тăрăшрăм. 7 çултан Ромăпа паллашрăм. Пулать вĕт çавăн пекки: çынпа пĕрре хутшăнсах вăл санăн иккенне тӳрех ăнланатăн — сасси, куçĕ, йăл кулли… Манăн чĕрене вăл питĕ хăвăрт кĕрсе вырнаçрĕ. Çакăн пек ӳсĕмре епле майпа ача-пăча пек юратса пăрахнине хам та ăнланмарăм. Рома питĕ уçă кăмăллă, шӳтлеме юратать, унпа пĕр чĕлхе тупма çăмăл, ачасене вăл тӳрех килĕшрĕ. Паллашсанах унпа телефонпа калаçрăмăр, видеоçыхăну урлă шăнкăравларăмăр. Çавăн чухнех ăна юратнине ăнлантăм. Тĕл пулсан вара манăн туйăмсем суя пулманни çирĕпленчĕ. Малтанах унпа курнăçасшăн марччĕ. Вăл манран чылай çамрăк-çке-ха, ун чухне Рома 27-реччĕ. Ăна эпĕ унран аслăрах пулнине калаттăм. «Мана пурпĕрех, эсĕ, хĕрӳсем мана килĕшрĕç», — тетчĕ. Шухăшларăм та пĕтĕмлетӳ турăм: хама юратма мĕншĕн чармалла? Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр. Ромăпа калаçнă чухне пирĕн хушăра 15 çул пулни пĕрре те сисĕнмест. Пĕр-пĕрин шухăшĕсене çур сăмахран ăнланатпăр. Эпир унпа пĕр хум çинче. Çапла мĕнле пулма пултарнинчен хам та тĕлĕнтĕм. Çын мĕн калани мана пăшăрхантармасть. Ку — манăн пурнăç, мĕнле пурăнас килет çапла пурăнатăп. Ачасем амăшĕ иккĕмĕш хут качча кайнине мĕнле йышăнасси кăна шухăшлаттарчĕ. Вĕсем вара савăнчĕç кăна. Хĕрĕмсем эпĕ Ромăпа видеоçыхăну урлă калаçнă чухнех вăрттăн пăхкаланă иккен. Çавăн чухнех килĕштернĕ ăна вĕсем», — Ромăпа мĕнле паллашнине аса илчĕ Елена. Тӳрех «атте» тенĕ «Паллашсанах Ромăпа СВО пирки тăтăшах калаçаттăмăр. Эпĕ хам та Тăван çĕршыв патриочĕ. Лере пĕлĕшĕсем çапăçни пирки каласа паратчĕ. Пĕрлешсен лайăх шухăшларĕ те: «Контракт çырса каятăпах», — терĕ. Малтанах шиклентĕм, пăшăрхантăм. Тин кăна пĕрлешрĕмĕр вĕт, çемьепе пурăнса та курман темелле. Анчах эпĕ — унăн арăмĕ, манăн ăна кирек хăш вăхăтра та ăнланмалла. Унăн шухăшĕпе килĕшрĕм. Рома та, эпĕ те Турра питĕ ĕненетпĕр. Мăшăр СВОна каяссине пĕлтерсен Канашран ун валли ятарласа турăш илсе килтĕм, ăна пĕрле парса ятăм. Вăл халĕ те унăн çумĕнчех, кăкăрĕ тĕлĕнчи кĕсьере упрать. Рома урăхла пултараймасть, Тăван çĕршыва хӳтĕлесси унăн та тивĕçĕ пулнине лайăх ăнланать. Тĕрĕссипе, вăл ятарлă çар операцине каясси пирки тахçанах шухăшланă. «Анчах манăн ун чухне çемье пулман. Халĕ манăн эсир пур. Манăн сире, Тăван çĕршыва хӳтĕлемелле», — терĕ. Пĕлтĕр раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Рома контракт çырчĕ. Тепĕр икĕ кунран ăна Канашран Ростов облаçне ăсатрăмăр. Эпир чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çырăннă кăначчĕ. Хĕрĕмсем пысăкланчĕç ĕнтĕ, йăлтах ăнланаççĕ. Ромăна эпир пĕрлешичченех «атте» теме пуçларĕç. Дарийăпа Екатерина Тăвайри шкулта вĕренеççĕ, вăл вĕсене ăсатса яратчĕ, кĕтсе илетчĕ. Уроксем тума та пулăшатчĕ, Рома питĕ анлă тавра курăмлă çын. Пĕррехинче Канаша кайсан кафене кĕтĕмĕр. «Анне, манăн атте пултăр тесе тахçанах питĕ ĕмĕтленеттĕм. Тавах сана аттешĕн», — терĕ Даша. Куççуль тухрĕ. Хĕрача пулсан та вĕсене ашшĕн ăшăлăхĕ кирлине лайăх ăнланатăп. Тунсăхлатпăр. Ромăна çур çул ытла курман. Хăй каланă тăрăх, отпуска ярасси палли те çук. Вăл — программист, технологи енĕпе ăсĕ çивĕч. Халĕ хĕç-пăшал, техника урăхла, вăйлă вĕт, Рома çав енĕпе те ĕçлет унта. Паллах, пире йăлтах каласа кăтартмасть, юрамасть. Нумаях пулмасть каллех хуйхă чăтса ирттерме тиврĕ. Çак уйăх пуçламăшĕнче аттене пытартăмăр. Унăн гангрена пуçланчĕ, икĕ эрнере «сӳнчĕ». Нимĕн те ăнланса юлмарăм. Питĕ йĕркеллĕ пурăнаттăмăр, ура ыратать теме пуçларĕ. Больницăна вырттарчĕç. Унтан вилет тесе киле ячĕç. Атте 85 çултаччĕ. Пĕрле пурăнаттăмăр. Вăл Ромăна питĕ лайăх йышăнчĕ, савăннăччĕ. Эпĕ ĕçе кайсан ачасемпе яланах атте ларнă, вĕсене ӳстерме пулăшрĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ ĕçлеместĕп. Ку тарана çити бухгалтерта вăй хутăм, малтан — колхозра, унтан — хресчен фермер хуçалăхĕнче. Унччен ĕне те, вăкăр та усранă. Кăçал нимĕн те çук, пĕччен йывăртарах тесе выльăх-чĕрлĕхе сутрăм», — малалла калаçрĕ Елена Ганина. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас