Çамрăксен хаçачĕ 26 (6577) № 24.07.2025

24 Утă, 2025

Кунашкал лаборатори Раççейре пĕрре

РАÇÇЕЙ ЯЛ ХУÇАЛĂХ МИНИСТРĔ ОКСАНА ЛУТ ЧĂВАШ ЕНРЕ ÇУЛ ÇӲРЕВРЕ ПУЛНĂ МАЙ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ АГРАРИ УНИВЕРСИТЕТĔНЧЕ ТЕ ПУЛНĂ, ЧĂВАШ ЕН ПУÇЛĂХĔПЕ ОЛЕГ НИКОЛАЕВПА РЕСПУБЛИКĂРА АГРОПРОМЫШЛЕННОÇА ТĔПЧЕССИНЕ ЕПЛЕ ЙĔРКЕЛЕНИНЕ ХАК ПАНĂ.

Уйрăммăн илсен вĕсем Чăваш патшалăх аграри университечĕн тата «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенцисен центрĕн лабораторийĕн ĕçне тишкернĕ. Кунта министра производствăна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе — хăмла чирĕсене тата унăн сорчĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса палăртмалли методикăсемпе — паллаштарнă. «Федераци министрне кăтартнă лаборатори Раççейре пĕрре çеç. Унăн тĕпчемелли наука инфратытăмĕ халĕ хăмлан таса сорчĕсемпе чир-чĕрне уçăмлатма, сывă хунав хатĕрлеме май парать. Çак лабораторие тума, хунавсем хатĕрлеме субсиди самай пысăк уйăртăмăр. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ыйтусене çапла татса пани пире хăмла производствинчи компетенцисене сарма пулăшать. Мĕн пур енĕпе ӳлĕм те тĕревлеме хатĕр», — тенĕ Олег Николаев. Центрта in-vitro мелĕпе сывă хунав хатĕрлемелли технологие ĕçе ăнăçлă кĕртнĕ. Вăл çулталăкра 50 пин таран тĕмĕ çитĕнтерме май парать. Кунта «симĕс ылтăн» туса илмелли агрегатсен опытлă тĕслĕхĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Халĕ центр хăмлан 9 сортне ĕçе кĕртес, «Балтика-Агро» обществăпа пĕрле пĕрлехи селекци программине, 2025 çултан тытăнса пурнăçлама палăртнăскере, хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшать. Министр АПК валли специалистсем, çав шутра агроном хăмлаçăсем, епле вĕрентсе хатĕрленипе те кăсăкланнă. Оксана Лут тата Олег Николаев университетран вĕренсе тухнисене, хăйсен специальноçĕпе АПКра ĕçлеме тытăннисене, диплом панă. <...>

Михаил СЕРЕГИН.

♦   ♦   ♦


Çемьере пĕр шухăшлă пулмалла

Ĕç çынна илем кӳрет теççĕ. Эпĕ вара çын та ăна илем кӳрет тесшĕн. Ӳрĕксӳрĕк вăй хуракан темле ĕçе те япăхлантарса яма пултарать. Ун пек чухне ĕçĕн сумĕ пĕтет, хисепĕ чакать. Комсомольски тăрăхĕнчи Янкассинче пурăнакан Пайминсемпе паллашнă хыççăн çак пĕтĕмлетĕве турăм та.

Вячеславпа Наталья Пайминсем çамрăк-ха. Çапах та ĕçпе пиçĕхнĕ. Пур япалана та тĕплĕн те чыслăн тума тăрăшаççĕ ялта пурăнакансем. Ял тесен нумайăшĕн куçĕ умне çулсăр-мĕнсĕр тĕттĕм вырăн е кил сиктерсе пушă çурт, каш! кашласа ларакан мăян куç умне тухать. Çук, Каçал тăрăхĕ пĕрре те апла мар. Янкасси пĕтекен ялсен шутĕнче пушшех те пулман, ан та пултăр. Пайминсен икĕ хутлă капăр кермен, йĕри-тавра тытса çавăрнă хуралтă. Урамранах кил хуçи хĕрарăмĕн тирпейлĕхĕ курăнать. Пахчинче тем тĕрлĕ çырла тĕмми, çав вăхăтрах куçа шартаракан чечексем те ешереççĕ. Кил хуçи арăмĕ Наташа Янкассинчех çуралса ӳснĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. Пиллĕкĕн пĕртăван пулнă. 2000 çулта Нĕркеçри вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти училищĕре повар-кондитер профессине алла илнĕ. Унтан яла таврăнса Комсомольскинчи çу заводĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтра паллашнă та Вячеслав Пайминпа. «Турри çапла çырнă пулинех. Эпир Витьăпа кӳршĕ ялта пурăннă пулсан та иксĕмĕр те икĕ тĕрлĕ шкула çӳренĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрне çывăх пĕлмен. Юлташ хĕрачи шăпах Витьăсен ялĕнчи каччăпа туслăччĕ. Пĕррехинче вăл мана ирĕксĕрлесех хăйĕн каччи патне илсе тухрĕ. «Савни хăйĕн юлташĕпе килет, ăна пĕччен кичем пулать. Пĕр каçлăха манпа пĕрле тухма килĕш», – терĕ. Хĕр тантăша епле хирĕçлĕн, тухрăм çав. Çавăн чухне Витьăпа паллашрăм. Унтан туслă çӳреме тытăнтăмăр. 2006 çулта Çĕнĕ çул каç пĕрлешрĕмĕр. Тĕрĕссипе, мана çав каçхине вăрласа кĕчĕ. Вăл ман пата Çĕнĕ çул каçне ирттерме машинăпа пынă. «Эпĕ пĕр япала манса хăварнă, пирĕн пата кайса килер-ха», – тет. Умне çитрĕмĕр те — унта урамрах елка йĕри-тавра çаврăнаççĕ. Пире курсан ашшĕпе амăшĕ килне кĕрсе кайрĕç. Мана машинăран тухма ыйтрĕç. Эпĕ тухрăм ĕнтĕ. Витя мана йăтрĕ те килне илсе кĕрсе кайрĕ. Унта вара ашшĕпе амăшĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе тăраççĕ. Вĕсем малтанах çапла калаçса килĕшнĕ иккен», – пĕлтерчĕ мана Наташа. Вячеслав Паймин вара кӳршĕри Курнавăш ялĕнче 1981 çулта çуралнă. Янкассипе Курнавăша çырма çеç уйăрса тăрать пулин те иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ района кĕреççĕ. Çавăнпа Витя Паймин Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ. 1998 çулта вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ çамрăка çара илнĕ. Курнавăш шкулĕнчен пĕлӳ илсе тухакансем хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ профессие те вĕреннĕ. Вячеслав та шкул пĕтернĕ тĕле тракторист-механизатор, водитель прависене алла илнĕ. Тĕрĕссипе, ачаранах вăл техникăна кăмăлланă. Унăн ашшĕ Александр Васильевич ĕмĕр тăршшĕпех «Нива» колхозра водительте ĕçленĕ. Килĕнче мотоцикл, трактор, машина таранах пулнă вĕсен. Çавăнпа та Пайминсен ачисем пĕчĕккĕллех пур транспортпа та çӳреме пĕлнĕ. Шкулта Витьăна ку енĕпе вĕренме те çăмăл пулнă. Салтакран таврăннă хыççăн колхозра водителе ĕçе вырнаçнă. Пĕр кунра икĕ УАЗикрен пĕр машина тунине паянхи кун та астăвать вăл. Çав машинăпа чылай вăхăт колхоз председательне турттарнă вăл. «Ман пата килнĕ чухне те нихçан та çуран килмен вăл. Пĕррехинче тетĕшĕ машина паман пирки тракторпа килнĕччĕ. Ĕненмерĕм малтан, кайран чăннипех те тракторĕ унăн пулнине куртăм», — хушса хучĕ Наташа. Хальхи вăхăтра Вячеслав Паймин Каçал тăрăхĕнче питĕ пултаруллă водитель, механизатор, комбайнер пулнипе палăрса тăрать. Вырма ĕçĕсем çитсен ăна хутшăнтармасăр тăма май çук. Çамрăксем пĕрлешнĕ хыççăн колхозсем йăлт саланса пĕтнĕ. Кашни уйрăм хуçалăх йĕркелеме тăрăшнă. Нумайăшĕ çĕрсене пĕрлештерсе хушма хуçалăхсем йĕркеленĕ. Çĕр çинче алă вĕççĕн çеç ĕçлеме май çук. Хальхи вăхăтра ку енĕпе транспорт тем тĕрли те пур. Паллах, вăй çитсен темлине те туянма пулать. Анчах çак техникăпа ĕçлеме пĕлекен çын кирлĕ. Халь çĕнĕ йышши транспортра е автомат, е компьютер. Çавăнпа та вĕсемпе пурте ĕçлеме пултараймаççĕ. Вячеслав Паймин нумай çул çавăн йышши техникăпа ĕçлет. Хăйĕн кĕçĕн ывăлне те çак хатĕрсемпе паллаштарать. Хăйне те ашшĕ ачаранах транспортпа çӳреме хăнăхтарнă-çке. Ачалăх çинчен аса илсе каласа пама ыйтрăм та, Витя тӳрех çапла хуравларĕ. — Манăн та ыттисем пекех иртнĕ. Виççĕн питĕ юлташлăччĕ эпир. Пĕр-пĕрин патĕнчен тухма пĕлмен. Пĕри çĕннине пĕлсен, тепри вĕренме тăрăшнă. Ялан пĕрле шкула çӳреттĕмĕр. Темле йăла пулнă-çке пирĕн. Шкултан таврăннă чухне пĕр-пĕринпе кĕрешсе килеттĕмĕр, анчах пирĕн çакă темшĕн пĕр-пĕрне хĕненипе вĕçленетчĕ. Чи малтан пĕри килне кĕрсе юлатчĕ, унтан тепĕр юлташпа çапла килеттĕмĕр, иккĕмĕшĕ эпĕ кĕрсе юлаттăм. Виççĕмĕшне никам та çул çинче хĕнеместчĕ вара. Çапах та питĕ туслăччĕ хамăр. Шел, чи çывăх юлташсем иккĕшĕ те ир çĕре кĕчĕç. Халĕ ачалăх вăл пирĕн ачасенче. Ывăлпа хĕр çитĕнтеретпĕр эпир. Асли Милена шкултан вĕренсе тухрĕ, Шупашкарти кооператив институтĕнче пĕлӳ илет. Кĕçĕнни Егор улттăмĕш класс хыççăн халь канать. Вăл та ман пекех техникăпа интересленнипе савăнатăп çеç. Нумай ĕçе вĕренсе пырать. Çав савăнтарать. Хам комбайнпа тырă çапнă чухне ăна та илсе кайса пăхрăм. Çĕнĕ техникăпа паллаштартăм. Хальхи çĕнĕ «уй-хир карапĕпе» пурте ĕçлеймеççĕ, мĕншĕн тесен унта компьютер вырнаçтарнă. Ачасем вара çакна питĕ хăвăрт тавçăраççĕ. Эпĕ хам нумай çул Турханти Ростислав Турхан ертсе пыракан хуçалăхра вăй хутăм. Унта эпĕ — тракторист та, механизатор та, комбайнер та, водитель те. Килте те пирĕн хуçалăх пысăк: сăвакан 6-7 ĕне, вăкăрсемпе пăрусем усратпăр. Чăххи-чĕппи çинчен асăнмастăп та. Вĕсене пăхмасăр тăма май çук. Килте ытларах мăшăр хуçаланать. Ачасем пулăшаççĕ. Вĕсем пулмасан çак хуçалăха тытса пыма йывăр. Выльăх валли хам утă-курăк çулса паратăп та — ачасем мотоблокпа турттарса килеççĕ. Тислĕк тасатассине, выльăх-чĕрлĕхе шăварассине амăшĕпе пĕрлех пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр пысăк машина КамАЗ туянтăмăр. Халь хам ытларах унпа ĕçлеме тăрăшатăп. Вăл та пысăк пулăшу. Вырма ĕçĕсем пуçланаççĕ. Тырă турттарнă ĕçре те унпа хутшăнма пулать, — тесе каласа парать Вячеслав Паймин. — Витя кам мĕн ыйтать, пур çĕре те çитсе пулăшма тăрăшать. Эпĕ нумай чухне унран тĕлĕнетĕп. Никама та «çук» тесе калама пĕлмест вăл. Кăнтăр кунĕ-и е çур çĕр-и — кам та пулин пулăшма чĕнет, пĕр сăмахсăрах тухса каять. Юлашки вăхăтра телефонпа шăнкăравласах юсав ĕçĕпе пулăшма пултарнине куртăм. Çул çинче пĕр-пĕр машина çĕмĕрĕлнĕ пулсан ун патне чарăнмасăр, пулăшу кирлĕ мар-и тесе ыйтмасăр иртсе каймасть. «Эпĕ хам та ялан çул çинче çӳрекен çын. Инкек кирек кампа та пулса иртме пултарать. Çавăнпа пулăшу памасăр иртсе каймалла мар», — тет вăл. Эпĕ те машинăпа çӳретĕп. Пĕрре çапла хĕллехи кун Витя пысăк машинăпа инçе çула кайсан, таврăннă чухне Шăмăршă патĕнче çĕмĕрĕлсе ларнă. Çур çĕр тĕлĕ, тăман вĕçтерет, хам та машинăн саппас пайне леçме кайрăм вĕт. Машинине тӳрлетрĕ те, ир енне киле çитрĕмĕр. Водительсем пурте çавăн пек лару-тăрăва кĕрсе ӳкме пултараççĕ, çавăнпа никама та пулăшмасăр иртсе каймалла маррине калать вăл. Ачасене çав тери юратать. Вĕсемшĕн тем тума та хатĕр. Ывăл çуралнă хыççăн пĕр вăхăт хĕлле Мускава ĕçлеме çӳрерĕ. Ирхине киле çитмелле ĕнтĕ, мăшăр çук та çук. Шăнкăравларăм та, часах çитетĕп тет. Кайран тем пысăкăш прицеплă тракторпа килсе кĕчĕ. Вăл эпĕ шăнкăравланă вăхăтра «Ача-пăча тĕнчи» лавкка уçасса, ывăл валли тетте илме кĕтсе ларнă иккен. Егора та вăл техника хатĕрĕсемпе ачаллах паллаштарнă. Пĕлетĕр-и, эпĕ Витьăпа ниçта тухса кайма та шикленместĕп. Вăл ниçтан тухма май çук лару-тăруран та илсе тухатех, — терĕ Наташа. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Халăх йăли-йĕркине малалла тăсакансем

Фольклорăн пĕрлехи кунне кăçал «Трактор тăвакансен культура керменĕ» республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ Йĕпреçри этнографи музейĕнче уçă тӳпе айĕнче ирттерчĕ. Кунта Республикăри çамрăксен «Манăçми аваллăх» фольклор уявĕ пулчĕ. Уява республикăри тĕрлĕ кĕтесрен ачасемпе çамрăксен 7 фольклор коллективĕ хутшăнчĕ.

Фольклор кунĕ Шăрттан ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ансамблĕн (ертӳçи — З.А.Яковлева) номерĕнчен тата салам сăмахĕсенчен пуçланчĕ. Хутшăнакансене тата хăнасене уявпа Йĕпреç муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Алексеева саламларĕ. Вăл çамрăксемпе ача-пăча фольклор ушкăнĕсене çӳрекенсене тăван культурăна юратма, упрама, хăйсен тымарĕсене асра тытма сунчĕ. «Пысăк та нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн культурин пуласлăхĕ шăпах сирĕн алăрта», — палăртрĕ Инна Алексеева. Трактор тăвакансен культура центрĕн республикăри халăх пултарулăх центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева Фольклорăн пĕрлехи кунне çĕршывĕпех 2022 çултанпа паллă тума пуçланине, Чăваш Енре çак кун 15 ытла мероприяти ирттерме палăртнине каларĕ. «Республикăри фольклор ушкăнĕсем — хăйсен культурине юратакан, унпа мăнаçланакан халăх йăли-йĕркине чăн-чăн упракансем тата малалла тăсакансем», — терĕ Валентина Николаевна хутшăнакансене саламланă май. Унтан фольклора хутшăнакансем хăйсен коллективĕсемпе паллаштарчĕç. Мĕн пултарнине вĕсем «Халăх таланчĕсен ярмăркки» пултарулăх сехетĕнче те кăтартрĕç. Кашни коллектив девиз хатĕрлерĕ. Хăйсен сăмахĕсенче пурте тăван халăхăн культурине упраса хăварассине палăртрĕ. Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Çамрăксем Чăваш Енри кинематографистсен членĕпе, Виктор Чугаров режиссерпа, Чăваш Енри халăх ӳнер промыслисен маçтăрĕпе Дина Тряковăпа, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕпе Александр Игнатьевпа, Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин преподавателĕпе Григорий Павловпа иртнĕ тĕлпулусенче нумай çĕннине тата кăсăклине пĕлчĕç. Яшсемпе хĕрсем ăсталăх класĕсене хаваспах хутшăнчĕç. Наталья Чангина сыхçă пукане тума, Алексей Сергеев музыка инструменчĕсем калама, Григорий Салюков рекрут юррисене шăрантарма, Дина Трякова чăваш тĕррине тĕрлеме, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Лаврентьева чăваш ташшин элеменчĕсене, Ирина Сумихина чăвашсен апат-çимĕçне пĕçерме, Александр Игнатьев актер ăсталăхне вĕрентрĕç. Ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсене çӳрекенсем «Авалхи йăла-йĕрке вăрттăнлăхĕ» квест-вăйăра вăй виçрĕç. Яшсемпе хĕрсем вăйă мелĕпе ирттернĕ ăмăртура чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕрки çинчен чылай интереслине пĕлчĕç. Хутшăнакансене кашни пӳлĕмре кăсăклă заданисем кĕтрĕç. Тĕрĕс хуравшăн ушкăнсем çăраççине тивĕçрĕç. Ыйту хуравне пĕлменнисем кил-çурчĕпе çемьене упракан хĕрт-суртран сĕнӳ ыйтма пултарчĕç. Пур тĕрĕслев витĕр тухса ушкăнсен 7 çăраççи пуçтармалла пулчĕ. Ун хыççăн пытарнă мула шыраса тупмаллаччĕ. Çак квест командăсене хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне кăна мар, пĕрлехи вăя кăтартма май пачĕ. Пĕрлехи фольклор кунĕ кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн хутшăнакансем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Мероприяти вĕçĕнче фольклор йăли-йĕркине упрама тупа турĕç. <...>

Светлана ГОРДЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Чун валли спорт

Павел Евдокимов парашютпа 389 хут сикнĕ. Спортăн ку тĕсĕпе вăл 2011 çултанпа кăсăкланать. Пĕрремĕш разряд илнĕ. Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубăн парашютпа десант хатĕрленĕвĕн инструкторĕпе уяв кунĕ умĕн тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Пĕрремĕш хут парашютпа сикнĕ хыççăн

— Паша, парашют спортне мĕнле пырса кĕнĕ-ха эсĕ?

— Парашютпа сиксе курма ача чухнех ĕмĕтленеттĕм. Эпир аэропортпа юнашар пурăнаттăмăр. Парашютпа сикекенсене час-часах кураттăм. Пирĕнпе кӳршĕре пурăнакан хĕрарăм парашют тата авиаци спорчĕпе туслăччĕ. Ăна Маша инке тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл пире, çамрăксене, хăйĕн тавра пухатчĕ те парашют спорчĕ тата самолетсем пирки каласа паратчĕ. Çавăн чухне кăсăкланса кайнă та.

— Пĕрремĕш хут парашютпа сиксен мĕн туйрăн?

— Пĕрремĕш хут парашютпа 2011 çулта сикрĕм. Çакăн валли Шупашкарти аэроклуба килтĕм. Пĕтĕмпех тĕлĕкри пек иртрĕ. Паллах, çын парашютпа сикнĕ чухне унăн адреналин ӳсет. Çĕр çине анса ларсан вара шикленĕве çĕнтерсе ĕмĕт патне утăм тума пултарнăшăн савăнтăм. Ку ĕç маншăн чун апачĕ пек.

— Аэроклуб чун валли пулсан, тĕп ĕç вырăнĕ те пурах ĕнтĕ?

— Эпĕ В.И.Козлов ячĕллĕ Минскри электротехника завочĕн Шупашкарти филиалĕн ертӳçинче ĕçлетĕп. Эпир вăй трансформаторĕсем хатĕрлетпĕр. Аэроклубра пĕрмаях пулатăп — парашютпа сикмелли кун тата вĕрентӳ вăхăтĕнче.

— Аэроклуба парашютпа сикме килсен кунта инструкторта ĕçлеме юласси çинчен шухăшлама пултарнă-и?

— Эпĕ хама тĕрĕслес тесе пĕрремĕш хут парашютпа сикме килтĕм. Çав çулах çурла уйăхĕнче сывлăша иккĕмĕш хут çĕклентĕм. Кун хыççăн парашютпа урăх сикместĕп тесе çирĕп йышăну турăм. Вăхăт иртрĕ. Тепĕр çулах çу уйăхĕнче парашютпа виççĕмĕш хут сикрĕм.

— Хăшĕ-пĕри адреналин ӳстерес тесе спортăн çак тĕсне кăмăллать, эсĕ вара мĕншĕн килĕштеретĕн-ха?

— Хăшĕ-пĕри мотоспортпа, çӳллĕ сăртсене хăпармалли спортпа кăсăкланать. Унсăр пурăнаймасть. Парашютпа кашни сикмессерен те çавăн пекех. Яланах çак туйăм çĕкленĕвне илмелле. Çӳлтен тавралăхри илемлĕхе курма юрататăп. Уйрăмах ылтăн кĕркуннене килĕштеретĕп. Ун чухне йывăçсем сарă, хĕрлĕ тум тăхăнсан питĕ илемлĕн курăнаççĕ. Сăмах май, кашнинех парашютистăн кĕнеки пур. Миçе хут çĕр çине аннине унта çырса пыратпăр.

Парашютпа шыва та сикеççĕ

— Сывлăшра васкавлă йышăнусем тума тивнĕ-и?

— Шупашкар кӳлмекĕнче парашютпа кăтартуллă номер йĕркеленĕччĕ. Ку вăл Çăварнире пулса иртнĕччĕ. Ирхине çил лăпкăрахчĕ. Сывлăша хăпарсан çанталăк улшăнчĕ. Самолетран тухсан анса лармалли лаптăк шырама тытăнтăм. Унталла-кунталла пăхрăм. Калинин кĕперĕпе юнашар анса лартăм. Халĕ урăх парашютистсене те çул паратпăр, кăтартуллă номерсене хутшăнмашкăн вĕрентме тăрăшатпăр. Парашютпа шыва та сикетпĕр. Эпĕ виçĕ хут Атăла анса курнă. Ялавсемпе, вымпелсемпе анса ларатпăр. Çынсем çакна килĕштереççĕ, мĕншĕн тесен ку илемлĕ.

— Парашютпа сикес умĕн мĕн пирки шухăшлатăн?

— Пуçа усал шухăшсем ан кĕччĕр тесе нимĕн те шухăшламастăп. Самолетран сывлăша тухсан хăрамалли çук. Мĕнле те пулин чăрмав пулсан çакна епле тӳрлетмеллине, мĕн тумаллине пĕлетĕн. Тӳпере те парашютист шухăшлама чарăнмасть. Унăн пуç мими пĕрмай ĕçлет. Ăçта анса лармаллине, çӳллĕшне палăртса хăçан парашюта уçмаллине шухăшлатăн. Тĕрĕс йышăну тума кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ.

— Парашютистсем мĕнле те пулин тĕшмĕше ĕненеççĕ-и?

— Летчиксем пекех пирĕн юлашки вĕçев çук.

— Парашютистсен мĕнле йăла-йĕрке пур?

— Кашни аэроклубăн хăйĕн йăли-йĕрки. Сăмахран, пĕрремĕш хут сикекене çĕр çине анса ларсассăн тăват уран тăратса парашют сумкипе купарчаран çапаççĕ. Çавăн пекех парашютпа 100 хут сиксессĕн сывлăша ывăтаççĕ те шывпа пĕрĕхтереççĕ.

— Парашютпа сикекенсем мĕнле хатĕрленӳ витĕр тухаççĕ?

— Малтан теорие ăса хываççĕ, анкета тултараççĕ. Инструкторсем ятарлă тренажерсемпе усă курса самолетран тĕрĕс мĕнле сикмеллине, «унка» еплерех туртмаллине тата çĕр çине мĕнле анса лармаллине вĕрентеççĕ. Унтан аэродромпа, десант анса ларакан вырăнпа паллаштаратпăр. Ушкăнра вĕренекенсен йышне кура вĕренӳ 3-4 сехет пыма пултарать.

— Пĕрремĕш занятирен пуçласа парашютпа сикиччен мĕн чухлĕ вăхăт иртет?

— Пирĕн пата кашни юнкун вĕренме килеççĕ. Çанталăк май парсан çитес канмалли кунсенче парашютпа сикме тухатпăр.

Ытларах çамрăксем сикеççĕ

— Хăш ӳсĕмри çынсем ытларах парашютпа сикеççĕ?

— Ытларах çамрăксем килеççĕ. Хăшĕ-пĕри сывлăшпа десант çарне лекме, çар училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленсе парашютпа сикме килет. Теприсене ашшĕ-амăшĕ çавăтса килет. Çемйипе те килеççĕ. Е ашшĕ сывлăшпа десант çарĕсенче служба ирттернĕ те ывăлĕ те хавхаланса кайса парашютпа сикме кăмăл тăвать. 50-60 çултисем хăйсен вăйне тĕрĕслес тесе килеççĕ. Çак йышра опытлă парашютистсем те пур.

— Тӳпене хăпарсассăн юлашки самантра самолетра кăмăла улăштаракансем пулнă-и? Кун пек лару-тăрура эсир мĕн тăватăр?

— Çапла, хăш чухне хăранипе çын хăйĕн кăмăлне улăштарма пултарать. Анчах кун пекки сайра хутра кăна тĕл пулать. Парашют спорчĕ вăл — хăранине çĕнтерме пултарни. Парашютпа сикме шикленекенсене эпир самолетран тĕксе кăларса ямастпăр. Ăнланма тăрăшатпăр. Каялла самолетпа çĕр çине анса ларатпăр.

— Парашютпа пурте сикме пултараççĕ-и? Ӳсĕм е сывлăх тĕлĕшĕнчен чару пур-и?

— 14 çултан кĕçĕнреххисене парашютпа сиктермеççĕ. 45 килограмран çăмăлраххисен те çак утăма тума юрамасть. Çул çитменнисен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ирĕк парса хут çырмалла. Парашютпа сикмелли кун кашниех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Чĕрепе, куç чирĕсемпе, юн пусăмĕпе аптăракансене парашютпа сикме чаратпăр.

— Парашют спортне килнĕ хыççăн санăн пурнăç мĕнле улшăнчĕ?

— Ку питĕ кăсăклă ыйту. Парашют спорчĕ мана хăюллăрах пулма вĕрентрĕ. Шикленĕве çĕнтерме пултарни хама ытларах шанма май пачĕ. Парашют спортне килсессĕн эпĕ хамăн пулас мăшăра тĕл пултăм. Вăл та сывлăша хăпарма ĕмĕтленетчĕ. Халĕ вара: «Çемьере пĕр парашютист пулни те çителĕклĕ», — тесе шӳтлет. Ывăл та парашютпа сикме ĕмĕтленнине палăртать. Вăл халĕ 10 çулта кăна-ха. Кĕçех 3-мĕш класа каять. Çавăн пекех 6 çулти хĕр пур. Ачасем манпа пĕрле аэроклуба çӳреççĕ, авиаци техникипе кăсăкланаççĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Андрей АЛЕКСАНДРОВ: «Пирĕн тĕп тивĕç – студентсене вĕренме, пур енлĕн аталанма майсем туса парасси»

«И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ маншăн тарăн пĕлӳ çăл куçĕ кăна мар, пурнăç шкулĕ пулса тăчĕ», — иккĕленместĕп, тĕрлĕ çулта вузран вĕренсе тухнă кашни çын çапла калатех. Самана таппипе килĕшӳллĕн студентсене пур енлĕн аталанма кирлĕ майсем те вăйланса пыраççĕ паллах. Паянхи университет çамрăксене мĕн сĕнме пултарать? Абитуриентсене кăсăклантаракан çак тата ытти ыйтăва Андрей АЛЕКСАНДРОВ ректор уçăмлатрĕ.

— Андрей Юрьевич, тĕрлĕ отрасль валли специалистсене хатĕрлени ĕлĕкрен Чăваш патшалăх университечĕн вăйлă енĕ шутланнă…

— Халĕ те çаплах: эпир инженерсене те, тухтăрсене те, педагогсене те хатĕрлетпĕр. Юлашки вăхăтра çамрăксем уйрăмах техника специальноçĕсене ытларах килĕштерме пуçларĕç. Кунта, сăмах май, бюджет вырăнĕсем те ытларах. Çавăн пекех «информаци хăрушсăрлăхĕ» енĕпе вĕренес текенсем йышлă. Информаци технологийĕсем пирĕн пурнăçа тарăнрах та тарăнрах кĕрсе пыраççĕ. Машиностроени факультетĕнче, тĕслĕхрен, станоксем тума кăна мар, робототехника, пилотсăр транспорт вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Радиоэлектроника тата автоматика факультетĕнче пилотсăр вĕçекен хатĕрсене шухăшласа кăлараççĕ. Пирĕн студентсен ку енĕпе çитĕнӳсем те пур. Вĕсем ăсчахсемпе пĕрле водительсĕр ĕçлекен трактор турĕç. Энергетика тата электротехника факультетĕнче интеллектуаллă электроэнергетикăра информаци технологийĕсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Çамрăксене сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсем те илĕртеççĕ. Кунта, манăн шухăшпа, тĕлĕнмелли çук. Çын организмне тĕпчеме яланах кăсăклă пулнă. Гуманитари специальноçĕсем те хисепре. Сăмах май, ку факультетсенче пĕлӳ илекенсем питĕ пултаруллă. Акă вĕсен «Георгий хăйăвĕ» акцийĕ халăхра анлă сарăлчĕ. Çавăн пекех университетăн шырав отрячĕсем Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Студентсем этноцентр уçма хастар хутшăнчĕç. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕ паллаштаракан вырăн пулса тăчĕ. Студентсем опытлă наставниксемпе пĕрле чăннипех те курăмлă ĕçсем тăваççĕ.

— Ăста специалистсене вĕрентсе хатĕрлеме кирлĕ техникăпа технологи çителĕклĕ-и?

— Оборудованипе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Ку енĕпе республикăри предприятисем пысăк пулăшу параççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш цифра электричество подстанцине шăпах пирĕн университетра вырнаçтарнă. Лабораторие йĕркелеме партнерсем пулăшрĕç. Студентсем производство практикисене тата стажировкăсене предприятисенче ирттереççĕ. Пирĕн Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетпа, Пĕтĕм Раççейри реле тăвакан ăслăлăх-тĕпчев институчĕпе пĕрле уçнă лабораторисем те пур. Сăмах май, унта вырнаçтарнă оборудованисемпе технологисем çĕршывăн тĕп хулинчи вузсенче пĕлӳ илекенсене те кăсăклантараççĕ, илĕртеççĕ. Çав йышран пирĕн университета вĕренме куçнисем те пур. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тĕнче шайĕнчи кампус проектне конкурса яма хатĕрлетпĕр. Проекта ĕçе кĕртме Чаваш Енри аслă шкулсем хутшăнĕç. Кампус специализацийĕсем нумай енлĕ пулмалла. Унта университет ăсчахĕсем, предприятисен специалисчĕсем, студентсем пĕрле ĕçлĕç. Çавăн пекех кану инфратытăмĕ те йĕркеленĕ.

— Чăваш патшалăх университечĕн дипломĕллĕ специалистсене ĕç тупма кăткăс мар-и?

— ВУЗран вĕренсе тухакансен пысăк йышĕ — медицина, хими отраслĕсен ĕçченĕсем, строительсем, финансистсем — Чăваш Республикин экономикин çирĕп никĕсĕ шутланать. Пирĕн студентсем иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех партнер компанисенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсене производство вăрттăнлăхĕсене алла илме пысăк опытлă наставниксем пулăшаççĕ. Çавна май диплом илнĕ вăхăталла ăста специалистсем пулса тăраççĕ. Техника факультечĕн студенчĕсене предприяти ертӳçисем яланах ĕçе илме хатĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те, влаç органĕсенче те, вĕрентӳ, наука, культура учрежденийĕсенче те, интернет-технологийĕсен сферинче те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнисем вăй хураççĕ. Юридици факультетĕнче пĕлӳ илнисем патшалăх тытăмĕнче те, адвокатурăра та, бизнесра та ĕçлеме пултараççĕ. Университета тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсен диплом илсен ĕç вырăнĕ пуласси — 100 проценчĕпе шанчăклă. Ашшĕ-амăшĕ те, ачасем хăйсем те пĕлсе тăраççĕ: клиникăра, банкра, вĕрентӳ заведенийĕнче диплом илсен кĕтеççĕ. Вĕсене коллектив паллать. Ĕç йĕрки, тĕллевĕ паллă. Çавăнпа ĕçе пуçăнма йывăр пулас çук. Кунсăр пуçне тĕллевлĕ вĕренекенсен ытти çăмăллăх та пур. Вĕсене аслă шкула ятарлă конкурспа йышăнаççĕ. Вĕренме яракан предприяти кашни уйăхра стипенди тӳлет. Коммерци тытăмĕнчи организацисен вăл, сăмах май, питĕ пысăк. Çавăн пекех лайăх вĕренекенсене тата общество ĕçĕн хастарĕсене университет та хавхалантарать. Пирĕн Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендине илекенсем те пур. Çĕре яхăн çамрăк сотрудниксемпе студентсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçеççĕ.

— Студент пурнăçĕ вĕренӳпе ăслăлăх ĕçĕ кăна мар. Çамрăклăх çунатлă: выляс, кулас килет… Университетра хĕрсемпе каччăсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем пур-и?

— Тĕрĕссипе каласан, эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп: тинĕс хумĕ пек шавлă пурнăç юххинче вĕсем мĕнле çухалса каймаççĕ? Лекцисене, семинарсене, практика занятийĕсене çӳреççĕ, предприятисенче стажировка тухаççĕ… Çав вăхăтрах культура, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Ахăртнех, вĕсем вăхăта тĕрĕс йĕркелеме пĕлеççĕ. Паллах, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене аталанма пулăшасси — пирĕн тĕллев. Тĕслĕхрен, университетăн культура керменĕн команди ку енĕпе питĕ вăйлă. Кунта кăткăс оборудовани, сцена, çутă, сасă хатĕрĕсем чаплă пулни кăна мар, республикăри пысăк театрсен режиссерĕсемпе, артисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пултаруллă наставниксем пулăшнипе пирĕн студентсем «Абрикосовый сад», «Театр пластики «кафедра» йышши проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, «Театральное Приволжье» конкурсра виççĕмĕш хут Атăлçи округĕн чемпионĕсем пулса тăчĕç. Паллах, çак çитĕнӳре театр эксперчĕсен тӳпи пысăк. Çавăн пекех спортра та маттур. Хĕрсен баскетбол команди Раççейри студентсен хушшинче хăйне евĕрлĕ легенда пулса тăчĕ. Студентсен конструктор бюровĕ яланах чи лайăххисен шутĕнче. Донорсем, волонтерсем йышлă. Студентсем хăтлă общежитисенче пурăнаççĕ. Вĕренӳ корпусĕсем патне хулан кирек хăш районĕнчен çăмăллăнах çитме пулать: общество транспорчĕ пĕр тикĕс çӳрет. Санатори-профилакторисенче сывлăхне çирĕплетме, университет больницинче сипленме пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма спорт залĕсем, тренажер лапамĕсем, баскетбол, волейбол уйĕсем, бассейн пур, тĕрлĕ секци ĕçлет. Спорт сооруженийĕсене çулсерен юсаса çĕнетсе пыратпăр. Сăмах май, республикăра ГТО нормисене пурнăçламалли иккĕмĕш лапама пирĕн университетра уçнăччĕ. Кашни çул 400 яхăн преподавательпе студент «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Студентсен хулинчен инçех мар «Амазони» этнокомплекс вырнаçнă. Сăмах май, çамрăксемшĕн вăл юратнă вырăн пулса тăчĕ. Çавăн пекех Атăл çыранĕ те аякра мар. Унта уçăлса çӳреме питĕ илĕртӳллĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Кашнин пултарулăхне курмалла»

— Хамăрăн несĕлĕмĕрсене пĕлмесен малалла пурнăç пулать-и вара? Хăвăн йăхна та тăсаймăн, пурăннине те сисеймĕн, — теççĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ Снежанăпа Алексей Кузьминсем.

Нумай ачаллă çемье

Çапла калама сăлтавĕ те пур вĕсен. Нумаях пулмасть Кузьминсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланă. Вĕсем 9 ача çитĕнтереççĕ. Кашнине Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем туса тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ. Тĕпренчĕкĕсене хăйсем ăçтан тухнине, хăйсен несĕлĕнчи кашни ăрăвăн ĕçне-хĕлне пĕлсе вĕрентсе ӳстереççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра тăхăр ача çуратса ӳстерекен çемьесем сахал. Эпĕ Кузьминсем епле çак утăма тума хăраманни çинчен ыйтрăм. Снежана кулса ячĕ те: — Мĕншĕн хăрамалла? Çут тĕнчене çĕнĕ чун илсе килме пултарнăшăн савăнмалла çеç. Чăнах та, пĕччен ку утăма тăваймастăн. Эпир мăшăрпа Алексейпе малтанах пĕр шухăшлă пулса пирĕн çемьере нумай ача пулать тенĕ. Иксĕмĕр те Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăннă. Пĕр урамра выляса ӳснĕ. Алексей манран кăштах аслăрах пулнипе эпĕ 10-11-мĕш классенче вĕреннĕ чухне çеç унпа туслăн çӳреме тытăннă. Вăл ун чухне Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи колледжĕнче вĕренетчĕ. 2004 çулта Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухрăм та Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне документсем кайса патăм. Диплом алла илме мана пӳрмерĕ. Çав çулхинех Алексейпе пĕрлешрĕмĕр, пĕрремĕш ывăл Руслан çуралчĕ. Ун хыççăн ачасем пĕрин хыççăн тепри кун çути курса пычĕç. Дарья, Аксинья, Ярослав, София, Елена, Даниил, Андриян, 2024 çулта чи кĕçĕнни Арианна çуралчĕ. Аслисем виççĕшĕ халĕ ӳссе çитĕннĕ, килтен тухса та кайрĕç. Урăх хулара вĕренеççĕ. Каникул вăхăтĕнче килте ĕнтĕ. Улттăшĕ хамăр çумра. Паллах, пысăк çемьене тытса пыма çăмăлах мар. Анчах юлашки вăхăтра патшалăх нумай ачаллă çемьесене тивĕçлипе пулăшу парать. Ача сачĕшĕн тӳлессине те çăмăллатнă, шкулта тӳлевсĕр апат çиеççĕ. Çавăн пекех кил-çуртшăн тӳлессинче те çăмăллăхсем пур. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тата тӳлевсĕр хваттерпе тивĕçтерет. Ку çăмăллăхпа усă курса эпир 2012 çултах икĕ пӳлĕмлĕ хваттерлĕ пултăмăр. Çемье йышлă, çавăнпа та пурăнмалли çурт-йĕр пысăк кирлĕ. Шкул ачисем халĕ Пушкин карттипе усă кураççĕ. Çакă та питĕ пысăк пулăшу парать. Эпир çемйипех оперăпа балет театрне çӳреме юрататпăр. Унта кайма ачасем шăпах çак карттăпа усă кураççĕ. Маншăн чи пысăк йывăрлăх больницăпа çыхăннă. Унта çӳрекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Врачсен пӳлĕмне кĕриччен черет нумай кĕтмелле. Ку вара вăхăта илет. Ку енĕпе кăштах çăмăллăх пултăр тесе ятарласа Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕтĕм. Иртнĕ çул фельдшера вĕренсе тухрăм. Халĕ эпĕ дипломлă медицина ĕçченĕ те. Пирĕн шкулта ШОР /школа осознанного родителя/ йĕркеленĕ. Кунта çӳрекенсем тĕрлĕ специалист канашне илеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне те, ачасене те çителĕклĕ пулăшу параççĕ. Ку нумай ачаллă çемьесене питĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ — ачасене сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп тунисĕр, тивĕçлĕ воспитани панисĕр пуçне тата вĕсен пултарулăхне курса аталантарасси те. Кашни ачарах мĕнле те пулин пултарулăх пурах. Пирĕн тĕллев вара çавна курса, пĕлсе пепкене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси. Эпир çакна ача садĕнчех курма тăрăшатпăр. Асли Руслан пирĕн пĕчĕкренех ташăпа интересленнĕ. Футболла аван вылятчĕ. Мĕнле конкурса кăна хутшăнман-ши вăл? Паянхи кун та çак кăсăкланăва пăрахмасть. Унсăр пуçне футболла выляса «Чи лайăх тапăнакан» ята та çĕнсе илнĕччĕ. Иккĕмĕшĕ Дарья ӳнер шкулне çӳрерĕ, сĕрме купăс каларĕ. Паянхи кун МПУра вĕренет. Çав вăхăтрах модельсен шкулне çӳрет, тĕрлĕ реклама роликĕсенче ӳкерĕнет. Аксинья Сочири право шкулĕнче вĕренет. Çав вăхăтрах сĕрме купăс, параппан, вокал енĕпе пĕлӳ илме те çӳрет. Ярослав Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулăн 8-мĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вăл та ӳнер шкулне çӳрет. Çав вăхăтрах историпе кăсăкланать. Кăçал историпе ирттернĕ олимпиадăн призерĕ те пулчĕ. София та, Елена та гитарăпа, вокалпа интересленеççĕ. Даниил кăçал 1-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Эпир ăна спортпа кăна интересленет пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Кăçал аслисем пекех вокала çӳреме тытăнчĕ. Андриянпа Арианна çеç, пĕчĕкскерсем, хальлĕхе пирĕнпе килте. Кăçал иккĕшĕ те ача садне çӳреме тытăнаççĕ тесе шухăшлатпăр. Йăхран йăха куçса пырать Паллах, атте-анне пултарулăхĕ ачасене куçатех, тульккăш ăна вăхăтра курма, туйма пĕлмелле. Манăн мăшăр Алексей историпе çав тери кăсăкланать, пирĕн çĕршывăн чăнчăн патриочĕ вăл. Ачасене çавна хăнăхтарма тăрăшать. Пушă вăхăчĕ сахал, паллах, унăн. «Химпромра» вăй хурать. Анчах май килсенех пире тĕрлĕ паллă вырăна илсе çитерме тăрăшать. 9 ачана та тӳрех пĕрле илсе каяймастпăр. Çапах та 3-4-шне Мари Эла, Свияжск хулине, Хусана илсе кайса кăтартса килтĕмĕр. Ачасене шкулта та чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе паллаштарма тăрăшаççĕ. Çав тĕллевпе вĕсем Чăваш Республикинчи пур паллă вырăнта та пулса курнă. Тата манăн анне Надежда Захарова — республикăри «Сăрнай» халăх ансамблĕн юрăçи. Унта вăл 2000 çултанпа çӳрет. Çак ансамбле 45 çул Николай Эриванов композитор ертсе пырать. Ăçта кăна çитсе курман-ши вĕсем? Хăй вăхăтĕнче «Сăрнай» ансамбль Мускаври Кремльте те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 2024 çулта Раççей форумĕнче пĕр эрне Çĕнĕ Шупашкар чысне хӳтĕлерĕç. Пултарулăх йăхран йăха куçса пырать терĕмĕр. Пирĕн ачасем те пурте тенĕ пекех кукамăшĕ пекех музыкăна кăмăллаççĕ. Тата пирĕн анне хăйĕн несĕлĕсен тухйисене, тенкисене тата ытти капăрлăхне упраса хăварма пултарнă. Нумайăшне çĕнетнĕ. Эпир ăна çемье реликвийĕ вырăнĕнче упратпăр. Пирĕн анне тăлăх, кукамăшĕпе ӳснĕ. Çавăнпа амăшĕн енчи тăванĕсене питĕ тĕплĕ тĕпченĕ. Анне енчи тăвансем пурте музыкăпа интересленнĕ. Вĕсенчен пĕри сăрнай калакан паллă музыкçă пулнине çирĕплетекен сăн ӳкерчĕк те сыхланса юлнă. Тата анне пирĕн пултаруллă алă ăсти. Мĕн кăна ăсталаман пулĕ вăл çак тарана çитсе. Эпĕ хам та çамрăкранах канзашипе, мамăкран тĕрлĕрен Çĕнĕ çул теттисем, пуканесем тăвассипе интересленетĕп. Пирĕн ачасем те çак ĕçе кăмăллаççĕ. Ирĕксĕрлесе мар, хăйсен кăмăл пуррипе тăваççĕ вĕсем. Халĕ хулари Владимир кнеç ячĕпе уçнă чиркĕве турăшсем ӳкерме вĕренме çӳретĕп. Çакă хама урăх енчен аталанма та пулăшать. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшакан, пултаруллă çынсем пуçтарăннă унта. Кайран ачасене те вĕрентме пулать-çке. Мĕншĕн хамăр тума пултаракан ăсталăха ачасене парса хăвармалла мар. Пур арçын ачапа хĕрачан та ачалăхĕ телейлĕ пулмалла тата çав вăхăтрах вĕсене ĕçпе воспитани парса ӳстерни çав тери вырăнлă. Пирĕн çемьере çакна яланах пăхăнса тăнă, тăраççĕ те. Кашни çулах ачасемпе вăрмана çырлана, кăмпана çӳретпĕр. Палаткăсем карсах çĕр каçнисем те пулнă. Ун пек чухне ачасем çав тери савăнаççĕ. Тата пирĕн аттепе аннен çĕр лаптăкĕ пур. Çăва тухсан унтан эпир тухма та пĕлместпĕр. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.