Çамрăксен хаçачĕ 25 (6526) № 4.07.2024

4 Утă, 2024

«Çулçÿревсене мĕнле тухса çÿрĕп?» Çапла шухăшланă Ольга Сивей ури утма пăрахсан

Вăл — инвалид кÿми çынна тулли пурнăçпа киленме нимĕн те чăрмантарманнине ĕнентерекен çын. Сăмахăм — Шупашкарта пурăнакан Ольга Сивей (Морозова) çинчен. Вăл 20 çул ытла врач-неврологра ĕçленĕ. 2020 çулта унăн пурнăçĕ «унчченхи» тата «ун хыççăнхи» тапхăрсене пайланнă. Йывăр чир ăна кÿме çумне сăнчăрласа хунă. Çавăнпа ирĕксĕрех юратнă ĕçне пăрахма тивнĕ унăн. Чун киленĕçне вăл урăх ĕçре тупнă. Хăйĕн вăйне ĕненни, пĕтĕм йывăрлăха тÿсме вăй-хал çитерни ăна малалла талпăнма хистенĕ. Ольга Сивей кĕнекесем кăларма пуçланă. Ку пултарулăх ăна çĕнĕ пурнăçăн алăкне уçса панă.

Филолог мар, анчах çырать

— Ольга Витальевна, пурнăçăр çинчен каласа кăтартăр-ха. Мĕнле майпа çырма пуçларăр?

— Эпачаранах тухтăрпулмаĕмĕтленнĕ. Пĕчĕк чухне юлташсемпе «тухтăрла» выляттăмăр. «Зарница» тата «Орленок» вăййисене илсе каятчĕç, эпĕ вĕсенче яланах санитарка пулса хутшăнаттăм. Шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. 3-мĕш курсранпа невролог пулас ĕмĕтпе пурăнтăм. Университет пĕтерсен пĕр вăхăт поликлиникăра ĕçлерĕм, унтан ординатура пĕтертĕм. Тухтăрта, неврологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлерĕм. Университетра психиатри, неврологи тата психологи медицинин кафедринче студентсене вĕрентрĕм. Чирлĕ çынсене сыватас тесе вăя шеллемерĕм. Ку манăн пурнăç пĕлтерĕшĕ пек туйăнатчĕ. Анчах 20 ытла çулта медицинăра мĕн çĕнсе илни, плансем пĕтĕмпех пĕр самантра арканчĕç. Лара-тăра пĕлмесĕр ĕçленĕ, пысăк ĕмĕтсемпе пурăннă хыççăн сасартăк çын пулăшмасăр килтен тухма пултараймастăн, никама кирлĕ мар пулса тăратăн, юратнă ĕçрен каятăн… (Çав самантра мана çапла туйăннă, анчах халĕ эпĕ ун чухне тĕрĕс мар шухăшланине ăнкаратăп). Малалла мĕнле пурăнмалла? Ку шăпа-и е черетлĕ тĕрĕслев-и? Ыйтусен хуравĕсене шыраса хамăн пĕрремĕш кĕнекене çырма лартăм. Çырассинче пурнăç пĕлтерĕшне тупрăм.

Манăн мĕнле чир пулнине тухтăрсем паянхи кун та палăртаймаççĕ. Ăна чикĕ леш енче кăна тĕрĕслеттерме май пурччĕ. Манăн чир вара шăпах коронавирус сарăлнă вăхăтра тупăнчĕ. Чикĕсене хупрĕç. Чир майĕпен аталанса пычĕ. Малтан хăть туяпа уткалаттăм, халĕ вара кÿмепе кăна çÿреме пултаратăп. Мĕнле чир пулнине чухлакалатăп. Тĕрĕс диагноз лартма Финляндие вĕçмелле. Анчах хальлĕхе тĕнчери лару-тăрăва пула пирĕншĕн унта çул хупă. Халĕ маншăн чи пĕлтерĕшли — пурнăçпа туллин киленесси.

— Филологи пĕлĕвĕ илмесĕрех епле çыравçă пулнă-ха эсир?

— Эпĕ шкултах сăвăсем шăрçаланă, анчах çыравçă пулма нихăçан та шухăшламан. Манăн килте пысăк библиотека пур. Эпĕ 5 çулта вулама вĕреннĕ. Кĕнекесем вуласа çын хăйĕн чĕлхине аталантарать, ăсĕ çивĕчленет. Эпĕ илемлĕ литература кăна мар, психологи, истори тата медицина енĕпе те кĕнекесем вулатăп. Кÿмепе çул çÿревсене те çÿретĕп. Çапла тавра курăма пуянлататăп. Литература тĕнчине ăнсăртран килсе тухрăм. 2021 çулта литература фестивальне хутшăнтăм. Унта хамăн пĕрремĕш сăвăсене вуласа патăм. Вĕсене пысăка хурса хакларĕç. Çавăн чухнех фестивале йĕркелекенсем мана хамăн «Облачный путь» кĕнекене кăларма хавхалантарчĕç. <...>

Юлия ИВАНОВА

♦   ♦   ♦


«Ĕмĕре юратнă çын çумĕнче ирттеретпĕр ирттеретпĕр»

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн нумай çул пĕрле пурăнакансене чыслаççĕ. Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнă май çак наградăна илме пушшех те сумлă. Вăрнар округĕнчи Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕнче пурăнакан Степановсем «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ.

Николай Ивановичпа Зоя Степановна иккĕшĕ те Çĕнĕ Мĕлĕшре çуралса ÿснĕ. Кил хуçи — 1939 çулта, арăмĕ 1944 çулта кун çути курнă. Кăçал çĕртме уйăхĕнче вĕсем пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнĕ.

«Нумай та, сахал та мар пĕрле пурăнатпăр», — теççĕ Степановсем. Чăнах та, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнсан çулсем иртни сисĕнмест. Паллах, хура-шурне те чылай курнă вĕсем. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Аслине Вячеслава, виçĕ ача ашшĕне, хура тăпрапа хуплама тивнĕ. Степановсене юрату çеç çак пысăк инкеке чăтса ирттерме пулăшнă. Çирĕп хутшăну паянхи кун та упранса юлнă. Вĕсен тĕслĕхĕ çамрăксене кашни кунпа савăнса пурăнма вĕрентет. Эпĕ «Çамрăксен хаçатĕнчен» пулнине пĕлсен Зоя Степановна çамрăксене хăйсем пекех вăрăм кун-çуллă пулма, ĕмĕр тăршшĕпех мăшăрпа килĕштерсе пурăнма пиллерĕ.

«Эпĕ пулас мăшăра ачаранах палланă. Тĕрĕссипе, ялта Кольккăна килĕштермен хĕр пулман-тăр. Вĕсем — ялăн пĕр вĕçĕнче, эпир тепĕр вĕçĕнче пурăнаттăмăр. Манран ултă çула яхăн аслăскере «Колькка пичче» тесе чĕнеттĕм. Çемьере тăватă хĕр те пĕр ывăл ÿсрĕмĕр. Эпĕ чи асли пулнăран чылай ĕç ман çине тиенетчĕ. Ун чухне килсерен лаша усратчĕç. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн лашисене хире çитерме илсе тухатчĕç. Вĕсене каçсерен черетпе сыхлатчĕç. Уйран лаша илсе таврăнасси манăн ĕçчĕ. Колькка лаши патне тухсан эпĕ те пĕрле утаттăм. Темшĕн вăл утланса мар, çавăтса килетчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле лашана çавăтса таврăнаттăм. Ку маншăн мĕн тери савăнăçчĕ! Паллах, хам ăна юратнине никама та каламан. Çапла шкул пĕтертĕм. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ветеринари уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне иккĕмĕш курс пĕтернĕччĕ. Çуллаччĕ. Яла артистсем концертпа килчĕç. Шăп çав кун ялти мучи арăмĕ шÿрпе пĕçерме тытăннă. Мана пулăшма чĕнчĕ. Ăçта каймалла? Йăмăк килчĕ те: «Колькка сан пирки ыйтрĕ. Зоя кинемÿ патне шÿрпе пĕçерме каять-и?» – тесе ыйтрĕ», — терĕ. Вара иккĕленÿ сирĕлчĕ. Тÿрех шÿрпе пĕçерме вĕçтертĕм. Çавăнтанпа туслă çÿреме пуçларăмăр. Пире аслисем питĕ хытă тытнă. Кольккăпа туслă пулнине атте эпĕ качча кайиччен пĕлмен. Вăрнарти техникума пĕтернĕ хыççăн мана Вăрмар районне ĕçлеме ярасшăнччĕ. Анчах Колькка унта кайсан яла таврăнмастăн тесе пĕрлешме хистерĕ. Çапла çулталăк çурă туслă çÿренĕ хыççăн мăшăрлантăмăр. Упăшка ĕмĕр тăршшĕпе колхозра платникре ĕçлерĕ. Халĕ те, 86 çула кайрĕ пулин те, кăштăртатма пăрахман. Çу кунĕсем питĕ шăрăх тăраççĕ пулсан та ялан тем каскалать. Эпĕ ферма заведующийĕнче, зоотехникре, «Аслă Октябрьти революцие — 40 çул» колхозра, каярахпа Вăрнарти совхозра тĕп ветеринарта ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Хисеп хучĕсем, сумлă наградăсем илтĕмĕр. Çапах пирĕншĕн чи хакли — кăçал тивĕçнĕ «Юратупа шанчăклăхшăн» орден», — каласа кăтартрĕ Зоя Степановна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   ♦


Салтаксене алтаксене юрласа хавхалантарать

Ĕмĕчĕ пурнăçланнă

— Кĕтмен тĕлпулу чуна хăпартлантарчĕ, Володя. Эпĕ эсĕ СВОна кайнине пĕлмен те… Сана чылай çул паллатăп, ансамбль концерчĕсенче пĕрре мар курнă. Турцире тĕрĕк чĕлхеллĕ халăхсен хушшинче иртнĕ фестивале пĕрле кайма тÿр килнĕччĕ. Ăсталăхупа килентĕм унта.

— Ансамбльте Çĕрпÿри çут ĕç училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăй хума пуçларăм. Илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев сасса итлесе, пултарулăха курса тата мана шанса ĕçе илчĕ, хор артисчĕ пултăм. Училищĕре иккĕмĕш курс пĕтернĕ хыççăн салтак аттине тăхăнма тиврĕ. Унта çар оркестрне лекрĕм. Икĕ çул труба каларăм. Таврăнсан вĕренĕве малалла тăсрăм.

— Юрий Васильев пули-пулми çынна ансамбле илмест-ха.

— Юрий Васильевич манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Вăл мана хама сцена çинче тытма, тĕрĕс юрлама, ăс парса пурăнма вĕрентсе пычĕ. Маншăн атте пек çывăх çын пулчĕ. Унăн шанчăкне тÿрре кăларма тăрăшаттăм. Ансамбле çынна пур енчен те пăхса-сăнаса, сасăран пуçласа ÿт-пÿ таран хакласа илеççĕ.

— Ансамбль халăхăн чун илемĕшĕн тăрăшать.

— Тĕрĕсех. Эпир тăван халăха малалла пурăнма хавхалантаратпăр, йывăр ĕç хыççăн чунпа канма май туса паратпăр. Ансамбль профессионалсене пĕр чăмăра пухнă, вăл халăх юррисене илемлетсе сцена çине кăларать. Ĕлĕкхи тумсене çĕнетсе куракан патне илсе çитерет. Пĕр пытармасăр каласан, вĕренсе тухсан ансамбле лекетĕп тесе шутла ман та. Хам вара унта юрлама ĕмĕтленеттĕм-ха.

— Ĕмĕтсем пурнăçланни паха.

— Мана мĕн пĕчĕкрен сцена хăйĕн ытамне туртнă. Çĕрпÿри çут ĕç училищине кайма аппа сĕнчĕ. Ăна итлерĕм. Студент сакки çине лекме çăмăлах пулмарĕ. Ун чухне конкурс питĕ пысăкчĕ. Оркестр уйрăмне лекрĕм. Манăн пĕрремĕш музыка вĕрентекенĕ Геннадий Русскин пулчĕ. Педагогран нумай килет. Вăл пулăшнипе чылай вăрттăнлăха алла илтĕм. Геннадипе Надежда Русскинсем манра пулас мусăкçа курни хавхалантарчĕ. Эпĕ, ялтан килнĕскер, нотăсене те пĕлместĕм. Алла баян, тăмра, труба тыттарчĕç, фортепиано умне лартрĕç. Тăмра калама вĕреннĕ чухне пÿрнесем хытса ларатчĕç. Виçĕ çул ăс пухрăм. Училищĕре сцена çинче те юрлама вĕрентĕм. Надежда Максимова педагог хăйĕн патне хора юрлама илчĕ. Салтакри служба мана музыкăна тата лайăхрах алла илме пулăшрĕ. Служба Ярославль облаçĕнче иртрĕ. Училищĕне вĕренме кĕнĕ чухне сасă пиçсе çитменччĕ, унтан таврăннă çĕре çирĕпленсе çитрĕ. Юрланă чухне аялти нотăсене те илни педагогăн кăмăлне кайрĕ.

— Илемлĕ сасă — çут çанталăк парни…

— Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче кун çути курнă. Пирĕн йăхра юрлакансем çук. Пĕчĕк чухне мана асанне пăхнă. Атте-анне ĕçре чухне унпа телевизорпа спектакльсем кураттăмăр. Çакă та сцена çине туртрĕ пуль. Клуба юрлама çÿреттĕм. Виççĕн пĕртăван эпир. Тете Юра манран — 10 çул, аппа Галина 7 çул аслăрах. Тете газосварщик пулса ĕçлет, аппа — ăста çĕвĕç, сутуçă. Вĕренме юрататтăм. Шкула кайичченех вуланă, çырнă эпĕ. Пуçламăш классенче Зоя Кузьмина вĕрентекен çунатлан тарчĕ. Вăтам классенче пирĕн ушкăна Надежда Петрова педагог ертсе пычĕ.  <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.