- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 25 (6424) № 30.06.2022
Паллă çынсемпе пĕр сăнлисене пасарта та шыраççĕ
ДМИТРИЙ МАТВЕЕВ ШУПАШКАРТИ 4-МĔШ ГИМНАЗИРЕ ПĔЛӲ ИЛНĔ. 11-МĔШ КЛАСА ÇИТСЕН ТЕ МĔНЛЕ ÇУЛПА УТАССИНЕ ПАЛĂРТАЙМАН. АШШĔ-АМĂШĔ ЫВĂЛĔ ТĔРĔС ЙЫШĂНУ ТĂВАССА ШАННĂ. ÇУЛТАЛĂКРАН ДИМА РАÇÇЕЙ ТЕАТР ИСКУССТВИН ИНСТИТУТНЕ ВĔРЕНМЕ КĔНĔ.
— Дмитрий, халĕ эсĕ студент мар ĕнтĕ, 27 çула çитнĕ. «Ӳнер тĕнчинче» пухăннă стаж та пур. Шкулта акăлчан чĕлхине çине тăрса вĕренсен те мĕншĕн искусство еннелле тур-тăнтăн?
— Искусствăран аякра тăракан çемьере çуралнă эпĕ. Атте Сергей Николаевич — çар çынни, отставкăри подполковник, Элĕк тăрăхĕнчен тухнă чăваш. Анне Нина Сергеевна Оренбург облаçĕнчи Михайловское салинчен. Вăл банкра операторта ĕçлет. Кукамай культура институтĕнчен вĕренсе тухнă, культйĕркелӳçĕре вăй хунă. Хальхи пек каласан — продюсер. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне самбо секцине çӳреттĕм. Пĕррехинче ăмăртура манăн йĕтес шăмми хуçăлчĕ. Самбăна çӳреме пăрахрăм. Хама ниçта хума пĕлмен вăхăтра тусăм хăй çӳрекен театр кружокне чĕнчĕ. Сăвă калакансен конкурсĕсене час-часах çӳреттĕм-ха. Çапла «Ровесник» культура çурчĕ çумĕнчи ушкăна кайса пăхма шухăшларăм. Актер ăсталăхĕ тӳрех вăранчĕ теме пултараймастăп. Анчах вĕрентекенсем манра темле пултарулăх пуррине асăрханă пулас. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕ Владимир Григорьев пĕррехинче ăнсăртран çапла сĕнчĕ: «Дима, «Щепкăна» вĕренме каяс теместĕн-и?» Маншăн çакă кĕтмен çĕртен пулнипе мĕн хуравламаллине те пĕлмерĕм. 11-мĕш класра чухне Иосиф Дмитриев, Станислав Васильев режиссерсен ăсталăх лаççисене çӳрерĕм.
— Апла пулин те эсĕ аттестат илнĕ çĕре ăçталла çул хывмаллине пĕлмен…
— Мускавра темиçе уйăх пурăннă хыççăн Раççей театр искусствин институтне кайса пăхас шухăш пуçа килчĕ. Пичче Станислав çĕршывăн тĕп хулинче вĕренетчĕ. IТ- технологисене алла илекенскер шкулта чухнех чапа тухнăччĕ: Пи хыççăн 8332 хисеп палли астуса юлса Раççей рекордне çĕнетнĕччĕ. Института вĕренме кĕтĕм. Унти çулсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Диплом илсен Сергей Жено-вач шкулĕнче вĕреннĕ ушкăнри 11 çамрăк, çав шутра эпĕ те, ӳнер театр студине ĕçе вырнаçрĕ. 4 çул сцена çинче пурăнтăм. Рольсем, гастрольсем, куракансем алă çупни… Анчах чуна пурпĕрех темĕн çитместчĕ. Пĕррехинче театртан кайма шухăшларăм. Кино илĕртрĕ. Тĕрлĕ çĕре ӳкерĕнме çӳрерĕм.
— Институтра кинематограф вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ-им?
— Çук. Анчах мана ăннă темелле: Женовач шкулĕнче вăйă эстетикине вĕрентнĕ, çавăнпа кинора ӳкерĕнме май пур. Театрта ĕçлесе курнă çынна ку ĕçе кӳлĕнме çăмăлрах та.
— Мĕнле фильмсенче ӳкерĕнме ĕлкĕртĕн?
— Данила Козловскин «Чернобыл ь» фильмĕнче пушарнăя вылярăм. Ӳкерӳ пынă вăхăтра «Когда падали аисты» ятлăччĕ вăл. Илемлĕ фильм сюжечĕ Чернобыльти хăрушă пулăмпа çыхăнман. Пĕлтĕр Алиса Хазановăн «Белый список» социаллă фильмĕнче ӳкерĕнтĕм. Унта интернетра анлă сарăлнă «Кăвак кит» хăрушă ушкăн ĕçне сăнланă. Çак танатана лекнĕ çамрăксен шăпине çутатакан фильм хальлĕхе проката тухаймарĕ-ха. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Кукамай пире кӳршĕсем патĕнче тĕне вăрттăн кĕртнĕ»
Кукамай Турра ĕненекен çынччĕ. Пĕррехинче вăл хăнана килсен пачăшкăна вăрттăн чĕнсе илчĕ те пире, мăнукĕсене, кӳршĕсен килĕнче тĕне кĕрттерчĕ. Унта пире миххе чиксе илсе каçнă. Атту çынсем курма пултараççĕ вĕт. Пирĕн пурин те пĕр хĕресне анне. Каялла киле хамăрах утса каçнă эпир. Хĕресне анне каланине астăватăп. «Халĕ михĕ ăшĕнчен пирĕштисем пулса тухатăр», — терĕ», — çак асаилӳрен калаçăва пуçларĕ Тамара матăшкă. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне Турра ĕненекен çын тата матăшкă пуласси пирки шухăшлама та пултарайман. Ун чухне халăх чиркĕве ытлах çӳремен.
Коммунист пулсан та
Тамара 1970 çулта Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче çуралнă. Ашшĕ трактористра ĕçленĕ, амăшĕ шкулта биологи вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те коммунист пулнă. Богдановсем 4 хĕр те 1 ывăл ӳстернĕ. Ун чухне нумайăшĕ ачисене килте вăрттăн кăна тĕне кĕртнĕ. Каярахпа çеç, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, Тамарăн амăшĕ чиркӳ еннелле туртăнма пуçланă. Унăн хулăн тетраде ручкăпа çырнă псалтирь те пулнă. Пĕррехинче тĕлĕкре ăна Варнава митрополит аллинчен виçĕ просвир тыттарнă. «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» — тесе шухăшланă хĕрарăм. Кун пирки пачăшкăпа калаçнă. «Виçĕ хĕрӳ те матăшкă пулĕ», — хуравланă вăл.
«Пирĕн ялта чиркӳ çукчĕ. Çавăнпа çемьерен унта çӳрекен çын та пулман. Кукамай Çĕмĕрле районĕнче пурăнатчĕ. Вĕсен ялĕнче чиркӳ пурччĕ. Каникула кукамай патне кайсан вăл пире унта илсе çӳретчĕ. Пире тĕне кĕртекенни те вăлах пулнă. Вăл кукаçие ялта чиркӳ пуррипе качча пынă тетчĕ. Атте- анне коммунист пулсан та пирĕн килте Хусан Турă Амăшĕн турăшĕ пурччĕ. Çавăн умне тăрса кĕлĕ вулаттăм. Анне час-часах больницăра выртатчĕ. Вăл вилесрен çав тери хăраттăм. Турăш умне чĕркуçленсе анне чĕрĕ-сывă таврăнтăр тесе ыйтаттăм. Вара вăл, чăнах та, сывалса килетчĕ. Эпир куншăн питĕ савăнаттăмăр. Чирлĕ пулсан та анне 80 çулччен пурăнчĕ. Çынсене нумай пулăшрĕ. Сикнĕ шăмăсене вырăна лартатчĕ. Таçтан та килетчĕç ун патне. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче анне чунĕпе чиркӳ еннелле çаврăнчĕ. Турă çуртне никамран хăрамасăрах çӳреме пуçларĕ», — аса илчĕ Тамара Егорова.
Тамара малтан — хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Энтепери пĕлӳ çуртĕнче вĕреннĕ. Аттестат илсен Шупашкарти строительство техникумĕнче ăс пухнă. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне, диплом хӳтĕлес умĕн, вăл хĕр тусĕсене чиркĕве кайма сĕннĕ. Лешсем килĕшнĕ. Çапла чиркĕве пĕрремĕш хут лекнĕ вăл. Ун чухне шăпах Раштав уявĕ пулнă. Кĕлĕ пĕтсен пачăшкă халăх умне проповедьпе тухнă. Ку хальхи вăхăтра Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Савватий владыка пулнă. Ун чухне вăл иероманах пулнă. Ытла та чуна витермелле сăмахсем каланă вăл проповедьре. Тамарăна хăйĕн пирки каланăнах туйăннă. Кĕлĕ пĕтсен хĕр диплом ĕçне лайăх хӳтĕлесен яланах чиркĕве çӳрĕп тесе хăйне сăмах панă. Чăнах та, диплом илсен хăйĕн сăмахне тытнă вăл. Тамара тĕн литературине вулама пуçланă, чиркĕве çӳрекен ытти çамрăкпа паллашнă. Шăпах çавăн чухне вăл Варнава владыкăна пулăшакан Николай Егоров иподиакона тĕл пулнă. Каччă Сергиев Посадри тĕн семинарийĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Çамрăксем майĕпен туслашнă. Николай Тамарăна хăйне евĕр мелпе мăшăрĕ пулма ыйтнă.
«Эпĕ чиркĕве кĕлле пынăччĕ. Ман пата тепĕр иподиакон пычĕ те хут татки тыттарчĕ. Хута алăра мĕнле тытнă, çаплипех киле çитрĕм. Кайран вуларăм та — Николай мана мăшăрĕ пулма ыйтать иккен. Хуравне хут çинех çырсах патăм. Эпĕ тĕн литературипе кăсăкланаттăм. Кашни çыннăн хăйне çывăх тĕн ашшĕ — чун кĕтӳçи — пулмаллине пĕлеттĕм. Эпĕ яланах пĕр чиркĕве çӳреттĕм, пĕррехинче Савватий аттене манăн тĕн ашшĕ пулма ыйтрăм. Килĕшрĕ. Николайпа пĕрлешме шухăшласан та унран пил илтĕмĕр. Варнава митрополит та пире пĕрле пулма пиллерĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Халатпа, çăм нускипе чухне паллашнă пулас мăшăрĕпе
Сирĕнтен чылайăшĕ ăна паллать. Чăваш поэтне, журналистне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, 20 ытла кĕнеке авторне Альбина Юратуна /Любимова/ Турцире те лайăх пĕлеççĕ. Унăн сăввисем туркăлла та, азербайджанла та янăраççĕ. Çамрăк чухне мĕнле хĕр пулнă-ха вăл?
Градусник çĕмĕрнине каламан
«Манăн ачалăх питĕ телейлĕ иртрĕ. Ăшăлăхра çитĕнтĕм. Атте анне çине сасă хăпартса калаçнине нихăçан та илтмен. Çывăх çынсем маншăн тĕслĕх пулнă. Вĕсем вăрманта кăмпа пуçтарма кăмăл-латчĕç. Анне ăна пички-пичкипе тăварласа ярмăрккăна сутма çӳретчĕ, мана та пĕрле илетчĕ. Кăмпана флягăна тултарса лашапа каяттăмăр, эпĕ ӳкесрен тытса пыраттăм. Анне сутнине пăхса тăраттăм, тепĕр чухне пулăшаттăм. Çакăншăн çывăх çыннăм канфет тата лимонад туянса паратчĕ.
Виçĕ аппа — Валя, Галя, Рая — йăваран вĕçсе кайрĕç. Килте икĕ тетепе, шăллăмпа, атте-аннепе юлтăм. Чылай йывăрлăх ман çине тиенчĕ. Çавăнпа кахал ӳсмен. Çитĕнсен эпĕ аннене нихăçан та урай çутарман. Мана хавхалантарма вафли туянса паратчĕ, унпа шăллăма та хăналаттăм.
Манăн анне — вырăс. Унăн пĕртăванĕсем пирĕнтен аякра пурăнатчĕç. Йăмăкĕ — Владимир облаçĕнче, аппăшĕ — Украинăра. Аннепе атте путевкăпа Украинăна кайсан тăванĕсене курма хăнана кĕрсе тухнă. Мана парне — хĕрлĕ атă — илсе килсе пачĕç. Атăпа çӳреме питĕ ĕмĕтленеттĕм. Аттепе анне инçе çула тухсан ĕнене мана шанса хăварчĕç. Кӳршĕре пурăнакан хĕресне анне ирхи 4 сехетре чӳречерен шаккаса вăрататчĕ. Тепĕр чухне çывăрса каяттăм та каллех килетчĕ. Пĕр витре çĕр улмине çуса, вакласа ĕнене çитереттĕм, вăл апатланнă вăхăтра сăваттăм. Аттепе анне 10 кун килте пулман чухне йывăрлăх сиксе тухрĕ: ĕнен пĕр чĕччи шыçса кайрĕ. Юрать, мана куншăн вăрçмарĕç. Анчах çав чĕчче чылай вăхăт сиплерĕç, ветеринара чĕнчĕç.
Аттепе анне кайсан шăллăма Сашука та пăхма тиврĕ. Пĕр кунхине вăл урама тухса кайрĕ те час таврăнмарĕ. Тăрук хура пĕлĕтсем капланса килчĕç: çумăр çума, аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Аслатирен питĕ хăратăп. Шăллăм килте çуккишĕн пăшăрханса урама чупса тухрăм, ăна шырама тытăнтăм. Хам кăшкăратăп, йĕретĕп. Чĕре тухса тарманни кăна. Манăн шăллăм ним пулман пекех, лăпкăн, хирĕç утса килнине курах кайрăм. Ăна ыталасан та ниепле те йĕме чарăнаймарăм.
Пĕр самант асран тухмасть. Ун чухне эпĕ аслă классенче вĕренеттĕм. Хуларан килнĕ аппа Рая пире, вĕт-шакăра, пухса вăрмана çырла татма илсе кайрĕ. Таврăннă чухне килнĕ çулпа мар, темшĕн ыраш пусси урлă утрăмăр. Çавăн чухне аппа мана хăйĕн пиншакне тыттарчĕ. Эпĕ ăна алăра тытса выляса утрăм, тахăш самантра ӳкерсе хăварнă. Киле çитсен: «Пиншак ăçта?» — тесе ыйтрĕ, ăна шырама каялла чуптарчĕ. Темччен шырарăм, çавах тупаймарăм. «Аннене ан кала. Атту иксĕмĕре те лекет», — терĕ аппа. Эпĕ ашкăнчăк хĕрача пулнă çав. Пĕррехинче хама япăх туйсан никама каламасăрах градусник туртса кăлартăм. Хул айне чикрĕм те ӳт температури пысăккине куртăм. Аттепе анне ан пĕлччĕр, ан кулянччăр тесе градуснике куркари сивĕ шыва чикрĕм. Вăл шап! туса çурăлчĕ те ртуть юхса тухрĕ. Хăраса ӳкрĕм. Ара, килте пĕр градусник кăна. Куркари шыва пахчара шăтăк чавса яма, тăпрапа хуплама ăс çитертĕм. Кун пирки никама та пĕр сăмах та каламарăм. Килтисем градусник шыранă чухне те шăпăрт çӳрерĕм. Кайран, Мускава вĕренме кайсан, аптекăна кĕрсе ятарласа 2 градусник туянса яла кайса патăм. Ун чухне ăна тупма питĕ йывăрччĕ. Çапах аттепе аннене хăй вăхăтĕнче градусник эпĕ çĕмĕрнине каламарăм. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Сана курса ялта çĕр лаптăкĕ туянтăмăр»
Çапла комментари çырнă ял пурнăçне кăтартакан видео айĕнче
«Сана курсах ялта çĕр лаптăкĕ илтĕмĕр, пӳрт лартатпăр халĕ», — çапларах çырнă комментарире палламан хĕрарăм. Çакă тĕрлĕ социаллă сетьре ял пурнăçне кăтартма юратакан Регина Васильевăна хавхалантарнă паллах. Чăнах та, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан çемье халĕ Çĕрпӳ районĕнче çурт хăпартать. Пĕрремĕш хутне туса пĕтернĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшне хута яраççĕ. Ял пурнăçне килĕштернĕ çав çемьепе Васильевсем халĕ — туссем. Пĕр-пĕрин патне хăнана та çӳреççĕ.
Маттур кин
Регина Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ вăл — Вăрмар кинĕ.
— Шупашкар пурне те паллаштарать, — терĕ маттур та хастарскер пулас мăшăрĕпе Геннадипе шăпах унта тĕл пулса пĕр-пĕрне савнине палăртса.
Çамрăк çемье пĕр иккĕленмесĕрех ялта пурăнма тĕв тунă. Мăшăрĕн тĕп килĕнче, хуняшшĕпе хунямăшĕпе пĕр çуртра, хăтлăх тупнă. Васильевсем выльăх нумай усраççĕ. Хăй вăхăтĕнче Елена Ивановнăпа Олег Геннадьевич вунă ĕне таранах тытнă. Вĕсене пăхма, сума кинĕ те самай пулăшнă. Халĕ мăйракаллă шултра выльăх шутне 3 таран чакарнă. Йывăрлăхсем те, тăкаксем те пур, паллах, ĕнесемпе. Утти те, тырри те самай кирлĕ. Килте хатĕрленĕ сĕт юр-варĕн пахалăхне, усăлăхне хаклама пĕлмен çынсем «хаклă» тесе тиркешни те ывăнтарса çитернĕ-тĕр. Ара, Васильевсем сыр та, тăпăрчă та тăваççĕ, уйран уçласа çу та ӳкереççĕ. Юр-варне сутма Хусанти пасара та нумай çӳренĕ.
Ялта ӳснĕ хĕре, халĕ ĕнтĕ арăма, тĕрлĕ йывăрлăх хăратмасть паллах. Регина çемьере виçĕ ачаран асли пулнă. Галина Васильевнăпа Федор Васильевич та выльăх чылай усранă. Ачисене ĕçе явăçтармасăр хă-варайманах. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне икĕ хĕрĕпе ывăлĕн çак тивĕçсене пурнăçлама тивнĕ. Кĕçĕнни çунат сарса килтен вĕçсе тухма ĕлкĕреймен-ха, ашшĕ-амăшне халĕ те пулăшать.
Ĕне сума вĕренсен ку тивĕç шкулта вĕреннĕ чухнех Регина çине куçнă. Çавăнпах качча кайсан хуняшшĕпе хунямăшĕ патĕнче ĕне сăвасси йывăрлăх кăларса тăратман уншăн.
Выльăх-чĕрлĕх патне ытларах аслă кил хуçи тухнине палăртрĕ Регина. Васильевсем Вăрмар поселокĕнче пурăнаççĕ. Ĕнисене вара çывăхри ялта усраççĕ. Поселокра кĕтӳ çӳремест-çке, выльăха хĕлĕн-çăвĕн килте тытма йывăр.
— Ĕне нумай чухне аппарат лартаттăмăр. Халĕ виçĕ пуçа алăпах суса ĕлкĕретпĕр. Аппаратпа та ансатах мар. Пĕрин патĕнчен теприн патне сĕтĕрмелле ăна. Çăмăлах мар, йывăр вăл. Пăрăхĕсене те лайăх çумалла — ун валли те вăхăт кирлĕ. Выльăх нумай чухне те пĕрне аппарат лартнă вăхăтра теприне алăпа сăваттăмăр, — каласа кăтартрĕ Регина.
Ялта ĕç кулленех вĕресе тăрать. Çакна унта пурăнакан кашни çыннах аван пĕлет. Çапах Регина пушă вăхăт тупса чун киленĕçĕпе аппаланма май тупать. Унăн чи пысăк юратăвĕ — пурнăç, ялти пурнăç. Унран та ытларах çакна ыттисене кăтартса пама кăмăллать. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас