Çамрăксен хаçачĕ 23 (6371) № 17.06.2021

17 Çĕртме, 2021

 «Иккĕмĕш прививкăна тутармаллах»

КОРОНАВИРУСРАН ХӲТĔЛЕКЕН ЧИ ЛАЙĂХ МЕЛ — ПРИВИВКА. ÇАПАХ ЧЫЛАЙĂШĔ ĂНА ТУТАРМА ВАСКАМАСТЬ, ХАЛĂХРА ТĔРЛĔ САС-ХУРА ÇӲРЕТ. РЕСПУБЛИКĂРИ ÇЕМЬЕ ВАКЦИНАЦИЙĔН ЦЕНТРĔН ЗАВЕДУЮЩИЙĔ НИНА РАССКАЗОВА ИККĔЛЕНТЕРЕКЕН ШУХĂШСЕНЕ УÇĂМЛАТРĔ.

Кашни çулçа алăпа пуçтараççĕ

ЧĂНАХ-И? Прививка умĕн анализ тумалла, антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле.

ТĔРĔССИПЕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин çĕнетнĕ сĕнĕвĕсенче /вăл кăçалхи кăрлач уйăхĕнче пичетленнĕ/ прививка тутарас умĕн пациентăн антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле тесе палăртман. Çапах вакцинаци умĕн анализ тутартăр тăк унăн пĕтĕмлетĕвне шута илеççĕ. Эсир коронавируспа çуркунне чирлесе ирттертĕр пулсан прививка тумашкăн тăхтамалла — вырăнти поликлиникăна кĕркунне е хĕл лариччен кайса килĕр.

Прививка тăвас умĕн тухтăр пациентпа калаçать, сывлăхне тĕрĕслет. Эпидемиологи анамнезĕ вăхăтĕнче /ăçта тата мĕнле майпа чирленине тĕпчени/ эсир коронавируспа чирленĕ çынпа çывăх хутшăннине пĕлсен, сирĕн те чир паллисем пур тăк шурă халатлă çын анализ илме тивĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх вакцинаци тăвас ыйтăва татса парĕç.

ЧĂНАХ-И? Коронавируспа чирлесе ирттернисен прививка тутармалла мар.

ТĔРĔССИПЕ. Коронавирус инфекцине çĕнтернисен те вакцинаци тумаллах. Пурăна киле организмри антителăсен виçи чакать, çавăнпа тепĕр хутчен чирлес хăрушлăх ӳсет. Иммунитета çирĕплетмешкĕн прививка кирлĕ.

ЧĂНАХ-И? Пĕрремĕш прививка хыççăн иммунитет хавшать, çавăнпа каварлă вируса çаклатас хăрушлăх пысăкланать.

ТĔРĔССИПЕ. Коронавирусран хӳтĕлекен иккĕмĕш прививкăна 21 кунран тăваççĕ. Çак тапхăрта эсир шăнса пăсăлма та, грипп çаклатма та пултаратăр. Сăмах май, манăн пациент пĕрремĕш прививка хыççăн инкеке лекрĕ — ăна йытă çыртрĕ. Урнă чиртен сыхлакан темиçе укол тума тиврĕ. Çавна май вакцинацин иккĕмĕш тапхăрне каярах ирттертĕмĕр.

Пĕрремĕш прививка хыççăн организмра антителăсем пур, анчах сахал. Вĕсем коронавируспа туллин кĕрешеймĕç.

ЧĂНАХ-И? Прививка тутарнă хыççăн ӳт температури хăпарать, çавăнпа ку — хăрушă.

ТĔРĔССИПЕ. Вакцинаци хыççăн ӳт температури 2-3 кун хăпарма пултарать. Терапевт çакăн пирки асăрхаттарма тивĕç. Температура чакмасан эмел ĕçмелле. Прививка тутарнă хыççăн йывăр ĕçлеме, мунчара çăвăнма, душ кĕме, нихăçан тутанман апата çиме юрамасть. Пуç ыратсан, кĕлетке сурсан выртмалла, тухтăрпа канашласа эмел ĕçмелле. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Мурманска куçсан кун çутишĕн тунсăхланă

«Чăвашла калаçатăп, шухăшлатăп. Хама чăваш тетĕп», — пĕлтерчĕ Мурманскра пурăнакан Дина Агеева. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче ӳснĕскер аякра тĕпленнĕ ентешĕмĕрсен пĕрлешĕвĕнче тăрăшать, чăвашлăха аталантарать.

Телекураври пĕлтерӳ хыççăн

Динăн çемйинче вырăсла калаçаççĕ. Хĕрача шкула çӳреме пуçласан чăваш чĕлхине ăса хывнă, амăшĕн тăван чĕлхипе пуплеме пуçланă. Аттестат илсен вăл чунĕ туртнă хулана — Шупашкара — çитнĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн психологипе управлени факультетне вĕренме кĕнĕ. 5-мĕш курсра студентка çар çыннине качча тухнă. Диплом илсен унпа пĕрле Сахалин облаçне тухса кайнă. Никита Курил утравĕсем çинче службăра тăнă. Динăн тăванĕсем хирĕç пулман: «Упăшку патнех каятăн вĕт», — тенĕ. Унта çулталăк ытла пурăнсан кил хуçине Мурманск облаçне куçарнă. Çемье пур-çук пурлăхне сутнă, пĕртен-пĕр кушакне йăтнă та çула тухнă. Çĕршывăн хĕвел тухăç енче пурăннă çемьен çурçĕре куçма тивнĕ.

«Мурманск çĕр чăмăрĕн «çамки» çинче вырнаçнă. Поляр кунĕ ака уйăхĕн çурринче пуçланать те çурла уйăхĕн çурричченех пулать. Поляр каçĕ тăватă уйăха яхăн: юпа уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа нарăсăн çурричченех. Куçса килнĕ чухне эпĕ кун пирки шухăшламан. Мурманскра раштав уйăхĕнче тĕплентĕмĕр. Урама тухатăп — пĕрмай тĕттĕм. Анне патне шăнкăравларăм. «Кун çути курмастăп. Кăнтăрла та урамра çутăлмасть», — пĕлтертĕм ăна. Вăл та тĕлĕнчĕ, сехет йĕпписене тĕрĕслеме сĕнчĕ. Кунти çут çанталăк хăйне евĕр. Çулла темиçе кун ăшă тăрать. Термометр 20 градусран çӳлерех хăпарсан шăрăх, пăчă», — каласа кăтартрĕ Дина.

Çĕнĕ вырăна хăнăхиччен вăл ытларах килте ларнă. Пĕррехинче Дина вырăнти телеканалпа пĕлтерӳ курнă. Унта эстрада юррисемпе ташшисен конкурсĕ пирки пĕлтернĕ. Дина хутшăнма шут тытнă. Анчах мĕнле юрă шăрантармалла? Вырăсла тата акăлчанла юрăпа никама та тĕлĕнтереймĕн. Пике чăвашла юрлама шухăшланă. Дина юрă-ташăпа туслă çемьере ӳснĕ, сцена çине пирвайхи хут тухнине лайăх астăвать. 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне куракансен умĕнче вăтанмасăр «Пропала собака» юрра юрланă. Динăн пĕртăванĕсем те пултаруллă: шăллĕ гитара калать, пиччĕшĕ хитре юрлать. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


«Çамрăксен хулисĕр» — 731 кун

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче «Çамрăксен хули» форум уçăлнă. Пĕрремĕш смена вĕçленнĕ. Унта хутшăннă яш-хĕр пĕлӳ шайне ӳстернĕ, çĕнĕ юлташсем тупнă, хуранра пĕçернĕ апатпа сăйланнă, уçă сывлăшра иртнĕ ташă каçĕсенче савăннă.

Ханнăпа тĕл пулнă

Пандемие пула пĕлтĕр форум иртмен. Çавна май яш-хĕр «Çамрăксен хулисĕр» 731 кун пурăннă, ăна питĕ кĕтнĕ, тунсăхланă. Коронавирус сарăлнăран кăçал форума икĕ сменăпа ирттерме йышăннă. «Палаткăсен хулине» ПЦР-тест кăтартăвĕн, антителăсем пуррине çирĕплетекен справкăпа е вакцина тунине ĕнентерекен сертификатпа кăна йышăннă. Анализсене смена пуçланиччен виçĕ кун маларах панă. Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов пĕлтернĕ тăрăх, медиксем, полицейскисем, çăлавçăсем, пушарнăйсем талăкĕпех дежурствăра тăнă.

1-мĕш сменăра 5 тематика лапамĕ йĕркеленĕ: «Студентсен пурнăçĕ», «Услам ĕçĕ», «Ыр кăмăллăх», «Эпĕ вăрмана юрататăп», «Проект çырас ăсталăх». Çамрăксем ире зарядкăран пуçланă. Ăна Ксения Чернова тренер ертсе пынă.

Чăваш колоричĕллĕ пироженăйсем, чупмасăрах имшерленме пулăшакан хатĕр, пилотсăр трактор, светодиодлă рюкзак… — кусем фантастикăран илнĕ тĕслĕхсем мар, вĕсем — «Çамрăксен хулинчи» инноваципе ăслăлăх куравĕнчи проектсем. Республикăри вĕрентӳ учрежденийĕн хастарĕсем тăратнă ĕçсем чăннипех те кăсăклă. Экспертсем 20 ытла ĕçе пахаланă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева куравпа паллашнă. Вăл «Чăваш Ен студенчĕсен «iВолга — 2021» çамрăксен форумне хутшăнас малашлăхĕ» «çавра сĕтеле» хутшăннă.

Форумри виççĕмĕш кун чылайлăха асра юлĕ ахăртнех. Мĕншĕн тетĕр-и? Çак кун унта Раççей поп-музыкин супер çăлтăрĕ Ханна килнĕ. Пĕр сехет ытла тăсăлнă тĕлпулура çамрăксем артистăн пултарулăхĕпе, пурнăçĕнчи кăсăклă саманчĕсемпе интересленнĕ. «Сирĕн умра пĕр вăрттăнлăха уçам. Шăпах вăл мана пурăнма хавхалантарать. Эпир çак тĕнчене асап тӳсме мар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме килнĕ. Тĕллеве чăннипех те пурнăçлас килет тĕк, манăн шухăшпа, нимĕнле чăрмав та çук. Хамăрăн вăя шанмалла çеç», — тенĕ вăл.

Раççей театрĕн тата кино актрисипе Анна Миклошпа иртнĕ уçă калаçу та яш-хĕре хавхалантарнă. Сумлă хăна çамрăксенчен нимĕн те пытарман, пур ыйтăва та хуравланă. Вăл тĕллевсем патне пĕр хăрамасăр утмалли пирки каланă, çутă пуласлăха шанса пурăнма сĕннĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Типшĕм Сашук вырăнне йышăнса автограф ыйтаççĕ

«Эсир Типшĕм Сашук вĕт. Сирĕнтен автограф илме юрать-и?» — иртен-çӳрен ăна урамра пĕрре мар чарнă. Вăл вара — чăваш эстрадинчи паллă артист мар. Шупашкар районĕнчи Хурăнлăх ялĕнче çуралса ӳснĕ Ростислав Герасимов чăнах та Типшĕм Сашук пекех, соцсетьре сăн ӳкерчĕкне курсан хам та ăна юрăç вырăнне йышăнтăм.

Хăнасем те арпаштарнă

Çамрăкрах чухне Ростислав Герасимов урăхларах сăнлă пулнă. Вăл Сергей Марков композиторăн, аранжировщикăн пулăшуçи, çавна май чăваш эстрада юрăçисемпе час-часах хутшăнма тивет.

— Пĕррехинче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи концертра ман пата икĕ хĕрарăм пычĕ. «Эсир Типшĕм Сашук», — тесе хайхискерсем пĕрле сăн ӳкерĕнме ирĕк ыйтрĕç. «Кайса ӳкерĕн», — çапла каласа тусăм мана çурăмран тĕкрĕ. Шӳтле-шӳтле вĕсемпе селфи ӳкерĕнтĕм, автограф патăм. Çав икĕ хĕрарăм эпĕ пачах урăх çын пулнине чухламасăрах кайрĕ. Кун пирки Типшĕм Сашука каласа кăтартрăм, вăл кулчĕ, — аса илчĕ Ростислав Герасимов. Юлташĕсем кафене юбилея чĕнсен те ăна хăнасем юрăç вырăнне йышăннă. Киле тăванĕсем пухăнсан Слава сăнĕпе Типшĕм Сашук пе-кех пулнине калаççĕ. Сăмах май, вăл Раççей эстрада юрăçин Эвитăн администраторĕ.

«Типшĕм Сашук ку», — пĕр уйăх каялла Сархурăн ялне тусĕ патне çуралнă куна кайсан пĕр хăна Ростислав патне каллех çапла каласа пынă. Ун чухне те вăл шӳтле-шӳтлех сăн ӳкерĕннĕ. Кайран хăнасене çак арçын эстрада юрăçи пулманнине ăнлантарнă. Ку вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулнă, питĕ тĕлĕннĕ.

4-5 çул каялла Ростислав Герасимов Типшĕм Сашукпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă. Юрăç ăна курсан йăл кулнă: ун умĕнче чăнах та хăйĕн пек сăнлă çын тăнă-çке-ха. «Ку манăн «двойник», — тенĕ Типшĕм Сашук. «Эсĕ вара манăн «тройник», — шӳтлесе хуравланă Ростислав. Виçĕ çул каялла юрăç унпа сăн ӳкерĕннĕ, ăна соцсетьри страницине вырнаçтарнă. «Эпир пĕр пекех-и?» — ыйтăм ирттернĕ вăл. Унăн страницине пăхса тăракансенчен чылайăшĕ икĕ арçын пĕр пек сăнлă пулнине палăртнă.

Ростислав Герасимов та музыка енĕпе аталаннă. Вăл ку енĕпе Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицей интернатĕнче вĕреннĕ, унти хора юрлама çӳренĕ.

Хула урамĕпе лăпкă утса пынă чухне те иртен-çӳрен ăна паллă юрăç вырăнне йышăнса чарăнма ыйтать.

— Тухтăрсем мана: «Начарланмалла», — терĕç. Икĕ эрнере 15 килограмран хăтăлтăм. Ун чухне сăнран та самаях улшăнтăм. Тен, çавăн хыççăн мана Типшĕм Сашукпа ытларах арпаштарма тытăнчĕç. Заливра уçăлса çӳренĕ чухне çынсем: «Типшĕм Сашук, салам!» — теççĕ. «Салам», — тесе иртсе каятăп. Манăн тата мĕн калас-ха? Пĕррехинче сăн ӳкерĕнме ыйтрĕç. Çыннăн кăмăлне мĕншĕн пăсас? Ара, вăл паллă артиста курса савăнса кайнă-çке-ха. Эпĕ вĕсене улталамастăп вĕт. «Типшĕм Сашук, сирĕнпе сăн ӳкерĕнме юрать-и?» — теççĕ те вĕсемпе сăн ӳкерĕнетĕп. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.