- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 20 (6521) № 30.05.2024
Йывăçпа ĕçлесе чунпа канать
Сергей Иванов йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама маттур. Вăл Канаш округĕнчи Асхва ялĕнче «Папа сделал» столяр мастерскойне уçнă. Предприниматель ĕçне Сергей 4 çул каялла пуçарнă.
Хăй шухăшласа кăларать
Телефон лартмалли хатĕрсем, апата тутă кĕртекен техĕмлĕхсем валли савăтсем, ывăссем, икĕ яруслă краватьсем, пахчари чуччусем, сувенирсем… Мĕн кăна ăсталамасть вăл! Кашни япалана хăйне евĕр тума тăрăшать. Савăт-сапана касса кăларнă хыççăн ăна çунтарса ӳкерчĕксемпе илемлетет. Кун валли вăл çулталăк каялла хаклă пысăк станок туяннă. Унăн ĕçĕсене парне валли те туянаççĕ, çавăн пекех вĕсем кафесемпе ресторансене те илемлетеççĕ. Мĕн ăсталассине вăл пĕтĕмпех хăй шухăшласа кăларать. «Пĕрре çĕнĕ япала тĕлĕкре курăнчĕ. Хăш чухне пĕр-пĕр савăт-сапана тума хавхалану кĕрсе каять те, хамăн шухăшсене пурнăçа кĕртетĕп. Ун пек чухне пуçра тăватă йĕркеллĕ сăвăсем те шăрçаланаççĕ», — йăл кулса каласа кăтартрĕ вăл. Йывăçран тĕрлĕ савăт-сапа ăсталама мĕн хистенĕ-ха ăна? «Мунча тума стройматериалсем кирлĕччĕ, çавăнпа пилорамăна хăмасем илме кайрăм. Унта çитсен 3 метр сарлакăш юман хăмине асăрхарăм. Унччен эпĕ интернетра çынсем юманран ывăссем касса кăларнине курнăччĕ. Манăн та ун пеккисене тăвас килсе кайрĕ. Вĕсене юлташсене, тăвансене парнелес, хамăн валли те ăсталас тесе çак ĕçпе аппаланма пуçларăм. Хăмасене киле илсе килтĕм те темиçе хут типĕтрĕм. Килти инструментсемпе усă курса ывăссем ăсталарăм. Юлташсене парнелерĕм. Ыттисем те манăн ĕçсене курсан хăйсем валли туса пама ыйтма пуçларĕç. Ĕçе хăвăртрах пурнăçлас тесе пилорамăна мар, Хусанти строительство базине кайса килтĕм.Типĕтнĕ хăмасем илсе килтĕм те ывăссем касса кăлартăм. Унтан каллех ыйтма пуçларĕç. Çапла мана çак ĕç килĕшнине ăнланма пуçларăм. Капла укçа та ĕçлесе илме май пуррине ăнкартăм. Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта хăйĕн ĕçне пуçаракансен социаллă контракт çырса субсиди илме май пуррине пĕлтĕм. Бизнесплан çыртăм, ăна ырларĕç. Ĕçе пуçарма 150 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Контрактпа килĕшӳллĕн харпăр предприниматель пек регистрацилентĕм. Субсиди укçипе электротехника хатĕрĕсем туянтăм. Вĕсене илсен ĕç самай çăмăлланчĕ», — каласа пачĕ вăл. Пысăк маркетплейссенче сутать Малтан Сергей юманпа ĕçлесе пăхнă, халĕ тĕрлĕ япалана хыртан та ăсталать. «Кайран çынсем ывăссемсĕр пуçне урăх япаласем те ăсталаса пама ыйтма пуçларĕç. Хамăр ялта пурăнакансене краватьсем, саксем туса патăм. Унтан Шупашкартан та саккассем килме пуçларĕç. Ача-пăча кравачĕсем çынсене ытларах та ытларах интереслентерчĕç», — пĕлтерчĕ маçтăр. Сергей таварсене пысăк маркетплейссенче те сутать. Унăн ĕçĕсене Казахстанра, Беларуçре туянаççĕ. АПШран вара юманран ăсталанă ывăссем ыйтнă. «Çынсем ытларах сувенир продукцийĕсене туянаççĕ», — малалла каласа кăтартрĕ вăл. Сергей малтанлăха сарайĕнче ĕçленĕ. Унтан гаражра вырăн уйăрнă. «Хĕсĕкрех пек туйăнма пуçласан юнашар ялти тахçан колхозăн пулнă пушă çурта ĕçлеме куçрăм. Хĕлĕпех унта тăрмашрăм. Кăмака туса лартрăм. Халĕ чаплăрах, хаклăрах, пахалăхлăрах инструментсемпе ĕçлетĕп. Пĕччен ĕçленĕ чухне саккас нумай пулнипе киле каçхи 7-8 сехетсенче çеç таврăнаттăм. Ывăниччен ĕçлесен ырă япала пулмасть. Хам валли пулăшакан çын кирлине ăнлантăм. Унччен икĕ çул йывăр пулсан та пĕчченех ĕлкĕрсе пытăм. Саккас нумайлансан хампа пĕрле ĕçлемешкĕн пĕр çынна ĕçе илтĕм. Халĕ эпир иккĕн. Хăш чухне пире пĕр çамрăк пулăшма килет», — калаçу çăмхине малалла сӳтрĕ çамрăк предприниматель. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Нумай ача çуратма хăрамалла мар»
Шупашкарти Ирина ача чухнех хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсене алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренекен шăллĕ каратэ секцине çӳреме тытăнсан вăл унпа пĕрле кайнă та шăпа çырнине тĕл пулнă.
Тренерне качча тухнă 18-ти студентка Владимир Васильев тренер патне ăсталăха туптама çӳреме тытăннă. Владимир Пименович Ирина питĕ тăрăшуллине, çитĕнӳсем патне ăнтăлнине асăрханă. «Эпир пĕр-пĕрне тӳрех килĕштертĕмĕр. Вăл мана тимлеме тытăнчĕ, тĕл пулусене чĕнчĕ. Икĕ çул çӳренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ ун чухне 20-реччĕ, вăл — 38-таччĕ. Унтанпа 22 çул хыçа юлчĕ», — аса илчĕ 5 ывăлпа 2 хĕр амăшĕ. Чи асли халĕ — 20-ре, кĕçĕнни — 2-ре. Çапла, вĕсене спорт пĕрлештернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ Ирина Юрьевна — банкра аслă специалист. Вăл мĕн вырнаçнăранпах çак ĕçре, стажĕ — 17 çул. Декрета кăна час-часах кайса килет паллах. Сăмах май, вăл паянхи кун та — декретра. Спортра та çавнашкалах: ача çуратнă хыççăн хăвăртах вăй илет те тренировкăсене çӳреме тытăнать. Хырăмпа чухне те çуратичченех тренировкăсене пăрахмасть. Паянхи кун вăл Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, хура пиçиххие тивĕçнĕ, 1-мĕш дан çĕнсе илнĕ. Владимир Пименовичăн — 5-мĕш дан. Вăл — республикăра хура пиçиххиллĕ пулнă пĕрремĕш спортсмен. Вăл ĕмĕрĕпех тренерта ĕçлет. «Ачасене никампа хăварма çукран хамăрпа пĕрле тренировкăна илсе каяттăмăр. Çапла вĕсем те каратэпе туслашрĕç. Халĕ пурин те /кĕçĕннисĕр пуçне/ разряд пур. Никонăн — хура, Васьăпа Верăн — хăмăр, Софийăпа Тихонăн — сарă, Нилăн — шурă пиçиххисем. Тренировкăсем урамра та, спортзалта та, килте те иртеççĕ. Çемье пуçĕ тренер пулни ачасем яланах занятисене хатĕр тăма хистет. Владимир Пименович кирек хăш самантра та, эрнере 3-рен кая мар, тренировка иртесси пирки пĕлтерме пултарать. Никам та тăрса юлмасть. Чи çамрăккисем те — командăра. Нумаях пулмасть Васильевсем каратэ енĕпе республикăри чемпионатра тата первенствăра тупăшнă. Пурте медальсем çĕнсе илнĕ: кĕçĕннисем — республика чемпионĕсем, асли Никон 3 хут Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ Спорт — кĕлетке валли, пултарулăх — чун валли, шахмат ăс-тăн валли теççĕ Васильевсем, çавăнпа ачисене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Çемьере пурте шахматпа туслă, ачасем ятарлă клуба ăсталăха туптама çӳреççĕ. Кунсăр пуçне Тихон, София, Вася футболла выляма каяççĕ. Пур шăпăрлан та ача-пăча искусство шкулĕнче ӳкерӳ енĕпе вĕреннĕ е вĕренеççĕ. Вĕсен ашшĕ те, аслашшĕ те хитре ӳкереççĕ. Уйрăмах ку пултарулăх Верăн пур, унăн картинисем тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ. Сăмах май, хĕр кăçал шкултан шĕкĕр «5»-пе вĕренсе тухать, умра — патшалăх экзаменĕсем. Вăл ИТ-специалист пуласшăн. 9-мĕш класран вĕренсе тухакан Васьăна та экзаменсенче ăнăçу кирлĕ пулĕ. Ачасем шкулта вĕреннĕ чухнех професси суйланă, акă Верăпа Вася ИТ енĕпе ятарлă курссенче пĕлӳ илнĕ. Васильевсен ачисем пурте лайăх вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене кашнинех 11 класс вĕрентсе кăларса аслă пĕлӳ илтересшĕн. Паянхи кун Никон кăна 2-мĕш курс студенчĕ, вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра журналиста вĕренет. Çемьере садик ӳсĕмне çитменнисем — 2-ĕн, ыттисем — шкул ачисем. Йышлă çемьере те ăнăçлă ӳсеççĕ ачасем, вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, лайăх воспитани, пĕлӳ илеççĕ.
Алина ИЛЬИНА.
Мускава килсенех «Ентеш» ушкăнра юрлама тытăннă
Марина ДЕНЬГИНА — Мускаври чăвашсен культура обществин хастар членĕ, ун çумĕнче йĕркеленнĕ «Ентеш» фольклор ушкăнĕн юрăçи. Мĕнпе илĕртет-ха чăвашсене Раççейĕн тĕп хули? Мĕншĕн-ха вĕсем унта ĕçлеме кайсан хăйсем пекех пĕр тымартан тухнă чăвашсене тупса пĕр çĕре чăмăртанаççĕ? Кун пирки калаçрăмăр унпа.
Наци тумне çĕлеттернĕ
— Марина, мĕншĕн шăп та лăп Мускава суйларăн? Раççейре чаплă хула нумай вĕт.
— Мускав — хăйне евĕрлĕ хитре хула. Унта пурăнма интереслĕ пуласса шанса килтĕм. Кунти архитектура питĕ хăйне евĕрлĕ, урамĕсем те, скверсемпе парксем те уйрăлса тăраççĕ. Мускавра манăн чылай тăван, тус тĕпленнĕ. Çакна пула та чун унталла туртрĕ пулмалла. «Ентеш» фольклор ушкăнĕпе туслашрăм. Унăн ертӳçи — Патăрьел тăрăхĕнче çуралнă Алевтина Тельцова, манăн ĕмĕрхи тусăм. Унпа Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ĕçленĕ чухнех паллашнăччĕ. Мускава куçса килсен Алевтина хăйĕн ушкăнне йĕркеленине пĕлтĕм. Ун патне шăнкăравларăм.
— Пурнăç çапла ĕнтĕ, ют хулара тӳрех ентешсене, туссене шырама пуçлатпăр. Ав Алевтина та ушкăнне «Ентеш» ят панă.
— Кунти культура обществи çумĕнче темиçе пултарулăх ушкăнĕ пур: «Тăвансемĕр», «Шевле», «Атăл», «Ентеш». Алевтина манăн чунташ пулнăран эпĕ, паллах, ун патнелле туртăнтăм. Ушкăн интернетра ĕçĕ-хĕлне çутатсах тăратчĕ. Таçта та çитеççĕ, темле уява та хутшăнаççĕ, халăха савăнтараççĕ… Алевтина — профессионал. Вăл музыка училищинче фольклор уйрăмĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Ушкăна çӳреме пуçланăранпа 4 çул хыçа юлчĕ. Кунта эпĕ паллакан çынсем те пур. Хам çуралса ӳснĕ Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнчен иккĕн: Лена Аркандеевăпа Мира Иванова. Лена ĕçлемест, Мира вара шкулта вĕрентет. Ушкăнра пĕтĕмпе — 20 çын.
— Ушкăна çӳрекенсем профессионалсем мар, çавăнпа вĕсене музыка пĕлĕвне пама тиветех.
— Алевтина пирĕнпе питĕ тĕплĕн ĕçлет. Юрлама пуçличчен малтан тĕрлĕ сасă каласа ӳпкене уçатпăр. Мана ушкăна илсен кунти йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Кĕпесене, эрешсене, тухья-хушпăва, сурпана, мăй çаккине, тевете, пушмака хамăрăн туянмалла терĕ. Чăвашла илемлĕ тăхăнас тесен 40-50 пин тенкĕрен кая мар кирлĕ. Малтан хамăн унчченхи наци тумĕпе çӳрерĕм. Алă-ура çавăрса ярсан çĕннине çĕлеттертĕм. Репертуарта — 50-а яхăн юрă. Ушкăнра — 3-4 купăс ăсти. Алевтина больницăра ĕçлет. Вăл хăш чухне репетицие килеймесен ун вырăнне ăстараххисем ирттереççĕ. Эрнере икĕ хут пухăнма тăрăшатпăр. Алевтина ташăсене хăй хатĕрлет.
— Чăвашсен культура обществи фольклор ушкăнне пулăшать-и?
— Мускавра иртекен уявсене общество ертӳçи Лира Смирнова йыхравланипе каятпăр. Пĕлтĕр пире Санкт-Петербургри чăвашсен обществи Акатуя чĕнчĕ. Хамăр укçапа кайса килтĕмĕр. Пирĕн ăсталăха кăтартас килчĕ. Хамăра ытти ушкăнпа танлаштарас терĕмĕр. Пĕлтĕр тата кăçал Мускаври ВДНХра чăвашсем ирттерекен мероприятисене хутшăнтăмăр. Пĕлтĕр Мускаври Сокольники паркĕнче иртнĕ Акатуйра юрларăмăр. Кăçал та Мускаври Акатуя чĕнчĕç. Нумаях пулмасть Шупашкарта фольклор ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ конкурса хутшăнтăмăр, лауреат пултăмăр. Ытти халăха чăвашсен йăли-йĕркипе, пир çине тĕрленĕ эрешсемпе паллаштарас килет. Хĕрарăм кил-çурта упраканни-çке-ха. Кĕпесем çинчи хăш-пĕр тĕрĕ çемьепе тачă çыхăннă. Çакна эпир юрă, тумтир урлă халăх патне çитеретпĕр.
— Сцена çине тухма ятарлă пĕлӳ кирлех-и?
— Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче 10 çул ытла ĕçлерĕм. Унта тĕрлĕ коллектив пур. Эпĕ вокалпа хор ушкăнĕнче юрларăм. Ăна ертсе пыракан Людмила Петуховăран, музыка училищинчи фольклор уйрăмĕн ертӳçинчен, музыка урокĕсем илтĕм. Аван вĕрентрĕ, юрăсем çыртарма та пуçланăччĕ. Пĕр-иккĕшĕ хыççăн Людмила Валерьевнăна хамăн сасса юрăра итлейменнине пĕлтертĕм. Хам юрлани кăмăла каймарĕ. Е шиклентĕм-ши? Уявсенче яланах чĕрĕ сасăпа юрлаттăм. Шупашкарти педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ чухне музыка предмечĕ те пулнă. Педагог пулнă май ача-пăча юррисене савăнсах шăрантаратăп.
— Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче эсĕ директор заместителĕнче те вăй хунă. Ун чухне «Уяв» ушкăнпа Турцие фольклор фестивальне пĕрле кайма тӳр килнĕччĕ.
— Çапла. Унта малтан культура пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Кайран клубсемпе ĕçлекен пая куçрăм. Ытларах хутсемпе аппаланаттăм. Культура керменĕнче йĕркеленнĕ вырăс халăх театрне çӳреме пуçларăм. Кашни роле килĕштерсе выляттăм, сăнар ăшне путаттăм. Хам та сценарисем çырма пуçларăм. Вĕсенчен пĕри — «Здравствуйте-до свидания».
— Театра юратасси, сценари çырасси, педагог пулас килни камран лекнĕ-ши?
— Шкулта сăвăсем аван вулаттăм. Вĕрентекен ялан ырлатчĕ. Сăвă конкурсĕсене хутшăнаттăм. Юрласси те шкултах аталаннă. «Светит незнакомая звезда» юрра шкул сцени çинче юрланă чухне купăсçă ман хыççăн ĕлкĕрсе пырайманни халĕ те асрах. «Ăçта васкатăн, Марина?» — тетчĕ. Пирĕн вăхăтра ялта ача-пăча нумайччĕ. Урамра концерт лартаттăмăр. Уя юрлама та, ĕçлеме те çӳреттĕмĕр. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Нуша курнисем çеç ăнланаççĕ
Вĕсем пĕлтĕртенпе 360 метр тăршшĕ маскировка тетелĕ çыхнă, 1138 окоп çурти шăратнă. Шупашкар округĕнчи Шăнкас клубĕнче хастар хĕрарăмсемпе арçынсем кашни кун пуçтарăнса Çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ.
Пурне те пулăшмалла
СВО пуçлансанах «Шурă акăш» ансамбле юрлама çӳрекен хĕрарăмсем салтаксене тĕрев парасси пирки сăмах пуçарнă. Вĕсем гуманитари пулăшăвĕ пухма тытăннă. 10 хĕрарăм пĕрер çыхă нуски туяннă, çăм çиппинчен те çыхнă. Çырусем çырса нускисем ăшне чикнĕ. Хĕрарăмсене кура Мăштавăшри Виктор Петров та айккинче юлман: футболка, нуски, ал шăлли туянса пĕр курупка йышăну пунктне кайса панă. Ку пуçламăшĕ кăна пулнă-ха. Кайран ыттисем те туртăннă. Халăха майĕпен хускатакансенчен пĕри — Руфина Бородова. «Хамăр ял, округ салтакĕсене кăна мар, пурне те пулăшмалла, пурте хамăрăн ачасем», — тенĕ вĕсем. «Пĕлтĕр çулла утă уйăхĕнче маскировка тетелĕсем саккас пачĕç. Пĕрремĕш хут çавăн чухне çыхма тытăнтăмăр. Каникула яла килнĕ ача-пăча та клуба килме тытăнчĕ, çав шутра — 6-8 çултисем те. Çур çĕр çывхаратчĕ — киле кайма пĕлмерĕç, çаплах çыхрĕç. Юпа уйăхĕнче çуртасем тума пуçларăмăр. Спонсор 600 килограмм парафин туянса пачĕ. Каферен, халăхран ыйтса тимĕр банкăсем пуçтартăмăр. Пирĕн ĕç вуçех те чарăнмарĕ. Чӳк-раштав уйăхĕсенче çине тăрса тетелсем çыхма тытăнтăмăр. 2 уйăхра 118 метр сетка çыхрăмăр. Пĕр кунра 1 тетел çыхса пĕтерсе тепре çакни те пулнă. Хĕлле 1 кунра 2 сетка хатĕрленĕччĕ. Ахаль ларман, хĕрарăмсем кашни кун пухăннă, кăнтăрла та ĕçленĕ. 73-ри Галина Максимова та клуба тухать, килĕнче 92 мунчала çыхса та ĕлкĕрнĕ. Клавдия Васильевна ĕçе кайнă пекех тетел çыхма çӳрет. Вăл каçхи 5 сехет валли палăртнă вырăна тухса тăрать. Ыттисемпе пĕрле ăна кунта кӳршĕ ялтан машинăпа лартса килеççĕ. Хĕрарăмсенчен чи асли — 83-ри Александра Дмитриева, арçынсенчен — 76-ри Виталий Ананьев. Кашни сеткăна çырусем хуратпăр. Чăвашла сăвăласа та çыратпăр. Халăхăн кăмăлĕ лайăх, хавхаланса ĕçлетпĕр. Хамăрăн та киле каяс килместчĕ. Тетелсем валли хăю каснăçемĕн касас килетчĕ. Ун чухне кашни клеткăна тултарса çыхаттăмăр. Халĕ — урăхларах меслетпе. Эпĕ çырса пынă тăрăх, 82 çын сетка çыхма килнĕ. Хĕлле 30-ăн ытла пулнă. Çулла ĕç нумай, пĕрех тухма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра 20-22 çын тухать. Çапах ку сахал. Икĕ ялта — Мăштавăшпа Шăкасра — 800 ытла çын пурăнать вĕт. Камăн ачисем салтакра, çавсем тухаççĕ, укçан та пулăшаççĕ. Нуша курнă çынсем çеç ăнланаççĕ. Тем калакан та пур. «Сетка çыхнăшăн укçа тӳлеççĕ-и вара?» — тенĕччĕ пĕри. Мăштавăшри 72-ри Алевтина Сергеева мăшăрне, 2 ывăлне пытарнă, пĕччен тăрса юлнă. «Килте мĕн туса ларас? Мĕнле пулăшас мар-ха?» — тет вăл. Ачисене аса илсе макăрса та илетпĕр. Салтак амăшĕсене хĕрхенетпĕр. Акă пирĕнпе пĕрле Елена Васильева сетка çыхать. Ывăлĕ Николай салтакран килчĕ кăна, тулли мар мобилизаципе СВОна кайрĕ. Отпускра пулчĕ Коля. Мĕн каласа кăтартнипе кăсăклантăмăр та амăшĕнчен: «Пĕтĕмпех лайăх», — тесе хуравланă. Йывăр ăна, кашни кун ачинчен шăнкăрав кĕтет. Клуба тухма та вăй çитерет, укçан та пулăшать. Чăтать салтак амăшĕ. Ывăлĕ пĕр уйăха яхăн шăнкăравламан та, ашшĕпе амăшĕ вырăн тупаймарĕç. Ачи аманнă иккен. Татьяна Беловăн ывăлĕ Артем Ярусов хăйĕн ирĕкĕпе кайрĕ. Çул çинчех хăйне япăх туйнă вăл, хырăмлăх язви уçăлнă, контракт çырнăскере сипленĕ те паянхи кун малти ретре. Александр Григорьев аманса Мускавра госпитальте чылай выртрĕ. Чĕри çумĕнче снаряд ванчăкĕ пур. Ăна штаба куçарнă. Хамăрăн ĕçе пурнăçланă май пĕлĕшсем пирки çавăн пек хыпарсем илтетпĕр. «Çĕрĕпе ĕçлетпĕр — çыхса паратпăр» Çыхнă май юрлатпăр, макăратпăр... Пирĕн пата СВОран отпуска таврăннă салтаксем те пырса каяççĕ: Михаил Тимонин, Николай Викторов тата ыттисем. Йывăр пулсан та ним начаррине те, хăрушшине те каласа памаççĕ. «Сапер пĕр хутчен кăна йăнăшать. Питĕ асăрхануллă ĕçлемелле», — тенĕччĕ шăп та лăп сапер кунĕнче çитнĕ Николай Викторов. Вăл машинăсăрччĕ те, тетелсене çунашкапа туртса тухрĕç. «СВО вĕçленетех! Кĕçех Çĕнтерӳпе таврăнатпăр!» — пуç усмаççĕ салтаксем. Сетка çыхма материал енчен татăк тăмарăмăр. Спанбондпа, сеткăпа «Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Шупашкар районĕ» ушкăн, вырăнти хĕрарăмсен канашĕ татти-сыпписĕр тивĕçтерет. Хамăр округри волонтерсенчен саккассем тăтăш килеççĕ. «Çĕрĕпе ĕçлетпĕр — çыхса паратпăр», — тетпĕр çеç. Нумаях пулмасть СВОра яваплă должноçра службăра тăракан офицерсен арăмĕсем Ингăпа Марина килсе кайрĕç. 3х10, 3х7 виçеллĕ сеткăсем, нашлемниксем парса ятăмăр. Вĕсен — 3-шер ача, ашшĕсĕр ӳстерме çăмăлах мар. Çапах хĕрарăмсем упăшкисене пулăшма май тупаççĕ. «Сура» ушкăн йĕркеленĕскерсем типĕ салфеткăсем, окоп çуртисем тата ыттине хатĕрлеççĕ. Вĕсем хăйсен укçипе УАЗ тата «Нива» машинăсем те туяннă, СВОна ăсатнă. Пирĕн хĕрарăмсем епле хастар! Алла пăшал тытса çапăçма кайма та хатĕр вĕсем. Екатерина Платцевăн çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Упăшки пĕлтĕр пуç хунă хыççăн вăл хăйне ниçта та чикеймен, 3 уйăх тĕтре ăшĕнчи пек çӳренĕ. Кайран СВОна пулăшма «Катюша» ушкăн пуçарнă. Вĕсем типĕтнĕ яшка, 2-мĕш блюдо хатĕрлеççĕ. Шăнкас арçынни Андрей Иванов нарăс уйăхĕнче контрактпа кайрĕ. Пĕр кунхине унран шăнкăрав килчĕ. Салтак патне пирĕн тетелсем çитнĕ иккен. «Шăнкас. Мăштавăш. Хамăрăннисене пăрахмастпăр» тесе кашнинчех çыратпăр эпир. «Çак сеткăсене курсан хама ялти пек туйрăм. Пĕлетĕр-и, çак сеткăсем епле кирлĕ! Ăна пурте ыйтаççĕ. Дронсем пĕрмай вĕçеççĕ…» — терĕ Андрей, хумханнипе унăн сасси чĕтрерĕ, куççуль витĕр калаçрĕ. Вăл Луганск облаçĕнче çапăçать. Унти пурнăç пирки ыйтса пĕлтĕм. «Кам — палаткăра, кам блиндажра çывăрать», — терĕ. Апат енчен аптăрамаççĕ. Шалу вăхăтра параççĕ, тăванĕсене пулăшать Андрей. Сывă килме сунса сыв пуллашрăмăр», — каласа пачĕ Шăнкас старости Руфина Бородова. Вăл 46 çул ĕнтĕ ялти ФАПра санитаркăра ĕçлет. Ял старости — ĕмĕрĕпех общество ĕçĕнче. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Хăвăртрах тăшманпа çапăçма каяс килетчĕ»
«Эпĕ çак тарана çитсе кӳренĕве, япăх шухăшсене хампа пĕрле йăтса çӳремен. Тен, çавăнпа çапла нумай пурăнатăп», — терĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 99 çула кайнă Феоктист Васильев. Паянхи кун Патăрьел тăрăхĕнче икĕ ветеран çеç юлнă. Тепри Шăнкăртамра пурăнать, вăл 1924 çулта çуралнă.
Венгрие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă Феоктист Александрович 100 çулалла çывхарнине ĕненме те çук. Ман ума тăн-тăн çӳрекен, çирĕп ăс-тăнлă арçын тухса тăчĕ. Хăй ача пек сăпайлă, вăтанчăк. Пирĕн калаçу сыпăнса пынăçемĕн ман умра чăн-чăн чăваш аксакалĕ ларнине ăнлантăм. Феоктист Васильев Патăрьел округĕнчи Шăхач ялĕнче пурăнать. Вăл 1926 çулта çак ялти Александрпа Нина Тукмаковсен çемйинче кун çути курнă. «Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралнă. Саккăрăн çитĕннĕ эпир. Эпĕ — иккĕмĕш ача. Пире ĕçпе пиçĕхтерсе ӳстернĕ. Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Атте уй-хир бригадирĕччĕ. Анне Алексей Кокель художникăн йăмăкĕ пулнă. Питĕ тирпейлĕ хĕрарăмччĕ. Вăрçă хыççăн ачисене пĕчченех ура çине тăратрĕ. Вăрçă пуçланнă куна питĕ лайăх астăватăп. Çав кун аттепе ирех лаша кӳлсе Арапуç пасарне кайрăмăр. Пасартан килтĕмĕр — ялта шăв-шав тăрать. «Вăрçă пуçланнă!» — тесе калаçаççĕ пурте. Тепĕр кунхинех арçынсем фронта кайма тытăнчĕç. Колхозăн пĕр «полуторка» машина пурччĕ. Ăна тепĕр кунхинех шоферĕпе пĕрле вăрçа илсе кайрĕç. Ялтан кашни кун кама та пулин фронта ăсататтăмăр. Аттене 1942 çулхи ака уйăхĕнче повестка пачĕç. Малтан вĕсене Çĕмĕрле вăрманĕнче пĕр уйăха яхăн çар ĕçне вĕрентнĕ. Çав хушăра атте патне çăкăр леçме çуран кайса килтĕм. Текех ăна курман эпĕ. Вĕсене тӳрех Ржев çывăхĕнчи çапăçăва илсе кайнă. 1942 çулхи авăн уйăхĕнче атте вилни çинчен хут килчĕ. Аттен ячĕ Ржев патĕнчи пысăк мемориал çинче пур. Унта мăнуксем темиçе хут та кайса килчĕç. 1940 çулта 7 класс пĕтертĕм. Шкулта аван вĕрентĕм. 8-мĕш класа Турхан шкулне каймаллаччĕ. Вĕреннĕшĕн укçа тӳлемеллеччĕ те, килтисем мана унта яраймарĕç. Шăп çав вăхăтра колхозра учетчик шыратчĕç. Мана çавăнта вырнаçтарчĕç. Атте вăрçа кайсан эпĕ килте асли вырăнне юлтăм. Çемье пысăк, çакăр çитсе пымастчĕ, çавăнпа Турханти вăрман хуçалăхне счетовода куçрăм. Унта кашни кун пĕр кило çăкăр паратчĕç. Анчах йышлă çемьене вăл та çитсе пымастчĕ. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче Чемен лесничествин бухгалтерне вăрçа илсе кайрĕç, мана унта куçма ыйтрĕç. Уйăхне виçĕ пăт тырă /58 кг/ паратпăр терĕç. Çапла çулталăка яхăн унта ĕçлерĕм. Вăрçă хĕрсех пычĕ, яла кашни кун тенĕ пекех «хура» хутсем килсе тăчĕç. 1943 çул вĕçĕнче мана та повестка пачĕç. Эпĕ ун чухне 18 çул та тултарманччĕ. Пире, 30 çамрăка, Кострома хулинчи полк шкулне вĕренме илсе кайрĕç. «Курсантсем» тетчĕç пире. Çар ĕçне хăнăхтарчĕç. Эпĕ минометчика вĕрентĕм. 1944 çул пуçламăшĕнче пире çар десантникĕсен çарне куçарчĕç. Унта каллех çĕнĕ вĕренӳ пуçланчĕ. Парашютпа самолетран, дельтопланран сикрĕмĕр. Пĕрремĕш хут сикекен салтаксен хушшинче тем хăтланакан та пурччĕ. Самолетăн тĕрлĕ пайĕнчен аллипе тытăнса юлма тăрăшатчĕç. Инструкторсем вĕсене аран-аран вĕçертетчĕç. Кайран çав салтаксемех хăюллă тĕслĕхсем кăтартатчĕç. Пире танк çинчи пулеметчика та вĕрентрĕç. Çарта 18 çул тултартăм. Темшĕн хăвăртрах тăшманпа çапăçма каяс килетчĕ. Фронта 1945 çул пуçламăшĕнче çеç лекрĕмĕр. Пире Венгрие ирĕке кăларнă çĕре илсе кайрĕç. Будапешт хулишĕн хĕрсех çапăçусем пыратчĕç. Танк çарĕ вăйлă çапăçатчĕ. Эпир пуш уйăхне çав çапăçура ирттертĕмĕр. Ака уйăхĕ тĕлне Австри чиккине çитрĕмĕр. Акан 1-мĕшĕнче мана амантрĕç. Госпитале лекрĕм. Çĕнтерӳ кунне унтах кĕтсе илтĕм. Пĕрре ирхине вăрантăмăр та госпиталĕпех: «Вăрçă пĕтнĕ!» — тесе кăшкăраççĕ. Манăн сылтăм алă аманнăччĕ. Унта халĕ те пĕр пысăк шăмă çук. Кайран пире чаçсене салатрĕç. Эпĕ Венгрирех юлтăм. Çар аэродромне сыхларăмăр. Унтан Мускава куçарчĕç. Манăн почерк питĕ илемлĕччĕ. Писарьте ĕçлеме тытăнтăм. Çартан 1947 çулхи раштав уйăхĕнче çеç таврăнтăм. Тен, тата тытса тăратчĕç пулĕ, анчах аманнă алла пула медкомисси витĕр кăлармарĕç. Яла таврăнтăм. Килте питĕ япăх пурăнатчĕç. Аннене пĕччен çичĕ ачапа çăмăлах пулман. Районти финанс уйрăмне ĕçе вырнаçрăм. Çӳреме йывăрччĕ, инçеччĕ. Çуран та нумай утнă. Юлашкинчен велосипед туянтăм. 1957 çулта Турханти вăрман хуçалăхне бухгалтера вырнаçма май килчĕ. Унта инçе марччĕ. Çавăнта 1986 çулччен ĕçлерĕм. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Ĕçленĕ хушăрах ял хуçалăх техникумне пĕтертĕм. Çут çанталăка çывăх пулас тесе маçтăра та куçса пăхрăм. Вăхăтăн-вăхăтăн каллех бухгалтерие куçаратчĕç. Çав вăхăтрах хамăр ял хĕрĕпе Аннăпа çемье çавăртăм. Ĕçĕм çăмăл пулнă теместĕп. Çав вăхăтрах питĕ интереслĕччĕ. Пирĕн вăрман хуçалăхĕ патшалăха мĕн кăна хатĕрлесе паман-ши! Эмел курăкĕ пуçтараттăмăр. Милĕк, шăпăр çыхаттăмăр. Йывăç хунавĕсем ӳстерме йĕкел пухаттăмăр. Хĕле кĕриччен чăрăш лăсси пуçтарса хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх валли çăнăх авăртса параттăмăр. Кăмпа тăварлаттăмăр. Çырла та тататтăмăр. Халăх валли вутă хатĕрлеттĕмĕр. Хуçалăхăн катка-пичке, лаша çуни, кустăрма тумалли цехсем пурччĕ. Пусă, мунча, пӳрт пурисене те хамăрах хатĕрлесе сутнă. Кашни çул 150 тонна утă хатĕрлесе памаллаччĕ. Çаксене йăлтах халăх тунă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас